Усӑллӑ канашсем. Информаци мӗнле тупмалла?
Ачасене вӗрентмелли хатӗрсем
Ашшӗ-амӑшӗсен питӗ пысӑк яваплӑх пур — вӗсен ачисене Иегова ҫинчен вӗрентмелле (Эф. 6:4). Вӗсене пулӑшмашкӑн Туррӑн организацийӗ нумай статья, видео тата юрӑ кӑларать. Ачасене вӗрентес тесе эсир вӗсемпе мӗнле усӑ курма пултаратӑр?
jw.org сайта кӗрӗр. Унта эсир ачасемпе ҫамрӑксем валли хатӗрленӗ пур материала та, сӑмахран, видеосемпе статьясене, тупма пултаратӑр a. Вӗсене тупас тесе «Библи вӗрентӗвӗсем» вкладкӑра «Ачасем» е «Ҫамрӑксем» уйрӑма кӗрӗр.
Хӑвӑр ачашӑн усӑллӑ пулма пултаракан материала суйласа илӗр.
Материала ачасемпе пӗрле сӳтсе явӑр. Ачана, калӑпӑр, видео кӑтартасса та, вӑл вӑхӑта мӗнле те пулин ирттертӗр тесе мар, Иеговӑпа туслаштӑр тесе кӑтартӑр.
a jw.org сайтра вырӑс чӗлхипе ачасемпе ҫамрӑксем валли кӑларнӑ пур материала та, ҫав шутра видеосемпе пичетлемелли заданисене те, тупма пулать. JW Library® приложенире вырӑс чӗлхипе тухнӑ пур видео тата хӑш-пӗр заданисем пур.