Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

37-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Самсонран тӗслӗх илӗр — Иеговӑна шанӑр

Самсонран тӗслӗх илӗр — Иеговӑна шанӑр

«Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! асна илсемччӗ мана, тепре анчах вӑй парсамччӗ мана» (ТӲР. 16:28).

30-МӖШ ЮРӐ Манӑн Туррӑм, Аттем тата Тусӑм

ҪАК СТАТЬЯРА a

1, 2. Самсон тӗслӗхне пӑхса тухни мӗнле усӑ парать?

 САМСОН ята илтсен эсир мӗн ҫинчен шутлатӑр? Тен, эсир Туррӑн тӗлӗнмелле вӑйлӑ ӗҫлекенӗ ҫинчен аса илетӗр? Вӑл чӑнах та питӗ хӑватлӑ пулнӑ, анчах та пӗррехинче вӑл тӗрӗс мар йышӑну тунӑ. Ҫавна пула унӑн нумай йывӑрлӑх курма тивнӗ. Апла пулин те Иегова Самсон пирки хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа та пире вӗрентес тесе Турӑ унӑн тӗслӗхне Библире ҫырса хума хавхалантарнӑ.

2 Иегова хӑйӗн суйласа илнӗ халӑхне, Израиле, пулӑшас тесе Самсон урлӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ. Самсон вилнӗ хыҫҫӑн ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен Иегова Павел апостола хытӑ ӗненнӗ ҫынсен ячӗсем шутне Самсона та кӗртме хавхалантарнӑ (Евр. 11:32—34). Самсон ҫӑмӑл мар лару-тӑрура та Иегова ҫине шаннӑ. Эпир Самсонран мӗне вӗренме пултаратпӑр тата унӑн тӗслӗхӗ пире мӗнле хавхалантарма пултарать?

САМСОН ИЕГОВӐНА ШАННӐ

3. Иегова Самсона мӗнле ӗҫ шанса панӑ?

3 Самсон ҫуралнӑ чухне Туррӑн халӑхне Филисти ҫыннисем хӗсӗрленӗ (Тӳр. 13:1). Ҫавна пула израильтянсем нумай шар курнӑ. Иегова Самсона ятарлӑ ӗҫ валли — «Израиль халӑхне филистимсен аллинчен ҫӑлма» — суйласа илнӗ (Тӳр. 13:5). Мӗн тери йывӑр ӗҫ! Ӑна туса ҫитермешкӗн Самсонӑн Иеговӑна шанмалла пулнӑ.

Самсон Иеговӑна шаннӑ тата уншӑн чи лайӑх майпа ӗҫлес тесе улшӑнусем тума хатӗр пулнӑ. Турӑ хушнӑ ӗҫе тӑвас тесе вӑл алӑ айӗнче мӗн пулнипе усӑ курнӑ (4, 5 абзацсене пӑхӑр)

4. Иегова Самсона филистимсенчен хӑтӑлма мӗнле пулӑшнӑ? (Тӳресен 15:14—16).

4 Айтӑр пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Ун чухне Самсон Турӑ ҫине шаннӑ, Иегова вара ӑна пулӑшнӑ. Пӗррехинче филистимсем Самсона ярса тытмашкӑн Ле́ха текен вырӑна пынӑ (ҫав вырӑн Иудейӑра пулнӑ пулмалла). Иудейсем филистимсенчен питӗ хӑранӑ, ҫавӑнпа та Самсона, хӑйсен халӑх ҫыннинех, тӑшмансен аллине парас тенӗ. Вӗсем ӑна икӗ ҫӗнӗ вӗренпе ҫыхса филистимсем патне илсе кайнӑ (Тӳр. 15:9—13). Анчах та «Самсон ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ» та вӗренсем ҫӗре татӑлса ӳкнӗ. Кайран вӑл ашакӑн чӗрӗ янах шӑммине илсе пин филистима вӗлернӗ! (Тӳресен 15:14—16 вуласа парӑр.)

5. Самсон Иегова ҫине шаннине мӗнле кӑтартнӑ?

5 Мӗншӗн Самсон ашакӑн янах шӑммипе усӑ курнӑ, ҫав шӑмӑ пирки вӑрҫӑ хатӗрӗ теме чӗлхе те ҫаврӑнмасть вӗт. Паллах, Самсон ҫӗнтерӳ мӗнле хӗҫ-пӑшал суйласа илнинчен мар, Иегова пулӑшнинчен килнине ӑнланнӑ. Туррӑн ҫак шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ алӑ айӗнче мӗн пулнипе усӑ курнӑ. Самсон Иегова ҫине шаннине пула ҫеҫ ҫӗнтерме пултарни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук.

6. Иегова шанса панӑ ӗҫсене тума пире мӗн пулӑшӗ?

6 Иегова пулӑшнипе хамӑр тума пултарайман пек туйӑнакан ӗҫе те тума пултаратпӑр. Турӑ пире хамӑр кӗтмен майпа пулӑшма пултарать. Иеговӑна шанӑр! Вӑл Самсона вӑй панӑ, апла сире те ҫирӗплетӗ тата хӑйӗн ирӗкне тума пулӑшӗ (Ытар. 16:3).

7. Иеговӑна хамӑра ертсе пыма ыйтмаллине мӗнле тӗслӗх кӑтартса парать?

7 Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене тӑвас ӗҫе хутшӑнакан тӑвансем Иеговӑна шаннине кӑтартаҫҫӗ. Малтан эпир Патшалӑх залӗсене тата урӑх ҫуртсене хамӑр проект туса хӑпартнӑ, анчах та Иеговӑн организацийӗ ӳссе пынӑҫемӗн улшӑнусем кӗртмелле пулнӑ. Ҫак ӗҫшӗн яваплӑ арҫын тӑвансем кӗлтуса Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ тата ҫӗнӗ майсемпе усӑ курма тӑрӑшнӑ. Сӑмахран, вӗсем ҫуртсем туянса вӗсене юсаса ҫӗнетме пуҫланӑ. Ҫӗрӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫе хутшӑннӑ Роберт ҫапла калать: «Ҫӗнӗ меслетпе усӑ курма малтанах ҫӑмӑлах марччӗ. Вӑл унчченхи меслетрен вӑйлӑ уйрӑлса тӑратчӗ. Ҫавах та тӑвансем ҫав ҫӗнӗлӗхсене хӑнӑхма хатӗр пулчӗҫ, Иегова вара вӗсене пиллерӗ». Ҫакӑ Турӑ хӑйӗн ирӗкне тӑвас тесе хӑйӗн халӑхне ертсе пынине кӑтартакан пӗр тӗслӗх кӑна-ха. Вӑхӑтран вӑхӑта пирӗн хамӑртан ҫапла ыйтмалла: «Эпӗ Иеговӑна хама ертсе пыма ыйтатӑп-и? Сӑваплӑ ӗҫе малалла та чи лайӑх майпа туса тӑрас тесе эпӗ улшӑнусем тума хатӗр-и?»

САМСОН ИЕГОВӐН ПУЛӐШӐВНЕ ЙЫШӐННӐ

8. Ҫав тери шыв ӗҫес килсе кайсан Самсон мӗн тунӑ?

8 Эсир Самсон тунӑ урӑх тӗлӗнмелле ӗҫсем пирки те вуланӑ пулӗ. Тӗслӗхрен, вӑл ҫара алӑпах арӑслана ҫурса пӑрахнӑ, кайран вара Аскалонра 30 филистима вӗлернӗ (Тӳр. 14:5, 6, 19). Иегова пулӑшмасан вӑл ҫавна тума пултарайман пулӗччӗ. Самсон ҫавна ӑнланни ӑҫтан курӑнать? Пӗррехинче, пин филистима ҫӗнтерсен, унӑн ҫав тери шыв ӗҫес килнӗ. Анчах та вӑл хӑй шыв шырама кайман, Иеговӑна кӗлтунӑ (Тӳр. 15:18).

9. Иегова Самсонӑн кӗлли ҫине мӗнле хуравланӑ? (Тӳресен 15:19).

9 Иегова Самсон йӑлӑннине илтнӗ, вара тӗлӗнмелле майпа «пӗр путӑкран ҫӑл тапса тухнӑ». «Самсон тӑраниччен шыв ӗҫнӗ те сывлӑшне ҫавӑрса янӑ», ӑна вӑй кӗнӗ. (Тӳресен 15:19 вуласа парӑр.) Нумай ҫул иртсен Самуил пророк Тӳресен кӗнекене ҫырнӑ чухне ҫав ҫӑл типсе ларман пулмалла. Ҫӑл израильтянсене Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене йывӑр вӑхӑтра пулӑшма пултарассине аса илтернӗ пулӗ.

Иегова панӑ шыва ӗҫсен Самсона вӑй кӗнӗ. Иеговӑна шанчӑклӑ пулас тесен пирӗн те, Самсон пекех, унӑн пулӑшӑвне йышӑнмалла (10-мӗш абзаца пӑхӑр)

10. Иеговӑн пулӑшӑвне йышӑнас тесен мӗн тумалла? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

10 Пирӗн кирек мӗнле пултарулӑх пулсан та, сӑваплӑ ӗҫре кирек мӗнле ҫитӗнӳ тусан та, Иеговӑран пулӑшу ыйтмалла. Пирӗн сӑпайлӑ пулмалла тата Иегова ҫине шансан ҫеҫ чӑннипех те ӑнӑҫлӑ пулма пултарнине ӑнланмалла. Самсон Иегова панӑ шыва ӗҫсен, ӑна вӑй кӗнӗ. Иеговӑна шанчӑклӑ пулас тесен пирӗн те, Самсон пекех, унӑн пулӑшӑвне йышӑнмалла (Матф. 11:28).

11. Эпир Иегова пулӑшасса шанни мӗнрен курӑнӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.

11 Айтӑр Алексей тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл Раҫҫейре хӗсӗрленипе тӗл пулнӑ арҫын тӑвансенчен пӗри. Хӑйӗн йывӑр лару-тӑрӑвне пӑхмасӑрах ҫирӗп пулма ӑна мӗн пулӑшать? Вӗсем арӑмӗпе иккӗшӗ Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене тӑтӑшах туса тӑраҫҫӗ. Алексей ҫапла каласа парать: «Эпӗ хам тӗллӗн Библи вӗренме тата ӑна кашни кун вулама тӑрӑшатӑп. Арӑмпа пӗрле эпир кашни ир кулленхи сӑвӑ йӗркине сӳтсе яватпӑр тата Иеговӑна кӗлтӑватпӑр». Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Пирӗн хамӑр ҫине мар, Иегова ҫине шанмалла. Ҫавна тӑвас тесен, ӗненӳ ҫирӗп пулмалла. Ӑна ҫирӗплетес тесен вара Библи тӗпчемелле, кӗлтумалла, пухусене ҫӳремелле тата ырӑ хыпар сармалла. Иегова та хӑй енчен пире хӑйӗншӗн малалла та ӗҫлесе тӑма пулӑшӗ. Турӑ Самсона вӑй панӑ пекех пире те вӑй парса тӑрӗ.

САМСОН ПАРӐНМАН

12. Самсон Далидӑпа хутшӑнма пуҫлани мӗншӗн япӑх йышӑну пулнӑ?

12 Самсон пирӗн пекех ҫылӑхлӑ ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа та хӑш-пӗр чухне тӗрӗс мар йышӑнусем тунӑ. Вӗсенчен пӗри пысӑк инкек патне илсе ҫитернӗ. Темиҫе ҫул хушши судья пулса ӗҫленӗ хыҫҫӑн «вӑл Сорек айлӑмӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑма юратса пӑрахнӑ». Ӑна Дали́да тесе чӗннӗ (Тӳр. 16:4). Унччен Самсон Филисти́ хӗрарӑмне качча илесшӗн пулнӑ. Ун чухне ҫакӑ Иеговӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫапла майпа вӑл филистимсене тавӑрма пултарнӑ. Каярахпа филистимсен Газа хулинче Самсон пӗр аскӑн хӗрарӑм патне ҫӗр каҫма кӗнӗ. Ҫав каҫ Турӑ Самсона вӑй панӑ та лешӗ хула хапхине йӑтса кайнӑ. Ҫапла майпа вӑл хулана хӳтӗсӗр хӑварнӑ (Тӳр. 14:1—4; 16:1—3). Далидӑпа вара лару-тӑру урӑхларах пулнӑ. Вӑл израильтянка пулнӑ пулас, ҫавӑнпа та унпа ҫывӑхланни филистимсемпе кӗрешме ниепле те пулӑшман.

13. Далида хӑйне Самсонпа мӗнле тытнӑ?

13 Филистимсем Далидӑна пысӑк укҫа панӑран вӑл Самсона сутма килӗшнӗ. Далида Самсонӑн вӑйӗ мӗнрен килнине пӗлесшӗн ҫуннӑ, ӑна канӑҫ паман. Самсон Далидӑна ҫав тери хытӑ юратнӑран лешӗ мӗн тӑвасшӑн пулнине курман-ши? Кирек мӗнле пулсан та вӑл тек чӑтса тӑрайман, хӑйӗн хӑвачӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ. Шел пулин те, ҫапла тунине пула Иегова Самсона вӑхӑтлӑха ырлама пӑрахнӑ та лешӗ хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ (Тӳр. 16:16—20).

14. Самсон Далидӑна шанни мӗн патне илсе ҫитернӗ?

14 Самсон Иеговӑна шанас вырӑнне Далидӑна шаннӑшӑн хӗн курнӑ. Филистимсем ӑна ярса тытнӑ та куҫӗсене чиксе шӑтарнӑ. Ӑна Газӑри тӗрмене пӑрахнӑ. Шӑпах ҫав хуларан вӑл хапха тӑпӑлтарса йӑтса кайнӑ пулнӑ. Самсона чура туса хурса тырӑ авӑрттарнӑ. Кайран филистимсем хӑйсен Туррине, Дагона, аслӑ чӳк тумашкӑн уява пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Даго́н Самсона хӑйсен аллине панӑ тесе шутланӑ. Мӑшкӑлласа кулас тесе Самсона тӗрмерен илсе килнӗ (Тӳр. 16:21—25).

Филистимсем пирки тунӑ приговора пурнӑҫламашкӑн Иегова Самсона вӑй панӑ (15-мӗш абзаца пӑхӑр)

15. Самсон Иегова ҫине каллех шаннине мӗнле кӑтартнӑ? (Тӳресен 16:28—30). (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

15 Самсон пысӑк йӑнӑш тунӑ пулин те, парӑнман. Вӑл хӑйне Иегова хушнӑ ӗҫе туса ҫитересшӗн пулнӑ. (Тӳресен 16:28—30 вуласа парӑр.) Ҫавӑнпа та вӑл Иеговӑна: «Филистимсене... тавӑрасчӗ манӑн»,— тесе йӑлӑннӑ. Чӑн Турӑ Самсонӑн кӗлли ҫине хуравланӑ та ӑна тӗлӗнмелле вӑйне тавӑрнӑ. Вара Самсон унчченхинчен те ытларах Филисти ҫыннине вӗлернӗ.

16. Самсонӑн йӑнӑшӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

16 Самсонӑн хӑй тунӑ йӑнӑшӗшӗн пысӑк йывӑрлӑхсем курма тивнӗ пулин те, вӑл ҫав-ҫавах Иеговӑн ирӗкне туса ҫитересшӗн пулнӑ. Пирӗн те ҫаплах тумалла. Йӑнӑш тусан, хамӑра тӳрлетмелле пулсан е чыслӑ тивӗҫсене ҫухатсан, парӑнмалла мар. Турӑ пире каҫарма хатӗр пулнине асра тытӑр (Пс. 102:8—10). Йӑнӑш турӑмӑр пулсан та, Иегова, Самсонпа усӑ курнӑ пекех, пирӗнпе те усӑ курма пултарать тата хӑйӗн ирӗкне туса ҫитерме вӑй парать.

Самсон хӑй тунӑ йӑнӑшшӑн питӗ куляннӑ пулӗ, анчах та вӑл парӑнман. Пирӗн те парӑнма юрамасть (17, 18 абзацсене пӑхӑр)

17, 18. Майкл тӗслӗхӗ сире мӗншӗн хавхалантарать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

17 Айтӑр Майкл ятлӑ ҫамрӑк арҫын тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл Иеговӑшӑн хастаррӑн ӗҫлесе тӑнӑ: тулли пионер тата пухура пулӑшакан пулнӑ. Шел пулин те, пӗр йӑнӑша пула Майкл пухури тивӗҫсемсӗр тӑрса юлнӑ. Вӑл ҫапла калать: «Ҫав йӑнӑша тӑвиччен эпӗ сӑваплӑ ӗҫе пуҫӗпех путнӑччӗ. Анчах та сасартӑк веҫех улшӑнчӗ. Иеговӑшӑн хам нимӗн те тӑваймастӑп пек туйӑнатчӗ. Паллах, эпӗ Иегова манран сивӗннӗ тесе пӗртте шутламан. Ҫапах та эпӗ хампа Иегова хушшинчи хутшӑнусем унчченхи пекех ҫывӑх пулӗҫ-ши, уншӑн каллех хастаррӑн ӗҫлеме пултарӑп-ши тесе пӑшӑрханаттӑм».

18 Телее, Майкл парӑнман. «Хампа Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса ярас тесе эпӗ пӗтӗм вӑйран тӑрӑшрӑм,— тет Майкл.— Хамӑн чӗрере мӗн пуррине пӗрмаях кӗлӗре каласа параттӑм тата Турӑ Сӑмахне тӗпчесе шухӑшлаттӑм». Вӑхӑт иртсен вӑл пухура каллех ыр ят илнӗ. Халӗ вӑл старейшина тата тулли пионер пулса ӗҫлет. Вӑл ҫапла хушса калать: «Тӑвансем, уйрӑмах старейшинӑсем, мана пулӑшсах тӑратчӗҫ тата хавхалантаратчӗҫ. Ҫавна пула Иегова хама юратма пӑрахманнине куртӑм. Эпӗ пухура каллех таса совеҫпе ӗҫлеме пултаратӑп. Хампа мӗн пулса иртни мана Иегова чӑннипех те ӳкӗнекен ҫынна каҫарма хатӗр пулнине вӗрентрӗ». Йӑнӑш турӑмӑр пулсан, анчах та тӳрленсен тата Иегова ҫине малалла та шанса тӑрсан, Иегова пирӗнпе те усӑ курма тата пире пиллеме пултарать (Пс. 85:5; Ытар. 28:13).

19. Самсонпа мӗн пулса тухни сире мӗншӗн ҫирӗплетрӗ?

19 Ҫак статьяра эпир Самсонӑн пурнӑҫӗнче пулса иртнӗ темиҫе пӗлтерӗшлӗ событие пӑхса тухрӑмӑр. Вӑл ахаль ҫылӑхлӑ ҫынах пулнӑ тата Далидӑна шанса пысӑк йӑнӑш тунӑ. Анчах та Самсон Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахман, Турӑ хӑй те ӑна хӑварман. Вӑл ӑна тата пӗр пысӑк ӗҫе хутшӑнма май панӑ. Иегова Самсона хытӑ ӗненекен ҫын тесе шутлани уҫҫӑн курӑнать, мӗншӗн тесен Еврейсем патне янӑ ҫырури 11-мӗш сыпӑкра асӑннӑ шанчӑклӑ ӗҫлекенсен ячӗсем хушшинче Самсонӑн ячӗ те пур. Юратакан тата йывӑр вӑхӑтра вӑй пама хатӗр ҫӳлти Аттешӗн ӗҫлеме мӗн тери кӑмӑллӑ! Ҫавӑнпа та айтӑр, Самсон пекех, Иеговӑна: «Асна илсемччӗ мана... вӑй парсамччӗ мана»,— тесе кӗлтӑвар (Тӳр. 16:28).

3-МӖШ ЮРӐ Пирӗн тӗрек, пирӗн шанчӑк, пирӗн хӳтлӗх

a Самсон. Ҫак ята Библие лайӑхах пӗлмен ҫынсем те илтнӗ. Самсон ҫинчен кӗнекесем ҫыраҫҫӗ, сӑвӑсем хайлаҫҫӗ тата фильмсем ӳкереҫҫӗ. Апла пулин те, Самсон ҫинчен мӗн каласа пани интереслӗ истори кӑна мар. Эпир ҫав хытӑ ӗненнӗ ҫынран нумай япалана вӗренме пултаратпӑр.