50-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Ӗненӳпе ӗҫсем тӳрӗ ҫын пулма пулӑшаҫҫӗ
«Авраам Иеговӑна ӗненнӗ, ҫавӑншӑн вӑл Авраам пирки тӳрӗ ҫын тенӗ» (РИМ 4:3).
119-МӖШ ЮРӐ Пирӗн ӗненӳ пулмалла
ҪАК СТАТЬЯРА a
1. Авраамӑн ӗненӗвӗ пирки шухӑшланӑ чухне пирӗн мӗнле ыйту сиксе тухма пултарать?
НУМАЙ ҫын Авраам пирки илтнӗ пулин те, вӗсем ун ҫинчен сахал пӗлеҫҫӗ. Эсир вара ун ҫинчен нумай каласа пама пултаратӑр. Сӑмахран, эсир Библире Авраам пирки «мӗнпур ӗненекенӗн ашшӗ» тенине пӗлетӗр (Рим 4:11). Тен, эсир ҫапла та шутланӑ: «Эпӗ те Турра Авраам пекех хытӑ ӗненме пултаратӑп-и?» Паллах, пултаратӑр.
2. Мӗншӗн Авраам ҫинчен тӗпчемелле? (Иаков 2:22, 23).
2 Авраам ҫинчен ытларах тӗпчесен эпир те ун пекех хытӑ ӗненме пултарӑпӑр. Турӑ хушнипе Авраам аякри ҫӗршыва куҫса кайнӑ, вун-вун ҫул хушши чатӑрсенче пурӑннӑ тата хӑйӗн юратнӑ ывӑлне, Исаака, парнене кӳме хатӗр пулнӑ. Ҫак ӗҫсем вӑл хытӑ ӗненнине кӑтартса панӑ. Турӑ Авраама ӗненӗвӗшӗн тата ӗҫӗсемшӗн ырланӑ, хӑйӗн тусӗ тесе те каланӑ. (Иаков 2:22, 23 вуласа парӑр.) Иегова пирӗнтен кашни ҫавӑн пек пиллӗхсем илтӗр тет. Ҫавӑнпа та вӑл Павелпа Иакова Авраам пирки ҫырма хавхалантарнӑ. Айтӑр Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырури 4-мӗш сыпӑкра тата Иаковӑн ҫырӑвӗнчи 2-мӗш сыпӑкра ун пирки мӗн каланине пӑхса тухар. Ҫак икӗ сыпӑкран та Авраам пирки питӗ кирлӗ япалана пӗлме пулать.
3. Павелпа Иаков Библири хӑш сӑвӑ йӗркине илсе панӑ?
3 Павел та, Иаков та Пултарни 15:6-мӗшӗнчи сӑмахсене илсе панӑ. Унта: «Аврам Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ, ҫакна Вӑл унӑн сӑваплӑхӗ вырӑнне хунӑ»,— тенӗ. Сӑваплӑ, е тӳрӗ, пулни мӗне пӗлтерет? Ҫавӑн пек ҫынна Иегова ырлать, ун пирки пӗр айӑпсӑр та тет. Шутласа пӑхӑр-ха, ҫылӑхлӑ ҫынсем Турӑ умӗнче пӗр айӑпсӑр пулма пултараҫҫӗ! Эсир Турӑ сирӗн пирки те ҫаплах калатӑр тетӗр пулӗ. Вӑл вара чӑнах та ҫапла калама пултарать. Ҫакӑн пирки иккӗленес мар тесе айтӑр мӗншӗн Иегова Авраам пирки тӳрӗ тенине пӗлер.
ӖНЕНӲСӖР ТӲРӖ ПУЛАЙМӐН
4. Тӳрӗ пулма ҫынсене мӗн чӑрмантарать?
4 Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырура Павел пур ҫын та ҫылӑхлӑ тесе ҫырнӑ (Рим 3:23). Апла пулсан, мӗнле майпа Турӑ пире ырлама тата пирӗн пирки тӳрӗ те пӗр айӑпсӑр теме пултарать-ши? Тӳрӗ кӑмӑллӑ христиансене ҫакна ӑнланма пулӑшас тесе Павел Авраамӑн тӗслӗхӗ ҫине тимлеттернӗ.
5. Мӗншӗн Иегова Авраам пирки тӳрӗ тенӗ? (Рим 4:2—4).
5 Турӑ Авраам пирки лешӗ Ханаанра пурӑннӑ чухне тӳрӗ тенӗ. Мӗншӗн Иегова ҫапла каланӑ? Авраам Моисей законне тӗп-тӗрӗс тытса тӑнӑран-ши? Паллах, ҫук (Рим 4:13). Турӑ ҫак закона 400 ҫул иртсен ҫеҫ панӑ вӗт. Мӗншӗн-ха вара вӑл Авраам пирки тӳрӗ тенӗ? Авраам хытӑ ӗненнӗ, ҫавӑнпа та Иегова виҫесӗр ырӑлӑх кӑтартса ӑна тӳрӗ тенӗ. (Рим 4:2—4 вуласа парӑр.)
6. Мӗне пула Иегова ҫылӑх тунӑ ҫынна тӳрӗ тет?
6 Павел каланӑ тӑрӑх, ҫын Турра ӗненет пулсан, «Турӑ ҫав ҫын пирки, вӑл ӗненнӗшӗн, тӳрӗ ҫын тет» (Рим 4:5). Малалла апостол ҫапла ҫырнӑ: «Кам пирки ӗҫӗсене пӑхмасӑрах Турӑ тӳрӗ тет, ҫав ҫын пирки Давид та телейлӗ тет: „Камӑн йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарнӑ, камӑн ҫылӑхӗсене манӑҫа хӑварнӑ, ҫавсем телейлӗ. Камӑн ҫылӑхне Иегова асра тытмасть, ҫав ҫын телейлӗ“» (Рим 4:6—8; Пс. 31:1, 2). Ҫын Турра ӗненет пулсан, Турӑ унӑн ҫылӑхӗсене пӗтӗмпех каҫарать те урӑх вӗсем ҫинчен аса илмест. Ҫын ӗненнине пула Турӑ ун пирки тӳрӗ те айӑпсӑр тет.
7. Мӗншӗн Туррӑн авалхи ӗҫлекенӗсем тӳрӗ пулнӑ теме пулать?
7 Турӑ Авраам, Давид тата хӑйӗн ытти шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пирки тӳрӗ тенӗ пулин те, вӗсем ҫылӑхлӑ пулма пӑрахман, ҫитменлӗхӗсем те пулнӑ. Анчах та вӗсем Турра ӗненнине пула Турӑ вӗсем пирки, уйрӑмах хӑйне ӗненмен ҫынсемпе танлаштарсан, пӗр айӑпсӑр тенӗ (Эф. 2:12). Павел сӑмахӗсенчен ҫакӑ уҫҫӑн курӑнать: ӗненмесӗр Туррӑн тусӗ пулма май ҫук. Авраампа Давид Турра ӗненнӗрен унӑн тусӗсем пулса тӑнӑ. Пирӗн те Туррӑн тусӗ пулас тесен ӗненмелле.
ӖНЕНӲ ӖҪСЕМПЕ МӖНЛЕ ҪЫХӐННӐ?
8, 9. Хӑш-пӗрисем Павелпа Иаковӑн сӑмахӗсене мӗнле ӑнлантарса параҫҫӗ тата ҫакна пула мӗнле тавлашусем сиксе тухаҫҫӗ?
8 Тӗн пуҫлӑхӗсем ӗмӗрсем хушши ҫак ыйту пирки тавлашаҫҫӗ: мӗн кирлӗрех — ӗненӳ е ӗҫсем? Хӑшӗ-пӗрисем ҫӑлӑнмашкӑн Христос Ҫӳлхуҫана ӗненни ҫителӗклӗ тесе вӗрентеҫҫӗ. Вӗсем: «Иисуса ӗнен, вара ҫӑлӑнӑн»,— теҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне вӗсем Рим 4:6-мӗшӗнчи Павелӑн сӑмахӗсене илсе парса Турӑ ҫынсем пирки «ӗҫӗсене пӑхмасӑрах... тӳрӗ тет» теҫҫӗ. Теприсем вара вӗсемпе килӗшмеҫҫӗ. Вӗсем святой вырӑнсене кайса ҫӳремесен тата чиркӳ йӑлисене туса тӑмасан ҫӑлӑнма пулмасть теҫҫӗ. Ҫакна ҫирӗплетсе парас тесе вӗсем Иаков 2:24-мӗшӗнчи сӑмахсене илсе пама пултараҫҫӗ: «Турӑ ҫын пирки вӑл ӗненнишӗн ҫеҫ тӳрӗ темест, унӑн ӗҫӗсемшӗн тӳрӗ тет».
9 Ҫавна пула хӑш-пӗр Библи тӗпчекенсем ҫакӑн пек шухӑш патне ҫитнӗ: Турӑ ырлатӑр тесен мӗн тумалли пирки Павелпа Иаков тӗрлӗрен шутланӑ. Хӑш-пӗр тӗн ертӳҫисем каланӑ тӑрӑх, Павел Турӑ ҫынсем пирки ӗҫӗсене кура мар, ӗненӗве кура тӳрӗ тет тесе шутланӑ. Иаков вара Турӑ ӗҫсене кура ырлать тесе вӗрентнӗ. Пӗр богослови профессорӗ ҫакӑн пирки акӑ мӗн каланӑ: «Иаков ӑнланман: мӗншӗн Павел тӳрӗ пуласси ӗҫсенчен мар, ӗненӳрен кӑна килет тенӗ». Анчах Иакова та, Павела та хӑйсен ҫырӑвӗсене ҫырма Иегова хавхалантарнӑ (2 Тим. 3:16). Апла пулсан, вӗсен шухӑшӗсем пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑраҫҫӗ. Ҫакна курас тесен контекста пӑхса тухмалла.
10. Павел, тӗпрен илсен, мӗнле ӗҫсем пирки каланӑ? (Рим 3:21, 28). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
10 Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырури 3-мӗшпе 4-мӗш сыпӑксенче Павел мӗнле ӗҫсем пирки ҫырнӑ? Тӗпрен илсен, вӑл Синай тӑвӗ патӗнче панӑ Моисей законӗ тӑрӑх тумалли ӗҫсем пирки каланӑ. (Рим 3:21, 28 вуласа парӑр.) Павел пурӑннӑ вӑхӑтра еврейсем пулнӑ хӑш-пӗр христиансене Моисей законне тек тытса тӑмалла маррине ӑнланма йывӑр пулнӑ пулас. Ҫавӑнпа та Павел Авраам тӗслӗхне илсе парса ҫакна кӑтартнӑ: ҫын закон тытса тӑнине пула мар, ӗненнине пула Турӑ умӗнче тӳрӗ пулса тӑрать. Апла пулсан, эпир Турра тата Христоса ӗненетпӗр пулсан, Турӑ пире ырлать. Мӗн тери йӑпатакан шухӑш!
11. Иаков мӗнле ӗҫсем пирки каланӑ?
11 Иаков вара хӑйӗн ҫырӑвӗнчи 2-мӗш сыпӑкра Моисей законӗ тӑрӑх тумалли ӗҫсем пирки каламан, христиансем куллен тӑвакан ырӑ ӗҫсем пирки каланӑ. Шӑп ҫав ӗҫсенчен ҫын Турра чӑннипех те ӗненнипе ӗненменни курӑнать. Айтӑр Иаков каланӑ икӗ тӗслӗхе пӑхса тухар.
12. Ӗненӳ ӗҫсемпе мӗнле ҫыхӑннине Иаков мӗнле ӑнлантарса панӑ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
12 Пӗрремӗш тӗслӗхре Иаков христиансен ҫынна камне кура уйӑрмалла мар тесе калать. Ҫавна лайӑхрах ӑнланма пулӑшас тесе вӑл пуян ҫынна юрама тӑрӑшакан, чухӑнни ҫине вара мӑнкӑмӑллӑн пӑхакан ҫын пирки каласа парать. Ҫав ҫын ӗненетӗп теме пултарать, анчах та ӗҫӗсем пачах урӑххине кӑтартса параҫҫӗ (Иак. 2:1—5, 9). Иккӗмӗш тӗслӗхре Иаков тепӗр ҫын пирки калать. Ҫав ҫын «тӑвансенчен камӑн та пулин тӑхӑнмалли, кун каҫмалӑх ҫимелли» ҫуккине курать пулин те, вӗсене нимӗнпе те пулӑшмасть. Вӑл ӗненетӗп тет, ӗҫсемпе вара ҫавна кӑтартса памасть. Ҫавӑнпа та унӑн ӗненӗвӗнчен усси ҫук. Иаков ҫырнӑ тӑрӑх, ӗҫсемсӗр ӗненӳ «вилӗпе пӗрех» (Иак. 2:14—17).
13. Иаков ӗненӳ те, ӗҫсем те кирлӗ пулнине кӑтартас тесе кам ҫинчен каласа панӑ? (Иаков 2:25, 26).
13 Ӗненӗве ӗҫсемпе ҫирӗплетсе памаллине кӑтартас тесе Иаков Раав ҫинчен каласа панӑ. (Иаков 2:25, 26 вуласа парӑр.) Ҫав хӗрарӑм Иегова ҫинчен илтнӗ те вӑл израильтянсене пулӑшса тӑнине ӑнланса илнӗ (Иис. Н. 2:9—11). Раав ӗненнине ӗҫсемпе кӑтартнӑ: вӑл Израильтен килнӗ икӗ разведчика ҫӑлӑнса юлма пулӑшнӑ. Ҫав израильтянка пулман ҫылӑхлӑ хӗрарӑм пирки те, Авраам пекех, тӳрӗ тенӗ. Раав тӗслӗхӗнчен эпир ҫакна вӗренетпӗр: ӗненнине ӗҫсемпе ҫирӗплетсе памалла.
14. Мӗншӗн Павелпа Иаков мӗн калани пӗр-пӗрне хирӗҫлемест теме пулать?
14 Куртӑмӑр ӗнтӗ, ӗненӳпе ӗҫсем пирки каланӑ чухне Павел пӗр япалана палӑртнӑ, Иаков вара — урӑххине. Павел еврейсем пулнӑ христиансене вӗсем Моисей законӗ тӑрӑх тумалли ӗҫсене туса ҫеҫ Турра юрӑхлӑ пулаймӗҫ тесе каланӑ. Иаков вара христиансен хӑйсен ӗненӗвне ыттисене ырӑ тунипе кӑтартмалла тесе ҫырнӑ.
15. Хамӑр ӗненӗве ӗҫсемпе кӑтартма мӗнле майсем пур? (Ӳкерчӗксем ҫине те пӑхӑр.)
15 Турӑ умӗнче тӳрӗ пулнӑ Авраам тӑван ҫӗршывӗнчен тухса кайнӑ, чатӑрсенче пурӑннӑ тата хӑйӗн ывӑлне парнене кӳме хатӗр пулнӑ. Ҫакӑ Турӑ пирӗнтен ҫавнах тӑвасса кӗтнине пӗлтермест. Тӗрӗссипе каласан, ӗненнине ӗҫпе кӑтартма тӗрлӗ майсем пур. Эпир Иегова ырлакан ӗҫсене тума, пухури ҫӗнӗ ҫынсене ӑшшӑн саламлама, нушана лекнӗ тӑвансене пулӑшма тата килтисемшӗн тӑрӑшма пултаратпӑр (Рим 15:7; 1 Тим. 5:4, 8; 1 Иоанн 3:18). Хамӑр ӗненнине кӑтартакан тепӗр пӗлтерӗшлӗ ӗҫ — хастаррӑн ырӑ хыпар сарни (1 Тим. 4:16). Эпир хамӑр ӗҫсемпе ҫакна кӑтартма пултаратпӑр: Иегова хӑй сӑмах панисене пурнӑҫлассине тата вӑл ӗҫсене чи лайӑх майпа тунине эпир ӗненетпӗр. Вара Турӑ пирӗн пирки тӳрӗ тейӗ, тата эпир унӑн тусӗсем пулӑпӑр.
ШАНЧӐК ҪИНЧЕН ШУХӐШЛАНИ ӖНЕНӖВЕ ҪИРӖПЛЕТЕТ
16. Авраам мӗне шаннӑ тата мӗне ӗненнӗ?
16 Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырури 4-мӗш сыпӑкран эпир Авраамран тата пӗр питӗ кирлӗ япалана вӗренме пултаратпӑр: хамӑр шанчӑка куҫран вӗҫертмелле мар. Иегова Авраама ун урлӑ «ҫӗр ҫинчи пур йӑх та пиллӗх илӗ» тесе шантарнӑ пулнӑ. Авраамӑн мӗнле чаплӑ шанчӑк пулнӑ! (Пулт. 12:3; 15:5; 17:4; Рим 4:17). Анчах та Авраам 100 ҫула, Сарра вара 90 ҫула ҫитсен те, вӗсен ывӑл пулман-ха. Вӗсен хӑҫан та пулин ывӑл пулассине ӗненме йывӑр пулнӑ. Ҫав лару-тӑрура Авраамӑн ӗненӗвӗ ҫирӗп пулнипе пулманни тӗрӗсленнӗ. Ҫавах та «вӑл пурпӗр шаннӑ тата хӑй нумай халӑхӑн ашшӗ пуласса ӗненнӗ» (Рим 4:18, 19). Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Авраам мӗне шанни пурнӑҫланнӑ, унӑн чылайччен кӗтнӗ ывӑл, Исаак, ҫуралнӑ (Рим 4:20—22).
17. Турӑ пире тӳрӗ тата хӑйӗн тусӗ теме пултарасса эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
17 Авраам тӗслӗхӗ ҫакна кӑтартса парать: пире те Турӑ ырлама пултарать. Эпир унӑн куҫӗ умӗнче тӳрӗ пулма тата унӑн тусӗ пулса тӑма пултаратпӑр. Павел шӑп ҫакӑн ҫинчен ҫырнӑ та: «„Ун пирки тӳрӗ ҫын тенӗ“ тенине ун валли ҫеҫ ҫырман. ...Пирӗн валли те ҫырнӑ. Пирӗн пирки те тӳрӗ ҫынсем тейӗҫ, мӗншӗн тесен эпир кам Иисус Ҫӳлхуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, ҫавна ӗненетпӗр» (Рим 4:23, 24). Авраама ӗненӳ кирлӗ пулнӑ. Унӑн ӗненӗвне ӗҫсемпе кӑтартмалла пулнӑ тата Иегова хӑйӗн сӑмахне тытасса ҫирӗп шанмалла пулнӑ. Пирӗн те ҫаплах тумалла. Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырури 5-мӗш сыпӑкра Павел шанчӑк пирки малалла каланӑ. Ҫакӑн ҫинчен эпир тепӗр статьяра калаҫӑпӑр.
28-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн тусӗсем пулар
a Эпир Турӑ хамӑра ырлатӑр тата пире тӳрӗ тесе шутлатӑр тетпӗр. Ҫак статьяра эпир Иегова пире ырлатӑр тесен мӗн тумаллине тата ӗненӳ те, ӗҫсем те мӗншӗн кирлине пӑхса тухӑпӑр. Ҫакна тума пире Павелпа Иаковӑн ҫырӑвӗсем пулӑшӗҫ.