Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

14-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Пурте эсир манӑн вӗренекенсем пулнине пӗлӗҫ»

«Пурте эсир манӑн вӗренекенсем пулнине пӗлӗҫ»

«Сирӗн хушшӑрта юрату пулсан, пурте эсир манӑн вӗренекенсем пулнине пӗлӗҫ» (ИОАНН 13:35).

106-МӖШ ЮРӐ Пирӗн юрату ӳссе пытӑр

ҪАК СТАТЬЯРА a

Иеговӑн халӑхӗ хушшинчи юрату Свидетельсем пулман ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳрет? (1-мӗш абзаца пӑхӑр)

1. Пирӗн тӗлпулусене пӗрремӗш хут килнӗ нумай ҫын ҫине мӗн вӑйлӑ витӗм кӳрет? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

 ИЕГОВА СВИДЕТЕЛӖСЕН Патшалӑх залӗнче пӗрремӗш хут пулнӑ мӑшӑра куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Хӑйсене ӑшшӑн кӗтсе илни тата пурте пӗр-пӗрне юратни вӗсем ҫине вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. Киле таврӑннӑ чухне арӑмӗ упӑшкине: «Свидетельсем ыттисенчен хытӑ уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Мана вӗсем патӗнче килӗшрӗ»,— тенӗ.

2. Мӗншӗн хӑш-пӗрисем Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ?

2 Иегова Свидетелӗсем хушшинчи пек юрату урӑх ниҫта та ҫук. Паллах, вӗсен ҫитменлӗхсем те пур (1 Иоанн 1:8). Ҫавӑнпа та тӑвансемпе ҫывӑхланса пынӑҫемӗн вӗсен ҫитменлӗхӗсене те ытларах куратпӑр (Рим 3:23). Шел пулин те, ҫавна пула пирӗнтен хӑш-пӗрисем Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ.

3. Чӑн христиансем ыттисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ? (Иоанн 13:34, 35).

3 Айтӑр статьян тӗп сӑвӑ йӗркине тепӗр хут пӑхар. (Иоанн 13:34, 35 вуласа парӑр.) Чӑн христиансене ыттисенчен мӗнле уйӑрса илме пулать? Вӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнинчен мар, пӗр-пӗрне юратнинчен палласа илме пулать. Тата асӑрхӑр-ха, Иисус: «Хӑвӑр манӑн вӗренекенсем пулнине эсир пӗлӗр»,— темен. Вӑл: «Пурте эсир манӑн вӗренекенсем пулнине пӗлӗҫ»,— тенӗ. Вӑл ҫакна палӑртнӑ: хӑй хыҫҫӑн пыракансем кӑна мар, ытти ҫынсем те чӑн христиансене вӗсем пӗр-пӗрне чунтан юратнинчен палласа илӗҫ.

4. Хӑш-пӗрисен чӑн христиансем пирки мӗн пӗлес килет?

4 Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсем ҫапла ыйтма пултараҫҫӗ: «Мӗнле майпа чӑн христиансем хушшинчи юрату вӗсене палласа илме пулӑшать? Иисус апостолсене юратнине мӗнле кӑтартнӑ? Унран тӗслӗх илес тесен мӗн тумалла?» Ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшлани Свидетельсемшӗн те усӑллӑ пулӗ. Ҫакӑ пире тӑвансене, уйрӑмах вӗсем хӑйсене тӗрӗс мар тытнӑ чухне, юратнине лайӑхрах кӑтартма пулӑшӗ (Эф. 5:2).

МӖНЛЕ МАЙПА ЧӐН ХРИСТИАНСЕМ ХУШШИНЧИ ЮРАТУ ВӖСЕНЕ ПАЛЛАСА ИЛМЕ ПУЛӐШАТЬ?

5. Иоанн 15:12, 13 сӑвӑ йӗркисенчи Иисусӑн сӑмахӗсене ӑнлантарса парӑр.

5 Христос хӑйӗн вӗренекенӗсем хушшинчи юрату уйрӑлса тӑрӗ тесе уҫҫӑн каланӑ. (Иоанн 15:12, 13 вуласа парӑр.) Вӑл вӗренекенӗсене мӗн каланине асӑрхӑр-ха: «Эпӗ сире юратнӑ пекех, эсир те пӗр-пӗрне юратӑр». Ҫакӑнпа вӑл мӗн каласшӑн пулнӑ-ши? Вӑл вӗренекенӗсене ыттисене хӑйсенчен те ытларах юратма хушнӑ. Ҫавӑн пек юратакан христианин, кирлӗ пулсан, пӗр пек ӗненекеншӗн вилме те хатӗр b.

6. Турӑ Сӑмахӗ юрату питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине мӗнле кӑтартать?

6 Турӑ Сӑмахӗ юрату питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартать. Нумай ҫын Библири ҫак сӑвӑ йӗркисене лайӑх пӗлет: «Турӑ — юрату вӑл» (1 Иоанн 4:8); «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» (Матф. 22:39); «Юратни нумай ҫылӑха каҫарать» (1 Петр 4:8); «Юрату нихӑҫан та пӗтмӗ» (1 Кор. 13:8). Ҫаксем тата Библири ытти вырӑнсем ҫак лайӑх ене аталантармаллине тата кӑтартмаллине палӑртаҫҫӗ.

7. Мӗншӗн Шуйттан ҫынсене пӗр-пӗрне юратма тата пӗрлӗхре пурӑнма вӗрентеймест?

7 Нумай ҫын чӑн тӗне мӗнле уйӑрса илмеллине пӗлесшӗн. Хӑш-пӗрисем ҫапла шутлаҫҫӗ: «Тӗрлӗ тӗнри ҫынсем кашниех хӑйӗн тӗнӗ пирки чӑн тӗн теҫҫӗ, анчах та кашни тӗн Турӑ ҫинчен хӑйне майлӑ вӗрентет». Шуйттан ҫынсене арпаштарса ярас тесе нумай суя тӗн пуҫарса янӑ. Анчах та вӑл пӗр-пӗрне юратакан ҫынсенчен тӑракан пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑха йӗркелеймест. Ҫакна Иегова ҫеҫ тума пултарать, мӗншӗн тесен шӑп вӑл юратӑвӑн ҫӑлкуҫӗ. Кама Иегова хӑйӗн святой сывлӑшне парать тата пиллет, ҫавсем кӑна пӗр-пӗрне чӑннипех юратма пултараҫҫӗ (1 Иоанн 4:7). Акӑ мӗншӗн Иисус хӑйӗн чӑн вӗренекенӗсене вӗсем пӗр-пӗрне чунтан-вартан юратнинчен палласа илме пулать тенӗ.

8, 9. Иегова Свидетелӗсем хушшинчи юрату нумай ҫын ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

8 Иисус пророкла каланӑ пекех, ҫынсем унӑн чӑн вӗренекенӗсене вӗсем пӗр-пӗрне юратнинчен палласа илеҫҫӗ. Тӗслӗхшӗн И́ен ятлӑ арҫын тӑван хӑй пӗрремӗш хут пулса курнӑ конгреса аса илсе мӗн каланине пӑхар. Ҫав конгресс унӑн килӗпе юнашар вырнаҫнӑ стадионра иртнӗ. Конгресс умӗн темиҫе уйӑх маларах Иен унта матч курма кайнӑ пулнӑ. Вӑл каласа парать: «Мӗн тери пысӑк уйрӑмлӑх! Свидетельсем ырӑ кӑмӑллӑччӗ, лайӑх тумланнӑччӗ. Вӗсен ачисем хӑйсене лайӑх тытатчӗҫ». Иен ҫапла та калать: «Вӗсем телейлӗ пулни тата чӗринче канӑҫлӑх туйни курӑнатчӗ. Манӑн вара шӑп ҫавӑн пек пурнӑҫпа пурӑнас килетчӗ. Конгресра мӗн каланинчен пуҫра нимӗн те юлмарӗ, Свидетельсем хӑйсене мӗнле тытнине вара эпӗ халӗ те астӑватӑп» c. Паллах, эпир пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратнӑран хамӑра ҫапла тытатпӑр. Юрату пире тӑвансемпе ырӑ пулма тата вӗсене хисеплеме хавхалантарать.

9 Джон ятлӑ арҫын тӑванӑн та тӗлпулусене ҫӳреме пуҫласан ҫавӑн пекрех туйӑмсем пулнӑ: «Кашниех ырӑ кӑмӑллӑ... пулни мана тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Вӗсем мана святой ҫынсем пек туйӑнатчӗҫ. Свидетельсем чун-чӗререн юратнине кура хам чӑн тӗне тупнине ӑнлантӑм» d. Ҫакӑн пек тӗслӗхсем Иеговӑн ӗҫлекенӗсем чӑн христиансем пулнине кӑтартса параҫҫӗ.

10. Уйрӑмах хӑҫан эпир тӑвансене юратнине кӑтартма пултаратпӑр? (Сноскӑна та пӑхӑр.)

10 Каларӑмӑр ӗнтӗ, пухури пур тӑванӑн та ҫитменлӗхсем пур. Хушӑран вӗсем мӗн те пулин каласа е туса пире кӳрентерме пултараҫҫӗ (Иак. 3:2) e. Уйрӑмах ҫавӑн пек чухне пирӗн тӑвансене юратнине сӑмахпа та, ӗҫпе те кӑтартма май уҫӑлать. Ҫак тӗлӗшрен эпир Иисусран мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Иоанн 13:15).

ИИСУС АПОСТОЛСЕНЕ ЮРАТНИНЕ МӖНЛЕ КӐТАРТНӐ?

Апостолсем йӑнӑшсем тунӑ чухне те Иисус вӗсене юратнӑ (11—13 абзацсене пӑхӑр)

11. Иаковпа Иоанн мӗнле япӑх енсем кӑтартнӑ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

11 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсенчен вӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пуласса кӗтмен. Вӑл вӗсене хӑйсене Иегова ырлатӑр тесе улшӑнма ыррӑн пулӑшнӑ. Пӗррехинче Иаковпа Иоанн апостолсем хӑйсем валли Турӑ Патшалӑхӗнче пысӑк вырӑн ыйтмашкӑн Иисус патне хӑйсен амӑшне янӑ (Матф. 20:20, 21). Ҫакӑ вӗсем мӑнкӑмӑллӑ пулнине тата ыттисенчен пысӑкрах вырӑн йышӑнасшӑн пулнине кӑтартнӑ (Ытар. 16:18).

12. Иаковпа Иоанн ҫеҫ япӑх енсем кӑтартнӑ-и? Ӑнлантарса парӑр.

12 Ҫав лару-тӑрура Иаковпа Иоанӑн ҫеҫ япӑх енсем палӑрнӑ-ши? Ытти апостолсем хӑйсене мӗнле тытнине пӑхӑр-ха: «Ҫакна илтсен тепӗр 10 вӗренекенӗ ҫак икӗ пӗртӑван ҫине тарӑхса кайнӑ» (Матф. 20:24). Вӗсем Иаковпа Иоана тем те пӗр каласа пӗтернӗ пулӗ. Тен, вӗсем ҫапла каланӑ: «Мӗн ячӗпе эсир Патшалӑхра пысӑкрах вырӑн ыйтатӑр? Хӑвӑра пирӗнтен лайӑхрах тетӗр-им? Эсир ҫеҫ ҫанӑ тавӑрса Иисуспа ӗҫленӗ-и? Эпир те, сирӗн пекех, пысӑк вырӑн йышӑнма тивӗҫлӗ». Апостолсем кирек мӗн каланӑ пулсан та, ҫав самантра вӗсем пӗр-пӗрне юратнине кӑтартман.

13. Апостолсем хӑйсене тӗрӗс мар тытсан Иисус хӑйне мӗнле тытнӑ? (Матфей 20:25—28).

13 Иисус вара ҫав лару-тӑрура хӑйне мӗнле тытнӑ? Вӑл тарӑхса кайман. Кусем вырӑнне лайӑхрах апостолсене, хӑйсене кӗҫӗне хуракан тата пӗр-пӗрне юратакан апостолсене, тупатӑп темен. Пачах урӑхла, вӑл ҫав арҫынсемпе тӳсӗмлӗн калаҫнӑ. (Матфей 20:25—28 вуласа парӑр.) Апостолсем пӗрре анчах мар хӑйсем хушшинче кам аслӑрах пулни пирки тавлашнӑ пулин те, Иисус вӗсене юратма пӑрахман (Марк 9:34; Лука 22:24).

14. Апостолсем мӗнле ҫынсем хушшинче ӳссе ҫитӗннӗ?

14 Иисус апостолсем мӗнле культурӑра, мӗнле ҫынсем хушшинче ӳссе ҫитӗннине шута илнӗ паллах (Иоанн 2:24, 25). Фарисейсемпе саккунҫӑсем обществӑра пысӑк вырӑн йышӑнни, ятлӑ-сумлӑ пулни питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шутланӑ (Матф. 23:6; 2010 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Иисус и его ученики проповедовали в синагогах» статьяпа танлаштарӑр). Унсӑр пуҫне, ҫав тӗн ертӳҫисем хӑйсене тӳрӗ ҫынсем тенӗ, ыттисене вара ним вырӑнне те хуман (Лука 18:9—12) f. Иисус ҫакна ӑнланнӑ: ҫавӑн пек ҫынсем хушшинче пурӑннине пула апостолсем хӑйсем ҫине те, ыттисем ҫине те тӗрӗс мар пӑхма пултарнӑ (Ытар. 19:11). Вӑл вӗренекенӗсем нихӑҫан та йӑнӑш тумӗҫ тесе шутламан. Лешӗсем йӑнӑшсан вара вӗсемпе тӳсӗмлӗ пулнӑ. Иисус вӗсем ырӑ чӗреллӗ пулнине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа тӳсӗмлӗн вӗсене мӑнкӑмӑллӑха, чапшӑн ҫунассине пӗтерсе хӑйсене кӗҫӗне хума тата ыттисене юратма вӗрентнӗ.

ИИСУСРАН ТӖСЛӖХ ИЛЕС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

15. Иаковпа тата Иоанпа мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

15 Иаковпа тата Иоанпа мӗн пулса тухнинчен эпир нумай вӗренме пултаратпӑр. Паллах, вӗсем Турӑ Патшалӑхӗнче хӑйсем валли пысӑк вырӑн ыйтса тӗрӗс мар тунӑ. Анчах та ытти апостолсем те хӑйсене тӗрӗс мар тытнӑ, вӗсем пӗрлӗхе упрама тӑрӑшман. Ҫапах та Иисус 12 апостолне те юратнӑ тата хӑйне вӗсемпе ыррӑн тытнӑ. Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр? Тӑвансем мӗн туни ҫеҫ мар, вӗсем йӑнӑш тусан эпир хамӑра мӗнле тытни те пӗлтерӗшлӗ. Хамӑра тӗрӗс тытма мӗн пулӑшӗ-ши? Пире кам та пулин кулянтарсан хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем пама пулать: «Мӗншӗн эпӗ ҫав тери хытӑ кулянса ӳкрӗм? Ҫакӑ манӑн япӑх ен пуррине, манӑн хамӑн тӳрленмеллине пӗлтермест-ши? Тен, хама кӳрентерекен халь йывӑрлӑхсем тӳсет? Кӳренме чӑнах та сӑлтав пур пулсан та эпӗ хама кӳрентерекене каҫарса ӑна чунтан юратнине кӑтартма пултаратӑп-и?» Пӗр-пӗрне юратнипе эпир Иисусӑн чӑн вӗренекенӗсем пулнине кӑтартатпӑр.

16. Иисусран тата мӗне вӗренме пулать?

16 Иисусран тӗслӗх илсе пирӗн тӑвансене ӑнланма тӑрӑшмалла (Ытар. 20:5). Паллах, Иисус ҫын чӗрине курнӑ. Эпир вара ҫавна тӑваймастпӑр. Ҫапах та эпир хамӑра кӳрентерекен тӑвансемпе тӳсӗмлӗ пулма пултаратпӑр (Эф. 4:1, 2; 1 Петр 3:8). Ҫакна тума ҫӑмӑлтарах пултӑр тесен вара пирӗн тӑвансене лайӑхрах пӗлме тӑрӑшмалла. Айтӑр пӗр тӗслӗх пӑхса тухар.

17. Тӑванпа ҫывӑхрах паллашни пӗр район старейшинине мӗнле усӑ панӑ?

17 Хӗвелтухӑҫ Африкӑри район старейшини малтан пӗр арҫын тӑванӑн характерӗ питӗ япӑх тесе шутланӑ. Вара вӑл мӗн тунӑ-ши? «Тӑванран пӑрӑнса ҫӳрес вырӑнне эпӗ унпа ҫывӑхрах паллашас терӗм»,— тет вӑл. Ҫакӑ район старейшинине тӑван мӗнле лару-тӑрура ӳссе ҫитӗнни унӑн характерӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнине курма пулӑшнӑ. Вӑл малалла ҫапла калать: «Ӑна ыттисемпе килӗштерсе пурӑнас тесе улшӑнусем тума мӗн тери йывӑр пулнине пӗлсен тата вӑл мӗнле ҫитӗнӳсем тунине курсан, манӑн ӑна мухтас килсе кайрӗ. Халӗ вӑл манӑн лайӑх тус». Чӑнах та, тӑвансене ӑнланма тӑрӑшсан вӗсене юратма та ҫӑмӑлтарах пулӗ.

18. Пире кӳрентерсен хамӑра мӗнле ыйтусем памалла? (Ытарӑшсем 26:20).

18 Тен, эпир хамӑра кӳрентернӗ тӑванпа калаҫса илме шутлатпӑр. Анчах та малтан хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем парсан лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Эпӗ веҫех тӗрӗс ӑнлантӑм-ши? [Ытар. 18:13]. Тен, тӑван мана кӳрентересшӗн пулман та? [Еккл. 7:20]. Эпӗ хам та ҫавӑн пекрех йӑнӑш туман-и? [Еккл. 7:21, 22]. Тӑванпа калаҫса эпӗ йывӑрлӑха татса парас вырӑнне лару-тӑрӑва япӑхлатса ямастӑп-ши?» (Ытарӑшсем 26:20 вуласа парӑр.) Ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхсан эпир тӑвана юратнӑран хамӑр хушӑра мӗн пулса иртнине, тен, манса каяс тейӗпӗр.

19. Эсир мӗн тума шут тытрӑр?

19 Иегова Свидетелӗсем пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ. Ҫакӑ вара вӗсем Иисусӑн чӑн вӗренекенӗсем пулнине ҫирӗплетсе парать. Христос хыҫҫӑн пынине кӑтартас тесен пирӗнтен кашнин мӗн тумалла? Тӑвансен ҫитменлӗхӗсене пӑхмасӑрах вӗсене чунтан-вартан юратмалла. Эпир пӗр-пӗрне ҫапла юратнине курса ҫынсем чӑн тӗне уйӑрса илме пултарӗҫ, вара пирӗнпе пӗрле Иеговӑна, юрату Туррине, пуҫҫапма пуҫлӗҫ. Айтӑр чӑн христиансене уйӑрса илме пулӑшакан юратӑва малалла та кӑтартар.

17-МӖШ ЮРӐ Хаваспах пулӑшӑп!

a Нумайӑшӗ эпир пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратнине кура чӑнлӑха пӗлесшӗн. Анчах та ҫитменлӗхсем пулнӑран пире пӗр-пӗрне юратма хушӑран ҫӑмӑл мар. Айтӑр мӗншӗн тӑвансене юратмаллине тата вӗсем йӑнӑшсем тусан Иисусран тӗслӗх мӗнле илмеллине пӑхса тухар.

c 2012 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Наконец моя жизнь обрела смысл!» статьяна пӑхӑр, 13—14 страницӑсем.

d 2012 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Я считал, что жизнь удалась» статьяна пӑхӑр, 18—19 страницӑсем.

e Ҫак статьяра старейшинӑсен пӑхса тухмалли йывӑр ҫылӑхсем ҫинчен, сӑмахран, 1 Коринф 6:9, 10 сӑвӑ йӗркисенче асӑннӑ ҫылӑхсем ҫинчен, сӑмах пымасть.

f Ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен пӗр раввин ҫапла каланӑ теҫҫӗ: «Тӗнчере Авраам пек тӳрӗ ҫынсен шучӗ вӑтӑртан сахалрах пулсан, тӗнче тытӑнса тӑраймӗ. Тӳрӗ ҫынсем вӑтӑррӑн пулсан, вӗсенчен иккӗшӗ — эпӗ тата манӑн ывӑл. Ҫирӗммӗн пулсан, вӗсенчен иккӗшӗ — эпӗ тата манӑн ывӑл. Вуннӑн пулсан, вӗсенчен иккӗшӗ — эпӗ тата манӑн ывӑл. Иккӗн пулсан — эпӗ тата манӑн ывӑл. Пӗр ҫын пулсан — эпӗ».