Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Пӗр-пӗр христианинпа асӑрхануллӑ пулмалли пирки кам йышӑну тӑвать: старейшинӑсем-и е пухури кашни тӑван хӑй тӗллӗн-и? (2 Фессалоника 3:14).

Фессалоникӑри христиансем патне Павел апостол: «Кам та пулин ҫак ҫырура эпир мӗн каланине итлемест пулсан, унпа асӑрхануллӑ пулӑр» — тесе ҫырнӑ (2 Фес. 3:14). Унччен эпир ҫак хушу старейшинӑсем валли тесе калаттӑмӑрччӗ. Енчен те кама та пулин пӗрре анчах мар канаш панӑ пулсан, вӑл вара ҫав-ҫавах Библири принципсене сирсе янӑ пулсан, старейшинӑсем пухура ятарлӑ доклад тума пултарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн хӑш-пӗр хыпарҫӑсем ҫав тӑванпа ҫывӑх хутшӑнма пӑрахнӑ.

Анчах халӗ эпир 2 Фессалоника 3:14-мӗш сӑвӑ йӗркине урӑхла ӑнланатпӑр. Павел панӑ канаш кашни тӑвана уйрӑммӑн пырса тивет. Кашни христианинӑн лару-тӑрӑва шута илсе хӑйӗн йышӑну тумалла. Ҫавӑнпа та старейшинӑсен ҫав лару-тӑру пирки ятарлӑ доклад тумалла мар. Мӗншӗн ҫавӑн пек улшӑну тунӑ? Айтӑр Павел панӑ канаша контекста шута илсе пӑхса тухар.

Павел Фессалоникӑри хӑш-пӗр тӑвансем йӗркерен тухнине асӑрханӑ. Вӗсем Турӑ Сӑмахӗ ҫинче никӗсленнӗ канаша сирсе янӑ. Павел унччен вӗсем патӗнче пулнӑ чухне вӗсене: «Кам ӗҫлесшӗн мар, ҫавӑ ан ҫитӗр те», — тесе каланӑ. Ҫав-ҫавах хӑш-пӗрисем, хӑйсене пурӑнмалӑх мӗн кирлине ӗҫлесе илме пултарнӑ пулин те, ҫавна туман. Унсӑр пуҫне, вӗсем хӑйсен сӑмсине ыттисен ӗҫне чикнӗ. Ҫавӑн пек тӑвансемпе ыттисен хӑйсене мӗнле тытмалла пулнӑ? (2 Фес. 3:6, 10—12).

Павел: «Унпа асӑрхануллӑ пулӑр», — тенӗ. «Асӑрхануллӑ пулӑр» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ пирӗн ҫавӑн пек ҫын хамӑр ҫине япӑх витӗм кӳме пултарассине ӑнланса унпа асӑрхануллӑ пулмаллине пӗлтерет. Павел ҫак хушӑва старейшинӑсене кӑна мар, пӗтӗм пухӑва панӑ (2 Фес. 1:1; 3:6). Ҫавӑнпа та тӑвансем пӗр-пӗр христианин хӑйне Библи тӑрӑх панӑ канаша итлеменнине асӑрхасан, унпа тек хутшӑнмастӑп тесе харпӑр хӑй йышӑну тума пултарнӑ.

Ҫав тӑван ҫине пухуран кӑларса янӑ ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхмалла пулнӑ-и? Ҫук. Мӗншӗн тесен Павел: «Малалла та ӑна тӑван вырӑнне хурса ӑса кӗртӗр» — тесе каланӑ. Ҫавӑнпа та тӑвансем ҫав христианинпа малалла та тӗлпулусенче хутшӑннӑ пулӗччӗҫ, пӗрле ырӑ хыпар сарнӑ пулӗччӗҫ, анчах та унпа пушӑ вӑхӑта ирттермен тата пӗрле канман пулӗччӗҫ. Мӗншӗн? Павел: «Ӑна намӑс пултӑр» — тенӗ. Ҫав христианин тӑвансем хӑйӗнпе ҫывӑх хутшӑнма пӑрахнине асӑрхасан, хӑй мӗн тунишӗн намӑсланса улшӑнма пултарнӑ (2 Фес. 3:14, 15).

Хальхи вӑхӑтра христиансем ҫак хушӑва итленине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ? Чи малтан пирӗн ҫын чӑнах та йӗркерен тухнипе тухманнине пӗлмелле. Хӑш-пӗр христиансем тӑвакан йышӑнусем эпир тӑвакан йышӑнусенчен уйрӑлса тӑма пултараҫҫӗ. Е вӗсем тӑвакан йышӑнусем пире килӗшсех каймаҫҫӗ, анчах та вӗсем Библири законсемпе принципсене пӑсмаҫҫӗ. Кунта ҫавӑн пек христиансем пирки сӑмах пымасть. Пире кӳрентернӗ христиансем пирки те сӑмах пымасть. Апла пулсан, йӗркерен тухакан христиансем тесе Павел кам пирки каланӑ? Библи тӑрӑх панӑ канаша сирсе янӑ христиансем пирки каланӑ.

Эпир христианин хӑйне Библи тӑрӑх панӑ канаша итлеменнине асӑрхатпӑр пулсан, унпа пушӑ вӑхӑта ирттерместпӗр тата пӗрле канмастпӑр тесе йышӑну тума пултаратпӑр a. Ҫакӑн пек йышӑнӑва кашни хӑй тӑвать, ҫавӑнпа та хамӑр тунӑ йышӑну пирки килтисемсӗр пуҫне урӑх никампа та калаҫмӑпӑр. Ҫапах эпир ҫав ҫынпа тӗлпулусенче хутшӑнӑпӑр тата пӗрле ырӑ хыпар сарма ҫӳрӗпӗр. Вӑл пурнӑҫра кирлӗ улшӑнусем тусан вара, унпа каллех унчченхи пекех хутшӑнӑпӑр.

a Тӗслӗхрен, христианин хӑйне пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе ӗҫлеме пултарать пулин те, ҫавна тумасть; Иеговӑна ӗненмен ҫынпа хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме пӑрахасшӑн мар; хӑйӗн калаҫӑвӗсемпе пухури пӗрлӗхе аркатать е элек сарать (1 Кор. 7:39; 2 Кор. 6:14; 2 Фес. 3:11, 12; 1 Тим. 5:13). Ҫакӑн пек христиансем пирки йӗркерен тухакансем тесе ҫырнӑ та.