Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

16-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Санӑн пиччӳ чӗрӗлсе тӑрӗ»!

«Санӑн пиччӳ чӗрӗлсе тӑрӗ»!

«Иисус... [Марфӑна] каланӑ: „Санӑн пиччӳ чӗрӗлсе тӑрӗ“» (ИОАНН 11:23).

151-МӖШ ЮРӐ Эпӗ чӗнсен...

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Пӗр арҫын ача вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине ӗненнине мӗнле кӑтартнӑ?

 МЭТЬЮ ятлӑ арҫын ача йывӑр чирпе чирлет тата ӑна нумай операци тунӑ ӗнтӗ. Ҫичӗ ҫулта пулнӑ чухне вӑл ашшӗ-амӑшӗпе JW телекуравӑн кӑларӑмне пӑхнӑ. Кӑларӑм вӗҫӗнче эпир ҫӗнӗ тӗнчере чӗрӗлсе тӑнисене мӗнле кӗтсе илессине кӑтартакан юрӑ-кӗвӗллӗ видео пулнӑ b. Кӑларӑма пӑхса пӗтерсен Мэтью ашшӗ-амӑшӗ патне пынӑ та вӗсене аллинчен тытса ҫапла каланӑ: «Атте, анне, куратӑр-и: эпӗ вилсен те чӗрӗлсе тӑрӑп. Мана кӗтӗр ҫеҫ. Веҫех лайӑх пулать». Хӑйсен ывӑлӗ вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине хытӑ ӗненнине курсан ашшӗпе амӑшӗ ҫав тери хӗпӗртенӗ!

2, 3. Мӗншӗн пирӗн Турӑ вилнисене чӗртсе тӑратма сӑмах пани ҫинчен шухӑшламалла?

2 Турӑ вилнисене чӗртсе тӑратасси пирки вӑхӑтран вӑхӑта шутласан лайӑх пулнӑ пулӗччӗ (Иоанн 5:28, 29). Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эпир ӑнсӑртран хытӑ чирлесе ӳкме е ҫывӑх ҫынна ҫухатма пултаратпӑр (Еккл. 9:11; Иак. 4:13, 14). Вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине ӗненни вара пире ҫавӑн пек йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшӗ (1 Фес. 4:13). Сӑваплӑ Ҫыру ҫӳлти Атте пире лайӑх пӗлет тата питӗ юратать тесе шантарать (Лука 12:7). Шутласа пӑхӑр-ха: Иегова пире хамӑр характерпах, хамӑрӑн асаилӳсемпех чӗртсе тӑратать пулсан, апла вӑл пире питӗ лайӑх пӗлет. Иегова пире юратни вара вӑл пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк парнеленинчен курӑнать. Эпир вилсен те вӑл пире чӗртсе тӑратӗ.

3 Малтан ҫак статьяра эпир вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса ӗненме мӗнле сӑлтавсем пуррине курӑпӑр. Унтан ӗненӗве ҫирӗплетекен Библири пӗр тӗслӗхе пӑхса тухӑпӑр. Ҫак статьян тӗп сӑвӑ йӗркин «санӑн пиччӳ чӗрӗлсе тӑрӗ» текен сӑмахсем шӑп ҫав тӗслӗхпе ҫыхӑннӑ (Иоанн 11:23). Юлашкинчен вара вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине хытӑрах ӗненес тесен мӗн тумаллине пӗлӗпӗр.

МӖНШӖН ВИЛНИСЕМ ЧӖРӖЛСЕ ТӐРАССИНЕ ӖНЕНМЕ ПУЛАТЬ?

4. Сӑмах панине ӗненес тесен мӗн пирки иккӗленмелле мар? Тӗслӗх илсе парӑр.

4 Эпир сӑмах параканӑн хӑй панӑ сӑмаха пурнӑҫламашкӑн кӑмӑл та, вӑй та пуррине куратпӑр пулсан, вӑл хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫласса ӗненетпӗр. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Калӑпӑр, ҫил-тӑвӑла пула сирӗн ҫурт арканнӑ. Сирӗн пата тус килет те ҫапла калать: «Ан пӑшӑрхан. Эпӗ сана ҫуртна юсама пулӑшатӑп». Вӑл ҫак сӑмахсене чун-чӗререн калать, ҫавӑнпа та унӑн сире пулӑшмашкӑн кӑмӑл пурри пирки эсир иккӗленместӗр. Вӑл опытлӑ строитель пулсан тата унӑн кирлӗ хатӗрсем пур пулсан вара, эсир унӑн сире пулӑшма май та пуррине куратӑр. Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн сӑмахне тытасса ӗненетӗр. Турӑ вилнисене чӗртсе тӑратма сӑмах пани пирки вара мӗн калама пулать? Унӑн ҫавна тума кӑмӑлпа вӑй пур-ши?

5, 6. Мӗншӗн Иеговӑн вилнисене чӗртсе тӑратма кӑмӑл пур тесе ҫирӗппӗн калама пулать?

5 Иеговӑн вилнисене чӗртсе тӑратма кӑмӑл пур-ши? Паллах, пур. Вӑл хӑй сӑмах панине Библире ҫырса хума темиҫе ҫынна хавхалантарнӑ (Ис. 26:19; Ос. 13:14; Ӳлӗм. 20:11—13). Иегова мӗн те пулин тума сӑмах парать пулсан вара, вӑл ӑна яланах пурнӑҫлать (Иис. Н. 23:14). Иегова вилнӗ ҫынсене питӗ чӗртсе тӑратасшӑн. Мӗншӗн ҫапла калама пулать?

6 Иов мӗн каланине аса илӗр-ха. Вӑл иккӗленмен: хӑй вилсен те Турӑ уншӑн тунсӑхласа ҫитӗ те чӗртсе тӑратасшӑн пулӗ (Иов 14:14, 15, ҪТ). Иегова хӑйӗн вилнӗ ытти ӗҫлекенӗсене те чӗртсе тӑратасшӑн, вӗсене сып-сывӑ тӑвасшӑн тата телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн. Иеговӑна пӗлмесӗр вилнӗ миллиард-миллиард ҫын пирки вара мӗн калама пулать? Пирӗн юратакан Турӑ вӗсене те чӗртсе тӑратасшӑн тата хӑйӗн тусӗсем пулса ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май парасшӑн (Иоанн 3:16; Ап. ӗҫ. 24:15). Иеговӑн вилнисене чӗртсе тӑратма кӑмӑл пурри уҫҫӑн курӑнать.

7, 8. Мӗншӗн Иеговӑн вилнисене чӗртсе тӑратма вӑй пур тесе ҫирӗппӗн калама пулать?

7 Иеговӑн вилнисене чӗртсе тӑратма вӑй пур-и? Паллах, пур. Вӑл «Пурне те Тума Пултаракан Турӑ» вӗт (Ӳлӗм. 1:8, ҪТ). Унӑн кирек мӗнле тӑшмана та — вилӗме те — пӗтерме вӑй пур (1 Кор. 15:26). Ҫакна пӗлни пире йӑпатать тата ҫирӗплетет. Акӑ Эмма Арно́льд тӑванӑн тӗслӗхӗ. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче унӑн ҫемйин нумай хӗн-хур курма тивнӗ. Хӑйсен ҫывӑх ҫыннисем нацистсен концлагерӗсенче вилнӗ хыҫҫӑн, хӗрне йӑпатас тесе, Эмма ҫапла каланӑ: «Вилнӗ ҫынсен каллех пурӑнма май пулмасан, ҫакӑ пирӗн тӑшман, вилӗм, Турӑран та хӑватлӑрах пулнине кӑтартса панӑ пулмӗччӗ-и?» Паллах, Иеговӑран хӑватлӑраххи урӑх никам та, нимӗн те ҫук. Пурне те Тума Пултаракан Турӑ пурнӑҫа тунӑ пулсан, вӑл вилнӗ ҫынсене каллех пурӑнмалла тума пултаратех.

8 Тепӗр сӑлтава пула та эпир Туррӑн вилнисене чӗртсе тӑратма вӑй пуррине ӗненетпӗр — унӑн астӑвӑмӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр. Иегова кашни ҫӑлтӑра ятран чӗнет (Ис. 40:26). Унсӑр пуҫне, вӑл вилнӗ ҫынсене астӑвать (Иов 14:1; Лука 20:37, 38). Ҫынсене чӗртсе тӑратнӑ чухне вӑл пур вак-тӗвеке те, ҫав шутрах вӗсен сӑн-сӑпатне, характерне, асаилӳсене тата вӗсем пурнӑҫра мӗн курнине аса илӗ.

9. Мӗншӗн эсир Иегова вилнисене чӗртсе тӑратма сӑмах панине пурнӑҫласса ӗненетӗр?

9 Иегова вилнӗ ҫынсене чӗртсе тӑратма сӑмах панине эпир ӗненетпӗр, мӗншӗн тесен унӑн хӑйӗн сӑмахне тытма кӑмӑл та, вӑй та пуррине пӗлетпӗр. Иегова хӑйӗн сӑмахне тытасса ӗненме пирӗн тата тепӗр сӑлтав пур. Иегова ӗлӗк-авал ҫынсене чӗртсе тӑратнӑ. Вӑл хӑйӗн шанчӑклӑ хӑш-пӗр ӗҫлекенне, ҫав шутрах Иисуса, вилнисене чӗртсе тӑратма вӑй панӑ. Айтӑр Иоанн кӗнекинчи 11-мӗш сыпӑкра ҫырса панӑ тӗслӗхе пӑхса тухар. Унта Иисус пӗр ҫынна чӗртсе тӑратни ҫинчен каланӑ.

ИИСУСӐН ҪЫВӐХ ТУСӖ ВИЛЕТ

10. Иисус Иордан леш енче ырӑ хыпар сарнӑ чухне Вифанире мӗн пулса иртет, вара Иисус мӗн тӑвать? (Иоанн 11:1—3).

10 Иоанн 11:1—3 вуласа парӑр. Пирӗн эрӑри 32-мӗш ҫул вӗҫнелле Вифанире мӗн пулса иртнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Ҫав ялта Иисусӑн тусӗсем: Лазарь, Мария тата Марфа пӗртӑвансем пурӑнаҫҫӗ (Лука 10:38—42). Лазарь чирлесе каять те Марийӑпа Марфа пӑшӑрханса ӳкеҫҫӗ. Вара ҫакӑн ҫинчен пӗлтерме Иисус патне ҫын яраҫҫӗ. Ун чухне Иисус Иорданӑн леш енче, Вифанирен икӗ кун утмалӑх аякра, пулнӑ (Иоанн 10:40). Шел пулин те, хыпарҫӑ Иисус патне ҫитнӗ тӗлне Лазарь вилсе каять. Иисус хӑйӗн тусӗ тин кӑна вилнине пӗлет пулин те, ҫав вырӑнта тата икӗ кунлӑха юлать, кайран тин Вифание тухса каять. Апла Лазарь вилнӗ хыҫҫӑн тӑватӑ кун иртсен тин Иисус ҫитет. Вӑл туссене ҫирӗплетме пултаракан тата Турра мухтава кӑларакан пӗр ӗҫ тӑвасшӑн (Иоанн 11:4, 6, 11, 17).

11. Ҫак тӗслӗхрен эпир туслӑх ҫинчен мӗне вӗренетпӗр?

11 Ҫак тӗслӗхрен эпир чӑн-чӑн туслӑх мӗн иккенне куратпӑр. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: Марийӑпа Марфа Иисуса Вифание килме ыйтман. Вӗсем унӑн ҫывӑх тусӗ чирлесе ӳкнӗ тесе пӗлтернӗ кӑна (Иоанн 11:3). Лазарь вилсен Иисус ӑна аякранах чӗртсе тӑратма пултарнӑ. Ҫапах та вӑл хӑйӗн тусӗсемпе, Марийӑпа тата Марфӑпа, пулас тесе Вифание пырасах тенӗ. Сирӗн те хӑвӑр ыйтмасӑрах пулӑшма хатӗр ҫавӑн пек тус пур-и? Ҫавӑн пек тус «инкекре... вӑхӑтра килсе ҫитет» (Ытар. 17:17). Айтӑр эпир те, Иисус пекех, ыттисемшӗн лайӑх тус пулар. Вифанире малалла мӗн пулса иртнӗ-ши? Айтӑр пӗлер.

12. Иисус Марфӑна мӗн тума сӑмах парать тата мӗншӗн унӑн сӑмахӗсене ӗненме пулать? (Иоанн 11:23—26).

12 Иоанн 11:23—26 вуласа парӑр. Марфа Иисус Вифание ҫитсе пыни ҫинчен пӗлет. Вара тӳрех ӑна хирӗҫ тухать те ҫапла калать: «Ҫӳлхуҫа, эсӗ кунта пулнӑ пулсан, манӑн пичче вилмен пулӗччӗ» (Иоанн 11:21). Иисус чӑнах та Лазаре сыватма пултарнӑ. Анчах та вӑл унтан та тӗлӗнмеллерех ӗҫ тӑвасшӑн. Иисус Марфӑна: «Санӑн пиччӳ чӗрӗлсе тӑрӗ»,— тесе сӑмах парать. Марфӑн унӑн сӑмахӗсене ӗненме тепӗр сӑлтав та пур. Иисус ӑна: «Чӗртсе тӑратаканӗ те, пурнӑҫ параканӗ те эпӗ»,— тет. Ҫапла, Турӑ Иисуса вилнисене чӗртсе тӑратма власть панӑ. Иисус унччен тин кӑна вилнӗ хӗрачана тата пӗр ҫамрӑка, лешӗ вилнӗ кун пулас, чӗртсе тӑратнӑ (Лука 7:11—15; 8:49—55). Анчах та тӑватӑ кун каялла вилнӗ, ҫӗрме пуҫланӑ ҫынна вӑл чӗртсе тӑратма пултараять-ши?

«ЛАЗАРЬ, ТУХ!»

Иисус хӑйӗн хуйхӑракан тусӗсене чунтан-вартан хӗрхеннӗ (13, 14 абзацсене пӑхӑр)

13. Иоанн 11:32—35 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Мария тата ытти ҫынсем макӑрни Иисус ҫине мӗнле витӗм кӳрет? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

13 Иоанн 11:32—35 вуласа парӑр. Малалла мӗн пулса иртет? Лазарӗн тепӗр йӑмӑкӗ Мария та Иисус патне пырать. Вӑл Марфа каланӑ сӑмахсенех калать: «Ҫӳлхуҫа, эсӗ кунта пулнӑ пулсан, манӑн пичче вилмен пулӗччӗ». Мария та, унпа пӗрле килнисем те питӗ вӑйлӑ хуйхӑраҫҫӗ. Вӗсем йӗнине курсан Иисуса хӑйне те хуйхӑ пусать. Хӑйӗн тусӗсене чун-чӗререн хӗрхеннӗрен вӑл макӑрма пуҫлать. Иисус ҫывӑх ҫын вилни чуна мӗн тери хытӑ ыраттарнине ӑнланать. Вӑл ҫав ҫынсен макӑрма сӑлтавсем урӑх ан пулччӑр тет.

14. Мария макӑрнине курсан Иисус хӑйне мӗнле тытни Иегова ҫинчен мӗне вӗрентет?

14 Иисус Мария макӑрнине курсан хӑйне мӗнле тытни Иегова питӗ хытӑ хӗрхенекен Турӑ пулнине кӑтартса парать. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Унчченхи статьяра куртӑмӑр ӗнтӗ, Иисус пур енчен те Ашшӗ пек шухӑшлать тата туять (Иоанн 12:45). Хӑйӗн хуйхӑракан тусӗсене ҫав тери шелленӗрен Иисус макӑрса та янӑ. Апла пулсан, эпир макӑрнине курсан Иеговӑн та чӗри ыратать (Пс. 55:9). Ҫакна пӗлни хамӑра хӗрхенекен Турӑпа тата ытларах ҫывӑхланма хавхалантарать.

Иисус вилнисене чӗртсе тӑратма хӑйӗн вӑй пуррине кӑтартнӑ (15, 16 абзацсене пӑхӑр)

15. Лазарь тупӑклӑхӗ патӗнче мӗн пулса иртни ҫинчен каласа парӑр (Иоанн 11:41—44). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

15 Иоанн 11:41—44 вуласа парӑр. Иисус тупӑклӑх патне пырса унта кӗмелли шӑтӑка хуплакан чула илме ыйтать. Марфа Иисуса чарасшӑн пулса: «Виле шӑрши... ҫапать пулӗ»,— тет. Иисус ӑна ҫапла хуравлать: «Ӗненсен, Турӑ мухтавне курӑн тесе каламарӑм-и-ха сана?» (Иоанн 11:39, 40). Кайран вӑл тӳпенелле пӑхса сасӑпа кӗлтӑвать. Малалла мӗн пулассишӗн пӗтӗм чыс Иеговӑна пултӑр тет. Унтан Иисус: «Лазарь, тух!» — тесе чӗнет те лешӗ тупӑклӑхран тухать. Ҫапла Иисус тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ. Нумайӑшӗшӗн ҫакӑ пулма пултарайман япала пулнӑ c.

16. Иоанн кӗнекинчи 11-мӗш сыпӑкра мӗн ҫырса пани вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса хытӑрах ӗненме мӗнле пулӑшать?

16 Иоанн кӗнекинчи 11-мӗш сыпӑкра мӗн ҫырса пани пире вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса хытӑрах ӗненме пулӑшать. Мӗнле майпа? Иисус Марфӑна: «Санӑн пиччӳ чӗрӗлсе тӑрӗ»,— тенине аса илӗр-ха (Иоанн 11:23). Иисус, хӑйӗн Ашшӗ пекех, вилнисене чӗртсе тӑратасшӑн тата ҫавна тума унӑн вӑй та пур. Иисус макӑрса яни вӑл вилӗме те, вилӗм кӳрекен хӗн-хура та питӗ пӗтересшӗн пулнине кӑтартать. Лазарь тупӑклӑхран тухсан Иисус хӑйӗн вилнисене чӗртсе тӑратма вӑй пуррине тепӗр хут ҫирӗплетсе панӑ. Унсӑр пуҫне, ҫакӑн ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр. Иисус Марфӑна: «Ӗненсен, Турӑ мухтавне курӑн тесе каламарӑм-и-ха сана?» — тесе аса илтернӗ (Иоанн 11:40). Турӑ вилнисене чӗртсе тӑратма хӑй сӑмах панине пурнӑҫласса ӗненме пирӗн пур сӑлтав та пур. Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса хытӑрах шанас тесен мӗн тумалла?

ВИЛНИСЕМ ЧӖРӖЛСЕ ТӐРАССА ХЫТӐРАХ ШАНАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

17. Библире вилнисем чӗрӗлсе тӑни ҫинчен вуланӑ чухне мӗн ҫинчен шухӑшламалла?

17 Ӗлӗк-авал вилнисене чӗртсе тӑратни ҫинчен вулӑр тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлӑр. Библире ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗртсе тӑратнӑ сакӑр ҫын пирки ҫырса панӑ d. Мӗншӗн-ха ҫак кашни тӗслӗхе тӗпчес мар? Тӗпченӗ чухне ҫав ҫынсем — арҫынсем, хӗрарӑмсем тата ачасем — чӑнах та пурӑннине асра тытӑр. Хӑвӑр мӗне вӗренме пултарнине курма тӑрӑшӑр. Ҫав тӗслӗхсем Иеговӑн вилнисене чӗртсе тӑратма кӑмӑл та, вӑй та пуррине мӗнле кӑтартса пани ҫинчен шухӑшлӑр. Пуринчен ытла вара Иисус чӗрӗлсе тӑни ҫинчен шухӑшлӑр, мӗншӗн тесен вӑл чӗрӗлсе тӑни — чи пӗлтерӗшли тата ҫавна ҫӗр-ҫӗр ҫын курнӑ. Иисус чӗрӗлсе тӑни пуласлӑхра миллиард-миллиард ҫын чӗрӗлсе тӑрасса ҫирӗп ӗненме пулӑшать (1 Кор. 15:3—6; 20—22).

18. Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен юрӑсем хамӑра ҫирӗплетчӗр тесен эпир мӗн тума пултаратпӑр? (Сноскӑна та пӑхӑр.)

18 Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен калакан юрӑсене юрлӑр тата итлӗр (Эф. 5:19) e. Ҫак юрӑсем пире Иегова вилнисене чӗртсе тӑратасса хытӑрах шанма пулӑшаҫҫӗ тата пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӗсене итлӗр, юрлама вӗренӗр. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне ҫав юрӑсен сӑмахӗсене сӳтсе явӑр, вӗсем ҫинчен шухӑшлӑр тата пӑхмасӑр вӗренӗр. Вара вӗсем сирӗн ӗненӗве ҫирӗплетӗҫ тата чӗрене пырса тивӗҫ. Ҫапла тӑватӑр пулсан хӑвӑра питӗ йывӑр килсен е эсир ҫывӑх ҫынна ҫухатсан, Иеговӑн сывлӑшӗ сире ҫав юрӑсене аса илме пулӑшӗ те вӗсем сире йӑпатӗҫ тата вӑй кӗртӗҫ.

19. Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен шухӑшланӑ чухне куҫ умне мӗн кӑларса тӑратма пулать? (« Эсир вӗсенчен мӗн ыйтнӑ пулӑттӑр?» рамкӑна пӑхӑр.)

19 Куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑшӑр. Иегова пире хамӑр ҫӗнӗ тӗнчере мӗнле пурӑнассине куҫ умне кӑларса тӑратас пултарулӑх панӑ. Пӗр хӗрарӑм тӑван ҫапла калать: «Хам ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнассине час-часах куҫ умне кӑларса тӑратнӑран эпӗ райра ҫеҫкене ларнӑ розӑсен илемлӗ шӑршине те туятӑп пек туйӑнать». Туррӑн ӗлӗк-авал пурӑннӑ шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемпе хӑвӑр мӗнле тӗл пуласси ҫинчен шухӑшлӑр. Сирӗн кама ытларах курас килет? Эсир унран мӗн ыйтасшӑн? Унсӑр пуҫне, чӗрӗлсе тӑнӑ хӑвӑр ҫывӑх ҫыннусене каллех курасси ҫинчен тата ҫавӑн чухне мӗн-мӗн пуласси ҫинчен вак-тӗвек таранах шухӑшлӑр. Вӗсем чӗрӗлсе тӑрсан эсир вӗсене мӗнле пӗрремӗш сӑмахсем каланине, вӗсене ӑшшӑн ыталанине, савӑннӑран макӑрса янине куҫ умне кӑларса тӑратӑр.

 

20. Пирӗн мӗн тума ҫирӗп шут тытмалла?

20 Иегова вилнисене чӗртсе тӑратма сӑмах панӑшӑн эпир ӑна ҫав тери пархатарлӑ! Вӑл хӑйӗн сӑмахне тытасси пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр, мӗншӗн тесен Иеговӑн ҫавна тума кӑмӑл та, вӑй та пур. Айтӑр вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса хытӑрах та хытӑрах ӗненер. Ҫакӑ пире хамӑр Турӑпа ытларах ҫывӑхланма пулӑшӗ. Вӑл вара хӑйӗн кашни ӗҫлекенне: «Санӑн ҫывӑх ҫыннусем чӗрӗлсе тӑрӗҫ!» — тесе шантарать.

147-МӖШ ЮРӐ Турӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах панӑ

a Сирӗн ҫывӑх ҫын вилнӗ пулсан Иегова вилнисене чӗртсе тӑратма сӑмах пани сире питӗ йӑпатать пулӗ. Эсир ҫак сӑмах панине хӑвӑр мӗншӗн ӗненнине ыттисене мӗнле ӑнлантарса панӑ пулӑттӑр? Унсӑр пуҫне, вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине хытӑрах ӗненес тесен мӗн тумалла? Ҫак статья пире Иегова вилнисене чӗртсе тӑратасса ҫирӗп ӗненме пулӑшӗ.

b Ҫак юрӑ-кӗвӗллӗ видео «Этот день очень близко!» ятлӑ. Ӑна 2016 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче тухнӑ JW телекуравӑн кӑларӑмӗнче кӑтартнӑ пулнӑ.

c 2008 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Эсир пӗлетӗр-и?» ярӑмри «Почему Иисус пришёл к склепу Лазаря только через четыре дня?» статьяна пӑхӑр, 31-мӗш страница.

d 2015 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Восемь случаев воскресения, описанных в Библии» рамкӑна пӑхӑр, 4-мӗш страница.

e «Иеговӑна хавассӑн мухтаса юрлар» юрӑ кӗнекинчи ҫак юрӑсене пӑхӑр: «Хӑвна ҫӗнӗ тӗнчери пек курсам» (139-мӗш юрӑ), «Шанчӑка куҫран ан вӗҫерт!» (144-мӗш юрӑ) тата «Эпӗ чӗнсен...» (151-мӗш юрӑ). Унсӑр пуҫне, jw.org сайтри «Этот день очень близко!», «Мы ждём новый мир» тата «Мир любви и гармонии» юрӑсене пӑхӑр.