Пурнӑҫри тӗслӗх
Хӗрхенни пурне те кирлӗ
Пӗррехинче Ҫӗнӗ Зеландири пӗр хӗрарӑм тӑван «Заботьтесь друг о друге» видео пӑхнӑ. Видеора Иегова ҫынсене хӗрхенет кӑна мар, хӗрхеннӗрен вӗсене пулӑшать тенӗ (Ис. 63:7—9). Вара хӗрарӑм тӑван Иеговӑран тӗслӗх илсе кама та пулин пулӑшас тенӗ. Каярахпа ҫав кунах лавккана кайнӑ чухне вӑл килсӗр-ҫуртсӑр пӗр хӗрарӑма курнӑ та ун валли мӗн те пулин ҫимелли илсе пама сӗннӗ. Хӗрарӑм килӗшнӗ. Хӗрарӑм тӑван апат илсе таврӑнсан ҫав хӗрарӑма пурнӑҫ кӗҫех лайӑхланӗ тесе каланӑ та «Хӗн-асап хӑҫан та пулин пӗтӗ-ши?» буклет панӑ.
Хӗрарӑм макӑрса янӑ. Вӑл Свидетельсен ҫемйинче ӳссе-ҫитӗннине, анчах та нумай ҫул каялла чӑнлӑха хӑварнине каласа панӑ. Нумаях пулмасть вара Иеговӑна кӗлтуса ун патне каялла таврӑнмашкӑн пулӑшу ыйтнӑ. Хӗрарӑм тӑван ҫав хӗрарӑма Библи панӑ та унпа пӗрле Библи вӗренме калаҫса татӑлнӑ a.
Иеговӑран тӗслӗх илсе эпир ыттисене, ҫав шутрах хурӑнташсене тата пухури тӑвансене хӗрхенме пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, ҫынсене хӗрхеннӗрен эпир вӗсене Иегова ҫинчен каласа пама майсем шырасшӑн.
a Иеговӑран сивӗннӗ тӑвансене мӗнле пулӑшмаллине пӗлес тесе 2020 ҫулхи июнь уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Ман пата таврӑнӑр» статьяна пӑхӑр.