5-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
«Пире Христосӑн юратӑвӗ ертсе пырать»
«Пире Христосӑн юратӑвӗ ертсе пырать... Пурӑнакансем тек хӑйсемшӗн мар, хӑйсемшӗн вилсе чӗрӗлсе тӑнӑскершӗн пурӑнччӑр тесе вӑл пуриншӗн те вилнӗ» (2 КОР. 5:14, 15, ҪТ).
13-МӖШ ЮРӐ Христос пирӗншӗн тӗслӗх
ҪАК СТАТЬЯРА a
1, 2. а) Иисусӑн пурнӑҫӗ тата сӑваплӑ ӗҫӗ ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпир мӗн туятпӑр? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
ҪЫВӐХ ҫын вилсен эпир уншӑн питӗ тунсӑхлатпӑр. Унӑн юлашки кунӗсене аса илнӗ чухне, уйрӑмах вӑл виличчен асапланнӑ пулсан, пирӗн чӗре питӗ хытӑ ыратать. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн пирӗн чун ыратӑвӗ пусӑрӑнать, вара эпир каллех савӑнма пултаратпӑр. Вӑл пире мӗне те пулин вӗрентнине, хавхалантарнине, пулӑшнине е пӗрле савӑнса кулнине аса илни хамӑрта ӑшӑ туйӑмсем вӑратать.
2 Иисус мӗнле асапланни тата вилни ҫинчен вуланӑ чухне те пирӗн чун ыратать. Каҫхи апат уявӗ тапхӑрӗнче эпир каҫарттаракан парне мӗн тери хаклӑ пулни ҫинчен ытларах шухӑшлама тӑрӑшатпӑр (1 Кор. 11:24, 25). Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне мӗн тунине тата мӗн каланине аса илсен вара, паллах, эпир савӑнатпӑр. Иисус халӗ мӗн туни ҫинчен тата пуласлӑхра мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшланӑ чухне те эпир хавхаланатпӑр. Ҫаксем ҫинчен тата Христос пире мӗн тери юратни ҫинчен шухӑшлани пире пархатарлӑ пулнине ӗҫпе кӑтартма хистесе тӑрать. Эпир халӗ шӑп ҫакӑн ҫинчен калаҫӑпӑр та.
ПАРХАТАРЛӐ ПУЛНӐРАН ЭПИР ИИСУС ХЫҪҪӐН ПЫРАСШӐН
3. Мӗнле сӑлтавсене пула эпир тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ?
3 Иисусӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ ҫинчен шухӑшланӑ чухне пирӗн чӗре пархатарлӑхпа тулать. Ҫӗр ҫинче хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне туса тӑнӑ чухне Иисус ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ парас пиллӗхсем ҫинчен каласа панӑ. Патшалӑх ҫинчен калакан ҫак чӑнлӑхсене эпир питӗ хаклатпӑр. Тӳлесе илме панӑ парнешӗн эпир ҫав тери пархатарлӑ, мӗншӗн тесессӗн ӑна пула эпир Иеговӑн тата Иисусӑн тусӗсем пулса тӑма пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, Иисуса ӗненекенсем ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма тата хӑйсен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫывӑх ҫыннисене курма пултараҫҫӗ (Иоанн 5:28, 29; Рим 6:23). Эпир ҫак пиллӗхсене нимӗнле хак парса та илейместпӗр тата Турӑпа Христос пирӗншӗн мӗн тунишӗн эпир яланах парӑмлӑ пулатпӑр (Рим 5:8, 20, 21). Ҫапах та ҫак парнешӗн пархатарлӑ пулнине эпир ӗҫпе кӑтартма пултаратпӑр. Мӗнле майпа?
4. Мария Магдалина хӑйӗншӗн Иисус мӗн тунишӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ? (Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр).
4 Мария Магдалина тӗслӗхне пӑхса тухар. Ҫав мӗскӗн хӗрарӑма ҫичӗ демон асаплантарнӑ. Вӑл хӑйне кам та пулин сиплеме пултарассине ӗненмен те пулӗ. Ҫавӑнпа та Иисус ӑна демонсенчен хӑтарсан вӑл мӗн тери пархатарлӑ пулнӑ пулӗ! Пархатарлӑ пулнине пула вӑл Иисус Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑнӑ тата хӑйӗн вӑхӑтне, вӑйне, мӗн пуррине шеллемесӗр Иисуса сӑваплӑ ӗҫне туса тӑма пулӑшнӑ (Лука 8:1—3). Мария хӑйӗншӗн Иисус мӗн тунине питӗ хакланӑ. Ҫавах та вӑл хӑйӗншӗн Иисус пуласлӑхра ытларах тӑвать тесе шутламан та пулӗ. Иисусӑн хӑйне «ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илччӗр» тесе хӑйӗн пурнӑҫне памалла пулнӑ (Иоанн 3:16). Пархатарлӑ пулнӑран Мария ӑна шанчӑклӑ пулнӑ. Иисус юпа ҫинче асапланнӑ чухне те Мария ӑна тата унта пулнӑ ытти ҫынсене йӑпатас тесе юнашар пулнӑ (Иоанн 19:25). Иисус вилнӗ хыҫҫӑн та Мария тата тепӗр икӗ хӗрарӑм унӑн кӗлеткине ырӑ шӑршӑллӑ ҫусемпе сӗрес тесе тупӑклӑх патне пынӑ (Марк 16:1, 2). Мария Иисуса шанчӑклӑ пулнӑшӑн Иегова ӑна пилленӗ — вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ Иисуспа курса калаҫнӑ. Иисусӑн вӗренекенӗсенчен сахалӑшне кӑна ҫапла чыс тунӑ (Иоанн 20:11—18).
5. Эпир Иеговӑпа Иисус хамӑршӑн мӗн тунишӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
5 Эпир вара Иеговӑпа Иисус хамӑршӑн мӗн тунишӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Эпир Иеговӑшӑн ӗҫлемешкӗн вӑхӑта та, вӑя та, укҫа-тенкӗне те шеллеместпӗр. Сӑмахран, эпир Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене тӑвас тата юсаса тӑрас ӗҫе хутшӑнма пултаратпӑр.
ИЕГОВӐПА ИИСУСА ЮРАТНИ ПИРЕ ЫТТИСЕНЕ ЮРАТМА ХИСТЕТ
6. Мӗншӗн тӳлесе илме панӑ парне — шӑп хамӑра панӑ парне теме пулать?
6 Эпир Иегова тата Иисус пире мӗн тери хытӑ юратни ҫинчен шухӑшланӑ чухне пирӗн хамӑрӑн та вӗсене юратас килет (1 Иоанн 4:10, 19). Иисус шӑп хамӑршӑн вилнине ӑнланса илсен вара эпир вӗсене тата хытӑрах юратма пуҫлатпӑр. Павел апостол Иисус кашни ҫыншӑн вилнине питӗ лайӑх ӑнланнӑ, ҫавӑнпа пархатарлӑ пулнӑран ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ... мана юратса, Хӑйне Хӑй маншӑн вилӗм аллине панӑ Турӑ Ывӑлне ӗненсе пурӑнатӑп» (Гал. 2:20). Каҫарттаракан парнене пула Иегова пире хӑйӗн патне илсе пынӑ тата хӑйӗн тусӗ пулма сӗннӗ (Иоанн 6:44). Иегова пирӗнте лайӑххине курнӑ та хӑйӗн тусӗ пулма пулӑшнӑ. Ҫакна пӗлни чуна ӑшӑтмасть-и вара? Иеговӑпа Иисуса тата хытӑрах юратас килмест-и вара? Хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Ҫак юрату мана мӗн тума хистесе тӑрать?»
7. Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр. Эпир Иеговӑпа Иисуса юратнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (2 Коринф 5:14, 15; 6:1, 2).
7 Турӑпа Христоса юратни пире ыттисене те юратма хистесе тӑрать. (2 Коринф 5:14, 15 [ҪТ] b; 6:1, 2 вуласа парӑр.) Ҫынсене юратнине эпир ырӑ хыпара хастаррӑн сарнипе кӑтартатпӑр. Эпир ҫыннӑн ӳт тӗсне, вӑл хӑш халӑхран пулнине, пуян е чухӑн пулнине тата обществӑра мӗнле вырӑн йышӑннине пӑхмастпӑр. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне хамӑр тӗл пулакан пур ҫынпа та калаҫатпӑр. Ҫапла майпа эпир Туррӑн ирӗкне тӑватпӑр, вӑл вара «пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн» (1 Тим. 2:4).
8. Пухури тӑвансене юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
8 Турӑпа Христоса юратни пире пухури тӑвансене те юратма хавхалантарать (1 Иоанн 4:21). Эпир вӗсемпе чун-чӗререн интересленетпӗр тата вӗсем йывӑрлӑха кӗрсе ӳксен пулӑшма васкатпӑр. Тӑвансем ҫывӑх ҫынсене ҫухатсан эпир вӗсене йӑпататпӑр, чирлесен — вӗсем патне кайса ҫӳретпӗр, хуйха ӳксен — вӗсене хавхалантарас тесе хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑватпӑр (2 Кор. 1:3—7; 1 Фес. 5:11, 14). Эпир вӗсемшӗн кӗлтума пӑрахмастпӑр, мӗншӗн тесен «тӳрӗ ҫын тӑрӑшса кӗлтуни нумай» пулӑшнине пӗлетпӗр (Иак. 5:16).
9. Тӑвансене юратнине эпир тата мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
9 Тӑвансене юратнине эпир вӗсемпе килӗштерсе пурӑнма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнипе те кӑтартатпӑр. Эпир ыттисене каҫарас тӗлӗшрен Иеговӑран тӗслӗх илесшӗн. Вӑл пирӗн ҫылӑхсемшӗн хӑйӗн Ывӑлне парнене пама хатӗр пулнӑ пулсан, пирӗн те хамӑра хирӗҫ ҫылӑх тӑвакан тӑвансене хатӗр пулсах каҫармалла мар-и вара? Эпир Иисусӑн ытарӑшӗнчи усал чура пек пуласшӑн мар. Хуҫа унӑн пысӑк парӑмне каҫарнӑ. Вӑл вара хӑйне парӑмлӑ тепӗр чурана, лешӗн парӑмӗ пӗчӗккӗ пулнӑ пулин те, каҫарасшӑн пулман (Матф. 18:23—35). Енчен те тӑванпа хӑвӑр хушӑра пӑтӑрмах сиксе тухрӗ пулсан, эсир хӑвӑр пӗрремӗш утӑм туса Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗччен ҫав тӑванпа мирлешме пултаратӑр-и? (Матф. 5:23, 24). Ҫапла туса эсир Иеговӑпа Иисуса хытӑ юратнине кӑтартатӑр.
10, 11. Старейшинӑсем Иеговӑпа Иисуса юратнине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ? (1 Петр 5:1, 2).
10 Старейшинӑсем Иеговӑпа Иисуса юратнине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ? Иисусӑн сурӑхӗсене пӑхнипе. (1 Петр 5:1, 2 вуласа парӑр.) Ҫакӑ Иисус Пётра мӗн каланинчен уҫҫӑн курӑнать. Иисусран виҫӗ хутчен туннӑ хыҫҫӑн Пётр ӑна юратнине кӑтартасшӑн ҫуннӑ пулӗ. Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Пётртан ҫапла ыйтнӑ: «Иоанн ывӑлӗ Симон, эсӗ мана вӗсенчен ытларах юрататӑн-и?» Пётр хӑйӗн Ҫӳлхуҫине юратнине кӑтартас тесе тем тума та хатӗр пулни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. Иисус ӑна: «Манӑн сурӑхӑмсене пӑх»,— тенӗ (Иоанн 21:15—17). Вара Пётр мӗн виличченех хӑйӗн Ҫӳлхуҫин сурӑхӗсемшӗн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшнӑ. Ҫапла вӑл Иисуса юратнине кӑтартнӑ.
11 Хаклӑ старейшинӑсем, Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче эсир Иисус Пётра каланӑ сӑмахсем мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланнине мӗнле кӑтартма пултаратӑр? Тӑвансене тӑтӑшах хавхалантарсан тата пухӑва ҫӳреме пӑрахнисене Иегова патне таврӑнма пулӑшма пӗтӗм вӑя хурсан, эсир Иеговӑпа Иисуса хӑвӑр мӗн тери хытӑ юратнине кӑтартӑр (Иез. 34:11, 12). Унсӑр пуҫне, эсир Библи вӗренекенсемпе тата Каҫхи апат уявне пӗрремӗш хут килнисемпе пырса калаҫма пултаратӑр. Эпир вӗсем Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑрасса шанатпӑр, ҫавӑнпа та вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илесшӗн.
ХРИСТОСА ЮРАТНИ ПИРЕ ХӐЮЛЛӐ ПУЛМА ХИСТЕТ
12. Иисус хӑй вилес умӗнхи каҫ каланӑ сӑмахсем пире хӑюллӑ пулма мӗнле пулӑшаҫҫӗ? (Иоанн 16:32, 33).
12 Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Тӗнчере сирӗн хуйхӑ курмалла пулӗ, анчах хӑюллӑ пулӑр! Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм». (Иоанн 16:32, вуласа парӑр.) Тӑшманӗсем хирӗҫ тӑнӑ чухне хӑюллӑ пулма тата мӗн виличченех Ашшӗне шанчӑклӑ тӑрса юлма Иисуса мӗн пулӑшнӑ? Вӑл Иегова ҫине шаннӑ. Хӑйӗн вӗренекенӗсем те ҫавӑн пекрех йывӑрлӑхсемпе тӗл пуласса пӗлнӗрен Иисус Ашшӗне вӗсене сыхласа тӑма ыйтнӑ ( 33Иоанн 17:11). Мӗншӗн ҫакӑ пире хӑюлӑх парать? Мӗншӗн тесен Иегова пирӗн пур тӑшманран та хӑватлӑрах (1 Иоанн 4:4). Вӑл пӗтӗмпех курса тӑрать. Пӗр иккӗленӳ те ҫук: Иегова ҫине шансан эпир хӑранине ҫӗнтерме тата хӑюллӑ пулма пултаратпӑр.
13. Аримафея ҫынни Иосиф мӗнле майпа хӑюлӑх кӑтартнӑ?
13 Аримафея ҫыннин, Иосифӑн, тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл Синедрион — иудейсен Аслӑ сучӗ — ҫынни пулнӑ. Еврейсем ӑна питӗ хисепленӗ. Ҫапах та Иосиф малтанах хӑюллӑ пулман. Иоанн вӑл «Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ пулин те, иудейсенчен хӑранипе ҫавна палӑртман» тесе ҫырнӑ (Иоанн 19:38). Иосифа Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар интереслентернӗ пулин те, вӑл хӑй Иисуса ӗненнине ыттисенчен пытарнӑ. Иосиф ҫынсем хӑй Христосӑн вӗренекенӗ пулнине пӗлсен хӑйне хисеплеме пӑрахасран хӑранӑ пулас. Кирек мӗнле пулсан та, Библире каланӑ тӑрӑх, Иисус вилнӗ хыҫҫӑн «хӑюлӑх ҫитерсе вӑл Пилат патне кӗнӗ те Иисусӑн кӗлеткине ыйтнӑ» (Марк 15:42, 43). Хӑй Иисусӑн вӗренекенӗ пулнине Иосиф тек пытарман.
14. Ҫынсенчен хӑратӑр пулсан, сирӗн мӗн тумалла?
14 Эсир те, Иосиф пекех, ҫынсенчен хӑранӑ-и? Хӑвӑр Иегова Свидетелӗ пулнине шкулта е ӗҫре калама шикленнӗ-и? Тен, эсир ыттисем хӑвӑр пирки мӗн калӗҫ-ши тесе пӑшӑрханнӑран хыпарҫӑ пулса тӑма е шыва кӗме васкамастӑр. Ҫак туйӑмсем сире тӗрӗссине тума ан чӑрмантарччӑр. Иеговӑна чуна уҫса кӗлтӑвӑр. Унӑн ирӗкне пурнӑҫламашкӑн унран хӑюлӑх ыйтӑр. Иегова хӑвӑр кӗлӗсем ҫине хуравланине курсан вара эсир вӑйлӑрах та хӑюллӑрах пулса тӑрӑр (Ис. 41:10, 13).
САВӐНӐҪ ПИРЕ МАЛАЛЛА ТА ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛЕМЕ ПУЛӐШАТЬ
15. Иисуса курса савӑннӑран вӗренекенӗсем мӗн тунӑ? (Лука 24:52, 53).
15 Иисус вилсен унӑн вӗренекенӗсем хуйха ӳкнӗ. Вӗсен вырӑнӗнче пулнӑ пулсан эсир хӑвӑра мӗнле туйнӑ пулӑттӑрччӗ? Вӗсем ҫывӑх тусне ҫухатнӑ тата вӗсене пӗр шанчӑк та юлман пек туйӑннӑ (Лука 24:17—21). Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене курӑнсан вара вӗсене хӑйӗн ҫинче пророкла каланисем мӗнле пурнӑҫланнине ӑнланма пулӑшнӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл вӗсене пӗлтерӗшлӗ ӗҫ шанса панӑ (Лука 24:26, 27, 45—48). Иисус пӗлӗте хӑпарнӑ вӑхӑталла вӗренекенӗсем хуйхӑрма пӑрахса калама ҫук хытӑ савӑннӑ, мӗншӗн тесен хӑйсен Ҫӳлхуҫи чӗрӗ пулнине пӗлнӗ. Тата вӗсем вӑл хӑйсене шанса панӑ ӗҫе тума пулӑшасса ҫирӗп шаннӑ. Ҫав савӑнӑҫ вӗсене пӗр чарӑнмасӑр Иеговӑна мухтав кӳрсе тӑма хавхалантарнӑ (Лука 24:52, 53 вуласа парӑр; Ап. ӗҫ. 5:42).
16. Иисусӑн вӗренекенӗсенчен мӗне вӗренме пулать?
16 Иисусӑн вӗренекенӗсенчен мӗне вӗренме пулать? Эпир Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче кӑна мар, ҫулталӑкӗпех Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлеме пултаратпӑр. Ҫакна тӑвас тесен пирӗн Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне хамӑр пурнӑҫра малти вырӑна хумалла. Сӑмахран, нумайӑшӗ тӑтӑшах ырӑ хыпар сарма, тӗлпулусене ҫӳреме тата ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма май паракан графикпа ӗҫлеҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем хӑйсен пухӑвӗнче е хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнта ытларах тӑвас тесе нумайӑшӗшӗн кирлӗ пек туйӑнакан япаласене туянас темен. Чӑнах та, сӑваплӑ ӗҫе пӗр чарӑнмасӑр туса тӑмашкӑн тата Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне малти вырӑна хумашкӑн чӑтӑмлӑ пулмалла. Иегова пире ҫавӑншӑн пиллетех (Ытар. 10:22; Матф. 6:32, 33).
17. Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче эсир мӗн-мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ? (Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр.)
17 Ытларикун, апрелӗн 4-мӗшӗнче, эпир Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тума пуҫтарӑнӑпӑр. Ҫав куна эпир чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Анчах та Иисусӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ ҫинчен тата Иеговӑпа Иисус хамӑра мӗнле юратни ҫинчен ҫав кун ҫеҫ шухӑшламалла мар. Ҫакӑн ҫинчен Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗ ӳмӗн те, хыҫҫӑн та май килнӗ таран ытларах шухӑшлама тӑрӑшӑр. Сӑмахран, ҫак тӗлӗшрен Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне юлашки эрнере унпа мӗн-мӗн пулса иртнине кӑтартакан таблица пулӑшма пултарать (2019 ҫулхи апрель уйӑхӗнчи ӗҫ тетрадӗнчи 4-мӗш страницӑна пӑхӑр). Ҫак таблица тӑрӑх Библие тӗпчеме тата шухӑшлама вӑхӑт уйӑрма тӑрӑшӑр. Иисусӑн пурнӑҫӗ ҫинчен вуланӑ май хӑвӑра пархатарлӑрах, хӑюллӑрах, савӑнӑҫлӑрах пулма тата хытӑрах юратма пулӑшакан сӑвӑ йӗркисене асӑрхама тӑрӑшӑр. Кайран вара хӑвӑр пархатарлӑ пулнине ӗҫпе мӗнле кӑтарма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Ан иккӗленӗр: Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче эсир Иисуса аса илес тесе мӗн-мӗн тунине вӑл питӗ хаклать (Ӳлӗм. 2:19).
17-МӖШ ЮРӐ Хаваспах пулӑшӑп!
a Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче Иисусӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ ҫинчен, вӑл хӑй тата унӑн Ашшӗ пире мӗнле юратни ҫинчен шухӑшламалла. Ҫакӑ пире Иисус тӳлесе илме панӑ парнешӗн хамӑр пархатарлӑ пулнине тата Иеговӑпа Иисуса юратнине ӗҫпе кӑтартма хавхалантарӗ. Ку статьяра эпир ҫакна мӗнле тумаллине пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, тӑвансене хытӑрах юратма, хӑюллӑ пулма тата сӑваплӑ ӗҫре савӑнӑҫ туйма мӗн пулӑшнине пӗлӗпӗр.
b 2 Коринф 5:14, 15, ҪТ: «Пире Христосӑн юратӑвӗ ертсе пырать, мӗншӗн тесен эпир ҫакна ӑнлантӑмӑр: пурте вилнӗ, ҫавӑнпа пӗр ҫын пуриншӗн те вилнӗ. Пурӑнакансем тек хӑйсемшӗн мар, хӑйсемшӗн вилсе чӗрӗлсе тӑнӑскершӗн пурӑнччӑр тесе вӑл пуриншӗн те вилнӗ».