18-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Тӗлпулусенче пӗр-пӗрне хавхалантарӑр
«Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар... ...Пӗр-пӗрне хытӑран хытӑ ӳкӗтлесе пурӑнар» (ЕВР. 10:24, 25).
88-МӖШ ЮРӐ Хӑвӑн ҫулусене кӑтарт мана
ҪАК СТАТЬЯРА a
1. Мӗншӗн эпир тӗлпулусенче комментарисем паратпӑр?
МӖНШӖН эпир тӗлпулусене ҫӳретпӗр? Пирӗн тӗп тӗллев — Иеговӑна мухтасси (Пс. 25:12; 110:1). Унсӑр пуҫне, эпир ҫак йывӑр вӑхӑтра пӗр-пӗрне хавхалантарас тесе те тӗлпулусене ҫӳретпӗр (1 Фес. 5:11). Комментарисем панӑ чухне эпир ҫак икӗ тӗллеве те пурнӑҫлатпӑр.
2. Тӗлпулура комментари пама пирӗн мӗнле майсем пур?
2 Пирӗн кашни эрнере тӗлпулусенче комментарисем пама май пур. Сӑмахран, эпир канмалли кунсенче «Хурал башнине» сӳтсе явнӑ чухне хуравлама пултаратпӑр. Эрне варринче иртекен тӗлпулусенче вара «Турӑ Сӑмахӗнчи хаклӑ чӑнлӑхсем», «Пухура Библи вӗренни» тата ытти пунктсене сӳтсе явнӑ чухне комментари пама пултаратпӑр.
3. Пирӗн мӗнле йывӑрлӑхсем пулма пултараҫҫӗ тата Еврейсем 10:24, 25 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
3 Эпир пурте Иеговӑна мухтасшӑн тата пухури тӑвансене хавхалантарасшӑн. Пире комментарисем пама мӗн чӑрмантарма пултарать? Сӑмахран, эпир хӑрама пултаратпӑр е эпир питӗ хуравласшӑн, анчах та пирӗнтен кашнинчех ыйтмасан та пултараҫҫӗ. Ун пек чухне пире мӗн пулӑшма пултарать? Хуравне эпир Павел апостолӑн Еврейсем патне янӑ ҫырури сӑмахсенче тупма пултаратпӑр. Тӗлпулусем питӗ пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен ҫырнӑ чухне вӑл христиансене «пӗр-пӗрне... ӳкӗтлесе [«хавхалантарса», ҪТ] пурӑнар» тесе канаш панӑ. (Еврейсем 10:24, 25 вуласа парӑр.) Пирӗн кӗске комментарисенче те эпир хытӑ ӗненни курӑнать пулсан, вӗсем тӑвансене хавхалантарма пултараҫҫӗ. Ҫакна ӑнланни пире хӑюллӑрах алӑ ҫӗклеме пулӑшать. Алӑ ҫӗклесен пирӗнтен кашнинчех ыйтмаҫҫӗ пулсан вара эпир ыттисен хуравлама май пурришӗн савӑнма пултаратпӑр (1 Петр 3:8).
4. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?
4 Малтан эпир ҫак статьяра пӗчӗк пухура, хуравлакансем сахал пулсан, пӗр-пӗрне мӗнле хавхалантармаллине пӑхса тухӑпӑр. Кайран пысӑк пухура, хуравлас текенсем нумай пулсан, пӗр-пӗрне хавхалантарас тесен мӗн тумаллине курӑпӑр. Юлашкинчен вара ыттисене чӑннипех хавхалантарас тесе комментарисенче мӗн каламаллине пӗлӗпӗр.
ПӖЧӖК ПУХУРА ПӖР-ПӖРНЕ ХАВХАЛАНТАРӐР
5. Пухура ҫын сахал пулсан эпир пӗр-пӗрне мӗнле хавхалантарма пултаратпӑр?
5 Пӗчӗк пухура е ушкӑнра комментари паракансем нумаях мар. Ҫавӑнпа та ертсе пыраканӑн кам та пулин алӑ тӑратасса хӑш чухне кӗтме тивет. Ҫавна пула сӳтсе явни вӑраххӑн иртет пек туйӑнма пултарать. Ҫакӑ вара хавхалантарать тесе калаймӑн. Эсир мӗн тума пултаратӑр? Темиҫе хутчен алӑ тӑратма хатӗр пулӑр. Ҫакӑ ыттисене те хастарлӑрах хутшӑнма хистеме пултарать.
6, 7. Комментари парас умӗн сахалрах пӑлханас тесен мӗн тума пулать?
6 Комментари памалли ҫинчен шухӑшласанах эсир пӑлханса ӳкетӗр пулсан, мӗн тума пулать? Ҫавӑн пек чухне нумайӑшӗ хумханать. Ҫапах та пухура комментарисем парса эпир нумай тӑвана хавхалантарма пултаратпӑр. Ҫавӑнпа та сахалрах пӑлханас тесен мӗн тумалли ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла. Мӗн тума пулать-ши?
7 «Хурал башнин» b малтанхи кӑларӑмӗсенчи канашсене тепре пӑхса тухни усӑллӑ пулать. Сӑмахран, лайӑх хатӗрленӗр (Ытар. 21:5). Материала мӗн чухлӗ лайӑхрах пӗлетӗр, ҫавӑн чухлӗ хӑюллӑрах алӑ тӑрататӑр. Унсӑр пуҫне, кӗскен хуравлама тӑрӑшӑр, вара сирӗн хумханма та вӑхӑт сахал юлӗ (Ытар. 15:23; 17:27). Тӑвансене вӑрӑм комментари, нумай шухӑш итличчен кӗске, пӗр-икӗ предложенирен тӑракан комментарисене итлеме ҫӑмӑлтарах пулать пулӗ. Кӗскен тата хӑвӑр сӑмахсемпе хуравланинчен эсир лайӑх хатӗрленни тата материала ӑнланни курӑнать.
8. Иегова эпир вӑй хуни ҫине мӗнле пӑхать?
8 Эсир ҫак канашсемпе усӑ куртӑр пулсан та пӑлханма пӑрахмастӑр пулсан тата пӗр-икӗ комментарирен ытларах хуравлама хӑюлӑх ҫитерейместӗр пулсан, мӗн тумалла? Иегова эсир чун-чӗререн тӑрӑшнине хакласси пирки ан иккӗленӗр (Лука 21:1—4). Вӑл сирӗнтен хӑвӑр тума пултарнинчен ытларах тума ыйтмасть (Флп. 4:5). Хӑвӑр мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Ҫавна шута илсе тӗллев лартӑр тата лӑпкӑ пулас тесе кӗлтӑвӑр. Тен, малтанлӑха пӗр кӗске комментари пама тӗллев лартма пулать.
ПЫСӐК ПУХУРА ПӖР-ПӖРНЕ ХАВХАЛАНТАРӐР
9. Пысӑк пухура мӗнле йывӑрлӑх пулма пултарать?
9 Пысӑк пухура урӑх йывӑрлӑх пулма пултарать. Хуравлас текенсем нумай пулнӑран хӑвӑр ҫӗкленӗ алла асӑрхамасан та пултараҫҫӗ. Сӑмахран, Даниэ́лла c ятлӑ хӗрарӑм тӑвана тӗлпулусенче комментарисем пама питӗ килӗшет. Вӑл хӑйӗн ҫапла майпа Турра пуҫҫапма май пуррине питӗ хаклать. Тӗлпулусенче хуравлани Даниэллӑна ыттисене хавхалантарма май парать тата Библири чӑнлӑхсене хытӑрах ӗненме пулӑшать. Анчах та пысӑкрах пухӑва куҫсан, унран сахалрах ыйтма пуҫланӑ. Хӑш-пӗр чухне вара тӗлпулу вӑхӑтӗнче пӗрре те ыйтман. «Ҫакӑ мана питӗ кӳрентеретчӗ,— тет Даниэлла.— Эпӗ Турра пуҫҫапас мая ҫухатрӑм пек туйӑнатчӗ. Темиҫе тӗлпулу ыйтмаҫҫӗ пулсан вара, ҫавна юриех тӑваҫҫӗ пек туйӑнма пуҫлать».
10. Тӗлпулура пирӗнтен ыйтчӑр тесен мӗн-мӗн тума пулать?
10 Эсир те Даниэлла туйнинех туйса курнӑ-и? Туйса курнӑ пулсан, тен, сирӗн хӑш-пӗр чухне алӑ усӑнать те эсир итлесе анчах ларӑп тетӗр. Ҫапах та ан парӑнӑр, комментари пама тӑрӑшӑр. Сире мӗн пулӑшма пултарать? Сӑмахран, кашни тӗлпулу валли темиҫе комментари хатӗрлӗр. Вара сирӗн, пуҫламӑшӗнче ыйтмаҫҫӗ пулсан, каярах хуравлама май пулать. «Хурал башнинчи» статьяна хатӗрленӗ чухне кашни абзац темӑпа мӗнле ҫыхӑнни ҫинчен шухӑшлӑр. Вара сирӗн, тен, статья тӑршшӗпех каламалли шухӑшсем пулӗҫ. Унсӑр пуҫне, тарӑн чӑнлӑхсене ӑнлантаракан абзацсем валли комментарисем хатӗрлеме пулать (1 Кор. 2:10). Ҫавӑн пек абзацсене ӑнлантарса пама йывӑртарах, ҫавӑнпа та алӑ ҫӗклекенсем сахалтарах пулӗҫ пулӗ. Эсир ҫак канашсемпе усӑ куратӑр пулсан та, сирӗнтен ҫав-ҫавах темиҫе тӗлпулу ыйтмаҫҫӗ пулсан вара, мӗн тумалла? Сӳтсе явнине ирттерекен тӑван патне пуху пуҫланиччен пырса хӑвӑр мӗнле ыйту ҫине хуравласшӑн пулнине калама пулать.
11. Филиппӑ 2:4-мӗшӗнчи сӑмахсем пире мӗн тума хавхалантараҫҫӗ?
11 Филиппӑ 2:4 вуласа парӑр. Турӑ сывлӑшӗ хавхалантарнипе Павел апостол христиансене ыттисемшӗн тӑрӑшма хавхалантарнӑ. Тӗлпулусенче эпир ҫак канашпа мӗнле усӑ курма пултаратпӑр? Пирӗн ыттисем те хуравласшӑн пулнине асра тытмалла.
12. Ыттисене тӗлпулусенче хавхалантарас тесе мӗн тума пулать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
12 Ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑхӑр: туссемпе хутшӑннӑ чухне эсир вӗсене ним калама памасӑр хӑвӑр анчах калаҫатӑр-и? Ҫук, паллах. Вӗсем те калаҫӑва хутшӑнччӑр тетӗр. Тӗлпулусем пирки калас пулсан та эпир май килнӗ таран ытларах тӑван комментари пама пултартӑр тетпӗр. Тӑвансене хавхалантармалли чи лайӑх майсенчен пӗри — вӗсене хӑйсен ӗненӗвӗ ҫинчен калама пани (1 Кор. 10:24). Айтӑр ҫак тӗлӗшрен хамӑр мӗн тума пултарнине пӑхса тухар.
13. Пухура май килнӗ таран ытларах тӑван хуравлама пултартӑр тесе мӗн тума пулать?
13 Пухура ытларах тӑван хуравлама пултартӑр тесе кӗске комментарисем парӑр. Ҫак тӗлӗшрен старейшинӑсемпе опытлӑ хыпарҫӑсем тӗслӗх кӑтартма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, кӗскен хуравланӑ чухне те ытлашши нумай шухӑш ан калӑр. Эсир абзаца пӗтӗмпех каласа тухатӑр пулсан, ыттисене каламалӑх нимӗн те юлмасть. Тӗслӗхрен, ҫак абзацра икӗ сӗнӳ пур: кӗскен хуравламалла тата пӗр харӑс нумай шухӑш каламалла мар. Ҫак абзац ҫине хуравлама чи малтан сире ыйтрӗҫ пулсан, мӗншӗн-ха пӗр шухӑш ҫеҫ калас мар?
14. Мӗн чухлӗ комментари памалли ҫинчен шутланӑ чухне мӗн шута илмелле? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
14 Мӗн чухлӗ комментари парас тӗлӗшрен ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр. Эпир час-часах алӑ ҫӗклетпӗр пулсан, ертсе пыракана пирӗнтен кашнинчех ыйтмалла пек туйӑнма пултарать. Вара ыттисен алӑ ҫӗклеме кӑмӑл пӗтме пултарать (Еккл. 3:7).
15. а) Алӑ ҫӗклесен пирӗнтен ыйтмасан, хамӑра мӗнле тытмалла? ӑ) Сӳтсе явнине ирттерекен тӑван пуриншӗн те тӑрӑшнине мӗнле кӑтартма пултарать? (« Сӳтсе явнине ирттерекен арҫын тӑванӑн мӗн шута илмелле?» рамкӑна пӑхӑр.)
15 Пухура хуравлас текенсем нумай пулсан, сирӗнтен кашнинчех ыйтмасан та пултараҫҫӗ. Тен, сирӗнтен пуху тӑршшӗпе те ыйтма ӗлкӗрмӗҫ. Паллах, ҫакӑ кулянтарма пултарать. Анчах та пирӗн ҫилленсе лартмалла мар (Еккл. 7:9).
16. Эпир комментари паракансене мӗнле хавхалантарма пултаратпӑр?
16 Сирӗн ытларах комментари парас килет пулсан, анчах сирӗнтен кашнинчех ыйтмаҫҫӗ пулсан, мӗн тума пулать? Тӑвансен комментарисене тимлӗ итлӗр те пуху хыҫҫӑн вӗсене хуравӗсемшӗн мухтӑр. Мухтани тӑвансене пирӗн комментарисем пекех ҫирӗплетме пултарать (Ытар. 10:21, ҪТ). Мухтаса илни — пӗр-пӗрне хавхалантармалли тата тепӗр май.
ПӖР-ПӖРНЕ ТАТА МӖНЛЕ ХАВХАЛАНТАРМА ПУЛАТЬ?
17. а) Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене комментарисем хатӗрлеме мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? ӑ) Мӗнле тӑватӑ утӑм комментари пама пулӑшать? (Сноскӑна пӑхӑр.)
17 Эпир пӗр-пӗрне тӗлпулусенче тата мӗнле хавхалантарма пултаратпӑр? Сирӗн ачасем пур пулсан вӗсене, ҫулӗсене кура, комментарисем хатӗрлеме пулӑшӑр (Матф. 21:16). Хӑш-пӗр чухне пухура ҫӑмӑлах мар темӑсем, сӑмахран, ҫемьери йывӑрлӑхсемпе е нравственность нормисемпе ҫыхӑннӑ темӑсем, сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫапах та ытларах чухне статьяра ачасем хуравлама пултаракан пӗр-икӗ абзац пурах. Унсӑр пуҫне, ачасене вӗсем алӑ ҫӗклесен вӗсенчен кашнинчех ыйтмасан та пултараҫҫӗ тесе калӑр. Мӗншӗн ҫапла пулма пултарнине ӑнлантарса парсан, ача пухура хӑйӗнчен мар, камран та пулин урӑххинчен ыйтсан, тен, хытӑ кулянса ӳкмӗ (1 Тим. 6:18) d.
18. Хурав панӑ чухне хамӑр ҫине ытлашши тимлеттерес мар тесен мӗн тумалла? (Ытарӑшсем 27:2).
18 Ыттисене хавхалантарма пултаракан комментарисем хатӗрлеме пирӗнтен кашниех пултарать. Вӗсем Иеговӑна мухтава кӑларӗҫ тата тӑвансене ҫирӗплетӗҫ (Ытар. 25:11). Хӑш-пӗр чухне эпир хамӑр пурнӑҫпа ҫыхӑнтарса комментари пама пултаратпӑр, анчах та хамӑр ҫинчен ытлашши нумай каламалла мар (Ытарӑшсем 27:2 вуласа парӑр; 2 Кор. 10:18). Хуравланӑ чухне ытларах Иегова, унӑн Сӑмахӗ тата унӑн халӑхӗ ҫинчен каласан лайӑхрах пулать (Ӳлӗм. 4:11). Енчен те ыйтура хамӑр мӗн туйни ҫинчен каласа пама хавхалантараҫҫӗ пулсан, хамӑр ҫинчен калани вырӑнлӑ пулать. Тӗслӗхрен, ҫак статьян тепӗр абзац валли ҫавӑн пек ыйту панӑ та.
19. а) Эпир пухури пур тӑваншӑн та тӑрӑшатпӑр пулсан, ҫакӑ мӗн парӗ? (Рим 1:11, 12). ӑ) Мӗншӗн сире комментарисем пама килӗшет?
19 Комментарисене мӗнле памалли пирки хытарса каламан пулин те, пухура сӳтсе явни пурне те хавхалантартӑр тесен пирӗнтен кашнин тӑрӑшмалла. Ҫакна мӗнле тума пулать? Хӑш-пӗр чухне ытларах комментари парсан лайӑхрах. Ытти чухне вара — мӗн чухлӗ хуравлама май пурришӗн тата тӑвансем хутшӑннишӗн савӑнмалла. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче эпир ытларах тӑвансем ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, ҫакӑ пире «пӗр-пӗрин ӗненӗвӗпе пӗр-пӗрне хавхалантарма» пулӑшӗ. (Рим 1:11, 12 вуласа парӑр.)
93-МӖШ ЮРӐ Пирӗн тӗлпулусене пилле
a Тӗлпулусенче комментарисем парса эпир пӗр-пӗрне хавхалантаратпӑр. Анчах та хӑш-пӗрисем комментарисем пама хӑраҫҫӗ. Теприсене вара комментарисем пама питӗ килӗшет, анчах та вӗсенчен кашнинчех ыйтмасан та пултараҫҫӗ. Пӗрисем те, теприсем те хавхаланччӑр тесе эпир пӗр-пӗриншӗн мӗнле тӑрӑшма пултаратпӑр? Пирӗн комментарисем юратма тата ырӑ ӗҫсем тума хистеччӗр тесен мӗн тумалла? Ҫак ыйтусен хуравӗсене эпир ку статьяран пӗлӗпӗр.
b Ытти канашсене пӗлес тесе 2019 ҫулхи январь уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» 8—13 страницӑсене тата 2003 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» (выр.) 19—22 страницӑсене пӑхӑр.
c Ятне улӑштарнӑ.
d jw.org сайтра «Иеговӑн тусӗ пул» ярӑмри «Комментари хатӗрле» видеона пӑхӑр.
f ӲКЕРЧӖК. Пысӑк пухура комментари панӑ арҫын тӑван ыттисене те хутшӑнма май парать.