Вулакансен ыйтӑвӗсем
Ятран каламан Ноеминӗн хурӑнташне Руфе качча илме сӗнсен, мӗншӗн вӑл Вооза «ҫакӑ мана ҫука хӑварӗ» тенӗ? (Руфь 4:1, 6, ҪТ).
Авалхи вӑхӑтра авланнӑ ҫын ача ҫуратмасӑр вилнӗ пулсан, питӗ кирлӗ ыйтусем сиксе тухнӑ. Сӑмахран, унӑн ҫӗрӗпе мӗн пулӗ? Унӑн йӑх ячӗ яланлӑхах ҫухалмӗ-и? Ҫак ыйтусем ҫине хуравлама Моисей законӗ пулӑшнӑ.
Ача-пӑчасӑр арҫын вилнӗ пулсан ун ҫӗрӗпе мӗн пулнӑ? Ҫав ҫӗре унӑн пӗртӑванӗ е ҫывӑх хурӑнташӗ еткерлӗхе илнӗ. Ҫын чухӑн пулнӑран хӑйӗн ҫӗрне сутса янӑ пулсан вара унӑн ҫемйи ҫӗрсӗр тӑрса ан юлтӑр тесе ҫӗрне ҫывӑх хурӑнташӗ каялла тӳлесе илме пултарнӑ (Лев. 25:23—28; Йыша шутл. 27:8—11).
Вилнӗ израильтянинӑн йӑх ячӗ мӗнле упранса юлнӑ? Израильтянин вилсен пиччӗшӗ е шӑллӗ унӑн тӑлӑх арӑмне качча илнӗ. Вӗсен ҫуралнӑ ачи вара вилнин ятне илнӗ тата унӑн ҫӗрне еткерлӗхе илнӗ. Ҫапла майпа мӑшӑрланни тӑлӑх арӑма та хӳтӗленӗ (Сак. аст. 25:5—7; Матф. 22:23—28).
Ноеминь тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл Елимелех арӑмӗ пулнӑ. Упӑшкипе икӗ ачи вилсен, вӑл тӑрантарса усракансӑр тӑрса юлнӑ (Руфь 1:1—5). Иудейӑна таврӑнсан, Ноеминь хӑйӗн кинне, Руфе, Вооза хӑйсен ҫӗрне тӳлесе илме ыйтма каланӑ. Вооз Елимелехӑн ҫывӑх хурӑнташӗ пулнӑ. Анчах Вооз Ноеминӗн тата ҫывӑхрах хурӑнташӗ пулнине пӗлнӗ (Руфь 2:1, 19, 20; Руфь 3:1—4). Унӑн ятне Библире ҫырман. Чи малтан ҫав арҫынпа пырса калаҫмалла пулнӑ (Руфь 3:9, 12, 13).
Малтанах ҫав арҫын пулӑшма килӗшнӗ (Руфь 4:1—4). Укҫа тӑкакламалла пулнӑ пулсан та, вӑл ҫакна ӑнланнӑ: Ноеминь Елимелехӑн ҫӗрне еткерлӗхе илме пултаракан ача ҫуратаймасть. Ҫавӑнпа та ҫӗр ӑна лекнӗ пулӗччӗ. Апла ҫакӑ тупӑшлӑ килӗшӳ пулма пултарнӑ.
Анчах та ҫав израильтянин унӑн Руфе те качча илмеллине пӗлсен хӑйӗн шухӑшне улӑштарнӑ. Вӑл Елимелех ҫӗрӗ пирки ҫапла каланӑ: «Эпӗ ӑна тӳлесе илейместӗп, мӗншӗн тесен ҫакӑ мана ҫука хӑварӗ» (Руфь 4:5, 6, ҪТ). Мӗншӗн-ха вӑл хӑй шухӑшне улӑштарнӑ?
Вӑл хӑй е урӑх израильтянин Руфе качча илсен, лешӗ вара ывӑл ача ҫуратсан, Елимелехӑн ҫӗрӗ ҫав ачана еткерлӗхе юлнӑ пулӗччӗ. Ҫакӑ ятне каламан израильтянина мӗнле ҫука хӑварма пултарнӑ-ха? Библире ҫакӑн ҫинчен нимӗн те ҫырса паман, анчах та ҫакӑн пек темиҫе сӑлтав пулма пултарать.
Пӗрремӗшӗнчен, вӑл ҫакӑ пустуй укҫа пӗтерни ҫеҫ тесе шутлама пултарнӑ. Мӗншӗн тесен ҫӗрӗ хӑйне мар, Руфӗн ывӑлне лекнӗ пулӗччӗ.
Иккӗмӗшӗнчен, унӑн Номине те, Руфе те тӑрантарса усрамалла пулнӑ пулӗччӗ.
Виҫҫӗмӗшӗнчен, Руфь ачасем ҫуратнӑ пулсан, ҫав арҫыннӑн пурлӑхне унччен пулнӑ ачисем кӑна мар, Руфьрен ҫуралнӑ ачисем те еткерлӗхе илнӗ пулӗччӗҫ.
Тӑваттӑмӗшӗнчен, унӑн ача пулман пулсан, Руфьрен ҫуралнӑ ывӑл Елимелехӑн ҫӗрне кӑна мар, ҫав арҫыннӑн ҫӗрне те еткерлӗхе илнӗ пулӗччӗ. Ҫав израильтянин вилнӗ хыҫҫӑн ҫӗр Елимелех ятне илнӗ ывӑлне куҫнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑнпа вӑл Ноемине пулӑшсан хӑйӗн ҫӗрне те, йӑх ятне те ҫухатасран хӑранӑ. Вӑл ҫӗре тӳлесе илме Вооза ыйтнӑ, мӗншӗн тесен лешӗ ҫӗре тӳлесе илме тивӗҫлисенчен тепри пулнӑ. Вооз вара мӗн тунӑ? Вӑл вилнӗ хурӑнташӗн ячӗ сыхланса юлтӑр тенӗ, ҫавӑнпа килӗшнӗ (Руфь 4:10).
Ятран асӑнман израильтяниншӑн хӑйӗн ятне тата еткерлӗхне упраса хӑварасси пӗлтерӗшлӗрех пулнӑ пулас. Пуринчен ытла вӑл хӑйӗн ҫинчен шутланӑ. Ҫапах та, вӑл тем пек тӑрӑшнӑ пулсан та, халӗ унӑн ятне никам та пӗлмест. Унсӑр пуҫне, Воозпа танлаштарсан, вӑл чаплӑ мая, Иисус Христосӑн — Мессийӑн — мӑнаслашшӗ пулса тӑрас мая, ҫухатнӑ. Ҫав израильтянин хӑйӗн ҫинчен ҫеҫ шутлани тата кама пулӑшу кирлӗ, ҫавсене пулӑшасшӑн пулманни ним лайӑххи патне те илсе ҫитермен (Матф. 1:5; Лука 3:23, 32).