20-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Хамӑр кӗлӗсене лайӑхлататпӑр
«Чӗрӗрте мӗн пуррине Унӑн умӗнче уҫса парӑр» (ПС. 61:9).
45-МӖШ ЮРӐ Чӗремри шухӑшсем
ҪАК СТАТЬЯРА a
1. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗн тума хавхалантарать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
КАМ пире яланах йӑпатма тата канаш пама пултарать? Хуравне эпир пӗлетпӗр — Иегова. Ҫавӑнпа та эпир ӑна кӗлтума пултаратпӑр. Вӑл хӑй пире ҫавна тума хавхалантарать. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем час-часах кӗлтуччӑр тет. Библире: «Чарӑнмасӑр кӗлтӑвӑр»,— тесе те каланӑ (1 Фес. 5:17). Пире Турӑпа калаҫма нимӗн те чӑрмантармасть тата эпир кирек мӗнле лару-тӑрура та унран канаш ыйтма пултаратпӑр (Ытар. 3:5, 6). Иегова уҫӑ кӑмӑллӑ Турӑ, ҫавӑнпа та вӑл пире хамӑрӑн мӗн чухлӗ кӗлтӑвас килет, ҫавӑн чухлӗ кӗлтума май парать.
2. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
2 Хамӑрӑн кӗлтума май пуррине эпир питӗ хаклатпӑр. Ҫапах та пирӗн ӗҫсем нумай пулнӑран кӗлтума вӑхӑт тупма ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Тата эпир, тен, хамӑр кӗлӗсене лайӑхлатмаллине те ӑнланатпӑр. Телее, Библире ҫак тӗлӗшрен нумай усӑллӑ канаш пур. Ҫак статьяра эпир кӗлтумашкӑн вӑхӑт тупас тесе Иисусран мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, кӗлӗсене лайӑхлатас тесе мӗн-мӗн ҫинчен кӗлтумаллине курӑпӑр. Эпир хамӑр мӗнле пилӗк япала ҫинчен кӗлтума пултарни пирки калаҫӑпӑр.
ИИСУС КӖЛТУМА ВӐХӐТ УЙӐРНӐ
3. Иисус кӗлӗ ҫинчен мӗн пӗлнӗ?
3 Иисус Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсен кӗллисене хакланине пӗлнӗ. Ҫӗр ҫине киличчен чылай маларах вӑл хӑйӗн Ашшӗ кӗлӗсем ҫине хуравланине курнӑ. Сӑмахран, Иегова Аннӑн, Давидӑн, Илиян тата хӑйӗн ытти шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен чун-чӗререн каланӑ кӗллисем ҫине хуравланӑ чухне Иисус юнашар пулнӑ (1 Патш. 1:10, 11, 20; 3 Патш. 19:4—6; Пс. 31:5). Ҫавӑнпа та Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене час-часах кӗлтумалла тата Иегова хуравласси пирки пӗртте иккӗленмелле мар тесе вӗрентнӗ (Матф. 7:7—11).
4. Кӗлтӑвас тӗлӗшрен эпир Иисусран мӗне вӗренме пултаратпӑр?
4 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗлтӑвас тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх хӑварнӑ. Ҫӗр ҫинче Иеговӑшӑн ӗҫленӗ чухне вӑл час-часах ӑна кӗлтунӑ. Ҫавна тумашкӑн унӑн ятарласа вӑхӑт уйӑрмалла пулнӑ, мӗншӗн тесен ун тавра ялан нумай халӑх пулнӑ тата унӑн час-часах пӗр пушӑ вӑхӑт та пулман (Марк 6:31, 45, 46). Иисус пӗччен пулса кӗлтӑвас тесе ир-ирех тӑнӑ (Марк 1:35). Сахалтан та пӗр хут вӑл пӗлтерӗшлӗ йышӑну тӑвас умӗн ҫӗрӗпех кӗлтунӑ (Лука 6:12, 13). Хӑй вилес умӗнхи каҫ та Иисус пӗрре анчах мар кӗлтунӑ, мӗншӗн тесен унӑн хӑйӗн ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ ӗҫне туса ҫитермелле пулнӑ, ҫавна тума вара йывӑр пуласса вӑл пӗлнӗ (Матф. 26:39, 42, 44).
5. Иисусран тӗслӗх илес тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
5 Иисусӑн тӗслӗхӗ пире хамӑрӑн ӗҫ нумай чухне те кӗлтума вӑхӑт уйӑрмаллине вӗрентет. Тен, эсир, Иисус пекех, кӗлтумашкӑн ятарласа вӑхӑт уйӑрма пултаратӑр. Сӑмахран, иртерех тӑма е каярах ҫывӑрма выртма пулать. Ҫапла тусан эпир Иеговӑна ҫак хаклӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартӑпӑр. Линн ятлӑ хӗрарӑм тӑван кӗлтума май пурри чаплӑ парне пулнине ӑнланса илсен ҫакӑ унӑн чӗрине пырса тивнӗ. Вӑл ҫапла аса илет: «Манӑн кирек хӑҫан та кӗлтума май пуррине пӗлсен эпӗ Иегова ҫине ҫывӑх тус ҫине пӑхнӑ пек пӑхма пуҫларӑм. Манӑн хамӑн кӗлӗсене лайӑхлатас килсе кайрӗ». Пирӗнтен нумайӑшӗ вӑл мӗн туйнинех туять. Ҫавӑнпа та айтӑр эпир мӗнле пилӗк япала ҫинчен кӗлтума пултарнине пӑхса тухар.
МӖНЛЕ ПИЛӖК ЯПАЛА ҪИНЧЕН КӖЛТУМАЛЛА?
6. Ӳлӗмхи 4:10, 11 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова мӗн илме тивӗҫлӗ?
6 Иеговӑна мухтӑр. Иоанн апостол ҫӳҫентерсе яракан курӑнура пӗлӗтре 24 старейшина Иеговӑна мухтанине курнӑ. Вӗсем Иегова «мухтав та, хисеп те» илме тивӗҫлӗ тесе каланӑ. (Ӳлӗмхи 4:10, 11 вуласа парӑр.) Шанчӑклӑ ангелсен те Иеговӑна мухтама нумай сӑлтав пур. Вӗсем унпа пӗлӗтре пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ӑна питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ангелсем Иеговӑн ӗҫӗсене курса тӑраҫҫӗ, ҫакӑ вӗсене ӑна мухтав кӳме хавхалантарать (Иов 38:4—7).
7. Эпир Иеговӑна мӗншӗн мухтама пултаратпӑр?
7 Пирӗн те кӗлтунӑ чухне Иеговӑна мухтамалла. Сӑмахран, кӗлӗре эпир мӗншӗн Иеговӑна юратнине тата хисепленине калама пултаратпӑр. Библи вуланӑ тата тӗпченӗ чухне Иеговӑн хӑш лайӑх енӗсем хӑвӑра пуринчен те ытларах килӗшнине асӑрхама тӑрӑшӑр (Иов 37:23; Рим 11:33). Кайран вара ҫакӑ сирӗнте мӗнле туйӑмсем вӑратни ҫинчен Иеговӑна каласа парӑр. Унсӑр пуҫне, Иеговӑна вӑл пире тата пур тӑвана та пулӑшнӑшӑн мухтама пулать. Вӑл пирӗншӗн яланах тӑрӑшать тата пире хӳтӗлет (1 Патш. 1:27; 2:1, 2).
8. Эпир Иеговӑна мӗншӗн тав тума пултаратпӑр? (1 Фессалоника 5:18).
8 Иеговӑна тав тӑвӑр. Иеговӑна пархатарлӑ пулма пирӗн нумай сӑлтав пур. (1 Фессалоника 5:18 вуласа парӑр.) Айтӑр ӑна хамӑрӑн мӗн пурришӗн тав туса тӑрар, мӗншӗн тесен пирӗн мӗн ырри пур — ҫавӑ веҫех Иеговӑран (Иак. 1:17). Сӑмахран, эпир хамӑр илемлӗ ҫӗршӗн тата Иегова тунӑ ытти япаласемшӗн тав тума пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, хамӑр пурнӑҫшӑн, ҫемьешӗн, туссемшӗн тата шанчӑк пурришӗн Турра пархатарлӑх сӑмахӗсем калама пулать. Иегова пире хӑйӗн тусӗсем пулса тӑма май панӑшӑн та эпир питӗ пархатарлӑ.
9. Мӗншӗн пирӗн Иеговӑна пархатарлӑ пулма вӗренмелле?
9 Пирӗнтен кашнин Иеговӑна хамӑр мӗншӗн пархатарлӑ пулни ҫинчен шухӑшламалла. Ҫакна тумашкӑн хӑш-пӗр чухне вӑй хума тивет, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчери ҫынсем ытларах чухне мӗн те пулин илессишӗн ҫеҫ ҫунаҫҫӗ. Нумайӑшӗн хӑйсен мӗн пурришӗн тав тума шухӑш та ҫук. Эпир те ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑллӑ пулса тӑрсан кӗлӗре мана ҫавна-ҫавна пар тесе ҫеҫ ыйтма пуҫлатпӑр. Ҫапла пулса ан тухтӑр тесен пирӗн Иеговӑна пархатарлӑ пулма вӗренмелле тата вӑл хамӑршӑн мӗн тунишӗн тав тусах тӑмалла (Лука 6:45).
10. Пархатарлӑ пулни пӗр хӗрарӑм тӑвана хуйха ӳкесрен мӗнле сыхланӑ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
10 Пархатарлӑ ҫынсене йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме ҫӑмӑлтарах. Айтӑр Кюнг-Сук хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар b. Унӑн ӳпкинче аталанса пыракан рак чирне тупнӑ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫак чир мана аптратсах ӳкерчӗ. Мана хамӑн мӗн пуррине пурне те ҫухатнӑ пек туйӑнчӗ». Кюнг-Сук питӗ хӑранӑ. Веҫех чӑтса ирттерме ӑна мӗн пулӑшнӑ? Кашни каҫ ҫывӑрас умӗн вӑл хӑйсен ҫурт тӑррине хӑпарнӑ та сасӑпа кӗлтуса Иеговӑна ҫав кунхи пилӗк пиллӗхшӗн тав тунӑ. Ҫакӑ ӑна канӑҫлӑх панӑ тата унӑн Иеговӑна хӑй ӑна мӗн тери хытӑ юратни ҫинчен калас килнӗ. Ҫак хӗрарӑм тӑван Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшнине хӑй ҫинче туйса илнӗ. Тата вӑл пурнӑҫра пиллӗхсен шучӗ йывӑрлӑхсен шутӗнчен чылай нумайрах пулнине ӑнланса илнӗ. Эпир нумай вӑхӑт хушши йывӑрлӑхсем тӳсетпӗр пулин те, пирӗн те, Кюнг-Сук тӑванӑн пекех, Иеговӑна пархатарлӑ пулма нумай сӑлтав пур. Иеговӑна кӗлӗре тав туни пире те веҫех чӑтса ирттерме тата лӑпкӑ пулма пулӑшӗ.
11. Мӗншӗн Иисус пӗлӗте таврӑнсан унӑн вӗренекенӗсене хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ?
11 Иеговӑна ырӑ хыпар сарас ӗҫре хӑвӑра хӑюлӑх пама ыйтӑр. Пӗлӗте таврӑнас умӗн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗсен хӑйӗн ҫинчен «Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех» хыпар пӗлтермелле тесе аса илтернӗ (Ап. ӗҫ. 1:8; Лука 24:46—48). Ҫавӑн хыҫҫӑн нумай та вӑхӑт иртмен, иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем Пётрпа Иоанн апостолсене ярса тытса Синедриона илсе пынӑ. Вӗсем Туррӑн ҫак шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене ырӑ хыпар сарма чарнӑ тата хӑратма хӑтланнӑ (Ап. ӗҫ. 4:18, 21). Пётрпа Иоанн вара мӗн тунӑ?
12. Апостолсен ӗҫӗсем 4:29, 31 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, вӗренекенсем мӗн тунӑ?
12 Хӑйсене хӑратасшӑн пулнӑ тӗн пуҫлӑхӗсене Пётрпа Иоанн ҫапла хуравланӑ: «Шухӑшлӑр-ха, Турӑран ытларах сире итлени Турӑ умӗнче тӗрӗс пулӗ-и? Эпир хамӑр мӗн курнине, мӗн илтнине каламасӑр тӑраймастпӑр» (Ап. ӗҫ. 4:19, 20). Пётрпа Иоана ирӗке кӑларсан вӗренекенсем Иеговӑн ирӗкне тумашкӑн унран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем: «Хӑвӑн чурусене Хӑвӑн сӑмахна хӑюллӑн калама пулӑшсамччӗ»,— тесе кӗлтунӑ. Иегова вӗсен чун-чӗререн каланӑ кӗлли ҫине хуравланӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 4:29, 31 вуласа парӑр.)
13. Джин Хёк тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
13 Влаҫсем пире ырӑ хыпар сарма чараҫҫӗ пулсан та эпир Иисусӑн вӗренекенӗсенчен тӗслӗх илсе малалла та ҫак ӗҫе тума пултаратпӑр. Акӑ Джин Хёк арҫын тӑванӑн тӗслӗхӗ. Ӑна нейтралитет тытса тӑнӑшӑн тӗрмене лартнӑ пулнӑ. Унта ӑна пӗччен лармалли камерӑсенче ларакансене апат валеҫме хушнӑ. Анчах та унӑн ҫав ҫынсемпе хӑйӗн ӗҫпе ҫыхӑнман япаласем ҫинчен, ҫав шутрах Библи ҫинчен, калаҫма юраман. Джин Хёк пур майпа та усӑ курса ырӑ хыпар сарасшӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл ҫынсемпе майне пӗлсе тата хӑюллӑн калаҫмашкӑн кӗлтуса Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ (Ап. ӗҫ. 5:29). Вӑл ҫапла калать: «Иегова манӑн кӗлӗсем ҫине хуравларӗ. Вӑл мана хӑюлӑх тата ӑслӑлӑх пачӗ. Эпӗ нумай ҫынпа камерӑсен алӑкӗсем умӗнчех пилӗкшер минут Библи вӗренеттӗм. Каҫсерен эпӗ ҫырусем ҫыраттӑм, тепӗр кунне вара вӗсене салататтӑм». Пирӗн те Иегова хамӑра ырӑ хыпар сарма пулӑшасси пирки иккӗленмелле мар. Эпир те, Джин Хёк пекех, кӗлӗре хӑюлӑхпа ӑслӑлӑх ыйтма пултаратпӑр.
14. Йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пире мӗн пулӑшма пултарать? (Псалом 36:3, 5).
14 Йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр. Пирӗнтен нумайӑшӗ тӗрлӗ чирпе, ҫав шутрах эмоцисемпе ҫыхӑннӑ чирсемпе, асапланать. Хӑшӗ-пӗрисем ҫывӑх ҫын вилнишӗн хуйхӑраҫҫӗ. Теприсен ҫемьере лару-тӑру лайӑхах мар. Хӗсӗрленине е урӑх йывӑрлӑхсене пула асапланакансем те сахал мар. Ҫутҫанталӑк инкекӗсене, пандемийӑсене, вӑрҫӑсене пула ҫак йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме тата йывӑртарах. Хӑвӑр чӗрӗрте мӗн пуррине веҫех Иеговӑна уҫса парӑр. Хӑвӑрӑн мӗн тӳсме тивнине ӑна ҫывӑх туса каласа панӑ пек каласа парӑр. Ан иккӗленӗр: Иегова сире пулӑшатех! (Псалом 36:3, 5 вуласа парӑр.)
15. Кӗлтуни пире «хуйхӑ тӳснӗ чухне чӑтӑмлӑ» пулма мӗнле пулӑшать? Тӗслӗх илсе парӑр.
15 Тӑтӑшах кӗлтуни пире «хуйхӑ тӳснӗ чухне чӑтӑмлӑ» пулма пулӑшать (Рим 12:12). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсен мӗнле йывӑрлӑхсем пуррине пӗлет. Библире вӑл «вӗсем йӗрсе йӑлӑннине илтет» тенӗ (Пс. 144:18, 19). Ҫакна пионер пулса ӗҫлекен 29 ҫулхи Кристи хӑй ҫинче туйса илнӗ. Кӗтмен ҫӗртен унӑн сывлӑхӗ вӑйлӑ хавшаса кайнӑ. Ҫавна пула унӑн йывӑр депресси пуҫланнӑ. Каярахпа вара амӑшӗ тӳрленми чирпе чирлесе ӳкнӗ. Кристи ҫапла каласа парать: «Эпӗ кашни ир кӗлтуса Иеговӑран ҫав куна пурӑнса ирттерме вӑй ыйтаттӑм. Тата эпӗ Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене тума тӑрӑшаттӑм: тӗлпулусене ҫӳреттӗм тата хам тӗллӗн Библи вӗренеттӗм». Вӑл ҫапла та хушса калать: «Кӗлтуни мана чи йывӑр самантсенче те ал усма памарӗ. Эпӗ Иегова яланах юнашар пулнине пӗлеттӗм, ҫакӑ вара питӗ йӑпататчӗ. Сывлӑхпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем часах пӗтмерӗҫ пулин те, Иегова манӑн кӗлӗсем ҫине хуравлатчӗ. Вӑл мана чун канӑҫлӑхне паратчӗ». Айтӑр манар мар: Иегова «сӑваплисене асапран хӑтармаллине... пӗлет» (2 Петр 2:9, 10).
16. Илӗртӳсемпе кӗрешмешкӗн мӗншӗн Иеговӑран пулӑшу ыйтмалла?
16 Илӗртӳсемпе кӗрешмешкӗн Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр. Ҫылӑхлӑ пулнӑран пирӗн тӗрӗс маррине тӑвас туртӑмпа пӗрмаях кӗрешме тивет. Шуйттан пире усаллине тутарас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать. Пирӗн ӑс-тӑна ирсӗрлетсе ярас тесе вӑл, сӑмахран, йӗркесӗр вӑйӑ-кулӑпа усӑ курать. Ҫавӑн пек вӑйӑ-кулла пула пирӗн ӑс-тӑн таса мар шухӑшсемпе тулма пултарать. Вӗсене пула эпир Иегова умӗнче таса мар пулса тӑма тата ҫылӑх тума та пултаратпӑр (Марк 7:21—23; Иак. 1:14, 15).
17. Илӗртӳ хыҫҫӑн каяс мар тесе кӗлӗре пулӑшу ыйтрӑмӑр пулсан, пирӗн мӗн тумалла? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
17 Илӗртӳ хыҫҫӑн каяс мар тесе пире Иеговӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ. Тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗре Иисус ҫапла каланӑ: «Илӗртӳ хыҫҫӑн кайма ан пар пире, Шуйттанран хӑтар пире» (Матф. 6:13). Иегова пире пулӑшасшӑн, анчах та пирӗн хамӑрӑн унран пулӑшу ыйтмалла. Унсӑр пуҫне, хамӑра кӗлӗре мӗн ыйтнипе килӗшӳллӗн тытмалла. Шуйттан тӗнчинче сарӑлнӑ тӗрӗс мар шухӑшсене вулас тата итлес мар тесе хамӑртан мӗн килнине веҫех тумалла (Пс. 96:10). Хамӑр ӑс-тӑна усӑллӑ шухӑшсемпе тултарас тесе Библие вуласа тӗпчемелле. Унсӑр пуҫне, эпир тӗлпулусене ҫӳренипе тата ырӑ хыпар сарнипе хамӑр ӑс-тӑна хӳтӗлетпӗр. Иегова вара пире хамӑр тӳссе ирттерме пултарайманнинчен ытларах тӳсме памӗ тесе сӑмах парать (1 Кор. 10:12, 13).
18. Пирӗн пурин те мӗн тумалла?
18 Ҫак йывӑр юлашки кунсенче Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлас тесен пирӗн пурин те нихҫанхинчен те ытларах кӗлтумалла. Иеговӑна чӗререн кӗлтума кашни кун вӑхӑт уйӑрӑр. Вӑл эпир хамӑр чӗрере мӗн пуррине уҫса парасса кӗтет (Пс. 61:9). Иегова мӗн тунишӗн пуриншӗн те ӑна мухтӑр тата тав тӑвӑр. Ырӑ хыпар сармашкӑн Иеговӑран хӑюлӑх ыйтӑр. Йывӑрлӑхсемпе е илӗртӳсемпе тӗл пулсан унран пулӑшу ыйтӑр. Иеговӑна тӑтӑшах кӗлтума сире никам та, нимӗн те ан чӑрмантартӑр. Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравлать-ши? Ҫак питӗ кирлӗ ыйтӑва эпир тепӗр статьяра сӳтсе явӑпӑр.
42-МӖШ ЮРӐ Турӑшӑн ӗҫлекенӗн кӗлли
a Эпир пирӗн кӗлӗсем ҫывӑх туса ҫырнӑ ӑшӑ ҫырусем пек пулччӑр тетпӗр. Анчах та кӗлтумашкӑн вӑхӑт тупма ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Хӑш-пӗр чухне вара эпир мӗн ҫинчен кӗлтумаллине пӗлместпӗр. Айтӑр ҫак йывӑрлӑхсене мӗнле татса памаллине пӑхса тухар.