Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

24-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Сӑваплӑ ӗҫре лартнӑ тӗллевсене эсир пурнӑҫлама пултаратӑрах

Сӑваплӑ ӗҫре лартнӑ тӗллевсене эсир пурнӑҫлама пултаратӑрах

«Ырӑ туса пурӑнӑпӑр, кулянмӑпӑр: тӳсӗмлӗхе ҫухатмасан хӑй вӑхӑтӗнче вырса илӗпӗр» (ГАЛ. 6:9).

84-МӖШ ЮРӐ Пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлер

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Пирӗнтен нумайӑшӗ мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулать?

 СИРӖН ҫакӑн пекки пулнӑ-и: эсир сӑваплӑ ӗҫре тӗллев b лартнӑ, анчах та ӑна ниепле те пурнӑҫлайман. Нумайӑшӗн ҫапла пулнӑ. Тӗслӗхрен, Фи́лип ытларах кӗлтума тата кӗллисене лайӑхлатма тӗллев лартнӑ. Анчах та ӑна Иеговӑпа калаҫма вӑхӑт тупма йывӑр пулнӑ. Э́рика ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва вӑхӑтра килме тӗллев лартнӑ, ҫав-ҫавах вӑл, кашнинче тенӗ пекех, кая юлса килнӗ. То́маш вара темиҫе хут та Библие пӗтӗмпех вуласа тухасшӑн пулнӑ. Вӑл ҫапла калать: «Тӗрӗссипе каласан, мана ӑна вулама килӗшсех каймастчӗ. Эпӗ ӑна виҫӗ хут та вулама пуҫларӑм. Анчах та кашнинчех Левит кӗнекене ҫитиччен ҫеҫ вулама вӑй ҫитереттӗм».

2. Сӑваплӑ ӗҫре хамӑр лартнӑ тӗллеве халӗ те пурнӑҫлаймарӑмӑр пулсан мӗншӗн алла усмалла мар?

2 Пӗр-пӗр тӗллеве халӗ те пурнӑҫлаймарӑр пулсан алла ан усӑр. Ахаль тӗллевсене пурнӑҫламашкӑн та вӑхӑт уйӑрмалла тата вӑй хумалла. Ҫакна та палӑртмалла: хӑвӑр тӗллевсене пурнӑҫласшӑн пулни эсир хӑвӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене хакланине тата ӑна чи лайӑххине парасшӑн пулнине кӑтартать. Иегова эсир тӑрӑшнине хаклать. Паллах, вӑл сирӗнтен хӑвӑр тума пултарайманнине тӑвасса кӗтмест (Пс. 102:14; Мих. 6:8). Ҫавӑнпа та хӑвӑр пурнӑҫлама пултарайман тӗллевсем ан лартӑр. Сирӗн пӗр-пӗр тӗллев пур пулсан, ӑна пурнӑҫлама мӗн пулӑшӗ? Айтӑр темиҫе канаша сӳтсе явар.

ТӖЛЛЕВЕ ПУРНӐҪЛАС КӐМӐЛА АТАЛАНТАРӐР

Тӗллеве пурнӑҫлама кӑмӑл пултӑр тесе кӗлтӑвӑр (3, 4 абзацсене пӑхӑр)

3. Тӗллеве пурнӑҫлас кӑмӑла мӗншӗн аталантармалла?

3 Сӑваплӑ ӗҫре лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлас тесен пирӗн ҫавна тумашкӑн ҫунса тӑмалла. Ҫыннӑн вӑйлӑ кӑмӑл пур пулсан, вӑл хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫламашкӑн пӗтӗм вӑйне хурӗ. Ҫавӑн пек кӑмӑла парӑслӑ кимме хӑвалакан ҫилпе танлаштарма пулать. Ҫил пӗрмаях вӗрсе тӑрать пулсан, ҫулҫӳрекен хӑй ҫитмелли вырӑна ҫитетех пулӗ. Ҫил хытӑ вӗрсен вара вӑл унта хӑвӑртрах та ҫитет. Пирӗн пирки те ҫавнах калама пулать. Тӗллеве пурнӑҫлама кӑмӑл вӑйлӑ пулсан эпир ӑна пурнӑҫлатпӑрах пулӗ. Сальвадорта пурӑнакан Давид ҫапла калать: «Кӑмӑл пур чухне ытларах тӑрӑшатӑн. Сана нимӗн те чӑрмантарма пултараймасть». Тӗллеве пурнӑҫлас кӑмӑла аталантарас тесе мӗн тумалла-ши?

4. Эпир мӗн пирки кӗлтума пултаратпӑр? (Филиппӑ 2:13). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

4 Тӗллеве пурнӑҫламашкӑн ытларах кӑмӑл пултӑр тесе кӗлтӑвӑр. Иегова святой сывлӑш парса тӗллеве пурнӑҫламашкӑн кӑмӑл пама пултарать. (Филиппӑ 2:13 вуласа парӑр.) Хӑш чухне эпир тӗллев лартасса та ҫавна туни тӗрӗс пулнӑран тӗллев лартатпӑр. Паллах, ҫакӑ лайӑх. Анчах та пирӗн ҫав тӗллеве пурнӑҫлама кӑмӑл пулмасан та пултарать. Угандӑра пурӑнакан Норинӑпа ҫапла пулнӑ. Вӑл кампа та пулин Библи вӗренме тӗллев лартнӑ, анчах та унӑн ҫавна тума кӑмӑл пулман, мӗншӗн тесен вӑл ыттисене вӗрентме хӑйӗн ӑсталӑх ҫитмест тесе шутланӑ. Ӑна мӗн пулӑшнӑ? Нори́на ҫапла калать: «Эпӗ кашни кунах Иеговӑран хама ытларах кӑмӑл пама ыйтма пуҫларӑм. Эпӗ кӗлтӑваттӑм кӑна мар, вӗрентес ӑсталӑха ӳстерме те тӑрӑшаттӑм. Темиҫе уйӑх иртсен манӑн чӑнах та ыттисемпе Библи вӗренес кӑмӑл ҫуралчӗ. Ҫулталӑк та иртмерӗ, эпӗ икӗ ҫынпа Библи вӗренме пуҫларӑм».

5. Хамӑр тӗллеве пурнӑҫламашкӑн ытларах кӑмӑл пултӑр тесе эпир мӗн ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр?

5 Иегова хӑвӑршӑн мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшлӑр (Пс. 142:5). Павел апостол хӑйне Иегова виҫесӗр ырӑлӑх кӑтартни ҫинчен шухӑшланӑ. Ҫакӑ ӑна Турӑшӑн ытларах тума хавхалантарнӑ (1 Кор. 15:9, 10; 1 Тим. 1:12—14). Иегова хӑвӑршӑн мӗн-мӗн туни ҫинчен ытларах шухӑшланӑ май сирӗн тӗллеве пурнӑҫлас кӑмӑл вӑйлансах пырӗ (Пс. 115:3). Гондурасра пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӑван тулли пионер пулма тӗллев лартнӑ пулнӑ. Вӑл акӑ мӗн каласа парать: «Эпӗ Иегова хама мӗн тери хытӑ юратни ҫинчен нумай шухӑшлаттӑм. Вӑл мана хӑйӗн ҫемйине йышӑнчӗ. Иегова маншӑн тӑрӑшать тата мана хӳтӗлет. Ҫапла шухӑшланӑ хыҫҫӑн Иеговӑна хытӑрах юратма пуҫларӑм, тулли пионер пулас кӑмӑл та вӑйланчӗ».

6. Тӗллеве пурнӑҫлас кӑмӑла тата мӗн вӑйлатма пултарать?

6 Тӗллеве пурнӑҫлани мӗнле усӑ пани ҫинчен шухӑшлӑр. Маларах асӑннӑ Эрикӑна мӗн пулӑшнине курӑр-ха. Вӑл ҫапла калать: «Эпӗ ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене кая юлса килнине пула нумай ҫухатнине ӑнлантӑм. Маларах килнӗ пулсан тӑвансемпе хутшӑнма пултарӑттӑм. Унсӑр пуҫне, эпӗ ырӑ хыпара ӑнӑҫлӑрах сарма тата ҫак ӗҫре ытларах савӑнӑҫ илме пулӑшакан канашсем илтнӗ пулӑттӑм». Вӑхӑтра килни мӗнле усӑ пани ҫинчен шухӑшланине пула Эрика хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлама пултарнӑ. Сире вара хӑвӑр тӗллеве пурнӑҫлани мӗнле усӑ пама пултарать? Ҫав тӗллев Библи вулассипе е кӗлтӑвассипе ҫыхӑннӑ пулсан, вӑл сире Иеговӑпа ҫывӑхланма мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшлӑр (Пс. 144:18, 19). Енчен те эсир пӗр-пӗр лайӑх ене аталантарасшӑн пулсан, хӑвӑрпа ыттисем хушшинчи хутшӑнусем мӗнле лайӑхланасси ҫинчен шухӑшлӑр (Кол. 3:14). Тен, эсир пӗр-пӗр тӗллеве пурнӑҫлани хӑвӑра мӗнле-мӗнле усӑ панине ҫырса хурас тейӗр. Кайран вара унта тӑтӑшах пӑха-пӑха илӗр. Маларах асӑннӑ Томаш ҫапла калать: «Тӗллеве пурнӑҫлани нумай усӑ панине курсан эпӗ ӑна пурнӑҫлама ытларах тӑрӑшатӑп».

7. Хулиопа унӑн арӑмне хӑйсем лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлама мӗн пулӑшнӑ?

7 Тӗллеве пурнӑҫлама хавхалантаракан тӑвансемпе хутшӑнӑр (Ытар. 13:21). Хулиопа унӑн арӑмӗ Иеговӑшӑн ытларах тӑвасшӑн пулнӑ. Вӗсене хӑйсен тӗллевне пурнӑҫлама мӗн пулӑшнӑ-ши? Вӑл ҫапла аса илет: «Эпир хамӑр тӗллеве пурнӑҫлама хавхалантаракан тӑвансемпе туслашрӑмӑр. Вӗсемпе эпир хамӑр тӗллев ҫинчен калаҫма пултараттӑмӑр. Вӗсенчен нумайӑшӗ пирӗн пекрех тӗллевсене пурнӑҫланӑ пулнӑ, ҫавӑнпа пире усӑллӑ канашсем пама пултарчӗҫ. Вӗсем эпир мӗнле ҫитӗнӳсем туни ҫинчен ыйтса пӗлетчӗҫ тата пире хавхалантаратчӗҫ».

КӐМӐЛ ҪУК ПУЛСАН

Тӗллеве пурнӑҫлама вӑй хурӑр (8-мӗш абзаца пӑхӑр)

8. Тӗллеве пурнӑҫлама хамӑрӑн кӑмӑл пур чухне ҫеҫ вӑй хуратпӑр пулсан, мӗн пулса тухма пултарать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

8 Чӑннипе каласан, пирӗн пурин те хамӑр тӗллеве пурнӑҫлас тесе вӑхӑтран вӑхӑта вӑй хурас килмест. Ҫакӑ эпир хамӑр тӗллеве пурнӑҫлас ҫуккине пӗлтерет-и? Ҫук. Айтӑр унччен асӑннӑ тӗслӗхе аса илер. Ҫил вӑйлӑ пулсан парӑслӑ кимӗ питӗ хӑвӑрт пырать. Анчах та хӑш чухне ҫил вӑйлах мар, е тинӗсре пачах лӑпкӑ. Ҫакӑ ҫулҫӳрекен кирлӗ вырӑна ҫитес ҫуккине пӗлтерет-и? Пӗлтермесен те пултарать. Тӗслӗхрен, кимӗ ҫинче мотор е кӗсменсем пур пулсан, ҫулҫӳрекен вӗсемпе усӑ курма пултарать. Пирӗн кӑмӑла ҫилпе танлаштарма пулать. Хӑш-пӗр чухне пирӗн вӑйлӑ кӑмӑл, хӑш чухне ҫукпа пӗрех, тепӗр чухне вара пирӗн хамӑр тӗллев ҫинчен шутлас та килмест. Ҫавӑнпа та ӑна пурнӑҫлас тесе кӑмӑл пур чух ҫеҫ вӑй хуратпӑр пулсан, эпир ӑна нихӑҫан та пурнӑҫламӑпӑр. Ҫапах та кӑмӑл ҫук чухне те эпир, ҫулҫӳрекен пек, хамӑр тӗллеве пурнӑҫлас тесе урӑх майсемпе усӑ курма пултаратпӑр. Паллах, ҫавна тума ҫӑмӑл пулмӗ. Анчах та тӗллеве пурнӑҫласан эсир савӑнӑҫ илӗр. Хамӑр мӗн тума пултарнине сӳтсе явиччен айтӑр пӗр ыйту ҫине хуравлар.

9. Пӗр-пӗр тӗллеве пурнӑҫлама кӑмӑл ҫук пулсан, ӑна пурнӑҫлама вӑй хумаллах-ши? Ӑнлантарса парӑр.

9 Иегова пире хӑйӗншӗн савӑнса тата пӗтӗм чун-чӗререн ӗҫлеччӗр тет (Пс. 99:2; 2 Кор. 9:7). Сӑваплӑ ӗҫре лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлама пирӗн кӑмӑл ҫук пулсан, апла вӑй та хумалла мар-и? Павел апостолӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл ҫапла каланӑ: «Эпӗ ӳтӗме чаратӑп, ӑна хама пӑхӑнакан тӑватӑп» (1 Кор. 9:25—27). Павелӑн хӑйӗнчен Турӑ мӗн кӗтнине тума кӑмӑл пулман чухне те вӑл ҫавна ҫине тӑрсах тунӑ. Иегова Павел сӑваплӑ ӗҫре мӗн тунишӗн савӑннӑ-и? Паллах, савӑннӑ. Турӑ ӑна вӑй хунишӗн пилленӗ те (2 Тим. 4:7, 8).

10. Тӗллеве пурнӑҫлама кӑмӑл ҫук пулсан та мӗншӗн вӑй хумаллах?

10 Павел тӗслӗхӗ мӗн кӑтартать? Тӗллеве пурнӑҫлама кӑмӑл ҫук чухне те вӑй хуратпӑр пулсан Иегова савӑнать, мӗншӗн тесен вӑл ҫакна пӗлет: пире пӗр-пӗр ӗҫе тума килӗшмест пулин те, эпир ӑна Иеговӑна юратнӑран тӑватпӑр. Иегова Павел апостола вӑй хунӑшӑн пилленӗ пекех, пире те пиллӗ (Пс. 125:5). Пиллӗхсем илсен вара малалла вӑй хума кӑмӑл ҫуралма пултарать. Польшӑра пурӑнакан Люци́на ҫапла калать: «Хӑш-пӗр чухне, уйрӑмах ывӑнсан, манӑн ырӑ хыпар сарма каяс килмест. Анчах та пурпӗрех кайсан, эпӗ хама ҫав тери телейлӗ туятӑп». Халӗ вара айтӑр тӗллеве пурнӑҫлама кӑмӑл ҫук пулсан мӗн тумаллине сӳтсе явар.

11. Чаруллӑха аталантарма Иегова мӗнле пулӑшма пултарать?

11 Кӗлӗре чарулӑх ыйтӑр. Чаруллӑ пулни, ытларах чухне, усал ӗҫ тӑвас мар тесе хамӑра алра тытмаллине пӗлтерет. Анчах та ыррине тума та, уйрӑмах ҫавна тума ҫӑмӑл мар е кӑмӑл ҫук пулсан, чарулӑх кирлӗ. Ан манӑр, чарулӑх святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрет. Ҫавӑнпа та ҫак питӗ кирлӗ лайӑх ене аталантарас тесе Иеговӑран кӗлӗре святой сывлӑш ыйтӑр (Лука 11:13; Гал. 5:22, 23). Маларах асӑннӑ Давид кӗлтуни хӑйне мӗнле пулӑшнине ӑнлантарса панӑ. Вӑл хӑй тӗллӗн Библи вӗренессине йӑлана кӗртесшӗн пулнӑ. Давид мӗн тунӑ-ха? «Эпӗ Иеговӑран чарулӑха аталантарма пулӑшма ыйтрӑм,— тенӗ вӑл.— Вӑл пулӑшнипе эпӗ халӗ тӗплӗн те тӑтӑшах Библи вӗренетӗп».

12. Екклесиаст 11:4-мӗшӗнчи принцип сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем лартассипе мӗнле ҫыхӑннӑ?

12 Хӑвӑр валли меллӗ вӑхӑт ҫитессе ан кӗтӗр. Ҫак тӗнчере вӑл ҫитмесен те пултарать. Меллӗ вӑхӑта кӗтсе ларсан эпир хамӑр тӗллеве нихӑҫан та пурнӑҫламӑпӑр пулӗ. (Екклесиаст 11:4 вуласа парӑр.) Дэ́ниел ҫапла калать: «Меллӗ вӑхӑт ҫитессе кӗтсе ларас вырӑнне ӗҫе пикенмелле ҫеҫ». Угандӑри Пол тата мӗншӗн ҫавна тумаллине калать: «Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах ӗҫе пуҫӑнатпӑр пулсан, Иеговӑн пире пиллеме сӑлтав пулӗ» (Мал. 3:10).

13. Мӗншӗн малтан пӗчӗк тӗллевсем лартсан лайӑх пулать?

13 Пӗчӗк тӗллевсенчен пуҫлӑр. Тӗллеве пурнӑҫлама ытла та йывӑр пек туйӑнсан, вӑй хурас кӑмӑл ҫухалма пултарать. Сирӗн пирки те ҫавнах калама пулать пулсан, тен, хӑвӑрӑн тӗллеве пӗчӗк тӗллевсем ҫине пайламалла? Эсир пӗр-пӗр лайӑх ене аталантарма тӗллев лартрӑр пулсан, мӗншӗн-ха ӑна малтан пӗчӗк ӗҫсенче кӑтартма пуҫлас мар? Е сирӗн Библие пӗтӗмпех вуласа тухма тӗллев пур пулсан, малтанлӑха кӑштахшарӑн вулама пултаратӑр-и? Статья пуҫламӑшӗнче асӑннӑ Томаш Библие ҫулталӑк хушшинче ниепле те вуласа тухайман. Вӑл ҫапла калать: «Эпӗ пӗрре ларса ытлашши нумай вуланине ӑнланса илтӗм. Ҫавӑнпа та каллех вулама пуҫласан урӑхларах тӑвас терӗм: кунне темиҫе абзац ҫеҫ вуласа тухса мӗн вулани ҫинчен шухӑшлас терӗм. Вара вулани мана савӑнӑҫ кӳме пуҫларӗ». Майӗпен Томаш Библи вулама ытларах та ытларах вӑхӑт уйӑрма пуҫланӑ. Юлашкинчен вӑл Библие веҫех вуласа тухнӑ c.

ӖҪ ӐНМАРӖ ПУЛСАН АЛЛА АН УСӐР

14. Эпир мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултаратпӑр?

14 Хамӑрӑн тӗллеве пурнӑҫлама тем пек вӑйлӑ кӑмӑл пур пулсан та тата нумай вӑй хурсан та, шел пулин те, ӗҫ ӑнмасан та пултарать. Сӑмахран, ӑнсӑртран мӗн те пулин сиксе тухсан, пирӗн, тен, хамӑр тӗллеве пурнӑҫлама вӑхӑт юлмӗ (Еккл. 9:11). Е пӗр-пӗр йывӑрлӑха пула эпир хуйха ӳкме тата халтан кайма пултаратпӑр (Ытар. 24:10). Хамӑр ҫылӑхлӑ пулнине пула эпир йӑнӑшсем тӑватпӑр, вӗсем вара пире хамӑр тӗллеве пурнӑҫлама чӑрмантарма пултараҫҫӗ (Рим 7:23). Унсӑр пуҫне, эпир хӑш чухне ывӑнса та ҫитетпӗр (Матф. 26:43). Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах тӗллеве пурнӑҫлама пире мӗн пулӑшӗ?

15. Ӗҫ ӑнмарӗ пулсан мӗншӗн ал усмалла мар? Ӑнлантарса парӑр (Псалом 144:14).

15 Ан манӑр: ӗҫ ӑнмарӗ пулсан тӗллеве пурнӑҫламашкӑн вӑй хума пӑрахмалла мар. Библире пирӗн йывӑрлӑхсем пулаҫҫех тенӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл эпир вӗсене, уйрӑмах Иегова пулӑшнипе, татса пама пултарасса шантарать. (Псалом 144:14 вуласа парӑр.) Унччен асӑннӑ Филип ҫапла калать: «Эпӗ хам тӗллеве миҫе хутчен пурнӑҫлама пултарайманни ҫинчен мар, ӑна пурнӑҫлама малалла та тӑрӑшни ҫинчен шутлатӑп». Унччен асӑннӑ Давид акӑ мӗн калать: «Эпӗ ҫапла шутлама тӑрӑшатӑп: ӗҫ ӑнмарӗ пулсан ҫакӑ вӑл чӑрмав мар, Иеговӑна мӗн тери хытӑ юратнине кӑтартмалли май». Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах тӗллевсене пурнӑҫлама вӑй хурсан, эсир Иеговӑна савӑнтарасшӑн пулнине кӑтартатӑр. Эсир малалла та тӗллеве пурнӑҫлама тӑрӑшнине курма Иеговӑна мӗн тери кӑмӑллӑ!

16. Ӗҫ ӑнмасан та эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

16 Ӗҫ ӑнман чухне хӑвӑр мӗне вӗренме пултарни ҫинчен шутлӑр. Мӗншӗн ӗҫ ӑнманни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр та хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Ҫакӑн пек йывӑрлӑх каллех сиксе ан тухтӑр тесе эпӗ мӗн тума пултаратӑп?» (Ытар. 27:12). Хӑш чухне хамӑр пурнӑҫлама пултарайман тӗллев лартнӑран ӗҫ ӑнмасть. Сирӗн тӗллев пирки те ҫавна калама пулать пулсан, ун ҫинчен тепре шутласа пӑхӑр. Вара хӑвӑр ӑна пурнӑҫлама пултарассипе пултараймассине ӑнланса илетӗр d. Хӑвӑр пурнӑҫлама пултарайман тӗллеве пурнӑҫа кӗртеймесен Иегова сирӗн пирки япӑх шутлама пуҫламӗ (2 Кор. 8:12).

17. Мӗншӗн пирӗн хамӑр тунӑ ҫитӗнӳсене асра тытмалла?

17 Хӑвӑр тунӑ ҫитӗнӳсене асра тытӑр. Библире: «Турӑ тӳрӗ, Вӑл сирӗн ӗҫӗре... манмӗ»,— тесе каланӑ (Евр. 6:10). Апла сирӗн те хӑвӑр пурнӑҫланӑ тӗллевсене манмалла мар. Тӗслӗхрен, эсир хӑвӑрпа Иегова хушшинче ҫирӗп хутшӑнусем аталантарнӑ, Турӑ ҫинчен ыттисене каласа пама пуҫланӑ е шыва кӗнӗ. Унччен сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем лартса пурнӑҫланӑ пекех, халӗ те ҫаплах тӑвӑр (Флп. 3:16).

Ҫулҫӳрев сире савӑнӑҫ кӳтӗр (18-мӗш абзаца пӑхӑр)

18. Тӗллеве пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ чухне мӗн асра тытмалла? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

18 Ҫулҫӳрекен хӑй палӑртса хунӑ вырӑна ҫитме пултарнӑ пекех, эсир те Иегова пулӑшнипе сӑваплӑ ӗҫре лартнӑ хӑвӑр тӗллевсене пурнӑҫлама пултараятӑр. Тата ҫулпа пыма та интереслӗ пулнине ан манӑр. Ҫавӑнпа та тӗллеве пурнӑҫласа пынӑ май Иегова сире халех мӗнле пилленине тата пулӑшса тӑнине асӑрхама тӑрӑшӑр. Ҫакӑ сире савӑнӑҫ кӳрсе тӑрӗ (2 Кор. 4:7). Парӑнмасан, Иегова сире тата ытларах пиллӗх парӗ! (Гал. 6:9).

126-МӖШ ЮРӐ Сыхӑ тӑрӑр, ҫирӗп пулӑр, тӗрекленӗр

a Пире сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем лартма час-часах хавхалантараҫҫӗ. Енчен те эпир лайӑх тӗллев лартрӑмӑр пулсан, анчах та ӑна ниепле те пурнӑҫлаймастпӑр пулсан, мӗн тума пулать? Ҫак статьяра эпир хамӑр тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшакан темиҫе канаша сӳтсе явӑпӑр.

b ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Сӑваплӑ ӗҫре лартнӑ тӗллев шутне Иеговӑшӑн ытларах тӑвас тата ӑна савӑнтарас тӗллевпе лайӑхланас тесе мӗн-мӗн туни кӗрет. Тӗслӗхрен, эсир пӗр-пӗр лайӑх ене аталантарма е Иеговӑна пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ мӗнле те пулин ӗҫре ытларах вӑй хума тӗллев лартма пултаратӑр. Сӑмахран, тен, эсир Библи вулас, ӑна хӑвӑр тӗллӗн тӗпчес е ырӑ хыпар сарас тӗлӗшрен лайӑхланас тейӗр.

d Ытларах информаци 2008 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Ставь разумные цели и сохраняй радость» статьяра тупма пулать.