40-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Пётр пекех, малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑрӑр!
«Ҫӳлхуҫа, эпӗ ҫылӑхлӑ ҫын, кайсам ман патӑмран» (ЛУКА 5:8).
38-МӖШ ЮРӐ Турӑ сана ҫирӗп тӑвӗ
ҪАК СТАТЬЯРА a
1. Пётр тӗлӗнмелле майпа нумай пулӑ тытсан хӑйне мӗнле тытнӑ?
ПЁТР ҫӗрӗпех пулӑ тытнӑ, анчах та нимӗн те тытайман. Иисус вара ӑна: «Тарӑнрах ҫӗре ишсе кай, тетелсене ҫавӑнта пӑрахӑр»,— тенӗ (Лука 5:4). Пётр ҫакӑнтан усси пулмасть пуль тесе шутланӑ пулин те Иисус каланӑ пек тунӑ. Вара тетелӗсене питӗ нумай пулӑ кӗнӗ, вӗсем ҫурӑлма та пуҫланӑ. Пётрпа ытти пулӑҫсем Иисус тӗлӗнмелле ӗҫ тунине ӑнлансан тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. Пётр ҫапла та кӑшкӑрса янӑ: «Ҫӳлхуҫа, эпӗ ҫылӑхлӑ ҫын, кайсам ман патӑмран» (Лука 5:6—9). Вӑл хӑйне Иисуспа пӗрле пулма тивӗҫлӗ мар тесе шутланӑ пулас.
2. Мӗншӗн Пётрӑн тӗслӗхне пӑхса тухни пирӗншӗн усӑллӑ пулать?
2 Хӑйӗн пирки «ҫылӑхлӑ ҫын» тесе Пётр тӗрӗс каланӑ. Библире Пётр хӑш-пӗр чухне хӑй мӗн тунишӗн е мӗн каланишӗн ӳкӗнни курӑнать. Сирӗнпе те ҫавӑн пекки пулкалать-и? Тен, эсир пӗр-пӗр япӑх енрен тахҫантанпах хӑтӑлма тӑрӑшатӑр. Ҫапла пулсан, Пётрӑн тӗслӗхне пӑхса тухни сире хавхалантарӗ пулӗ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Шухӑшласа пӑхӑр-ха: Иегова Библире Пётрӑн йӑнӑшӗсем ҫинчен асӑнмасан та пултарнӑ, ҫапах та вӑл вӗсем ҫинчен ҫыртарас тенӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑ пире усӑ парасса пӗлнӗ (2 Тим. 3:16, 17). Пётр пирӗн пекех ҫитменлӗхлӗ ҫын пулнӑ, унӑн хӑрани те пулкаланӑ. Анчах та Иегова унран пӗр ҫитменлӗхсӗр пуласса кӗтмен. Вӑл пирӗнтен те ҫавна кӗтмест. Вӑл пире хамӑрӑн йӑнӑшсене пула алла ан усчӑр, хӑйӗншӗн ӗҫлеме ан пӑрахчӑр тет.
3. Мӗншӗн пирӗн парӑнмалла мар?
3 Мӗншӗн пирӗн парӑнмалла мар? Халӑхра ҫине тӑрсан ӗҫ тухать теҫҫӗ. Акӑ пӗр тӗслӗх. Музыкант купӑспа лайӑх каламашкӑн нумай ҫул хушши вӗренет. Ҫав вӑхӑт хушшинче вӑл питӗ нумай йӑнӑш тӑвать пулӗ. Ҫапах та тӑрӑшсан юлашкинчен вӑл ӑста купӑсҫӑ пулса тӑрать. Апла пулин те вӑл ун чухне те йӑнӑшсем тума пултарать. Ҫавах та вӑл ал усмасть, лайӑхланса пымашкӑн пӗрмай вӑй хурать. Пирӗн пирки те ҫавнах калама пулать. Хамӑр пӗр-пӗр ҫитменлӗхе пӗтертӗмӗр пек туйӑнсан та вӑл каллех палӑрма пултарать. Ҫавах та эпир лайӑхланса пыма пӑрахмастпӑр. Хӑш-пӗр чухне эпир пурте мӗн те пулин каласа е туса хума пултаратпӑр, ҫавӑншӑн вара ӳкӗнетпӗр. Апла пулин те, парӑнмасан Иегова пире малалла утма пулӑшӗ (1 Пётр 5:10). Айтӑр Пётрӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл йӑнӑшсем тунӑ пулин те Иисус ӑна хӗрхеннӗ. Ҫакна пӗлни пире малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма хавхалантарма пултарать.
ПЁТРӐН ЙӐНӐШӖСЕМПЕ ПИЛЛӖХӖСЕМ
4. Лука 5:5—10 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Пётр хӑйӗн пирки мӗн каланӑ, Иисус вара ӑна мӗн пирки шантарнӑ?
4 Мӗншӗн Пётр хӑйӗн пирки ҫылӑхлӑ ҫын тесе каланине тата вӑл мӗнле ҫылӑхсем тунине Библире ҫырман. (Лука 5:5—10 вуласа парӑр.) Тен, вӑл пысӑк йӑнӑшсем те тунӑ. Пётр хӑйне тивӗҫлӗ мар тесе шутланӑ, ҫавӑнпа хӑранӑ. Иисус ҫавна курнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Иисус Пётр Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарасса та пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та хӑйӗн вӗренекене ӑшшӑн: «Ан хӑра»,— тенӗ. Ҫак сӑмахсенчен Иисус Пётра шанни курӑнать. Вӗсем Пётрӑн пурнӑҫне улӑштарнӑ. Каярахпа вӑл хӑй те, унӑн пӗртӑванӗ Андрей та пулӑ тытас ӗҫе хӑварса Мессия хыҫҫӑн кайнӑ. Ҫавӑншӑн Иегова вӗсене нумай пиллӗх панӑ (Марк 1:16—18).
5. Пётр хӑй хӑранине пӑхмасӑрах Иисус хыҫҫӑн кайнине пула мӗнле пиллӗхсем илнӗ?
5 Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑрсан Пётр нумай тӗлӗнмелле ӗҫ, сӑмахран, Иисус чирлисене сыватнине, демонсене хӑваласа кӑларнине тата вилнисене чӗртсе тӑратнине, курнӑ (Матф. 8:14—17; Марк 5:37, 41, 42) b. Унсӑр пуҫне, Пётр курӑнура Иисус Турӑ Патшалӑхӗн Патши пек килнине курнӑ. Ҫавӑ унӑн асӗнче яланлӑха юлнӑ (Марк 9:1—8; 2 Пётр 1:16—18). Шутласа пӑхсан, Пётр Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑман пулсан, ҫав тӗлӗнмелле ӗҫсене нихӑҫан та курман пулӗччӗ. Йывӑр туйӑмсене пӗтерсе пиллӗхсене илме пултарнӑшӑн вӑл питӗ хӗпӗртенӗ пулӗ.
6. Пётра хӑйӗн ҫитменлӗхӗсене пӗтерме ҫӑмӑл пулнӑ-и? Ӑнлантарса парӑр.
6 Пётр ҫав тери нумай тӗлӗнмелле ӗҫ курнӑ пулин те, ҫав-ҫавах вӑхӑтран вӑхӑта йӑнӑшсем тунӑ. Акӑ темиҫе тӗслӗх. Иисус хӑйӗн асап курма тата вилме тивӗ, ҫапла вара пророкла калани пурнӑҫланӗ тесен, Пётр ӑна хирӗҫлеме пуҫланӑ (Марк 8:31—33). Пётр та, ытти апостолсем те хӑйсенчен хӑшӗ аслӑраххи пирки пӗрре анчах мар тавлашнӑ (Марк 9:33, 34). Ҫынсем Иисуса арестлеме килсен, Пётр шутласа тӑмасӑр хӗҫ туртса кӑларса пӗр ҫыннӑн хӑлхине касса татнӑ (Иоанн 18:10). Ҫав каҫах Пётр хӑраса ӳкнӗ те, Иисус хӑйӗн ҫывӑх тусӗ пулнӑ пулин те, ӑна пӗлместӗп тесе виҫӗ хутчен те каланӑ (Марк 14:66—72). Ҫавӑн хыҫҫӑн Пётр татӑлсах макӑрнӑ (Матф. 26:75).
7. Хӑй чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус Пётра мӗнле май панӑ?
7 Иисус хӑйӗн апостолӗ ҫине ал сулман. Хӑйне Пётр халӗ те юратнине вӑл пӗлнӗ тата ҫавна кӑтартма май панӑ. Чӗрӗлсе тӑрсан Иисус Пётра курӑнса: «Манӑн сурӑхӑмсене пӑх»,— тенӗ. Лешӗ вара хаваспах ҫавна тума килӗшнӗ (Иоанн 21:15—17). Аллӑмӗш кун уявӗнче Иерусалимра Иисусӑн вӗренекенӗсем ҫине святой сывлӑш пӗрремӗш хут аннӑ чухне Пётр та вӗсем хушшинче пулнӑ.
8. Пётр Антиохире мӗнле пысӑк йӑнӑш тунӑ?
8 Пётр святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христианин пулса тӑрсан, пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑман. Ӳт кастарман еврей пулман Корнилие пирӗн эрӑри 36-мӗш ҫулта святой сывлӑшпа суйласа илнӗ чухне Пётр ҫавӑнтах пулнӑ. Мӗн пулса иртни «Турӑшӑн пур ҫын та — пӗрех» пулнине тата урӑх халӑх ҫыннисем те христиансем пулса тӑма пултарнине уҫҫӑн кӑтартнӑ (Ап. ӗҫ. 10:34, 44, 45). Ҫавӑн хыҫҫӑн Пётр унччен туман япалана тума — ҫавӑн пек ҫынсемпе пӗрле апатланма — пуҫланӑ (Гал. 2:12). Анчах та еврей пулнӑ хӑш-пӗр христиансем урӑх халӑх ҫыннисемпе пӗрле апат ҫиме юрамасть тесе шутланӑ. Ҫавӑн пек шутлакансенчен хӑшӗ-пӗрисем Антиохие пырсан, Пётр еврей пулман тӑвансенчен пӑрӑнса ҫӳреме пуҫланӑ. Вӑл еврей пулнӑ христиансене кӳрентерме хӑранӑран ҫапла тунӑ пулӗ. Павел апостол Пётр ҫапла икӗпитлӗ хӑтланнине курсан ӑна пурин умӗнче те хыттӑн асӑрхаттарнӑ (Гал. 2:13, 14). Анчах та Пётр хӑй ҫавӑн пек йӑнӑш тунине пӑхмасӑрах малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Ӑна мӗн пулӑшнӑ-ха?
МӖНЕ ПУЛА ПЁТР АЛ УСМАН?
9. Иоанн 6:68, 69 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсенчен Пётр Иисуса шанчӑклӑ пулни мӗнле курӑнать?
9 Пётр Иисуса шанчӑклӑ пулнӑ. Ӑна Иисус хыҫҫӑн пыма нимӗн те чӑрмантарма пултарайман. Пӗррехинче Иисус вӗренекенӗсем ӑнланман япалана каланӑ. Пётр ун чухне те Иисуса шанчӑклӑ пулнӑ. (Иоанн 6:68, 69 вуласа парӑр.) Нумайӑшӗ Иисус хӑй мӗн каланине ӑнлантарса парасса кӗтмесӗрех ун хыҫҫӑн ҫӳреме пӑрахнӑ. Пётр вара ҫапла туман. Вӑл Иисусӑн сӑмахӗсем ҫеҫ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пырасса пӗлнӗ.
10. Иисус Пётр каялла таврӑнса Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесси пирки иккӗленменни ӑҫтан курӑннӑ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
10 Пётр нумай йӑнӑш тунӑ пулин те, Иисус ӑна сирсе яман. Иисус виличчен темиҫе сехет маларах мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Вӑл хӑйне Пётрпа ытти апостолсем хӑварасса пӗлнӗ. Ҫапах та Иисус Пётр каялла таврӑнса Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесси пирки иккӗленмен. Вӑл ҫавӑн пирки Пётра хӑйне те каланӑ (Лука 22:31, 32). Иисус «ҫыннӑн чӗри хастар, анчах унӑн кӗлетки хавшак» пулнине ӑнланнӑ (Марк 14:38). Ҫавӑнпа хӑйӗнчен Пётр туннӑ хыҫҫӑн та ун ҫине ал сулман. Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Пётра лешӗ пӗччен пулнӑ чухне курӑннӑ пулас (Марк 16:7; Лука 24:34; 1 Кор. 15:5). Ҫакӑ хӑй мӗн тунишӗн хуйхӑракан апостола питӗ тӗреклетнӗ паллах.
11. Иисус Пётра хӑйне Иегова хӑварас ҫуккине ӑнланма мӗнле пулӑшнӑ?
11 Иисус Пётра хӑйне Иегова хӑварас ҫуккине ӑнланма пулӑшнӑ. Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус Пётрпа ытти апостолсене нумай пулӑ тытмалла тунӑ (Иоанн 21:4—6). Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе пула Пётр ҫакна ӑнланса илнӗ: хӑйне пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерме Иеговӑна йывӑр мар. Тен, вӑл Иисус мӗн каланине аса илнӗ. Лешӗ «пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн» тӑрӑшакансене Иегова мӗн кирлине парать тесе вӗрентнӗ (Матф. 6:33). Ҫавӑнпа Пётр хӑйӗн пурнӑҫне пулӑ тытас ӗҫе мар, ырӑ хыпар сарас ӗҫе халалланӑ. Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче вӑл хастаррӑн сӑмах тухса каланине пула пин-пин ҫын чӑнлӑха йышӑннӑ (Ап. ӗҫ. 2:14, 37—41). Кайран вӑл самаритянсене тата еврей пулман ҫынсене Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма пулӑшнӑ (Ап. ӗҫ. 8:14—17; 10:44—48). Куратпӑр ӗнтӗ, Иегова Пётр урлӑ тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫынсене пухӑва илсе пынӑ.
ЭПИР МӖНЕ ВӖРЕНЕТПӖР?
12. Пӗр-пӗр япӑх енпе е ҫитменлӗхпе кӗрешекенсене Пётрӑн тӗслӗхӗ мӗнле тӗреклетме пултарать?
12 Пире те Иегова хӑйӗншӗн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшӗ. Енчен те эпир нумай ҫул хушши пӗр-пӗр япӑх енпе е ҫитменлӗхпе кӗрешетпӗр пулсан, пире Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма йывӑр пулма пултарать. Вӑхӑтран вӑхӑта пире хамӑрӑн лару-тӑру Пётрӑннинчен те йывӑртарах пек туйӑнма пултарать. Ҫапах та Иегова пире вӑй парса ал усма памасть (Пс. 93:17—19). Сӑмахран, пӗр арҫын тӑван Иегова Свидетелӗ пулса тӑриччен нумай ҫул хушши гомосексуалист пулнӑ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне тӗппипех улӑштарнӑ та Библире мӗн ҫырнипе килӗшӳллӗн пурӑнма пуҫланӑ. Ҫапах та хушӑран унӑн тӗрӗс мар туртӑмсемпе кӗрешме тивнӗ. Мӗне пула вӑл парӑнман? Ҫав арҫын тӑван: «Пире Иегова ҫирӗплетет»,— тенӗ. Тата ҫапла та каланӑ: «Вӑл пулӑшнипе эпӗ малалла та чӑнлӑх ҫулӗпе пыма пултарассине ӑнланса илтӗм. ...Иегова мана хӑйӗн ӗҫлекенӗ пулса тӑма пулӑшрӗ. Тата ман ҫитменлӗхсем пур пулин те, вӑл мана яланах тӗреклетсе тӑрать».
13. Апостолсен ӗҫӗсем 4:13, 29, 31 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, эпир Пётртан мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
13 Куртӑмӑр ӗнтӗ, ҫынсенчен хӑранӑран Пётр пӗрре анчах мар пысӑк йӑнӑшсем тунӑ. Анчах та кӗлтуни ӑна хӑюллӑ пулма пулӑшнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 4:13, 29, 31 вуласа парӑр.) Эпир те хӑранине ҫӗнтерме пултаратпӑр. Нацизм вӑхӑтӗнче Германире пурӑннӑ Хорст ятлӑ ҫамрӑк арҫын тӑванпа акӑ мӗн пулса иртнӗ. Шкулта хӑйне хӗснине пула вӑл пӗрре анчах мар «Хайль Гитлер!» тенӗ. Ҫавӑн пекки пулса тухсан ашшӗ-амӑшӗ ӑна вӑрҫман, пачах урӑхла, унпа пӗрле кӗлтуса Иеговӑран ӑна хӑюллӑ пулма пулӑшма ыйтнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ пулӑшнипе тата Иеговӑна шаннипе Хорст Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Каярахпа вӑл ҫапла каланӑ: «Иегова мана нихӑҫан та хӑварман» c.
14. Тӑвансен ал усӑнчӗ пулсан, юратакан кӗтӳҫсем вӗсене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
14 Иеговӑпа Иисус пире нихӑҫан та хӑвармӗҫ. Иисусран туннӑ хыҫҫӑн Пётрӑн йышӑну тумалла пулнӑ: парӑнмалла-и е малалла та Христос хыҫҫӑн пымалла-и? Иисус Пётрӑн ӗненӗвӗ ан хавшатӑр тесе Иеговӑна хӗрӳллӗн кӗлтунӑ. Вӑл Пётра саншӑн кӗлтурӑм тесе каланӑ тата тӑвансене ҫирӗплетме пултараятӑн тесе шантарнӑ (Лука 22:31, 32). Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене аса илнӗ чухне Пётра кашнинчех вӑй кӗнӗ пулӗ. Пирӗн те, Пётр пекех, пӗлтерӗшлӗ йышӑну тумалла пулсан, Иегова юратакан кӗтӳҫсем урлӑ пирӗншӗн тӑрӑшма пултарӗ. Вӗсем пире Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшӗҫ (Эф. 4:8, 11). Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлесе тӑракан Пол ятлӑ старейшина шӑп ҫакӑн пек кӗтӳҫ пулма тӑрӑшать. Вӑл хуйха ӳкнӗ тӑвансене Иегова вӗсене хӑйӗн патне мӗнле илсе пынине аса илме ыйтать. Кайран вара Иегова вӗсене чунтан парӑнса юратать тата нихӑҫан та хӑвармӗ тесе шантарать. Пол ҫапла калать: «Ал уснӑ нумай тӑван Иегова пулӑшнипе каллех вӑй илнине эпӗ нумай хутчен курнӑ».
15. Пётр апостолпа Хорст Хеншель тӑванӑн тӗслӗхӗ Матфей 6:33-мӗшӗнчи сӑмахсем тӗрӗс пулнине мӗнле кӑтартать?
15 Иегова Пётра тата ытти апостолсене пурӑнмалӑх мӗн кирлине парса тӑнӑ. Эпир Иеговӑн ӗҫне малти вырӑна хурсан, вӑл пирӗншӗн те тӑрӑшӗ (Матф. 6:33). Маларах асӑннӑ Хорст Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн пионер пуласшӑн ҫуннӑ. Анчах та ҫав тери чухӑн пулнӑран Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлесе хӑйне мӗн кирлипе тивӗҫтерме пултарасси пирки иккӗленнӗ. Вара Хорст мӗн тунӑ? Вӑл хӑйӗншӗн Иегова тӑрӑшӗ-и, тӑрӑшмӗ-и — тӗрӗслесе пӑхас тенӗ. Хӑйсен пухӑвне район старейшини килсен вӑл эрнипех ырӑ хыпар сарса ҫӳренӗ. Эрне вӗҫӗнче вара кӗтмен япала пулса тухнӑ: район старейшини ӑна конвертра укҫа тыттарнӑ, ӑна кам панине вара каламан. Конвертра темиҫе уйӑх хушши пионер пулса ӗҫлемеллӗх укҫа пулнӑ. Ҫак парне Хорста хӑйӗншӗн Иегова тӑрӑшасса шантарнӑ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа вӑл Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне яланах малти вырӑна хунӑ (Мал. 3:10).
16. Пётрӑн тӗслӗхӗпе вӑл ҫырнӑ ҫырусем пире мӗнле усӑ пама пултараҫҫӗ?
16 Иисуса Пётр хӑйне хӑварма ыйтнӑ пулин те, лешӗ ҫавна туман. Ҫавӑншӑн Пётр ҫав тери савӑннӑ пулӗ! Хӑйне Христос малалла та вӗрентсе тӑнине пула Пётр шанчӑклӑ апостол тата христиансемшӗн чаплӑ тӗслӗх пулса тӑнӑ. Иисус Пётра мӗне вӗрентни пирӗншӗн те питӗ усӑллӑ. Иисус мӗне вӗрентнине тата ытти усӑллӑ шухӑшсене эпир Пётрӑн икӗ ҫырӑвӗнчен пӗлме пултаратпӑр. Ҫав ҫырусене вӑл пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем патне ҫырнӑ, кайран вара вӗсем Библин пайӗ пулса тӑнӑ. Тепӗр статьяра эпир Пётрӑн ҫырӑвӗсенчи хӑш-пӗр шухӑшсене пӑхса тухӑпӑр тата вӗсенчен хамӑр мӗне вӗренме пултарнине пӗлӗпӗр.
126-МӖШ ЮРӐ Сыхӑ тӑрӑр, ҫирӗп пулӑр, тӗрекленӗр
a Ҫак статья хӑйсен ҫитменлӗхӗсемпе кӗрешекенсем валли. Ӑна вӗсем ҫав кӗрешӳре ҫӗнтерме тата малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма пултарасса шантарас тесе ҫырнӑ.
b Ҫак статьяра Марк ҫырнӑ Евангелири сӑмахсене час-часах илсе панӑ. Ҫав Евангелире мӗн ҫырнине нумайӑшне Марк Пётртан илтнӗ пулас, Пётр вара хӑй мӗн курнине каласа панӑ.
c «Меня вдохновляла верность семьи Богу» ятлӑ Хорст Хеншель тӑванӑн биографине 1998 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журналта вулама пулать.
d ӲКЕРЧӖК. Ҫак инсценировкӑра кӑтартнӑ тӑрӑх, Хорст Хеншелӗн ашшӗ-амӑшӗ унпа пӗрле Иеговӑна кӗлтуса Хорста хӑюлӑх пама ыйтаҫҫӗ.