Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

51-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Хӑвӑр мӗне шанни пурнӑҫланатех!

Хӑвӑр мӗне шанни пурнӑҫланатех!

«Шанчӑк... намӑса хӑвармасть» (РИМ 5:5).

142-МӖШ ЮРӐ Хамӑр шанчӑка ҫирӗп тытар

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Мӗншӗн Авраам шанса тӑни ахаль пулман теме пулать?

 ИЕГОВА хӑйӗн тусне, Авраама, унӑн тӑхӑмӗ урлӑ ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗх илӗ тесе сӑмах панӑ (Пулт. 15:5; 22:18). Хытӑ ӗненнине пула Авраам Иегова хӑй панӑ сӑмаха пурнӑҫласси пирки иккӗленмен. Анчах та вӑхӑт шуса пынӑ, Авраам 100 ҫула, арӑмӗ 90-на ҫитнӗ, ывӑл вара вӗсен пулман-ха (Пулт. 21:1—7). Апла пулин те, Библире «вӑл пурпӗр шаннӑ тата хӑй нумай халӑхӑн ашшӗ пуласса ӗненнӗ» тенӗ (Рим 4:18). Эсир пӗлетӗр, Авраам мӗне шанса тӑни пурнӑҫланнӑ: унӑн чылай кӗтнӗ ывӑл, Исаак, ҫуралнӑ. Мӗне пула Авраам Турӑ хӑй панӑ сӑмаха пурнӑҫласса шанса тӑнӑ?

2. Мӗншӗн Авраам Иегова хӑйӗн сӑмахне тытасси пирки иккӗленмен?

2 Авраам Иеговӑна лайӑх пӗлнӗ, ҫавӑнпа та Турӑ хӑй панӑ сӑмаха тытасси пирки иккӗленмен (Рим 4:21). Авраам Иеговӑна хытӑ ӗненнӗшӗн Иегова ӑна ырланӑ тата ӑна тӳрӗ ҫын тенӗ (Иак. 2:23). Рим 4:18-мӗшӗ тӑрӑх, Авраамӑн ӗненӳ те, шанчӑк та пулнӑ. Айтӑр Павел апостол Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырури 5-мӗш сыпӑкра шанчӑк пирки мӗн каланине сӳтсе явар.

3. Павелӑн сӑмахӗсенчен эпир шанчӑк ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?

3 Павел мӗншӗн шанчӑк намӑса хӑварманнине ӑнлантарса парать (Рим 5:5). Унсӑр пуҫне, вӑл шанчӑк мӗнле майпа ҫирӗпленсе пынине ӑнланма пулӑшать. Ҫавӑн пирки Рим 5:1—5 сӑвӑ йӗркисенче ҫырнӑ. Вӗсене сӳтсе явнӑ май сирӗн шанчӑк вӑхӑт иртнӗҫемӗн мӗнле ҫирӗпленсе пынине аса илӗр. Ҫак статья сире тата хытӑрах шанма пулӑшӗ. Айтӑр малтан Павел мӗнле чаплӑ шанчӑк пирки каланине пӑхса тухар.

ПИРӖН ЧАПЛӐ ШАНЧӐК

4. Рим 5:1, 2 сӑвӑ йӗркисенче мӗн пирки каланӑ?

4 Рим 5:1, 2 вуласа парӑр. Павел ҫак сӑмахсене Римри пухӑва ҫырса янӑ. Ҫав тӑвансем Иеговӑпа Иисус ҫинчен пӗлсен, вӗсене ӗненме пуҫланӑ та христиансем пулса тӑнӑ. Ӗненнине пула Турӑ вӗсене тӳрӗ тенӗ тата святой сывлӑшпа суйласа илнӗ. Ҫавна пула вӗсем Турӑ хӑйсене награда парасса ҫирӗп шанма пуҫланӑ.

5. Святой сывлӑшпа суйласа илнисен мӗнле шанчӑк пур?

5 Павел Эфесри святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансене Турӑ мӗнле шанчӑк пани пирки, «сӑваплӑ ҫынсем валли мӗнле чаплӑ пуянлӑх еткер пек хатӗрлесе» хуни пирки, ҫырса янӑ (Эф. 1:18). Колоссӑри христиансене вара вӑл ҫав наградӑна ӑҫта илесси пирки — пӗлӗтре илесси пирки — каланӑ (Кол. 1:4, 5). Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем мӗне шанаҫҫӗ-ши? Вӗсем ӗмӗр-ӗмӗр пӗлӗтре пурӑнма тата Христоспа пӗрле ертсе пыма чӗрӗлсе тӑрӗҫ (1 Фес. 4:13—17; Ӳлӗм. 20:6).

Фредерик Френц тӑванӑн сӑмахӗсенчен ҫакӑ курӑнать: святой сывлӑшпа суйласа илнисем хӑйсем мӗне шанса тӑни пурнӑҫланасси пирки пӗртте иккӗленмеҫҫӗ (6-мӗш абзаца пӑхӑр)

6. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ пӗр арҫын тӑван хӑйӗн шанчӑкӗ пирки мӗн каланӑ?

6 Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем хӑйсен шанчӑкне питӗ хаклаҫҫӗ. Фре́дерик Френц арҫын тӑван хӑйӗн туйӑмӗсем пирки ҫапла каланӑ: «Эпир мӗне шанни пурнӑҫланатех. 144 000-ӗшӗнчен кашни хӑйӗн наградине илӗ. Хамӑр мӗн илни хамӑр кӗтнинчен чылай чаплӑрах пулӗ». Ҫак сӑмахсене Френц тӑван 1991 ҫулта каланӑ. Ҫав вӑхӑталла вӑл Турӑшӑн вун-вун ҫул хушши шанчӑклӑн ӗҫленӗ ӗнтӗ. Вӑл ҫапла хушса каланӑ: «Эпир ҫак шанчӑк мӗн тери хаклӑ пулнине манса кайман. Хамӑр мӗн кӗтни пурнӑҫланасса мӗн чухлӗ ытларах кӗтетпӗр, ҫавӑн чухлӗ ытларах шанчӑка хаклатпӑр. Миллион ҫул хушши кӗтме тивет пулсан та, кӗтмеллех. Эпӗ хамӑн шанчӑка нихҫанхинчен те хытӑрах хаклатӑп».

7, 8. Пирӗнтен нумайӑшӗн мӗнле шанчӑк пур? (Рим 8:20, 21).

7 Хальхи вӑхӑтра Иеговӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗн урӑх шанчӑк. Вӗсем, Авраам пекех, Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗр ҫинче ертсе пыма пуҫласан ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанаҫҫӗ (Евр. 11:8—10, 13). Павел ҫак шанчӑк пирки те ҫырнӑ. (Рим 8:20, 21 вуласа парӑр.) Пуласлӑх пирки Библире мӗн каланине пӗрремӗш хут илтсен, сире пуринчен ытла мӗн килӗшрӗ? Пӗр-пӗр кун хӑвӑр пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрасси-и? Тата сирӗн усаллине тума туртӑм пулас ҫукки-и? Тен, сире хӑвӑрӑн вилнӗ ҫывӑх ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен тата вӗсене ҫӗр ҫинче райра каллех тӗлпуласси ҫинчен каласа парсан, эсир ҫав тери хӗпӗртерӗр. Турӑ хӑвӑр валли мӗн тери чаплӑ пуласлӑх хатӗрлесе хуни ҫинчен пӗлсен, эсир ҫапла шутласа илтӗр пулӗ: ҫавӑн пек пурнӑҫа кӗтмеллех.

8 Эпир пӗлӗтре пурӑнма шанатпӑр-и, ҫӗр ҫинче-и, шанчӑк пире нумай савӑнӑҫ кӳрет. Тата вӑл ҫирӗпленсе пыма пултарать. Ҫакӑ мӗнле майпа пулса пынине Павел ӑнлантарса панӑ. Айтӑр унӑн сӑмахӗсене пӑхса тухар. Ҫакӑ пире Турӑ хӑй панӑ сӑмаха пурнӑҫласса хытӑрах шанма пулӑшӗ.

ШАНЧӐК МӖНЛЕ ҪИРӖПЛЕНСЕ ПЫРАТЬ?

Пур христианинӑн та йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ (9, 10 абзацсене пӑхӑр)

9, 10. Павел тӗслӗхне пӑхас пулсан, кашни христианина мӗн кӗтет? (Рим 5:3). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

9 Рим 5:3 вуласа парӑр. Павел каланӑ тӑрӑх, асапланнӑ чухне пирӗн шанчӑк ҫирӗпленме пултарать. Унӑн сӑмахӗсем тӗлӗнтерме пултараҫҫӗ, анчах та, чӑннипе каласан, кашни христианин йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатех. Айтӑр Павелӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Фессалоникӑри тӑвансене вӑл ҫапла каланӑ: «Пирӗн асапланмалла пулать тесе эпир сирӗн патӑрта чухнех калаттӑмӑр, пуласса та ҫапла пулчӗ, ӑна хӑвӑр та куратӑр» (1 Фес. 3:4). Коринфри христиансем патне вара вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Пире шутсӑр йывӑр пулчӗ, ҫакна эпир хамӑр вӑйпа чӑтса ирттереймен пулӑттӑмӑр. Эпир хамӑр чӗрӗ юласса та шанманччӗ» (2 Кор. 1:8; 11:23—27).

10 Христианинӑн ҫулӗ ҫинче тӗрлӗ йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ (2 Тим. 3:12). Эсир хӑвӑр та ҫавна туйса илнӗ пулӗ. Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма шут тытсан, сирӗн мӗн тӳсме тивнӗ? Тен, туссемпе хурӑнташсем сирӗнтен кулма пуҫланӑ. Тен, вӗсем хӑйсене хаяррӑн та тытнӑ. Суймасӑр-улталамасӑр пурӑннине пула, тен, ӗҫре те сирӗн йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ (Евр. 13:18). Хӑвӑр шанчӑк ҫинчен ыттисене каласа панине пула, тен, влаҫсем те сире хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Кирек мӗнле хӗн-асап тӳснӗ чухне те, Павел каланӑ тӑрӑх, пирӗн савӑнмалла. Мӗншӗн?

11. Йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне мӗншӗн парӑнмалла мар?

11 Йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне эпир савӑнма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен вӗсем пире пӗр питӗ кирлӗ ене аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Рим 5:3-мӗшӗ тӑрӑх, «хӗн-асап курни пире чӑтӑмлӑ» тӑвать. Пур христианин та йывӑрлӑхсем тӳсӗ. Ҫавӑнпа та кашнине чӑтӑмлӑх кирлӗ. Ӑна пула ҫеҫ эпир веҫех чӑтса ирттерсе хамӑр мӗне шанса тӑни пурнӑҫланнине курма пултарӑпӑр. Пирӗн Иисусӑн ытарӑшӗнчи чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ вӑрӑсемпе танлаштарнӑ ҫынсем пек пулас килмест. Вӗсем сӑмаха хаваспах йышӑнаҫҫӗ, анчах та «хӗн курма тивсен е хӗсӗрлеме пуҫласан» тӳрех ӗненме пӑрахаҫҫӗ (Матф. 13:5, 6, 20, 21). Паллах, хӗсӗрленине е йывӑрлӑхсене тӳсме ҫӑмӑл мар. Анчах та парӑнмасан, эпир мӗнле усӑ илӗпӗр?

12. Йывӑрлӑхсем мӗнле усӑ кӳреҫҫӗ?

12 Иаков йывӑрлӑхсем мӗнле усӑ кӳнине палӑртнӑ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Чӑтӑмлӑха хӑйӗн ӗҫне туса ҫитерме парӑр, вара эсир пур тӗлӗшрен те пӗр ҫитменлӗхсӗр, пӗр айӑпсӑр, пӗр кӑлтӑксӑр пулатӑр» (Иак. 1:2—4). Иаков чӑтӑмлӑхӑн темӗнле ӗҫ, е тӗллев, пур тесе ҫырнӑ. Чӑтӑмлӑх пире тӳсӗмлӗхпе ӗненӗве аталантарса пыма тата Турӑ ҫине хытӑрах шанма пулӑшать. Анчах ку кӑна мар-ха.

13, 14. Мӗнле майпа чӑтӑмлӑх шанчӑка ҫирӗплетет? (Рим 5:4).

13 Рим 5:4 вуласа парӑр. Павел: «Чӑтӑмлӑ пулсан Турӑ ырлать»,— тенӗ. Ҫакӑ эпир йывӑрлӑхсем тӳсни Турра килӗшнине пӗлтерет-и? Паллах, ҫук. Анчах та йывӑр вӑхӑтра эсир ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑшӑн вӑл питӗ савӑнать. Турӑ сире ҫавӑншӑн ырлать. Пирӗн тӳсӗмлӗхе кура Иегова пирӗнпе мухтанать. Ҫакӑ вара пире хамӑра та савӑнтарать! (Пс. 5:13).

14 Авраамӑн тӗслӗхне аса илӗр-ха. Вӑл нумай шар курнӑ пулин те, Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Турӑ вара ӑна ҫавӑншӑн ырланӑ, хӑйӗн тусӗ тата тӳрӗ ҫын тенӗ (Пулт. 15:6; Рим 4:13, 22). Турӑ пирӗн пирки те ҫавнах калама пултарать. Турӑ ырласси эпир мӗнле тивӗҫсем туса тӑнинчен тата уншӑн мӗн чухлӗ тунинчен килмест. Вӑл пире хӗн-асап тӳснӗ чухне хӑйне шанчӑклӑ юлнишӗн ырлать. Кашниех чӑтӑмлӑ пулма пултарать. Ҫакӑ ҫын миҫе ҫулта пулнинчен, унӑн лару-тӑрӑвӗнчен тата пултарулӑхӗнчен килмест. Тен, эсир халӗ мӗнле те пулин йывӑрлӑх тӳсетӗр. Ан манӑр: Иегова эсир хӑйне шанчӑклӑ пулнине курать. Турӑ умӗнче тӗрӗссине тунине ӑнланатпӑр пулсан, вӑл хамӑра ырлани пирки тата награда парасси пирки иккӗленместпӗр. Ҫапла майпа пирӗн шанчӑк ҫирӗпленсе пырать.

ЙЫВӐРЛӐХСЕНЧЕ ҪИРӖПЛЕННӖ ШАНЧӐК

15. Рим 5:4, 5 сӑвӑ йӗркисенче Павел мӗн каланӑ тата мӗншӗн ҫакӑ шухӑша яма пултарать?

15 Павел ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлатпӑр пулсан, вӑл пире ырлать. Апостол малалла мӗн каланине пӑхӑр-ха: «Турӑ ырлани шанчӑк парать, ҫак шанчӑк вара намӑса хӑвармасть» (Рим 5:4, 5). Ҫак сӑмахсем вулакана шухӑша яма пултараҫҫӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Рим 5:2-мӗшӗнче Павел Римра пурӑннӑ христиансен «Турӑран мухтав илме шанчӑк пур» тесе ҫырнӑ пулнӑ ӗнтӗ. Мӗншӗн-ха вара вӑл каллех шанчӑк пирки асӑнать?

Христиан ҫулӗ ҫине тӑнӑ чухнехипе танлаштарсан, халӗ сирӗн шанчӑк ҫирӗпрех (16, 17 абзацсене пӑхӑр)

16. Шанчӑк мӗнле ҫирӗпленсе пыни ҫинчен каласа парӑр. (Ӳкерчӗксем ҫине те пӑхӑр.)

16 Каларӑмӑр ӗнтӗ, вӑхӑт иртнӗҫемӗн шанчӑк ҫирӗпленсе пыма пултарать. Ҫакна шута илсен Павелӑн сӑмахӗсене ӑнланма ҫӑмӑлтарах. Ҫӗр рай пулса тӑрасси ҫинчен тата хӑвӑр ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарасси ҫинчен пӗрремӗш хут илтнине аса илӗр-ха. Паллах, сирӗн ҫавӑн пек пурнӑҫпа пурӑнас килсе кайнӑ. Анчах та ҫапла пуласса ӗненме йывӑр пулнӑ. Кайран эсир Иегова ҫинчен тата Библи мӗнле шанчӑк пани ҫинчен ытларах та ытларах пӗлме пуҫланӑ. Вара эсир Иегова сӑмах панисене шанма юранине курнӑ.

17. Хӑвӑр шыва кӗнӗ хыҫҫӑн сирӗн шанчӑк мӗнле майпа ҫирӗпленсе пынӑ?

17 Хӑвӑр пурнӑҫа Турра халалласа шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та эсир Иегова ҫинчен ытларах пӗлсе ӑна хытӑрах та хытӑрах юратнӑ. Хӑвӑр мӗне шанса тӑни пурнӑҫланасса та хытӑрах ӗненме пуҫланӑ (Евр. 5:13—6:1). Рим 5:2—4 сӑвӑ йӗркисенче мӗн ҫырнине эсир хӑвӑр ҫинче туйса курнӑ пулӗ. Сирӗн тӗрлӗ йывӑрлӑхсем пулнӑ, анчах та вӗсене тӳссе ирттернӗ чухне Турӑ хӑвӑра ырланине туйса тӑнӑ. Эсир Турӑ хӑвӑра юратнине пӗлетӗр. Ҫавӑнпа та вӑл хӑй панӑ сӑмаха тытасси пирки иккӗленместӗр. Сирӗн шанчӑк унчченхинчен те ҫирӗпрех пулса тӑнӑ. Эсир ӑна тата ытларах хаклатӑр. Вӑл сирӗн пӗтӗм пурнӑҫ ҫине: хурӑнташсемпе мӗнле хутшӑнни ҫине, мӗнле йышӑнусем туни ҫине тата вӑхӑтпа мӗнле усӑ курни ҫине те — витӗм кӳрет.

18. Иегова мӗн пирки шантарать?

18 Эпир Турӑ ырлани хамӑрӑн шанчӑка ҫирӗплетме пулӑшнине пӗлтӗмӗр. Малалла Павел хамӑр мӗне шанни пурнӑҫланасса шантарать. Вӑл акӑ мӗн каланӑ: «Ҫак шанчӑк вара намӑса хӑвармасть, мӗншӗн тесен Турӑ хамӑра панӑ святой сывлӑш урлӑ пире юратнине кӑтартнӑ» (Рим 5:5). Апла пулсан, эсир Иегова пама пулнӑ наградӑна илетӗрех.

19. Шанчӑка ҫухатмасан эпир мӗнле награда илӗпӗр?

19 Авраам пирки шутласа пӑхӑр: вӑл Турӑ хӑй мӗн тума сӑмах панине пурнӑҫласса кӗтсе тӑнӑ. Турӑ ӑна ырланӑ тата хӑйӗн тусӗ тенӗ. Авраам кӗтни кӑлӑхах пулман. Библире: «Авраам, тӳсӗмлӗн кӗтнӗ хыҫҫӑн, хӑйне ҫавӑн пек сӑмах панине илнӗ»,— тенӗ (Евр. 6:15; 11:9, 18; Рим 4:20—22). Унӑн ӗмӗчӗ татӑлман. Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлатӑр пулсан, эсир те награда илетӗрех. Хӑвӑр мӗн илме шанни ӗмӗт кӑна мар, кӗҫех вӑл пурнӑҫланатех. Сире савӑнӑҫ кӗтет, кулянма сӑлтав пулмӗ! (Рим 12:12). Павел ҫапла ҫырнӑ: «Шанчӑк паракан Турӑ, эсир ун ҫине шанса тӑнӑран, сире тулли савӑнӑҫпа мир патӑр, ҫапла вара сирӗн шанчӑк святой сывлӑшӑн хӑвачӗпе тата ҫирӗпрех пулса тӑтӑр» (Рим 15:13).

139-МӖШ ЮРӐ Хӑвна ҫӗнӗ тӗнчери пек курсам

a Ҫак статьяра эпир христиансен пуласлӑх пирки мӗнле шанчӑк пуррине тата вӗсем хӑйсем мӗне шанни пурнӑҫланасси пирки мӗншӗн иккӗленменнине пӑхса тухӑпӑр. Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырури 5-мӗш сыпӑка тӗпченӗ май эпир пирӗн шанчӑк вӑхӑт иртнӗҫемӗн улшӑннине курӑпӑр. Христиан ҫулӗ ҫине тӑнӑ чухнехипе танлаштарсан, халӗ пирӗн шанчӑк ҫирӗпрех.