Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

15-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

124-МӖШ ЮРӐ Чунтан парӑнса пурӑнатпӑр

Иеговӑн организацине хытӑрах шанӑр

Иеговӑн организацине хытӑрах шанӑр

«Сирӗн хушшӑрта ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене, сире Турӑ сӑмахне вӗрентекенсене, асра тытӑр» (ЕВР. 13:7).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Иеговӑн организацине яланах шанма пире мӗн пулӑшӗ?

1. Пӗрремӗш ӗмӗрте Иеговӑн халӑхӗ мӗнле йӗркеленнӗ пулнӑ?

 ИЕГОВА хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пӗр-пӗр ӗҫ шанса парсан, ҫав ӗҫре йӗрке пуласса кӗтет (1 Кор. 14:33). Сӑмахран, Турӑ пӗтӗм тӗнчипех ырӑ хыпар сарӑлтӑр тет (Матф. 24:14). Иегова ҫак ӗҫшӗн яваплӑ пулма Иисуса лартнӑ. Иисус ырӑ хыпар сарас ӗҫ лайӑх йӗркеленнӗ пултӑр тесе тӑрӑшать. Пӗрремӗш ӗмӗрте тӗрлӗ вырӑнта пухусем йӗркеленме пуҫласан, ырӑ хыпар сарас ӗҫшӗн яваплӑ пулма старейшинӑсене лартнӑ (Ап. ӗҫ. 14:23). Иерусалимри апостолсемпе старейшинӑсенчен тӑракан ертсе пыракан совет панӑ хушусене пур пухура та тытса тӑмалла пулнӑ (Ап. ӗҫ. 15:2; 16:4). Пухусем ҫав хушусене итленине пула «тӑвансен ӗненӗвӗ ҫирӗпленсе пынӑ, вӗсен шучӗ кунран-кун ӳссе пынӑ» (Ап. ӗҫ. 16:5).

2. 1919 ҫултанпа мӗнле майпа Иегова ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пырать тата сӑнарлӑ апат парса тӑрать?

2 Иегова хальхи вӑхӑтра та хӑйӗн халӑхӗ хушшинче йӗрке пултӑр тесе тӑрӑшать. Иисус ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пырас тесе тата хӑй хыҫҫӑн пыракансене сӑнарлӑ апат парса тӑрас тесе 1919 ҫултанпа святой сывлӑшпа суйласа илнӗ арҫынсен пысӑках мар ушкӑнӗпе усӑ курать (Лука 12:42) a. Иегова ҫав ушкӑна пиллени уҫҫӑн курӑнать (Ис. 60:22; 65:13, 14).

3, 4. а) Ырӑ хыпар сарас ӗҫе лайӑх йӗркелени мӗнле усӑ кӳрет? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Туррӑн халӑхне лайӑх йӗркелемен пулсан, эпир Иисус хамӑра хушнӑ ӗҫе тӑвайман пулӑттӑмӑр (Матф. 28:19, 20). Сӑмахран, пирӗн ырӑ хыпар сармалли участоксем пулман пулсан, кашни ӑҫта ырӑ хыпар сарас тет, ҫавӑнта сарнӑ пулӗччӗ. Вара хӑш-пӗр участоксене хыпарҫӑсем пӗрмаях кайнӑ пулӗччӗҫ, теприсене вара никам та ҫӳремен пулӗччӗ. Сирӗн шутпа, ырӑ хыпар сарас ӗҫе лайӑх йӗркелени тата хӑш енчен усӑллӑ?

4 Паян Иисус хыҫҫӑн пыракансем Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне тунӑ ӗҫех тӑваҫҫӗ. Ҫак статьяра эпир Иисус кӑтартнӑ тӗслӗхе тата пирӗн организаци унран тӗслӗх мӗнле илнине пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир Иеговӑн организацине шаннине мӗнле кӑтартма пултарнине сӳтсе явӑпӑр.

ПИРӖН ОРГАНИЗАЦИ ИИСУСРАН ТӖСЛӖХ ИЛЕТ

5. Пирӗн организаци хӑш тӗлӗшрен Иисусран тӗслӗх илет? (Иоанн 8:28).

5 Иисус хӑйне мӗнле тытмаллине тата мӗн каламаллине Ашшӗнчен вӗреннӗ. Иеговӑн организацийӗ Иисусран тӗслӗх илнине мӗнле кӑтартать? Хушусем панӑ чухне тата мӗн тӗрӗс, мӗн тӗрӗс мар пулнине ӑнлантарнӑ чухне вӑл Турӑ Сӑмахне тӗпе хурать (Иоанн 8:28 вуласа парӑр; 2 Тим. 3:16, 17). Пире Библи вӗренмелле тесе час-часах аса илтереҫҫӗ. Мӗншӗн ҫак канаша итлени усӑ парать?

6. Библи тӗпчени Иеговӑн организацине ытларах шанма мӗнле пулӑшать?

6 Библие пирӗн организаци парса тӑракан публикацисемпе усӑ курса тӗпчени нумай усӑ кӳрет. Сӑмахран, Библире мӗн ҫырнине организаци паракан хушусемпе танлаштарма пулать. Хушусем Сӑваплӑ Ҫырупа килӗшсе тӑнине курсан эпир Иеговӑн организацине хытӑрах шанма пуҫлатпӑр (Рим 12:2).

7. Иисус мӗнле хыпар каласа ҫӳренӗ тата организаци унран тӗслӗх илнине мӗнле кӑтартать?

7 Иисус «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара» пӗлтерсе ҫӳренӗ (Лука 4:43, 44). Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене те ҫавнах тума хушнӑ (Лука 9:1, 2; 10:8, 9). Хальхи вӑхӑтра Иеговӑн ӗҫлекенӗсем кирек ӑҫта пурӑнсан та, организацире кирек мӗнле яваплӑ вырӑн йышӑнсан та — пурте ырӑ хыпар сараҫҫӗ.

8. Пире мӗнле чыс тунӑ?

8 Ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа парасси вӑл — пысӑк чыс. Анчах та ҫак чыслӑ ӗҫе тума пурне те шанса памаҫҫӗ. Сӑмахран, Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне усал сывлӑшсене хӑйӗн ҫинчен калама чарнӑ (Лука 4:41). Хальхи вӑхӑтра ҫын Иеговӑн халӑхӗпе пӗрле ырӑ хыпар сарас тет пулсан, унӑн малтан Иеговӑн нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнма пуҫламалла. Эпир май сиксе тухсанах Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калама тӑрӑшатпӑр пулсан, хамӑра шанса панӑ чыслӑ ӗҫе хакланине кӑтартатпӑр. Иисусран тӗслӗх илсе эпир ҫынсен чӗрисене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑхӑн вӑрлӑхне акма тата шӑварса тӑма тӑрӑшатпӑр (Матф. 13:3, 23; 1 Кор. 3:6).

9. Ҫынсем Туррӑн ятне пӗлччӗр тесе пирӗн организаци мӗн тӑвать?

9 Иисус ҫынсене Туррӑн ятне пӗлме пулӑшнӑ. Хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне кӗлтунӑ чухне вӑл: «Эпӗ... санӑн ятна пӗлтертӗм», — тенӗ (Иоанн 17:26). Иисусран тӗслех илсе Иеговӑн организацийӗ ҫынсене Туррӑн ятне пӗлме пулӑшас тесе нумай вӑй хурать. Ҫак тӗлӗшрен «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару питӗ пулӑшать. Сӑваплӑ ҫырӑва ҫырнӑ чухне Туррӑн ячӗпе ӑҫта усӑ курнӑ, «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарура ӑна ҫав вырӑнсенех тавӑрса лартнӑ. Хальхи вӑхӑтра «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑва туллин е хӑш-пӗр пайӗсене 270 ытла чӗлхепе вулама пулать. Вырӑс чӗлхипе тухнӑ A4 тата A5 Приложенисенчен мӗншӗн тата мӗнле майпа Библие Туррӑн ятне тавӑрса лартни ҫинчен ытларах пӗлме пулать. Акӑлчан чӗлхипе тухнӑ вӗренмелли Библин приложенийӗсенчен пӗринче вара (Appendix C) Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче Туррӑн ячӗ 237 хут пулмаллине кӑтартакан урӑх ҫирӗплетӳсем те пур.

10. Мьянмӑри пӗр хӗрарӑм Туррӑн ятне илтсен мӗн каланӑ тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр?

10 Иисус пекех эпир те Туррӑн ятне май килнӗ таран ытларах ҫын пӗлтӗр тетпӗр. Мьянмӑри 67 ҫулхи пӗр хӗрарӑм хӑйӗнпе Библи вӗренекен хӗрарӑм тӑвана куҫҫуль витӗр ҫапла каланӑ: «Эпӗ Туррӑн ятне унччен нихӑҫан та илтменччӗ. Эсӗ... мана чи пӗлтерӗшлӗ чӑнлӑха уҫса патӑн». Ҫак тӗслӗх Туррӑн ятне пӗлни ҫыннӑн пурнӑҫне улӑштарма пултарнине кӑтартать.

ИЕГОВӐН ОРГАНИЗАЦИНЕ ШАНӐР

11. Старейшинӑсем Иеговӑн организацине шаннине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

11 Старейшинӑсем Иеговӑн организацине шаннине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ? Ҫӗнӗ инструкцисем килсен старейшинӑсен вӗсене тимлӗ вуласа тухмалла та пурнӑҫа кӗртес тесе хӑйсенчен мӗн килнине веҫех тумалла. Сӑмахран, вӗсем тӗлпулусене мӗнле ирттермелли ҫинчен тата пухура мӗнле кӗлтумалли ҫинчен калакан хушусене кӑна мар, Христосӑн сурӑхӗсемшӗн мӗнле тӑрӑшмалли ҫинчен калакан хушусене те илеҫҫӗ. Старейшинӑсем организаци парса тӑракан хушусене итленӗ чухне пухури тӑвансем хӑйсене Иегова юратнине тата хӑйсемшӗн тӑрӑшнине туйса тӑраҫҫӗ.

Старейшинӑсем пире Иеговӑн организацийӗ паракан хушусене шанма пулӑшаҫҫӗ (11-мӗш абзаца пӑхӑр) b


12. а) Ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене мӗншӗн пирӗн итлемелле? (Еврейсем 13:7, 17). ӑ) Мӗншӗн старейшинӑсен лайӑх енӗсене курма тӑрӑшмалла?

12 Старейшинӑсем паракан хушусене пирӗн хаваспах тытса тӑмалла. Вара ҫав арҫын тӑвансене хӑйсен тивӗҫӗсене туса тӑма ҫӑмӑлтарах пулӗ. Библи пире ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене итлеме тата вӗсене пӑхӑнса тӑма хавхалантарать. (Еврейсем 13:7, 17 вуласа парӑр.) Ҫакна тума ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫав арҫын тӑвансен ҫитменлӗхсем пур. Эпир вӗсен лайӑх енӗсене асӑрхама пӑрахса япӑх енӗсене анчах куратпӑр пулсан вара, хамӑрӑн тӑшмансен ӗҫне ҫӑмӑллататпӑр. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен эпир яваплӑ арҫын тӑвансен япӑх енӗсене анчах куратпӑр пулсан, Иеговӑн организацине шанма пӑрахма пултаратпӑр. Пирӗн тӑшмансене вара шӑп ҫавӑ кирлӗ те. Тӑшмансен суйине уйӑрса илес тесен тата ӗненсе лартас мар тесен, мӗн тумалла?

ЫТТИСЕНЕ ПУЛА ОРГАНИЗАЦИЕ ШАНМА АН ПӐРАХӐР

13. Туррӑн тӑшманӗсем унӑн организацине мӗнле хурлаҫҫӗ?

13 Туррӑн тӑшманӗсем унӑн организацийӗ пирки хурласа калаҫаҫҫӗ. Сӑмахран, Библирен эпир Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен, нравственность тӗлӗшӗнчен таса пуласса тата хӑйне тӗрӗс пуҫҫапасса кӗтнине пӗлетпӗр. Турӑ ҫылӑх тӑвакан тата улшӑнасшӑн пулман ҫынсем пухура тек юлаймаҫҫӗ тесе калать (1 Кор. 5:11—13; 6:9, 10). Эпир Библире ҫырса панӑ ҫак хушӑва тытса тӑратпӑр. Анчах та тӑшмансем пире эпир ҫынсене юратмастпӑр тата хамӑртан уйрӑлса тӑракансене тиркетпӗр тесе айӑплаҫҫӗ.

14. Иеговӑн организацийӗ ҫинчен калакан суя камран тухса тӑрать?

14 Чӑннипех те кам тапӑннине пӗлӗр. Ку вӑл — Шуйттан Дьявол. Библире ун пирки «суя ашшӗ» тенӗ (Иоанн 8:44; Пулт. 3:1—5). Ҫавӑнпа та вӑл пирӗн тӑшмансем урлӑ Иеговӑн организацийӗ ҫинчен суя сарни пире тӗлӗнтермест. Пӗрремӗш ӗмӗрте те ҫапла пулнӑ.

15. Иисусӑн тата унӑн вӗренекенӗсен ятне ярас тесе тӗн пуҫлӑхӗсем мӗн тунӑ?

15 Туррӑн Ывӑлӗ Иисус ҫылӑхсӑр пулнӑ пулин те тата нумай тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ пулин те, Шуйттан ҫынсем урлӑ ун пирки суя сарнӑ. Сӑмахран, тӗн пуҫлӑхӗсем демонсене хӑваласа кӑлармашкӑн Иисуса «демонсен пуҫлӑхӗ» вӑй панӑ тесе каланӑ (Марк 3:22). Иисус суд умӗнче тӑнӑ чухне вара тӗн пуҫлӑхӗсем ӑна Турра хурлать тесе айӑпланӑ та халӑха ӑна вӗлерттерме ӳкӗте кӗртнӗ (Матф. 27:20). Каярахпа Христос хыҫҫӑн пыракансем ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӑшмансем «ытти халӑх ҫыннисене вӑрҫтарса янӑ та» вӗсене ҫав христиансене хирӗҫ тӑма хӗтӗртнӗ (Ап. ӗҫ. 14:2, 19). 1998 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» Апостолсен ӗҫӗсем 14:2-мӗшне ҫапла ӑнлантарса панӑ пулнӑ: «Иудейсем, христиан тӗнне хирӗҫ тӑнисем, ырӑ хыпара сирсе янипе ҫеҫ ҫырлахман. Вӗсем элек сарса ытти халӑх ҫыннисене Иисусӑн вӗренекенӗсене хирӗҫ тӑратас тенӗ».

16. Иеговӑн организацийӗ ҫинчен япӑххине илтсен, пирӗн мӗн аса илмелле?

16 Шуйттан паянхи кун та сӑмах сарать, вӑл халӗ те «пӗтӗм тӗнчене» улталать (Ӳлӗм. 12:9). Иеговӑн организацине е яваплӑ арҫын тӑвансене хурланине илтсен, Туррӑн тӑшманӗсем пӗрремӗш ӗмӗрте Иисуспа тата унӑн вӗренекенӗсемпе хӑйсене мӗнле тытнине аса илӗр. Хальхи вӑхӑтра Иеговӑн ӗҫлекенӗсене хӗсӗрлеҫҫӗ тата хурлаҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ пире тӗлӗнтермест. Мӗншӗн тесен ҫапла пулассине Библире малтанах каласа хунӑ пулнӑ (Матф. 5:11, 12). Эпир суя камран тухса тӑнине ӑнланатпӑр пулсан тата хамӑра унран хӳтӗлеме тӑрӑшатпӑр пулсан, суя информацие илтсен ӑна тӳрех ӗненсе лартмӑпӑр. Хамӑра мӗнле хӳтӗлемелле-ха?

17. Суя информаци сиен ан кӳтӗр тесен мӗн тумалла? (2 Тимофей 1:13). ( «Суя информацие илтсен мӗн тумалла?» рамкӑна та пӑхӑр.)

17 Суя информацие сирсе ярӑр. Суяна илтсен мӗн тумаллине Павел апостол тӳррӗн каланӑ. Вӑл Тимофея лешӗ «Турра хурлакан» юптарусене хӑй те ан итлетӗр тата ыттисене те ҫавна тума чартӑр тесе каланӑ (1 Тим. 1:3, 4; 4:7). Эпир урайӗнчен мӗн те пулин илсе ҫавна тӳрех ҫӑвара хыпакан пӗчӗк ачасем пек пуласшӑн мар, мӗншӗн тесен ҫакӑ сиен кӳнине ӑнланатпӑр. Суя камран тухса тӑнине ӑнланнӑран эпир ӑна сирсе яратпӑр. Эпир чӑнлӑх сӑмахӗсене итлетпӗр. (2 Тимофей 1:13 вуласа парӑр.)

18. Иеговӑн организацине шаннине мӗнле кӑтартмалла?

18 Эпир Иеговӑн организацийӗ мӗнле виҫӗ енчен Иисусран тӗслӗх илнине пӑхса тухрӑмӑр. Хӑвӑр тӗллӗн Библи тӗпченӗ чухне пирӗн организаци Иисусран тата хӑш енчен тӗслӗх илнине курма тӑрӑшӑр. Пухури тӑвансене организацине хытӑрах шанма пулӑшӑр. Малалла та Иеговӑна шанчӑклӑ пулнипе тата унӑн ирӗкне тӑвакан организаципе ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑнипе организацине шаннине кӑтартӑр (Пс. 36:28). Пире Иеговӑшӑн унӑн халӑхӗпе пӗрле ӗҫлеме май парса пысӑк чыс тунӑ. Айтӑр ҫак мая хаклар.

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Хӑш тӗлӗшрен Иеговӑн организацийӗ Иисусран тӗслӗх илет?

  • Иеговӑн организацине шаннине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

  • Суя информацие илтсен мӗн тумалла?

103-МӖШ ЮРӐ Кӗтӳҫӗсем — Турӑ панӑ парнесем

a «Чистое поклонение Иегове восстановлено!» кӗнекере «Почему именно 1919 год?» рамкӑна пӑхӑр, 102—103 страницӑсем.

b ӲКЕРЧӖК. Старейшинӑсем халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта ырӑ хыпар сарасси пирки панӑ инструкцие сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ырӑ хыпар сармалли ушкӑншӑн яваплӑ арҫын тӑван хӗрарӑм тӑвансене стендпа ырӑ хыпар сарнӑ чухне стена патне ҫурӑмпа тӑмалла тесе ӑнлантарать.