Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

41-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Пётрӑн ҫырӑвӗсенчи усӑллӑ шухӑшсем

Пётрӑн ҫырӑвӗсенчи усӑллӑ шухӑшсем

«Эпӗ... ҫакӑн ҫинчен аса илтерсех тӑрӑп» (2 ПЁТР 1:12).

127-МӖШ ЮРӐ Манӑн мӗнле ҫын пулмалла?

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Турӑ Пётра хӑй виличчен кӑшт маларах мӗнле ӗҫ шанса панӑ?

 ПЁТР Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Иисус Христос ырӑ хыпар сарнӑ чухне вӑл унпа пӗрле ҫӳренӗ. Ҫак апостола пула ырӑ хыпара еврей пулман ҫынсем илтнӗ. Каярахпа вӑл ертсе пыракан советра ӗҫленӗ. Пётр вилес умӗн кӑшт маларах вара Иегова ӑна тата пӗр ӗҫ хушнӑ. Пирӗн эрӑри 62—64-мӗш ҫулсенче Турӑ ӑна икӗ ҫыру ҫырма каланӑ. Каярахпа вӗсем Библие кӗнӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсене Пётрӑн 1-мӗшпе 2-мӗш ҫырӑвӗсем теҫҫӗ. Апостол ҫак ҫырусем хӑй вилнӗ хыҫҫӑн та христиансене Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшасса шаннӑ (2 Пётр 1:12—15).

2. Мӗншӗн Пётрӑн ҫырӑвӗсем шӑп та лӑп кирлӗ вӑхӑтра пулнӑ?

2 Пётр хӑйӗн ҫырӑвӗсене тӑвансем шӑпах тӗрлӗ йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне ҫырнӑ (1 Пётр 1:6). Ун чухне пухура суя вӗрентӳсем саракансем тата аскӑнланса пурӑнма хӗтӗртекенсем тупӑннӑ (2 Пётр 2:1, 2, 14). Унсӑр пуҫне, Рим ҫарӗ Иерусалима тата унти храма аркатас вӑхӑт ҫывхарса пынӑ. Ҫав хулара пурӑннӑ христиансен сыхӑ тӑмалла пулнӑ (1 Пётр 4:7). Пётрӑн ҫырӑвӗсем тӑвансене ҫав пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме тата пулас йывӑрлӑхсене хатӗрленме пулӑшни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук b.

3. Пётрӑн ҫырӑвӗсене тӗпчени мӗнле усӑ парать?

3 Пётр хӑйӗн ҫырӑвӗсене пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем валли ҫырнӑ пулин те, Иегова ҫав ҫырусем Библие кӗччӗр тесе тӑрӑшнӑ. Апла пулсан, вӗсем пирӗншӗн те усӑллӑ (Рим 15:4). Хальхи вӑхӑтра та ҫак тӗнче пире аскӑнланса пурӑнма хӗтӗртет. Ҫавӑнпа та Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма ҫӑмӑл мар. Унсӑр пуҫне, пире пысӑк хӗн асап кӗтет, вӑл Турра пуҫҫапмалли иудей системине пӗтернӗ хӗн-асапран та пысӑкрах пулӗ. Пётрӑн икӗ ҫырӑвӗнче питӗ кирлӗ аса илтерӳсем пур. Вӗсем пире Иеговӑн кунне кӗтме, ҫынсенчен хӑранине ҫӗнтерме тата пӗр-пӗрне чунтан юратма пулӑшӗҫ. Унсӑр пуҫне, ҫав аса илтерӳсене пула старейшинӑсем пухури тӑвансемшӗн тата лайӑхрах тӑрӑшма пултарӗҫ.

ИЕГОВӐН КУННЕ КӖТӖР

4. 2 Пётр 3:3, 4 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗне пула пирӗн ӗненӳ хавшаса кайма пултарать?

4 Эпир Библири пророкла сӑмахсене ӗненмен ҫынсем хушшинче пурӑнатпӑр. Ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарса пыни ҫинчен нумай ҫул хушши каланӑран тӑшмансем пирӗнтен кулаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем нихӑҫан та ҫапла пулмӗ тесе те калаҫҫӗ. (2 Пётр 3:3, 4 вуласа парӑр.) Эпир кама ырӑ хыпар саратпӑр, ҫавсем, пӗрле ӗҫлекенсем е пирӗн хурӑнташсем ҫапла калама пултараҫҫӗ. Пётр вӗсен сӑмахӗсене пула пирӗн ӗненӳ хавшаса ан кайтӑр тесен мӗн тумаллине ӑнлантарса панӑ.

5. Ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑта чӑтӑмлӑн кӗтме пире мӗн пулӑшӗ? (2 Пётр 3:8, 9).

5 Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла шутлама пултараҫҫӗ: «Мӗншӗн Иегова ҫак усал тӗнчене халӗ те пӗтермен? Мӗншӗн вӑл тӑхтаса тӑрать?» Анчах та Пётрӑн сӑмахӗсем Иегова вӑхӑт ҫине мӗнле пӑхни ҫын мӗнле пӑхнинчен вӑйлӑ уйрӑлса тӑнине кӑтартаҫҫӗ. (2 Пётр 3:8, 9 вуласа парӑр.) Уншӑн пин ҫул пӗр кун пек. Иегова никам та ан пӗттӗр тет, ҫавӑнпа чӑтӑмлӑн кӗтет. Анчах та унӑн кунӗ ҫитсен ҫак тӗнче пӗтет. Ҫавӑнпа та айтӑр юлнӑ вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курар тата ырӑ хыпара ҫынна камне кура уйӑрмасӑр пӗлтерер.

6. Иеговӑн кунне асра тытма пире мӗн пулӑшӗ? (2 Пётр 3:11, 12).

6 Пётр пире Иеговӑн кунне асра тытма хавхалантарать. (2 Пётр 3:11, 12 вуласа парӑр.) Эпир ҫавна мӗнле тума пултаратпӑр? Пирӗн хамӑра кӗтекен ҫӗнӗ тӗнчери пурнӑҫ ҫинчен шухӑшламалла. Ҫавна кашни кун тусан лайӑх пулать. Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратӑр: эсир тап-таса уҫӑ сывлӑшпа сывлатӑр, усӑллӑ апатпа киленетӗр, чӗрӗлсе тӑнӑ ҫывӑх ҫынсене кӗтсе илетӗр тата нумай ӗмӗр каялла пурӑннӑ ҫынсене Библири пророкла сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнине каласа паратӑр. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласан эсир кӗтсе ывӑнмастӑр тата ҫакӑ сире ҫак усал тӗнче кӗҫ-вӗҫ пӗтессе шантарӗ. Хамӑра мӗнле событисем кӗтессине пӗлетпӗр пулсан, пире Иеговӑн кунӗ ҫывхарса пынине ӗненмен ҫынсем улталаймӗҫ (2 Пётр 3:17).

ҪЫНРАН АН ХӐРӐР

7. Ҫынран хӑрани пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

7 Эпир Иеговӑн кунӗ ҫывхарса пынине асра тытатпӑр, ҫавӑнпа та ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр. Апла пулин те, Библи ҫинчен калаҫма хӑш-пӗр чухне эпир хӑюлӑх ҫитерейместпӗр. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ыттисем пирӗн ҫинчен мӗн шутлӗҫ-ши е пирӗнпе мӗн тӑвӗҫ-ши тесе хӑратпӑр. Пётрпа та ҫаплах пулнӑ. Иисуса суд тунӑ каҫ вӑл хӑй пирки Иисусӑн вӗренекенӗ мар тенӗ тата ӑна пӗлместӗп тесе темиҫе хутчен те каланӑ (Матф. 26:69—75). Анчах та каярахпа ҫав апостолах ҫирӗппӗн ҫапла каланӑ: «Вӗсем мӗнрен хӑраҫҫӗ, ҫавӑнтан ан хӑрӑр тата нимӗншӗн те ан пӑшӑрханӑр» (1 Пётр 3:14). Пётрӑн сӑмахӗсем эпир ҫынран хӑрама пӑрахма пултарасса шантараҫҫӗ.

8. Ҫынран хӑранине ҫӗнтерме пире мӗн пулӑшӗ? (1 Пётр 3:15).

8 Ҫынран хӑранине ҫӗнтерме пире мӗн пулӑшӗ? Пётр ҫапла ҫырнӑ: «Хӑвӑр чӗрере Христоса Ҫӳлхуҫа тесе хисеплӗр». (1 Пётр 3:15 вуласа парӑр.) Хисеплени шутне мӗн кӗрет? Пирӗн Христос Иисус хамӑрӑн Патша пулни ҫинчен тата унӑн мӗнле власть пурри ҫинчен шухӑшламалла. Кама та пулин ырӑ хыпар пӗлтерме май тупӑнсан пӑшӑрханма пуҫласан пирӗн Патшана аса илӗр. Вӑл пӗлӗтре патша пуканӗ ҫинче ларнине тата ун тавра миллион-миллион ангел тӑнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Ӑна «тӳпере те, ҫӗр ҫинче те пӗтӗм влаҫа» панине тата «ҫак тӗнче пӗтичченех» вӑл кашни кун пирӗнпе пӗрле пулассине асра тытӑр (Матф. 28:18—20). Пётр пире хамӑр мӗне ӗненнине хӳтӗлеме ялан хатӗр пулма хавхалантарать. Сирӗн пӗрле вӗренекенсене, вӗрентекенсене, пӗрле ӗҫлекенсене е кулленхи ӗҫсене тунӑ чухне тӗл пулакан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерме кӑмӑл пур-и? Ҫавӑн пек май хӑҫан тупӑнма пултарасси ҫинчен тата ун чухне мӗн каламалли ҫинчен маларах шутласа пӑхӑр. Кӗлӗре хӑюлӑх ыйтӑр тата Иегова сире ҫынран хӑрассине ҫӗнтерме пулӑшасси пирки ан иккӗленӗр (Ап. ӗҫ. 4:29).

ПӖР-ПӖРНЕ ЧУНТАН ЮРАТӐР

Пётр Павел тӳрлетнине йышӑннӑ та улшӑнма тӑрӑшнӑ. Пётр хӑйӗн икӗ ҫырӑвӗнче те юратнине ӗҫпе кӑтартмаллине каланӑ (9-мӗш абзаца пӑхӑр)

9. Пётр мӗнле лару-тӑрура тӑвансене юратнине кӑтартман? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

9 Пётра ыттисене юратма вӗренме вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Иисус: «Эпӗ сире ҫӗнӗ заповедь паратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр. Эпӗ сире юратнӑ пекех, эсир те пӗр-пӗрне юратӑр»,— тенӗ чухне Пётр унпа юнашар пулнине эпир пӗлетпӗр (Иоанн 13:34). Апла пулин те, каярах Пётр еврей пулман тӑвансемпе пӗрле апатланма пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен хӑй пирки еврей пулнӑ христиансем мӗн шутласран хӑранӑ. Павел апостол Пётр икӗпитлӗн хӑтланнӑ тенӗ (Гал. 2:11—14). Пётр Павел тӳрлетнине йышӑннӑ та улшӑнма тӑрӑшнӑ. Вӑл хӑйӗн икӗ ҫырӑвӗнче те тӑвансене юратни вӑл туйӑм анчах пулмалла маррине, ӑна ӗҫпе те кӑтартмаллине палӑртать.

10. Пӗр-пӗрне чӑннипех, тӑванла юратма пире мӗн пулӑшӗ? Ӑнлантарса парӑр (1 Пётр 1:22).

10 Пётр пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем патне ҫапла ҫырнӑ: «Эсир пӗр-пӗрне чӑннипех, тӑванла юратрӑр». (1 Пётр 1:22 вуласа парӑр.) Чӑнлӑха пӑхӑнсан, урӑхла каласан, Библире мӗн каланине пурнӑҫа кӗртсен, эпир те ҫапла тума пултарӑпӑр. Тӗслӗхрен, Библире: «Турӑшӑн пур ҫын та — пӗрех»,— тенӗ (Ап. ӗҫ. 10:34, 35). Эпир пухури хӑш-пӗр тӑвансене ҫеҫ юрататпӑр пулсан, Иисусӑн «пӗр-пӗрне юратӑр» текен заповедьне тытса тӑратпӑр теме ҫук. Паллах, хӑш-пӗр тӑвансене эпир уйрӑмах хытӑ юратма пултаратпӑр. Иисусӑн та хӑш-пӗр вӗренекенӗсемпе хутшӑнусем ҫывӑхрах пулнӑ (Иоанн 13:23; 20:2). Ҫавах та Пётр пире пухура пурне те тӑванла юратма тӑрӑшмалла тесе аса илтерет. Ҫапла тусан пухура кашни хӑйне ҫемьери пек туйӗ (1 Пётр 2:17).

11. «Пӗр-пӗрне пӗтӗм чӗререн, хытӑ» юратмалла тени мӗне пӗлтерет?

11 Пётр пире «пӗр-пӗрне пӗтӗм чӗререн, хытӑ» юратӑр тенӗ. Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ кама юратма йывӑр, ҫавсене те юратмаллине пӗлтерет. Калӑпӑр, пире кам та кам кӳрентерчӗ. Тен, пирӗн тӳрех тавӑрас кӑмӑл ҫуралать. Иисус вӗрентнине пула Пётр хамӑра ҫапла тытни Иеговӑна килӗшменнине пӗлнӗ (Иоанн 18:10, 11). Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Усалшӑн усалпа ан тавӑрӑр, хӑвӑра сӑмахпа хӑртсан хирӗҫ ан хӑртӑр. Ун вырӑнне, пиллӗр» (1 Пётр 3:9). Ыттисене чун-чӗререн, хытӑ юратни пире хамӑра кӳрентерекенсемпе те ырӑ та тимлӗ пулма хавхалантарӗ.

12. а) Хытӑ юратни пире тата мӗн тума хавхалантарӗ? ӑ) «Пӗрлӗхе хаклӑ парнене упранӑ пек упрӑр» видеори хӑш шухӑшсем сирӗншӗн уйрӑмах усӑллӑ тесе шутлатӑр?

12 Пётр апостол хӑйӗн пӗрремӗш ҫырӑвӗнче хытӑ юратсан эпир пӗр-икӗ ҫылӑха кӑна мар, «нумай ҫылӑха» каҫарма пултарӑпӑр тенӗ (1 Пётр 4:8). Тен, вӑл хӑйне Иисус каҫарасси пирки нумай ҫул каялла мӗне вӗрентнине аса илнӗ. Ун чухне Пётр тӑвана 7 хут каҫарсан хӑй питӗ ырӑ ҫын пулнине кӑтартӗ тесе шутланӑ пулӗ. Анчах та Иисус ӑна та, унпа пӗрле пире пурне те: «77 хутчен каҫармалла»,— тенӗ (Матф. 18:21, 22). Урӑхла каласан, пирӗн пӗрмаях каҫармалла. Ҫакӑ сире ытла та йывӑр пек туйӑнсан та алла ан усӑр. Эпир пурте ҫылӑхлӑ, ҫавӑнпа та хӑш-пӗр чухне пире ыттисене каҫарма ҫӑмӑлах мар. Тӑвана каҫарса унпа мирлешес тесе пирӗн хамӑртан мӗн килнине веҫех тумалла c.

СТАРЕЙШИНӐСЕМ, ТӐВАНСЕМШӖН ТӐРӐШӐР

13. Мӗншӗн старейшинӑсене тӑвансемшӗн тӑрӑшма ҫӑмӑл пулмасан та пултарать?

13 Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Пётра: «Манӑн сурӑхӑмсене пӑх»,— тенӗ (Иоанн 21:16). Пётр ҫак сӑмахсене яланлӑхах астуса юлнӑ пулӗ. Эсӗ старейшина пулсан, Иисус панӑ хушу сана та пырса тивнине пӗлетӗн ӗнтӗ. Паллах, ҫав хушӑва пурнӑҫламашкӑн старейшинӑсене вӑхӑт тупма йывӑр пулма пултарать. Вӗсен хӑйсен ҫемйисене мӗн кирлипе тивӗҫтермелле, килтисем хӑйсене юратнине туйччӑр тесе тӑрӑшмалла тата вӗсене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшмалла. Унсӑр пуҫне, старейшинӑсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе хастаррӑн хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех, пухусенче тата конгрессенче сӑмах тухса калама питӗ тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем вара больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитетсемпе е вырӑнти строительство уйрӑмӗпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлеҫҫӗ. Пирӗн хаклӑ старейшинӑсем чӑнах та нумай тӑрӑшаҫҫӗ!

Ӗҫсем нумай пулнине пӑхмасӑрах юратакан старейшинӑсем Туррӑн сурӑхӗсемшӗн чун-чӗререн тӑрӑшаҫҫӗ (14, 15 абзацсене пӑхӑр)

14. Старейшинӑсене Туррӑн кӗтӗвне пӑхма мӗн пулӑшӗ? (1 Пётр 5:1—4).

14 Пётр апостол старейшинӑсене: «Туррӑн кӗтӗвне пӑхӑр»,— тенӗ. (1 Пётр 5:1—4 вуласа парӑр.) Хаклӑ старейшина, эсӗ тӑвансене юратнине тата вӗсемшӗн тӑрӑшасшӑн пулнине эпир пӗлетпӗр. Анчах та вӑхӑтран вӑхӑта эсӗ, тен, ӗҫсем нумай пулнӑран е хытӑ ывӑнса ҫитнӗрен тивӗҫсене урӑх туса тӑраймастӑн тесе шутлатӑн. Ун пек пулсан мӗн тумалла? Хӑвна мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен Иеговӑна каласа пар. Пётр ҫапла ҫырнӑ: «Кам ыттисемшӗн ӗҫлесе тӑрать, ҫавӑ Турӑ паракан вӑй ҫине шанса ӗҫлесе тӑтӑр» (1 Пётр 4:11). Тӑвансем тӳсекен йывӑрлӑхсем, тен, ҫӗнӗ тӗнчере ҫеҫ пӗтӗҫ. Ҫакна асра тыт: тӑвансем валли хӑв мӗн тума пултарайманнине «аслӑ кӗтӳҫӗ», Иисус Христос, тума пултарать. Хӑш-пӗр япаласене вӑл халех тӑвӗ, теприсене вара — пуласлӑхра. Турӑ старейшинӑсенчен кӗтессе те, вӗсем тӑвансене юратасса, вӗсемшӗн тӑрӑшасса тата вӗсене лайӑх тӗслӗх кӑтартасса ҫеҫ кӗтет.

15. Пӗр старейшина Иеговӑн сурӑхӗсемшӗн мӗнле тӑрӑшать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

15 Нумай ҫул хушши старейшина пулса ӗҫлекен Уи́льям тӑвансемшӗн тӑрӑшмаллине лайӑх ӑнланать. COVID-19 пандеми пуҫлансан вӗсем ытти старейшинӑсемпе пӗрле ырӑ хыпар сармалли хӑйсен ушкӑнӗнчи тӑвансенчен кашни патне эрнере пӗрре шӑнкӑравлама шутланӑ. Мӗншӗнне вӑл ҫапла ӑнлантарса парать: «Тӑвансем нумайӑшӗ килтен тухаймасӑр ларчӗҫ. Ҫакӑн пек лару-тӑрура хӑвӑртах япӑх шухӑшсем ӑшне путма пулать». Пӗр-пӗр тӑванӑн йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, Уильям ӑна мӗн кирлине тата мӗнле пулӑшмаллине ӑнланас тесе тимлӗн итлет. Кайран вӑл пирӗн сайтра тӑвана хавхалантарма пулӑшакан публикаци е видео шырать. Уильям ҫапла калать: «Старейшинӑсем тӑвансемшӗн тӑрӑшни халӗ нихӑҫанхинчен те кирлӗрех. Ҫынсене Иеговӑпа паллаштарас тесе эпир нумай вӑй хуратпӑр. Иеговӑн сурӑхӗсене пӑхма тата вӗсене чӑнлӑхра тӑрса юлма пулӑшма та самаях вӑй хумалла».

ИЕГОВА СИРЕ ВӖРЕНТСЕ ҪИТЕРТӖР

16. Пётрӑн ҫырӑвӗсенчен мӗн пӗлнипе хамӑр пурнӑҫра мӗнле усӑ курма пулать?

16 Эпир Пётрӑн ҫырӑвӗсенчи хӑш-пӗр усӑллӑ шухӑшсене ҫеҫ сӳтсе яврӑмӑр. Эсир хӑвӑрӑн хӑш енчен лайӑхланмаллине асӑрхарӑр пулӗ. Тен, сирӗн ҫӗнӗ тӗнчере хӑвӑр мӗн тӑвасси ҫинчен ытларах шухӑшлас килсе кайрӗ. Е, тен, эсир пӗрле ӗҫлекенсене, пӗрле вӗренекенсене, вӗрентекенсене е кулленхи ӗҫсене тунӑ чухне тӗл пулакан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерме тӗллев лартрӑр. Тӑвансене хытӑ юратнине кӑтартмашкӑн эсир тӗрлӗ майсемпе усӑ курасшӑн-и? Старейшинӑсем, эсир Иеговӑн сурӑхӗсене малалла та чунтан тӑрӑшса пӑхма хатӗр-и? Ҫаксем ҫинчен шухӑшланӑ чухне хӑвӑрӑн хӑш енчен те пулин улшӑнмаллине куртӑр пулсан, кулянса ан ӳкӗр. Пирӗн ырӑ Ҫӳлхуҫа сире лайӑхланма пулӑшӗ (1 Пётр 2:3). Пётр пире ҫапла шантарать: «[Турӑ] сире пӗтӗмпех вӗрентсе ҫитерӗ. Вӑл сире ҫирӗплетӗ, вӑйлӑ тӑвӗ, тӗреклентерӗ» (1 Пётр 5:10).

17. Парӑнмасан тата Иеговӑна хамӑра вӗрентме парсан эпир мӗн илӗпӗр?

17 Малтан Пётр хӑй пирки Турӑ Ывӑлӗпе пӗрле пулма тивӗҫлӗ мар тесе шутланӑ (Лука 5:8). Анчах та Иеговӑпа Иисус пулӑшнине пула вӑл парӑнман, малалла та шанчӑклӑн Христос хыҫҫӑн пынӑ. Юлашкинчен Пётр «пирӗн Ҫӳлхуҫа тата Ҫӑлакан Иисус Христосӑн ӗмӗрхи Патшалӑхне» кӗме тивӗҫлӗ пулнӑ (2 Пётр 1:11). Пётр пекех, парӑнмасан тата Иеговӑна хӑвӑра вӗрентме парсан эсир те награда — ӗмӗрлӗх пурнӑҫ — илӗр. Эсир «хӑвӑр ӗненӗвӗн тӗллевӗ патне — ҫӑлӑнӑҫ патне» — ҫитӗр (1 Пётр 1:9).

109-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне чунтан юратса пурӑнар

a Ҫак статьяра эпир Пётр апостолӑн икӗ ҫырӑвӗнчи хӑш-пӗр усӑллӑ шухӑшсене пӑхса тухӑпӑр. Хамӑр мӗн пӗлни пире йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пулӑшӗ. Унсӑр пуҫне, старейшинӑсем пухури тӑвансемшӗн лайӑхрах тӑрӑшас тесе хӑйсен мӗн тумаллине курӗҫ.

b Палестинӑра пурӑннӑ христиансем Пётрӑн икӗ ҫырӑвне те Рим ҫарӗ пирӗн эрӑри 66-мӗш ҫулта Иерусалим ҫине тапӑниччен илнӗ пулас.

c jw.org сайтра «Пӗрлӗхе хаклӑ парнене упранӑ пек упрӑр» видеона пӑхӑр.