Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

21-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравлать?

Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравлать?

«Хамӑр мӗн ыйтнине илессине... пӗлетпӗр» (1 ИОАНН 5:15).

41-МӖШ ЮРӐ Манӑн кӗллӗме илтсем

ҪАК СТАТЬЯРА a

1, 2. Хамӑр кӗлӗсем пирки шухӑшланӑ чухне пирӗн мӗнле ыйту сиксе тухма пултарать?

 СИРӖН хӑҫан та пулин ҫакӑн пек ыйту сиксе тухнӑ-и: «Иегова манӑн кӗлӗсем ҫине хуравлать-ши?» Тӑвансем нумайӑшӗ уйрӑмах йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне хӑйсене ҫавӑн пек ыйту панӑ тесе калаҫҫӗ. Хамӑра йывӑр килнӗ чухне Иегова хамӑр кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравланине курма йывӑртарах пулма пултарать.

2 Айтӑр малтан Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсен кӗллисем ҫине хуравлани пирки мӗншӗн иккӗленмелле маррине пӑхса тухар (1 Иоанн 5:15). Кайран ҫак ыйтусене сӳтсе явар: мӗншӗн хӑш-пӗр чухне Иегова хамӑрӑн кӗлӗсем ҫине хуравламасть пек туйӑнать? Иегова кӗлӗсем ҫине хальхи вӑхӑтра мӗнле хуравлать?

ИЕГОВА ХАМӐР КӖТНӖ ПЕК ХУРАВЛАМАСАН ТА ПУЛТАРАТЬ

3. Мӗншӗн Иегова пире хӑйне кӗлтутарттарасшӑн?

3 Библире Иегова пире питӗ юратать тата хаклать тенӗ (Аггей 2:7; 1 Иоанн 4:10). Акӑ мӗншӗн Турӑ пире хӑйӗнчен пулӑшу ыйтчӑр тет (1 Петр 5:6, 7). Вӑл пире хамӑрпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене упраса хӑварма тата йывӑрлӑхсене ӑнӑҫлӑн тӳссе ирттерме пулӑшасшӑн.

Иегова Давида тӑшмансенчен хӑтарса унӑн кӗллисем ҫине хуравланӑ (4-мӗш абзаца пӑхӑр)

4. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсен кӗллисем ҫине хуравланине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

4 Библире Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсен кӗллисем ҫине хуравланине кӑтартакан нумай тӗслӗх ҫырса хунӑ. Вӗсенчен пӗрне аса илме пултаратӑр-и? Тен, эсир тӳрех Давид патша пирки шутласа илтӗр. Унӑн пурнӑҫӗ тӑршшӗпех нумай тӑшман пулнӑ. Вӑл Иеговӑран час-часах кӗлӗре пулӑшу ыйтнӑ. Пӗррехинче Давид Иеговӑна ҫапла йӑлӑннӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа! манӑн кӗллӗме илтсем, Хӑвӑн чӑнлӑхна кура эпӗ йӗрсе йӑлӑннине тӑнласам; мана Хӑвӑн тӳрӗлӗхне кура илтсем» (Пс. 142:1). Иегова Давидӑн кӗллисем ҫине хуравланӑ — вӑл ӑна ҫӑлнӑ (1 Патш. 19:10, 18—20; 2 Патш. 5:17—25). Давид: «Хӑйне чӗнекенсемшӗн... Ҫӳлхуҫа пуриншӗн те ҫывӑх»,— тесе ҫирӗппӗн калама пултарнӑ. Пирӗн те ҫакӑн пирки иккӗленмелле мар (Пс. 144:18).

Павела Турӑ йывӑрлӑхӗсене тӳссе ирттерме вӑй панӑ (5-мӗш абзаца пӑхӑр)

5. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсен кӗллисем ҫине яланах вӗсем кӗтнӗ пек хуравланӑ-и? Тӗслӗх илсе парӑр. (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

5 Иегова кӗлӗсем ҫине хамӑр кӗтнӗ пек хуравламасан та пултарать. Тӗслӗхрен, Павел апостол хӑйӗн ӳтӗнчи «сӑнӑран» хӑтӑласшӑн пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ӑна питӗ асаплантарнӑ. Павел ҫав йывӑрлӑх ҫинчен Турра виҫӗ хутчен кӗлтунӑ (2 Кор. 12:7—10). Иегова унӑн кӗллисем ҫине хуравланӑ-и? Хуравланӑ. Анчах Павел кӗтнӗ пек мар. Иегова унӑн йывӑрлӑхне татса паман. Вӑл апостола хӑйӗншӗн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑмашкӑн вӑй панӑ.

6. Мӗншӗн хӑш-пӗр чухне Иегова хамӑрӑн кӗлӗсем ҫине хуравламасть пек туйӑнма пултарать?

6 Пирӗн кӗлӗсем ҫине те Иегова хамӑр кӗтнӗ пек хуравламасан та пултарать. Апла пулин те, Иегова хамӑра мӗнле пулӑшмаллине хамӑртан та лайӑхрах пӗлни пирки пирӗн иккӗленмелле мар. Вӑл «эпир мӗн ыйтнинчен те е мӗн шухӑшланинчен те темӗн чухлӗ ытларах тума пултарать» (Эф. 3:20). Ҫавӑнпа та Турӑ хӑш-пӗр чухне эпир ыйтнӑ пек мар, урӑхларах хуравлама пултарать. Унсӑр пуҫне, вӑл хамӑр кӗтнӗ чухне мар, урӑх вӑхӑтра хуравлама пултарать.

7. Мӗншӗн хӑш-пӗр чухне пирӗн урӑххи ҫинчен кӗлтумалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

7 Хӑш-пӗр чухне Иеговӑн ирӗкне лайӑхрах ӑнланса илсен эпир урӑххи ҫинчен кӗлтумаллине куратпӑр. Акӑ Мартин Пётцингер тӗслӗхӗ. Авланнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсенех нацистсем ӑна концлагере янӑ. Малтанах вӑл Иеговӑна кӗлтуса арӑмӗшӗн тӑрӑшмашкӑн тата каллех ырӑ хыпар сармашкӑн хӑйне ирӗке кӑларма ыйтнӑ. Анчах икӗ эрнерен те Иегова ӑна ирӗке тухма май уҫса пани курӑнман. Ҫавӑнпа та вӑл ҫапла кӗлтума пуҫланӑ: «Иегова, эсӗ манран мӗн кӗтнине кӑтартсам, тархасшӑн». Кайран вӑл арҫын тӑвансен лагерьте мӗн тӳсме тивни ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑ. Вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсен арӑмӗсемпе ачисем пирки пӑшӑрханнӑ. Вара Пётцингер тӑван ҫапла кӗлтунӑ: «Иегова, мана ҫӗнӗ ӗҫ шанса панӑшӑн тавтапуҫ сана. Хаклӑ тӑвансене ҫирӗплетме, хавхалантарма пулӑшсам мана». Тӑхӑр ҫул хушши Мартин Пётцингер лагерьсенче ларнӑ чухне шӑп ҫак ӗҫе туса тӑнӑ та.

8. Кӗлтунӑ чухне мӗн асра тытмалла?

8 Пирӗн Иегова мӗн шутласа хунине тата вӑл ҫавна хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑтра пурнӑҫласса асра тытмалла. Хӑй мӗн шутласа хунипе килӗшӳллӗн вӑл пире асаплантаракан пур йывӑрлӑха та пӗтерӗ. Хӑйӗн Патшалӑхӗ урлӑ вӑл ҫутҫанталӑк инкекӗсене, чир-чӗре, вилӗме те тӗп тӑвӗ (Дан. 2:44; Ӳлӗм. 21:3, 4). Анчах та ҫав вӑхӑт ҫитиччен Турӑ Шуйттана тӗнчепе хуҫаланма май парать (Иоанн 12:31; Ӳлӗм. 12:9) b. Вӑл ҫынсен йывӑрлӑхӗсене халех татса панӑ пулсан, Шуйттан ӑнӑҫлӑн ертсе пырать пек туйӑннӑ пулӗччӗ. Ҫавӑнпа пирӗн Иегова хӑй мӗн тума шутласа хунине пурнӑҫласса кӗтмелле. Ҫапах та Иегова пире пулӑшусӑр хӑвармасть. Вӑл пире тӗрлӗ майпа пулӑшать. Айтӑр вӗсенчен хӑш-пӗрисене пӑхса тухар.

ИЕГОВА КӖЛӖСЕМ ҪИНЕ ХАЛЬХИ ВӐХӐТРА МӖНЛЕ ХУРАВЛАТЬ?

9. Иегова пире йышӑну тума мӗнле пулӑшма пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр.

9 Вӑл пире ӑслӑлӑх парать. Лайӑх йышӑнусем тума пулӑшас тесе Иегова пире ӑслӑлӑх пама сӑмах парать. Иеговӑн ӑслӑлӑхӗ пире уйрӑмах хӑҫан кирлӗ? Пӗтӗм пурнӑҫ ҫине витӗм кӳме пултаракан йышӑнусем тунӑ чухне, сӑмахран, мӑшӑрланмалла-и е ҫук-и тесе шухӑшланӑ чухне, кирлӗ (Иак. 1:5). Айтӑр качча кайман Мария c тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл пионер пулса ӗҫлесе нумай савӑнӑҫ илнӗ. Пӗррехинче Мария пӗр арҫын тӑванпа паллашнӑ. Вӑл каласа парать: «Эпир туслашса кайрӑмӑр. Пӗр-пӗринпе ҫывӑхланса пынӑҫемӗн манӑн та, унӑн та туйӑмсем вӑранчӗҫ. Эпӗ манӑн хамӑн йышӑну тумаллине ӑнланаттӑм. Ҫавӑн пирки нумай кӗлтӑваттӑм. Иеговӑран канаш ыйтаттӑм, ҫав вӑхӑтрах вӑл ман вырӑнне йышӑну тӑвас ҫуккине ӑнланаттӑм. Манӑн хамӑн йышӑну тумалла пулнӑ». Мария Иегова унӑн кӗлли ҫине хуравласа ӑслӑлӑх пани пирки пӗртте иккӗленмест. Вӑл унӑн хуравне мӗнле курнӑ-ши? Мария пирӗн публикацисене тӗпченӗ чухне хӑйне хумхантаракан ыйтусем ҫине хуравлама пулӑшакан статьясем тупнӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑракан хӑйӗн амӑшӗн ӑслӑ канашне итленӗ. Ҫав канаш ӑна хӑй мӗн туйнине лайӑхрах ӑнланма пулӑшнӑ. Юлашкинчен вӑл тӗрӗс йышӑну тунӑ.

Мӗнле майпа Иегова пире йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме вӑй парать? (10-мӗш абзаца пӑхӑр)

10. Филиппӑ 4:13-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле пулӑшать? Тӗслӗх илсе парӑр. (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

10 Вӑл йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме вӑй парса тӑрать. Иегова Павел апостола хӑварман. Апла вӑл пире те йывӑр вӑхӑтра вӑй парса тӑрӗ. (Филиппӑ 4:13 вуласа парӑр.) Айтӑр Иегова Бе́нджамин ятлӑ арҫын тӑвана мӗнле пулӑшнине пӑхса тухар. Хӑйӗн ҫамрӑклӑхне вӑл Африкӑра беженецсен лагерӗнче пурӑнса ирттернӗ теме пулать. Унта вӑл ашшӗ-амӑшӗпе тата пӗртӑванӗсемпе пӗрле пурӑннӑ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Эпӗ час-часах Иеговӑна сана килӗшекен ӗҫсем тума вӑй парсам тесе кӗлтӑваттӑм. Вӑл ман кӗлӗсем ҫине хуравларӗ. Иегова мана чун канӑҫлӑхне, ырӑ хыпар сармашкӑн хӑюлӑх тата хӑйӗнпе ҫывӑх хутшӑнусем упраса хӑвармашкӑн публикацисем пачӗ». Бенджамин малалла ҫапла калать: «Тӑвансен тӗслӗхӗсем ҫинчен вуланӑ чухне эпӗ вӗсене Иегова мӗнле пулӑшнине пӗлсе пыраттӑм. Ҫакӑ мана ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма хавхалантаратчӗ».

Иегова сире пухури тӑвансем урлӑ пулӑшнӑ-и? (11, 12 абзацсене пӑхӑр) d

11, 12. Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине пухури тӑвансем урлӑ мӗнле хуравлама пултарать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

11 Вӑл пире пухури тӑвансем урлӑ пулӑшать. Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус хӗрӳллӗн кӗлтунӑ. Вӑл Иеговӑран мӗн ыйтнӑ-ши? Иисус хӑйне Турра хурлать тесе айӑплаттарасшӑн пулман, анчах та Иегова ӑна ҫавӑнтан хӑтарман. Вӑл хӑйӗн Ывӑлне мӗнле пулӑшнӑ? Иегова ӑна ҫирӗплетмешкӗн ун патне ангелсенчен пӗрне янӑ (Лука 22:42, 43). Пире те тӗреклетес тесе Иегова пухури пӗр-пӗр тӑвана пирӗн пата кӗрсе тухма е шӑнкӑравлама хистеме пултарать. Ҫавӑнпа та тӑвансене «ырӑ сӑмах» каламашкӑн пирӗнтен кашни майсем шырама пултарать (Ытар. 12:25).

12 Упӑшки вилнӗ хыҫҫӑн темиҫе эрне иртсен Мириампа акӑ мӗн пулнӑ. Вӑл килте пӗччен макӑрса ларнӑ, ниепле те чарӑнайман. Ми́риам хуйха ӳкнӗ пулнӑ, мӗн тумаллине пӗлмен. Унӑн питӗ кампа та пулин калаҫас килнӗ. Вӑл ҫапла калать: «Манӑн кам патне те пулин шӑнкӑравлама пӗр вӑй та ҫукчӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ Иеговӑна кӗлтуса лараттӑм ҫеҫ. Сасартӑк телефон шӑнкӑравласа ячӗ. Ман пата пӗр старейшина, пирӗн ҫемьен ҫывӑх тусӗ, шӑнкӑравларӗ». Ҫав арҫын тӑванпа унӑн арӑмӗ Мириама лӑплантарнӑ. Мириам хӑйӗн патне шӑнкӑравлама старейшинӑна Иегова хистени пирки пӗртте иккӗленмест.

Хӑвӑра пулӑшма Иегова ытти ҫынсене мӗнле хистеме пултарать? (13, 14 абзацсене пӑхӑр)

13. Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хӑйне пуҫҫапман ҫынсем урлӑ хуравлама пултарнине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр.

13 Вӑл пире хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑман ҫынсем урлӑ пулӑшма пултарать (Ытар. 21:1). Сӑмахран, Артаксеркс патша Неемийӑна Иерусалима таврӑнса хулана ҫӗнӗрен туса лартма янӑ. Ӑна ҫавна тума Иегова хистенӗ (Неем. 2:3—6). Паян та Иегова пире хӑйне пуҫҫапман ҫынсем урлӑ пулӑшма пултарать.

14. Су Цин тӗслӗхӗ сире мӗнпе килӗшрӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

14 Су Цин ятлӑ хӗрарӑм тӑван хӑйне Иегова тухтӑр урлӑ пулӑшнӑ тесе шутлать. Унӑн ывӑлӗ психикӑпа ҫыхӑннӑ темиҫе чирпе чирлет. Пӗррехинче ывӑлӗпе пысӑк инкек пулса тухнӑ. Ӑна пӑхмалла пулнӑ, ҫавӑнпа та Су Цинпа унӑн упӑшкин ӗҫрен тухса кайма тивнӗ. Ҫавна пула вӗсен укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ. Су Цин тӑванӑн пӗр чӗптӗм вӑй та юлман. Вӑл Иеговӑна чунне уҫса парса унран пулӑшу ыйтнӑ. Пӗр тухтӑр унӑн ывӑлне пулӑшас тенӗ. Вӑл тӑрӑшнипе вӗсем патшалӑхран пулӑшу илнӗ, вӗсем валли хаклӑ мар пурӑнмалли вырӑн та тупӑннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Су Цин ҫапла каланӑ: «Эпир Иегова хамӑра пулӑшса тӑнине кураттӑмӑр. Вӑл кӗлӗсене чӑнах та илтет» (Пс. 64:3).

ИЕГОВА МӖНЛЕ ХУРАВЛАНИНЕ КУРМА ТАТА УНӐН ХУРАВНЕ ЙЫШӐНМА ӖНЕНӲ КИРЛӖ

15. Пӗр хӗрарӑм тӑван хӑйӗн кӗллисем ҫине Иегова хуравланине мӗнле ӑнланса илнӗ?

15 Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине яланах тӗлӗнмелле майпа хуравламӗ. Анчах та ҫӳлти Атте пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравланӑ чухне хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗн кирлӗ, ҫавна яланах парать. Ҫавӑнпа та Иегова хӑвӑра мӗнле хуравланине асӑрхама тӑрӑшӑр. Йо́ко хӗрарӑм тӑвана Иегова унӑн кӗллисем ҫине хуравламасть пек туйӑннӑ. Кайран вара вӑл хӑй кӗлӗре мӗн ыйтнине ҫырса пыма пуҫланӑ. Вӑхӑт иртсен хӑйӗн блокнотне пӑхса илсен вӑл мӗн асӑрханӑ-ши? Хӑйӗн чылай кӗлли ҫине, хӑй маннӑ кӗлӗсем ҫине те, Иегова хуравланине асӑрханӑ. Пирӗн пурин те Иегова хамӑр кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравлани ҫинчен вӑхӑтран вӑхӑта шухӑшламалла (Пс. 65:19, 20).

16. Пирӗн ӗненӳ мӗнрен курӑнӗ? (Еврейсем 11:6).

16 Пирӗн ӗненӳ Иеговӑна кӗлтунинчен кӑна мар, унӑн кирек мӗнле хуравне йышӑннинчен те курӑнӗ. (Еврейсем 11:6 вуласа парӑр.) Сӑмахран, Майкпа унӑн арӑмӗ Крисси Вефильте ӗҫлеме ӗмӗтленнӗ. Майк каласа парать: «Нумай ҫул хушши эпир заявлени ҫырса тултараттӑмӑр тата хамӑрӑн тӗллев ҫинчен пӗрмаях Иеговӑна кӗлтӑваттӑмӑр, анчах та пире унта чӗнмерӗҫ». Апла пулин те, Майкпа Крисси пӗртте иккӗленмен: хӑйсен Иеговӑшӑн ӑҫта ӗҫлемеллине Иегова пуринчен те лайӑхрах пӗлет. Ҫак хастар тӑвансем хӑйсем мӗн тума пултарнине туса тӑнӑ. Вӗсем хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнта тулли пионерсем пулса ӗҫленӗ тата Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене тӑвас ӗҫе хутшӑннӑ. Халӗ Майк ҫулҫӳрекен старейшина пулса ӗҫлет, арӑмӗ вара ӑна пулӑшса тӑрать. Майк ҫапла хушса калать: «Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хӑш-пӗр чухне хамӑр кӗтнӗ пек хуравламан, анчах та вӑл хуравланӑ. Хамӑр пач кӗтмен майпа хуравланӑ».

17, 18. Псалом 85:6, 7 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн мӗн пирки иккӗленмелле мар?

17 Псалом 85:6, 7 вуласа парӑр. Псалом юрлакан Давид хӑйӗн кӗллисене Иегова итлени пирки, вӗсем ҫине хуравлани пирки пӗртте иккӗленмен. Эсир те ҫавна ҫирӗп шанма пултаратӑр. Ҫак статьяра пӑхса тухнӑ тӗслӗхсем пире Иегова веҫех чӑтса ирттерме ӑслӑлӑхпа вӑй парасса шантараҫҫӗ. Вӑл пире пухури тӑвансем урлӑ та, хӑйне пуҫҫапман ҫынсем урлӑ та пулӑшма пултарать.

18 Иегова хӑш-пӗр чухне пирӗн кӗлӗсем ҫине хамӑр кӗтнӗ пек хуравламасть пулин те, эпир вӑл ҫав-ҫавах хуравласса пӗлетпӗр. Вӑл пире шӑпах хамӑра мӗн кирлине тата шӑпах кирлӗ вӑхӑтра парӗ. Ҫавӑнпа та малалла та Иеговӑна кӗлтӑвӑр. Вӑл сирӗн кӗлӗсене итлесси пирки ан иккӗленӗр. Иегова сирӗншӗн халӗ те, пуласлӑхра та тӑрӑшасса ҫирӗп ӗненӗр. Ҫӗнӗ тӗнчере вӑл хӑйӗн пур ӗҫлекенӗн кӑмӑлне ҫырлахтарӗ (Пс. 144:16).

46-МӖШ ЮРӐ Иегова, сана тав тӑватпӑр

a Иегова сӑмах панӑ тӑрӑх, пирӗн кӗлӗсем унӑн ирӗкӗпе килӗшсе тӑраҫҫӗ пулсан, вӑл вӗсем ҫине хуравлатех. Йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне Иегова пире хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлмашкӑн вӑй парасси пирки пирӗн иккӗленмелле мар. Айтӑр вӑл пирӗн кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравланине пӑхса тухар.

b Мӗншӗн Иегова Шуйттана тӗнчепе хуҫаланма панине 2017 ҫулхи июнь уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Чи пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва асра тытӑр» статьяра сӳтсе явнӑ.

c Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

d ӲКЕРЧӖК. Амӑшӗпе хӗрӗ ют ҫӗршыва беженецсем пек килнӗ. Тӑвансем вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илеҫҫӗ тата пулӑшаҫҫӗ.