52-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑвансем, ҫитӗнсе ҫитнӗ христианкӑсем пулма тӑрӑшӑр
«Хӗрарӑмсен... пур тӗлӗшрен те виҫине пӗлмелле тата шанчӑклӑ пулмалла» (1 ТИМ. 3:11).
133-МӖШ ЮРӐ Ҫамрӑклах Иеговӑшӑн ӗҫле
ҪАК СТАТЬЯРА a
1. Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулас тесен мӗн тумалла?
АЧАСЕМ мӗн тери хӑвӑрт ӳсеҫҫӗ! Ҫакӑ хӑйне хӑех пулса иртет пек туйӑнма пултарать. Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулас тесен вара вӑй хумалла (1 Кор. 13:11; Евр. 6:1) b. Ҫак тӗллеве пурнӑҫламашкӑн Иеговӑпа ҫывӑхланса пымалла. Унсӑр пуҫне, пире святой сывлӑш кирлӗ. Вӑл христиансен пулмалли лайӑх енсене аталантарма, тӗрлӗ ӗҫе тума вӗренме тата пулас тивӗҫсене хатӗрленме пулӑшӗ (Ытар. 1:5).
2. Пултарни 1:27-мӗшӗнчен эпир мӗн пӗлетпӗр тата ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр?
2 Иегова арҫынпа хӗрарӑма тунӑ. (Пултарни 1:27 вуласа парӑр.) Паллах, вӗсем пӗр-пӗринчен ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Анчах та урӑх уйрӑмлӑхсем те пур. Сӑмахран, Иегова вӗсенчен кашнине тӗрлӗ тивӗҫсем шанса панӑ. Вӗсене туса тӑмашкӑн лайӑх енсене те, ӑсталӑха та аталантармалла (Пулт. 2:18). Ҫак статьяран эпир ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван ҫитӗнсе ҫитнӗ христианка пулас тесе мӗн тума пултарнине пӗлӗпӗр. Тепӗр статьяра вара ҫамрӑк арҫын тӑвансем мӗн тума пултарнине сӳтсе явӑпӑр.
ТУРРА КИЛӖШЕКЕН ЛАЙӐХ ЕНСЕМ АТАЛАНТАР
3, 4. Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑвансем камран тӗслӗх илме пултараҫҫӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
3 Библире Иеговӑна юратакан тата уншӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ нумай хӗрарӑм ҫинчен ҫырнӑ. Вӗсем пирӗншӗн питӗ лайӑх тӗслӗх. (jw.org сайтра «Женщины в Библии: чему учит их пример?» статьяна пӑхӑр.) Ҫав хӗрарӑмсем ҫак статьян тӗп сӑвӑ йӗркинче асӑннӑ лайӑх енсене кӑтартнӑ — пур тӗлӗшрен те виҫине пӗлнӗ тата шанчӑклӑ пулнӑ. Унсӑр пуҫне, ҫамрӑк хӗрарӑм тӑвансем хӑйсен пухӑвӗнчи чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан христианкӑсенчен тӗслӗх илме пултараҫҫӗ.
4 Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑвансем, эсир лайӑх тӗслӗх кӑтартакан хӗрарӑм тӑвансене пӗлетӗр-и? Вӗсен мӗнле лайӑх енсем пур? Ҫав лайӑх енсене аталантарас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? Тепӗр абзацсенче эпир ҫитӗнсе ҫитнӗ христианкӑн мӗнле виҫӗ кирлӗ ен пулмаллине пӑхса тухӑпӑр.
5. Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианка пулас тесен мӗншӗн хӗрарӑм тӑванӑн хӑйне кӗҫӗне хумалла?
5 Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин хӑйне кӗҫӗне хурать. Хӑйне кӗҫӗне хуракан хӗрарӑм тӑванӑн Иеговӑпа та, ыттисемпе те хутшӑнусем лайӑх (Иак. 4:6). Сӑмахран, Иеговӑна юратакан хӗрарӑм хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗ кама пуҫ пулма лартнӑ, ҫавсене пӑхӑнса тӑрать (1 Кор. 11:3). Ҫак принципа вӑл пухура та, ҫемьере те хӑйне кӗҫӗне хурса тытса тӑрать c.
6. Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑвансем хӑйсене кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен Ревеккӑран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?
6 Ревеккӑна аса илер. Вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ, хӑюллӑ тата пуҫаруллӑ хӗрарӑм пулнӑ (Пулт. 24:58; 27:5—17). Ҫав вӑхӑтрах вӑл ыттисене хисепленӗ тата хатӗр пулсах пӑхӑннӑ (Пулт. 24:17, 18, 65). Эсӗ те хӑвна кӗҫӗне хурса кама Иегова власть панӑ, ҫавсене пӑхӑнатӑн пулсан, килтисемшӗн те, пухури тӑвансемшӗн те лайӑх тӗслӗх пулатӑн.
7. Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑвансем Эсфирь пекех сӑпайлӑ пулас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?
7 Христиансен пулмалли тепӗр лайӑх ен — сӑпайлӑх. Библире: «Йӑвашшисемпе [«сӑпайлисемпе», ҪТ] пӗрле — ӑслӑлӑх»,— тенӗ (Ытар. 11:2). Эсфирь тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл сӑпайлӑ пулнӑ тата патша майри пулса тӑрсан та хӑйне мӑнна хуман. Вӑл хӑйӗн тӑванӗн, Мардохейӑн, канашӗсене итленӗ (Эсф. 2:10, 20, 22). Эсфирь пек пулас тесе эсӗ мӗн тума пултаратӑн? Ыттисенчен канашсем ыйт тата вӗсемпе пурнӑҫра усӑ кур (Тит 2:3—5).
8. 1 Тимофей 2:9, 10 сӑвӑ йӗркисенчи мӗнле принципсем хӗрарӑм тӑвансене йӗркеллӗ те сӑпайлӑ тӑхӑнма пулӑшаҫҫӗ?
8 Эсфирь сӑпайлӑ пулни тата ӑҫтан курӑнать? Вӑл «пӗвӗ-сийӗпе те илемлӗ, сӑнӗ-пичӗпе те ытармалла мар пулнӑ». Ҫапах та вӑл ҫавӑнпа мухтанса ҫӳремен (Эсф. 2:7, 15). Христианкӑсем Эсфирьтен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Айтӑр 1 Тимофей 2:9, 10 сӑвӑ йӗркисенче (вуласа парӑр) мӗн каланине пӑхса тухар. Павел апостол хӗрарӑмсене сӑпайлӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ пулса тумланма хавхалантарнӑ. Ҫак сӑвӑ йӗркисенче усӑ курнӑ грек сӑмахӗсем христианкӑн йӗркеллӗ те ыттисен туйӑмӗсене шута илсе тӑхӑнмаллине кӑтартса параҫҫӗ. Хитре те сӑпайлӑ тумланакан хӗрарӑм тӑвансем ҫине пӑхса эпир питӗ савӑнатпӑр.
9. Авигейӑран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
9 Унсӑр пуҫне, ҫитӗнсе ҫитнӗ христианкӑсен ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла. Ҫакӑ вӑл ырӑпа усала уйӑрма тата тӗрӗс йышӑнусем тума пӗлни. Авигейӑна аса илер. Унӑн упӑшки япӑх йышӑну тунине пула кил-йышӗ инкек курма пултарнӑ. Ҫавӑнпа та Авигея тӑхтаса тӑман. Вӑл хӑйне ӑслӑ-тӑнлӑ тытни ҫынсен пурнӑҫӗсене ҫӑлнӑ (1 Патш. 25:14—23, 32—35). Ҫак лайӑх ен тата мӗнле усӑ парать? Вӑл пире хӑҫан калаҫмаллине, хӑҫан вара шӑп тӑмаллине ӑнланма пулӑшать. Тата эпир ӑслӑ-тӑнлӑ пулсан, ыттисемпе интересленнӗ чухне аванмарлатса яракан ыйтусем памӑпӑр (1 Фес. 4:11).
ТӖРЛӖ ӖҪЕ ТУМА ВӖРЕН
10, 11. Лайӑх вулама тата ҫырма вӗренни сана хӑвна та, ыттисене те мӗнле усӑ кӳрӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
10 Хӗр ачаранпах мӗне вӗренни ӑна ӳссе ҫитӗнсен кирлӗ пулӗ. Темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.
11 Лайӑх вулама тата ҫырма вӗрен. Хӑш-пӗр культурӑсенче хӗрарӑмсен вулама тата ҫырма вӗренмесен те юрать тесе шутлаҫҫӗ (1 Тим. 4:13) d. Анчах та пур христианинӑн та ҫакна тума пӗлмелле. Ҫавӑнпа та, ҫӑмӑл мар пулсан та, вулама тата ҫырма вӗренме тӑрӑш. Ҫакӑ мӗнле усӑ парӗ? Сана ӗҫ тупма ҫӑмӑлтарах пулӗ. Унсӑр пуҫне, эсӗ хӑв та Турӑ Сӑмахне тарӑнрах тӗпчеме, ыттисене те лайӑхрах вӗрентме пултарӑн. Чи кирли вара — Библи вуласа тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшласа эсӗ хӑвпа Иегова хушшинчи туслӑха ҫирӗплетӗн (Иис.Н. 1:8; 1 Тим. 4:15).
12. Ытарӑшсем 31:26-мӗшӗнчен эсӗ мӗне вӗренетӗн?
12 Ҫынсемпе хутшӑнма вӗрен. Пур христианинӑн та тимлӗ итлеме тата ыррӑн калаҫма пӗлмелле. Иаков ҫырӑвӗнче ҫакӑн пек канаш пур: «Кашнин итлеме хатӗр пулмалла, сӑмах калама... васкамалла мар» (Иак. 1:19). Ыттисене тимлӗ итленипе эсӗ вӗсемпе чун-чӗререн интересленнине кӑтартатӑн (1 Пётр 3:8). Ҫын мӗн каланине е мӗн туйнине ӑнлансах каймастӑн пулсан, ыйтусем пар. Хӑвӑн калаҫма вӑхӑт ҫитсен вара пуҫа мӗн пырса кӗнине тӳрех ан кала (Ытар. 15:28). Ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑх: «Эпӗ мӗн калас тени тӗрӗс-и? Ҫакӑ ыттисене хавхалантарӗ-и? Тата ҫакӑ ыррӑн та хисеплӗн калаҫни пулӗ-и?» Тимлӗ итлеме пӗлекен тата ыррӑн калаҫакан хӗрарӑм тӑвансенчен вӗрен. (Ытарӑшсем 31:26 вуласа парӑр.) Вӗсем мӗнле тата мӗн каланине сӑна. Ҫынсемпе хутшӑнма вӗренсен сана ыттисемпе туслӑ та килӗштерсе пурӑнма ҫӑмӑлтарах пулӗ.
13. Кил-ҫурта тытса тӑма эсӗ мӗнле вӗренме пултаратӑн? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
13 Кил-ҫурта тытса тӑма вӗрен. Нумай ҫӗршывра кил-ҫуртшӑн хӗрарӑм тӑрӑшать. Ҫакна тума эсӗ аннӳрен е пухури ытти хӗрарӑм тӑвансенчен вӗренме пултаратӑн. Си́нди акӑ мӗн каласа парать: «Анне кирек мӗнле ӗҫрен те савӑнӑҫ илме пӗлет. Вӑл мана та ҫавна вӗрентрӗ. Эпӗ апат пӗҫерме, килте тирпейлеме, ҫӗлеме тата укҫа перекетлеме пӗлетӗп. Ҫавна пула эпӗ хамшӑн тӑрӑшма тата Иеговӑшӑн ытларах тума пултаратӑп. Унсӑр пуҫне, пирӗн хӑнасем валли алӑк яланах уҫӑччӗ. Эпӗ анне пек тараватлӑ пулма тӑрӑшатӑп. Ҫавна пула нумай тӑванпа паллашрӑм» (Ытар. 31:15, 21, 22). Кил-ҫурта лайӑх пӑхса тӑракан, ӗҫчен тата тараватлӑ хӗрарӑм хӑйӗн ҫемйишӗн те, пухушӑн та чӑн-чӑн парне (Ытар. 31:13, 17, 27; Ап. ӗҫ. 16:15).
14. Кристал тӗслӗхӗ сана мӗне вӗрентет тата эсӗ мӗнле тӗллевсем лартма пултаратӑн?
14 Хӑвна пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерме вӗрен. Пур христианинӑн та ҫакна тума пӗлмелле (Флп. 4:11). Кри́стал ҫапла калать: «Эпӗ аслӑ классенче пулнӑ чухне аттепе анне мана мӗнле предметсене вӗренмеллине суйласа илме пулӑшрӗҫ. Вӗсем хам мӗне вӗренни пуласлӑхра та усӑ кӳтӗр тетчӗҫ. Атте мана бухгалтерие вӗренме сӗнчӗ. Ҫакӑ вара питӗ усӑллӑ пулчӗ». Анчах та укҫа ӗҫлесе илме пӗлни ҫеҫ ҫителӗксӗр, ӑна тытма та пӗлмелле (Ытар. 31:16, 18). Иеговӑн ӗҫӗнче тӗллевсем ларт. Вӗсене пурнӑҫлама нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесе парӑма ан кӗр тата кирлӗ-кирлӗ мар япаласем ан ил (1 Тим. 6:8).
ПУЛАС ТИВӖҪСЕНЕ ТУМА ХАТӖРЛЕН
15, 16. Мӗншӗн эпир пухури качча кайман хӗрарӑм тӑвансене питӗ хаклатпӑр? (Марк 10:29, 30).
15 Мӗншӗн Турра килӗшекен лайӑх енсене аталантармалла тата хӑш-пӗр ӗҫсене тума вӗренмелле? Ҫакӑ сана пуласлӑха хатӗрленме пулӑшӗ. Пуласлӑхра мӗнле тивӗҫсем туса тӑрасси вара хӑв мӗнле ҫул суйласа илнинчен килет. Эсӗ мӗн суйлама пултаратӑн?
16 Эсӗ пӗр вӑхӑт хушши качча каймасӑр пурӑнма пултаратӑн. Ҫакна хӑш-пӗр культурӑсенче ырламаҫҫӗ пулин те, Иисус каланӑ пек, хӑш-пӗр христианкӑсем качча каяс темеҫҫӗ (Матф. 19:10—12). Теприсем вара ҫемье ҫавӑрасшӑн пулин те, тӗрлӗ сӑлтава пула ҫавна тӑвайман. Качча кайман хӗрарӑм пирки Иеговӑпа Иисус вӑл ыттисенчен япӑхрах тесе шутламаҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчипех христианкӑсем пухусенче нумай ырӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Вӗсем ыттисене юратаҫҫӗ, вӗсемпе чун-чӗререн интересленеҫҫӗ тата нумайӑшӗшӗн аннесемпе аппа-йӑмӑксем пек пулса тӑраҫҫӗ (Марк 10:29, 30 вуласа парӑр; 1 Тим. 5:2).
17. Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме мӗнле хатӗрленме пултарать?
17 Эсӗ Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме пултаратӑн. Христианкӑсем пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас ӗҫре чылай вӑй хураҫҫӗ (Пс. 67:12). Хӑв Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа хӑҫан ӗҫлеме пуҫлассине эсӗ халех палӑртса хума пултаратӑн-и? Тулли пионер пулма, Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене тӑвас ӗҫе хутшӑнма е Вефильте ӗҫлеме тӗллев лартма пулать. Ҫавӑн ҫинчен кӗлту. Ҫав тивӗҫсене туса тӑракан тӑвансенчен хӑвӑн мӗнле хатӗрленмеллине ыйтса пӗл. Кайран хӑвӑн тӗллеве пурнӑҫлама пулӑшакан план ту. Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме пуҫласан сан умра уншӑн ытларах тума ҫӗнӗ майсем уҫӑлӗҫ.
18. Мӗншӗн хӗрарӑм тӑванӑн пулас мӑшӑра суйласси ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
18 Тен, эсӗ качча каяс тейӗн. Маларах асӑннӑ лайӑх енсене аталантарсан тата тӗрлӗ ӗҫсене тума вӗренсен эсӗ лайӑх арӑм пулатӑн. Паллах, пулас мӑшӑра суйласси ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар. Ҫакӑ пурнӑҫра тӑвакан чи пӗлтерӗшлӗ йышӑнусенчен пӗри вӗт. Ан ман: упӑшка санӑн пуҫ пулса тӑрӗ, санӑн ӑна итлемелле пулӗ (Рим 7:2; Эф. 5:23, 33). Ҫавӑнпа та хӑвна ҫакӑн пек ыйтусем пар: «Вӑл Христосран тӗслӗх илме тӑрӑшать-и? Иегова унӑн пурнӑҫӗнче малти вырӑнта пулни курӑнать-и? Вӑл тунӑ йышӑнусем пирки тӗрӗс теме пулать-и? Вӑл хӑй йӑнӑш тунине йышӑнать-и? Хӗрарӑмсене хисеплет-и? Мана малалла та Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшма пултарӗ-и? Мана мӗн кирлипе тивӗҫтерме тата маншӑн лайӑх тус пулма пултарӗ-и? Ун ҫине шанма пулать-и? Сӑмахран, унӑн пухура мӗнле тивӗҫсем пур тата вӑл вӗсене мӗнле туса тӑрать?» (Лука 16:10; 1 Тим. 5:8). Паллах, лайӑх упӑшка тупасси ҫинчен ҫеҫ мар, лайӑх арӑм пулас тесен хӑвӑн мӗн тумалли ҫинчен те шутламалла.
19. Мӗншӗн пулӑшакан пуласси пысӑк чыс?
19 Библире каланӑ тӑрӑх, лайӑх арӑм упӑшкана пулӑшса тӑрать (Пулт. 2:18). Ҫакӑ арӑм упӑшкаран япӑхрах пулнине пӗлтерет-и? Ҫук. Пулӑшакан пуласси — пысӑк чыс. Чӑннипе каласан, Библире Иегова пирки пулӑшакан тесе нумай хутчен каланӑ (Пс. 53:6; Евр. 13:6). Лайӑх арӑм упӑшкине ялан пулӑшса тӑрать. Тӗслӗхрен, упӑшки пӗтӗм ҫемьене пырса тивекен йышӑнусем тусан, арӑмӗ ӑна вӗсене пурнӑҫлама пулӑшать. Вӑл вӗсем упӑшкипе пӗр команда пулнине асра тытать. Иеговӑна юратакан арӑм упӑшки ҫинчен яланах ырласа калаҫать (Ытар. 31:11, 12; 1 Тим. 3:11). Ҫавӑн пек арӑм пулас тесен мӗн тумалла? Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах юрат тата килтисене те, пухури тӑвансене те пулӑшма тӑрӑш.
20. Ҫемьере амӑшӗнчен мӗн килет?
20 Тен, эсӗ анне пулса тӑрӑн. Качча кайсан сан ачасем ҫуралма пултараҫҫӗ (Пс. 126:3). Ҫак статьяра сӳтсе явнине туни сана лайӑх арӑм тата лайӑх анне пулма пулӑшӗ. Юратакан, ырӑ та тӳсӗмлӗ пулсан сан ҫемйӳ телейлӗ пулӗ. Ачусем те хӑйсене юратнине тата хӳтӗлесе тӑнине туйӗҫ (Ытар. 24:3).
21. Ҫамрӑк тӑвансене эсир мӗншӗн хаклатӑр? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
21 Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑвансем, эсир Иеговӑшӑн та, унӑн халӑхӗшӗн те ҫав тери нумай тӑватӑр! (Евр. 6:10). Эсир лайӑх енсем аталантарма тӑрӑшатӑр тата тӗрлӗ ӗҫсем тума вӗренетӗр. Ҫакӑ хӑвӑра та, ыттисене те телейлӗрех тӑвать. Малалла та ҫапла туса тӑратӑр пулсан, кирек мӗнле ҫул суйласа илсен те ӑнӑҫлӑ пулатӑр. Эпир сире питӗ, питӗ юрататпӑр!
137-МӖШ ЮРӐ Турра шанчӑклӑ хӗрарӑмсем
a Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑвансем, пухури тӑвансем сире питӗ юратаҫҫӗ. Иегова эсир ҫитӗнсе ҫитнӗ христианкӑсем пулса тӑрасса кӗтет. Ҫавна тумашкӑн сирӗн лайӑх енсем аталантармалла тата тӗрлӗ ӗҫсене тума вӗренмелле. Вара кирек мӗнле пурнӑҫ ҫулне суйласа илсен те эсир телейлӗ пулатӑр.
b ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин ҫак тӗнче вӗрентнӗ пек мар, Иеговӑн святой сывлӑшӗ хушнӑ пек тӑвать. Вӑл Иисусран тӗслӗх илет, хӑйӗнпе Иегова хушшинчи туслӑха хаклать тата ыттисене чун-чӗререн юратать.
d jw.org сайтра «Почему чтение книг важно для детей. Часть 1. Читать или смотреть?» статьяна пӑхӑр.