Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

23-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Йах ҫулӑмне» сӳнме ан парӑр!

«Йах ҫулӑмне» сӳнме ан парӑр!

«[Юрату] — ялкӑшакан вут ҫулӑм, Йах ҫулӑмӗ» (ЮР. ЮР. 8:6, ҪТ).

131-МӖШ ЮРӐ «Турӑ пӗрлештерни»

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Библире чӑн-чӑн юрату пирки мӗн каланӑ?

 ЮРАТУ вӑл — «ялкӑшакан вут ҫулӑм, Йах ҫулӑмӗ. Юратӑва кӗрлекен шывсем сӳнтереймӗҫ, юханшывсем те юхтарса яраймӗҫ» (Юр. юр. 8:6, 7, ҪТ) b. Чӑн-чӑн юрату пирки мӗн тери илемлӗ каланӑ! Ҫак сӑмахсем мӑшӑрсене вӗсен хушшинчи юрату ӗмӗр-ӗмӗр тӑсӑлма пултарни пирки шантараҫҫӗ.

2. Хӑйсен хушшинчи юрату ан сӳнтӗр тесен упӑшкипе арӑмӗн мӗн тумалла?

2 Упӑшкипе арӑмӗ пурнӑҫ тӑршшӗпех пӗр-пӗрне юратса пурӑнӗҫ-и? Ҫакӑ вӗсенчен хӑйсенчен килет. Тӗслӗх пӑхса тухар. Кӑвайт пӗр чарӑнмасӑр ҫунса тӑма пултарать — вут анчах пӑрахса тӑмалла. Вут пӑрахмасан вара кӑвайт майӗпен сӳнсе ларать. Упӑшкипе арӑмӗ те ялан пӗр-пӗрне хытӑ юратма пултараяҫҫӗ — хутшӑнусене ҫирӗплетмелле ҫеҫ. Хӑш-пӗр чухне упӑшкипе арӑмӗ укҫа-тенкӗпе, сывлӑхпа е ачасене пӑхса ӳстерессипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене пула пӗр-пӗринчен сивӗнме пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та, хаклӑ мӑшӑрсем, «Йах ҫулӑмне» сӳнме парас мар тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? Айтӑр ҫак статьяра хӑвӑр хушӑри ҫирӗп хутшӑнусене упраса хӑварма тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа савӑнса пурӑнма пулӑшакан виҫӗ канаша пӑхса тухар c.

ИЕГОВӐПА ХӐВӐР ХУШӐРИ ХУТШӐНУСЕНЕ ҪИРӖПЛЕТӖР

Упӑшкипе арӑмӗн Иосифпа Марийӑран тӗслӗх илсе хӑйсемпе Иегова хушшинчи туслӑха хакламалла (3-мӗш абзаца пӑхӑр)

3. Иеговӑн ҫывӑх тусӗ пулни мӑшӑрсем хушшинчи юратӑва ҫирӗплетме мӗнле пулӑшать? (Екклесиаст 4:12). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

3 «Йах ҫулӑмӗ» ялкӑшса ҫунтӑр тесен упӑшкин те, арӑмӗн те Иеговӑн тусӗ пулмашкӑн пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла. Ҫакӑ вӗсене мӗнле усӑ парать? Упӑшкипе арӑмӗ хӑйсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене хаклаҫҫӗ пулсан, унӑн канашӗсене хаваспах итлӗҫ. Ҫакӑ вара юратӑва сӳнтерме пултаракан йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшӗ. (Екклесиаст 4:12 вуласа парӑр.) Унсӑр пуҫне, Иеговӑн тусӗсем унран тӗслӗх илесшӗн тата вӑл кӑтартнӑ лайӑх енсене аталантарасшӑн. Вӗсем пӗр-пӗринпе ырӑ, тӳсӗмлӗ пулма тата пӗр-пӗрне пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарма тӑрӑшаҫҫӗ (Эф. 4:32—5:1). Ҫавӑн пек ҫемьере юрату ӳссе анчах пырӗ. 25 ҫул ытла упӑшкипе пурӑнакан Лена ҫапла калать: «Чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан ҫынна юратма тата хисеплеме чылай ҫӑмӑлтарах».

4. Мӗншӗн Иегова Мессийӑн ашшӗ-амӑшӗ пулма Иосифпа Марийӑна суйласа илнӗ?

4 Библири пӗр тӗслӗхе пӑхса тухар. Иегова пулас Мессия валли ашшӗпе амӑшне суйланӑ чухне Давид йӑхӗнчи ҫынсем хушшинче Иосифпа Марийӑна суйласа илнӗ. Мӗншӗн? Вӗсен иккӗшӗн те хӑйсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫывӑх пулнӑ. Тата Турӑ ҫакна пӗлнӗ: хӑйне юратасси вӗсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗнче ялан малти вырӑнта пулӗ. Упӑшкасемпе арӑмсем, эсир Иосифпа Марийӑран мӗне вӗренме пултаратӑр?

5. Упӑшкасем Иосифран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

5 Иосиф Иегова хушнине тунӑ, ҫавӑнпа лайӑх упӑшка пулса тӑнӑ. Иосиф ҫемье пуҫӗ пулнӑ май Иегова ӑна хушусем панӑ. Библире виҫӗ хушу ҫинчен асӑннӑ. Иосиф ҫав хушусене, пурнӑҫра пысӑк улшӑнусем тумалла пулнӑ пулин те, кашнинчех пурнӑҫланӑ (Матф. 1:20, 24; 2:13—15, 19—21). Турӑ хушнине туса вӑл Марийӑна хӳтӗленӗ тата уншӑн тӑрӑшнӑ. Мария ӑна ҫакӑншӑн ытларах юратнӑ тата хисепленӗ пулӗ. Упӑшкасем, эсир Иосифран тӗслӗх илес тесе мӗн тума пултаратӑр? Хӑвӑр ҫемйӳшӗн тӑрӑшма пулӑшакан Библипе килӗшсе тӑракан канашсем шырӑр d. Ҫав канашсене итлемешкӗн пурнӑҫра пысӑк улшӑнусем тума тивме пултарать. Апла пулин те, вӗсене итлесе эсир арӑма юратнине кӑтартатӑр тата ҫемйӳне ҫирӗплететӗр. Вануатури пӗр хӗрарӑм тӑван упӑшкипе пӗрлешнӗренпе 20 ҫул ытла иртнӗ. Вӑл ҫапла калать: «Манӑн упӑшка Иеговӑн канашӗсене шыраса вӗсене итленӗ чухне эпӗ ӑна тата ытларах хисеплетӗп. Эпӗ хама хӳтлӗхре туятӑп тата ӑна шанатӑп».

6. Арӑмсем Марийӑран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

6 Марийӑн хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп пулнӑ. Унӑн ӗненӗвӗ Иосифран килмен. Мария Сӑваплӑ Ҫырӑва лайӑх пӗлнӗ тата ун ҫинчен шухӑшламашкӑн вӑхӑт уйӑрнӑ (Лука 2:19, 51) e. Ҫакна ҫирӗппӗн калама пулать: Мария хӑйӗнпе Иегова хушшинчи туслӑха аталантарнине пула лайӑх арӑм пулса тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра нумай арӑм Мария пек тума тӑрӑшать. Сӑмахран, Эмико́ ятлӑ хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн каласа панӑ: «Качча кайиччен эпӗ Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене хам тӗллӗн туса тӑраттӑм. Качча кайсан вара веҫех улшӑнчӗ. Халӗ упӑшка кӗлтӑвать, кулленхи сӑвӑ йӗркине сӳтсе явать тата ҫемьепе пӗрле Библи вӗренет. Пӗр кун эпӗ манӑн ӗненӳ унран килнине туйса илтӗм. Вара ҫакна ӑнлантӑм: хампа Иегова хушшинчи хутшӑнусене манӑн хамӑн ҫирӗплетмелле, ку манӑн ҫӗклем. Ҫавӑнпа та эпӗ хамӑн Турӑпа пӗччен юлса кӗлтумашкӑн, унӑн Сӑмахне вуламашкӑн тата унӑн шухӑшӗсем ҫинчен шухӑшламашкӑн вӑхӑт уйӑрма пуҫларӑм» (Гал. 6:5). Арӑмсем, эсир Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри туслӑха аталантаратӑр пулсан, упӑшкӑрсен сире юратма тата мухтама ытларах сӑлтав пулӗ (Ытар. 31:30).

7. Упӑшкипе арӑмӗ Иеговӑна пӗрле пуҫҫапас тӗлӗшрен Иосифпа Марийӑран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

7 Унсӑр пуҫне, Иосифпа Мария Иеговӑна пӗрле пуҫҫапнӑ. Вӗсем ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланнӑ (Лука 2:22—24, 41; 4:16). Ҫемье ӳссе пынӑҫемӗн ҫавна тума ҫӑмӑл пулман пулӗ, анчах та вӗсем вӑй ҫитернӗ. Ашшӗ-амӑшӗсемшӗн мӗнле лайӑх тӗслӗх! Сирӗн ачасем пур пулсан тӗлпулусене ҫӳреме тата ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма, тен, ҫӑмӑлах мар. Мӑшӑрпа пӗрле Библи вӗренме тата кӗлтума вара вӑхӑт тупма тата йывӑртарах пулма пултарать. Ҫапах та ан манӑр: эсир Иеговӑна пӗрле пуҫҫапатӑр пулсан, унпа та, пӗр-пӗринпе те ҫывӑхланса пыратӑр. Ҫавӑнпа та Иеговӑна пуҫҫапасси сирӗн пурнӑҫра малти вырӑнта пултӑр тесе тӑрӑшӑр.

8. Упӑшкипе арӑмӗ хушшинче хутшӑнусем лайӑхах мар пулсан Иеговӑна пӗрле пуҫҫапма вӗсене мӗн пулӑшма пултарӗ?

8 Хӑвӑрпа мӑшӑр хушшинчи хутшӑнусем лайӑхах мар пулсан, пӗрле Турра пуҫҫапмалла тени сире, тен, килӗшсех каймасть. Ун пек пулсан мӗн тума пулать? Малтанлӑха эсир хӑвӑра иксӗре те килӗшекен пӗр-пӗр кӗске шухӑша сӳтсе явма пултаратӑр. Ҫакӑ сире пӗр-пӗрин хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме пулӑшӗ. Вара, тен, сирӗн Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене пӗрле тума ытларах кӑмӑл пулӗ.

ВӐХӐТА ПӖРЛЕ ИРТТЕРӖР

9. Мӗншӗн упӑшкипе арӑмӗн вӑхӑта пӗрле ирттермелле?

9 Упӑшкасемпе арӑмсем, юратӑвӑн ҫулӑмне сӳнме парас мар тесе вӑхӑта пӗрле ирттерӗр. Ҫапла тусан эсир хӑвӑр мӑшӑр мӗн туйнине тата мӗн шухӑшланине пӗлме пултаратӑр (Пулт. 2:24). Акӑ Лилийӑпа Руслан тӗслӗхӗ. Вӗсем пӗрлешнӗренпе 15 ҫул ытла иртнӗ ӗнтӗ. Пӗрлешнӗ хыҫҫӑн мӗн пулни пирки Лилия ҫапла калать: «Эпир вӑхӑта пӗрле ытларах ирттересшӗнччӗ, анчах та ҫавна тума май килместчӗ. Ӗҫ хыҫҫӑн эпир килти ӗҫсене пуҫӗпех путаттӑмӑрччӗ. Вӑхӑт иртсен ачасем те ҫуралчӗҫ. Вара эпир пӗрле пулмашкӑн вӑхӑт уйӑрмасан пӗр-пӗринчен сивӗнме пултарасса ӑнланса илтӗмӗр».

10. Мӑшӑрсем Эфес 5:15, 16 сӑвӑ йӗркисенчи принциппа мӗнле усӑ курма пултараҫҫӗ?

10 Вӑхӑта пӗрле ирттерес тесе мӗн тума пулать? Пӗр-пӗрин валли ятарласа вӑхӑт уйӑрӑр. (Эфес 5:15, 16 вуласа парӑр.) Нигерири Узо́нду ятлӑ арҫын тӑван ҫапла калать: «Эпӗ арӑмпа пӗрле ирттермелли вӑхӑта графикра палӑртатӑп. Ҫакӑ манӑн графикра ялан пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать» (Флп. 1:10). Молдовӑри район старейшинин арӑмӗ Анастасия вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курас тесе акӑ мӗн тӑвать. «Упӑшка хӑйӗн тивӗҫӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тунӑ чухне эпӗ хамӑн ӗҫсене тӑватӑп,— тет вӑл.— Вӑл пушансан вара эпир вӑхӑта пӗрле ирттерме пултаратпӑр». Ӗҫсем нумай пулнӑран сире пӗр-пӗрин валли вӑхӑт уйӑрма йывӑр пулсан, мӗн тума пулать-ши?

Упӑшкасемпе арӑмсем, эсир пӗрле мӗн-мӗн тума пултаратӑр? (11, 12 абзацсене пӑхӑр)

11. Акилӑпа Прискилла пӗрле мӗн-мӗн тунӑ?

11 Упӑшкасемпе арӑмсем Акилӑпа Прискиллӑран нумай вӗренме пултараҫҫӗ. Ҫав мӑшӑра пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем питӗ юратнӑ (Рим 16:3, 4). Акилӑпа Прискилла пурнӑҫӗ ҫинчен Библире нумай ҫырса паман пулин те, эпир вӗсем пӗрле ӗҫленине, пӗрле ырӑ хыпар сарнине тата пӗрле ыттисене пулӑшнине пӗлетпӗр (Ап. ӗҫ. 18:2, 3, 24—26). Тӗрӗссипе каласан, вӗсем ҫинчен Библире каланӑ чухне нихӑҫан та Акилӑна е Прискиллӑна уйрӑммӑн асӑнман.

12. Упӑшкипе арӑмӗ вӑхӑта пӗрле ытларах ирттерес тесе мӗн тума пултараҫҫӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

12 Мӑшӑрсем Акилӑпа Прискиллӑран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Килте тумалли ӗҫсем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Вӗсем питӗ нумай пулӗ. Эсир хӑш-пӗр ӗҫсене уйрӑммӑн мар, пӗрле тума пултаратӑр-и? Сӑмахран, Акилӑпа Прискилла пӗрле ырӑ хыпар сарнӑ. Эсир пӗрле ырӑ хыпар сармашкӑн тӑтӑшах вӑхӑт уйӑратӑр-и? Тата Акилӑпа Прискилла пӗрле ӗҫленӗ. Эсир вара пӗрле ӗҫлеместӗр пулсан килти ӗҫсене пӗрле тума пултаратӑр-и? (Еккл. 4:9). Пӗрле мӗн те пулин тусан эсир мӑшӑрпа пӗр команда пулнине туятӑр, калаҫма та сирӗн ытларах май пулӗ. Робертпа Линда ҫур ӗмӗр ытла пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Роберт ҫапла калать: «Чӑннипе каласан, пирӗн пӗрле канмашкӑн вӑхӑт ҫукрах. Ҫавӑнпа чашӑк-тирӗк ҫунӑ чухне юнашар арӑм ӑна шӑлса типӗтет пулсан е пахчара ҫум ҫумланӑ чухне арӑм юнашар ӗҫлет пулсан, эпӗ питӗ телейлӗ. Пӗрле ӗҫлесе эпир пӗр-пӗринпе ҫывӑхланса пыратпӑр, хамӑр хушӑри юрату та ӳссех пырать».

13. Чӑннипех те ҫывӑх пулас тесе упӑшкипе арӑмӗ мӗн тума пултараҫҫӗ?

13 Ҫакна та асра тытӑр: пӗр-пӗринпе ҫывӑхланса пымашкӑн юнашар пулни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Бразилире пурӑнакан качча кайнӑ пӗр хӗрарӑм ҫапла калать: «Хальхи вӑхӑтра ҫынсем питӗ ӗҫлӗ. Хӑш-пӗр ҫынсем шутланӑ тӑрӑх, вӗсем пӗр килте пурӑнаҫҫӗ пулсан, апла вӑхӑта пӗрле ирттереҫҫӗ. Анчах та эпӗ ҫакна ӑнланса илтӗм: юнашар пулни ҫеҫ ҫителӗксӗр, мӑшӑрпа интересленмелле те». Брунопа Таи́с акӑ мӗн тӑваҫҫӗ. Бру́но ҫапла калать: «Эпир вӑхӑта пӗрле ирттернӗ чухне телефонсене хамӑртан аяккарах хуратпӑр та пӗр-пӗринпе хутшӑнса савӑнатпӑр».

14. Упӑшкипе арӑмне вӑхӑта пӗрле ирттерме килӗшмест пулсан вӗсем мӗн тума пултараҫҫӗ?

14 Сире, тен, мӑшӑрпа пӗрле вӑхӑта ирттерме килӗшмесен те пултарать. Тен, сирӗн интерессем тӗрлӗрен е эсир пӗр-пӗрне тарӑхтаратӑр. Ун пек чухне мӗн тума пулать? Кӑвайт ҫинчен аса илер. Чӗртсе ярсанах вӑл хытӑ ҫунмасть. Малтанах унта турпас хураҫҫӗ, кайран тин пуленкесем пӑрахаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех эсир малтанлӑха кашни кун кӑштахшар вӑхӑт пӗрле ирттерме тӑрӑшӑр. Хӑвӑра тавлаштарса яраканнине мар, иксӗре те килӗшекеннине тӑвӑр (Иак. 3:18). Ҫапла туса эсир хӑвӑр юратӑва каллех чӗртсе яма пултаратӑр.

ПӖР-ПӖРНЕ ХИСЕПЛӖР

15. Юрату ан сӳнтӗр тесен мӗншӗн упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрне хисеплемелле?

15 Хисеплени мӑшӑрлӑ пурнӑҫра питӗ кирлӗ. Ӑна кӑвайта ҫунма пулӑшакан сывлӑшпа танлаштарма пулать. Сывлӑш пулмасан кӑвайт часах сӳнсе ларать. Юрату та, упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне хисеплемесен, хӑвӑртах сӳнме пултарать. Вӗсем пӗр-пӗрне хисеплеме тӑрӑшаҫҫӗ пулсан вара, хӑйсен юратӑвне сӳнме памӗҫ. Ҫакна та асра тытӑр: эсир, тен, мӑшӑра хисепленине кӑтартатӑп тесе шутлатӑр, анчах та унӑн ҫавна туйса тӑмалла. Аретпа Пе́нни пӗрлешнӗренпе 25 ҫул ытла иртнӗ ӗнтӗ. Пенни ҫапла калать: «Эпир упӑшкапа пӗр-пӗрне хисеплетпӗр, ҫавӑнпа пирӗн килте юрату хуҫаланать. Пирӗн шухӑшсем пӗр-пӗриншӗн пурпӗрех пулманнине эпир пӗлетпӗр, ҫавӑнпа хамӑр мӗн шутланине пӗр-пӗрне калама хӑрамастпӑр». Сирӗн мӑшӑр эсир ӑна чӑннипех те хисепленине туйтӑр тесе мӗн тума пулать? Айтӑр Авраампа Саррӑн тӗслӗхне пӑхса тухар.

Упӑшкан арӑмӗ хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен каласа панине тимлӗ итлемелле. Ҫапла тусан вӑл ӑна хисепленине кӑтартӗ (16-мӗш абзаца пӑхӑр)

16. Упӑшкасем Авраамран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? (1 Петр 3:7). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

16 Авраам хӑйне Саррӑпа хисеплӗн тытнӑ. Вӑл унӑн туйӑмӗсене те, шухӑшӗсене те шута илнӗ. Пӗррехинче кулянса ӳксен Сарра туйӑмӗсене тытса чараймасӑр Авраама хӑйӗн йывӑрлӑхӗшӗн айӑпланӑ. Авраам вара мӗн тунӑ? Вӑл та хӑйне Сарра пекех тытнӑ-и? Ҫук. Вӑл Сарра итлекен те хӑйне кӗҫӗне хуракан арӑм пулнине пӗлнӗ. Авраам Саррӑна итлесе пӗтернӗ те йывӑрлӑха татса пама тӑрӑшнӑ (Пулт. 16:5, 6). Упӑшкасем ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Сирӗн ҫемьешӗн йышӑнусем тума власть пур (1 Кор. 11:3). Ҫапах та эсир арӑм мӗн шутланине шута илсен ӑна юратнине кӑтартатӑр. Ҫакна уйрӑмах йышӑну арӑма пырса тивнӗ чухне тумалла (1 Кор. 13:4, 5). Хӑш-пӗр чухне сирӗн арӑм хытӑ пӑшӑрханса ӳкме пултарать, вара унӑн хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен каласа парас килӗ, тен. Вӑл хӑйӗн туйӑмӗсене уҫса панӑ чухне ӑна тимлӗ итленипе эсир ӑна хисепленине кӑтартатӑр. (1 Петр 3:7 вуласа парӑр.) Анжелӑпа Дмитрий 30 ҫула яхӑн пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Анжела хӑйне упӑшки хисеплени пирки пӗртте иккӗленмест. Мӗншӗнне вӑл ҫапла ӑнлантарса парать: «Эпӗ пӑшӑрханса ӳксен е манӑн калаҫас килнӗ чухне Дима яланах мана итлеме хатӗр. Эпӗ хамӑн туйӑмсене тытса чарайман чухне те вӑл манпа питӗ тӳсӗмлӗ».

17. Арӑмсем Саррӑран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? (1 Петр 3:5, 6).

17 Сарра Авраама хисепленӗ, ҫавӑнпа та вӑл тунӑ йышӑнусемпе килӗшнӗ (Пулт. 12:5). Пӗррехинче Авраам ӑна хӑйӗн ӗҫӗсене пӑрахса кӗтмен хӑнасене хӑналамашкӑн нумай ҫӑкӑр пӗҫерме ыйтнӑ (Пулт. 18:6). Сарра тӳрех Авраам каланӑ пек тунӑ. Хаклӑ арӑмсем, эсир те, Саррӑран тӗслӗх илсе, упӑшка тӑвакан йышӑнусемпе килӗшӗр. Ҫапла эсир хӑвӑр ҫемйӳне ҫирӗплетӗр. (1 Петр 3:5, 6 вуласа парӑр.) Унчченхи абзацра асӑннӑ Дмитрий хӑйне арӑмӗ хисеплени пирки иккӗленмест. Вӑл ҫапла калать: «Эпир пӗр-пӗр япала пирки тӗрлӗрен шухӑшланӑ чухне те Анжела эпӗ тӑвакан йышӑнусемпе килӗшет. Вӑл ҫак тӗлӗшрен вӑй хунине эпӗ питӗ хаклатӑп. Эпӗ тунӑ йышӑну лайӑхах пулмасан вара вӑл мана айӑпламасть». Хамӑра хисеплекен ҫынна юратма мӗн тери ҫӑмӑл!

18. Мӗншӗн мӑшӑрсен юратӑвӗн ҫулӑмне сӳнме памалла мар?

18 Шуйттан христиансен ҫемйисенче ҫунакан юрату ҫулӑмне сӳнтерме тӑрӑшать. Упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне юратма пӑрахсан, вӗсем Иеговӑран та сивӗнессе вӑл пӗлет. Анчах та чӑн-чӑн юратӑва нимӗн те сӳнтерме пултараймасть. Ҫавӑнпа сирӗн юрату Юрӑсен юрри кӗнекере ҫырса панӑ юрату пек пултӑр. Сирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫра Иегова малти вырӑнта пултӑр тесе тӑрӑшӑр. Пӗр-пӗрин валли вӑхӑт уйӑрӑр. Пӗр-пӗрне хисеплӗр тата пӗр-пӗрин туйӑмӗсене шута илӗр. Ҫапла тӑватӑр пулсан сирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫ чӑн-чӑн юратӑвӑн Ҫӑлкуҫне — Иеговӑна — мухтава кӑларӗ тата хӑвӑр хушӑри юрату нихӑҫан та сӳнмӗ.

132-МӖШ ЮРӐ Эпир халь пӗр ӳт

a Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ вӑл — Иегова панӑ парне. Упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне питӗ хытӑ юратма пултараҫҫӗ. Анчах та хӑш-пӗр сӑлтава пула ҫак юрату сӳнме пултарать. Ҫак статья упӑшкипе арӑмне пӗр-пӗрин хушшинчи юратӑва ҫирӗплетме тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа савӑнса пурӑнма пулӑшӗ.

b Чӑн-чӑн юрату ҫине вӑхӑт та, нимӗнле лару-тӑру та витӗм кӳме пултараймасть. Ҫавӑн пек юрату пирки «Йах ҫулӑмӗ» тенӗ, мӗншӗн тесен Иегова унӑн Ҫӑлкуҫӗ.

c Сирӗн упӑшка е арӑм Иеговӑшӑн ӗҫлемест пулсан та, ҫак канашсем сирӗншӗн усӑллӑ пулма пултараҫҫӗ (1 Кор. 7:12—14; 1 Петр 3:1, 2).

d jw.org сайтра тата JW Library® приложенире «Помощь семье» статьясен ярӑмӗнче нумай усӑллӑ канаш тупма пулать.