38-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Яшсемпе хӗрсем, эсир мӗнле пурнӑҫпа пурӑнасшӑн?
«Сана ыррипе усаллине уйӑрма пӗлни хӳтӗлӗ» (ЫТАР. 2:11).
135-МӖШ ЮРӐ Иегова чӗререн чӗнет: «Ывӑлӑм, ӑслӑ пул»
ҪАК СТАТЬЯРА a
1. Иоасӑн, Озийӑн тата Иосийӑн мӗнле ҫӑмӑл мар тивӗҫсем пулнӑ?
ҪАКНА куҫ умне кӑларса тӑратӑр: эсир ача чухнех Турӑ халӑхӗн патши пулса тӑратӑр. Хӑвӑр влаҫпа мӗнле усӑ курнӑ пулӑттӑрччӗ? Библире Иудея патши пулса тӑнӑ темиҫе ҫамрӑк ҫинчен ҫырса панӑ. Сӑмахран, Иоас патшана ларнӑ чухне 7-ре кӑна пулнӑ, Озия — 16-ра, Иосия — 8-та. Мӗн тери пысӑк яваплӑх! Ҫав тивӗҫе туса тӑма ҫӑмӑл пулман пулин те, Иегова тата ыттисем пулӑшнипе вӗсем нумай ырӑ ӗҫ тунӑ.
2. Мӗншӗн Иоас, Озия тата Иосия ҫинчен ытларах пӗлмелле?
2 Эпир патшасем те мар, патша майрисем те мар. Ҫапах та Иоас, Озия тата Иосия пурнӑҫӗ ҫинчен вуласа нумай япалана вӗренме пултаратпӑр. Вӗсем тӗрӗс йышӑнусем те, тӗрӗс мар йышӑнусем те тунӑ. Ҫак патшасен тӗслӗхӗсене пӑхса тухнӑ май эпир мӗншӗн лайӑх туссем суйламаллине, хамӑра яланах кӗҫӗне хумаллине тата Иеговӑпа ҫывӑхланса пымаллине курӑпӑр.
ЛАЙӐХ ТУССЕМ ТУПӐР
3. Иоас патша ҫине чи аслӑ священник Иодай мӗнле витӗм кӳнӗ?
3 Хӑш тӗлӗшрен Иоас лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ? Иоас яш пулнӑ чухне хӑйне тӗрӗс тытнӑ. Тӑлӑха юлнӑскер вӑл мӗн ачаранпах чи аслӑ священник Иодая итлесе пурӑннӑ. Лешӗ ӑна хӑйӗн ывӑлне пӑхнӑ пек пӑхса ӳстернӗ. Ҫавна пула Иоас тӗрӗс йышӑну тунӑ. Вӑл хӑй те Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑ, халӑха та ҫавна тума хавхалантарнӑ. Иоас Иеговӑн ҫуртне юсас ӗҫе те йӗркелесе янӑ (2 Ҫулс. 24:1, 2, 4, 13, 14).
4. Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнни мӗнле усӑ парать? (Ытарӑшсем 2:1, 10—12).
4 Аттепе анне сире Иеговӑна юратма тата унӑн нормисем тӑрӑх пурӑнма вӗрентеҫҫӗ пулсан, ҫакна парне вырӑнне хурӑр. (Ытарӑшсем 2:1, 10—12 вуласа парӑр.) Ашшӗ-амӑшӗ тӗрлӗ майпа вӗрентме пултарать. Сӑмахран, Катьӑна ашшӗ кашни ир шкула леҫнӗ чухне унпа пӗрле кулленхи сӑвӑ йӗркине сӳтсе явнӑ. Ҫапла вӑл ӑна тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшасшӑн пулнӑ. Катя ҫапла калать: «Шкулта йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, эпӗ ҫав калаҫусене аса илеттӗм. Ҫакӑ мана тӗрӗссине тума пулӑшатчӗ». Аттепе анне палӑртса хунӑ правилӑсем Библипе килӗшсе тӑрсан та, сире ытлашши хытӑ пек туйӑнсан, мӗн тумалла? Вӗсене тытса тӑма мӗн пулӑшӗ? Настя ятлӑ хӗрарӑм тӑван аса илнӗ тӑрӑх, ашшӗпе амӑшӗ мӗншӗн вӗсен килте пӗр-пӗр правило пуррине ӑнлантарса парас тесе вӑхӑта шеллемен. «Ҫакӑ мӗншӗн атте-анне мана мӗн те пулин тума чарнине ӑнланма пулӑшрӗ,— тет Настя.— Вӗсем ҫавна тӑвасса та, мана сыхласа тӑрас тесе мар, хӳтӗлес тесе тунӑ».
5. Атте-аннене тата Иеговӑна савӑнтарас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? (Ытарӑшсем 22:6; 23:15, 24, 25).
5 Атте-анне сире Библи тӑрӑх вӗрентеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та эсир итлесен вӗсем ҫав тери телейлӗ пулаҫҫӗ! Унтан та ытларах, хӑвӑра мӗнле тытнипе эсир Иеговӑна савӑнтарӑр тата сирӗн хушӑри туслӑх ҫирӗпленӗ. (Ытарӑшсем 22:6; 23:15, 24, 25 вуласа парӑр.) Ҫакӑ Иоасран тӗслӗх илме хавхалантармасть-и?
6. Иоас кама итлеме пуҫланӑ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ? (2 Ҫулсеренхи 24:17, 18).
6 Хӑш тӗлӗшрен Иоас япӑх тӗслӗх кӑтартнӑ? Иодай вилнӗ хыҫҫӑн Иоас хӑйӗн ҫине япӑх витӗм кӳрекен ҫынсемпе туслашса кайнӑ. (2 Ҫулсеренхи 24:17, 18 вуласа парӑр.) Вӑл Иеговӑна юратман Иудея пуҫлӑхӗсене итлеме пуҫланӑ. Килӗшетӗр пулӗ, унӑн вӗсенчен пӑрӑнса ҫӳремелле пулнӑ (Ытар. 1:10). Вӑл вара вӗсемпе канашланӑ. Иоасӑн хурӑнташӗ Захария ӑна тӳрлетме тӑрсан, Иоас ӑна вӗлерме хушнӑ (2 Ҫулс. 24:20, 21; Матф. 23:35). Мӗн тери усал ӗҫ! Патшана ларсанах Иоас ыррине тунӑ, кайран вара Иеговӑран пӑрӑнса кайса ҫын вӗлерекен пулса тӑнӑ. Юлашкинчен ӑна хӑйӗн тарҫисемех вӗлернӗ (2 Ҫулс. 24:22—25). Иеговӑна тата ӑна юратакан ҫынсене итлеме пӑрахман пулсан, Иоасӑн пурнӑҫӗ пачах урӑхла пулнӑ пулӗччӗ. Эсир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултаратӑр?
7. Кам сирӗншӗн лайӑх тус пулать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
7 Иоас пек пулса каяс мар тесен мӗн тумалла? Иеговӑна юратакан тата ӑна савӑнтарма тӑрӑшакан ҫынсемпе туслашӑр. Вӗсем сире тӗрӗссине тума пулӑшӗҫ. Хӑвӑрпа пӗр ҫулхисемпе кӑна ан туслашӑр. Сӑмахран, Иоас хӑйӗн тусӗнчен, Иодайран, чылай ҫамрӑкрах пулнӑ. Хӑвӑрӑн туссем мӗнлерех пулнине ӑнланса илес тесе хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Туссем мана Иеговӑна хытӑрах ӗненме пулӑшаҫҫӗ-и? Вӗсем Иеговӑна итлеме тӑрӑшаҫҫӗ-и тата мана та ҫавна тума хавхалантараҫҫӗ-и? Вӗсене Иегова ҫинчен тата Библири чӑнлӑхсем ҫинчен калаҫма килӗшет-и? Вӗсем Турӑ законӗсене хисеплени курӑнать-и? Вӗсем хамӑн илтес килнине ҫеҫ калаҫҫӗ-и е, кирлӗ пулсан, мана тӳрлетме те хӑюлӑх ҫитереҫҫӗ-и?» (Ытар. 27:5, 6, 17). Тӗрӗссипе каласан, тусусем Иеговӑна юратмаҫҫӗ пулсан, вӗсем сире кирлӗ мар. Сирӗн туссем Иеговӑна юратаҫҫӗ пулсан вара, вӗсем ҫумне ҫыпҫӑнӑр. Хӑвӑрах лайӑх пулӗ! (Ытар. 13:21).
8. Социаллӑ сетьсемпе усӑ куратӑр пулсан хӑвӑра мӗнле ыйтусем памалла?
8 Социаллӑ сетьсем хурӑнташсемпе тата туссемпе ҫыхӑну тытма пулӑшаҫҫӗ. Анчах та нумайӑшӗ вӗсемпе усӑ курасса та, мухтанас тесе усӑ кураҫҫӗ. Вӗсем унта хӑйсем мӗн туяннине, мӗн тунине кӑтартакан сӑнӳкерчӗксемпе видеосене вырнаҫтараҫҫӗ. Эсир социаллӑ сетьсемпе усӑ куратӑр пулсан, хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Эпӗ сӑнӳкерчӗксемпе видеосене мӗнле тӗллевпе вырнаҫтаратӑп? Эпӗ туссене хавхалантарасшӑн-и е хампа мухтанасшӑн-и? Хам унта мӗн пӑхни ман калаҫусем ҫине, шухӑшсем ҫине тата ӗҫсем ҫине япӑх витӗм кӳмест-и?» Ертсе пыракан советра ӗҫленӗ Нейтан Норр пӗррехинче ҫапла каланӑ: «Ҫынсене юрама ан тӑрӑшӑр, мӗншӗн тесен ун пек тусан никама та юраймӑр. Иеговӑна юрама тӑрӑшӑр, вара ӑна юратакансене пурне те юрайӑр».
ХӐВӐРА КӖҪӖНЕ ХУМА АН ПӐРАХӐР
9. Иегова пулӑшнипе Озия мӗнле ҫитӗнӳсем тунӑ? (2 Ҫулсеренхи 26:1—5).
9 Хӑш тӗлӗшрен Озия лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ? Ҫамрӑк чухне Озия хӑйне кӗҫӗне хунӑ тата Иеговӑран хӑраса пурӑннӑ. Вӑл 68 ҫулта вилнӗ. Иегова ӑна пурнӑҫӗ тӑршшӗпе тенӗ пекех пиллесе тӑнӑ. (2 Ҫулсеренхи 26:1—5 вуласа парӑр.) Озия Иудейӑн нумай тӑшманне ҫӗнтернӗ тата Иерусалима хӳтӗлемешкӗн вӑй хунӑ (2 Ҫулс. 26:6—15). Турӑ пулӑшнипе вӑл нумай ҫитӗнӳ тунӑ. Ҫавӑн ҫинчен шухӑшланӑ чухне вӑл питӗ савӑннӑ пулӗ (Еккл. 3:12, 13).
10. Озийӑпа мӗн пулса тухнӑ?
10 Хӑш тӗлӗшрен Озия япӑх тӗслӗх кӑтартнӑ? Озия патша ыттисене хушусем парса тӑма хӑнӑхнӑ. Тен, ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн веҫех тума юрать тесе шутлама пуҫланӑ. Пӗррехинче Озия Иеговӑн храмне кӗрсе фимиам тӗтӗресшӗн пулнӑ. Патшасен вара ҫавна тума юраман (2 Ҫулс. 26:16—18). Чи аслӑ священник Азария ӑна чарма тӑрсан, Озия хытӑ тарӑхса кайнӑ. Унччен Озия Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ, анчах та ҫак ӗҫе тунине пула Иегова ӑна ырлама пӑрахнӑ та ун ҫине тилҫе чирне янӑ (2 Ҫулс. 26:19—21). Озия хӑйне кӗҫӗне хума пӑрахман пулсан, унӑн пурнӑҫӗ пачах урӑхла пулнӑ пулӗччӗ!
11. Хамӑра малалла та кӗҫӗне хурас тесен мӗн тумалла? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
11 Вӑйлансан Озия хӑй Иеговӑна пула ӑнӑҫлӑ пулнине манса кайнӑ. Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултаратпӑр? Пирӗн пурнӑҫра тата сӑваплӑ ӗҫре лайӑххи мӗн пур, ҫавӑ веҫех Иеговӑран пулнине хамӑра аса илтерсех тӑмалла. Тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн хамӑра мар, Иеговӑна мухтава кӑлармалла (1 Кор. 4:7) b. Хамӑра кӗҫӗне хурса пирӗн ҫитменлӗхсем пуррине тата хамӑр йӑнӑшсем тӑвассине йышӑнмалла. 60-тан иртнӗ пӗр арҫын тӑван ҫапла каланӑ: «Эпӗ пӗчӗк йӑнӑшсемшӗн ытлашши кулянма пӑрахрӑм. Хӑш-пӗр чухне ухмахла йӑнӑшсем тӑватӑп. Ыттисем хама тӳрлетсен вара, ҫавна йышӑнма тата улшӑнма тӑрӑшатӑп. Ҫакӑ мана лайӑхланма пулӑшать вӗт». Эпир Иеговӑна итлетпӗр пулсан тата хамӑра мӑнна хумастпӑр пулсан, чӑннипех те телейлӗ пулӑпӑр (Ытар. 22:4).
ИЕГОВӐПА ҪЫВӐХЛАНСА ПЫРӐР
12. Ҫамрӑк Иосия Иеговӑн ирӗкне тӑвасшӑн пулнине мӗнле кӑтартнӑ? (2 Ҫулсеренхи 34:1—3).
12 Иосия хӑш тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ? 16-ра пулнӑ чухне Иосия Иеговӑна лайӑхрах пӗлсе унӑн ирӗкне тӑвасшӑн пулнӑ. Анчах та йывӑрлӑхсемсӗр пулман. Ҫав вӑхӑтра ҫынсенчен ытларахӑшӗ суя турӑсене пуҫҫапнӑ. Ҫавӑнпа та халӑха йӗрӗхсене пуҫҫапма пӑрахтарас тесе Иосийӑн хӑюллӑ пулмалла пулнӑ. Вӑл ҫапла пулнӑ та. Хӑй 20 ҫула ҫитичченех ҫӗршыври йӗрӗхсене пӗтерме пуҫланӑ. (2 Ҫулсеренхи 34:1—3 вуласа парӑр.)
13. Хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халаллани сирӗн пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳрет?
13 Яшсемпе хӗрсем, эсир Иосийӑран тӗслӗх илсе Иегова ҫинчен ытларах пӗлсе пыма пултаратӑр. Вара сирӗн хӑвӑр пурнӑҫа ӑна халаллас кӑмӑл ҫуралӗ. Ҫакӑ сирӗн пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳрӗ? Лу́ка ятлӑ арҫын тӑван 14-ра шыва кӗнӗ. Ун чухне вӑл хӑйне ҫапла каланӑ: «Ҫак самантран Иеговӑшӑн ӗҫлесси манӑн пурнӑҫра малти вырӑнта пулӗ. Манӑн ӑна пӗрмай савӑнтарса тӑрас килет» (Марк 12:30). Эсир те ҫавӑн пек тӗллев лартсан нумай пиллӗх илӗр!
14. Иосия патшаран тӗслӗх илекен ҫамрӑк тӑвансем ҫинчен каласа парӑр.
14 Пирӗн ҫамрӑксем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ? Акӑ 12-ре шыва кӗнӗ Йоханӑн тӗслӗхӗ. Унпа пӗрле вӗренекенсем электронлӑ сигаретсем (вейпсем) туртаҫҫӗ тата ӑна та ҫавна тума хӗтӗртсех тӑраҫҫӗ. Йохана ҫирӗп пулма мӗн пулӑшать? Вӑл электронлӑ сигаретсем туртни сывлӑхне те, хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене те хавшатма пултарассине хӑйне аса илтерсе тӑрать. 14-ра шыва кӗнӗ Ре́йчел та шкулта йывӑрлӑхсемпе тӗл пулать. Хӑйне мӗн пулӑшни ҫинчен вӑл ҫапла калать: «Эпӗ пур япалана та Библирен хам мӗн пӗлнипе ҫыхӑнтарма тӑрӑшатӑп. Сӑмахран, истори урокӗнчи пӗр-пӗр тема Библире мӗн ҫырса панине е пророкла каланине аса илтерме пултарать. Кампа та пулин калаҫнӑ чухне вара эпӗ час-часах ӑна мӗнле сӑвӑ йӗрки кӑтартма пулать-ши тесе шухӑшлатӑп». Хаклӑ яшсемпе хӗрсем, тен, эсир Иосия патша тӳснӗ йывӑрлӑхсенех тӳсместӗр те, ҫапах та эсир ун пекех ӑслӑ-тӑнлӑ та Турра шанчӑклӑ пулма пултаратӑр. Йывӑрлӑхсене халех татса пама вӗренсен пуласлӑхра сире ҫӑмӑлтарах пулӗ.
15. Иосийӑна Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма мӗн пулӑшнӑ? (2 Ҫулсеренхи 34:14, 18—21).
15 26-ра пулнӑ чухне Иосия храм юсама пуҫланӑ. Ӗҫленӗ вӑхӑтра «Моисей урлӑ панӑ Ҫӳлхуҫа саккунӗн кӗнекине тупнӑ». Патша законра мӗн ҫырнине илтсен унта каланӑ пек тума пуҫланӑ. (2 Ҫулсеренхи 34:14, 18—21 вуласа парӑр.) Эсир те Библие тӑтӑшах вуласшӑн-и? Енчен те эсир ӑна кашни кун вулатӑр пулсан, сире ҫавна тума килӗшет-и? Эсир шӑп хӑвӑра пулӑшакан сӑвӑ йӗркисене пухса пыратӑр-и? Маларах асӑннӑ Лука хӑй тупнӑ интереслӗ шухӑшсене ҫырса пырать. Тен, эсир те ҫавӑн пек туса пӑхас тейӗр. Ҫапла туни хӑвӑра килӗшекен шухӑшсемпе сӑвӑ йӗркисене астуса юлма пулӑшать. Библие ытларах пӗлсе тата юратса пынӑҫемӗн сирӗн Иеговӑшӑн ӗҫлес кӑмӑл та ҫирӗпленӗ. Вара Турӑ Сӑмахӗ, Иосийӑна тӗрӗс тума пулӑшнӑ пекех, сире те тӗрӗссине тума пулӑшӗ.
16. Мӗншӗн Иосия пысӑк йӑнӑш тунӑ тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр?
16 Хӑш тӗлӗшрен Иосия япӑх тӗслӗх кӑтартнӑ? 39 ҫулсенче пулнӑ чухне Иосия йӑнӑш туса хӑйӗн пурнӑҫне ҫухатнӑ. Вӑл Иеговӑран канаш ыйтас вырӑнне хӑй тӑвас тенӗ пек тунӑ (2 Ҫулс. 35:20—25). Ҫакӑнтан эпир пӗр питӗ кирлӗ япалана вӗренетпӗр. Эпир кирек миҫе ҫулта пулсан та, Библие нумай ҫул вӗренсен те яланах Иегова мӗн каланине шута илмелле. Акӑ мӗншӗн тӑтӑшах Иеговӑран канаш ыйтмалла, унӑн Сӑмахне тӗпчемелле тата опытлӑ христиансемпе канашламалла. Вара эпир пысӑк йӑнӑшсем тумӑпӑр пулӗ тата телейлӗ пулӑпӑр (Иак. 1:25).
ЯШСЕМПЕ ХӖРСЕМ, ТЕЛЕЙЛӖ ПУРНӐҪА СУЙЛАСА ИЛӖР
17. Иудейӑри виҫӗ патша тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
17 Ҫамрӑксем умӗнче нумай чаплӑ май уҫӑлать. Иоас, Озия тата Иосия тӗслӗхӗ яшсемпе хӗрсем тӗрӗс йышӑнусем тума тата хӑйсен пурнӑҫӗпе Иеговӑна савӑнтарма пултарассине кӑтартса парать. Паллах, ҫак виҫӗ патша тӗрӗс мар йышӑнусем те тунӑ. Ҫакӑ вара инкек патне илсе ҫитернӗ. Ҫапах та эпир вӗсенчен лайӑххине вӗренетпӗр пулсан тата вӗсем тунӑ йӑнӑшсене тумастпӑр пулсан, телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнӑпӑр.
18. Библири мӗнле тӗслӗхсем эсир телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пултарассине ҫирӗплетсе параҫҫӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
18 Библире эпир Иеговӑн ытти ҫамрӑк ӗҫлекенӗсем ҫинчен те вулама пултаратпӑр. Вӗсем Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарнӑ тата телейлӗ пурнӑҫпа пурӑннӑ. Сӑмахран, Давид ҫамрӑкранпах Иеговӑн тусӗ, кайран вара шанчӑклӑ патша пулса тӑнӑ. Паллах, вӑхӑтран вӑхӑта вӑл йӑнӑшсем те тунӑ, ҫапах та Турӑ ӑна ырланӑ (3 Патш. 3:6; 9:4, 5; 14:8). Давид ҫинчен тӗпчени сире Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма хавхалантарӗ. Унсӑр пуҫне, Маркпа Тимофей тӗслӗхне те пӑхса тухма пулать. Вӗсем ҫамрӑклах Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫласа мӗн виличченех ӑна шанчӑклӑ пулнӑ. Вӗсем чи лайӑх пурнӑҫ ҫулне суйласа илнӗ.
19. Сирӗн пурнӑҫ мӗнлерех пулма пултарать?
19 Яшсемпе хӗрсем, сирӗн пуласлӑх хӑвӑр халӗ тӑвакан йышӑнусенчен килет. Хӑвӑр ҫине мар, Иегова ҫине шанӑр, вара вӑл сире тӗрӗс ҫулпа ертсе пырӗ (Ытар. 20:24). Эсир чӑннипех те телейлӗ пулӑр. Асра тытӑр: Иегова эсир хӑйӗншӗн мӗн тунине хаклать. Эппин, хамӑр юратакан ҫӳлти Аттешӗн, Иеговӑшӑн, ӗҫлесе тӑнинчен лайӑхраххи мӗн те пулин пур-и вара?
144-МӖШ ЮРӐ Шанчӑка куҫран ан вӗҫерт!
a Яшсемпе хӗрсем, Иегова сире хӑш-пӗр чухне тӗрӗссине тума йывӑр пулнине пӗлет, ҫав вӑхӑтрах вӑл эсир унӑн тусӗсем пуласшӑн пулнине те курать. Тӗрӗс йышӑнусем туса ҫӳлти Аҫӑра савӑнтарма сире мӗн пулӑшӗ? Ҫак статьяра эпир Иудея патшисем пулса тӑнӑ виҫӗ арҫын ачан тӗслӗхне пӑхса тухӑпӑр. Вӗсем тунӑ йышӑнусенчен хӑвӑр мӗне вӗренме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.