Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

33-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

130-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне каҫарӑр

Йывӑр ҫылӑх тунӑ христианин ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхас тесен пухӑвӑн мӗн тумалла?

Йывӑр ҫылӑх тунӑ христианин ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхас тесен пухӑвӑн мӗн тумалла?

«Кам та пулин ҫылӑха кӗрсен, Атте Турӑ умӗнче пирӗн хута кӗрекен... пур» (1 ИОАНН 2:1, РБП).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Йывӑр ҫылӑх тунӑ арҫын тӑванпа Коринфри пуху хӑйне мӗнле тытнӑ тата ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр?

1. Иегова пур ҫынна та мӗн сунать?

 ИЕГОВА кашни ҫынна суйласа илме ирӗк панӑ. Эпир кашни кун ҫак парнепе усӑ курса йышӑнусем тӑватпӑр. Ҫын тума пултаракан йышӑнусенчен чи пӗлтерӗшли — хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халалласа унӑн ӗҫлекенӗсемпе пӗрле ӑна пуҫҫапасси. Иегова кашни ҫын ҫавӑн пек йышӑну тутӑр тет. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл ҫынсене юратать тата вӗсене лайӑххине ҫеҫ сунать. Вӑл вӗсем хӑйӗн тусӗсем пулса тӑрса ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнччӑр тет (Сак. аст. 30:19, 20; Гал. 6:7, 8).

2. Йывӑр ҫылӑх тунӑ, анчах та ӳкӗнмен ҫынсем ҫине Иегова мӗнле пӑхать? (1 Иоанн 2:1).

2 Ҫав-ҫавах Иегова хӑйӗншӗн никама та вӑйпах ӗҫлеттересшӗн мар. Вӑл кашни ҫын хӑех йышӑну тутӑр тет. Анчах та шыва кӗнӗ христианин Туррӑн законне пӑсса йывӑр ҫылӑх турӗ пулсан, мӗн тумалла? Вӑл ӳкӗнмест пулсан ӑна пухуран кӑларса ямалла (1 Кор. 5:13). Ҫапла пулса тухсан та Иегова ҫылӑх тунӑ христианин хӑйӗн патне таврӑнасса питӗ кӗтет. Иегова ҫылӑх тунӑ ҫынсене хӑйӗн каҫарма май пултӑр тенӗ. Ҫавна пула та вӑл каҫарттаракан парне панӑ. (1 Иоанн 2:1 вуласа парӑр.) Иегова — юратакан Турӑ, вӑл йывӑр ҫылӑх тунисене ӳкӗнме хавхалантарать (Зах. 1:3; Рим 2:4; Иак. 4:8).

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Иегова пире ҫылӑх ҫине те, ҫылӑх тӑвакан ҫине те хӑй пек пӑхтарасшӑн. Айтӑр унран тӗслӗх илес тесен мӗн тумаллине пӑхса тухар. Ку статьяра эпир ҫак ыйтусен хуравӗсене сӳтсе явӑпӑр: 1) Коринфри пуху пӗр арҫын тӑван йывӑр ҫылӑх туни ҫине мӗнле пӑхнӑ? 2) Ҫав арҫын тӑван ӳкӗнсен Павел пухӑва мӗнле хушусем панӑ? 3) Йывӑр ҫылӑх тунӑ христиансем ҫине Иегова мӗнле пӑхать?

АРҪЫН ТӐВАН ЙЫВӐР ҪЫЛӐХ ТУНИ ҪИНЕ КОРИНФРИ ПУХУ МӖНЛЕ ПӐХНӐ?

4. Пӗрремӗш ӗмӗрте Коринфри пухура мӗнле лару-тӑру пулнӑ? (1 Коринф 5:1, 2).

4 1 Коринф 5:1, 2 вуласа парӑр. Павел миссионерла виҫҫӗмӗш ҫулҫӳревре пулнӑ чухне анчахрах йӗркеленсе кайнӑ Коринфри пуху пирки япӑх хыпарсем илтнӗ, вӗсем ӑна питӗ кулянтарнӑ. Пӗр арҫын тӑван хӑйӗн ашшӗн арӑмӗпе аскӑн ӗҫ туса пурӑннӑ иккен. «Ҫавнашкал аскӑнлӑх урӑх халӑх ҫыннисем хушшинче те» пулман! Пуху вара ҫавӑн ҫине куҫ хупнӑ кӑна мар, ҫавӑнпа мухтаннӑ та тейӗн. Тен, вӗсем ҫапла майпа эпир ҫылӑх тунӑ ҫынна Иегова пекех хӗрхеннине кӑтартатпӑр тесе шутланӑ. Анчах та Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсен ҫылӑхӗсем ҫине куҫ хупмасть. Христианин ҫапла намӑссӑрла хӑтланни пухӑвӑн ятне янӑ паллах. Унсӑр пуҫне, унпа хутшӑнакан тӑвансем унран тӗслӗх илме пултарнӑ. Павел пухӑва мӗнле хушусем панӑ?

5. Павел пухӑва мӗнле хушу панӑ тата унӑн сӑмахӗсем мӗне пӗлтернӗ? (1 Коринф 5:13). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

5 1 Коринф 5:13 вуласа парӑр. Павел Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ ҫырура пухури христиансене ҫылӑхӗшӗн ӳкӗнмен тӑвана хӑйсен хушшинчен кӑларса яма хушнӑ. Шанчӑклӑ христиансен ҫав тӑванпа хӑйсене мӗнле тытмалла пулнӑ? Павел вӗсене унпа хутшӑнмалла мар тенӗ. Ҫакӑ мӗне пӗлтернӗ? Вӗсен унпа апат та ларса ҫимелле пулман (1 Кор. 5:11). Кампа та пулин апат ҫинӗ вӑхӑтра ытларах чухне эпир чӗнмесӗр лармастпӑр, калаҫатпӑр. Апла пулсан, Павел тӑвансене ҫав ҫынпа пӗрле вӑхӑта ирттермелле мар тесшӗн пулнӑ. Ҫакӑ пухӑва япӑх витӗмрен хӳтӗленӗ пулӗччӗ (1 Кор. 5:5—7). Унсӑр пуҫне, тӑвансем йывӑр ҫылӑх тунӑ ҫынпа хутшӑнма пӑрахса ӑна хӑй Иеговӑн чӗрине мӗн тери хытӑ ыраттарнине ӑнланса илме тата ӳкӗнме пулӑшнӑ пулӗччӗҫ.

Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ ҫырура Павел ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнмен ҫынна пухуран кӑларса яма хушнӑ (5-мӗш абзаца пӑхӑр)


6. Павелӑн ҫырӑвӗ пуху ҫине тата ҫылӑх тунӑ тӑван ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

6 Павел хӑйӗн ҫырӑвӗ Коринфри христиансем ҫине мӗнле витӗм кӳнине пӗлесшӗн пулнӑ. Кӗҫех Тит ӑна савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтернӗ: пуху Павел ҫырура ҫырнӑ хушӑва итленӗ (2 Кор. 7:6, 7). Унсӑр пуҫне, Павел ҫырӑва янӑ хыҫҫӑн темиҫе уйӑх иртсенех ҫылӑх тунӑ тӑван ӳкӗннӗ! Вӑл хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне улӑштарса Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑнма пуҫланӑ (2 Кор. 7:8—11). Малалла Павел пухӑва мӗнле хушусем панӑ-ши?

ҪЫЛӐХӖШӖН ӲКӖННӖ ТӐВАНПА ПУХУРИ ТӐВАНСЕН ХӐЙСЕНЕ МӖНЛЕ ТЫТМАЛЛА ПУЛНӐ?

7. Ҫылӑх тунӑ тӑван, хӑйне пухуран кӑларса ярсан, мӗн тунӑ? (2 Коринф 2:5—8).

7 2 Коринф 2:5—8 вуласа парӑр. Ҫылӑхӗшӗн ӳкӗннӗ тӑванпа пухури тӑвансем хӑйсене мӗнле тытнӑ? Павел: «Ҫав ҫынна нумайӑшӗ питлени ҫителӗклӗ», — тесе ҫырнӑ. Урӑхла каласан, ҫылӑх тунӑ тӑван, хӑйне пухуран кӑларса ярсан, хӑйӗн ӳкӗнмеллине ӑнланса илнӗ. Вара вӑл ӳкӗннӗ те ӑна тек наказани кирлӗ пулман (Евр. 12:11).

8. Ҫылӑх тунӑ тӑван ӳкӗннӗ хыҫҫӑн Павел пухӑва мӗн тума хавхалантарнӑ?

8 Ҫавӑнпа та Павел пухури тӑвансем патне тӗрӗс ҫул ҫинчен пӑрӑнса кайнӑ тӑвана «чӗререн каҫармалла тата йӑпатмалла» тесе ҫырса янӑ. Тата вӑл: «Ӑна хӑвӑр юратни пирки шантарӑр», — тесе те каланӑ. Павел пухури тӑвансене ҫав ҫынна каялла пухӑва йышӑнмалла тесе ҫеҫ каламан. Вӑл тӑвансене ҫав ҫынна чун-чӗререн каҫарнине тата чӑннипех те юратнине хӑйсен сӑмахӗсемпе те, ӗҫӗсемпе те кӑтартма хавхалантарнӑ. Вара ҫав тӑван хӑй пухӑва таврӑннишӗн тӑвансем чӑнах та савӑннине туйса илнӗ пулӗччӗ.

9. Мӗншӗн ӳкӗннӗ тӑвана каҫарма хӑш-пӗрисене йывӑр пулма пултарнӑ?

9 Ӳкӗннӗ тӑван каялла таврӑнсан пухура пурте савӑннӑ-ши? Библире ҫавӑн пирки нимӗн те каламан. Анчах та хӑш-пӗрисем, тен, савӑнман та. Вӑл пӗтӗм пухӑва сиен кӳнӗ вӗт. Тата, тен, унти хӑш-пӗр христиансем ӑна пула хӗн курнӑ. Пухури тӑвансем нравственность тӗлӗшӗнчен таса пулас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпа та хӑш-пӗрисене, тен, ҫавӑн пек йывӑр ҫылӑх туса пурӑннӑ ҫынна пухӑва таврӑнма май парса ӑна ӑшшӑн кӗтсе илмелле пулни тӗрӗс мар пек туйӑннӑ. (Лука 15:28—30 танлаштарӑр.) Мӗншӗн-ха вара пухура кашнин каялла таврӑннӑ тӑвана юратнине кӑтартмалла пулнӑ?

10, 11. Старейшинӑсем ӳкӗннӗ ҫынна каҫарман пулсан мӗн пулнӑ пулӗччӗ?

10 Чун-чӗререн ӳкӗннӗ ҫынна старейшинӑсем каялла пухӑва таврӑнма май паман пулсан мӗн пулнӑ пулӗччӗ-ши? Ҫав тӑван пухӑва килсен тӑвансем хӑйсене унпа сиввӗн тытнӑ пулсан, вӑл хӑйне мӗнле туйнӑ пулӗччӗ-ши? Вӑл «ытлашши кулянса хуйха» ӳкме пултарнӑ. Тата Иеговӑшӑн урӑх нихӑҫан та ӗҫлеме пултараймӑп тесе шутлама пултарнӑ. Ал усӑннӑран ҫав ҫын Иеговӑпа хӑй хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса яма вӑй хума пӑрахма та пултарнӑ.

11 Унтан та хӑрушӑраххи, тӑвансем ӳкӗннӗ ҫынна каҫарман пулнӑ пулсан, вӗсем хӑйсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене аркатнӑ пулӗччӗҫ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӗсем хӗрхенекен Турӑ пек мар, хаяр та чунсӑр Шуйттан пек хӑйсене тытнӑ пулӗччӗҫ. Ҫапла майпа Шуйттан ҫав ҫынна Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахтармашкӑн тӑвансемпе усӑ курнӑ пулӗччӗ (2 Кор. 2:10, 11; Эф. 4:27).

12. Пухӑвӑн Иеговӑран тӗслӗх илсе мӗн тумалла пулнӑ?

12 Мӗнле майпа Коринфри пуху Шуйттанран мар, Иеговӑран тӗслӗх илме пултарнӑ? Ӳкӗнекенсене каҫарнипе. Турӑ пирки Библире мӗн каланине пӑхӑр-ха. Давид ҫапла кӗлтунӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ... пуриншӗн те ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, нумай ырӑлӑхлӑ [«каҫарма хатӗр», ҪТ]» (Пс. 85:5). Михей: «Йӗркесӗр ӗҫсене каҫаракан, Хӑй халӑхӗн йӑлкӑмне усал ӗҫӗсемшӗн айӑпа хуман Сан пек Турӑ кам пултӑр тата?» — тесе ҫырнӑ (Мих. 7:18). Исаия вара ҫапла каланӑ: «Ҫылӑхли хӑйӗн ҫулӗнчен, йӗркесӗр ӗҫ тӑвакан хӑйӗн усал шухӑшӗсенчен пӑрӑнтӑр, Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнтӑр, Вӑл ӑна каҫарӗ, пирӗн Туррӑмӑр патне пытӑр: Вӑл нумай ырӑлӑхлӑ» (Ис. 55:7).

13. Мӗншӗн ӳкӗннӗ ҫынна каялла пухӑва йышӑнни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ? ( «Ҫылӑх тунӑ ҫынна Коринфри пуху хӑҫан каялла йышӑннӑ?» рамкӑна пӑхӑр.)

13 Коринфри пухӑвӑн ӳкӗннӗ тӑвана каялла хапӑл туса йышӑнмалла пулнӑ тата хӑйсем юратни пирки шантармалла пулнӑ. Ҫапла вӗсем Иеговӑран тӗслӗх илнӗ пулӗччӗҫ. Павел мӗн хушнине туса тӑвансем хӑйсем «пур тӗлӗшрен те» итленине кӑтартнӑ пулӗччӗҫ (2 Кор. 2:9). Чӑннипе каласан, ҫав тӑвана пухуран кӑларса янӑранпа темиҫе уйӑх ҫеҫ иртнӗ пулнӑ. Ҫав-ҫавах хӑйне наказани пани ӑна усӑ кӳнӗ — вӑл ӳкӗннӗ. Ҫавӑнпа та старейшинӑсен тӑхтаса тӑмасӑр ҫав тӑвана каялла пухӑва йышӑнмалла пулнӑ.

ИЕГОВА ПЕК, ТӖРӖСЛӖХЕ ЮРАТӐР ТАТА ХӖРХЕНЕКЕН КӐМӐЛЛӐ ПУЛӐР

14, 15. Авалхи Коринфра мӗн пулса иртни пире мӗне вӗрентет? (2Пётр 3:9). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

14 Авалхи Коринфра мӗн пулса иртнине пурне те «пире вӗрентес тесе» ҫырнӑ (Рим 15:4). Эпир ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмен ҫынна Иегова пухура юлма ирӗк паманнине пӗлтӗмӗр. Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла шутлама пултараҫҫӗ: Иегова хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулсан, вӑл ҫылӑх тунӑ ҫынна пухури ытти тӑвансемпе хутшӑнма чарса тӑмӗ. Анчах та Иегова хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни вӑл ҫылӑх ҫине куҫ хупнине пӗлтермест. Вӑл мӗн ырӑ, мӗн усал пулни пирки шухӑшне улӑштармасть (Иуда 4). Чӑннипе каласан, Иегова ӳкӗнмен ҫынна пухура хӑварнӑ пулнӑ пулсан, вӑл ыттисене хӗрхенменнине кӑтартнӑ пулӗччӗ. Мӗншӗн тесен ҫакӑ вӗсене сиен кӳнӗ пулӗччӗ (Ытар. 13:21; 1 Кор. 15:33).

15 Ҫав вӑхӑтрах, Иегова никам та ан пӗттӗр тет. Вӑл май килнӗ таран ытларах ҫынна ҫӑласшӑн. Иегова хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗпе ӗҫӗсене улӑштаракансене тата хӑйӗнпе каллех туслӑ пулма тӑрӑшакансене хӗрхенме хатӗр (Иез. 33:11; 2Пётр 3:9 вуласа парӑр). Акӑ мӗншӗн Коринфри арҫын ӳкӗнсен тата ҫылӑх тума пӑрахсан Иегова Павел урлӑ пухӑва ӑна каҫарса каялла йышӑнма хушнӑ.

Пухӑва каялла йышӑннӑ тӑвансене хапӑл туса кӗтсе илнипе эпир юратакан та хӗрхенекен Иеговӑран тӗслӗх илетпӗр (14, 15 абзацсене пӑхӑр)


16. Ҫылӑха кӗнӗ Коринфри христианинпа Иегова хӑйне мӗнле тытни сирӗнте мӗнле туйӑмсем вӑратать?

16 Коринфра мӗн пулса иртни Иегова юратакан Турӑ пулнине, вӑл тӳрӗлӗхе юратнине тата тӗрӗс суд тунине кӑтартать (Пс. 32:5). Ҫакӑ сире пирӗн Турра тата ытларах мухтама хавхалантармасть-и? Эпир пурте ҫылӑхлӑ вӗт, пире кашнине каҫарни кирлӗ. Ҫавӑнпа та эпир Иеговӑна тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ, мӗншӗн тесен унсӑрӑн вӑл пире каҫарма пултараймӗччӗ. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене питӗ юратать тата вӗсене чи лайӑххине парасшӑн. Ҫакна пӗлни чуна йӑпатать.

17. Тепӗр статьясенче эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

17 Хальхи вӑхӑтра кам та пулин йывӑр ҫылӑх турӗ пулсан старейшинӑсем, Иеговӑран тӗслӗх илсе, ҫав тӑвана ӳкӗнме мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? Старейшинӑсем ҫавӑн пек ҫынна пухуран кӑларса яни ҫинчен е ӑна каялла йышӑнни ҫинчен пӗлтерӳ тусан, пухури тӑвансен хӑйсене мӗнле тытмалла? Ҫак ыйтусене эпир тепӗр статьясенче пӑхса тухӑпӑр.

109-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне чунтан юратса пурӑнар