Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Марсело, Йомара тата Ивер (сулахайран сылтӑмалла). Кашнийӗ испан чӗлхипе Брайль шрифчӗпе кӑларнӑ Библин «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑвӗн томне тытса ларать

Вӗсем тӑвансен юратӑвне туйса илнӗ

Вӗсем тӑвансен юратӑвне туйса илнӗ

ЙОМАРА тата унӑн Марселопа Ивер шӑллӗсем Гватемалӑри пӗчӗк ялта пурӑнаҫҫӗ. Йомара Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме тытӑннӑ. Кайран вара унӑн шӑллӗсем те вӗренме пуҫланӑ. Анчах та вӗсем виҫҫӗшӗ те суккӑр пулнӑ тата Брайль шрифчӗпе вулама пӗлмен. Ҫавӑнпа та вӗсемпе вӗреннӗ арҫын тӑван абзацсене те, Библири сӑвӑ йӗркисене те хӑех вуласа панӑ.

Вӗсене пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене те ҫӳреме йывӑр пулнӑ. Чи ҫывӑх Патшалӑх залне ҫитмешкӗн 40 минут каймалла пулнӑ. Ҫапах та пухури тӑвансем тӑрӑшнипе Йомарӑпа унӑн шӑллӗсем тӗлпулусене сиктермесӗр ҫӳреме пултарнӑ. Ҫав пӗртӑвансене вӗренмелли заданисем пама пуҫласан вара пухури тӑвансем вӗсене хатӗрленӗ заданисене астуса юлма пулӑшнӑ.

2019 ҫулхи май уйӑхӗнчен пуҫласа тӗлпулусене вӗсен ялӗнче ирттерме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑталла яла пӗр мӑшӑр, тулли пионерсем, куҫса килнӗ. Вӗсем хӑйсем Брайль шрифтне пӗлмен пулин те, Йомарӑна, Марселона тата Ивера ҫав шрифтпа вулама тата ҫырма вӗрентесшӗн пулнӑ. Ҫавӑнпа та ҫав мӑшӑр библиотекӑна кайса Брайль шрифчӗпе вулама тата ҫырма вӗренме пулӑшакан тата ҫынсене Брайль шрифтне вӗрентме пулӑшакан кӗнекесем илнӗ.

Марсело тӗлпулура комментари парать

Темиҫе уйӑх иртсенех виҫҫӗшӗ те Брайль шрифчӗпе лайӑх вулама вӗреннӗ. Ҫакӑ вӗсене чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшнӑ a. Халӗ Йомара, Марсело тата Ивер пионерсем пулса ӗҫлеҫҫӗ, унсӑр пуҫне, Марсело — пухура пулӑшакан. Вӗсем Иеговӑшӑн ырми-канми ӗҫлени ыттисене те уншӑн хастаррӑн ӗҫлеме хавхалантарать.

Йомара, Марсело тата Ивер пуху хӑйсене пулӑшнӑшӑн питӗ пархатарлӑ. «Свидетельсемпе мӗн паллашнӑранпах вӗсем пире юратнине кӑтартса тӑчӗҫ»,— тет Йомара. Марсело вара ҫапла калать: «Пирӗн пухура нумай лайӑх тус пур тата пӗр-пӗрне юратакан пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑх». Йомарӑпа унӑн шӑллӗсем Иегова ҫӗре рай туса хурасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ҫакна вӗсем хӑйсен куҫӗпе курасшӑн (Пс. 36:10, 11; Ис. 35:5).

a Суккӑрисем тата япӑх кураканнисем валли ятарласа «Учимся читать по Брайлю» брошюра кӑларнӑ. Вӑл ҫавӑн пек ҫынсене Брайль шрифчӗпе вулама тата ҫырма вӗренме пулӑшать.