35-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
123-МӖШ ЮРӐ Турӑ хунӑ йӗркене пӑхӑнса тӑратпӑр
Пухуран кӑларса янисене старейшинӑсем мӗнле пулӑшаҫҫӗ?
«Тӳпере те — пӗр ӳкӗнекен ҫыншӑн 99 ӳкӗнме те кирлӗ мар тӳрӗ ҫыншӑн савӑннинчен ытларах савӑнӗҫ» (ЛУКА 15:7).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Мӗншӗн хӑш-пӗр тӑвансене пухуран кӑларса яма тивет? Старейшинӑсем ҫавӑн пек ҫынсене ӳкӗнме тата хӑйсемпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса яма мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
1, 2. а) Пӗлсе тӑрсах ҫылӑх тӑвакан тата ӳкӗнмен ҫынсем ҫине Иегова мӗнле пӑхать? ӑ) Ҫылӑх тунӑ ҫынсенчен Иегова мӗн кӗтет?
ИЕГОВА ҫыннӑн пурне те тума юрать тесе шутламасть, вӑл ҫылӑх ҫине куҫ хупмасть (Пс. 5:5—7). Вӑл пире хӑйӗн Сӑмахӗнче ҫырнӑ тӳрӗлӗх нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнтарасшӑн. Паллах, Иегова ҫитменлӗхлӗ ҫынсенчен вӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пуласса кӗтмест (Пс. 129:3, 4). Ҫав вӑхӑтрах вӑл тӳрӗ мар ҫынсене хӑйӗн «ырӑлӑхӗ виҫесӗр тесе хӑйсем намӑссӑрла хӑтланнине тӳрре» кӑларма памасть (Иуда 4). Библире ҫавӑн пек ҫынсем Туррӑн вӑрҫинче, Армагеддонра, пӗтӗҫ тенӗ (2Пётр 3:7; Ӳлӗм. 16:16).
2 Анчах та Иегова никам та ан пӗттӗр тет. Ҫак ярӑмри унчченхи статьясенче пӑхса тухрӑмӑр ӗнтӗ, Библире Турӑ «пурте ӳкӗнччӗр тет» тесе уҫҫӑн каланӑ (2Пётр 3:9). Старейшинӑсем Турӑран тӗслӗх илсе ҫылӑх тунӑ ҫынна ӳкӗнме тата Иегова патне таврӑнма тӳсӗмлӗн пулӑшаҫҫӗ. Анчах та хӑш-пӗрисем ҫак пулӑшӑва йышӑнасшӑн мар (Ис. 6:9). Вӗсем хӑйсене старейшинӑсем пӗрре анчах мар пулӑшнине пӑхмасӑрах малалла та ҫылӑх туса пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне мӗн тумалла-ши?
«ХӐВӐР ХУШШӐРТАН УСАЛ ҪЫННА КӐЛАРСА ЯРӐР»
3. а) Библире ҫырнӑ тӑрӑх, ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмен христианинпа мӗн тумалла? ӑ) Мӗншӗн ӳкӗнмен христианин пирки вӑл хӑйне пухуран кӑларса ярассине хӑй суйласа илнӗ теме пулать?
3 Ҫылӑх тунӑ ҫын ӳкӗнмест пулсан старейшинӑсен 1 Коринф 5:13-мӗшӗнче мӗн каланине тума тивет. Унта: «Хӑвӑр хушшӑртан усал ҫынна кӑларса ярӑр», — тенӗ. Ҫылӑх тунӑ ҫын ӳкӗнмесен хӑйне пухуран кӑларса ярассине лайӑх пӗлет. Ҫавӑнпа та вӑл хӑй ҫакна суйласа илет теме пулать. Вӑл хӑй мӗн акнине вырса илет (Гал. 6:7). Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен старейшинӑсем ӑна нумай хутчен пулӑшма тӑрӑшнӑ, анчах вӑл вӗсен пулӑшӑвне сирсе янӑ (4 Пат. 17:12—15). Ҫапла тунипе вӑл Иеговӑна итлесшӗн пулманнине тата унӑн законӗсем тӑрӑх пурӑнасшӑн пулманнине кӑтартнӑ (Сак. аст. 30:19, 20).
4. Ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмен ҫын тек Иегова Свидетелӗ мар тесе пухура мӗншӗн пӗлтерӳ тӑваҫҫӗ?
4 Ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмен ҫынна пухуран кӑларса ярсан пухура вӑл тек Иегова Свидетелӗ мар тесе пӗлтерӳ тӑваҫҫӗ. Ҫакна ӑна намӑслантарас тӗллевпе тумаҫҫӗ. Пӗлтерӳ пухури тӑвансем Библири хушӑва, унпа «ан хутшӑнӑр... апат та ларса ан ҫийӗр» текен хушӑва, тытса тӑччӑр тесе тӑваҫҫӗ (1 Кор. 5:9—11). Иегова ҫак хушӑва ахальтен паман. Павел апостол: «Сахал кӑвас чусти пӗтӗм чустана йӳҫӗтсе янине пӗлместӗр-им эсир?» — тесе ҫырнӑ (1 Кор. 5:6). Ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмен ҫын пухура юлсан, ыттисем Иеговӑн законӗсемпе килӗшӳллӗн пурӑнмасан та юрать тесе шутлама пултараҫҫӗ (Ытар. 13:21; 1 Кор. 15:33).
5. Пухуран кӑларса янӑ ҫын ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла тата мӗншӗн?
5 Пухуран кӑларса янӑ тӑван ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла? Паллах, эпир унпа пӗрле вӑхӑта ирттермӗпӗр. Анчах та пирӗн ҫакна асра тытмалла: вӑл ҫухалнӑ сурӑх пулсан та, яланлӑхах ҫухалнӑ тесе шутламалла мар. Кӗтӳрен юлнӑ сурӑх кӗтӗве каллех таврӑнма пултарать. Ҫав ҫын хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халаллани пирки манса каймалла мар. Шел пулин те, халӗ вӑл хӑйне Иеговӑна халалланипе килӗшӳллӗн пурӑнмасть тата ҫавна пула хӑйне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерет (Иез. 18:31). Анчах та хальлӗхе вӑхӑт пур-ха тата Иегова — хӗрхенекен Турӑ, ҫавӑнпа та ҫын пухӑва таврӑнасса шанатпӑр. Пухуран кӑларса янӑ ҫынна пулӑшас тесе старейшинӑсем мӗн тӑваҫҫӗ?
ПУХУРАН КӐЛАРСА ЯНИСЕНЕ СТАРЕЙШИНӐСЕМ МӖНЛЕ ПУЛӐШАҪҪӖ?
6. Ҫынна пухӑва таврӑнма пулӑшас тесе старейшинӑсем мӗн-мӗн тӑвӗҫ?
6 Ҫынна пухуран кӑларса яни ҫакӑ ӑна пурте пӑрахнине пӗлтерет-и? Иегова патне илсе каякан ҫула халӗ унӑн хӑйӗнех шырамалла-и? Паллах, ҫук. Старейшинӑсен комитечӗ ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмен ҫынна хӑйне пухуран кӑларса ярасси пирки каланӑ чухне пухӑва каялла таврӑнас тесен унӑн мӗн тумаллине те ӑнлантарса парӗ. Анчах ҫакӑ кӑна мар-ха. Ытларах чухне старейшинӑсем унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ улшӑннипе улшӑнманнине пӗлес тесе унпа темиҫе уйӑхран каллех тӗл пуласшӑн пулни пирки калаҫҫӗ. Ҫын тӗл пулма килӗшсен вӗсем ун патне кайса ӑна ӳкӗнме тата таврӑнма ыррӑн хавхалантарӗҫ. Ҫав вӑхӑт тӗлнелле унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ улшӑнмарӗ пулсан та, ӑна ӳкӗнме пулӑшас тесе старейшинӑсем ҫав-ҫавах вӑхӑтран вӑхӑта унпа тӗл пулма тӑрӑшӗҫ.
7. Ҫынна пухуран кӑларса ярсан старейшинӑсем, Иегова пекех, ӑна хӗрхеннине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ? (Иеремия 3:12).
7 Пухуран кӑларса янисене Иегова хӗрхенет, старейшинӑсем вара унран тӗслӗх илеҫҫӗ. Сӑмахран, ӗлӗк-авал Турӑ тӗрӗс ҫултан пӑрӑнса кайнӑ хӑйӗн халӑхӗ хӑйӗн патне таврӑнасса кӗтсе ларман. Вӗсене пулӑшас тесе вӑл хӑй пӗрремӗш утӑм тунӑ. Израильтянсем ӳкӗнмен пулнӑ-ха, ҫав-ҫавах Турӑ вӗсем патне пророксем янӑ. Унсӑр пуҫне, ҫак кӑларӑмри иккӗмӗш статьяра Осия пророк ҫинчен каланӑччӗ. Унӑн арӑмӗ ҫылӑх туса пурӑннӑ пулин те, Иегова Осийӑна ӑна каҫарса каялла йышӑнма хушнӑ (Ос. 3:1). Ҫапла Иегова хӑй питӗ хӗрхенекен пулнине кӑтартнӑ (Мал. 3:7). Иегова пекех, старейшинӑсем те ҫылӑх тунӑ ҫын таврӑнасса питӗ кӗтеҫҫӗ тата ӑна таврӑнма чӑрмантармаҫҫӗ. (Иеремия 3:12 вуласса парӑр.)
8. Иисус ҫухалнӑ ывӑл ҫинчен каласа панӑ ытарӑш Иегова мӗн туйнине ӑнланма мӗнле пулӑшать? (Лука 15:7).
8 Иисус ҫухалнӑ ывӑл ҫинчен каласа панӑ ытарӑша аса илер. Эпир ӑна ҫак кӑларӑмри иккӗмӗш статьяра сӳтсе явнӑччӗ. Ывӑлне аякранах курсан ашшӗ ӑна «хирӗҫ чупса кайнӑ та ыталаса илсе чуптунӑ» (Лука 15:20). Асӑрхӑр-ха, ашшӗ ывӑлӗ каҫару ыйтасса кӗтсе тӑман. Пачах урӑхла, вӑл хӑйӗн ывӑлне хирӗҫ чупса кайнӑ, мӗншӗн тесен ӑна юратнӑ. Ҫак ытарӑш Иегова мӗн туйнине кӑтартса парать. Старейшинӑсем те тӗрӗс ҫултан пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем ҫине Иегова пек пӑхма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем кашни ҫухалнӑ сурӑх киле таврӑнасса кӗтеҫҫӗ (Лука 15:22—24, 32). Ҫылӑх тунӑ ҫын каялла таврӑнсан тӳпере те, ҫӗр ҫинче те пысӑк савӑнӑҫ: Иегова та, Иисус та, ангелсем те, пухури тӑвансем те савӑнаҫҫӗ. (Лука 15:7 вуласа парӑр.)
9. Ҫылӑх тунӑ ҫынсене Иегова мӗн пирки шантарать?
9 Эппин, куртӑмӑр ӗнтӗ, Иегова ҫылӑх тӑвакан тата ӳкӗнмен ҫынсене пухура юлма памасть. Анчах та ҫакӑ вӑл вӗсене тек пулӑшасшӑн пулманнине пӗлтермест. Турӑ вӗсем хӑйӗн патне таврӑнччӑр тет. Ҫын ӳкӗнсен Иегова мӗн туйни пирки Осия 14:4-мӗшӗнче ҫырса панӑ: «Хамран татӑлса ӳкнисене эмеллӗп, вӗсене кӑмӑлӑм пур таран юратӑп: ӗнтӗ Манӑн вӗсене ҫилленни иртсе кайрӗ». Иегова мӗн туйнине пӗлнӗрен старейшинӑсем ҫын ӳкӗннине кӑтартакан кирек мӗнле улшӑнӑва та асӑрхама тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫылӑх тунӑ ҫынна вара ҫак сӑмахсем Иегова ӑна юратни пирки тата кӗтни пирки шантараҫҫӗ.
10, 11. Нумай ҫул каялла пухуран кӑларса янисене пулӑшас тесе старейшинӑсем мӗн-мӗн тӑвӗҫ?
10 Нумай ҫул каялла пухуран кӑларса янӑ ҫынсем пирки вара мӗн калама пулать? Тен, вӗсем тахҫанах ҫылӑх туса пурӑнма пӑрахнӑ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем хӑйсене мӗнле ҫылӑх тунӑшӑн пухуран кӑларса янине астумаҫҫӗ те пулӗ. Кирек мӗн чухлӗ вӑхӑт иртсен те старейшинӑсем ҫавӑн пек ҫынна шыраса тупса унпа тӗл пулма тӑрӑшӗҫ. Тӗл пулсан вара хӑйсемпе пӗрле кӗлтума сӗнӗҫ тата ӳкӗнсе пухӑва каялла таврӑнма ыррӑн хавхалантарӗҫ. Паллах, ҫын нумай вӑхӑт хушши пухӑва ҫӳремест пулсан, унӑн ӗненӗвӗ хавшанӑ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та ҫавӑн пек ҫыннӑн пухӑва каялла таврӑнма кӑмӑл пур пулсан, старейшинӑсем ӑна, пухӑва каялла йышӑничченех, Библи вӗренме сӗнӗҫ. Вӑл килӗшсессӗн старейшинӑсем пӗр-пӗр тӑвана унпа вӗренме ыйтӗҫ.
11 Старейшинӑсем Иегова пекех хӗрхенекен пуласшӑн. Ҫавӑнпа та вӗсем Иеговӑна хӑварнӑ пур ҫынна та шыраса тупса вӗсене алӑк хупӑнман-ха, каялла таврӑнма пулать тесе шантарма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫын ӳкӗнсен тата ҫылӑх тума пӑрахсан, ӑна тӳрех каялла пухӑва йышӑнма пултарӗҫ (2 Кор. 2:6—8).
12. а) Хӑш-хӑш лару-тӑрура старейшинӑсен уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла? ӑ) Ҫылӑх тунӑ хӑш-пӗр ҫынсене Иегова хӗрхенмӗ тесе мӗншӗн шутламалла мар? (Сноскӑна та пӑхӑр.)
12 Ҫынна пухӑва каялла йышӑнмалла-и, йышӑнмалла мар-и тесе шутланӑ чухне старейшинӑсен хӑш-пӗр чухне уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла. Сӑмахран, ҫын хӑйне ачасемпе хаяррӑн тытнӑ пулсан, чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ пулсан, мӑшӑрӗнчен уйрӑлас тесе чеен хӑтланнӑ пулсан, старейшинӑсен вӑл чӑнах та ӳкӗннипе ӳкӗнменнине ӑнланма тӑрӑшмалла (Мал. 2:14; 2 Тим. 3:6). Вӗсен пухури тӑвансене хӳтӗлемелле. Ҫав вӑхӑтрах вӗсен Иегова ҫылӑх тунӑ кирек мӗнле ҫынна та, лешӗ чун-чӗререн ӳкӗнсен тата ҫылӑх тума пӑрахсан, каялла йышӑнассине ӑнланмалла. Паллах, ҫын хӑйне ыттисемпе хаяррӑн тата чеен тытнӑ пулсан, старейшинӑсем унӑн ӗҫне уйрӑмах тимлӗн пӑхса тухӗҫ. Анчах та вӗсен Иегова ҫавӑн пек ҫынна нихӑҫан та хӗрхенмӗ тесе шутламалла мар (1Пётр 2:10) a.
ПУХУРИ ТӐВАНСЕМ МӖН ТУМА ПУЛТАРАҪҪӖ?
13. Сивленӗ тӑвансемпе тата пухуран кӑларса янисемпе эпир хамӑра пӗр пек тытатпӑр-и? Ӑнлантарса парӑр.
13 Унчченхи статьяра каланӑ пек, хӑш-пӗр чухне пухура пӗр-пӗр христианина сивлени пирки пӗлтерӳ тӑваҫҫӗ. Ҫав тӑванпа эпир малалла та хутшӑнатпӑр, мӗншӗн тесен вӑл ӳкӗннине тата ҫылӑх тума пӑрахнине пӗлетпӗр (1 Тим. 5:20). Вӑл халӗ те пухӑвӑн пайӗ тата ӑна тӑвансем хавхалантарни питӗ кирлӗ (Евр. 10:24, 25). Анчах та пӗр-пӗр ҫынна пухуран кӑларса яни пирки пӗлтерӳ тусан эпир хамӑра урӑхла тытатпӑр: унпа калаҫмастпӑр та, пӗрле апат та ларса ҫиместпӗр (1 Кор. 5:11).
14. Христианин, Библи тӑрӑх вӗрентнӗ хӑйӗн совеҫне шута илсе, пухуран кӑларса янӑ ҫынпа хӑйне мӗнле тытӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
14 Ҫынна пухуран кӑларса янӑ пулсан эпир ӑна курмӑш пулӑпӑр-и? Ҫук. Паллах, эпир унпа хутшӑнмастпӑр тата вӑхӑта пӗрле ирттерместпӗр. Анчах та христианин, Библи тӑрӑх вӗрентнӗ хӑйӗн совеҫне шута илсе, ҫавӑн пек ҫынна — тен, хӑйӗн хурӑнташне е унччен кампа туслӑ пулнӑ, ҫавна — тӗлпулӑва чӗнме пултарать. Лешӗ килсен вара пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла? Унччен эпир ҫавӑн пек ҫынсене саламламан. Анчах ҫак лару-тӑрура та кашни христианинӑн Библи тӑрӑх вӗрентнӗ хӑйӗн совеҫне шута илмелле. Тен, хӑш-пӗрисем пӗр-ик ӑшӑ сӑмах каласа ӑна саламлас тейӗҫ. Анчах та эпир ҫав ҫынпа нумайччен калаҫса тӑмӑпӑр е мӗнле те пулин урӑх майпа вӑхӑта пӗрле ирттермӗпӗр.
15. 2 Иоанн 9—11 сӑвӑ йӗркисенче камсем пирки сӑмах пырать? ( «Иоанн Павел ҫырнӑ ҫылӑх пиркиех ҫырнӑ-и?» рамкӑна та пӑхӑр.)
15 Хӑш-пӗрисем ҫапла ыйтма пултараҫҫӗ: «Библире ҫавӑн пек ҫынна сывлӑх сунакан унӑн усал ӗҫӗсене хутшӑнать тесе каламан-и вара?» (2 Иоанн 9—11 вуласа парӑр.) 2 Иоанн 9—11 сӑвӑ йӗркисен контекстне пӑхас пулсан, унта чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем пирки тата Библи сивлекен ӗҫсене тума хӗтӗртекенсем пирки сӑмах пырать (Ӳлӗм. 2:20). Ҫавӑнпа та ҫын чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисен вӗрентӗвӗсене е Библие хирӗҫлекен ытти шухӑшсене сарать пулсан, старейшинӑсем унпа тӗл пулмаҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫав ҫын та ӳкӗнме пултарать. Анчах та вӑл ӳкӗниччен эпир ӑна саламламастпӑр та, тӗлпулусене те чӗнместпӗр.
ИЕГОВА ПЕКЕХ ХӖРХЕНЕКЕН КӐМӐЛЛӐ ПУЛМА ТӐРӐШАТПӐР
16, 17. а) Иегова ҫылӑх туса пурӑнакансене мӗн тума хавхалантарать? (Иезекииль 18:32). ӑ) Старейшинӑсем Иеговӑпа пӗрле мӗнле ӗҫ туса тӑраҫҫӗ?
16 Эпир ҫак журналти пилӗк статьяран мӗн пӗлтӗмӗр? Иегова никам та ан пӗттӗр тет. (Иезекииль 18:32 вуласа парӑр.) Вӑл ҫылӑх тунӑ ҫынсем хӑйӗнпе мирлешчӗр тет (2 Кор. 5:20). Акӑ мӗншӗн мӗн авалтанпах Иегова хӑйне хӑварнӑ ӗҫлекенӗсене ӳкӗнме тата каялла хӑйӗн патне таврӑнма чӗннӗ. Старейшинӑсене пысӑк чыс тунӑ — вӗсем, Иеговӑпа пӗрле ӗҫлесе, ҫылӑх тунӑ ҫынсене ӳкӗнме пулӑшаҫҫӗ (Рим 2:4; 1 Кор. 3:9).
17 Ҫылӑх тунӑ ҫынсем ӳкӗнсен, ҫакӑ тӳперисене мӗн тери пысӑк савӑнӑҫ кӳрет! Ҫухалнӑ сурӑх пухӑва таврӑнсан кашнинчех Иеговӑн чӗри хӗпӗртет. Иеговӑн хӗрхенӗвӗпе виҫесӗр ырӑлӑхӗ ҫинчен шухӑшланӑ май эпир ӑна хытӑрах та хытӑрах юратма пуҫлатпӑр (Лука 1:78).
111-МӖШ ЮРӐ Савӑнмалли сӑлтавсем
a Библире хӑш-пӗр ҫынсене нихӑҫан та каҫармӗҫ тенӗ. Вӗсене пӗр-пӗр ҫылӑх тунӑшӑн мар, ҫине тӑрсах, чарӑнмасӑр Турра хирӗҫ кайнӑшӑн каҫармӗҫ. Иеговӑпа Иисус кӑна ҫынна каҫармалла е каҫармалла мар тесе йышӑну тума пултараҫҫӗ (Марк 3:29; Евр. 10:26, 27).