Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

22-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Сӑваплӑ ҫулпа» пыма ан пӑрахӑр

«Сӑваплӑ ҫулпа» пыма ан пӑрахӑр

«Унта аслӑ ҫул пулӗ, ҫав ҫӳрекен ҫула сӑваплӑ ҫул тейӗҫ» (ИС. 35:8).

31-МӖШ ЮРӐ Турӑпа ҫӳре

ҪАК СТАТЬЯРА a

1, 2. Вавилонра пурӑннӑ еврейсен мӗнле пӗлтерӗшлӗ йышӑну тумалла пулнӑ? (Ездра 1:2—4).

 ПАТША хушу кӑларнӑ! 70 ҫула яхӑн Вавилон тыткӑнӗнче пурӑннӑ хыҫҫӑн еврейсен каялла Израиле таврӑнма май уҫӑлнӑ. (Ездра 1:2—4 вуласа парӑр.) Иегова ҫеҫ ҫапла тума пултарнӑ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен Вавилон тыткӑна илнӗ ҫынсене ирӗке яманпа пӗрех (Ис. 14:4, 16, 17). Анчах Вавилон империйӗ арканнӑ та ҫӗнӗ пуҫлӑх еврейсене тӑван ҫӗршывне таврӑнма ирӗк панӑ. Ҫавна пула кашни еврейӗн, уйрӑмах ҫемье пуҫӗсен, суйласа илмелле пулнӑ: Вавилонран тухса каймалла-и е унтах юлмалла-и? Йышӑну тума ҫӑмӑл пулман. Мӗншӗн-ши?

2 Нумайӑшӗ ватӑ пулнине пула вӑрӑм ҫула тухма хӑранӑ. Еврейсенчен ытларахӑшӗ Вавилонра ҫуралнӑ пулнӑ тата вӗсем урӑх ҫӗрте пурӑнса курман. Вӗсем Израиле тӑван ҫӗршыв тесе шутламан, вӑл вӗсемшӗн ашшӗсен ҫӗрӗ ҫеҫ пулнӑ. Унсӑр пуҫне, хӑш-пӗр еврейсем Вавилонра пуйса кайнӑ пулас. Вӗсен хӑйсен хӑтлӑ килӗсемпе тупӑшлӑ ӗҫӗсене хӑварса пӗлмен ҫӗре куҫса каяс килмен пулӗ.

3. Израиле таврӑнма шутланӑ еврейсене мӗнле пиллӗхсем кӗтнӗ?

3 Турра шанчӑклӑ еврейсем ҫакна пӗлнӗ: Израиле таврӑнсан вӗсем хӑйсем тӳснӗ ҫухатусенчен чылай ытларах пиллӗх илӗҫ. Чи пысӑк пиллӗх Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Вавилонра 50 ытла храм пулнӑ пулин те, унта Иеговӑн храмӗ пулман. Моисей законӗ тӑрӑх парнесем кӳмешкӗн вӗсен парне вырӑнӗсем пулман. Священниксем те хӑйсен ӗҫне Турӑ хунӑ йӗрке тӑрӑх туса тӑрайман. Унсӑр пуҫне, Турӑ халӑхӗ суя тӗнлӗ ҫынсем хушшинче, Иеговӑна та, унӑн нормисене те ним вырӑнне те хуман арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинче, пурӑннӑ. Ҫавӑнпа Турӑран хӑракан пин-пин еврей тӑван ҫӗршыва таврӑнса каллех Турра тӗрӗс пуҫҫапма пуҫласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ.

4. Иегова Израиле таврӑнакан еврейсене мӗнле пулӑшу пама сӑмах панӑ?

4 Вавилонран Израиле ҫитмешкӗн тӑватӑ уйӑха яхӑн кирлӗ пулнӑ, ҫулӗ те ҫӑмӑл пулман. Анчах Иегова ҫул ҫинчи пур чӑрмава та сирсе яма сӑмах панӑ. Исаия пророк ҫапла ҫырнӑ: «Пушхирте Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлӗр, Туррӑмӑр валли ҫеҫенхирте сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр. Айлӑм вырӑнсем пурте хӑпарччӑр, тусемпе сӑртсем пурте лутраланччӑр, кукӑр ҫулсем тӳрленччӗр, тикӗс мар ҫулсем тикӗсленччӗр» (Ис. 40:3, 4). Ҫакӑн пек ӳкерчӗке куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха: пушхирте тусем хушшинче сарлака тикӗс ҫул выртать. Кирек хӑш ҫулҫӳревҫӗ те ҫакӑн пек ҫулпа хаваспах кайнӑ пулӗччӗ. Сӑртсемпе ҫырма-ҫатра тӑрӑх ҫӳриччен ҫавӑн пек ҫулсемпе кайма чылай ҫӑмӑлтарах, кирлӗ ҫӗре те хӑвӑртрах ҫитӗн.

5. Вавилонпа Израиль хушшинчи сӑнарлӑ ҫула мӗнле ят панӑ?

5 Хальхи вӑхӑтра ҫулсемпе шоссесен нумайӑшӗн ят е номер пур. Исаия каланӑ сӑнарлӑ ҫулӑн та ят пур. Пророк: «Унта аслӑ ҫул пулӗ, ҫав ҫӳрекен ҫула сӑваплӑ ҫул тейӗҫ: таса марри вӑл ҫулпа ҫӳреймӗ»,— тесе ҫырнӑ (Ис. 35:8). Ҫапла сӑмах пани израильтянсемшӗн мӗне пӗлтернӗ? Пире вара вӑл мӗнле пырса тивет?

«СӐВАПЛӐ ҪУЛ»: ӖЛӖК-АВАЛ ТАТА ХАЛӖ

6. Мӗншӗн ҫула сӑваплӑ тенӗ?

6 «Сӑваплӑ ҫул» — ҫул валли мӗн тери илемлӗ ят! Мӗншӗн-ха ӑна сӑваплӑ тенӗ? Мӗншӗн тесен таврӑннӑ израильтянсем хушшинче «таса марри» пулмӗ тесе пророкла каланӑ пулнӑ. Урӑхла каласан, аскӑн ӗҫ тӑвакан, йӗрӗхсене пуҫҫапакан е урӑхла йывӑр ҫылӑх тӑвакан пӗр еврей те пулмалла пулман. Израиль халӑхӗ хӑйӗн Турришӗн «сӑваплӑ халӑх» пулса тӑмалла пулнӑ (Сак. аст. 7:6). Паллах, ҫакӑ Вавилонран тухнисен нихӑш енчен те улшӑнмалла пулманнине пӗлтермен.

7. Хӑш-пӗр еврейсен мӗнле улшӑнусем тумалла пулнӑ? Тӗслӗхсем илсе парӑр.

7 Каларӑмӑр ӗнтӗ, еврейсем ытларахӑшӗ Вавилонра ҫуралнӑ. Вӗсенчен нумайӑшӗ унти хӑш-пӗр йӑла-йӗркесене тытса тӑма пуҫланӑ пулӗ. Еврейсен пӗрремӗш ушкӑнӗ Израиле таврӑннӑ хыҫҫӑн вун-вун ҫул иртсен, Ездра вӗсенчен хӑш-пӗрисем суя турӑсене пуҫҫапакан хӗрарӑмсене качча илнине пӗлнӗ (Тух. 34:15, 16; Езд. 9:1, 2). Каярахпа Неемия пуҫлӑх Израильте ҫуралнӑ хӑш-пӗр ачасем еврей чӗлхине пӗлменнине курсан питӗ тӗлӗннӗ (Сак. аст. 6:6, 7; Неем. 13:23, 24). Турӑ Сӑмахне ҫырнӑ чӗлхене пӗлмен арҫын ачасемпе хӗрачасем Иеговӑна юратса ӑна ӑҫтан пуҫҫапма пултарнӑ-ха? (Езд. 10:3, 44). Апла пулсан, ҫав еврейсен пысӑк улшӑнусем тумалла пулнӑ. Израильте вара ҫавна тума чылай ҫӑмӑлтарах пулнӑ, мӗншӗн тесен унта Иеговӑна каллех тӗрӗс пуҫҫапма пуҫланӑ (Неем. 8:8, 9).

1919 ҫултан пуҫласа миллион-миллион арҫын, хӗрарӑм тата ача Аслӑ Вавилонран тухса «сӑваплӑ ҫул» ҫине тӑнӑ (8-мӗш абзаца пӑхӑр)

8. Мӗншӗн пире ҫӗр-ҫӗр ҫул каялла пулса иртнӗ событисем интереслентермелле? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

8 Хӑш-пӗрисем ҫапла шутлама пултараҫҫӗ: «Ҫакӑ питӗ интереслӗ, анчах та еврейсемпе ӗлӗк-авал мӗн пулса иртни мана пырса тивет-и вара?» Пырса тивет, мӗншӗн тесен эпир те «сӑваплӑ ҫулпа» пыратпӑр теме пулать. Пире святой сывлӑшпа суйласа илнӗ-и е эпир «урӑх сурӑхсем» шутне кӗретпӗр-и, пирӗн пурин те «сӑваплӑ ҫулпа» пымалла (Иоанн 10:16). Ҫак ҫул пире халӗ те, пуласлӑхра та, Турӑ Патшалӑхӗ рай туса хурсан, Иеговӑна пуҫҫапма пулӑшать b. 1919 ҫултан пуҫласа миллион-миллион арҫын, хӗрарӑм тата ача Аслӑ Вавилонран, суя тӗн империйӗнчен, тухса ҫак ҫул ҫине тӑнӑ. Эсир те вӗсем хушшинче пулӗ. Ҫак «сӑваплӑ ҫул» 100 ҫула яхӑн каялла уҫӑлнӑ пулсан та, ӑна темиҫе ӗмӗр маларах хатӗрлеме пуҫланӑ.

ҪУЛА ХАТӖРЛЕНИ

9. «Сӑваплӑ ҫула» хатӗрлесси пирки Исаия 57:14-мӗшӗнче мӗн каланӑ?

9 Иегова Вавилонран тухнӑ еврейсен ҫулӗ ҫинче чӑрмавсем ан пулччӑр тесе тӑрӑшнӑ. (Исаия 57:14 вуласа парӑр.) Хальхи вӑхӑтри «сӑваплӑ ҫул» пирки вара мӗн калама пулать? Аслӑ Вавилонран илсе тухакан ҫула Иегова темиҫе ӗмӗр хушши, 1919 ҫулччен, хатӗрленӗ. Ҫавна тума вӑл хӑйне хисепленӗ хӑш-пӗр арҫынсемпе усӑ курнӑ. (Исаия 40:3 танлаштарӑр.) Вӗсем ҫав питӗ кирлӗ ӗҫе тунине пула каярахпа таса чӗреллӗ ҫынсем Аслӑ Вавилонран тухса Иеговӑна унӑн халӑхӗпе пӗрле тӗрӗс пуҫҫапма пултарнӑ. Ҫав арҫынсем мӗн-мӗн тунӑ-ха? Айтӑр пӑхса тухар.

Турра хисепленӗ хӑш-пӗр арҫынсем Аслӑ Вавилонран илсе тухакан ҫула ӗмӗрсем хушши тасатнӑ (10, 11 абзацсене пӑхӑр)

10, 11. Кӗнеке пичетленине тата Библие куҫарнине пула Библири чӑнлӑх мӗнле сарӑлнӑ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

10 Кӗнеке пичетлени. XV ӗмӗр варриччен Библие алӑпа туса хатӗрленӗ. Ҫак ӗҫе тума нумай вӑхӑт кайнӑ, ҫавӑнпа Библисем сахал пулнӑ тата питӗ хаклӑ тӑнӑ. Кайран вара наборласа пичетлемелли станок шутласа кӑларнӑ. Ҫавна пула Библисене пичетлесе салатма ҫӑмӑлтарах пулса тӑнӑ.

11 Куҫарас ӗҫ. Нумай ӗмӗр хушши Библие латин чӗлхипе ҫеҫ вулама май пулнӑ. Ҫав чӗлхене вара вӗреннӗ ҫынсем кӑна пӗлнӗ. Кӗнеке пичетлес ӗҫ сарӑлма пуҫласан, Турра хисеплекен ҫынсем Библие ахаль ҫынсем калаҫакан чӗлхесем ҫине ытларах та ытларах куҫарма пуҫланӑ. Ҫавна пула вулакансем тӗн пуҫлӑхӗсем мӗне вӗрентнине Библи чӑннипех мӗне вӗрентнипе танлаштарма пултарнӑ.

Турра хисепленӗ арҫынсем Аслӑ Вавилонран илсе тухакан ҫула тасатнӑ (12—14 абзацсене пӑхӑр) c

12, 13. Библи тӗпченӗ таса чӗреллӗ ҫынсем XIX ӗмӗрте чиркӳсен суя вӗрентӗвӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларма пуҫланине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр.

12 Библи вӗренмелли пособисем. Библи тӗпчекенсем Турӑ Сӑмахне тимлӗн вуласа нумай пӗлнӗ. Хӑйсем мӗн пӗлнине ыттисене каласа панипе вӗсем тӗн пуҫлӑхӗсене тарӑхтарнӑ. Сӑмахран, XIX ӗмӗрте таса чӗреллӗ темиҫе арҫын чиркӳсен суя вӗрентӗвӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларакан брошюрӑсем кӑларма пуҫланӑ.

13 1835 ҫул тӗлнелле Турӑран хӑраса пурӑннӑ ҫын, Генри Гру, брошюра кӑларнӑ. Унта ҫын вилсен унпа мӗн пулнине ҫырса кӑтартнӑ пулнӑ. Чиркӳсем ҫын вилӗмсӗр чунпа ҫуралать тесе вӗрентнӗ. Вӑл вара, Сӑваплӑ Ҫырупа усӑ курса, вилӗмсӗр пурнӑҫа Турӑ парать тесе ҫирӗплетсе панӑ. 1837 ҫулта Джордж Сторрз пастор ҫав брошюрӑна поездра тупнӑ. Ӑна вуласа тухсан вӑл питӗ пӗлтерӗшлӗ чӑнлӑха ӑнланса илнӗ те ун ҫинчен ыттисене те каласа пама шут тытнӑ. 1842 ҫулта Джордж Сторрз темиҫе лекци тухса каланӑ. Лекцисен ҫапла тема пулнӑ: «Ыйту: усал ҫынсем вилӗмсӗр пурнӑҫпа пурӑнма пултараҫҫӗ-и?». Джордж Сторрзӑн тӗпчев ӗҫӗ ҫамрӑк Чарлз Тейз Расселл тӑван ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳнӗ.

14. «Сӑваплӑ ҫула» хатӗрлес тесе ыттисем мӗн-мӗн тунипе Расселпа унӑн юлташӗсем мӗнле усӑ курнӑ? (Ӳкерчӗк ҫине та пӑхӑр.)

14 «Сӑваплӑ ҫула» хатӗрлес тесе ыттисем мӗн-мӗн тунипе Расселпа унӑн юлташӗсем мӗнле усӑ курнӑ? Вӗсем Библи словарӗсемпе, симфонийӗсемпе тата Библин тӗрлӗ куҫарӑвӗсемпе усӑ курса Сӑваплӑ Ҫырӑва тӗпченӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсене Генри Гру, Джордж Сторрз тата ытти ҫынсем мӗн тӗпчесе пӗлни те пулӑшнӑ. Расселл тӑванпа унӑн юлташӗсем сӑнарлӑ ҫула тӑвас ӗҫре самай вӑй хунӑ: вӗсем Библие ӑнлантарса паракан кӗнекесемпе брошюрӑсем нумай пичетленӗ.

15. 1919 ҫулта мӗнле пӗлтерӗшлӗ событисем пулса иртнӗ?

15 1919 ҫулта Туррӑн халӑхӗ Аслӑ Вавилон тыткӑнӗнчен ирӗке тухнӑ. Ҫав ҫулта «шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чура» ертсе пыма пуҫланӑ. Вӑл таса чӗреллӗ ҫынсене «сӑваплӑ ҫул» ҫине тӑма пулӑшнӑ (Матф. 24:45—47). «Шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ» чурана пула тата унччен ҫынсем ҫула хатӗрлес тесе мӗн-мӗн тунине пула «сӑваплӑ ҫул» ҫине тӑнӑ ҫынсен Иеговӑпа унӑн ирӗкӗ ҫинчен ытларах пӗлме май пулнӑ (Ытар. 4:18). Унсӑр пуҫне, вӗсем Иеговӑн нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнма пуҫлама пултарнӑ. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем тӳрех улшӑнасса кӗтнӗ-и? Ҫук, вӑл хӑйӗн халӑхне майӗпен тасатса пынӑ. (« Иегова хӑйӗн халӑхне майӗпен тасатса пырать» рамкӑна пӑхӑр.) Пуласлӑхра Турра пур тӗлӗшрен те юраса пурӑнма пуҫласан, эпир мӗн тери телейлӗ пулӑпӑр (Кол. 1:10).

«СӐВАПЛӐ ҪУЛ» ХАЛӖ ТЕ УҪӐ

16. 1919 ҫултанпа «сӑваплӑ ҫула» пӑхса-юсаса тӑрас тесе мӗн-мӗн тӑваҫҫӗ? (Исаия 48:17; 60:17).

16 Пур ҫула та пӑхса-юсаса тӑмалла. 1919 ҫулта «сӑваплӑ ҫул» ҫинче пуҫланӑ ӗҫсене те халӗ те туса тӑраҫҫӗ. Мӗншӗн? Аслӑ Вавилонран май килнӗ таран ытларах ҫын тухтӑр тесе ҫак ӗҫсене тӑваҫҫӗ. «Шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чура» хӑйӗн ӗҫне тума пуҫланӑранпа кӑшт вӑхӑт иртсен, 1921 ҫулта, «Туррӑн арфи» кӗнеке кӑларнӑ. Унпа усӑ курса вӑл ҫынсене Библири чӑнлӑхпа паллаштарасшӑн пулнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен 6 миллиона яхӑн кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. «Туррӑн арфи» 36 чӗлхепе тухнӑ. Ҫак кӗнеке нумай ҫынна чӑнлӑха пӗлме пулӑшнӑ. Нумаях пулмасть вара Библи вӗренмелли ҫӗнӗ пособи — «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнеке — тухнӑ. Иегова пире «сӑваплӑ ҫул» ҫинче тӑрса юлма пулӑшас тесе ҫак юлашки кунсенче хӑйӗн организацийӗ урлӑ сӑнарлӑ апат парсах тӑрать. (Исаия 48:17; 60:17 вуласа парӑр.)

17, 18. «Сӑваплӑ ҫул» ӑҫта илсе ҫитерет?

17 Ҫын Библи вӗренме килӗшсен унӑн «сӑваплӑ ҫул» ҫине тӑма май уҫӑлать теме пулать. Хӑш-пӗрисем ҫак ҫулпа пӗр вӑхӑт хушши пыраҫҫӗ те кайран пӑрӑнса каяҫҫӗ. Теприсем ҫав ҫулпа кирлӗ ҫӗре ҫитичченех утма ҫирӗп шут тытаҫҫӗ. Ҫак ҫул ӑҫта илсе ҫитерет-ши?

18 Пӗлӗтре пурӑнма шанакансене «сӑваплӑ ҫул» тӳпене, «Туррӑн райне», илсе каять (Ӳлӗм. 2:7). Ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансем вара ҫак ҫулпа утса Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ хыҫҫӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗҫ. Эсир ҫак ҫулпа пыратӑр пулсан, каялла ҫаврӑнса ан пӑхӑр тата кирлӗ ҫӗре, ҫӗнӗ тӗнчене, ҫитичченех ҫак ҫулпа пырӑр. Телейлӗ ҫул сунатпӑр сире!

24-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн тӑвӗ ҫине улӑхар

a Иегова Вавилонран Израиле илсе каякан сӑнарлӑ ҫула «сӑваплӑ ҫул» тенӗ. Хальхи вӑхӑтра та Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем валли ҫул хывнӑ тесе калама пулать-ши? Пулать. 1919 ҫултан пуҫласа миллион-миллион ҫын Аслӑ Вавилонран тухса «сӑваплӑ ҫулпа» пыма пуҫланӑ. Ҫитмелли вырӑна ҫитичченех пирӗн кашнин ҫак ҫулпа пымалла.

c ӲКЕРЧӖК. Расселл тӑванпа унӑн юлташӗсем Библи тӗпченӗ чухне унччен хатӗрленӗ пособисемпе усӑ курнӑ