Эсир астӑватӑр-и?
Ҫак ҫулта тухнӑ «Хурал башнин» кӑларӑмӗсене эсир тимлӗ вуланӑ-и? Эсир ҫак ыйтусем ҫине хуравлама пултаратӑр-и?
Ӑс-тӑна ҫӗнетни мӗне пӗлтерет? (Рим 12:2).
Ҫакӑ ырӑ ӗҫсем ҫеҫ тумаллине пӗлтермест. Пирӗн хамӑр шалтан мӗнле пулнине пӗрмаях тӗрӗслесе тӑмалла. Тата хамӑр пултарнӑ таран Иеговӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн пурӑнмалла (w23.01, 8—9 страницӑсем).
Тӗнчери событисене сӑнанӑ май ӑслӑ-тӑнлӑ пулас тесен мӗн тумалла?
Пире тӗнчери событисене сӑнама интереслӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пророкла сӑмахсем пурнӑҫланнине кӑтартаҫҫӗ. Анчах та Библире пророкла каланисене сӳтсе явнӑ чухне пирӗн малашне мӗн пуласси пирки пуҫ ватса лармалла мар. Мӗншӗн тесен эпир хамӑр сӑмахсемпе пухури пӗрлӗхе аркатасшӑн мар. Пирӗн Иеговӑн организацийӗ кӑларнӑ юлашки информацие пӗлмелле тата тӑвансемпе калаҫнӑ чухне унпа усӑ курмалла (1 Кор. 1:10) (w23.02, 16-мӗш страница).
Иисус шыва кӗнипе унӑн вӗренекенӗсем шыва кӗни хушшинче мӗнле уйрӑмлӑхсем пур?
Пирӗнпе танлаштарсан Иисусӑн хӑйне Иеговӑна халалламалла пулман, мӗншӗн тесен вӑл Турра халалланӑ халӑхра ҫуралнӑ. Иисус пӗр ҫитменлӗхсӗр, ҫылӑхсӑр ҫын пулнӑ. Унӑн ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмелле пулман (w23.03, 5-мӗш страница).
Ыттисене тӗлпулура хуравлама пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
Эпир ыттисем те хуравлама пултарччӑр тесе кӗске комментарисем пама пултаратпӑр. Хуравланӑ чухне ытлашши нумай шухӑш каламастпӑр пулсан, ыттисен те калама май пулать (w23.04, 23-мӗш страница).
Исаия 35:8-мӗшӗнче мӗнле «сӑваплӑ ҫул» пирки сӑмах пырать?
Израильтянсем Вавилонран тӑван ҫӗршывне таврӑннӑ ҫул пирки ҫапла каланӑ. Хальхи вӑхӑт пирки вара мӗн калама пулать? 1919 ҫулччен ӗмӗрсем хушши хальхи вӑхӑтри «сӑваплӑ ҫула» хатӗрленӗ. Сӑмахран, Библи куҫарнӑ тата пичетленӗ. Халӗ Туррӑн халӑхӗ сӑнарлӑ райра «сӑваплӑ ҫулпа» пырать. Ҫав ҫул Турӑ Патшалӑхӗ паракан пиллӗхсем патне илсе ҫитерет (w23.05, 15—19 страницӑсем).
Ытарӑшсем кӗнекери 9-мӗш сыпӑкра мӗнле сӑнарлӑ хӗрарӑмсем ҫинчен каланӑ?
Ытарӑшсем кӗнекере «ӑссӑр-тӑнсӑр... хӗрарӑм» ҫинчен каланӑ. Ун ҫулӗпе пыракансене вилӗм кӗтет. Тепӗр хӗрарӑм — «ӑслӑлӑх». Вӑл пурнӑҫ патне илсе каякан «ӑстӑн ҫулӗпе» пыма чӗнет (Ытар. 9:1, 6, 13, 18) (w23.06, 22—24 страницӑсем).
Иегова Лота мӗн хуравланинчен вӑл хӑйне кӗҫӗне хуни тата хӑйӗнни ҫинче тӑманни мӗнле курӑннӑ?
Иегова Лота Содомран ту ҫине тарма хушнӑ. Лот Иеговӑна йӑлӑнса Сигора тарма ирӗк пама ыйтсан, Иегова вӑл ыйтнӑ пек тунӑ (w23.07, 21-мӗш страница).
Мӑшӑр порнографи пӑхать пулсан арӑмӗ мӗн тума пултарать?
Унӑн хӑйне айӑпламалла мар. Ун вырӑнне хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетсен тата Библире ҫырса панӑ тӗслӗхсем ҫинчен — Иеговӑран йӑпану илнӗ хӗрарӑмсем ҫинчен — шухӑшласан лайӑхрах пулать. Вӑл упӑшкине порнографи пӑхас кӑмӑл ҫуратакан лару-тӑрусенчен сыхланма пулӑшма пултарать (w23.08, 14—17 страницӑсем).
Хамӑр ӗненӗве тиркенӗ пек туйӑннӑ чухне ӑслӑ-тӑнлӑ пулни йӑвашшӑн хуравлама мӗнле пулӑшать?
Ҫын пирӗн ӗненӗве тиркесшӗн е хурласшӑн тесе ан шутлӑр. Ун вырӑнне унӑн ыйтӑвӗнчен ӑна мӗн пӑшӑрхантарнине курма тӑрӑшӑр. Вара йӑвашшӑн хуравлама пултарӑр (w23.09, 17-мӗш страница).
Мария мӗнле майпа вӑй илнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
Мария хӑй Мессийӑн амӑшӗ пулса тӑрасси ҫинчен пӗлнӗ. Ҫав яваплӑ ӗҫе тумашкӑн Мария ыттисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Гавриил ангелпа Елизавета ӑна Иеговӑна хытӑрах шанма пулӑшнӑ. Эпир те пухури тӑвансенчен пулӑшу ыйтма пултаратпӑр (w23.10, 15-мӗш страница).
Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравлама пултарать?
Турӑ пирӗн кӗлӗсене итлеме сӑмах парать тата пирӗн кӗлӗсене итленӗ чухне хӑйӗн ирӗкне шута илет (Иер. 29:12). Вӑл пӗрпекрех кӗлӗсем ҫине тӗрлӗрен хуравлама пултарать, анчах та пире яланах пулӑшса тӑрӗ (w23.11, 21—22 страницӑсем).
Рим 5:2-мӗшӗнче Павел христиансен шанчӑк пур тенӗ. Апла мӗншӗн-ха вӑл Рим 5:4-мӗшӗнче те каллех ун пирки асӑннӑ?
Ҫын ырӑ хыпара илтсен ҫӗр ҫинче райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанма пуҫлать. Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан тата вӗсене тӳссе ирттерсен вара, вӑл хӑйне Турӑ ырланине туять. Ҫапла майпа унӑн шанчӑкӗ ҫирӗпленме пултарать тата вӑл шанчӑка унчченхинчен те хытӑрах хаклама пуҫлать (w23.12, 12—13 страницӑсем).