Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

32-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

44-МӖШ ЮРӐ Хуйхӑраканӑн кӗлли

Иегова пурте ӳкӗнччӗр тет

Иегова пурте ӳкӗнччӗр тет

«[Иегова] никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тет» (2 ПЁТР 3:9).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Ҫак статьяра эпир ӳкӗннине мӗнле кӑтартмаллине, мӗншӗн пур ҫыннӑн та ӳкӗнмеллине тата ҫылӑх тӑвакансене Иегова ӳкӗнме мӗнле пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр.

1. Ҫын ӳкӗнни ӑҫтан курӑнать?

 МӖН те пулин япӑххине тусан пирӗн ӳкӗнмелле. Библирен ӳкӗнесси пирки мӗн пӗлме пулать? Ӳкӗнекен ҫын хӑй унччен тунӑ япӑх ӗҫсене курайми пулать тата вӗсене тек тумастӑп тесе ҫирӗп шут тытать. («Библири сӑмахсен тата сӑмах ҫаврӑнӑшӗсен словарӗнче» «Ӳкӗнни» статьяна пӑхӑр.)

2. Мӗншӗн пурин те ӳкӗнни мӗн иккенне пӗлмелле? (Неемия 8:9—11).

2 Ӳкӗнни мӗн иккенне кашни ҫыннӑн пӗлмелле. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эпир пурте кашни кун ҫылӑхсем тӑватпӑр. Эпир Адампа Евӑн ачисем пулнӑран пирӗн ҫине пурин ҫине те вӗсенчен ҫылӑхпа вилӗм куҫнӑ (Рим 3:23; 5:12). Ҫылӑхсӑр пӗр ҫын та ҫук. Турра ҫирӗп ӗненекен ҫынсем те, сӑмахран, Павел апостол, ҫылӑхпа кӗрешнӗ (Рим 7:21—24). Апла пулсан, ҫылӑхлӑ пулнӑран пирӗн пурнӑҫ тӑршшӗпех хуйхӑрса ҫӳремелле-ши? Ҫук. Иегова хӗрхенекен Турӑ, вӑл пире телейлӗ тӑвасшӑн. Неемия вӑхӑтӗнчи еврейсен тӗслӗхне пӑхса тухар. (Неемия 8:9—11 вуласа парӑр.) Иегова вӗсем унччен тунӑ ҫылӑхӗсемшӗн ан кулянччӑр тенӗ. Вӑл вӗсем хӑйне савӑнса пуҫҫапчӑр тенӗ. Ӳкӗнни савӑнӑҫ кӳнине Иегова пӗлет. Ҫавӑнпа та вӑл пире ӳкӗнни мӗн иккенне вӗрентет. Эпир хамӑр тунӑ ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнетпӗр пулсан, хӗрхенекен Атте хамӑра каҫарасса шанма пултаратпӑр.

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Ҫак статьяран эпир ӳкӗнесси ҫинчен ытларах пӗлӗпӗр. Малтан эпир Иегова израильтянсене ӳкӗнесси пирки мӗне вӗрентнине пӑхса тухӑпӑр. Кайран Иегова ҫылӑх тӑвакансене ӳкӗнме мӗнле пулӑшнине сӳтсе явӑпӑр. Юлашкинчен вара Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ӳкӗнесси пирки мӗне вӗрентни ҫинчен калаҫӑпӑр.

ИЕГОВА ИЗРАИЛЬТЯНСЕНЕ ӲКӖНЕССИ ПИРКИ МӖНЕ ВӖРЕНТНӖ?

4. Иегова израильтянсене ӳкӗнесси пирки мӗне вӗрентнӗ?

4 Иегова Израиль халӑхне йӗркелесен вӗсемпе килӗшӳ тунӑ. Вӗсем Туррӑн законӗсене тытса тӑнӑ пулсан, вӑл вӗсене хӳтӗленӗ тата пилленӗ пулӗччӗ. Хӑйӗн законӗсем пирки вӑл: «Ҫак ӳкӗт — эпӗ паян сана ӳкӗтлесе калани — саншӑн ӑнланайми япала мар, аякра тӑраканскер те мар», — тенӗ (Сак. аст. 30:11, 16). Енчен те израильтянсем Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ пулсан, сӑмахран, урӑх турӑсене пуҫҫапма пуҫланӑ пулсан, вӑл вӗсене пиллеме пӑрахнӑ пулӗччӗ. Вара вӗсем асапланса пурӑнӗччӗҫ. Ун пек пулса тухсан та, Турӑ вӗсене каллех ырлама пуҫлама пултарнӑ. Вӗсем хӑйсен Турри патне, Иегова патне, таврӑнса ӑна каллех итлеме пуҫлама пултарнӑ (Сак. аст. 30:1—3, 17—20). Урӑхла каласан, вӗсем ӳкӗнме пултарнӑ. Вара Иегова вӗсемпе ҫывӑхланса вӗсене каллех пиллеме пуҫланӑ пулӗччӗ.

5. Иегова хӑйӗн халӑхне сирсе яманнине мӗнле кӑтартнӑ? (4 Патшасен 17:13, 14).

5 Иеговӑн халӑхӗ нумай хутчен ӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ. Вӗсем суя турӑсене пуҫҫапнӑ тата ытти киревсӗр ӗҫсене тунӑ. Ҫавна пула вӗсем хӗн-асап тӳснӗ. Ҫав-ҫавах Иегова хӑйӗн кутӑн халӑхне сирсе яман. Израиль халӑхӗ ӳкӗнсе хӑйӗн патне таврӑнтӑр тесе Иегова вӗсем патне пророксене ярсах тӑнӑ. (4 Патшасен 17:13, 14 вуласа парӑр.)

6. Иегова хӑйӗн халӑхне ӳкӗнни питӗ кирлӗ пулнине вӗрентес тесе пророксемпе мӗнле усӑ курнӑ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

6 Иегова хӑйӗн кутӑн халӑхне асӑрхаттарас тата тӑна кӗртес тесе вӗсем патне пророкӗсене ҫине-ҫинех ярса тӑнӑ. Сӑмахран, Иеремия урлӑ вӑл ҫапла каланӑ: «Эй Израиль хӗрӗ, пӑркаланчӑк, каялла таврӑн! тет Ҫӳлхуҫа. Сирӗн ҫине пӗтӗм ҫиллӗме ямӑп: Эпӗ — ырӑ, ӗмӗрӗпех тарӑхас ҫук, тет Ҫӳлхуҫа. Хӑвӑн айӑпна ҫеҫ йышӑн: эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче ҫылӑха кӗтӗн» (Иер. 3:12, 13). Иоиль урлӑ Иегова: «Пӗтӗм чӗрӗрпе Ман енне ҫаврӑнӑр», — тенӗ (Иоиль 2:12, 13). Исаийӑна вӑл халӑха ҫапла калама хушнӑ: «Ҫӑвӑнӑр, тасалӑр; усал ӗҫӗрсене Манӑн куҫӑм умӗнчен шӑлса ывӑтӑр; усал тума чарӑнӑр» (Ис. 1:16—19). Иезекииле вара вӑл ҫапла ҫырса хума хушнӑ: «Эпӗ йӗркесӗр ҫынна вилтӗр тетӗп-им? тет Ҫӳлхуҫа Турӑ. Вӑл хӑйӗн ҫулӗсенчен пӑрӑнтӑр та чӗрӗ юлтӑр теместӗп-им? Манӑн вилекен ҫынна вӗлерессӗм килмест... Турӑ енне ҫаврӑнӑр та — пурӑнӑр!» (Иез. 18:23, 32). Ҫынсем ӳкӗнсен Иегова питӗ савӑнать, мӗншӗн тесен вӑл вӗсем пурӑнччӑр, ӗмӗр-ӗмӗрӗпех пурӑнччӑр, тет. Апла пулсан, Иегова ҫын ӳкӗничченех ӑна пулӑшма пуҫлать. Айтӑр ҫакна кӑтартакан тата темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.

Иегова хӑйӗн кутӑн халӑхне ӳкӗнме пулӑшас тесе вӗсем патне пророкӗсене ҫине-ҫинех ярса тӑнӑ (6, 7 абзацсене пӑхӑр)


7. Иегова Осия пророкпа унӑн арӑмӗ Гомерь тӗслӗхӗпе хӑйӗн халӑхне мӗне вӗрентесшӗн пулнӑ?

7 Айтӑр Иегова Осия пророкпа унӑн арӑмӗ Гомерь тӗслӗхӗпе хӑйӗн халӑхне мӗне вӗрентесшӗн пулнине пӑхар. Гомерь аскӑн ӗҫ тунӑ та упӑшкине пӑрахса урӑх арҫынсем патне тухса кайнӑ. Анчах та ун пирки пӗтнӗ ҫын теме пулать-и? Ҫын чӗрине куракан Иегова Осийӑна ҫапла каланӑ: «Тата тепре кай, аскӑнланса ҫӳрекене, анчах упӑшки юратакан хӗрарӑма, юрат, эсӗ ӑна Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене юратнӑ пек юрат, вӗсем вара урӑх турӑсем енне ҫаврӑнаҫҫӗ» (Ос. 3:1; Ытар. 16:2). Асӑрхӑр-ха, Осия арӑмӗ ҫылӑх тума пӑрахман пулнӑ-ха. Ҫавах та Иегова Осийӑна ӑна каҫарса каялла хӑйӗн патне илме каланӑ a. Ҫавӑн евӗрлех Иегова та хӑйӗн кутӑн халӑхне сирсе яман. Израиль халӑхӗ йывӑр ҫылӑхсем ӑшне путнӑ пулсан та, вӑл вӗсене юратма пӑрахман. Вӗсене ӳкӗнме тата улшӑнма пулӑшас тесе Турӑ вӗсем патне пророкӗсене янӑ. Ҫак тӗслӗх чӗресене тӗрӗслекен Иегова ҫылӑх туса пурӑнакан ҫынна ӳкӗнме пулӑшасшӑн пулнине кӑтартса парать (Ытар. 17:3). Айтӑр вӑл ҫавна мӗнле тунине пӑхар.

ИЕГОВА ҪЫЛӐХ ТӐВАКАНСЕНЕ ӲКӖНМЕ МӖНЛЕ ПУЛӐШАТЬ?

8. Каина ӳкӗнме пулӑшас тесе Иегова мӗн тунӑ? (Пултарни 4:3—7). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

8 Каин Адампа Евӑн пӗрремӗш ывӑлӗ пулнӑ. Ун ҫине ашшӗ-амӑшӗнчен япӑххине тӑвас туртӑм куҫнӑ. Анчах та вӑл ҫав туртӑмпа кӗрешмен. Библире: «Унӑн ӗҫӗсем усал пулнӑ», — тесе ҫырнӑ (1 Иоанн 3:12). Тен, ҫавӑнпа Иегова «Каина... хӑйне те, унӑн парнине те кӑмӑл туман». Улшӑнас вырӑнне «Каин питӗ тарӑхнӑ, пуҫне чиксе ҫӳренӗ». Иегова вара мӗн тунӑ? Вӑл Каинпа калаҫса илнӗ. (Пултарни 4:3—7 вуласа парӑр.) Асӑрхӑр-ха, Иегова Каинпа ыррӑн калаҫнӑ тата лешӗ ыррине тума пуҫласан, ӑна пиллӗп тесе каланӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл Каина унӑн ҫилли ҫылӑх патне илсе ҫитерме пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ. Шел пулин те, Каин итлемен. Иегова ӑна ӳкӗнме пулӑшасшӑн пулнӑ, анчах та Каин ӑна ҫавна тума паман. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иегова урӑх никама та ӳкӗнме пулӑшмӑп тесе каланӑ-и? Паллах, ҫук.

Иегова Каинпа ыррӑн калаҫнӑ тата лешӗ ыррине тума пуҫласан, ӑна пиллӗп тесе каланӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл Каина унӑн ҫилли ҫылӑх патне илсе ҫитерме пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ (8-мӗш абзаца пӑхӑр)


9. Иегова Давида ӳкӗнме мӗнле пулӑшнӑ?

9 Иегова Давид патшана питӗ юратнӑ. Вӑл ун пирки «хамӑн кӑмӑла каякан» ҫын тесе те каланӑ (Ап. ӗҫ. 13:22). Анчах та Давид аскӑн ӗҫ туса тата ҫынна вӗлермелле туса пысӑк ҫылӑхсем тунӑ. Моисей законӗ тӑрӑх, ҫав ӗҫсемшӗн ӑна вӗлермелле пулнӑ (Лев. 20:10; Йыш. 35:31). Анчах та Иегова Давида ӳкӗнме пулӑшас тенӗ b. Ун чухне Давид ӳкӗнмен пулнӑ пулсан та Иегова ун патне Нафан пророка ярас тенӗ. Патша чӗрине пырса тивес тесе Нафан ытарӑш каласа панӑ. Иеговӑн чунне мӗн тери хытӑ ыраттарнине ӑнланса илсен, Давид ӳкӗннӗ (2 Пат. 12:1—14). Вӑл хӑй мӗн туйнине, хӑй мӗн тери куляннине псаломра ҫырса кӑтартнӑ (Пс. 50:1, 2). Ҫак псалом ҫылӑх тунӑ нумай ҫынна йӑпатнӑ тата ӳкӗнме пулӑшнӑ. Иегова ырӑ пулса хӑйӗн юратнӑ ӗҫлекенне, Давида, ӳкӗнме пулӑшнӑшӑн эпир питӗ савӑнатпӑр.

10. Иегова тӳсӗмлӗ пулни ҫинчен тата пире каҫарни ҫинчен шухӑшлани сире мӗн тума хавхалантарать?

10 Иегова пур ҫылӑха та кураймасть. Анчах вӑл эпир пурте ҫылӑхлӑ пулнине пӗлет (Пс. 5:5, 6). Юратнӑран вӑл пире ҫылӑхпа кӗрешме пулӑшать. Вӑл ҫылӑх ӑшне путнӑ ҫынсене те ӳкӗнсе хӑйӗн тусӗсем пулса тӑма ялан пулӑшать. Ҫакӑ чуна йӑпатать. Иегова мӗнле тӳсӗмлӗ, каҫаракан пулни ҫинчен шухӑшлани пире ӑна шанчӑклӑ пулма тата ҫылӑх тусан хӑвӑрт ӳкӗнме пулӑшать. Халӗ вара айтӑр Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ӳкӗнесси пирки мӗне вӗрентнине пӑхса тухар.

ИИСУС ХӐЙӖН ВӖРЕНЕКЕНӖСЕНЕ ӲКӖНЕССИ ПИРКИ МӖНЕ ВӖРЕНТНӖ?

11, 12. Хӑйӗн Ашшӗ каҫарма юратнине кӑтартас тесе Иисус мӗнле ытарӑш каласа панӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке пӑхӑр.)

11 Пирӗн эрӑри пӗрремӗш ӗмӗрте Мессия килес вӑхӑт ҫитнӗ. Унчченхи статьяра каланӑччӗ ӗнтӗ, Иегова Шыва кӗртекен Иоана тата Иисус Христоса ҫынсене ӳкӗнни питӗ кирлӗ пулни ҫинчен вӗрентме хушнӑ (Матф. 3:1, 2; 4:17).

12 Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне хӑйӗн Ашшӗ каҫарма юратать тесе вӗрентнӗ. Сӑмахран, вӑл ҫухалнӑ ывӑл ҫинчен ытарӑш каласа панӑ. Пӗр ҫамрӑк каччӑ пӗр вӑхӑт хушши иртӗхсе пурӑннӑ. Анчах та кайран тӑна кӗнӗ те килне таврӑннӑ. Ашшӗ ӑна мӗнле кӗтсе илнӗ? Иисус ҫапла каланӑ: «Ашшӗ ӑна аякранах курнӑ та шелленӗ. Вӑл ывӑлне хирӗҫ чупса кайнӑ та ыталаса илсе чуптунӑ». Ывӑлӗ хӑйне ашшӗ каҫарасса кӗтмен, ҫавӑнпа унӑн килӗнче чура пулма ыйтнӑ. Анчах та ашшӗ ун пирки «ман ывӑлӑм» тенӗ тата «[вӑл] ҫухалнӑччӗ — халӗ вара тупӑнчӗ» тесе каялла ҫемьене йышӑннӑ (Лука 15:11—32). Ҫӗр ҫине киличчен Иисус хӑйӗн Ашшӗ ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнекенсене ҫавӑн пек каҫарнине нумай хутчен курнӑ паллах. Ҫак ытарӑш пире питӗ йӑпатать тата пирӗн Атте, Иегова, мӗн тери хӗрхенекен пулнине кӑтартать.

Ҫухалнӑ ывӑл ҫинчен калакан Иисусӑн ытарӑшӗнчи ашшӗ килне таврӑннӑ ывӑлне ыталасшӑн хирӗҫ чупать (11, 12 абзацсене пӑхӑр)


13, 14. Пётр апостол ӳкӗнесси пирки мӗн пӗлнӗ тата ыттисене ҫавӑн пирки мӗне вӗрентнӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

13 Пётр апостол ӳкӗнесси пирки тата каҫарасси пирки Иисусран нумай япалана вӗреннӗ. Пётр час-часах йӑнӑшсем тунӑ. Иисус вара ӑна хатӗр пулсах каҫарнӑ. Сӑмахран, хӑйӗн Ҫӳлхуҫинчен виҫӗ хутчен туннӑ хыҫҫӑн, Пётр хӑйне питӗ айӑплӑ туйнӑ (Матф. 26:34, 35, 69—75). Анчах Иисус, чӗрӗлсе тӑрсан, Пётра курӑннӑ. Лешӗ ун чухне пӗччен пулнӑ пулас (Лука 24:33, 34; 1 Кор. 15:3—5). Паллах, Иисус хӑйӗн ӳкӗннӗ апостолне каҫарнӑ тата хӑй юратни пирки шантарнӑ. (Марк 16:7 тата «Тӗпчемелли Библире» (выр.) «и Петру» комментари пӑхӑр.)

14 Пётр ӳкӗнни тата каҫарни мӗн иккенне туйса илнине пула ҫавӑн пирки ыттисене те вӗрентме пултарнӑ. Аллӑмӗш кун уявӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Пётр пухӑннӑ еврейсем умӗнче сӑмах тухса каланӑ чухне вӗсем Мессийӑна вӗлернӗ тесе ӑнлантарнӑ. Ҫапах та вӑл вӗсене ыррӑн: «Ӳкӗнӗр тата улшӑнӑр, вара сирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнӗҫ. Ҫапла вара Иегова сире канӑҫ патӑр», — тенӗ (Ап. ӗҫ. 3:14, 15, 17, 19). Ҫак сӑмахсемпе Пётр ҫакна кӑтартнӑ: ӳкӗнни ҫылӑх тӑвакана улшӑнма, урӑхла каласан, тӗрӗс мар шухӑшсемпе ӗҫсене хӑварса Турра савӑнтараканнине тума пуҫлама хавхалантарать. Унсӑр пуҫне, Пётр Иегова вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарӗ тенӗ, Иегова ҫылӑхсене пӗтӗмпех тасатӗ тейӗн. Нумай ҫул иртсен Пётр христиансем патне Иегова пирки ҫапла ҫырса янӑ: «Вӑл сирӗнпе тӳсӗмлӗ, мӗншӗн тесен вӑл никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тет» (2Пётр 3:9). Хамӑр тунӑ ҫылӑхсемшӗн, йывӑр ҫылӑхсемшӗн те, ӳкӗнетпӗр пулсан, эпир чӗрере канӑҫлӑх туйма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен Иегова хамӑра каҫарнине пӗлетпӗр.

Иисус хӑйӗн ӳкӗннӗ апостолне юратса каҫарнӑ тата йӑпатнӑ (13, 14 абзацсене пӑхӑр)


15, 16. а) Павел апостол каҫарасси мӗн иккенне мӗнле пӗлнӗ? (1 Тимофей 1:12—15). ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

15 Савл ятлӑ Тарс ҫынни нумай усал ӗҫ тунӑ. Вӑл Христосӑн вӗренекенӗсене хаяррӑн хӗсӗрленӗ. Христиансенчен ытларахӑшӗ ҫав ҫын нихӑҫан та улшӑнмасть тата ӳкӗнмест тесе шутланӑ пулӗ. Анчах чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус пачах урӑхла шутланӑ. Вӑл та, унӑн Ашшӗ те Савлӑн лайӑх енӗсене курнӑ. Иисус ун пирки: «Вӑл — эпӗ суйласа илнӗ ҫын», — тенӗ (Ап. ӗҫ. 9:15). Савла ӳкӗнме пулӑшас тесе Иисус тӗлӗнмелле ӗҫ те тунӑ (Ап. ӗҫ. 7:58—8:3; 9:1—9, 17—20). Христианин пулса тӑрсан, Савл (каярахпа ӑна Павел апостол тенӗ) Иеговӑпа Иисуса вӗсем хӑйне ырӑлӑх кӑтартнӑшӑн тата хӗрхеннӗшӗн питӗ пархатарлӑ пулни ҫинчен час-часах каланӑ. (1 Тимофей 1:12—15 вуласа парӑр.) Павел тӑвансене: «[Турӑ] ырӑ пулнипе сана ӳкӗнме пулӑшасшӑн», — тесе вӗрентнӗ (Рим 2:4).

16 Пӗррехинче Павел Коринфри пӗр христианин аскӑнланса пурӑнни ҫинчен, пухури тӑвансем вара ҫавӑн ҫине куҫ хупни ҫинчен илтнӗ. Павел мӗн тунӑ-ши? Вӑл ҫав пухури тӑвансем патне ҫыру ҫырса янӑ. Ҫав ҫыруран эпир Иегова ҫинчен нумай пӗлетпӗр. Иегова наказани парасса та ҫавна юратса тӑвать тата ҫын ӳкӗнсен ӑна хӗрхенет. Пирӗн те хамӑр Атте пекех хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулмалла. Тепӗр статьяра эпир Коринфри пухура мӗн пулса иртнине тӗплӗнрех пӑхса тухӑпӑр.

33-МӖШ ЮРӐ Хӑвӑн хуйхуна Иеговӑна шанса пар

a Ку хӑйне евӗрлӗ лару-тӑру пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра мӑшӑрсенчен пӗри аскӑн ӗҫ туса мӑшӑрне улталарӗ пулсан, Иегова тепринчен хӑйӗн мӑшӑрӗпе малалла та пӗрле пурӑнасса кӗтмест. Иегова хӑйӗн Ывӑлне айӑпсӑр мӑшӑрӗ упӑшкинчен е арӑмӗнчен уйрӑлма пултарать тесе ӑнлантарма хушнӑ (Матф. 5:32; 19:9).