Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

30-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Сирӗн юрату ӳссех пытӑр

Сирӗн юрату ӳссех пытӑр

«Юрату хавхалантарнипе пур тӗлӗшрен те... ҫитӗнсе пырар» (ЭФ. 4:15).

2-МӖШ ЮРӐ Санӑн яту — Иегова

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Библи вӗренме пуҫласан эсир мӗн пӗлтӗр?

 ХӐВӐР Библи вӗренме пуҫланине аса илӗр-ха. Туррӑн ят пурри сире тӗлӗнтерчӗ пулӗ. Вӑл ҫынсене тамӑкра асаплантарманнине пӗлсен, эсир лӑштах сывласа ятӑр, тен. Хӑвӑрӑн вилнӗ ҫывӑх ҫынсем чӗрӗлсе тӑрассине тата вӗсемпе ӗмӗр-ӗмӗр ҫӗр ҫинче райра пурӑнма пултарассине пӗлсен вара, эсир хӗпӗртесе ӳкрӗр пулӗ.

2. Библи вӗреннӗ май эсир чӑнлӑхра мӗнле ҫитӗнӳсем тунӑ? (Эфес 5:1, 2).

2 Турӑ Сӑмахне тӗпченӗ май эсир Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах юратма пуҫланӑ. Вара ҫав юрату сире мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курма хавхалантарнӑ. Библири принципсем сире ытларах тӗрӗс йышӑну тума пулӑшнӑ. Турра савӑнтарас килнӗрен эсир урӑхла шухӑшлама та, хӑвӑра урӑхла тытма та пуҫланӑ. Ачи ашшӗнчен тӗслӗх илесшӗн пулнӑ пекех эсир те хӑвӑр ҫӳлти Аҫӑртан тӗслӗх илме пуҫланӑ. (Эфес 5:1, 2 вуласа парӑр.)

3. Хамӑра мӗнле ыйтусем пама пулать?

3 Хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Хам шыва кӗнӗренпе эпӗ Иеговӑна тата хытӑрах юрататӑп-и? Эпӗ Иегова пек шухӑшлама тата хама ун пек тытма вӗренсе пыратӑп-и? Сӑмахран, эпӗ тӑвансене хытӑрах юратма пуҫларӑм-и?» Хӑвӑр «малтанхи пек» юратманнине ӑнланса илсен, кулянса ан ӳкӗр. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансемпе те ҫавӑн пекки пулнӑ. Ҫапах та Иисус вӗсене сирсе яман. Вӑл сире те сирсе ямӗ (Ӳлӗм. 2:4, 7). Эсир чӑнлӑха пӗлсенех мӗнле юратнӑ, каллех ҫапла юратма пултарасса вӑл пӗлет.

4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

4 Ҫак статьяра эпир Иеговӑна тата ыттисене хытӑрах юратас тесен мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр. Пирӗн юрату ӳссе пырсан, ҫакӑ хамӑра тата ыттисене мӗнле усӑ панине те пӗлӗпӗр.

ИЕГОВӐНА ХЫТӐРАХ ТА ХЫТӐРАХ ЮРАТӐР

5, 6. а) Павел апостол мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ? ӑ) Павела Иеговӑшӑн малалла та ӗҫлесе тӑма мӗн вӑй парса тӑнӑ?

5 Павел апостола Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑни нумай савӑнӑҫ кӳнӗ, анчах та унӑн йывӑрлӑхсем те сахал мар пулнӑ. Вӑл час-часах вӑрӑм ҫулҫӳреве тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра вара ҫул ҫинче ҫӑмӑл мар пулнӑ. Вӑл пӗрре анчах мар «юханшыв хӗрринче хӑрушлӑха» лекнӗ тата «вӑрӑ-хурахсенчен асап» курнӑ. Унсӑр пуҫне, ӑна чӑнлӑха хирӗҫ тӑракансем темиҫе хутчен те хӗненӗ (2 Кор. 11:23—27). Ҫитменнине тата Павел пухушӑн чун-чӗререн тӑрӑшнине тӑвансем хӑш-пӗр чухне хакламан (2 Кор. 10:10; Флп. 4:15).

6 Павела Иеговӑшӑн малалла та ӗҫлесе тӑма мӗн пулӑшнӑ? Павел Иегова мӗнлерех пулнине Сӑваплӑ Ҫыруран тата хӑйӗн опытӗнчен пӗлнӗ. Унӑн хӑйне Турӑ юратни пирки пӗр иккӗленӳ те юлман (Рим 8:38, 39; Эф. 2:4, 5). Вара Павел хӑй те Иеговӑна хытӑ юратма пуҫланӑ. Турра юратнине вӑл «сӑваплӑ ҫынсене» пулӑшса тӑнипе кӑтартнӑ (Евр. 6:10).

7. Иеговӑна хытӑрах юратас тесен мӗн тумалла?

7 Турра хытӑрах юратас тесен пирӗн унӑн Сӑмахне тарӑн тӗпчемелле. Библи вуланӑ чухне хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Хам мӗн вуланинчен эпӗ Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗм? Ҫак сӑвӑ йӗркисенчен Иегова мана юратни мӗнле курӑнать? Вӗсем мана Иеговӑна юратма мӗнле хавхалантараҫҫӗ?»

8. Кӗлтуни Турра хытӑрах юратма мӗнле пулӑшать?

8 Унсӑр пуҫне, Иеговӑна хытӑрах юратас тесен пирӗн ӑна хамӑр мӗн туйни ҫинчен тӑтӑшах кӗлӗре каласа памалла (Пс. 24:4, 5). Иегова вара пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлӗ (1 Иоанн 3:21, 22). Азире пурӑнакан Кхан b ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла калать: «Библи вӗренме пуҫласан эпӗ Иегова ҫинчен пӗлтӗм те ӑна юратма пуҫларӑм. Вӑл хамӑн кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравланине курсан вара юрату ӳссех пычӗ. Манӑн хамӑн ӗҫсемпе ӑна пӗрмаях савӑнтарас кӑмӑл ҫуралчӗ».

ЫТТИСЕНЕ ХЫТӐРАХ ТА ХЫТӐРАХ ЮРАТӐР

9. Тимофей тӑвансене хытӑрах та хытӑрах юратни ӑҫтан курӑннӑ?

9 Христианин пулса тӑнӑ хыҫҫӑн темиҫе ҫул иртсен Павел Тимофей ятлӑ пӗр лайӑх каччӑпа паллашнӑ. Тимофей Иеговӑна та, ҫынсене те юратнӑ. Ҫулсем иртсен Павел ун пирки Филиппӑри христиансем патне ҫапла ҫырса янӑ: «Сирӗншӗн ун пек чунтан тӑрӑшакан манӑн урӑх никам та ҫук» (Флп. 2:20). Павел ҫак сӑвӑ йӗркинче Тимофея мухтасса та, лешӗ ӗҫсене лайӑх йӗркелеме пултарнӑшӑн е сӑмах тухса калама ӑста пулнӑшӑн мухтаман пулӗ. Ун ҫине Тимофей тӑвансене хытӑ юратни вӑйлӑ витӗм кӳнӗ пулас. Пухури тӑвансем Тимофей хӑйсем патне килессе кашнинчех чӑтӑмсӑррӑн кӗтни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук (1 Кор. 4:17).

10. Аннӑпа унӑн упӑшки тӑвансене юратнине мӗнле кӑтартнӑ?

10 Эпир те тӑвансене пулӑшма майсем шыратпӑр (Евр. 13:16). Акӑ унчченхи статьяра асӑннӑ Аннӑн тӗслӗхӗ. Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл хыҫҫӑн вӗсем упӑшкипе пӗрле хӑйсемпе пӗр пек ӗненекен пӗр ҫемье патне кайса курас тенӗ. Вӗсем патне ҫитсен ҫав мӑшӑр лешӗсен пӳрт тӑрри йӑтӑнса аннине курнӑ. Ҫавна пула ҫав ҫемьен пӗр таса тумтир те юлман. Анна ҫапла каласа парать: «Эпир вӗсен япалисене ҫуса утюгларӑмӑр та тирпейлесе хурса каялла кайса патӑмӑр. Пире ҫавна тума пӗртте йывӑр марччӗ. Анчах ҫавна пула эпир туслашса кайрӑмӑр. Эпир халӗ те ҫывӑх туссем». Ҫав миссионерсем тӑвансене юратнӑран вӗсене ӗҫпе пулӑшнӑ (1 Иоанн 3:17, 18).

11. а) Эпир хӑйсене юратнине курсан ҫынсем мӗн туяҫҫӗ? ӑ) Эпир ыттисене юратнине кӑтартсан, Ытарӑшсем 19:17-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова мӗн туять?

11 Эпир ыттисене юрататпӑр пулсан, вӗсемпе ырӑ пулсан, вӗсем эпир Иеговӑран тӗслӗх илме тӑрӑшнине асӑрхама пултараҫҫӗ. Хамӑр ырӑ пулни ыттисем ҫине мӗн тери вӑйлӑ витӗм кӳнине эпир пӗлмесен те пултаратпӑр. Унччен асӑннӑ Кхан хӑйне пулӑшнӑ тӑвансене ӑшӑ туйӑмпа аса илет. Вӑл ҫапла калать: «Эпӗ хама хӑйсемпе пӗрле ырӑ хыпар сарма илнӗ хӗрарӑм тӑвансене питӗ пархатарлӑ. Вӗсем мана киле пырса илетчӗҫ, пӗрле апатланма чӗнетчӗҫ, кайран киле леҫетчӗҫ. Вӗсен мӗн чухлӗ вӑй хума тивнине халӗ эпӗ ӑнланатӑп. Ҫав хаклӑ тӑвансем ҫавна мана юратнӑран тунӑ». Паллах, хамӑр тунӑ ырӑ ӗҫсемшӗн пурте пире тав тумӗҫ. Кхан хӑйне пулӑшнӑ тӑвансем пирки ҫапла калать: «Хампа ҫав тери ырӑ пулнӑшӑн тӑвансене питӗ тав тӑвас килет. Шел пулин те, вӗсем халӗ ӑҫта пурӑннине эпӗ пӗлместӗп. Анчах та Иегова пӗлет. Эпӗ ӑна хам вырӑнне вӗсене тав тума кӗлӗре ыйтатӑп». Кхан питӗ кирлӗ шухӑша каланӑ. Эпир тунӑ кашни ырӑ ӗҫе, вӑл питӗ пӗчӗк пулсан та, Иегова асӑрхать. Турӑшӑн вӑл питӗ хаклӑ парне тата вӑл уншӑн хӑйне пирӗн умӗнче парӑмлӑ тесе шутлать. (Ытарӑшсем 19:17 вуласа парӑр.)

Ҫын сӑваплӑ ӗҫре ҫитӗнӳсем тӑвать пулсан, вӑл ыттисене пулӑшмашкӑн майсем шырӗ (12-мӗш абзаца пӑхӑр)

12. Арҫын тӑвансем пухури тӑвансене юратнине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

12 Эсӗ арҫын тӑван пулсан, санӑн ыттисене юратнине кӑтартма тата вӗсене пулӑшма мӗнле майсем пур? Пӗррехинче Джо́рдан ятлӑ ҫамрӑк арҫын тӑван старейшинӑна пухушӑн ытларах тӑвас килет тесе каланӑ. Старейшина ӑна тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн мухтанӑ та кайран темиҫе канаш панӑ. Сӑмахран, вӑл Джордана Патшалӑх залне маларах килсе тӑвансене саламлама, пухура комментарисем пама, ырӑ хыпар сармалли хӑйӗн ушкӑнӗпе тӑтӑшах ырӑ хыпар сарма тата ыттисене мӗнле пулӑшу кирли пулни ҫинчен шухӑшлама хавхалантарнӑ. Джордана ҫав канашсене итлени лайӑхланма пулӑшнӑ кӑна мар, вӑл тӑвансене хытӑрах юратма та пуҫланӑ. Джордан пӗр кирлӗ япалана ӑнланса илнӗ: пухура пулӑшакан пулса тӑрсан эсӗ тӑвансене пулӑшма пуҫламастӑн, вӗсене малалла та пулӑшса тӑратӑн (1 Тим. 3:8—10, 13).

13. Тӑвансене юратни Кристиана каллех старейшина пулса тӑма мӗнле пулӑшнӑ?

13 Эсӗ пухура пулӑшакан е старейшина пулма пӑрахнӑ пулсан та, Иегова эсӗ малтан мӗн-мӗн тунине тата ырӑ ӗҫсем тума сана юрату хавхалантарса тӑнине астӑвать (1 Кор. 15:58). Унсӑр пуҫне, вӑл эсӗ халӗ те ыттисене юратнине мӗнле кӑтартнине асӑрхать. Кри́стиан ятлӑ арҫын тӑван старейшина пулма пӑрахсан питӗ куляннӑ. Апла пулин те вӑл ҫапла каланӑ: «Пухура манӑн тивӗҫсем пур-и, ҫук-и, эпӗ Иеговӑшӑн малалла та ӗҫлесе тӑма тата хам мӗн тума пултарнине веҫех тума шутларӑм». Вӑхӑт иртсен вӑл каллех старейшина пулса тӑнӑ. «Малтанах эпӗ кӑшт пӑшӑрханаттӑм,— тенӗ Кристиан.— Анчах та кайран ҫапла шутларӑм: Иегова хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран мана каллех старейшина пулма ирӗк пачӗ пулсан, эпӗ ҫак тивӗҫе туса тӑма пултарайӑп, мӗншӗн тесен Иеговӑна та, пухури тӑвансене те юрататӑп».

14. Грузири хӗрарӑм тӑванӑн сӑмахӗсенчен эсир мӗне вӗренетӗр?

14 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ҫывӑх ҫынсене те юратаҫҫӗ (Матф. 22:37—39). Тӗслӗхрен, Грузире пурӑнакан Елена ҫапла калать: «Малтан эпӗ Иеговӑна юратнӑран ҫеҫ ырӑ хыпар сараттӑм. Анчах та ҫӳлти Аттене хытӑрах юратма пуҫласан эпӗ ҫынсене те хытӑрах юратма пуҫларӑм. Эпӗ вӗсем мӗнле йывӑрлӑхсем тӳсни ҫинчен тата вӗсене мӗн ҫинчен калаҫма интереслӗ пулма пултарни ҫинчен шухӑшлаттӑм. Мӗн чухлӗ ытларах ҫавӑн ҫинчен шухӑшлаттӑм, ҫавӑн чухлӗ ытларах вӗсене пулӑшас килетчӗ» (Рим 10:13—15).

ЫТТИСЕНЕ ЮРАТНИ НУМАЙ УСӐ ПАРАТЬ

Пӗр ырӑ ӗҫ нумай ҫынна усӑ кӳме пултарать (15, 16 абзацсене пӑхӑр)

15, 16. Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр. Ыттисене юратнине кӑтартни мӗнле усӑ парать?

15 Тӑвансене юратнине кӑтартсан ҫакӑ вӗсене кӑна мар усӑ парать. COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче Паолопа унӑн арӑмӗ ватӑ хӗрарӑм тӑвансем ырӑ хыпар сарма пултарччӑр тесе вӗсене электронлӑ хатӗрсемпе усӑ курма вӗрентнӗ. Сӑмахран, пӗр хӗрарӑм тӑвана малтанах планшетпа усӑ курма йывӑр пулнӑ, анчах та ҫав мӑшӑр пулӑшнине пула вӑл вӗренсе ҫитнӗ. Вара вӑл хӑйӗн хурӑнташӗсене Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне чӗнме пултарнӑ. Уява паллӑ тума вӗсенчен 60-ӑшӗ видеопа ҫыхӑннӑ. Паолопа унӑн арӑмӗ тӑрӑшнине пула ҫав хӗрарӑм тӑван та, унӑн хурӑнташӗсем те нумай усӑ илнӗ. Каярахпа ҫав хӗрарӑм тӑван Пао́ло патне ҫапла ҫырса янӑ: «Пире, ваттисене, вӗрентнӗшӗн пысӑк тав сире. Иегова та, эсир те, хаклӑ тӑвансем, пирӗншӗн мӗн-мӗн тунине эпӗ нихӑҫан та манас ҫук!»

16 Паоло пӗр питӗ кирлӗ япалана ӑнланса илнӗ: юрату пӗлӳпе пултарулӑхран чылай пӗлтерӗшлӗрех. Вӑл ҫапла калать: «Унччен эпӗ район старейшини пулса ӗҫлеттӗмччӗ. Тӑвансем хам каланӑ докладсене астумаҫҫӗ те пулӗ. Анчах та вӗсем эпӗ хӑйсемшӗн тунӑ ырӑ ӗҫсене асра тытаҫҫӗ пуль тетӗп».

17. Ыттисене юратнине кӑтартни тата кама усӑ парать?

17 Ыттисене юратнине кӑтартни пире хамӑра та усӑ парать. Ҫӗнӗ Зеландире пурӑнакан Джо́натан тӗслӗхӗ ҫавна кӑтартса парать. Пӗррехинче шӑматкун, вӗри ҫанталӑк тӑнӑ чухне, вӑл пӗр пионер ҫул хӗрринче пӗчченех ырӑ хыпар сарнине курнӑ. Джонатан тепӗр шӑматкунран пуҫласа унпа пӗрле ырӑ хыпар сарма шутланӑ. Вӑл ҫав ырӑ ӗҫ хӑйне мӗн чухлӗ усӑ кӳресси пирки шутламан та. Джонатан ҫапла каласа парать: «Ҫавӑн чухне эпӗ ырӑ хыпар сарма юратсах каймастӑмччӗ. Анчах та ҫав пионер мӗнле вӗрентнине илтсен тата вӑл вӑй хуни мӗн чухлӗ усӑ кӳнине курсан, эпӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫе юратма пуҫларӑм. Унсӑр пуҫне, ҫав арҫын тӑван манӑн ҫывӑх тус пулса тӑчӗ, мана ырӑ хыпар сарас ӗҫе юратма пуҫлама тата Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшрӗ».

18. Иегова пирӗнтен мӗн кӗтет?

18 Иегова эпир хӑйне те, ыттисене те хытӑрах та хытӑрах юратасса кӗтет. Пӗлтӗмӗр ӗнтӗ, Турӑ Сӑмахне вуласан, мӗн вулани ҫинчен шухӑшласан тата час-часах кӗлтусан эпир Иеговӑна вӑйлӑрах юратӑпӑр. Тӑвансене хытӑрах юратма пуҫлас тесен вара пирӗн вӗсене ӗҫпе пулӑшмалла. Ҫакӑ пире Иеговӑпа та, пухури тӑвансемпе те ҫывӑхланма пулӑшӗ. Ҫак туслӑх ӗмӗрлӗхех тӑсӑлӗ.

109-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне чунтан юратса пурӑнар

a Эпир тин кӑна е нумай ҫул каялла Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫларӑмӑр-и, пирӗн пурин те ҫитӗнӳсем тумалла. Ҫавна тӑвас тесен пирӗн Иеговӑна та, ыттисене те хытӑрах та хытӑрах юратмалла. Ку статьяра эпир ҫавна мӗнле тумаллине пӑхса тухӑпӑр. Ӑна тӗпченӗ май хӑвӑр мӗнле ҫитӗнӳсем туни ҫинчен тата хӑш енчен лайӑхланмалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.

b Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.