БИОГРАФИ
Ыттисемпе чун-чӗререн интересленни нумай усӑ кӳрет
«ЧӐНЛӐХА шырӑр, мӗншӗн тесен Англикан чиркӗвӗ ӑна вӗрентмест». Ҫав чиркӗве ҫӳрекен ман кукамай ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн анне чӑн тӗне шырама пуҫланӑ. Анчах та вӑл Иегова Свидетелӗсемпе калаҫасшӑн пулман. Вӗсем Торонтори хамӑр кил патне пынине курсан вӑл мана яланах пытанма хушатчӗ. Ҫапах та 1950 ҫулта аннен йӑмӑкӗ Свидетельсемпе Библи вӗренме пуҫласан, анне те унпа пӗрле вӗренме пуҫланӑ. Вӗсем аннен йӑмӑкӗн килӗнче вӗреннӗ, каярахпа иккӗшӗ те шыва кӗнӗ.
Манӑн атте Канадӑн Пӗрлешнӗ чиркӗвӗн вырӑнти общинин старейшини пулнӑ. Ҫавӑнпа та кашни вырсарникун ирхине вӑл пире йӑмӑкпа чиркӳ шкулне яратчӗ, кайран вара, 11-те эпир унпа пӗрле чиркӳри службӑна каяттӑмӑр. Апат хыҫҫӑн анне пире йӑмӑкпа иксӗмӗре Патшалӑх залне илсе каятчӗ. Эпир ҫак икӗ тӗн пӗр-пӗринчен вӑйлӑ уйрӑлса тӑнине уҫҫӑн кураттӑмӑр.
Анне хӑйӗн ҫӗнӗ тӗнӗ ҫинчен тахҫанхи тусӗсене, Бобпа Мэ́рион Хатчесонсене, каласа панӑ. Вара лешӗсем те чӑнлӑха йышӑннӑ. 1958 ҫулта ҫав ҫемье хӑйсен виҫӗ ывӑлӗпе пӗрле Нью-Йорка «Турӑ ирӗкӗ» текен сакӑр кунлӑ пӗтӗм тӗнчери конгреса кайрӗҫ, мана та хӑйсемпе пӗрле илчӗҫ. Ун чухне вӗсене тӑватӑ арҫын ачана пӑхма ҫӑмӑл мар пулнине эпӗ халӗ ӑнланатӑп. Анчах та ҫав конгресс хам пурнӑҫри чи лайӑх та савӑнӑҫлӑ событисенчен пӗри пулчӗ.
ЫТТИСЕМ ХАМПА ЧУН-ЧӖРЕРЕН ИНТЕРЕСЛЕННИ МАН ПУЛАСЛӐХ ҪИНЕ ВӐЙЛӐ ВИТӖМ КӲЧӖ
Хам яш чухне эпир фермӑра пурӑнаттӑмӑр. Унта мана выльӑх-чӗрлӗхе пӑхма питӗ килӗшетчӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ ветеринара вӗренме каясси ҫинчен шутлама пуҫларӑм. Анне ҫавӑн ҫинчен пухури старейшинӑна каларӗ. Лешӗ мана ыррӑн эпир юлашки кунсенче пурӑннине аса илтерчӗ тата университетра темиҫе ҫул хушши вӗренни хампа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарасси 2 Тим. 3:1). Вара эпӗ аслӑ пӗлӳ илес темерӗм.
ҫинчен шухӑшлама хавхалантарчӗ (Апла, шкул пӗтерсен мӗн тумалла-ши? Эпӗ кашни канмалли кунсенчех ырӑ хыпар сараттӑм пулин те, мана ҫав ӗҫ килӗшместчӗ, пионер та пулас килместчӗ. Свидетельсем пулман аттепе кукка мана Торонтори пысӑк страхлакан компание ӗҫе кӗме хистетчӗҫ. Кукка ҫав компанире пысӑк вырӑн йышӑнатчӗ, ҫавӑнпа та эпӗ килӗшрӗм.
Торонтора пӗрмаях ӗҫ хыҫҫӑн юлса ӗҫленине тата Свидетельсем пулман ҫынсемпе нумай хутшӑннине пула эпӗ тӗлпулусене сиктерме пуҫларӑм тата сайра-хутра ҫеҫ ырӑ хыпар сараттӑм. Малтан эпӗ Свидетель пулман асаттепе пӗрле пурӑнаттӑм. Вӑл вилсен вара манӑн пурӑнмалли вырӑн шырама тиврӗ.
Мана хӑйсемпе пӗрле 1958 ҫулта конгреса илсе кайнӑ Хатчесонсем маншӑн аттепе анне пекехчӗ. Вӗсем мана хӑйсем патне пурӑнма чӗнчӗҫ те Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшрӗҫ. 1960 ҫулта эпӗ вӗсен Джон ывӑлӗпе пӗрле шыва кӗтӗм. Джон пионер пулса тӑчӗ. Ун ҫине пӑхса эпӗ те ытларах ырӑ хыпар сарма пуҫларӑм. Пухури арҫын тӑвансем эпӗ ҫитӗнӳсем тунине асӑрхарӗҫ те вӑхӑт иртнӗҫемӗн Теократи ӗҫӗн шкулӗшӗн (халӗ ӑна «Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ» тетпӗр) яваплӑ турӗҫ.
ЛАЙӐХ ПУЛӐШАКАН ТУПРӐМ ТАТА ПИОНЕР ПУЛСА ТӐТӐМ
1966 ҫулта эпӗ хастар пионеркӑна, Па́лмер Берг тӑвана, качча илтӗм. Вӑл Свидетельсем ҫитсех кайман вырӑнта ырӑ хыпар сарма ӗмӗтленетчӗ. Пирӗн ҫулҫӳрекен старейшина пирӗнпе чун-чӗререн интересленетчӗ. Вӑл пире Ориллири (Онтарио провинцийӗ) пухӑва куҫса кайма хавхалантарчӗ, мӗншӗн тесен унта пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Вара эпир япаласене пуҫтартӑмӑр та куҫса кайрӑмӑр.
Ориллийӑна куҫса килсенех эпӗ тулли пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑм. Ман ҫине Палмер тӗслӗхӗ вӑйлӑ витӗм кӳчӗ — вӑл ырӑ хыпар сарассишӗн ҫунсах тӑратчӗ. Эпӗ пионер ӗҫне чун-чӗререн тума пуҫларӑм. Мана ҫынсене Библири сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарса пама питӗ килӗшетчӗ. Чӑнлӑх вӗсен чӗрине пырса тивнине курсан чун хӗпӗртетчӗ. Пӗр мӑшӑрпа Библи вӗреннине астӑватӑп. Вӗсене хӑйсен пурнӑҫне улӑштарса Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулса тӑма пулӑшни пире нумай савӑнӑҫ кӳчӗ.
ҪӖНӖ ЧӖЛХЕ ВӖРЕНЕТПӖР ТАТА УРӐХЛАРАХ ШУХӐШЛАМА ПУҪЛАТПӐР
Пӗррехинче Торонтора пулнӑ чухне эпӗ Вефильти яваплӑ арҫын тӑвансенчен пӗринпе, А́рнолд Макнамарӑпа, паллашрӑм. Вӑл сирӗн ятарлӑ пионерсем пулас килмест-и тесе ыйтрӗ. Эпӗ тӳрех: «Паллах, пулас килет! Квебексӗр пуҫне эпир кирек ӑҫта та кайма хатӗр»,— терӗм. Ман ҫине Канадӑра пурӑнакан акӑлчан чӗлхипе калаҫакан ҫынсен шухӑш-кӑмӑлӗ витӗм кӳнӗ. Вӗсене француз чӗлхипе калаҫакан Квебекра мӗн пулса иртни килӗшмен. Унти ҫынсем патшалӑха хирӗҫ тӑнӑ тата Квебек провинцине Канадӑран уйӑрса ярасшӑн пулнӑ.
Арнолд ҫапла каларӗ: «Халӗ филиал ятарлӑ пионерсене Квебека ҫеҫ ярать». Вара эпӗ тӳрех килӗшрӗм. Палмер унта каясшӑн пулнине эпӗ пӗлеттӗм. Каярахпа эпӗ ҫавӑ пирӗн пурнӑҫри чи лайӑх йышӑнусенчен пӗри пулнине ӑнланса илтӗм.
Пилӗк эрне хушшинче эпир курссенче француз чӗлхине вӗрентӗмӗр. Кайран эпир Палмерпа иксӗмӗр тата пӗр мӑшӑр Риму́ски хулине куҫса кайрӑмӑр. Вӑл Монреа́ль хулинчен ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ еннелле 540 ҫухрӑма яхӑн аякра вырнаҫнӑ. Эпир французла лайӑх калаҫаймастӑмӑрччӗ. Ҫакӑ эпӗ пӗр тӗлпулура пӗлтерӳ вуланӑ чухне уҫҫӑн курӑнчӗ. Манӑн пирӗн пата конгреса нумай «Австрири делегат» килӗ тесе пӗлтермелле пулнӑ, эпӗ вара пирӗн пата «страуссен делегачӗсем» килӗҫ тесе каларӑм.
Римуски хулинче пирӗнпе пӗрле качча кайман тӑватӑ хастар хӗрарӑм тӑван тата Юбердо́ мӑшӑрпа вӗсен икӗ хӗрӗ ырӑ хыпар саратчӗҫ. Юбердо ҫемйи арендӑна пысӑк ҫурт илчӗ, унта пурӑнакан пионерсем вара уншӑн тӳлеме пулӑшатчӗҫ. Ҫав ҫуртӑн стенисемпе колоннисем шурӑ пулнӑран эпир ӑна «Шурӑ ҫурт» теттӗмӗр. Унта 12—14 ҫын пурӑнатчӗ. Эпир Палмерпа ятарлӑ пионерсем пулнӑран ирхине те, кӑнтӑрла хыҫҫӑн та, каҫхине те ырӑ хыпар сараттӑмӑр. Пирӗнпе ырӑ хыпар сарма каякансем яланах — хӗллехи сивӗ каҫсенче те — пурччӗ. Ҫавӑншӑн эпир тӑвансене питӗ пархатарлӑччӗ.
Эпир ҫав шанчӑклӑ пионерсемпе питӗ ҫывӑхлантӑмӑр. Вӗсем пирӗншӗн ҫемье пек пулса тӑчӗҫ. Хӑш-пӗр чухне эпир кӑвайт тавра пуҫтарӑнаттӑмӑр е «хуран кукли кунӗ» тӑваттӑмӑр — пурте хуран кукли пӗҫереттӗмӗр, ӑшне тӗрлӗрен тӑваттӑмӑр. Пӗр арҫын тӑван музыкант пулнӑ, ҫавӑнпа та шӑматкунхи каҫсенче эпир час-часах юрлаттӑмӑр та ташлаттӑмӑр.
Римуски хулинче ҫынсем чӑнлӑха лайӑх итлетчӗҫ. Пилӗк ҫул хушшинче пирӗн куҫ умӗнче темиҫе ҫын шыва кӗчӗ. Пухура хыпарҫӗсен шучӗ вара 35 ҫын патнелле ҫитрӗ.
Квебекра эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫре пысӑк опыт пухрӑмӑр. Иегова пире сӑваплӑ ӗҫре пулӑшса тӑнине тата мӗн кирлине парса тӑнине эпир курсах тӑраттӑмӑр. Унсӑр пуҫне, эпир французла калаҫакан ҫынсене, вӗсен чӗлхине тата культурине юратса пӑрахрӑмӑр. Ҫакӑ пире кайран ытти культурӑсене те юратма пулӑшрӗ (2 Кор. 6:13).
Кӗтмен ҫӗртен филиал пире Нью-Бра́нсуик провинцин хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ Тра́кади хулине куҫса кайма ыйтрӗ. Ҫавна тума ҫӑмӑлах марччӗ. Эпир тин кӑна пӗр хваттере арендӑна илме договор ҫыртӑмӑр тата манӑн шкулпа контракт пулнӑ, эпӗ унта эрнере темиҫе сехет вӗрентеттӗм. Унсӑр пуҫне, пирӗн хӑш-пӗр Библи вӗренекенсем анчахрах хыпарҫӑсем пулса тӑнӑччӗ. Ку кӑна мар-ха, Римуски хулинче Патшалӑх залне тӑвас ӗҫ вӗресе тӑратчӗ.
Эпир куҫса каясси пирки шӑматкунпа вырсарникун кунӗпех кӗлтурӑмӑр тата Тракади хулине кайса Мал. 3:10). Палмер Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарнине пула, хӑйне шеллесе тӑманнине пула тата шӳтлеме пӗлнине пула пире куҫса кайма ҫӑмӑлтарах пулчӗ.
куртӑмӑр. Вӑл Римуски хулинчен питӗ уйрӑлса тӑратчӗ. Анчах та эпир ҫапла шутларӑмӑр: Иегова пире унта курасшӑн пулсан, куҫса каймаллах. Эпир Иегова каланӑ пек турӑмӑр та вӑл пирӗн ҫул ҫинчен пур чӑрмава та илсе пӑрахнине куртӑмӑр (Ҫав пухура пӗртен-пӗр старейшина — Ро́берт Росс пулнӑ. Вӑл хӑй те, унӑн арӑмӗ Линда та пионерсем пулнӑ. Хӑйсен ывӑл ҫуралсан та вӗсем Тракади хулинчех юлас тенӗ. Ӗҫӗсем хушӑнчӗҫ пулин те, вӗсем хӑнасене йышӑнма ялан хатӗрччӗ тата ырӑ хыпар сарас ӗҫре питӗ хастарччӗ. Вӗсем пирӗншӗн лайӑх тӗслӗхчӗ.
ПУЛӐШУ КИРЛӖ ҪӖРТЕ ХАВАСПАХ ӖҪЛЕТПӖР
Тракади хулинче икӗ ҫул хушши пионерсем пулса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, кӗтмен ҫӗртен, мана район старейшини пулма сӗнчӗҫ. Ҫичӗ ҫул хушши акӑлчан чӗлхипе калаҫакансен районӗсенче ӗҫлесе тӑнӑ хыҫҫӑн пире Квебека, француз чӗлхипе калаҫакансен районне, ячӗҫ. Лео́нс Крепо́ a, Квебекра область старейшини пулнӑскер, мана докладсемшӗн пӗрмаях мухтатчӗ. Кайран вара, ялан тенӗ пекех, ҫапла ыйтатчӗ: «Докладсем тата усӑллӑрах пулччӑр тесе эсӗ мӗн тума пултаратӑн?» Вӑл ҫапла ыйтнине пула эпӗ докладсене тата ӑнланмалларах тума пуҫларӑм.
1978 ҫулта «Ҫӗнтерекен ӗненӳ» текен пӗтӗм тӗнчери конгресра хама мӗнле ӗҫ шанса панине нихӑҫан та манас ҫук. Ҫав конгресс Монреаль хулинче иртнӗ. Эпӗ конгреса килекенсене тӑрантарассишӗн яваплӑ пулнӑ. Эпир 80 000 ҫын килессе кӗтнӗ. Арҫын тӑвансем ку хутӗнче веҫех урӑхла тумалла пулӗ тесе каларӗҫ: оборудовани те, меню та, апата мӗнле хатӗрлемелли те — веҫех урӑхла пулӗ терӗҫ. Пирӗн 20-е яхӑн прицеп-рефрижератор пулнӑ, вӗсем вара вӑхӑтран вӑхӑта ванатчӗҫ. Конгресс пуҫланиччен пӗр кун маларах пирӗн оборудовани лартмалла пулнӑ. Анчах та ҫав кун стадионра ӑмӑрту иртнӗрен эпир унта ҫурҫӗр иртсен ҫеҫ кӗме пултартӑмӑр. Ирхи апата хатӗрлеме ӗлкӗрес тесен вара, тул ҫутӑличченех веҫех хатӗр пулмалла пулнӑ. Эпир питӗ ывӑнтӑмӑр. Ҫапах та доброволецсем хӑйсене шеллемесӗр ӗҫлени, Иеговӑпа ҫывӑх пулни тата шӳтлеме пӗлни мана питӗ хавхалантаратчӗ. Эпӗ вӗсенчен нумай япалана вӗрентӗм. Эпир ҫывӑх туссем пулса тӑтӑмӑр, халӗ те питӗ туслӑ. 1940—50 ҫулсенче Квебекра пирӗн тӑвансене хаяррӑн хӗсӗрленӗ. Халӗ вара унта питӗ
пӗлтерӗшлӗ конгресс иртрӗ. Унта пулма эпир ҫав тери хавас пултӑмӑр!Монреальте иртнӗ пысӑк конгрессем вӑхӑтӗнче эпӗ ытти яваплӑ арҫын тӑвансенчен нумай япалана вӗрентӗм. Пӗр ҫулхине конгресс бюровӗшӗн халӗ Ертсе пыракан советра ӗҫлесе тӑракан Дейвид Сплэйн яваплӑ пулнӑ. Каярахпа пӗр конгресра ҫав тивӗҫе мана шанса парсан, Дейвид мана питӗ пулӑшрӗ.
Ҫулҫӳрекен старейшинӑн ӗҫне 36 ҫул хушши туса тӑнӑ хыҫҫӑн, 2011 ҫулта мана Пухури старейшинӑсем валли йӗркеленӗ шкулта вӗрентекен пулма ыйтрӗҫ. Икӗ ҫул хушшинче эпир Палмерпа 75 тӗрлӗ вырӑнта пурӑнса куртӑмӑр. Ҫавӑ ҫӑмӑл пулман пулин те, нумай пиллӗх кӳчӗ. Кашни эрне вӗҫӗнче старейшинӑсен чӗрисем пархатарлӑхпа тулатчӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсене Иеговӑпа ҫывӑхланма Ертсе пыракан совет мӗнле пулӑшнине куратчӗҫ.
Кайран эпӗ Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗрентекен пултӑм. Унта вӗренекенсем ывӑнатчӗҫ тата нумай вӗренмелле пулнӑран пӑшӑрханатчӗҫ. Вӗсем ҫичӗ сехет патнелле класра вӗренетчӗҫ, кайран каҫхине виҫӗ сехет уроксем тӑватчӗҫ тата кашни эрнере тӑватӑ е пилӗк задани хатӗрлетчӗҫ. Эпир тепӗр вӗрентекенпе пӗрле вӗсене: «Иегова пулӑшнипе эсир веҫех тума пултаратӑр»,— тесе шантараттӑмӑр. Хӑйсем тума пултарайман пек туйӑнакан ӗҫсене туса тӑвансем ҫав тери тӗлӗнетчӗҫ! Чӑнах та, Иегова пулӑшнипе тем тума та пулать.
ЫТТИСЕМПЕ ЧУН-ЧӖРЕРЕН ИНТЕРЕСЛЕННИ ПИЛЛӖХСЕМ КӲРЕТ
Анне ыттисемпе чун-чӗререн интересленни унӑн Библи вӗренекенӗсене чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшнӑ. Аттен те чӗри ҫемҫелчӗ — вӑл чӑнлӑх ҫине урӑхларах пӑхма пуҫларӗ. Анне вилнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун иртсен атте Патшалӑх залне доклад итлеме килчӗ, ҫакӑ пире питӗ тӗлӗнтерчӗ. Тепӗр 26 ҫул хушшинче вӑл тӗлпулусене ҫӳресех тӑчӗ. Атте шыва кӗмерӗ пулин те, старейшинӑсем каланӑ тӑрӑх, вӑл кашни тӗлпулӑвах Патшалӑх залне пуринчен малтан килнӗ.
Анне маншӑн та, манӑн виҫӗ йӑмӑкшӑн та питӗ лайӑх тӗслӗх пулчӗ. Вӗсем виҫҫӗшӗ те упӑшкисемпе пӗрле Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Икӗ йӑмӑк филиалсенче: пӗри Португалире, тепри Гаитире Иеговӑшӑн ӗҫлеҫҫӗ.
Халӗ эпир Палмерпа Гамильтонра (Онтарио провинцийӗ) ятарлӑ пионерсем пулса ӗҫлетпӗр. Ҫулҫӳрекен старейшина пулнӑ чухне пире ҫынсем патне тепре кайса килме е Библи вӗренме чӗнсен эпир питӗ савӑнаттӑмӑр. Халӗ вара, кампа эпир Библи вӗренетпӗр, ҫавсем чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем туни питӗ савӑнтарать. Эпир хамӑрӑн ҫӗнӗ пухури тӑвансемпе туслашрӑмӑр. Иегова вӗсене савӑнӑҫлӑ вӑхӑтра та, хурлӑхлӑ вӑхӑтра та пулӑшнине курсан чун хӗпӗртет.
Хамӑрпа чун-чӗререн интересленнӗ нумай тӑвана эпир питӗ пархатарлӑ. Хамӑр та ыттисене Иеговӑна чи лайӑххине пама хавхалантарас тесе вӗсемпе чун-чӗререн интересленме тӑрӑшаттӑмӑр (2 Кор. 7:6, 7). Тӗслӗхрен, пӗр ҫемьере амӑшӗ те, ывӑлӗ те, хӗрӗ те пионерсемччӗ. Эпӗ ҫемье пуҫӗнчен вӑл та пионер пулма шутламан-и тесе ыйтрӑм. Вӑл виҫӗ пионершӑн тӑрӑшатӑп терӗ. Вара эпӗ: «Нивушлӗ эсӗ вӗсемшӗн Иеговӑран та лайӑхрах тӑрӑшма пултаратӑн?» — тесе ыйтрӑм. Пионер пулса тӑрсан вӑл та вӗсем пекех савӑнӑҫлӑ пулӗ тесе каларӑм. Ҫур ҫул иртсен ҫав арҫын тӑван хӑй те тулли пионер пулса тӑнӑ.
Эпир Палмерпа малалла та «килес ӑрӑва» Иегова тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен каласа тӑрасшӑн (Пс. 70:17—19). Вӗсем те сӑваплӑ ӗҫе хамӑр юратнӑ пек хытӑ юратасса шанатпӑр.
a Леонс Крепо биографине 2020 ҫулхи февральте тухнӑ «Хурал башнинче» пӑхӑр, 26—30 страницӑсем.