31-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
12-МӖШ ЮРӐ Иегова — чи аслӑ Турӑ
Ҫынсене ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе Иегова мӗн тунӑ?
«Тӗнчене питӗ хытӑ юратнӑран Турӑ хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ» (ИОАНН 3:16).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Иегова пире ҫылӑхпа кӗрешме мӗнле пулӑшать тата пире ҫылӑхран хӑтарса ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парас тесе вӑл мӗн-мӗн тунӑ?
1, 2. а) Мӗн вӑл ҫылӑх тата ӑна мӗнле ҫӗнтерме пулать? («Ӑнлантарса панине» те пӑхӑр.) ӑ) Ҫак статьяра тата ҫак кӑларӑмри ытти статьясенче эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр? (Ҫак кӑларӑмри «Вулакансем валли» статьяна та пӑхӑр.)
ИЕГОВА хӑвна мӗн тери хытӑ юратнине санӑн пӗлес килет-и? Ҫавна пӗлес тесе Иегова сана ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе мӗн туни ҫинчен тӗпчеме пулать. Ҫылӑх a — хаяр тӑшман. Пирӗнтен никам та ӑна хӑйӗн вӑйӗпе ҫӗнтереймест. Эпир пурте кашни кун ҫылӑх тӑватпӑр тата ҫылӑхлӑ пулнӑран вилетпӗр (Рим 5:12). Анчах та лайӑх хыпар пур: Иегова пулӑшнипе эпир ҫылӑхпа вилӗме ҫӗнтерме пултаратпӑр. Ҫакӑн пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр.
2 Иегова ҫынсене 6 000 ҫул ытла ӗнтӗ ҫылӑхпа кӗрешме пулӑшать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл вӗсене юратать. Вӑл ҫынсене вӗсене тунӑранпах юратать тата вӗсене ҫав кӗрешӳре ӑнӑҫлӑ пулма пулӑшсах тӑрать. Турӑ ҫылӑх вилӗм патне илсе ҫитернине пӗлет. Анчах та вӑл ҫынсем ан вилччӗр тет, вӑл вӗсене ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн (Рим 6:23). Вӑл сана та ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн. Ҫак статьяра эпир виҫӗ ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр: 1) Иегова ҫылӑхлӑ ҫынсене мӗнле шанчӑк панӑ? 2) Ӗлӗк-авал ҫынсем Иеговӑна савӑнтарас тесе мӗн тума пултарнӑ? 3) Ҫынсене ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе Иисус мӗн тунӑ?
ИЕГОВА ҪЫЛӐХЛӐ ҪЫНСЕНЕ МӖНЛЕ ШАНЧӐК ПАНӐ?
3. Мӗнле майпа Адампа Ева ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ?
3 Иегова пӗрремӗш ҫынсене тусан вӗсем телейлӗ пулччӑр тенӗ. Вӑл вӗсене хитре кил парнеленӗ, вӗсем мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа савӑнса пурӑнма пултарнӑ тата Турӑ вӗсене интереслӗ ӗҫ шанса панӑ. Вӗсен ача ҫуратса ҫӗре тултармалла пулнӑ тата ӑна Эдем сачӗ евӗрлӗ рай тумалла пулнӑ. Турӑ вӗсене пӗр япала анчах тума хушман тата вӑл, вӗсем ҫав хушӑва пӗлсе тӑрсах итлемесен, хӑйсене мӗн кӗтнине маларах каласа хунӑ пулнӑ — вӗсем вилӗҫ тенӗ. Малалла мӗн пулнине эпир пӗлетпӗр. Турра та, ҫынсене те юратман усал ангел пӗрремӗш ҫынсене ҫылӑх тума хӗтӗртнӗ. Адампа Ева вара ӑна итленӗ. Хӑйсемшӗн нумай ырӑлӑх тунӑ Ашшӗне шанас вырӑнне вӗсем ҫылӑх тунӑ. Ҫавна пула вӗсем пурнӑҫӗ тӑршшӗпех асапланнӑ: ватӑлма пуҫланӑ, юлашкинчен вара вилнӗ. Веҫех Турӑ каланӑ пек пулса тухнӑ (Пулт. 1:28, 29; 2:8, 9, 16—18; 3:1—6, 17—19, 24; 5:5).
4. Мӗншӗн Иегова ҫылӑха кураймасть тата пире унпа кӗрешме пулӑшать? (Рим 8:20, 21).
4 Библире ҫакӑн ҫинчен ахальтен ҫырса паман. Иегова пире мӗншӗн хӑй ҫылӑха ҫав тери хытӑ курайманнине ӑнланма пулӑшасшӑн. Ҫылӑх ҫӳлти Аттепе хамӑр хушӑри хутшӑнусене аркатать тата вилӗм патне илсе пырать (Ис. 59:2). Ҫавӑнпа та Шуйттан, Иеговӑна та, ҫынсене те юратманскер, Адампа Евӑна Турра хирӗҫ кайма хӗтӗртнӗ тата халӗ те ҫынсене ҫылӑх тума хистет. Пӗрремӗш ҫынсем ҫылӑх тусан Шуйттан хӑйне ҫӗнтерӳҫӗ пек туйнӑ пулӗ. Анчах та вӑл Иегова мӗн тери хытӑ юратакан Турӑ пулнине ӑнланман. Турӑ Адампа Евӑн ачисем пирки мӗн шутласа хунине улӑштарман. Вӑл ҫынсене питӗ хытӑ юратать, ҫавӑнпа та пире тӳрех шанчӑк панӑ. (Рим 8:20, 21 вуласа парӑр.) Иегова Адампа Евӑн тӑхӑмӗнчи хӑш-пӗр ҫынсем хӑйне юратасса тата итлесшӗн пуласса пӗлнӗ. Вара вӗсен Ашшӗ тата Пурнӑҫ Параканӗ пулнӑран вӑл вӗсене хӑйсен тусӗсем пулма тата ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтӑлма май панӑ. Вӑл ҫакна мӗнле тунӑ?
5. Этемлӗхӗн хӑҫан шанчӑк ҫуралнӑ? Ӑнлантарса парӑр (Пултарни 3:15).
5 Пултарни 3:15 вуласа парӑр. Иегова хӑй Шуйттана пӗтересси ҫинчен каласа этемлӗхе шанчӑк панӑ. Турӑ этемлӗхе ҫӑлакан тӑхӑм килӗ тесе пророкла каланӑ. Вӑл ҫав тӑхӑм Шуйттан пуҫне ҫапса ҫӗмӗрӗ тата Шуйттан кӳнӗ пур сиене те пӗтерӗ тенӗ (1 Иоанн 3:8). Анчах та малтан Шуйттанӑн тӑхӑма сӑхмалла пулнӑ, урӑхла каласан, вилмелле тумалла пулнӑ. Иегова ҫакӑ хӑйӗн чунне питӗ хытӑ ыраттарасса пӗлнӗ, ҫавах та ҫынсене ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе ҫавна чӑтма хатӗр пулнӑ.
ИЕГОВӐНА САВӐНТАРАС ТЕСЕ ҪЫНСЕМ ӖЛӖК-АВАЛ МӖН ТУМА ПУЛТАРНӐ?
6. Авель, Ной тата Иеговӑн ытти шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем унпа ҫывӑхланас тесе мӗн тунӑ?
6 Малалла, ҫӗр-ҫӗр ҫул хушшинче, Иегова ҫылӑхлӑ ҫынсем хӑйӗнпе мӗнле ҫывӑхланса пыма пултарнине майӗпен уҫса пынӑ. Адампа Ева Эдем пахчинче пӑлхав ҫӗкленӗ хыҫҫӑн вӗсен иккӗмӗш ывӑлӗ, Авель, Турра ӗненнӗ пӗрремӗш ҫын пулнӑ. Вӑл Иеговӑна юратнӑ тата ӑна мӗнле те пулин савӑнтарасшӑн пулнӑ. Кӗтӳҫӗ пулнӑскер, вӑл хӑйӗн кӗтӗвӗнчи темиҫе путеке Иеговӑна парнене кӳнӗ. Иеговӑна ҫакӑ килӗшнӗ-и? Килӗшнӗ, вӑл «Авеле те, унӑн парнине те кӑмӑл тунӑ» (Пулт. 4:4). Малашне Иегова хӑйне юратакан тата хӑйне шанакан ытти ҫынсенчен те ҫавӑн пекрех парнесем йышӑннӑ. Сӑмахран, вӑл Ной кӳнӗ парнене йышӑннӑ (Пулт. 8:20, 21). Ҫынсенчен ҫавӑн пек парнесем йышӑнса Иегова ҫылӑхлӑ ҫынсем хӑйне савӑнтарма тата хӑйӗнпе ҫывӑхланма пултарнине кӑтартнӑ b.
7. Авраам хӑйӗн ывӑлне парнене кӳме хатӗр пулни Иегова ҫинчен мӗне вӗрентет?
7 Авраам Турра хытӑ ӗненекен ҫын пулнӑ. Иегова ӑна хӑйӗн ывӑлне Исаака парнене кӳме хушнӑ. Ҫавна илтсен Авраамӑн чӗри ҫурӑлса тухасла ыратнӑ пулӗ. Ҫав-ҫавах вӑл Иегова хушнине тума хатӗр пулнӑ. Анчах та Авраам ывӑлне парнене кӳме тӑрсан, Иегова ӑна чарнӑ. Ҫак тӗслӗх Иегова пуласлӑхра мӗн тӑвасшӑн пулнине кӑтартса панӑ: вӑл хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне парнене кӳресшӗн пулнӑ. Иегова ҫынсене акӑ мӗн тери хытӑ юратать (Пулт. 22:1—18).
8. Моисей законӗ тӑрӑх парнесем кӳни мӗн кӑтартнӑ? (Левит 4:27—29; 17:11).
8 Ӗмӗрсем иртсен Иегова Израиль халӑхне закон панӑ. Ҫав закон тӑрӑх, Туррӑн халӑхӗн ҫылӑхӗсене каҫарттармашкӑн парнесем кӳмелле пулнӑ. (Левит 4:27—29; 17:11 вуласа парӑр.) Ҫав парнесем Иегова пуласлӑхра пысӑкрах парне — этемлӗхе ҫылӑхран хӑтаракан парне — парасса кӑтартнӑ. Иегова пама пулнӑ тӑхӑм ҫинчен, хӑйӗн юратнӑ Ывӑлӗ ҫинчен, пророксене ҫырма хавхалантарнӑ. Вӗсем Туррӑн Ывӑлӗн асапланмалла тата вилмелле пулӗ тесе ҫырнӑ, ӑна парнене кӳнӗ путеке вӗлернӗ пек вӗлерӗҫ тесе каланӑ (Ис. 53:1—12). Шухӑшласа пӑх-ха, Иегова ҫынсене, ҫав шутрах сана та, ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне те шеллемен!
ҪЫНСЕНЕ ҪЫЛӐХРАН ХӐТАРАС ТЕСЕ ИИСУС МӖН ТУНӐ?
9. Шыва кӗртекен Иоанн Иисус пирки мӗн каланӑ? (Еврейсем 9:22; 10:1—4, 12).
9 Пирӗн эрӑри пӗрремӗш ӗмӗрте Шыва кӗртекен Иоанн Назаретри Иисуса курса: «Акӑ тӗнче ҫылӑхне илсе каякан Турӑ Путекки!» — тенӗ (Иоанн 1:29). Ҫав сӑмахсем Иисус пама пулнӑ тӑхӑм пулнине кӑтартса панӑ. Унӑн хӑйӗн пурнӑҫне парне пек памалла пулнӑ. Акӑ Иегова пама пулнӑ тӑхӑм этемлӗхе ҫылӑхран хӑтарма килнӗ ӗнтӗ. (Еврейсем 9:22; 10:1—4, 12 вуласа парӑр).
10. Иисус «ҫылӑхлисене чӗнме» килнине мӗнле кӑтартнӑ?
10 Иисус хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн асапланакан ҫынсемпе уйрӑмах тимлӗ пулнӑ. Вӑл вӗсене хӑй хыҫҫӑн пыма чӗннӗ. Иисус ҫынсем шӑпах ҫылӑха пула йывӑрлӑхсем тӳснине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа вӑл ҫылӑх туса пурӑнакан арҫынсемпе хӗрарӑмсене пулӑшасшӑн пулнӑ. Пӗррехинче вӑл: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ», — тенӗ. Кайран вара: «Эпӗ тӳрӗ ҫынсене мар, ҫылӑхлисене чӗнме килнӗ», — тесе каланӑ (Матф. 9:12, 13). Иисус ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗн пурӑннӑ. Пӗр хӗрарӑм унӑн урине хӑйӗн куҫҫулӗпе ҫусан, вӑл унпа ыррӑн калаҫса унӑн ҫылӑхӗсене каҫарнӑ (Лука 7:37—50). Тата Иисус ҫӑл патӗнче Самари хӗрарӑмне, вӑл ҫав хӗрарӑм аскӑнланса пурӑннине пӗлнӗ пулин те, пӗлтерӗшлӗ чӑнлӑхсене уҫса панӑ (Иоанн 4:7, 17—19, 25, 26). Турӑ Иисуса ҫылӑх мӗн патне илсе ҫитерет, ҫавна та — вилӗме те — пӗтерме власть панӑ. Ҫакӑ ӑҫтан курӑннӑ? Иисус ҫынсене — арҫынсемпе хӗрарӑмсене, ачасемпе аслисене — вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ (Матф. 11:5).
11. Мӗншӗн ҫылӑх туса пурӑнакан ҫынсем Иисус патне туртӑннӑ?
11 Ҫылӑх ӑшне путнӑ ҫынсем Иисус патне туртӑнни пире тӗлӗнтермест. Вӑл вӗсем мӗн туйнине ӑнланнӑ тата вӗсене хӗрхеннӗ. Ҫав ҫынсем Иисус патне пыма хӑраман (Лука 15:1, 2). Вӑл вӗсене хӑйне ӗненнӗшӗн мухтанӑ тата вӗсемпе ырӑ пулнӑ (Лука 19:1—10). Иисус шӑп хӑйӗн Ашшӗ пек хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑ (Иоанн 14:9). Унӑн сӑмахӗсемпе ӗҫӗсем хӑйӗн хӗрхенекен Ашшӗ ҫынсене юратнине тата вӗсене ҫылӑха ҫӗнтерме пулӑшасшӑн пулнине уҫҫӑн кӑтартнӑ. Иисус хӑйне ҫынсемпе мӗнле тытни вӗсене улшӑнма тата хӑйӗн хыҫҫӑн пыма хавхалантарнӑ (Лука 5:27, 28).
12. Иисус хӑйӗн вилӗмӗ пирки мӗне вӗрентнӗ?
12 Иисус хӑйне мӗн кӗтнине пӗлнӗ. Вӑл хӑйне сутӗҫ тата юпа ҫине пӑталаса вӗлерӗҫ тесе вӗренекенӗсене пӗрре анчах мар каланӑ (Матф. 17:22; 20:18, 19). Шыва кӗртекен Иоанн тата пророксем каланӑ пекех, Иисус хӑйӗн вилӗмӗ тӗнче ҫылӑхне пӗтерессе пӗлнӗ. Унсӑр пуҫне, вӑл хӑйӗн пурнӑҫне парне пек панӑ хыҫҫӑн «пур тӗрлӗ ҫынна» хӑйӗн патне пуҫтарӗ тесе вӗрентнӗ (Иоанн 12:32). Ҫылӑхлӑ ҫынсем Иисуса ӗненсен тата ун хыҫҫӑн пырсан Иеговӑна савӑнтарма пултарӗҫ, вара вӗсем ҫылӑхран хӑтӑлӗҫ (Иоанн 8:32; Рим 6:14, 18, 22). Акӑ мӗншӗн Иисус асапланса вилме хатӗр пулнӑ (Иоанн 10:17, 18).
13. Иисус мӗнле вилнӗ тата ҫакӑ Иегова ҫинчен мӗне вӗрентет? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
13 Иисуса хӑйӗн ҫывӑх тусӗсенчен пӗри сутнӑ. Унтан ӑна арестленӗ, хӑртнӑ, туман ӗҫсемшӗн айӑпланӑ тата асаплантарнӑ. Салтаксем ӑна вӗлермелли вырӑна илсе кайнӑ та урисемпе аллисене юпа ҫине пӑталанӑ. Иисус веҫех чӑтӑмлӑн тӳссе ирттернӗ. Анчах ҫавна курса тӑнӑ Иегова Иисусран ытларах асапланнӑ. Унӑн хӑйӗн Ывӑлӗн хутне кӗме вӑй та, май та пулнӑ, анчах та вӑл ҫавна туман. Мӗншӗн? Юратакан Ашшӗне ҫавна тума мӗн чарнӑ? Юрату. Иисус ҫапла каланӑ: «Тӗнчене питӗ хытӑ юратнӑран Турӑ хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ, ҫапла вара ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илччӗр тенӗ» (Иоанн 3:16).
14. Иисус хӑйӗн пурнӑҫне парне пек пани ҫинчен шухӑшласа эпир мӗне вӗренетпӗр?
14 Иисус хӑйӗн пурнӑҫне парне пек пани Иегова Адампа Евӑн ачисене юратнине чи лайӑх майпа кӑтартса парать. Тата ҫакӑ Иегова сана питӗ хытӑ юратнине ҫирӗплетсе парать (1 Иоанн 4:9, 10). Сана ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе вӑл чи хаклине, хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне, панӑ. Ҫакӑ унӑн чунне вӑйлӑ ыраттарнӑ. Чӑнах та, Турӑ пирӗнтен кашнине ҫылӑхпа кӗрешме тата ӑна ҫӗнтерме пулӑшасшӑн!
15. Иисусӑн каҫарттаракан парнине пула пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнччӑр тесен мӗн тумалла?
15 Турӑ хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлӗн каҫарттаракан парнине пула пирӗн ҫылӑхсене каҫарма пултарать. Анчах та вӑл пире каҫартӑр тесен пирӗн те темскер тумалла. Мӗн тумалла-ха? Ҫакна Шыва кӗртекен Иоанн, кайран вара Иисус мӗн каланинчен пӗлме пулать. Вӗсем: «Ӳкӗнӗр, ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ ӗнтӗ» — тенӗ (Матф. 3:1, 2; 4:17). Апла пулсан, эпир чӑнах та ҫылӑхпа кӗрешесшӗн пулсан тата хамӑр юратакан Аттепе ҫывӑхланасшӑн пулсан, пирӗн ӳкӗнмелле. Ӳкӗнӗр тени вара мӗне пӗлтерет? Тата ӳкӗнни, хамӑр ҫылӑхлӑ пулнине пӑхмасӑрах, Иеговӑна савӑнтарма мӗнле пулӑшать? Ҫакна тепӗр статьяран пӗлӗпӗр.
18-МӖШ ЮРӐ Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ
a ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Хӑш-пӗр чухне Библире «ҫылӑх» текен сӑмах ҫынсем тӗрӗс мар пурӑннине, Туррӑн нравственность нормисене пӑснине пӗлтерет. Анчах та ҫак сӑмах Адамран пур ҫын ҫине те куҫнӑ ҫылӑха та пӗлтерме пултарать. Адамран куҫнӑ ҫылӑха пула эпир пурте вилетпӗр.