Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир пӗлетӗр-и?

Эсир пӗлетӗр-и?

Мӗншӗн Давидӑн ҫар ҫыннисем хушшинче урӑх халӑх ҫыннисем пулнӑ?

ДАВИД ҫарӗнче еврейсем кӑна пулман. Сӑмахран, ун ҫар ҫыннисем хушшинче Аммон ҫынни Целек, хет ҫынни Урия тата Моав ҫынни Ифма пулнӑ (1 Ҫулс. 11:39, 41, 46) a. Унсӑр пуҫне, Давидшӑн «хелефейсемпе фелефейсем» тата «Геф ҫыннисем» ӗҫлесе тӑнӑ (2 Патш. 15:18). Хелефейсемпе фелефейсем филистимсен ҫывӑх хурӑнташӗсем шутланаҫҫӗ (Иез. 25:16, ҪТ). Геф ҫыннисем вара — Филисти тавралӑхӗнчи Геф хулинче пурӑнакан ҫынсем пулнӑ пулас (Иис. Н. 13:2, 3; 1 Патш. 6:17, 18).

Мӗншӗн Давид хӑйӗн ҫарне урӑх халӑх ҫыннисене илнӗ? Вӑл вӗсем хӑйне, чи кирли вара — Иеговӑна, шанчӑклӑ пулни пирки иккӗленмен. Тӗслӗхрен, Библие ӑнлантарса паракан пӗр справочникра хелефейсемпе фелефейсем пирки ҫапла каланӑ: «Давид ертсе пынӑ вӑхӑтри чи йывӑр самантсенче вӗсем ӑна шанчӑклӑн пулӑшса тӑнӑ» (The New Interpreter’s Dictionary of the Bible). Мӗнле майпа? Израильтянсем Давида пӑрахса хӑварса пӑлхав ҫӗкленӗ Савей хыҫҫӑн кайсан, хелефейсемпе фелефейсем патшапа пӗрле юлса пӑлхава пусарма пулӑшнӑ (2 Патш. 20:1, 2, 7). Каярахпа Давид ывӑлӗ Адония патшана ларма хӑтланнӑ. Анчах та хелефейсемпе фелефейсем, Давида шанчӑклӑ пулса, Соломона патшана ларма пулӑшнӑ, мӗншӗн тесен Иегова Соломона суйласа илнӗ пулнӑ (3 Патш. 1:24—27, 38, 39).

Геф ҫынни Еффей та, еврей пулман пулин те, Давида пӗтӗм чунтан парӑннӑ пулнӑ. Авессалом пӑлхав ҫӗклесен тата чылай израильтянинӑн чӗрине хӑй майлӑ ҫавӑрсан, Еффейпа унӑн 600 ҫар ҫынни Давид майлӑ тӑнӑ. Урӑх халӑх ҫынни пулнӑран Еффей патшашӑн ҫапӑҫмасан та пултарнӑ. Давид ӑна ҫавӑн пирки каланӑ та. Лешӗ вара ӑна ҫапла хуравланӑ: «Турӑ пур, патша хуҫамӑм та пултӑр: патша хуҫамӑм кирек ӑҫта пулсан та — пурнӑҫра-и, вилӗмре-и — санӑн чуру та унта пулӗ» (2 Патш. 15:6, 18—21).

Еффей Иегова патша пулма суйласа лартнӑ Давида шанчӑклӑ пулнӑ

Хелефейсем, фелефейсем тата Геф ҫыннисем израильтянсем пулман пулин те, вӗсем Иегова чӑн Турӑ пулнине, Давид вара вӑл суйласа илнӗ патша пулнине йышӑннӑ. Давид хӑйӗнпе юнашар ҫавӑн пек шанчӑклӑ ҫынсем пулнишӗн мӗн тери пархатарлӑ пулнӑ пулӗ!

a Саккуна астутарни 23:3—6 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса хунӑ Турӑ законӗ тӑрӑх, Аммон ҫыннисемпе Моав ҫыннисем Иеговӑн халӑхӗн йышне кӗме пултарайман. Тен, ҫакӑ вӗсем Турӑ халӑхӗ шутне кӗрсе израильтянсен пулнӑ правасемпе усӑ курма пултарайманнине пӗлтерет. Анчах та вӗсем израильтянсемпе хутшӑнма е вӗсем хушшинче пурӑнма пултарнӑ. «Понимание Писания» энциклопедие пӑхӑр, 1-мӗш том, 80-мӗш страница.