Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

МӖН ТӖПЧЕМЕ ПУЛАТЬ?

Иеговӑн ирӗкне шута илекен ҫынсем тӗрӗс йышӑнусем тӑваҫҫӗ

Иеговӑн ирӗкне шута илекен ҫынсем тӗрӗс йышӑнусем тӑваҫҫӗ

Пултарни 25:29—34 вулӑр та Исав тата Иаков мӗнле йышӑнусем тунине пӗлӗр. Вӗсенчен хӑшӗ тӗрӗс йышӑну тунӑ?

Контекста пӑхӑр. Маларах мӗн пулнӑ? (Пулт. 25:20—28). Кайран мӗн пулнӑ? (Пулт. 27:1—46).

Вак-тӗвексене шута илӗр. Малтан ҫуралнӑ ывӑлӑн мӗнле правасемпе тивӗҫсем пулнӑ? (Пулт. 18:18, 19; w10-U 5/1 13-мӗш страница).

Хӑвӑр мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшлӑр та пурнӑҫа кӗртӗр. Мӗншӗн Исавпа Иаков малтанхи ывӑл илекен пиллӗхсем ҫине тӗрлӗрен пӑхнӑ? (Евр. 12:16, 17; w03-U 10/15 28—29 страницӑсем). Иегова ҫак икӗ пӗртӑван пирки мӗн шутланӑ тата мӗншӗн? (Мал. 1:2, 3). Тӗрӗс йышӑнусем тӑвас тесе Исав мӗн тума пултарнӑ?

  • Хӑвӑртан ыйтӑр: «Иеговӑна пуҫҫапни ман пурнӑҫра мӗнле вырӑн йышӑнать? Тӗслӗхрен, ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма эпӗ кашни эрнерех вӑхӑт уйӑратӑп-и?»