Вулакансен ыйтӑвӗсем
Израильтянсем пушхирте маннӑпа путенесӗр пуҫне мӗн ҫисе пурӑннӑ?
Израильтянсем 40 ҫул пушхирте пулнӑ чухне, тӗпрен илсен, манна ҫисе пурӑннӑ (Тух. 16:35). Тата Библире Иегова вӗсене путене ашӗпе тӑрантарни ҫинчен икӗ хут ҫырнӑ (Тух. 16:12, 13; Йыша шутл. 11:31). Ҫапах та халӑх урӑх апата та ҫинӗ.
Сӑмахран, хӑш-пӗр чухне Иегова израильтянсене «чарӑнса тӑмалли вырӑна» илсе ҫитернӗ те халӑх унта шыв ӗҫме тата мӗн ӳснине ҫиме пултарнӑ (Йыша шутл. 10:33). Ҫавӑн пек вырӑнсенчен пӗри Елим пулнӑ, «унта вуникӗ ҫӑлкуҫӗ пулнӑ, ҫитмӗл финик йывӑҫӗ ӳснӗ». Кунта финик пальми пирки сӑмах пырать пулмалла (Тух. 15:27). Пӗр кӗнекере ҫапла каланӑ: «Финик пальми питӗ нумай вырӑнта ӳсет... Вӑл пушхирте чи анлӑ сарӑлнӑ ҫимӗҫ паракан йывӑҫ. Ҫак йывӑҫ ҫынсене апат та, ҫу та, хӳтлӗх те парать» (Plants of the Bible).
Унсӑр пуҫне, тен, израильтянсем халӗ Фаран текен пысӑк оазисра чарӑнса тӑнӑ a. Вӑл юханшыв айлӑмӗнче (ӑна тата ва́ди теҫҫӗ) вырнаҫнӑ. Пӗр тӗпчев ӗҫӗнче ун пирки акӑ мӗн ҫырнӑ: «Вӑл 130 ҫухрӑма тӑсӑлать тата вӑл Синай ҫурутравӗнчи чи вӑрӑм, чи илемлӗ тата чи паллӑ вадисенчен пӗри». Ҫав тӗпчев ӗҫӗнче ҫапла та каланӑ: «Юханшыв айлӑмӗ тинӗспе тӗл пулнӑ вырӑнтан 45 ҫухрӑма яхӑн аякра, тинӗс шайӗнчен 600 метр ҫӳлерех, Фаран текен оазис вырнаҫнӑ. Пилӗк ҫухрӑма тӑсӑлакан ҫав оазисра питӗ нумай пальма ӳсет. Ҫав вырӑн питӗ илемлӗ пулнӑран ӑна Эдем пахчипе танлаштараҫҫӗ. Пин-пин финик пальми ӳснӗрен мӗн авалтанах унта нумай ҫын куҫа-куҫа килнӗ» (Discovering the World of the Bible).
Египетран тухса кайнӑ чухне израильтянсем хӑйсемпе пӗрле чуста, кӑвас чӗресӗсене тата, тен, тырӑпа ҫу илнӗ. Паллах, ҫакӑ вӗсен хӑвӑртах пӗтнӗ. Тата халӑх «вак выльӑх, шултӑра выльӑх, темӗн пысӑкӑш кӗтӳ» хӑваласа тухнӑ (Тух. 12:34—39). Анчах та пушхирти япӑх условисене пула нумай выльӑх вилсе пӗтнӗ. Тата хӑш-пӗрисене пусса ҫинӗ, теприсене вара парнене, ҫав шутрах, суя турӑсене те, парнене кӳнӗ (Ап. ӗҫ. 7:39—43) b. Ҫав-ҫавах израильтянсем пушхирте пурӑннӑ вӑхӑтра вӗсен яланах выльӑх пулнӑ. Ҫакӑ Иегова хӑйне халӑх итлемен чухне мӗн каланинчен паллӑ. Вӑл: «Сирӗн ывӑлӑрсем пушхирте 40 ҫул хушши кӗтӳҫсем пулӗҫ»,— тенӗ (Йыша шутл. 14:33, ҪТ). Апла, вӗсен кӗтӗвӗсем сӗт те, аш та панӑ пулас. Анчах та ҫакӑ виҫӗ миллиона яхӑн ҫынна 40 ҫул хушши тӑранса пурӑнмалӑх ҫитмен пулӗ c.
Израильтянсем выльӑх валли шывпа апат ӑҫтан тупнӑ-ши? d Ун чухне пушхирте ҫумӑрсем нумайрах ҫунӑ пулмалла, ҫавӑнпа ӳсентӑран та ытларах ӳснӗ. «Понимание Писания» публикацире «Аравия» текен статьяра ҫапла каланӑ: «Ҫав вӑхӑтсенче, 3 500 ҫул ытла каялла, Аравире шыв хальхинчен ытларах пулнӑ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен унта халӗ тарӑн вадисем е, урӑхла каласан, унччен юханшыв ҫулӗсем пулнӑ, анчах типсе кайнӑ айлӑмсем, питӗ нумай. Апла пулсан, ӗлӗк ҫав юханшыв ҫулӗсене тултармалӑх ҫителӗклӗ ҫумӑр ҫунӑ». Ҫав-ҫавах пушхир пурӑнма юрӑхсӑр хӑрушӑ вырӑн пулнӑ (Сак. аст. 8:14—16). Иегова израильтянсене тӗлӗнмелле майпа шыв парса тӑман пулсан, ҫынсем те, выльӑх та чӗрӗ тӑрса юлайман пулӗччӗҫ (Тух. 15:22—25; 17:1—6; Йыша шутл. 20:2, 11).
Моисей каланӑ тӑрӑх, Иегова израильтянсене маннӑпа тӑрантарасса та, вӗсем «этем ҫӑкӑрпа ҫеҫ пурӑнманнине, этем Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӑварӗнчен тухакан пур тӗрлӗ сӑмахпа та пурӑннине» ӑнланса илччӗр тесе тӑрантарнӑ (Сак. аст. 8:3).
a 1992 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнине» (выр.) пӑхӑр, 24, 25 страницӑсем.
b Библире Иеговӑна пушхирте икӗ хутчен чӗрчунсене парнене кӳни ҫинчен ҫырса панӑ. Пӗрремӗшӗ — Турӑ Ааронпа унӑн ывӑлӗсене священниксем пулма лартсан, иккӗмӗшӗ — Пасха вӑхӑтӗнче. Ҫак икӗ событи те пирӗн эрӑчченхи 1512 ҫулта, израильтянсем Египетран тухнӑ хыҫҫӑн ҫулталӑка яхӑн иртсен, пулса иртнӗ (Лев. 8:14—9:24; Йыша шутл. 9:1—5).
c Израильтянсем пушхирте 40 ҫул патнелле ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӑрҫӑра ҫӗр-ҫӗр пин выльӑх ярса илнӗ (Йыша шутл. 31:32—34). Ҫапах та вӗсем Пама пулнӑ ҫӗре кӗричченех манна ҫисе пурӑннӑ (Иис.Н. 5:10—12).
d Выльӑх манна ҫинӗ тесе калама ҫук, мӗншӗн тесен Иегова кашни израильтянина хӑй ҫисе ямалӑх ҫеҫ манна пуҫтарма хушнӑ (Тух. 16:15, 16).