Усӑллӑ канашсем. Мӗн тӗпчеме пулать?
Ҫӗнӗлле ӑнлантарса панӑ вӗрентӳсене пӗлес тесен мӗн тумалла?
Эпир тӗлӗнмелле вӑхӑтра пурӑнатпӑр, мӗншӗн тесен халӗ Иегова хӑйӗн Сӑмахӗнчи нумай чӑнлӑха уҫса пырать (Дан. 12:4). Анчах та ҫӗнӗлле ӑнлантарса панисене вуласа ӗлкӗрме ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Вӗсене ӑҫта тупмалла-ши?
• «Индекс публикаций Сторожевой башни» хатӗрте «Уточнение в понимании» заголовок айӗнче ҫӗнӗлле ӑнлантарса панисене пурне те тупма пулать, унта вӗсене ҫулсем тӑрӑх пайланӑ. Вӗсене тупас тесе Watchtower Library электронлӑ библиотекӑна е «Хурал башнин онлайн-библиотекине» (выр.) уҫӑр та шырав йӗркине кавычкӑсенче «уточнение в понимании» тесе ҫырӑр.
• «Путеводитель по публикациям Свидетелей Иеговы» хатӗрте темӑсем тӑрӑх пайланӑ кӗскерех список илсе панӑ. «Свидетели Иеговы» темӑна, унтан «Взгляды и убеждения» заголовока, кайран вара «Уточнение в понимании» уҫӑр.
Ҫапла туса пӑхӑр: хӑвӑр тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне юлашки вӑхӑтра ҫӗнӗлле ӑнлантарса панисенчен пӗрне суйласа илӗр те ӑнлантарса панинче мӗн улшӑннине тата ӑна ҫӗнӗрен ӑнлантарса пама Библи тӑрӑх мӗнле сӑлтавсем пуррине тӗпчӗр.