53-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Ҫамрӑк арҫын тӑвансем, ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансем пулма тӑрӑшӑр
«Тӑвансем, ӑспа пӗчӗк ачасем пек ан пулӑр. ...Ҫитӗнсе ҫитнисем пек пулӑр» (1 КОР. 14:20).
135-МӖШ ЮРӐ Иегова чӗререн чӗнет: «Ывӑлӑм, ӑслӑ пул»
ҪАК СТАТЬЯРА a
1. Пухури кашни арҫын тӑванӑн мӗн тума тӑрӑшмалла?
ПАВЕЛ апостол Коринфри тӑвансене: «Ӑспа пӗчӗк ачасем пек ан пулӑр. ...Шухӑшлас тӗлӗшрен... ҫитӗнсе ҫитнисем пек пулӑр»,— тенӗ (1 Кор. 14:20). Ҫак сӑмахсем христиансен пухӑвӗнчи пур арҫынна та пырса тивеҫҫӗ. Иисусран тӗслӗх илекен христианин Турӑ законӗсем тӑрӑх пурӑнать тата яланах Библири принципсене шута илет (Лука 2:52). Мӗншӗн ҫамрӑк арҫын тӑвансен ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансем пулса тӑмалла?
2, 3. Мӗншӗн ҫамрӑк арҫын тӑванӑн ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑма тӑрӑшмалла?
2 Арҫынсен ҫемьере те, пухура та нумай тивӗҫ пур. Ҫамрӑк арҫын тӑван, эсӗ хӑвӑн пуласлӑх пирки шутлатӑн пулӗ. Тен, эсӗ тулли пионер, пухура пулӑшакан, каярахпа вара старейшина пулма тӗллев лартнӑ. Тен, эсӗ авланма тата атте пулса тӑма шутлӑн (Эф. 6:4; 1 Тим. 3:1). Кирек мӗнле тӗллев лартсан та, тивӗҫӳсене лайӑх туса тӑрас тесен санӑн ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулмалла b.
3 Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑрас тесен мӗн тумалла? Кирлӗ лайӑх енсене аталантармалла тата тӗрлӗ ӗҫ тума вӗренмелле. Айтӑр ҫакӑн пирки тӗплӗнрех калаҫар.
ҪИТӖНСЕ ҪИТНӖ ХРИСТИАНИН ПУЛСА ТӐРАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?
4. Кам саншӑн лайӑх тӗслӗх пулма пултарать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
4 Камран тӗслӗх илмеллине лайӑх суйла. Библире Иеговӑна юратнӑ тата унӑн халӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ нумай арҫын пирки каланӑ. Эсӗ вӗсенчен тӗслӗх илме пултаратӑн. Унсӑр пуҫне, пухури тата хӑвӑн ҫемьери ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансенчен те нумай япалана вӗренме пулать (Евр. 13:7). Чи лайӑх тӗслӗх вара Иисус Христос кӑтартать (1 Пётр 2:21). Ҫак арҫынсен хӑш лайӑх енӗсем сана килӗшеҫҫӗ? Ҫавӑн ҫинчен шутласа пӑх та вӗсенчен тӗслӗх илме тӑрӑш (Евр. 12:1, 2).
5. Иегова пек шухӑшлама вӗренес тесен мӗн тумалла тата мӗншӗн ҫакӑ кирлӗ? (Псалом 118:9).
5 «Чипер ӑстӑнлӑ» пулма вӗрен (Ытар. 3:21). Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын мӗн те пулин тӑвас умӗн лайӑх шухӑшлать, васкамасть тата яланах Турӑ мӗн каланине шута илме тӑрӑшать. Ҫак тӗнчери ҫамрӑксем пирки калас пулсан вара, вӗсем хӑйсем мӗн тӗрӗс теҫҫӗ, мӗн тӑвас килет, ҫавна тӑваҫҫӗ (Ытар. 7:7; 29:11). Унсӑр пуҫне, интернетпа социаллӑ сетьсем те вӑйлӑ витӗм кӳме пултараҫҫӗ. Ҫак тӗнчен витӗмне лекес мар тесен мӗн тумалла? Йышӑну тӑвас умӗн малтан Иегова мӗн шутланине пӗлме тӑрӑш. Кайран вӑл каланӑ пек тусан мӗншӗн лайӑхрах пулни ҫинчен шухӑшла. Юлашкинчен хӑв мӗн пӗлнипе килӗшӳллӗн ту. Вара эсӗ тӑвакан йышӑнусем Иеговӑна савӑнтарӗҫ. (Псалом 118:9 вуласа парӑр.) Иегова пек шухӑшлама вӗренни сана ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑма питӗ пулӑшӗ (Ытар 2:11, 12; Евр. 5:14). Айтӑр ӑслӑ-тӑнлӑ пулни хӗрарӑм тӑвансемпе хутшӑнни ҫине тата санӑн ҫи-пуҫ ҫине мӗнле витӗм кӳрессине пӑхса тухар.
6. Ҫамрӑк арҫын тӑван хӗрарӑм тӑвансене хисепленине мӗнле кӑтартма пултарать?
6 Иегова пек шухӑшлама вӗреннӗ арҫын тӑван хӗрарӑмсене хисеплет. Калӑпӑр, ҫамрӑк арҫын тӑван пӗр хӗрарӑм тӑванпа ҫывӑхрах паллашасшӑн. Ҫакӑнта ним япӑххи те ҫук. Анчах та арҫын тӑванӑн ҫав хӗрарӑм тӑвана качча илес шухӑш ҫук пулсан, вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ пулса унра мӗн туйӑмсем вӑратма пултарать, ҫавна тумӗ. Тӗслӗхрен, хӗрарӑм тӑван: «Ҫав арҫын тӑван мана килӗштерет пулмалла»,— тесе шутлама ан пуҫлатӑр тесе арҫын тӑван мӗн те пулин калас, ҫырса ярас е тӑвас ӳмӗн лайӑх шухӑшлӗ (1 Тим. 5:1, 2). Хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме пуҫласан вара арҫын тӑван унӑн ятне ярас мар тесе унпа пӗччен юлмӗ тата хутшӑннӑ чухне юнашар яланах кам та пулин пултӑр тесе тӑрӑшӗ (1 Кор. 6:18).
7. Ҫи-пуҫ тӗлӗшӗнчен ҫамрӑк арҫын тӑванӑн мӗн асра тытмалла?
7 Ҫамрӑк арҫын тӑван Иегова пек шухӑшлама вӗреннӗ пулсан, ҫакӑ унӑн ҫи-пуҫӗнчен курӑнӗ. Модӑри ҫӗнӗлӗхсене шутласа кӑларакансем ытларахӑшӗ аскӑнланса пурӑнаҫҫӗ тата Иеговӑна хисеплемеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем ҫӗлесе кӑларакан тумтир е ытла ҫӑтӑ, е ҫав тумтире тӑхӑнакан арҫынсем хӗрарӑм пек курӑнаҫҫӗ. Тумтир суйланӑ чухне арҫын тӑван мӗн шута илӗ? Вӑл пур тӗлӗшрен те Христос пек пуласшӑн пулсан, Библири принципсене шута илӗ тата пухури ҫитӗннӗ христиансенчен тӗслӗх илӗ. Вӑл хӑйӗнчен ҫапла ыйтса пӑхма пултарать: «Хам тӑхӑнас текен тумтир христиансене юрӑхлӑ-и? Хам ҫи-пуҫпа эпӗ ыттисене хисепленине кӑтартатӑп-и? Ман ҫине пӑхсан ҫынсем эпӗ Турӑшӑн ӗҫленине ӑнланса илӗҫ-и?» (1 Кор. 10:31—33; Тит 2:6). Иегова мӗн шутланине тата мӗн туйнине шута илекен ҫамрӑк арҫын тӑвана пухури тӑвансем кӑна мар, ҫӳлти Атте те хисеплӗ.
8. Шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫын пулас тесен ҫамрӑк арҫын тӑванӑн мӗн тумалла?
8 Шанӑҫа тивӗҫлӗ пул. Шанӑҫа тивӗҫлӗ арҫын тӑван хӑйӗн пур тивӗҫне те тӑрӑшса тӑвать (Лука 16:10). Ҫак тӗлӗшрен Иисус чи лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл Иегова шанса панӑ ӗҫсем ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхман, йывӑр пулнӑ пулсан та вӗсене пурне те туса ҫитернӗ. Иисус ҫынсене, уйрӑмах хӑйӗн вӗренекенӗсене, юратнӑ, вӗсемшӗн хӑйӗн пурнӑҫне те панӑ (Иоанн 13:1). Унран тӗслӗх илсе хӑвна шанса панӑ кашни ӗҫе чуна парса туса тӑр. Ӑна мӗнле тумаллине пӗлместӗн пулсан вара, хӑвна кӗҫӗне хурса опытлӑрах тӑвансенчен пулӑшу ыйт. Ӗҫе тӑвасса та, хӑвӑнтан хӑпчӑр тесе ан ту, ыйтнинчен ытларах тума хатӗр пул (Рим 12:11). «Кирек мӗн тунӑ чухне те, ҫакна ҫыншӑн тунӑ пек мар, Иеговӑшӑн тунӑ пек» ту тата пуҫланӑ ӗҫе туса ҫитер (Кол. 3:23). Паллах, сан ҫитменлӗхсем пур, ҫавӑнпа та сӑпайлӑ пул тата хӑв йӑнӑшсем тунине йышӑн (Ытар. 11:2).
ТӖРЛӖ ӖҪЕ ТУМА ВӖРЕН
9. Мӗншӗн ҫамрӑк арҫын тӑванӑн тӗрлӗ ӗҫе тума вӗренмелле?
9 Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑрас тесен санӑн тӗрлӗ ӗҫсем тума вӗренмелле. Вӗсем сана пухури тивӗҫсене туса тӑма, хӑвна та, хӑвӑн ҫемйӳне те мӗн кирлипе тивӗҫтерме май паракан ӗҫ тупма тата ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшӗҫ. Эсӗ мӗн-мӗн тума вӗренме пултаратӑн?
10, 11. Мӗншӗн ҫамрӑк арҫын тӑванӑн лайӑх вулама тата ҫырма вӗренмелле? (Псалом 1:1—3). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
10 Лайӑх вулама тата ҫырма вӗрен. Библире каланӑ тӑрӑх, Турӑ Сӑмахне кашни кун вулакан тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлакан ҫын телейлӗ те ӑнӑҫлӑ пулӗ. (Псалом 1:1—3 вуласа парӑр.) Кашни кун Библи вулани сана Иегова пек шухӑшлама пулӑшӗ. Вара йышӑнусем тунӑ чухне хӑв шутланӑ пек тӑвас вырӑнне Библири принципсене шута илӗн (Ытар. 1:3, 4). Ҫавӑн пек арҫынсем пухура питӗ кирлӗ. Мӗншӗн?
11 Пухури тӑвансене вӗрентсе тӑмалла тата Библи тӑрӑх канаш памалла (Тит 1:9). Эсӗ вулама, ҫырма лайӑх пӗлетӗн пулсан, хӑвӑн тӗллӗн хатӗрленӗ комментарисемпе тата докладсемпе ыттисен ӗненӗвне ҫирӗплетме пултарӑн. Унсӑр пуҫне, хӑв тӗллӗн тӗпченӗ чухне тата пухура е конгрессенче докладсем итленӗ чухне эсӗ усӑллӑ шухӑшсене ҫырса пыма пултарӑн. Вӗсем сана хӑвӑн ӗненӗве ҫирӗплетме тата ыттисене тӗреклетме пулӑшӗҫ.
12. Ҫынсемпе хутшӑнма вӗренес тесен мӗн тумалла?
12 Ҫынсемпе хутшӑнма вӗрен. Христианинӑн ыттисемпе хутшӑнма пӗлмелле. Ҫакӑ ыттисене итлемеллине тата вӗсен туйӑмӗсемпе шухӑшӗсене ӑнланма тӑрӑшмаллине пӗлтерет (Ытар. 20:5). Ҫынсемпе хутшӑнма вӗренес тесен ҫын мӗнле саспа каланине, пит-куҫа мӗнле вылятнине тата кӗлеткине мӗнле хускатнине асӑрхамалла. Апла пулсан, ҫынсемпе вӑхӑта ирттермелле. Эсӗ сообщенисем ҫырса е мессенджерсем урлӑ ҫеҫ ыттисемпе хутшӑнатӑн пулсан, ҫынпа куҫа-куҫӑн калаҫма сана йывӑр пулӗ. Ҫавӑнпа ҫынсемпе тӗл пулса калаҫма майсем шыра (2 Иоанн 12).
13. Ҫамрӑк арҫын тӑванӑн тата мӗн тума вӗренмелле? (1 Тимофей 5:8). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
13 Хӑвна пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерме вӗрен. Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианинӑн хӑйне те, ҫемйине те тӑрантарас тесе укҫа ӗҫлесе илме пӗлмелле. (1 Тимофей 5:8 вуласа парӑр.) Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫамрӑк арҫын тӑвансем ашшӗнчен е хурӑнташӗнчен пӗр-пӗр ӗҫе тума вӗренме пултараҫҫӗ. Теприсенче вара вӑтам пӗлӳ илсе пӗр-пӗр профессие алла илме пулать. Ҫамрӑклах пӗр-пӗр профессие алла илни лайӑх, мӗншӗн тесен ҫакӑ сана пуласлӑхра хӑвна кирлӗ ӗҫ тупма май парать (Ап. ӗҫ. 18:2, 3; 20:34; Эф. 4:28). Ӗҫчен пул тата пуҫланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитичченех туса пӗтерме вӗрен. Вара ыттисем эсӗ шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫын пулнине курӗҫ. Ҫавӑн пек ҫынсене вара ӗҫе кӗме тата унта тытӑнса тӑма ҫӑмӑлтарах. Ҫӳлерех асӑннӑ лайӑх енсене аталантарни тата хӑш-пӗр ӗҫсене тума вӗренни сана пулас тивӗҫсене тума хатӗрленме пулӑшӗ. Санӑн мӗнле тивӗҫсем пулма пултараҫҫӗ?
ПУЛАС ТИВӖҪСЕНЕ ТУМА ХАТӖРЛЕН
14. Ҫамрӑк арҫын тӑван Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлемешкӗн мӗнле хатӗрленме пултарать?
14 Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлени. Ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансенчен нумайӑшӗ яш чухнех Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫамрӑк арҫын тӑван пионер ӗҫне туса тӑнӑ май тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫынпа хутшӑнма тата укҫа-тенкӗ тытма вӗренет (Флп. 4:11—13). Тулли пионер пуличчен пӗр вӑхӑт хушши пулӑшакан пионер пулса ӗҫлени лайӑх пулать. Нумайӑшӗ ҫапла тунӑ та. Тулли пионерсем умӗнче ҫӗнӗ майсем уҫӑлаҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсене Турра пуҫҫапмалли ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫе хутшӑнма е Вефильте ӗҫлеме чӗнме пултараҫҫӗ.
15, 16. Ҫамрӑк арҫын тӑванӑн пухура пулӑшакан е старейшина пулас тесен мӗн тумалла?
15 Пухура пулӑшакан е старейшина пулса ӗҫлени. Пур арҫын тӑванӑн та старейшина пулма тӑрӑшмалла. Старейшина пулас тесен вара Библири требованисемпе килӗшӳллӗн пурӑнмалла. Хӑйсем умне ҫакӑн пек тӗллевсем лартнӑ арҫын тӑвансем пирки Библире ырласа каланӑ (1 Тим. 3:1). Старейшина пулса тӑриччен арҫын тӑванӑн малтан пӗр вӑхӑт хушши пухура пулӑшакан пулмалла. Пухура пулӑшакансем старейшинӑсене пулӑшас тесе нумай вӑй хураҫҫӗ. Старейшинӑсем те, пухура пулӑшакансем те — хӑйсене кӗҫӗне хуракан тӑвансем. Вӗсем Иеговӑн сурӑхӗсене пӑхаҫҫӗ тата хастаррӑн ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Ҫамрӑк арҫын тӑван 17-рех пухура пулӑшакан пулса тӑма пултарать. Хӑйӗн ӗҫне лайӑх туса тӑрсан вара ӑна 20 ҫулта старейшина пулма лартма пултараҫҫӗ.
16 Пухура пулӑшакан е старейшина пулас тесен мӗн тумалла? Требованисене Библире ҫырса панӑ. Ҫав требованисем тӑрӑх, тӗпрен илсен, Иеговӑна, ҫемьене тата пухури тӑвансене юратмалла (1 Тим. 3:1—13; Тит 1:6—9; 1 Пётр 5:2, 3). Иегова хӑвӑнтан мӗн кӗтнине ӑнланас тесе ҫак абзацра илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене тепре вуласа тух. Вара ҫак лайӑх енсене аталантарма Иеговӑран пулӑшу ыйт c.
17. Ҫамрӑк арҫын тӑван упӑшка тата ҫемье пуҫӗ пулмашкӑн мӗнле хатӗрленме пултарать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
17 Упӑшка тата ҫемье пуҫӗ пулни. Иисус каланӑ тӑрӑх, ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансенчен хӑшӗ-пӗрисем авланас темӗҫ (Матф. 19:12). Эсӗ вара авланас тетӗн пулсан, санӑн тата тивӗҫсем хушӑнӗҫ: эсӗ упӑшка тата ҫемье пуҫӗ пулса тӑрӑн (1 Кор. 11:3). Иегова упӑшка арӑмне юратасса тата ӑна пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерессе кӗтет. Унсӑр пуҫне, упӑшкин арӑмӗшӗн ҫывӑх тус пулмалла тата Иеговӑпа хӑй хушшинчи хутшӑнусене упраса хӑварма пулӑшмалла (Эф. 5:28, 29). Маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, арҫын тӑвансен Иегова пек шухӑшлама вӗренмелле, хӗрарӑмсене хисеплемелле тата шанӑҫа тивӗҫлӗ пулмалла. Ҫакӑ веҫех лайӑх упӑшка тата ҫемье пуҫӗ пулма пулӑшӗ.
18. Ҫамрӑк арҫын тӑван атте пулмашкӑн мӗнле хатӗрленме пултарать?
18 Атте пулса тӑни. Авлансан санӑн ачасем ҫуралма пултараҫҫӗ. Лайӑх атте пулас тӗлӗшрен Иеговӑран нумай япалана вӗренме пулать (Эф. 6:4). Сӑмахран, Иегова хӑйӗн Ывӑлне, Иисуса, юратни тата ырлани пирки калама вӑтанман (Матф. 3:17). Санӑн ачасем ҫуралсан вӗсене юрататӑп тесе каласах тӑр. Вӗсем тӑвакан ырӑ ӗҫсемшӗн, вӗсем пӗлтерӗшлех мар пулсан та, мухтаса ил. Иеговӑран тӗслӗх илекен ашшӗсем хӑйсен ачисене ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансем пулса тӑма пулӑшаҫҫӗ. Лайӑх атте пулмашкӑн эсӗ халех хатӗрленме пултаратӑн. Килтисемшӗн тата пухури тӑвансемшӗн тӑрӑш. Вӗсене юратни пирки тата мӗншӗн вӗсене хаклани пирки калама вӗрен (Иоанн 15:9). Вара эсӗ упӑшка тата ашшӗ пулма хатӗрленӗн, халех Иеговӑна савӑнтарӑн тата хӑвӑн таврари ҫынсене телейлӗ тӑвӑн.
ЭСӖ МӖН ТӐВӐН?
19, 20. Ҫамрӑк арҫын тӑвана ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑма мӗн пулӑшать? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
19 Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулас тесен вӑй хумалла, ҫакӑ хӑйне хӑех пулмасть. Сирӗн, ҫамрӑк арҫын тӑвансем, камран тӗслӗх илмеллине лайӑх суйламалла, Иегова пек шухӑшлама вӗренмелле, шанӑҫа тивӗҫлӗ пулмалла, тӗрлӗ ӗҫсене тума вӗренмелле тата пулас тивӗҫсене тума хатӗрленмелле.
20 Хӑвна мӗн чухлӗ ӗҫ кӗтни ҫинчен шухӑшланӑ чухне, тен, эсӗ хӑраса ӳкетӗн. Ҫапах та ан хӑра, санран пулать! Иегова сана пулӑшса тӑма сӑмах парать (Ис. 41:10, 13). Пухури тӑвансем те пулӑшма яланах хатӗр. Иегова эсӗ ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑрасса кӗтет. Мӗншӗн тесен ҫавӑн чухне санӑн пурнӑҫ савӑнӑҫлӑрах та интереслӗрех пуласса пӗлет. Ҫамрӑк арҫын тӑвансем, эпир сире питӗ, питӗ юрататпӑр! Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулма тӑрӑшӑр, вара Иегова сире пиллесе тӑрӗ (Ытар. 22:4).
65-МӖШ ЮРӐ Малалла та малалла!
a Христиансен пухӑвӗсене ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансем питӗ кирлӗ. Ҫак статьяра ҫамрӑк арҫын тӑвансен ҫавӑн пек пулса тӑрас тесен мӗн тумаллине курӑпӑр.
b Унчченхи статьяри «Ӑнлантарса панине» пӑхӑр.