Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

34-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

107-МӖШ ЮРӐ Турӑран юратма вӗренӗр

Ҫылӑх тунӑ тӑвана юратнине тата хӗрхеннине старейшинӑсем мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

Ҫылӑх тунӑ тӑвана юратнине тата хӗрхеннине старейшинӑсем мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

«[Турӑ] ырӑ пулнипе сана ӳкӗнме пулӑшасшӑн» (РИМ 2:4).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Ҫылӑх тунӑ тӑвана старейшинӑсем мӗнле пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ?

1. Христианин йывӑр ҫылӑх тусан унпа мӗн пулма пултарать?

 УНЧЧЕНХИ статьяра эпир Коринфри пӗр христианин йывӑр ҫылӑх тусан Павел пухӑва мӗнле хушусем панине пӑхса тухрӑмӑр. Ҫав христианин ӳкӗнмен, ҫавӑнпа та ӑна пухуран кӑларса ямалла пулнӑ. Ҫапах та, статьян тӗп сӑвӑ йӗркинче каланӑ пек, Турӑ ҫынна ӳкӗнме пулӑшма пултарать (Рим 2:4). Ҫавна тӑвас тесе вӑл старейшинӑсемпе мӗнле усӑ курать?

2, 3. Эпир пӗр-пӗр тӑван йывӑр ҫылӑх тунине пӗлтӗмӗр пулсан пирӗн мӗн тумалла тата мӗншӗн?

2 Старейшинӑсем христианин йывӑр ҫылӑх тунине пӗлмеҫҫӗ пулсан, ӑна пулӑшаймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та эпир пухура кам та пулин йывӑр ҫылӑх тунине пӗлсен пирӗн мӗн тумалла? Пирӗн ҫав тӑвана старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтма хавхалантармалла (Ис. 1:18; Ап. ӗҫ. 20:28; 1Пётр 5:2).

3 Анчах та ҫылӑх тунӑ тӑван старейшинӑсемпе калаҫасшӑн мар пулсан мӗн тумалла? Старейшинӑсем ӑна пулӑшчӑр тесен пирӗн хамӑрӑн вӗсемпе кайса калаҫмалла. Эпир тӑвана ҫухатасшӑн мар, ҫавӑнпа та ҫапла туни ӑна юратни пулать. Ҫав христианин тӗрӗс маррине тума пӑрахмасан, хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене аркатӗ. Тата вӑл хӑйне мӗнле тытни пухӑвӑн ятне те яма пултарать. Тем пек йывӑр пулсан та эпир хӑюлӑх ҫитерсе старейшинӑсемпе калаҫатпӑрах, мӗншӗн тесен Иеговӑна тата пирӗн тӑвана юрататпӑр (Пс. 26:14).

ЙЫВӐР ҪЫЛӐХ ТУНИСЕНЕ СТАРЕЙШИНӐСЕМ МӖНЛЕ ПУЛӐШАҪҪӖ?

4. Старейшинӑсем йывӑр ҫылӑх тунӑ тӑванпа мӗнле тӗллевпе тӗл пулаҫҫӗ?

4 Пухура кам та пулин йывӑр ҫылӑх тусан старейшинӑсен совечӗ виҫӗ старейшинӑран тӑракан комитет a йӗркелет. Ҫав комитета кӗрекен старейшинӑсен сӑпайлӑ пулмалла тата хӑйсене кӗҫӗне хумалла. Вӗсем ҫылӑх тунӑ ҫынна ӳкӗнме пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ, анчах та вӗсем ҫынна улшӑнусем тума вӑйпах хистеме пултарайманнине ӑнланаҫҫӗ (Сак. аст. 30:19). Старейшинӑсем ҫакна та пӗлеҫҫӗ: Давид ӳкӗннӗ пек пур ҫын та ӳкӗнмӗ (2 Пат. 12:13). Хӑш-пӗрисем Иегова панӑ канаша итлес темӗҫ (Пулт. 4:6—8). Ҫав-ҫавах старейшинӑсем ҫылӑх тунӑ тӑвана ӳкӗнме пулӑшасшӑн. Вӗсен ҫавӑн пек ҫынпа тӗл пулнӑ чухне мӗн асра тытмалла?

5. Ҫылӑх тунӑ ҫынпа тӗл пулнӑ чухне старейшинӑсем мӗн асра тытаҫҫӗ? (2 Тимофей 2:24—26). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

5 Ҫын ҫылӑх тусан та Иегова ӑна хаклама пӑрахманнине старейшинӑсем пӗлеҫҫӗ (Лука 15:4, 6). Ҫавӑнпа та ҫав христианинпа тӗл пулсан вӗсем унпа сиввӗн калаҫмаҫҫӗ тата хӑйсене тӳрккессӗн тытмаҫҫӗ. Вӗсем ыйтусем пама тата фактсене тӗрӗслеме ҫеҫ пухӑннӑ тесе шутламаҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсем 2 Тимофей 2:24—26 сӑвӑ йӗркисенче (вуласа парӑр) асӑннӑ лайӑх енсене кӑтартаҫҫӗ. Ҫылӑх тунӑ ҫыннӑн чӗрине хускатас тесе старейшинӑсем хӑйсене унпа ыррӑн тытаҫҫӗ, йӑвашшӑн калаҫаҫҫӗ тата унӑн туйӑмӗсене шута илеҫҫӗ.

Авалхи вӑхӑтри кӗтӳҫӗсем пекех, старейшинӑсем ҫухалнӑ сурӑха шыраса тупас тесе вӑй хураҫҫӗ (5-мӗш абзаца пӑхӑр)


6. Ҫылӑх тунӑ ҫынпа тӗл пулас умӗн старейшинӑсем мӗнле хатӗрленеҫҫӗ? (Рим 2:4).

6 Старейшинӑсем Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем Павелӑн сӑмахӗсене асра тытса ҫылӑх тунӑ ҫынпа хӑйсене Иегова тытнӑ пек тытасшӑн. Павел Турӑ пирки: «Вӑл ырӑ пулнипе сана ӳкӗнме пулӑшасшӑн», — тенӗ. (Рим 2:4 вуласа парӑр.) Старейшинӑсен пуринчен малтан хӑйсем кӗтӳҫӗсем пулнине асра тытмалла, Христосран тӗслӗх илмелле тата вӑл вӗсене мӗн хушнине тумалла (Ис. 11:3, 4; Матф. 18:18—20). Старейшинӑсен комитечӗ ҫылӑх тунӑ ҫынпа тӗл пулас умӗн хӑйсем ҫав ҫынна ӳкӗнме пулӑшма пултарччӑр тесе кӗлтӑваҫҫӗ. Вӗсем Библипе пирӗн публикацисене тӗпчеҫҫӗ, унсӑр пуҫне, Иеговӑран ҫав ҫынна тата унӑн лару-тӑрӑвне ӑнланма пулӑшма ыйтаҫҫӗ. Вӗсем ҫав ҫын пирки мӗн пӗлмелли ҫинчен — вӑл мӗнле ҫемьере ӳссе ҫитӗнни ҫинчен, ҫакӑ унӑн шухӑшӗсем, ӗҫӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарни ҫинчен — шухӑшлаҫҫӗ (Ытар. 20:5).

7, 8. Старейшинӑсем ҫылӑх тунӑ ҫынпа тӗл пулнӑ чухне Иегова пекех тӳсӗмлӗ пулнине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?

7 Старейшинӑсем Иегова пек тӳсӗмлӗ пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем Иегова авалхи вӑхӑтра ҫылӑх тунӑ ҫынсемпе хӑйне мӗнле тытнине асра тытаҫҫӗ. Сӑмахран, Иегова Каинпа тӳсӗмлӗ пулнӑ. Вӑл ӑна итлеменни мӗн патне илсе ҫитерме пултарасси пирки, итлесен вара хӑй ӑна пиллесси пирки каланӑ (Пулт. 4:6, 7). Давид патне Иегова Нафан пророка янӑ. Пророк ытарӑш каласа парса Давида ӳкӗнме пулӑшнӑ (2 Пат. 12:1—7). Итлемен израильтянсем патне те Иегова пророксене «ҫине-ҫинех ярса» тӑнӑ (Иер. 7:24, 25). Турӑ вӗсем ӳкӗнсен тин пулӑшӑп тесе шутламан. Вӗсене ӳкӗнме пулӑшас тесе хӑй пӗрремӗш утӑм тунӑ.

8 Иеговӑран тӗслӗх илсе старейшинӑсем йывӑр ҫылӑх тунӑ ҫынна пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. 2 Тимофей 4:2-мӗшӗнче хушнӑ пек вӗсен тӳсӗмлӗ пулмалла. Ҫавӑнпа та ҫылӑх тунӑ ҫынпа калаҫнӑ чухне, лешӗн тӗрӗссине тума кӑмӑл ҫуралтӑр тесе, старейшинӑсем хӑйсене лӑпкӑ тытаҫҫӗ. Енчен те старейшина тарӑхать е ҫилленет пулсан, ҫылӑх тунӑ ҫын, тен, канаша итлемӗ тата ӳкӗнесшӗн те пулмӗ.

9, 10. Старейшинӑсем ҫылӑх тунӑ ҫынна мӗне пула хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем арканнине тата ҫылӑх патне мӗн илсе ҫитернине ӑнланма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

9 Старейшинӑсем ҫылӑх патне мӗн илсе ҫитернине ӑнланма тӑрӑшаҫҫӗ. Мӗне пула христианинӑн ӗненӗвӗ хавшанӑ? Тен, вӑл тӑтӑшах Библи вулама пӑрахнӑ е ырӑ хыпара сайра-хутра ҫеҫ сарать? Е вӑл сахалрах тата ячӗшӗн ҫеҫ кӗлтума пуҫланӑ? Вӑл тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсемпе кӗрешме пӑрахман-и? Пушӑ вӑхӑта вӑл кампа ирттерет тата мӗнле вӑйӑ-кулӑ суйласа илет? Ҫакӑ ун ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Хӑйӗн ӗҫӗсемпе вӑл хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗн, Иеговӑн, чунне ыраттарнине ӑнланать-и?

10 Старейшинӑсем ҫылӑх тунӑ ҫынна ыйтусем парса мӗне пула унӑн Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусем арканни ҫинчен тата ҫылӑх патне ӑна мӗн илсе ҫитерни ҫинчен шухӑшлама пулӑшаҫҫӗ (Ытар. 20:5). Вӗсем ҫавна ыррӑн, кирлӗ-кирлӗ мар ыйтусем памасӑр тӑваҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, Нафан Давидпа калаҫнӑ чухне ытарӑш каласа панӑ пек, вӗсем те тӗслӗх илсе пама пултараҫҫӗ. Ҫакӑ ҫылӑх тунӑ ҫынна хӑй тунӑ ӗҫ мӗн тери япӑх пулнине ӑнланма пулӑшма пултарать. Тен, старейшинӑсем унпа пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ чухнех вӑл хӑй мӗн тунишӗн кулянма пуҫлӗ. Вӑл ӳкӗнме те пултарӗ.

11. Старейшинӑсем Иисусран тӗслӗх илес тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?

11 Старейшинӑсем Иисусран тӗслӗх илме тӑрӑшаҫҫӗ. Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Тарс ҫыннине, Савла, шухӑшлаттаракан ыйту панӑ: «Савл, Савл, эсӗ мӗншӗн мана хӗсӗрлетӗн?» Ҫапла туса Иисус Савла вӑл тӗрӗс мар тунине ӑнланма пулӑшнӑ (Ап. ӗҫ. 9:3—6). Иезавель пирки вара Иисус: «Эпӗ ӑна ӳкӗнме вӑхӑт патӑм», — тенӗ (Ӳлӗм. 2:20, 21).

12, 13. Ҫылӑх тунӑ ҫынна ӳкӗнме вӑхӑт парас тесе старейшинӑсем мӗн тума пултараҫҫӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

12 Иисус пекех, старейшинӑсем те ҫылӑх тунӑ ҫын нихӑҫан та ӳкӗнмӗ тесе шутласа хумаҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем старейшинӑсен комитечӗпе пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ чухнех ӳкӗнеҫҫӗ. Теприсене вара нумайрах вӑхӑт кирлӗ. Ҫавӑнпа та старейшинӑсем ҫавӑн пек ҫынпа темиҫе хут тӗл пулма пултараҫҫӗ. Тен, ҫылӑх тунӑ христианин старейшинӑсемпе пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ хыҫҫӑн хӑйне мӗн калани ҫинчен шухӑшлама пуҫлӗ. Хӑйне кӗҫӗне хурса вӑл Иеговӑран каҫару та ыйтӗ пулӗ (Пс. 31:5; 37:19). Вара иккӗмӗш хут тӗл пулнӑ чухне, тен, унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ пачах урӑхла пулӗ.

13 Ҫылӑх тунӑ ҫынна ӳкӗнме пулӑшас тесе старейшинӑсем хӗрхенекен тата ырӑ кӑмӑллӑ пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене Иегова ҫак ӗҫре пулӑштӑр тесе кӗлтӑваҫҫӗ тата тӑван тӑна кӗрсе ӳкӗнессе шанаҫҫӗ (2 Тим. 2:25, 26).

Ҫылӑх тунӑ тӑвана ӳкӗнме вӑхӑт парас тесе старейшинӑсем унпа темиҫе хут та тӗл пулма пултараҫҫӗ (12-мӗш абзаца пӑхӑр)


14. Ҫылӑх тунӑ ҫынна ӳкӗнме кам чӑннипех пулӑшать тата мӗншӗн ҫапла калама пулать?

14 Ҫылӑх тунӑ христианин ӳкӗнни пуриншӗн те пысӑк савӑнӑҫ! (Лука 15:7, 10). Паллах, ӑна тӳрленме пулӑшас тесе старейшинӑсем хӑйсенчен мӗн килнине веҫех тунӑ, анчах ӳкӗнме ӑна чӑннипех кам пулӑшнӑ? Аса илӗр-ха, ҫылӑх тунисем ҫинчен Павел: «Тен, Турӑ вӗсене ӳкӗнме парӗ», — тесе ҫырнӑ (2 Тим. 2:25). Апла пулсан, ҫылӑх тунӑ ҫынна хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне улӑштарма ҫынсем мар, Иегова пулӑшать. Малалла Павел ӳкӗнни мӗнле усӑ пани ҫинчен калать: ҫылӑх тунӑ ҫын чӑнлӑха тӗрӗсрех ӑнланма, тӑна кӗме тата Шуйттан капкӑнӗнчен хӑтӑлма пултарать (2 Тим. 2:26).

15. Христианин ӳкӗннӗ хыҫҫӑн старейшинӑсем ӑна мӗнле пулӑшса тӑраҫҫӗ?

15 Христианин ӳкӗннӗ хыҫҫӑн та старейшинӑсем ун патне кайсах тӑраҫҫӗ. Вӗсем ӑна хӑйӗн ӗненӗвне ҫирӗплетме, илӗртӳсенчен пӑрӑнма тата тӗрӗссине тума пулӑшаҫҫӗ (Евр. 12:12, 13). Паллах, старейшинӑсем ҫав христианин мӗнле ҫылӑх тунине никама та каласа памаҫҫӗ. Анчах та вӗсен хӑш-пӗр чухне пухӑва пӗр-пӗр информацие пӗлтерме тивет.

«ПУРИН УМӖНЧЕ ТЕ ПИТЛЕ»

16. 1 Тимофей 5:20-мӗшӗнче Павел «пурин умӗнче те» тенипе кам пирки каланӑ?

16 1 Тимофей 5:20 вуласа парӑр. Павел ҫак сӑмахсене хӑйӗн пекех старейшина пулнӑ Тимофей патне ҫырса янӑ. Вӑл «пурин умӗнче те питле» тенипе ҫылӑх туса пурӑнакансене пӗтӗм пуху умӗнче питлемелле тесшӗн пулнӑ-и? Ҫук пуль. Вӑл ҫав ҫылӑх ҫинчен пӗлекенсем ҫинчен каланӑ пулас. Тен, ҫав ҫынсем тӑван ҫылӑх тунине курнӑ е вӑл хӑй ҫавӑн ҫинчен вӗсене каласа пама пултарнӑ. Старейшинӑсен вӗсене кӑна ҫак ыйтӑва татса пани ҫинчен тата ҫынна кирлӗ наказани пани ҫинчен каламалла пулнӑ.

17. Ҫылӑх туни ҫинчен пухура нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ пулсан е ҫавна вӑхӑт иртсен пӗлӗҫ пулсан, мӗнле пӗлтерӳ тӑвӗҫ тата мӗншӗн?

17 Ҫылӑх туни ҫинчен хӑш-пӗр чухне пухура нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ е ҫавна вӑхӑт иртсен пӗлӗҫ. Вара «пурин умӗнче те» тени пӗтӗм пуху умӗнче тенине пӗлтерӗ. Ҫавӑнпа та старейшинӑсенчен пӗри пухура ҫав-ҫав тӑвана хыттӑн асӑрхаттарни пирки пӗлтерӳ тӑвӗ. Мӗншӗн ҫавӑн пирки пӗлтереҫҫӗ? Павел каланӑ пек, ыттисем те ҫылӑх ан туччӑр тесе вӗсене «асӑрхаттарас тесе».

18. Шыва кӗнӗ 18 ҫула ҫитмен христианин йывӑр ҫылӑх турӗ пулсан старейшинӑсем мӗн тӑваҫҫӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

18 Шыва кӗнӗ 18 ҫула ҫитмен христианин йывӑр ҫылӑх турӗ пулсан вара мӗн тумалла? Старейшинӑсен совечӗ икӗ старейшинӑна ҫав ачапа тата Иеговӑна пуҫҫапакан унӑн ашшӗ-амӑшӗпе тӗл пулма хушать b. Старейшинӑсем ашшӗ-амӑшӗнчен вӗсем ачине ӳкӗнме пулӑшас тесе мӗн-мӗн туни ҫинчен ыйтса пӗлеҫҫӗ. Ачи ашшӗ-амӑшӗнчен пулӑшу йышӑнать пулсан тата унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ лайӑх пулсан, ҫав икӗ старейшина старейшинӑсен комитетне йӗркелеме кирлӗ мар тесе йышӑну тума пултараҫҫӗ. Мӗншӗн тесен старейшинӑсем ҫакна пӗлеҫҫӗ: ачисене юратса вӗрентме тата ӑс кӗртме Иегова шӑп ашшӗ-амӑшӗсене хушнӑ (Сак. аст. 6:6, 7; Ытар. 6:20; 22:6; Эф. 6:2—4). Вӑхӑтран вӑхӑта старейшинӑсем ашшӗ-амӑшӗнчен вӗсем ачине кирлӗ пулӑшу панипе паманнине ыйтса пӗлӗҫ. Анчах та шыва кӗнӗ 18 ҫула ҫитмен ача ӳкӗнмест пулсан тата малалла та ҫылӑх туса пурӑнать пулсан мӗн тумалла? Ҫавӑн пек чухне унпа тата унӑн ашшӗ-амӑшӗпе старейшинӑсен комитечӗ тӗл пулать.

Шыва кӗнӗ 18 ҫула ҫитмен христианин йывӑр ҫылӑх тунӑ пулсан, икӗ старейшина унпа тата Иеговӑна пуҫҫапакан унӑн ашшӗ-амӑшӗпе тӗл пулаҫҫӗ (18-мӗш абзаца пӑхӑр)


«ИЕГОВА ҪЕПӖҪҪӖН ЮРАТАКАН ТАТА ХӖРХЕНЕКЕН ТУРӐ»

19. Йывӑр ҫылӑх тунӑ ҫынпа тӗл пулнӑ чухне старейшинӑсем, Иеговӑран тӗслӗх илсе, хӑйсене мӗнле тытаҫҫӗ?

19 Старейшинӑсем ҫакна ӑнланаҫҫӗ: Иегова вӗсене пухӑва Туррӑн законӗсем тӑрӑх пурӑнасшӑн пулман ҫынсенчен хӳтӗлеме хушнӑ (1 Кор. 5:7). Тата вӗсем ҫылӑх тунӑ ҫынна ӳкӗнме пулӑшас тесе хӑйсенчен мӗн килнине веҫех тӑваҫҫӗ. Ҫынна пулӑшнӑ чухне вӗсем хӑйсен ӗҫӗ кӑлӑхах пулмӗ, ҫын улшӑнӗ тесе шанаҫҫӗ. Ҫапла туса вӗсем Иеговӑран, «ҫепӗҫҫӗн юратакан тата хӗрхенекен» Турӑран, тӗслӗх илеҫҫӗ (Иак. 5:11). Ватӑлнӑ Иоанн апостол та хӑйӗн тӑванӗсене ҫавӑн пек юратнӑ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Ачамсем, ҫакна эпӗ сирӗн ҫылӑха кӗмелле ан пултӑр тесе ҫыратӑп. Кам та пулин ҫылӑха кӗрсен, Аттепе юнашар пире пулӑшакан, тӳрӗ Иисус Христос, пур» (1 Иоанн 2:1).

20. Ҫак ярӑмри юлашки статьяран эпир мӗн пӗлӗпӗр?

20 Шел пулин те, ҫылӑх тунӑ хӑш-пӗр христиансем ӳкӗнмеҫҫӗ. Вара вӗсене пухуран кӑларса яма тивет. Ҫавӑн пек чухне старейшинӑсем мӗн-мӗн тӑваҫҫӗ? Ҫакӑн пирки ҫак ярӑмри юлашки статьяран пӗлӗпӗр.

103-МӖШ ЮРӐ Кӗтӳҫӗсем — Турӑ панӑ парнесем

a Унччен ҫакӑн пек ушкӑна право комитечӗ (вырӑсла «правовой комитет») тенӗ пулнӑ. Анчах та ҫав комитетӑн тӗллевӗ суд тӑвасси кӑна мар тата йывӑр ҫылӑх тунӑ христианинӑн ӗҫне пӑхса тухасси кӑна мар, ҫавӑнпа та эпир ҫак терминпа тек усӑ курмӑпӑр. Халӗ ҫавӑн пек ушкӑна старейшинӑсен комитечӗ теме пуҫлатпӑр.

b Ашшӗ-амӑшӗ пирки мӗн калани опекунсене те, ӑшшӗ-амӑшӗн тивӗҫне туса тӑракансене те пырса тивет.