Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

1-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Турӑ Сӑмахӗ чӑнлӑх пулнине ӗненме пулать-и?

Турӑ Сӑмахӗ чӑнлӑх пулнине ӗненме пулать-и?

2023 ҪУЛХИ ҪУЛТАЛӐК ТЕКСЧӖ: «Санӑн сӑмахун тӗпӗ-йӗрӗ — чӑн» (ПС. 118:160).

96-МӖШ ЮРӐ Турӑ Сӑмахӗ — хаклӑ мул

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Мӗншӗн хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ Библие шанмаҫҫӗ?

 НУМАЙӐШӖ хальхи вӑхӑтра кама шанмаллине пӗлмеҫҫӗ. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, хисеплӗ ҫынсем, сӑмахран, политиксем, учёнӑйсем тата бизнесменсем хӑйсемшӗн ҫеҫ тӑрӑшаҫҫӗ. Хӑйсем пирки христиансем текен тӗн пуҫлӑхӗсене те ҫынсем хисеплесех каймаҫҫӗ. Лешӗсем Библи тӑрӑх пурӑнатпӑр тесе каланӑран вара Библие те шансах каймаҫҫӗ.

2. Псалом 118:160-мӗшӗ тӑрӑх, пирӗн мӗн пирки иккӗленмелле мар?

2 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май эпир ҫакӑн пирки иккӗленместпӗр: вӑл — «чӑнлӑх Турри» тата яланах пире ыррине сунать (Пс 30:6, Мухтав юррисен кӗнеки; Ис. 48:17). Эпир Библире мӗн ҫырнине шанатпӑр, мӗншӗн тесен Турӑ Сӑмахӗн «тӗпӗ-йӗрӗ — чӑн». (Псалом 118:160 вуласа парӑр.) Эпир Библи тӗпчекен пӗр ҫын каланӑ сӑмахсемпе килӗшетпӗр: «Турӑ мӗн калани веҫех — чӑн, унӑн сӑмахӗсем яланах пурнӑҫланаҫҫӗ. Туррӑн ӗҫлекенӗсем унӑн сӑмахӗсене шанаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Турра хӑйне шанаҫҫӗ».

3. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

3 Ыттисене Библие хамӑр шаннӑ пек шанма мӗнле пулӑшма пулать? Айтӑр Библи шанӑҫа тивӗҫлӗ кӗнеке пулнине кӑтартакан виҫӗ ҫирӗплетӳ пӑхса тухар. Эпир Библири текст улшӑнманни ҫинчен, унти пророкла сӑмахсем пурнӑҫланни тата вӑл ҫынсем ҫине питех те хытӑ витӗм кӳни ҫинчен калаҫӑпӑр.

БИБЛИРИ ТЕКСТА НИКАМ ТА УЛӐШТАРМА ПУЛТАРАЙМАН

4. Мӗншӗн хӑш-пӗр ҫынсем Библири текст улшӑнманни пирки иккӗленеҫҫӗ?

4 Иегова 40-е яхӑн арҫынна Библие кӗрекен кӗнекесене ҫырма хавхалантарнӑ. Анчах та паянхи кунччен пирвайхи манускриптсенчен пӗри те упранса юлайман. Пирӗн кописенчен ҫырса илнӗ кописем кӑна пур. Ҫавӑнпа хӑш-пӗр ҫынсем эпир чӑнах та ӗлӗк-авал мӗн ҫырнинех вулатпӑр-и тесе шутлаҫҫӗ. Библие пин-пин ҫул хушши ҫырса илнӗ пулсан та, унта улшӑнусем кӗртменнине мӗн ҫирӗплетсе парать?

Еврей Ҫырӑвӗсене ҫырса илме вӗреннӗ ҫынсем хӑйсем тунӑ кописене нимӗнле улшӑнусем те кӗртес мар тесе хӑйсен ӗҫне питӗ тӗплӗн тунӑ (5-мӗш абзаца пӑхӑр)

5. Еврей ҫырӑвӗсен копийӗсене мӗнле тунӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр.)

5 Библири текста упраса хӑварас тесе Иегова хӑйӗн халӑхне унӑн копийӗсене тума хушнӑ. Турӑ Израилӗн патшисене закона хӑйсем валли ҫырса илме хушнӑ пулнӑ тата ҫав закона ҫынсене вӗрентес тесе левитсене лартнӑ (Сак. аст. 17:18; 31:24—26; Неем. 8:7). Иудейсем Вавилон тыткӑнӗнчен таврӑнсан вара ҫырса илме ятарласа вӗрентнӗ ҫынсем Еврей Ҫырӑвӗсене копи туса ҫырса илме пуҫланӑ. Вӗсем питӗ нумай копи тунӑ (Езд. 7:6). Ҫырса илекенсем хӑйсен ӗҫне питӗ тӗплӗн тунӑ. Текста нимӗнле улшӑнусем те кӗртес мар тесе вӗсем сӑмахсен шутне кӑна мар, саспаллисен шутне те шутлама пуҫланӑ. Паллах, ҫынсем ҫитменлӗхлӗ пулнӑран пӗчӗк йӑнӑшсем кайкаланӑ. Ҫапах та пӗр текстӑн кописем нумай пулнӑран ҫав йӑнӑшсене ҫӑмӑллӑнах асӑрханӑ. Мӗнле майпа?

6. Библи тексчӗсен копийӗсенчи йӑнӑшсене мӗнле тупма пулать?

6 Хальхи вӑхӑтри учёнӑйсен Библи тексчӗсене ҫырса илнӗ чухне тунӑ йӑнӑшсене тупма питӗ лайӑх меслет пур. Калӑпӑр, 100 ҫынна пӗр страницӑри текста ҫырса илме каланӑ. Вӗсенчен пӗри йӑнӑш тунӑ тейӗпӗр. Унӑн копине ыттисемпе танлаштарсан, ҫав йӑнӑша тупма пулать. Учёнӑйсем те Библи манускрипчӗсен нумай копине танлаштарнӑ чухне ҫырса илекенсем тунӑ йӑнӑшсене тата сиктерсе хӑварнӑ вырӑнсене тупаҫҫӗ.

7. Библи тексчӗн копийӗсене мӗн таран тӗплӗн тунӑ?

7 Библи тексчӗсене ҫырса илекенсем кописене питӗ тӗплӗн тунӑ. Акӑ пӗр тӗслӗх. Еврей Ҫырӑвӗсен чи кивӗ тулли копийӗ — Ленинград кодексӗ. Ӑна пирӗн эрӑри 1008 е 1009 ҫулта ҫырнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та нумаях пулмасть татах алҫырусемпе алҫырусен пайӗсене тупнӑ пулнӑ. Вӗсене вара Ленинград кодексӗнчен 1 000 ҫула яхӑн маларах ҫырнӑ пулнӑ. Тен, кам та пулин ҫапла шутлама пултарать: ҫӗр-ҫӗр ҫул хушши нумай хут ҫырса илнине пула Ленинград кодексӗ ҫав авалхи манускриптсенчен чылай уйрӑлса тӑмалла. Анчах та ку апла мар. Учёнӑйсем кивӗрех алҫырусене ҫӗнӗреххисемпе танлаштарнӑ чухне хӑш-пӗр вырӑнсенче урӑхларах сӑмахсемпе усӑ курнине ҫеҫ асӑрханӑ, шухӑшӗ вара пӗрех юлнӑ.

8. Грек Ҫырӑвӗсен упранса юлнӑ копийӗсем ҫав вӑхӑтри ытти текстсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?

8 Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем те Грек Ҫырӑвӗсенчи 27 кӗнекен копийӗсене питӗ тӑрӑшуллӑн тунӑ. Вӗсем ҫав кописемпе тӗлпулусенче тата ырӑ хыпар сарнӑ чухне усӑ курнӑ. Упранса юлнӑ Грек Ҫырӑвӗсен копийӗсене ҫав вӑхӑтри ытти текстсемпе танлаштарсан пӗр учёнӑй ҫапла каланӑ: «[Грек Ҫырӑвӗсен копийӗсем] ытларах тата туллирех». Пӗр кӗнекере вара ҫапла ҫырнӑ: «Эпир [Грек Ҫырӑвӗсен] хальхи вӑхӑтри лайӑх куҫарӑвне вуланӑ чухне авалхи авторсем мӗн ҫырнӑ, ҫавнах куратпӑр» (Anatomy of the New Testament).

9. Исаия 40:8-мӗшӗ тӑрӑх, Турӑ Сӑмахӗ пирки мӗн калама пулать?

9 Куртӑмӑр ӗнтӗ, ҫав тӑрӑшуллӑ ҫырса илекенсем ҫӗр-ҫӗр ҫул хушши хӑйсен ӗҫне питӗ тӗплӗн туса тӑнӑ. Ҫавна пула эпир Библири улшӑнман текста вулама тата тӗпчеме пултаратпӑр b. Паллах, Иегова хӑйӗн Сӑмахӗ пӗр улшӑнмасӑр тӑрса юлтӑр тесе хӑй тӑрӑшнӑ. (Исаия 40:8 вуласа парӑр.) Анчах та кам та пулин ҫапла хирӗҫлесе калама пултарать: «Библи улшӑнмасӑр тӑрса юлни ӑна Турӑ хавхалантарнипе ҫырнине ҫирӗплетсе памасть». Ҫавӑнпа та айтӑр Библи Турӑ кӗнеки пулнине кӑтартакан урӑх ҫирӗплетӳсене пӑхар.

БИБЛИРИ ПРОРОКЛА КАЛАНИСЕМ ШАНӐҪА ТИВӖҪЛӖ

Сулахай енче: C. Sappa/DeAgostini/Getty Images; сылтӑм енче: Image © Homo Cosmicos/Shutterstock

Библири пророкла каланисем ӗлӗк те пурнӑҫланнӑ, халӗ те пурнӑҫланаҫҫӗ (10, 11 абзацсене пӑхӑр) d

10. 2 Петр 1:21-мӗшӗнче мӗн калани тӗрӗс пулнине мӗнле пророкла калани ҫирӗплетсе парать? (Ӳкерчӗксем ҫине пӑхӑр.)

10 Библире ҫырнӑ пророкла сӑмахсем нумайӑшӗ пурнӑҫланнӑ ӗнтӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ҫырса хунӑ хыҫҫӑн ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен пурнӑҫа кӗнӗ. Ҫакна истори ҫирӗплетсе парать. Пророкла сӑмахсем пурнӑҫланни пӗртте тӗлӗнтермест, мӗншӗн тесен вӗсен Авторӗ — Иегова Турӑ. (2 Петр 1:21 вуласа парӑр.) Авалхи Вавилон пӗтесси пирки калакан пророкла сӑмахсем ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Пирӗн эрӑчченхи VIII ӗмӗрте Исаия пророк ҫак аслӑ хулана ҫӗнсе илӗҫ тенӗ. Ӑна ҫӗнсе илекенӗ Кир ятлӑ пулать тесе каланӑ. Мӗнле майпа ҫӗнсе илесси пирки те тӗпӗ-йӗрӗпех ҫырса панӑ (Ис. 44:27—45:2). Унсӑр пуҫне, Исаия вӑхӑт иртсен Вавилона аркатса тӑкӗҫ тата унта пурӑнакан та пулмӗ тенӗ (Ис. 13:19, 20). Ҫапла пулса тухнӑ та. Пирӗн эрӑчченхи 539 ҫулта Вавилона Миди тата Перси ҫыннисем ярса илнӗ. Халӗ ҫак аслӑ хуларан ишӗлчӗк купи ҫеҫ тӑрса юлнӑ. («Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекен электронлӑ форматӗнчи «Библире Вавилона ярса илесси ҫинчен малтанах каласа хунӑ» видеона пӑхӑр, 3-мӗш урок, 5-мӗш пункт.)

11. Даниил 2:41—43 сӑвӑ йӗркисенче пророкла калани хальхи вӑхӑтра мӗнле пурнӑҫланса пынине каласа парӑр.

11 Библири пророкла сӑмахсем ӗлӗк-авал кӑна мар, хальхи вӑхӑтра та куҫ умӗнчех пурнӑҫланса пыраҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Даниил пӗтӗм тӗнчери Англипе Америка держави ҫинчен каланӑ пророкла сӑмахсене илер. (Даниил 2:41—43 вуласа парӑр.) Унта Англипе Америка держави пӗр енчен тимӗр пек ҫирӗп, тепӗр енчен вара тӑм пек черчен пулӗ тенӗ. Истори ҫакӑ чӑнах та ҫапла пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Англипе Америка держави тимӗр пек ҫирӗп пулнине пӗтӗм тӗнчери вӑрҫӑсенче хӑрушла аркатусем кӳнипе кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне, унӑн ҫарӗ халӗ те хӑватлӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл хӑйӗн гражданӗсене пула хавшанать, мӗншӗн тесен лешӗсем хӑйсен прависемшӗн тата ирӗклӗхӗшӗн кӗрешеҫҫӗ. Пӗр политолог нумаях пулмасть ҫапла каланӑ: «Пӗрлешӳллӗ Штатсем пек вӑйлӑ аталаннӑ, ҫав вӑхӑтрах политика тӗлӗшӗнчен пайланса кайнӑ демократиллӗ ҫӗршыв тӗнчере урӑх ҫук». Великобритани пирки вара — ҫак пӗтӗм тӗнчери державӑн тепӗр пайӗ пирки — мӗн калама пулать? Юлашки вӑхӑтра унти ҫынсем Европа Пӗрлешӗвӗпе мӗн таран ҫума-ҫумӑн ӗҫлемелли пирки пӗр шухӑш патне ҫитеймеҫҫӗ. Ҫакӑн пек пайланса кайнине пула Англипе Америка держави татӑклӑ йышӑнусем тӑваймасть.

12. Пророкла сӑмахсем пурнӑҫланни мӗн пирки шантарать?

12 Пророкла сӑмахсем пурнӑҫланни Иегова пуласлӑх пирки мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавна тӑвасса шантарать. Эпир псалом юрлакан мӗн туйнинех туятпӑр. Вӑл ҫапла каланӑ: «Эсӗ ҫӑлассине кӗтсе чунӑм халсӑрланать; Санӑн сӑмахна шанса тӑратӑп» (Пс. 118:81). Библирен эпир Иегова хамӑра юратнӑран «малашлӑхпа шанчӑк» панине пӗлетпӗр (Иер. 29:11). Пирӗн пуласлӑх ҫынсенчен мар, Иеговӑран килет. Турӑ Сӑмахне шанас тесен айтӑр малалла та пророкла сӑмахсене тӗпчер.

БИБЛИРИ КАНАШСЕМ МИЛЛИОН-МИЛЛИОН ҪЫННА ПУЛӐШАҪҪӖ

13. Мӗншӗн Псалом 118:66, 138 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Библие шанма пулать?

13 Турӑ Сӑмахӗнчи канашсем тӑрӑх пурӑнни нумай усӑ парать, ҫавна пула та эпир Библие шанатпӑр. (Псалом 118:66, 138 вуласа парӑр.) Тӗслӗхрен, уйрӑлас патне ҫитнӗ мӑшӑрсем Библири принципсемпе усӑ курнине пула хӑйсен ҫемйисене упраса хӑварма пултарнӑ. Ҫавӑн пек христиансен ҫемйисенче юрату хуҫаланать тата ачасем хӑйсене хӳтлӗхре туяҫҫӗ (Эф. 5:22—29).

14. Библири чӑнлӑх ҫынна лайӑх енне улӑштарнине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр.

14 Библири канашсене пула хӑрушӑ преступниксем те улшӑнма пултараҫҫӗ. Акӑ тӗрмере ларнӑ Джек c тӗслӗхӗ. Вӑл питӗ хаяр ҫын пулнӑ тата ун тӗлӗшӗпе вилӗм приговорӗ йышӑннӑ пулнӑ. Ӑна чи хӑрушӑ преступник пек пӗлнӗ. Пӗррехинче вӑл пӗр ҫынпа Библи вӗреннине итлесе ларнӑ. Арҫын тӑвансем ырӑ пулни унӑн чӗрине пырса тивнӗ те вӑл Библи вӗренме тытӑннӑ. Вӑл Турӑ Сӑмахӗнчен мӗн пӗлнипе килӗшӳллӗн пурӑнма пуҫланӑ. Вара хӑйне урӑхла тытнӑ кӑна мар, пачах урӑх ҫын пулса тӑнӑ. Вӑхӑт иртсен Джек шыва кӗмен хыпарҫӑ пулса тӑнӑ, кайран шыва кӗнӗ. Вӑл тӗрмере ларакансене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара хастаррӑн пӗлтернӗ тата сахалтан та тӑватӑ ҫынпа Библи вӗреннӗ. Приговора пурнӑҫламалли вӑхӑт тӗлнелле Джек пачах урӑх ҫын пулса тӑнӑ. Унӑн адвокачӗсенчен пӗри ҫапла каланӑ: «Халӗ Джека паллама та ҫук. 20 ҫул каялла вӑл пачах урӑх ҫынччӗ. Иегова Свидетелӗсен вӗрентӗвӗсем ӑна питех те улӑштарчӗҫ». Джек пирки йышӑннӑ вилӗм приговорне пурнӑҫа кӗртнӗ пулин те, унӑн тӗслӗхӗ ҫакна кӑтартать: Турӑ Сӑмахне шанма пулать тата вӑл ҫын пурнӑҫне лайӑхлатма пултаратех (Ис. 11:6—9).

Библири канашсем тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатаҫҫӗ (15-мӗш абзаца пӑхӑр) e

15. Библири чӑнлӑха пула Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ыттисенчен мӗнле уйрӑлса тӑраҫҫӗ? (Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр.)

15 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Библири чӑнлӑхпа килӗшӳллӗн пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем хушшинче пӗрлӗх (Иоанн 13:35; 1 Кор. 1:10). Хамӑр хушӑри пӗрлӗхпе мир тӳрех палӑрать, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчери ҫынсем пайланса кайнӑ: вӗсем политика ҫине тӗрлӗрен пӑхаҫҫӗ, ҫынна вӑл хӑш халӑхран пулнине кура тата обществӑра мӗнле вырӑн йышӑннине кура уйӑраҫҫӗ. Турӑ халӑхӗ хушшинчи пӗрлӗх Жан ятлӑ ҫамрӑк ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. Вӑл Африкӑри пӗр ҫӗршывра ӳссе ҫитӗннӗ. Унта граждан вӑрҫи пуҫлансан вӑл ҫара кайнӑ. Кайран вара кӳршӗ ҫӗршыва тарнӑ. Унта вӑл Иегова Свидетелӗсемпе паллашнӑ. Жан акӑ мӗн каласа парать: «Эпӗ чӑн тӗне тытса тӑракансем политикӑна хутшӑнманнине тата вӗсене нимӗн те пайласа яманнине пӗлтӗм. Вӗсене пӗр-пӗрне юратни пӗрлештерсе тӑрать. Унччен эпӗ тӑван ҫӗршыва хӳтӗлессишӗн пурӑннӑ. Чӑнлӑха пӗлнӗ хыҫҫӑн вара Иеговӑшӑн пурӑнма пуҫларӑм». Жан пачах урӑх ҫын пулса тӑнӑ. Унччен вӑл урӑх халӑх ҫыннисене вӗлерме хатӗр пулнӑ, халӗ вара пур ҫынна та Библири хыпара каласа парать. Апла пулсан Библи тӗрлӗ халӑх ҫыннисене пулӑшать. Ҫакӑ та Турӑ Сӑмахне шанма юранине кӑтартса парать.

МАЛАЛЛА ТА БИБЛИЕ ШАНӐР

16. Мӗншӗн пирӗн Турӑ Сӑмахне шанма пӑрахмалла мар?

16 Ҫак тӗнче усаллансах пырать. Ҫавӑнпа пире Турӑ Сӑмахне шанма йывӑртарах та йывӑртарах пулӗ. Библире чӑнлӑх ҫук текенсем, Иегова шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чурана лартман текенсем те тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Турӑ Сӑмахӗ чӑнлӑх пулни пирки иккӗленместпӗр пулсан эпир вӗсене ӗненсе лартмӑпӑр, «ӗмӗрех, мӗн виличченех» Иеговӑн законӗсене тытса тӑма ҫирӗп шут тытӑпӑр (Пс. 118:112). Пире ыттисене чӑнлӑх ҫинчен каласа пама тата унпа килӗшӳллӗн пурӑнма хавхалантарма намӑс пулмӗ (Пс. 118:46). Унсӑр пуҫне, эпир кирек мӗнле йывӑрлӑха та, хӗсӗрленине те, «савӑнса чӑтса» ирттерме пултарӑпӑр (Кол. 1:11; Пс. 118:143, 157).

17. 2023 ҫул валли суйласа илнӗ сӑвӑ йӗрки пире мӗне аса илтерсе тӑрӗ?

17 Иегова пире чӑнлӑха уҫса панӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ. Чӑнлӑха пула эпир лӑпкӑлӑх туятпӑр тата ҫак пӑтрашӑнса кайнӑ тӗнчере мӗнле пурӑнмаллине пӗлетпӗр. Унсӑр пуҫне, чӑнлӑха пула пирӗн Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне чаплӑ пурнӑҫпа пурӑнас шанчӑк пур. 2023 ҫул валли суйласа илнӗ сӑвӑ йӗрки пире Турӑ Сӑмахӗн тӗпӗ-йӗрӗ чӑн пулни пирки иккӗленме памӗ (Пс. 118:160).

94-МӖШ ЮРӐ Турӑ Сӑмахӗшӗн пархатарлӑ

a 2023 ҫул валли суйласа илнӗ сӑвӑ йӗрки ӗненӗве питӗ ҫирӗплетет: «Санӑн сӑмахун тӗпӗ-йӗрӗ — чӑн» (Пс. 118:160). Паллах, эсир ҫакӑнпа килӗшетӗр. Анчах та нумайӑшӗ Библире мӗн ҫырни тӗрӗс пулнине тата унта ҫырса панӑ канашсем усӑллӑ пулнине ӗненмеҫҫӗ. Айтӑр виҫӗ ҫирӗплетӳ пӑхса тухар. Ҫакӑ тӳркӑмӑллӑ ҫынсене Библие тата унта ҫырса панӑ канашсене шанма пулнине курма пулӑшӗ.

b Библи пирӗн вӑхӑтчен пӗр улшӑнмасӑр тӑрса юлни ҫинчен ытларах пӗлес тесен jw.org сайта кӗрӗр те шырав йӗркинче «Истори тата Библи» ҫырса хурӑр.

c Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

d ӲКЕРЧӖК. Турӑ Вавилонран ишӗлчӗксем ҫеҫ тӑрса юлӗҫ тесе каласа хунӑ пулнӑ.

e ӲКЕРЧӖК. Ҫамрӑк арҫын текех вӑрҫӑ вӑрҫмасть. Вӑл Библирен мирлӗ пурӑнас тесен мӗн тумалли ҫинчен пӗлнӗ тата ыттисене те ҫаплах тума пулӑшать (инсценировка).