Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

45-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иеговӑн сӑнарлӑ храмӗнче пуҫҫапма май пуррине хаклӑр

Иеговӑн сӑнарлӑ храмӗнче пуҫҫапма май пуррине хаклӑр

«Тӳпепе ҫӗре... Пултаракана пуҫҫапӑр» (ӲЛӖМ. 14:7).

93-МӖШ ЮРӐ Пирӗн тӗлпулусене пилле

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Ангел мӗн калать тата ҫакӑ пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

 СИРӖНПЕ ангел калаҫнӑ пулсан, эсир ӑна итленӗ пулӑттӑрччӗ-и? Шӑп хальхи вӑхӑтра ангел «пур йӑха та, пур ӑрӑва та, пур тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсене те, пур халӑхсене те» чӗнсе калать. Вӑл мӗн калать-ха? «Турӑран хӑрӑр, Ӑна мухтавлӑр... тӳпепе ҫӗре, тинӗспе ҫӑлкуҫсене Пултаракана пуҫҫапӑр» (Ӳлӗм. 14:6, 7). Иегова пӗртен-пӗр чӑн Турӑ, ҫавӑнпа та пурин те ӑна ҫеҫ пуҫҫапмалла. Иегова пире хӑйӗн аслӑ сӑнарлӑ храмӗнче ӗҫлесе тӑма чыс тунӑшӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ.

2. Мӗн вӑл Иеговӑн сӑнарлӑ храмӗ? (« Сӑнарлӑ храм мӗне пӗлтермест?» рамкӑна та пӑхӑр.)

2 Мӗн вӑл сӑнарлӑ храм тата эпир ун ҫинчен ӑҫтан ытларах пӗлме пултаратпӑр? Сӑнарлӑ храм вӑл пӗр-пӗр ҫурт мар, ҫакӑ вӑл Иегова хунӑ пуҫҫапмалли йӗрке. Иисусӑн каҫарттаракан парни унта тӗп вырӑн йышӑнать. Ҫав храм ҫинчен Павел апостол Иудейӑра пурӑннӑ еврейсем пулнӑ христиансем патне янӑ ҫырура ҫырнӑ b.

3, 4. Мӗншӗн Павел Иудейӑри христиансемшӗн пӑшӑрханнӑ тата вӗсене вӑл мӗнле пулӑшнӑ?

3 Мӗншӗн Павел Иудейӑри христиансем патне ҫыру ҫырнӑ? Ҫавна тумашкӑн сахалтан та икӗ сӑлтав пулма пултарнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, вӑл вӗсене хавхалантарасшӑн пулнӑ. Вӗсенчен нумайӑшӗ ҫуралнӑранпах иудаизм тӗнне тытса тӑнӑ. Вӗсем христиансем пулса тӑрсан вара иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем вӗсенчен кулма пултарнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен христиансен чаплӑ храм та, парне вырӑнӗ те, священниксем те пулман. Ҫакӑ христиансене кулянтарма, вӗсен ӗненӗвне хавшатма пултарнӑ (Евр. 2:1; 3:12, 14). Тен, кам та пулин каллех иудаизм тӗнне таврӑнмалла пулӗ тесе шутланӑ.

4 Иккӗмӗшӗнчен, Павел тӑвансене вӗсем Турӑ Сӑмахӗнчи «хытӑ ҫимӗҫе», урӑхла каласан, тарӑн чӑнлӑхсене е ҫӗнӗ вӗрентӳсене ӑнланмашкӑн вӑй хуманнине кӑтартнӑ (Евр. 5:11—14). Ҫав христиансенчен хӑшӗ-пӗрисем ҫаплипех Моисей законне тытса тӑнӑ пулас. Ҫавӑнпа та Павел Моисей законӗ тӑрӑх кӳнӗ парнесем ҫынсене ҫылӑхран пӗтӗмпех тасатма пултарайманнине ӑнлантарса панӑ. Ҫав сӑлтава пула закона пӑрахӑҫланӑ пулнӑ та. Малалла хӑйӗн ҫырӑвӗнче Павел тарӑнрах чӑнлӑхсем ҫинчен ҫырнӑ. Вӑл христиансене Иисус Христосӑн каҫарттаракан парнине пула илнӗ «лайӑхрах шанчӑк» пирки аса илтернӗ. Ҫав шанчӑка пула вӗсем чӑннипех те Турӑпа ҫывӑхланма пултарнӑ (Евр. 7:18, 19).

5. Еврейсем патне янӑ ҫырӑва вуланӑ чухне пирӗн мӗн ӑнланмалла тата мӗншӗн?

5 Павел еврейсене христиансем пулни иудаизм тӗнне тытса тӑнинчен лайӑхрах пулнине кӑтартнӑ. Вӗсем хӑйсем унччен Турра мӗнле пуҫҫапни «пулас япаласен ӗмӗлки» ҫеҫ пулнӑ. Христоса ӗненсе Турра пуҫҫапма пуҫлани вара — чӑнни (Кол. 2:17). Ӗмӗлке вӑл — япали хӑй мар. Еврейсем ӗлӗк-авал Турра пуҫҫапни те ӗмӗлке ҫеҫ пулнӑ. Мӗншӗн тесен каярахпа Турра пуҫҫапмалли лайӑхрах йӗрке пулнӑ. Пирӗн ҫылӑхсене каҫарас тесе тата хӑйне юрӑхлӑ пуҫҫапма пулӑшас тесе Иегова мӗн тунине пирӗн ӑнланмалла. Айтӑр ӗмӗлкене (еврейсем ӗлӗк-авал мӗнле пуҫҫапнине) чӑннипе (христиансем мӗнле пуҫҫапнипе) танлаштарар. Ҫакӑ пире сӑнарлӑ храм мӗн иккенне тата вӑл пирӗнпе мӗнле ҫыхӑннине лайӑхрах ӑнланма пулӑшӗ.

СӐВАПЛӐ ЧАТӐР

6. Сӑваплӑ чатӑр мӗн тума кирлӗ пулнӑ?

6 Еврейсем ӗлӗк-авал Турра мӗнле пуҫҫапнӑ? Сӑнарлӑ храм пирки каланӑ чухне Павел апостол ӑна пирӗн эрӑчченхи 1512 ҫулта Моисей лартнӑ сӑваплӑ чатӑрпа танлаштарнӑ. («Еврейсем ӗлӗк-авал Турра мӗнле пуҫҫапнӑ? Христиансем Турра мӗнле пуҫҫапаҫҫӗ?» схемӑна пӑхӑр.) Израильтянсем вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳренӗ чухне ӑна хӑйсемпе пӗрле йӑтса ҫӳренӗ. Унпа 500 ҫула яхӑн, Иерусалимра храм туса лартиччен, усӑ курнӑ (Тух. 25:8, 9; Йыша шутл. 9:22). Израильтянсем Турра пуҫҫапмашкӑн тата ӑна парнесем кӳмешкӗн ҫав пуху чатӑрӗ патне пынӑ (Тух. 29:43—46). Христиансен вара темскер лайӑхраххи пулмалла пулнӑ, сӑваплӑ чатӑр шӑп ҫавна сӑнарласа панӑ.

7. Сӑнарлӑ храм хӑҫан йӗркеленнӗ?

7 Христиансем Турра мӗнле пуҫҫапаҫҫӗ? Авалхи сӑваплӑ чатӑр «тӳперин мӗлки» пулнӑ. Павел каланӑ тӑрӑх, вӑл «хальхине сӑнарласа парать», урӑхла каласан, Иеговӑн аслӑ сӑнарлӑ храмне (Евр. 8:5; 9:9). Апла пулсан, Павел еврейсем патне ҫыру ҫырнӑ чухне сӑнарлӑ храм пулнӑ ӗнтӗ. Вӑл пирӗн эрӑри 29-мӗш ҫулта йӗркеленнӗ. Ҫав ҫул Иисус шыва кӗнӗ, ӑна святой сывлӑшпа суйласа илнӗ тата вӑл Иеговӑн сӑнарлӑ храмӗнче «чаплӑран та чаплӑ чи аслӑ священник» пулса тӑнӑ (Евр. 4:14; Ап. ӗҫ. 10:37, 38) c.

ЧИ АСЛӐ СВЯЩЕННИК

8, 9. Израильти чи аслӑ священниксем чаплӑран та чаплӑ Чи аслӑ священникран, Иисус Христосран, мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ? (Еврейсем 7:23—27).

8 Еврейсем ӗлӗк-авал Турра мӗнле пуҫҫапнӑ? Чи аслӑ священник Турӑ умӗнче халӑхшӑн явап тытнӑ. Израильти пӗрремӗш чи аслӑ священник Аарон пулнӑ. Сӑваплӑ чатӑра халалланӑ кунах Иегова ӑна чи аслӑ священник пулса ӗҫлеме лартнӑ. Анчах та Павел ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, «священниксем ылмашӑнса тӑнӑ, мӗншӗн тесен вилӗм вӗсене хӑйсен ӗҫне малалла туса тӑма паман» d. (Еврейсем 7:23—27 вуласа парӑр.) Ҫав чи аслӑ священниксем ҫылӑхлӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗсен хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн парнесем кӳрсе тӑмалла пулнӑ. Ҫакӑнпа вӗсем чаплӑран та чаплӑ чи аслӑ священникран, Иисус Христосран, вӑйлӑ уйрӑлса тӑнӑ.

9 Христиансем Турра мӗнле пуҫҫапаҫҫӗ? Пирӗн Чи Аслӑ Священник Иисус Христос «чӑн чатӑрӑн сӑваплӑ вырӑнӗнче ӗҫлесе тӑрать», «ҫав чатӑра ҫын мар, Иегова лартнӑ» (Евр. 8:1, 2). Павел каланӑ тӑрӑх, Иисуса, «вӑл ӗмӗр-ӗмӗр пурӑннӑран, нимӗнле священник та ылмаштармӗ». Унсӑр пуҫне, апостол Иисус пирки «айӑпа кӗмен», «ҫылӑхлӑ ҫынсенчен уйрӑм тӑракан» тенӗ. Тата апостол ҫапла та каланӑ: «Ытти чи аслӑ священниксемпе танлаштарсан, унӑн кашни кунах... хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн... парнесем кӳрсе тӑмалла мар». Халӗ вара айтӑр еврейсен парне вырӑнӗсемпе вӗсем кӳнӗ парнесене христиансем кӳрекен парнесемпе танлаштарар.

ПАРНЕ ВЫРӐНӖ ТАТА ПАРНЕСЕМ

10. Еврейсем пӑхӑр парне вырӑнӗ ҫинче кӳрекен парнесем мӗн кӑтартса панӑ?

10 Еврейсем ӗлӗк-авал Турра мӗнле пуҫҫапнӑ? Сӑваплӑ чатӑра кӗмелли вырӑнта пӑхӑр парне вырӑнӗ тӑнӑ, унта Иеговӑна чӗрчунсене парнене кӳнӗ (Тух. 27:1, 2; 40:29). Анчах та ҫав парнесем ҫынсене ҫылӑхран пӗтӗмпех хӑтарайман (Евр. 10:1—4). Сӑваплӑ чатӑрта ҫулран-ҫул кӳрсе тӑракан парнесем пуласлӑхра пӗр парне кӳрессе кӑтартса панӑ. Ҫав парне этемлӗхе ҫылӑхран пӗтӗмпех тасатӗ.

11. Мӗнле парне вырӑнӗ ҫинче Иисус хӑйне парнене кӳнӗ? (Еврейсем 10:5—7, 10).

11 Христиансем Турра мӗнле пуҫҫапаҫҫӗ? Иисус хӑйне Иегова ҫӗр ҫине мӗншӗн янине пӗлнӗ: унӑн хӑйӗн пурнӑҫне ҫынсене ҫылӑхӗсенчен хӑтармашкӑн памалла пулнӑ (Матф. 20:28). Шыва кӗнипе Иисус хӑйӗнчен мӗн кӗтнине тума хатӗр пулнине кӑтартнӑ (Иоанн 6:38; Гал. 1:4). Вӑл сӑнарлӑ парне вырӑнӗ ҫинче вилнӗ. Ҫав парне вырӑнӗ Иеговӑн ирӗкне сӑнласа парать. Ҫав ирӗкпе килӗшӳллӗн Иеговӑн Ывӑлӗн хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне парнене кӳмелле пулнӑ. Иисус хӑйне ӗненекен пур ҫынӑн та ҫылӑхӗсем каҫарӑнччӑр тесе хӑйне «пӗрре тата яланлӑхах» парнене кӳнӗ. (Еврейсем 10:5—7, 10 вуласа парӑр.) Халӗ вара айтӑр сӑваплӑ чатӑра кӗрсе пӑхар.

СӐВАПЛӐ ПӲЛӖМ ТАТА СӐВАПЛӐРАН СӐВАПЛӐ ПӲЛӖМ

12. Сӑваплӑ чатӑрӑн пӳлӗмӗсене кама кӗме юранӑ?

12 Еврейсем ӗлӗк-авал Турра мӗнле пуҫҫапнӑ? Сӑваплӑ чатӑр тата Иерусалимра каярах туса лартнӑ храмсем шалтан пӗр пек пулнӑ. Унта икӗ пӳлӗм, «Сӑваплӑ» тата «Сӑваплӑран сӑваплӑ» пӳлӗмсем, пулнӑ. Вӗсене чаршав уйӑрса тӑнӑ (Евр. 9:2—5; Тух. 26:31—33). Сӑваплӑ пӳлӗмре ылтӑн ҫутаткӑҫ, фимиам тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ тата Иеговӑна парнене кӳрекен ҫӑкӑр хумалли сӗтел пулнӑ. Ҫав пӳлӗме ҫупа сӗрнӗ священниксем ҫеҫ хӑйсен тивӗҫне тума кӗме пултарнӑ (Йыша шутл. 3:3, 7, 10). Сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗмре ылтӑн килӗшӳ ковчегӗ пулнӑ, вӑл Иегова унта пулнине сӑнарласа панӑ (Тух. 25:21, 22). Унта, чаршав хыҫне, чи аслӑ священникӑн ҫеҫ кӗме юранӑ. Вӑл унта ҫулталӑкра пӗрре, Тасалмалли кун, кӗнӗ (Лев. 16:2, 17). Чи аслӑ священник хӑйӗн тата халӑхӑн ҫылӑхӗсене каҫарттармашкӑн сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗме чӗрчунсен юнне илсе кӗнӗ. Ҫак йӗрке ҫулталӑкран ҫулталӑка пынӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Иегова святой сывлӑш урлӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене сӑваплӑ чатӑрти ҫав пӳлӗмсем мӗне сӑнласа панине ӑнланма пулӑшнӑ (Евр. 9:6—8) e.

13. Сӑваплӑ пӳлӗм тата Сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗм мӗне пӗлтереҫҫӗ?

13 Христиансем Турра мӗнле пуҫҫапаҫҫӗ? 144 000 святой сывлӑшпа суйласа илнӗ Христосӑн вӗренекенӗ унпа пӗрле пӗлӗтре священниксем пулӗҫ (Ӳлӗм. 1:6; 14:1). Вӗсем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухнех Турӑ вӗсене святой сывлӑшпа суйласа илсе ывӑллӑха илет. Сӑваплӑ пӳлӗм ҫак ятарлӑ хутшӑнусене сӑнласа парать (Рим 8:15—17). Сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗм Иегова пурӑнакан пӗлӗте пӗлтерет. Сӑваплӑ пӳлӗме сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗмрен уйӑракан чаршав вара Иисусӑн кӗлеткине сӑнласа парать. Ҫын пулнӑ чухне вӑл пӗлӗте кайма пултарайман. Хӑйӗн кӗлеткине ҫынсемшӗн парнене кӳрсен Иисус пӗлӗте хӑпарнӑ та святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансене пӗлӗте кайма ҫул уҫса панӑ. Пӗлӗтри наградӑна илес тесен вӗсен те хӑйсен кӗлеткисене хӑвармалла (Евр. 10:19, 20; 1 Кор. 15:50). Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус сӑнарлӑ храмӑн сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗмне кӗнӗ. Вӑхӑт иртсен святой сывлӑшпа суйласа илнисем пурте унта унпа пӗрле пулӗҫ.

14. Мӗншӗн Иеговӑн сӑнарлӑ храмӗнче пуҫҫапни еврейсем ӗлӗк-авал Турра пуҫҫапнинчен лайӑхрах? (Еврейсем 9:12, 24—26).

14 Куртӑмӑр ӗнтӗ, Иегова хӑйӗн сӑнарлӑ храмӗнче пуҫҫапнине ырлать. Унта христиансем чи аслӑ священник Христос ертсе пынипе Турра пуҫҫапаҫҫӗ. Тата вӗсем пуҫҫапнинче тӳлесе илме панӑ парне тӗп вырӑн йышӑнать. Ҫак йӗрке израильтянсем ӗлӗк-авал Турра пуҫҫапнинчен чылай лайӑхрах. Израильти чи аслӑ священник ҫын тунӑ чатӑрти Сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗме выльӑх юнӗпе кӗнӗ. Иисус вара Иегова умне тӑрас тесе тӳпенех, чи сӑваплӑ вырӑна, кӗнӗ. Унта вӑл ҫылӑха пӗтермешкӗн хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫпа пурӑнас правине Иеговӑна панӑ. (Еврейсем 9:12, 24—26 вуласа парӑр.) Иисусӑн парни ҫылӑхсене яланлӑхах тасатса пӑрахать. Эпир пӗлӗтре пурӑнма шанатпӑр-и, е ҫӗр ҫинче-и, пурте Иеговӑна унӑн сӑнарлӑ храмӗнче пуҫҫапма пултаратпӑр. Айтӑр халӗ ҫакӑн ҫинчен ытларах пӗлер.

КАРТИШСЕМ

15. Сӑваплӑ чатӑрӑн картишӗнче кам ӗҫлесе тӑнӑ?

15 Еврейсем ӗлӗк-авал Турра мӗнле пуҫҫапнӑ? Сӑваплӑ чатӑр тавра картиш пулнӑ, унта священниксем хӑйсен тивӗҫӗсене туса тӑнӑ. Картишра пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли пысӑк пӑхӑр парне вырӑнӗ тата шыв тултарнӑ пӑхӑр савӑт тӑнӑ. Унти шывпа священниксем хӑйсен ӗҫне тума пуҫличчен ҫӑвӑннӑ (Тух. 30:17—20; 40:6—8). Каярахпа туса лартнӑ храмсенче тулашри картиш те пулнӑ. Унта ытти ҫынсем те Турра пуҫҫапма кӗме пултарнӑ.

16. Сӑнарлӑ храмӑн шалти картишӗнче тата тулашри картишӗнче кам ӗҫлесе тӑрать?

16 Христиансем Турра мӗнле пуҫҫапаҫҫӗ? Пӗлӗте хӑпарса Иисуспа пӗрле священниксем пулса тӑриччен, святой сывлӑшпа суйласа илнисем сӑнарлӑ храмӑн шалти картишӗнче шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Шыв тултарнӑ пысӑк савӑт вӗсене, унсӑр пуҫне ытти христиансене те, нравственность енчен таса пулмаллине тата Турра тӗрӗс пуҫҫапмаллине аса илтерет. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ Христосӑн тӑванӗсене пулӑшса тӑракан темӗн чухлӗ ҫын пирки вара мӗн калама пулать? Вӗсем Турра ӑҫта пуҫҫапаҫҫӗ? Иоанн апостол вӗсем престол умӗнче тӑнине курнӑ. Ҫакӑ вӑл сӑнарлӑ храмӑн тулашри картишӗ пулать. Унта вӗсем Турӑшӑн «кунӗн-ҫӗрӗн» ӗҫлесе тӑраҫҫӗ (Ӳлӗм. 7:9, 13—15). Иегова пире хӑйӗн аслӑ сӑнарлӑ храмӗнче хӑйне пуҫҫапма май панӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ!

ИЕГОВӐНА ПУҪҪАПМА МАЙ ПУРРИ ПЫСӐК ЧЫС

17. Эпир Иеговӑна мӗнле парнесем паратпӑр?

17 Хальхи вӑхӑтра пур христианинӑн та, Иеговӑна парнесем кӳме, сӑмахран, сӑваплӑ ӗҫе тумашкӑн хамӑр вӑхӑта, вӑя тата укҫа-тенке пама май пур. Ҫакӑ питӗ пысӑк чыс. Павел апостол ҫырнӑ тӑрӑх, эпир Турра пӗр чарӑнмасӑр мухтав парни кӳрсе тӑма, урӑхла каласан, «чӗлхе ҫӑвартан тухакан сӑмахсемпе ыттисене унӑн ячӗ ҫинчен каласа» пама пултаратпӑр (Евр. 13:15). Иеговӑна чи лайӑххине панипе эпир уншӑн ӗҫлесе тӑма май пуррине хакланине кӑтартатпӑр.

18. Еврейсем 10:22—25 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн мӗн туса тӑмалла? Тата пирӗн мӗн яланах асра тытмалла?

18 Еврейсем 10:22—25 вуласа парӑр. Еврейсем патне янӑ ҫырура, вӗҫнелле, Павел апостол Иеговӑна пуҫҫапнӑ май мӗн-мӗн тумаллине пӑхса тухнӑ. Пирӗн кӗлтумалла, ырӑ хыпар сармалла, тӗлпулусене ҫӳремелле тата пӗр-пӗрне хавхалантармалла. Иеговӑн кунӗ «ҫывхарса килнине курса тӑнӑ май пирӗн ҫаксем тӗлӗшӗнчен тата тӑрӑшуллӑрах» пулмалла. Ӳлӗмхи кӗнеке вӗҫӗнче Иеговӑн ангелӗ «Турра пуҫҫап» тени икӗ хут тӗл пулать (Ӳлӗм. 19:10; 22:9). Ангел ҫак сӑмахсене икӗ хутчен те калани вӗсене итлемеллине кӑтартса парать. Айтӑр Иеговӑн аслӑ сӑнарлӑ храмӗ ҫинчен калакан тарӑн чӑнлӑхсене ялан асра тытар тата хамӑр Турра пуҫҫапма май пуррине хаклар!

88-МӖШ ЮРӐ Хӑвӑн ҫулусене кӑтарт мана

a Библири тарӑн чӑнлӑхсенчен пӗри — Иеговӑн аслӑ сӑнарлӑ храмӗ ҫинчен калакан чӑнлӑх. Ҫав храм мӗн вӑл? Эпир Еврейсем патне янӑ ҫырура ун ҫинчен мӗн каланине тӗплӗн пӑхса тухӑпӑр. Ҫак статья сире Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма май пуррине ытларах хаклама пулӑшасса шанатпӑр.

b jw.org сайтра «Еврейсем патне янӑ ҫырупа паллаштарни» видеона пӑхӑр.

c Христианла грек ҫырӑвӗсенче Еврейсем патне янӑ ҫырура ҫеҫ Иисуса чи аслӑ священник тенӗ.

d Пӗр тӗпчев ӗҫӗнче каланӑ тӑрӑх, Иерусалимри храм пирӗн эрӑри 70 ҫулта арканиччен Израильте 84-а яхӑн чи аслӑ священник улшӑннӑ.

e Чи аслӑ священник Тасалмалли кун тунӑ ӗҫсем мӗне сӑнласа панӑ? jw.org сайтра «Шатёр» видеона пӑхӑр.

g 2010 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Как дух открыл, что такое духовный храм» рамкӑна пӑхӑр, 22-мӗш страница.