Эсӗ эрех-сӑра ҫине Турӑ пӑхнӑ пек пӑхатӑн-и?
ИЕГОВА пире нумай парне панӑ. Ҫав парнесемпе мӗнле усӑ курмаллине суйлама хамӑра ирӗк панӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ. Иегова панӑ парнесенчен пӗри — эрех. Библире ҫапла та каланӑ: «Ӗҫке рехетленме ирттереҫҫӗ, эрех пурӑнӑҫа хаваслӑрах тӑвать» (Еккл. 10:19; Пс. 103:15). Анчах та эсӗ хӑш-пӗр ҫынсем виҫине пӗлмесӗр эрех ӗҫнине курнӑ пулӗ. Унсӑр пуҫне, тӗрлӗ ҫӗршывсенче тата тӗрлӗ культурӑра эрех-сӑра ӗҫесси ҫине ҫынсем тӗрлӗрен пӑхаҫҫӗ. Апла пулсан, христианина эрех-сӑра ӗҫес тӗлӗшрен тӗрӗс йышӑну тума мӗн пулӑшӗ-ши?
Йышӑнусем тунӑ чухне эпир ҫынсем мар, Турӑ мӗн шутланине шута илесшӗн. Мӗншӗн тесен эпир пӗлетпӗр: Турӑ пире лайӑххине кӑна сунать.
Килӗшетӗр пулӗ, нумай ҫын час-часах тата виҫине пӗлмесӗр ӗҫет. Пӗрисем канас тесе, теприсем йывӑрлӑхсем ҫинчен шутлас мар тесе ӗҫеҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче вара ҫапла шутлаҫҫӗ: чӑн-чӑн арҫын нумай ӗҫет.
Анчах та христиансем пурне те пурнӑҫ панӑ юратакан Туррӑн канашӗсене итлеҫҫӗ. Сӑмахран, Иегова пире ӗҫкӗпе иртӗхни мӗн патне илсе ҫитерме пултарасси пирки каланӑ. Ҫавӑн ҫинчен Ытарӑшсем 23:29—35 сӑвӑ йӗркисенче ытарлӑн ҫырса панӑ a. Дэ́ниел, Европӑри старейшина, Иеговӑна пӗличчен хӑйӗн пурнӑҫӗ мӗнле пулни ҫинчен ҫапла каласа панӑ: «Унччен эпӗ питӗ нумай ӗҫеттӗмччӗ, вара ҫав тери ӑссӑрла хӑтланаттӑмччӗ. Ҫавна пула эпӗ нумай хӗн куртӑм. Хӑш-пӗр чун суранӗсем халӗ те тӳрленмеҫҫӗ».
Эрех-сӑра ҫине тӗрӗс пӑхас тесен тата эрехпе ытлашши иртӗхес мар тесен христиансен мӗн тумалла-ши? Йышӑнусем тунӑ чухне Турӑ Сӑмахӗнче мӗн каланине шута илмелле.
Айтӑр Библире эрех-сӑра ӗҫесси пирки мӗн каланине тата хӑш-пӗрисем мӗнле сӑлтавсене пула ӑна ӗҫнине пӑхса тухар.
БИБЛИРЕ ЭРЕХ-СӐРА ПИРКИ МӖН КАЛАНӐ?
Библире эрех-сӑрана виҫине пӗлсе ӗҫме юрать тенӗ. Унта эрех савӑнӑҫ кӳме пултарать тесе те каланӑ. Екклесиаст 9:7-мӗшӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӑкӑрна хӗпӗртесе ҫи, эрехне чунна савӑнтарса ӗҫ». Иисус та, Туррӑн ытти шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем те хушӑран хӗрлӗ эрех ӗҫнӗ (Матф. 26:27—29; Лука 7:34; 1 Тим. 5:23).
Турӑ Сӑмахӗ кӑшт ӗҫнине мар, виҫине пӗлмесӗр ӗҫнине сивлет. Унта тӳррӗнех ҫапла каланӑ: «Эрехе ӳсӗрӗлсе кайичченех ан ӗҫӗр» (Эф. 5:18). «Ӗҫке ернисем... Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ»,— тесе те ҫырнӑ (1 Кор. 6:10). Апла, Иегова виҫине пӗлмесӗр ӗҫнине тата ӗҫке ярӑннине сивлет. Ҫавӑнпа та ним шутламасӑр ыттисем хыҫҫӑн каймалла мар. Чи кирли пирӗншӗн — хамӑр йышӑнусемпе Иеговӑна савӑнтарасси.
Хӑш-пӗрисем нумай ӗҫсен те ӳсӗрӗлмеҫҫӗ. Ҫакӑ та хӑрушӑ пулма пултарать. Библире каланӑ тӑрӑх, эрехпе иртӗхсен эпир Иеговӑн нравственность нормисене пӑсма тата хамӑрпа ун хушшинчи хутшӑнусене аркатма пултаратпӑр (Ытар. 20:1; Тит 2:3). Иисус эпир «ӗҫсе ӳсӗрӗлсе» ҫӳресен Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчине кӗрейместпӗр тесе асӑрхаттарнӑ (Лука 21:34—36). Куртӑмӑр ӗнтӗ, эрех-сӑра ӗҫни йывӑрлӑхсем патне илсе ҫитерме пултарать. Ҫав йывӑрлӑхсенчен сыхланас тесен христианин мӗн тума пултарать?
МӖНШӖН, МӖН ЧУХЛӖ ТАТА ХӐҪАН?
Эрех ӗҫессипе ҫыхӑннӑ йышӑнусем тунӑ чухне хамӑр культурӑра мӗн йӑлара пулнине ҫеҫ шута илни хӑрушӑ пулма пултарать. Христиансен мӗн ҫиес, мӗн ӗҫес тесе шутланӑ чухне Иеговӑн туйӑмӗсене шута илмелле. Библи пире ҫапла аса илтерет: «Эсир ҫиетӗр-и, ӗҫетӗр-и е мӗн те пулин урӑххине тӑватӑр-и — пурне те Турӑ мухтава тухмалла тӑвӑр» (1 Кор. 10:31). Айтӑр хӑш-пӗр ыйтусемпе Библири принципсем ҫинчен шухӑшласа пӑхар.
Эпӗ ыттисенчен уйрӑлса тӑрас мар тесе ӗҫетӗп-и? Тухни 23:2-мӗшӗнче «ушкӑн хыҫҫӑн» каймалла мар тенӗ. Иегова израильтянсем хӑй ырламан ҫынсем пек хӑйсене ан тытчӑр тенӗ. Вӑл хӑйӗн шухӑшне улӑштарман. Ҫав канаш пире те пырса тивет. Эпир эрех-сӑра ӗҫесси ҫине ытти ҫынсем пӑхнӑ пек пӑхма пуҫлатпӑр пулсан, майӗпен Иеговӑран сивӗнсе унӑн нормисем тӑрӑх пурӑнма пӑрахма пултаратпӑр (Рим 12:2).
Эпӗ вӑйлӑрах курӑнас тесе ӗҫетӗп-и? Хӑш-пӗр культурӑсенче нумай тата час-часах ӗҫни йӗркеллӗ япала шутланать (1 Пётр 4:3). Анчах та 1 Коринф 16:13-мӗшӗнче мӗн каланине асӑрхӑр-ха: «Сыхӑ пулӑр, ӗненӳре ҫирӗп тӑрӑр, хӑюллӑ та вӑйлӑ пулӑр». Эрех ӗҫни ҫынна чӑнах та вӑйлӑ тума пултараять-ши? Тӗрӗссипе каласан, ӗҫнӗ ҫын йӗркеллӗ шухӑшлама тата лайӑх йышӑнусем тума пултараймасть. Нумай ӗҫекен ҫын вӑйлӑ пек мар, ӑссӑр ҫын пек курӑнать. Исаия 28:7-мӗшӗнче ҫавӑн пек ҫынсем пирки вӗсем «ҫултан аташса каяҫҫӗ» тата «татӑклӑ сӑмах каламалла чухне такӑнаҫҫӗ» тесе ҫырнӑ.
Чӑн вӑя Иегова парса тӑрать. Ҫав вӑй ҫынна сыхӑ тӑма тата ҫирӗп ӗненме пулӑшать (Пс. 17:33). Хӑрушлӑхсенчен пӑрӑнатпӑр пулсан тата Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене аркатма пултаракан ӗҫсене тумастпӑр пулсан эпир вӑйлӑ пулма пултаратпӑр. Иисус чӑннипех те вӑйлӑ ҫын пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл принципсене ҫирӗп тытса тӑнӑ тата тӗрӗссине тума хӑраман.
Эпӗ йывӑрлӑхсем ҫинчен шутлас мар тесе ӗҫетӗп-и? Турӑ хавхалантарнипе псалом юрлакан ҫапла ҫырнӑ: «Чӗремре хӗн-асап хушӑнса пынӑ чухне Эсӗ лӑплантарнипе манӑн чунӑм Пс. 93:19). Эсӗ халӗ йывӑрлӑхсем тӳсетӗн пулсан, эрехре мар, Иеговӑра ҫӑлӑнӑҫ шыра. Пӑшӑрханма пӑрахас тесен час-часах кӗлтумалла. Унсӑр пуҫне, чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан тӑвана чуна уҫса парсан, вӑл сана лайӑх канаш пама пултарать. Енчен те ҫын йывӑрлӑхсем ҫинчен манса каяс тесе нумай ӗҫет пулсан, унӑн тӗрӗссине тума кӑмӑл пӗтме пултарать (Ос. 4:11). Маларах асӑннӑ Дэниел ҫапла калать: «Эпӗ пӗрмаях пӑшӑрханса тата хама айӑпласа ҫӳреттӗм. Йывӑр туйӑмсене пусарас тесе эпӗ ӗҫеттӗм. Анчах та йывӑрлӑхсем хушӑнсах пычӗҫ. Эпӗ туссене те ҫухатса пӗтертӗм, хама та хисеплеме пӑрахрӑм». Вара Дэниел мӗн тунӑ? «Эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: йывӑрлӑхсене татса пама мана эрех мар, Иегова пулӑшӗ. Майӗпен, Турӑ пулӑшнипе, эпӗ хам йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пултартӑм»,— тет Дэниел. Чӑнах та, Иегова пире яланах, хамӑра ним тума ҫук пек туйӑннӑ чухне те, пулӑшма хатӗр (Флп. 4:6, 7; 1 Пётр 5:7).
канать» (Эсӗ эрех ӗҫетӗн пулсан, хӑвна тӗрӗслесе пӑх: хӑв ытлашши нумай тата час-часах ӗҫместӗн-и? Хӑвна ҫакӑн пек ыйтусем пама пулать: «Килтисем е ҫывӑх туссем эсӗ ытлашши нумай е час-часах ӗҫетӗн тесе каламаҫҫӗ-и?» Калаҫҫӗ пулсан, ҫакӑ эсӗ тӗрӗс мар ҫул ҫине тӑнине пӗлтерме пултарать. «Эпӗ унчченхинчен ытларах ӗҫме пуҫламарӑм-и?» Ҫапла пулсан, ҫакӑ эрех ӗҫесси санӑн йӑлана кӗме пуҫланине пӗлтерет. «Эпӗ темиҫе кун е ытларах ӗҫмесӗр чӑтма пултаратӑп-и?» Ҫук пулсан, эсӗ, тен, эрех ӗҫмесӗр пурӑнайми пулса тӑнӑ. Ҫапла пулсан, санӑн специалистсенчен пулӑшу ыйтмалла пулать пуль.
Хӑш-пӗр христиансем эрех ӗҫесси мӗнле сиен кӳме пултарассине пӗлсе пачах ӗҫес темеҫҫӗ. Теприсем, эрех тути килӗшменрен ӑна ӗҫмеҫҫӗ. Санӑн пӗр-пӗр тус ҫавӑн пек йышӑну тунӑ пулсан, хӑвна мӗнле тытмалла? Унпа ырӑ пул тата хисепле. Ӑна вӑл тунӑ йышӑнушӑн ан тирке.
Тен, эсӗ хӑвӑн мӗн чухлӗ ӗҫмеллине палӑртса хурас тейӗн. Хӑш-пӗрисем эрнере пӗрре е апат ҫинӗ чухне пӗртак ӗҫеҫҫӗ. Теприсем вара хӑйсем мӗн ӗҫессине палӑртса хунӑ. Сӑмахран,
вӗсем кӑштахшар хӗрлӗ эрех е сӑра ӗҫме пултараҫҫӗ, хаяр эрехе вара, ҫав шутра коктейльсене те, ӗҫес темеҫҫӗ. Ҫын хӑй мӗн тумаллине палӑртса хунӑ пулсан, ҫавна тытса тӑма ӑна ҫӑмӑлтарах пулать. Чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан христианинӑн хӑй тунӑ йышӑну пирки ыттисем мӗн шутлӗҫ-ши тесе пӑшӑрханмалла мар.Унсӑр пуҫне, пирӗн ыттисен туйӑмӗсене те шута илмелле. Рим 14:21-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Аш ҫименни, хӗрлӗ эрех ӗҫменни, тӑванун ӗненӗвне хавшатма пултаракан кирек мӗнле ӗҫе те туманни лайӑхрах». Ҫак канашпа килӗшӳллӗн хамӑра мӗнле тытмалла? Тӑвансене юратмалла. Хамӑр эрех ӗҫни тӑвана такӑнтарасса пӗлетпӗр пулсан, эпир ун умӗнче эрех ӗҫес темӗпӗр. Ҫапла эпир хамӑршӑн мар, ыттисемшӗн тӑрӑшнине кӑтартӑпӑр (1 Кор. 10:24).
Христиансем хӑйсем пурӑнакан ҫӗршыври законсене те пӑхӑнаҫҫӗ. Сӑмахран, патшалӑх миҫе ҫултан ӗҫме юранине палӑртса хурать тата ӗҫнӗ ҫынна руль умне ларма е техникӑпа ӗҫлеме чарать (Рим 13:1—5).
Иегова пире питӗ нумай чаплӑ парне панӑ. Ҫав парнесемпе мӗнле усӑ курмалли пирки вара эпир хамӑр йышӑну тума пултаратпӑр. Сӑмахран, пирӗн мӗн ҫимеллине, мӗн ӗҫмеллине суйласа илме ирӗк пур. Айтӑр ҫак суйласа илмелли ирӗкпе тӗрӗс усӑ курса хамӑр ҫӳлти Аттене савӑнтарар.
a Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи пӗр сывлӑх сыхлав организацийӗ каланӑ тӑрӑх, пӗр хутчен ытлашши ӗҫсе лартни те нумай йывӑрлӑх патне илсе ҫитерме пултарать. Вӗсем шутне вӗлерни, харпӑр хӑй ҫине ал хуни, ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни, ҫемьере пусмӑр туни, ирӗксӗрех йывӑр ҫын пулса тӑни, ар хутшӑнӑвне кӗнине пула ерекен чирсемпе чирлесе кайни тата хырӑм пӑрахни кӗрет.