Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

39-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Йӑваш пулни сире чӑннипех те вӑйлӑ тӑвать

Йӑваш пулни сире чӑннипех те вӑйлӑ тӑвать

«Ҫӳлхуҫа чурийӗн хирӗҫес пулмасть, унӑн пуринпе те ӑшӑ кӑмӑллӑ пулмалла» (2 ТИМ. 2:24).

120-МӖШ ЮРӐ Христос пекех йӑваш пулӑр

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Ӗҫре е шкулта пирӗнтен мӗн ҫинчен ыйтма пултараҫҫӗ?

 ПӖРЛЕ ӗҫлекен е пӗрле вӗренекен хӑвӑр мӗне ӗненни ҫинчен ыйтсан, эсир мӗн туятӑр? Тен, эсир хумханма пуҫлатӑр. Нумайӑшӗ ҫавнах туять. Анчах та хӑвӑра ыйту панинчен хӑрамалла мар, мӗншӗн тесен ҫакӑ ҫын мӗне ӗненнине курма пулӑшать. Вара пире ырӑ хыпара каласа пама ҫӑмӑлтарах пулать. Хӑш-пӗр чухне вара ҫынсем пирӗнпе килӗшменнипе е тавлашас килнипе ыйтусем параҫҫӗ. Час-часах вӗсем Иегова Свидетелӗсем пирки каланӑ суяна ӗненсе лартнипе ҫапла тӑваҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 28:22). Унсӑр пуҫне, ҫынсем «юлашки кунсенче» «килӗштереймӗҫ» тата «хытӑ кӑмӑллӑ» пулӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ (2 Тим. 3:1, 3).

2. Мӗншӗн йӑваш пулмалла?

2 Тен, эсир ҫапла шутлатӑр: кам та пулин ӗненӳ пирки ыйтусем парса тавлаштарса ярасшӑн пулнӑ чухне мӗнле-ха ырӑ та лӑпкӑ пулма пулать? Ҫак тӗлӗшрен йӑвашлӑх пулӑшать. Кам та пулин йӑваш ҫынна тавлашма хӗтӗртсен е кӗтмен ҫӗртен ыйту парсан, вӑл хӑйне алра тытма пӗлет (Ытар. 16:32). Анчах эсир калама ҫӑмӑл та тума йывӑр теме пултаратӑр. Апла, йӑвашлӑха мӗнле аталантармалла? Хамӑр мӗне ӗненнине тиркенӗ чухне йӑвашшӑн хуравлама мӗн пулӑшӗ? Сирӗн ачасем пур пулсан, вӗсене хӑйсен ӗненӗвне йӑвашшӑн хӳтӗлеме вӗрентес тесен мӗн тумалла? Айтӑр пӗлер.

ЙӐВАШЛӐХА МӖНЛЕ АТАЛАНТАРМАЛЛА?

3. Мӗншӗн йӑваш ҫын вӑйлӑ теме пулать? (2 Тимофей 2:24—26).

3 Йӑваш ҫын — ҫемҫешке мар, вӑл вӑйлӑ. Йывӑр лару-тӑрура лӑпкӑ пулма ҫирӗп кӑмӑл пулӑшать. Йӑвашлӑх святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх ен (Гал. 5:22, 23). «Йӑваш» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗпе алла вӗрентнӗ лаша пирки каланӑ чухне усӑ курнӑ. Унччен кутӑн пулнӑ, анчах алла вӗрентнӗ урхамаха куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Вӑл итлекен пулнӑ пулин те, ҫаплипех вӑйлӑ. Ҫынсем пирки те ҫавнах калама пулать. Йӑвашлӑха аталантарсан эпир вӑйлӑрах пулса тӑратпӑр. Анчах та ҫакна хамӑр вӑйпа эпир тӑваймастпӑр. Йӑваш пулас тесе Турӑран святой сывлӑш ыйтӑр. Эпир йӑваш пулса тӑма пултаратпӑр. Нумай ҫын тӗслӗхӗ ҫакна ҫирӗплетсе парать. Ҫынсем Свидетельсене тавлашма хӗтӗртнӗ чухне вӗсем ыррӑн хуравлаҫҫӗ, ҫавна пула ыттисем Свидетельсем пирки лайӑх шутлама пуҫлаҫҫӗ. (2 Тимофей 2:24—26 вуласа парӑр.) Йӑвашлӑха аталантарас тесен мӗн тумалла?

4. Йӑваш пулас тӗлӗшрен Исаакран мӗне вӗренме пулать?

4 Библире йӑваш пулнӑ нумай ҫын ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Вӗсенчен пӗри Исаак. Вӑл Филисти хули Герар ҫывӑхӗнче пурӑнма вырнаҫсан кӳршисем, ӑмсаннипе, унӑн ашшӗ алтнӑ ҫӑлсене тӑпрапа хупласа лартнӑ. Исаак тавлашса хӑйӗнни ҫинче тӑман. Вӑл урӑх ҫӗре куҫса кайнӑ та унта ҫӗнӗ ҫӑлсем алтса кӑларнӑ (Пулт. 26:12—18). Анчах та филистимсем унти шыв та пирӗн тесе каланӑ. Ҫапах та Исаак вӗсемпе вӑрҫӑнман (Пулт. 26:19—25). Ыттисем хӑйне вӑрҫтарасшӑн пулнӑ пулин те, йӑваш пулма ӑна мӗн пулӑшнӑ? Вӑл хӑйӗн ашшӗпе амӑшӗн — Авраампа Саррӑн — тӗслӗхне асра тытнӑ, ашшӗ ыттисемпе мӗнле килӗштерсе пурӑннине, амӑшӗ вара йӑваш кӑмӑллӑ пулнине курнӑ (Пулт. 21:22—34; 1 Пётр 3:4—6).

5. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене йӑваш пулма вӗрентме пултарнине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр.

5 Хаклӑ ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр та ачӑрсене йӑваш пулма вӗрентме пултараясси пирки ан иккӗленӗр. Айтӑр 17 ҫулхи Макса́нс тӗслӗхне пӑхса тухар. Шкулта тата ырӑ хыпар сарнӑ чухне унӑн час-часах хаяр ҫынсемпе калаҫма тивнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ вара ӑна тӳсӗмлӗн йӑвашлӑха аталантарма пулӑшнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Максанс ҫакна ӑнланса илнӗ: ыттисем тавлашма хӗтӗртнӗ чухне хирӗҫсе е вӑрҫса кайма чылай ҫӑмӑлтарах, чӑннипе вӑйлӑ ҫын вара хӑйне алра тытма пӗлет. Халӗ Максанс йӑваш ҫын пулса тӑнӑ.

6. Кӗлтуни йӑваш пулма пулӑшать-и? Ӑнлантарса парӑр.

6 Ҫивӗч лару-тӑрура, сӑмахран, кам та пулин пирӗн Турра е Библие хурланӑ чухне, пирӗн мӗн тумалла? Йӑвашшӑн хуравлас тесе Иеговӑран святой сывлӑш тата ӑслӑлӑх ыйтӑр. Енчен те хамӑра тӗрӗс мар тытнине ӑнланса илтӗмӗр пулсан вара мӗн тумалла? Ҫакӑн ҫинчен тепре кӗлтумалла та тепӗр хутӗнче хамӑра мӗнле тытмалли ҫинчен шухӑшласа хумалла. Вара Иегова пире хамӑра тытса чарма пулӑшас тесе тата йӑваш пулма пулӑшас тесе святой сывлӑш парӗ.

7. Мӗншӗн Библири сӑвӑ йӗркисене астуса юлма тӑрӑшмалла? (Ытарӑшсем 15:1, 18).

7 Хӑш-пӗр чухне хамӑр чӗлхене тытса чарма йывӑр. Ҫавӑн пек чухне пире Библири сӑвӑ йӗркисем пулӑшма пултараҫҫӗ. Туррӑн святой сывлӑшӗ пире вӗсене аса илтерӗ (Иоанн 14:26). Сӑмахран, Ытарӑшсем кӗнекере йӑваш пулма пулӑшакан нумай канаш пур. (Ытарӑшсем 15:1, 18 вуласа парӑр.) Тата ҫак кӗнекере ҫивӗч лару-тӑрура мӗншӗн лӑпкӑ пулмаллине кӑтартнӑ (Ытар. 10:19; 17:27; 21:23; 25:15).

ӐСЛӐ-ТӐНЛӐ ПУЛНИ ЙӐВАШ ПУЛМА МӖНЛЕ ПУЛӐШАТЬ?

8. Ҫынна ыйту пама мӗн хистенине мӗншӗн ӑнланма тӑрӑшмалла?

8 Чӑннипех те йӑваш пулас тесен ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла (Ытар. 19:11). Хӑйӗн ӗненӗвӗ пирки ыйтсан, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын хуравлама васкамасть. Ҫынсем мӗн ыйтнине е мӗн каланине айсбергӑн тӑррипе танлаштарма пулать: унӑн пысӑк пайӗ шыв айӗнче, вӑл курӑнмасть. Ҫынна ыйту пама мӗн хистенине эпир пӗлме пултараймастпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир хӑш-пӗр фактсене пӗлмесен те пултаратпӑр. Ҫавӑнпа та малтан ҫын мӗншӗн ҫавӑн пек ыйту панине ӑнланма тӑрӑшмалла, кайран кӑна хуравламалла (Ытар. 16:23).

9. Гедеон Ефрем ҫыннисене хуравланӑ чухне йӑваш тата ӑслӑ-тӑнлӑ пулни ӑҫтан курӑннӑ?

9 Гедеон Ефрем ҫыннисемпе мӗнле калаҫнине аса илер. Вӗсем Гедеонпа хирӗҫме пуҫланӑ, мӗншӗн хӑйсене Израиль тӑшманӗсемпе ҫапӑҫма маларах чӗнмен тесе ыйтнӑ. Чӑннипех вара вӗсем мӗншӗн кӳреннӗ? Тен, мӑнкӑмӑллӑ пулнӑран? Гедеон ӑслӑ-тӑнлӑ пулнӑ, вӑл Ефрем ҫыннисем хӑйсене мӗншӗн ҫапла тытнине ӑнланма тӑрӑшнӑ. Вара вӗсен туйӑмӗсене шута илсе йӑвашшӑн хуравланӑ. Ҫакӑ мӗн панӑ? Ефрем ҫыннисен «кӑмӑлӗ ҫырлахса лӑпланнӑ» (Тӳр. 8:1—3).

10. Хамӑр ӗненӗве тиркенӗ пек туйӑннӑ чухне йӑвашшӑн хуравлама мӗн пулӑшать? (1 Пётр 3:15).

10 Пӗрле ӗҫлекен е пӗрле вӗренекен мӗншӗн эсир Библири нормӑсем тӑрӑх пурӑнатӑр тесе ыйтма пултарать. Ҫавӑн пекки пулса тухсан, хамӑр мӗне ӗненни ҫинчен каласа панӑ чухне эпир вӑл мӗн шутланине шута илӗпӗр. (1 Пётр 3:15 вуласа парӑр.) Вӑл пирӗн ӗненӗве тиркесшӗн е хурласшӑн тесе ан шутлӑр. Ун вырӑнне унӑн ыйтӑвӗнчен ӑна мӗн пӑшӑрхантарнине курма тӑрӑшӑр. Ҫын кирек мӗнле тӗллевпе ыйту парать пулсан та, эпир яланах ӑшшӑн та ыррӑн хуравласшӑн. Вара хамӑр мӗн каланине пула вӑл хӑйӗн шухӑшне улӑштарма пултарать. Ыйтӑва тӳрккессӗн е пирӗнтен кулас тесе панӑ пек туйӑннӑ чухне те пирӗн ырӑ пулмалла (Рим 12:17).

Ҫын сире хӑйӗн ҫуралнӑ кунне мӗншӗн чӗнни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Ҫакӑ сире унӑн туйӑмӗсене шута илсе хуравлама пулӑшӗ (11, 12 абзацсене пӑхӑр)

11, 12. а) Йывӑр ыйту ҫине хуравлас умӗн мӗн ҫинчен шутласа пӑхмалла? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.) ӑ) Хамӑра ыйту панине пула лайӑх калаҫу пуҫланма пултарнине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр.

11 Пӗрле ӗҫлекен мӗншӗн Свидетельсем ҫуралнӑ кунсене паллӑ тумаҫҫӗ тесе ыйтсан, ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑхӑр: тен, вӑл Свидетельсен вӑхӑта хаваслӑн ирттерме пач та юрамасть тесе шутлать. Е, тен, вӑл эпир уява уявламанран пӗр-пӗрин хушшинчи хутшӑнусене пӑсса ярасран хӑрать. Ӑна лӑплантарас тесе мӗн калама пулать? Вӑл пӗрле ӗҫлекенсемшӗн тӑрӑшнишӗн тав тума пултаратпӑр тата ӗҫре хутшӑнусем лайӑх пулччӑр тесе хамӑр та тӑрӑшатпӑр теме пулать. Хамӑра ҫапла тытсан, тен, ҫын калаҫма хатӗр пулать. Вара эпир ҫуралнӑ куна уявласси ҫинчен Библире мӗн каланине ӑнлантарса пама пултарӑпӑр.

12 Хамӑра урӑх йывӑр ыйтусем парсан та эпир ҫакӑнпа усӑ курма пултаратпӑр. Сӑмахран, пӗрле вӗренекен Иегова Свидетелӗсем гомосексуализм ҫине тӗрӗс мар пӑхаҫҫӗ тесе калама пултарать. Мӗншӗн вӑл ҫапла калать? Тен, вӑл Иегова Свидетелӗсем гомосексуализм пирки мӗн шутланине ӑнлансах каймасть? Е, тен, унӑн тусӗ е пӗр-пӗр хурӑнташӗ гомосексуалист? Е вӑл эпир ун пек пурнӑҫпа пурӑнакан ҫынсене кураймастпӑр тесе шутлать? Тен, ӑна эпир пур ҫынна та юрататпӑр тесе тата кашни ҫыннӑн суйласа илме ирӗк пуррине хисеплетпӗр тесе шантармалла (1 Пётр 2:17) b. Ҫакӑн хыҫҫӑн Библири нормӑсем тӑрӑх пурӑнни ҫынсене телейлӗрех тунине каласа пама май уҫӑлма пултарать.

13. Кам та пулин пирӗнтен Турра ӗненнӗшӗн кулать пулсан, хамӑра мӗнле тытмалла?

13 Ҫын эпир мӗн каланипе пач та килӗшмест пулсан, вӑл мӗне ӗненнине пӗлетпӗр тесе шутламалла мар (Тит 3:2). Калӑпӑр, пӗрле вӗренекен эсӗ Турра ӗненсе ҫынсене култарса ҫӳретӗн тет. Ҫакӑ вӑл эволюцие ӗненнине тата ҫак теорие лайӑх ӑнланнине пӗлтерет-и? Тен, вӑл ыттисем мӗн каланине ҫеҫ калать. Наука факчӗсем пирки нумай калаҫас вырӑнне, тен, эсӗ ӑна шухӑшлаттарас тесе урӑх майсемпе усӑ курма пултаратӑн. Сӑмахран, jw.org сайтра пурнӑҫа пултарни ҫинчен мӗн каланине кӑтарт. Е ун ҫине яракан ссылкӑна ярса пар. Вӑл сайтра мӗн курнине е мӗн вуланине сӳтсе явас та тейӗ пуль. Хамӑра хисеплӗн тытнине пула ҫыннӑн Библире мӗн ҫырнине пӗлес кӑмӑл ҫуралма пултарать.

14. Пӗрле вӗренекене Иегова Свидетелӗсем ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшас тесе Нилл пирӗн сайтпа мӗнле усӑ курнӑ?

14 Нилл ятлӑ ҫамрӑк ыттисене вӗсем Иегова Свидетелӗсем пирки тӗрӗс мар шутланине кӑтартас тесе пирӗн сайтпа усӑ курать. Вӑл ҫапла каланӑ: «Пӗрле вӗренекен эсӗ наукӑпа фактсене ӗненес вырӑнне юмах-халап кӗнекине ӗненетӗн тесе пӗрмаях калатчӗ». Ҫав ача Нила хӑй мӗне ӗненнине ӑнлантарса пама май паман. Ҫавӑнпа Нил ӑна jw.org сайтри «Наука тата Библи» уйрӑм ҫине тимлеттернӗ. Каярахпа Нил вӑл сайта кӗнине ӑнланса илнӗ, мӗншӗн тесен лешӗ пурнӑҫ мӗнле пулса кайни ҫинчен калаҫма тек хирӗҫ пулман. Ҫапла туса пӑхсан, тен, сирӗн те лайӑх калаҫусем пулӗҫ.

ҪЕМЬЕПЕ ПӖРЛЕ ХАТӖРЛЕНӖР

15. Ӗненӳ пирки панӑ ыйтусем ҫине ыррӑн хуравлама ашшӗ-амӑшӗ ачисене мӗнле вӗрентме пултарать?

15 Ҫамрӑк христиансенчен шкулта хӑйсем мӗне ӗненни ҫинчен ыйтма пултараҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ вӗсене ыррӑн хуравлама мӗнле вӗрентме пултарать? (Иак. 3:13). Сӑмахран, хӑш-пӗрисем ҫапла тӑваҫҫӗ: ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне шкулта сиксе тухма пултаракан лару-тӑрусене суйласа илеҫҫӗ, вӗсене сӳтсе яваҫҫӗ, кайран вара пурте пӗрле пулма пултаракан лару-тӑрӑва выляса кӑтартаҫҫӗ. Ҫапла вара ачасене ыррӑн та хисеплӗн хуравлама вӗрентеҫҫӗ. (« Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне хатӗрленӗр» рамкӑна пӑхӑр.)

16, 17. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне инсценировкӑсем туни ҫамрӑк тӑвансене мӗнле пулӑшма пултарать?

16 Ҫакӑн пек инсценировкӑсем тунине пула ачасем хӑйсем мӗне ӗненнине ӑнлантарса пама вӗренеҫҫӗ. Ҫавна пула вӗсем Библи шанӑҫа тивӗҫлӗ кӗнеке пулнине хӑйсем кураҫҫӗ. jw.org сайтра «Вопросы молодёжи» статьясен ярӑмӗ валли ӗҫ схемисем пур. Вӗсене ҫамрӑк тӑвансен ӗненӗвне ҫирӗплетме тата ыйтусем ҫине хӑйсен сӑмахӗсемпе хуравлама пулӑшас тесе хатӗрленӗ. Ҫак статьясене пӗтӗм ҫемйипех тӗпчесен, ачисем те, ашшӗ-амӑшӗсем те хӑйсен ӗненӗвне ыррӑн та хисеплӗн хӳтӗлеме вӗренеҫҫӗ.

17 Мэ́тью ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне инсценировка туни хӑйне мӗнле пулӑшнине каласа панӑ. Вӑл шкулта ҫӗклеме пултаракан ыйтусене ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле час-часах тӗпчет. Мэтью ҫапла калать: «Эпир мана шкулта мӗнле ыйтусем пама е мӗнле лару-тӑру сиксе тухма пултарни ҫинчен шутлатпӑр, ҫавӑн пирки мӗн ҫырнине тӗпчетпӗр, вара инсценировка тӑватпӑр. Хам ӑна е кӑна мӗншӗн ӗненнине ӑнланатӑп пулсассӑн, хама лӑпкӑрах туятӑп тата ыттисене ыррӑн хуравлама та ҫӑмӑлтарах».

18. Колоссӑ 4:6-мӗшӗнче мӗн тума хавхалантарнӑ?

18 Ҫирӗплетӳсемпе фактсем илсе парсан та, ҫын итлемесен те пултарать. Йӑвашшӑн та ыррӑн калаҫсан вара ҫын хӑйне урӑхла тытма пултарать. (Колоссӑ 4:6 вуласа парӑр.) Ҫынпа калаҫнине мечӗкпе вылянипе танлаштарма пулать. Ӑна ҫемҫен пеме те, вӑркӑнтарма та пулать. Ҫемҫен пӑрахсан пӗрле вылякана мечӗке тытма ҫӑмӑлтарах, вара вӑйӑ малалла пырать. Ҫынпа калаҫасси пирки каласан та, унпа ыррӑн та туйӑмӗсене шута илсе калаҫсан, тен, вӑл пире итлеме хатӗр пулӗ. Вара калаҫу та малалла тӑсӑлӗ. Паллах, кам та пулин пирӗн ӗненӳрен куласшӑн е пирӗнпе тавлашасшӑн пулсан, эпир вӗсемпе калаҫмасан та пултаратпӑр (Ытар. 26:4). Телее, ҫавӑн пек ҫынсем нумай мар, ытларахӑшӗ итлесшӗн пулӗҫ пулӗ.

19. Мӗншӗн хамӑр мӗне ӗненнине хӳтӗленӗ чухне эпир лӑпкӑ пуласшӑн?

19 Куртӑмӑр ӗнтӗ, йӑвашлӑх пире питӗ кирлӗ. Ҫивӗч ыйту ҫӗклесен е сирӗн пирки тӗрӗс мар каласан, лӑпкӑ пулмашкӑн Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр. Ҫакна асра тытӑр: йӑваш пулсан эпир ҫын мӗн каланипе килӗшмен чухне те тавлашса каймӑпӑр. Унсӑр пуҫне, йӑвашшӑн та хисеплӗн хуравлани хӑш-пӗр итлекенсене Библи ҫине те урӑхла пӑхма пулӑшать. «Шанчӑка хӳтӗлеме ялан хатӗр пулӑр. ...Ҫакна йӑвашшӑн тата чунтан хисеплесе тӑвӑр» (1 Пётр 3:15). Эппин, айтӑр йӑвашлӑха аталантарар, вӑл пире чӑннипех вӑйлӑ тӑвать!

88-МӖШ ЮРӐ Хӑвӑн ҫулусене кӑтарт мана

a Ҫак статьяра эпир кам та пулин пирӗн ӗненӳ пирки ыйту парсан е хамӑр мӗне ӗненни пирки тиркесе калаҫсан йӑвашшӑн хуравлама мӗн пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр.

b 2016 ҫулхи «Вӑранӑр!» журналӑн 4-мӗш номерӗнчи «Что в Библии говорится о гомосексуализме?» статьяра ытларах информаци тупма пулать.

c Усӑллӑ канашсене jw.org сайтри «Ҫамрӑксен ыйтӑвӗсем» тата «Иегова Свидетелӗсем пирки час-часах паракан ыйтусем» статьясен ярӑмӗсенче тупма пулать.