Усӑллӑ канашсем. Мӗн тӗпчеме пулать?
Эсир «Путеводитель по публикациям Свидетелей Иеговы» хатӗрте Библири сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарса панипе усӑ куратӑр-и?
Ҫав ӑнлантарса панисем Библие тарӑнрах тӗпчеме пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем сӑвӑ йӗркинче асӑннӑ событисем ҫинчен ытларах пӗлме, сӑвӑ йӗркине мӗншӗн тата ӑна кам валли ҫырнине, унсӑр пуҫне, хӑш-пӗр уйрӑм сӑмахсен е сӑмах ҫаврӑнӑшӗсен пӗлтерӗшне пӗлме пулӑшаҫҫӗ.
«Путеводитель по публикациям» хатӗрти ссылкӑсене «Хурал башнин онлайн-библиотекинче» те, JW Library® приложенире те сӑвӑ йӗркинченех уҫма пулать. Ҫав ссылкӑсене онлайн-библиотекӑпа приложенире Библин кирек мӗнле куҫарӑвӗнче те уҫма пулать. (Приложенире экран ҫинчи сылтӑм енчи аялти ҫаврашкари алмаз ҫине пуссан, ссылкӑсем курӑнӗҫ.)
Ссылкӑсене уҫнӑ чухне публикацисем мӗнле йӗркепе тӑнине шута илӗр. Список пуҫламӑшӗнче чи ҫӗннисем тӑраҫҫӗ, кайран вара — кивӗреххисем. Публикацисем тухнӑранпа хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисене мӗнле ӑнлантарса пани улшӑнма пултарнӑ.
«Хурал башнин онлайн-библиотекинче» «Путеводитель по публикациям» хатӗр ҫине яракан ссылкӑсем ҫине пуссан, вӗсем хӑйсемех уҫӑлаҫҫӗ.
«Путеводитель по публикациям» хатӗр ҫине яракан ссылкӑсем JW Library приложенире пулччӑр тесен, ҫав хатӗре уҫласа илӗр те ӑна ҫӗнетсе тӑма ан манӑр. Ҫавна тӑвас тесе приложенире «Библиотека» ҫине, унтан «Индекс публикаций» ҫине пусӑр та «Путеводитель по публикациям» хатӗрӗн юлашки кӑларӑмне уҫласа илӗр.