Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Усӑллӑ канашсем. Мӗн тӗпчеме пулать?

Усӑллӑ канашсем. Мӗн тӗпчеме пулать?

Сире пирӗн тӑвансен биографийӗсене вулама килӗшет-и?

Кашни ир пӗршер биографи вулакан пӗр мӑшӑр ҫапла калать: «Ҫак статьясем мӗн чухлӗ савӑнӑҫ кӳнине каласа параяс та ҫук! Вӗсем пире кирек мӗнле лару-тӑрура та Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пулать тесе шантараҫҫӗ». Тепӗр хӗрарӑм тӑванӑн та туйӑмӗсем ҫавӑн пекрех. Вӑл акӑ мӗн калать: «Биографисем манӑн чуна пырса тивеҫҫӗ. Вӗсем мана йӑпатаҫҫӗ тата хавхалантараҫҫӗ. Пирӗн тӑвансем тӗллевлӗ пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен историйӗсем ҫинчен вуланӑ чухне манӑн Иеговӑшӑн ытларах тӑвас кӑмӑл ҫуралать. Унсӑр пуҫне, тӑвансен тӗслӗхӗсем мана хамӑн ачасене Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме хавхалантарма пулӑшаҫҫӗ».

Биографисем пире Иеговӑн ӗҫӗнче ытларах тума хавхалантараҫҫӗ, ҫитменлӗхсемпе кӗрешме тата йывӑрлӑхсене савӑнса чӑтса ирттерме пулӑшаҫҫӗ. Ҫав историсене ӑҫта тупма пулать-ши?

  • jw.org сайтра е JW Library® приложенире «Биографии Свидетелей Иеговы» статьясен ярӑмне пӑхӑр.

  • «Хурал башнин онлайн библиотекинчи» е Watchtower Library электронлӑ библиотекӑри шырав йӗркинче «Биографии Свидетелей Иеговы» тесе ҫырӑр.