Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

17-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

111-МӖШ ЮРӐ Савӑнмалли сӑлтавсем

Сӑнарлӑ райран нихӑҫан та тухса ан кайӑр

Сӑнарлӑ райран нихӑҫан та тухса ан кайӑр

«Эсир вара Эпӗ мӗн пултарса тӑнипе ӗмӗрех савӑнатӑр та хӗпӗртенетӗр» (ИС. 65:18).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Эпир мӗншӗн пире сӑнарлӑ райра пулма килӗшни ҫинчен тата ыттисен те унта кӗме кӑмӑл пултӑр тесен пирӗн мӗн тумалли ҫинчен калаҫӑпӑр.

1. Сӑнарлӑ рай мӗн вӑл тата унта пурӑнакансем мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ?

 ПАЯН ҫӗр ҫинче рай пур. Унта мире юратакан тата ырӑ ӗҫсем тӑвакан миллион-миллион ҫын пурӑнать. Ҫав райра пурӑнакан ҫынсем унта яланах пурӑнасшӑн. Тата вӗсем ыттисене те унта пурӑнма чӗнеҫҫӗ — ҫав райӑн алӑкӗсем пурин валли те уҫӑ. Мӗнле рай пирки сӑмах пырать-ши? Сӑнарлӑ рай пирки a.

2. Мӗншӗн сӑнарлӑ рай пурри тӗлӗнтерет?

2 Паянхи тӗнче курайманлӑхпа тата хаярлӑхпа тулнӑ (1 Иоанн 5:19; Ӳлӗм. 12:12). Ҫавӑн пек тӗнчере лӑпкӑ та хӳтӗ вырӑн пурри питӗ тӗлӗнтерет. Юратакан Турӑ ҫав вырӑна хӑйӗн ӗҫлекенӗсем малалла та хӑйӗншӗн савӑнӑҫлӑн ӗҫлесе тӑма пултарччӑр тесе тунӑ. Библире сӑнарлӑ рая хӳтлӗх паракан чатӑрпа тата «тулӑх шывпа шӑварнӑ йывӑҫ пахчипе» танлаштарнӑ (Ис. 4:6; 58:11). Иегова унта пурӑнакан ҫынсене пиллет, ҫавӑнпа та вӗсем ҫак юлашки йывӑр кунсенче те хӑйсене хӳтлӗхри пек туяҫҫӗ (Ис. 54:14; 2 Тим. 3:1).

3. Исаия 65-мӗш сыпӑкри пророкла калани пӗрремӗш хут мӗнле пурнӑҫланнӑ?

3 Сӑнарлӑ райра пурнӑҫ мӗнлерех пулассине Иегова хӑй каласа панӑ. Ҫак пророкла каланине Исаия кӗнекин 65-мӗш сыпӑкӗнче вулама пулать. Пророкла калани пӗрремӗш хут пирӗн эрӑчченхи 537 ҫулта пурнӑҫланнӑ. Ӳкӗннӗ еврейсене ун чухне Вавилонри тыткӑнран кӑларнӑ, вара вӗсем тӑван ҫӗршывне таврӑннӑ. Иегова вӗсене пилленӗ. Вӑл пулӑшнипе ишӗлнӗ Иерусалим каллех хитре хула пулса тӑнӑ. Унсӑр пуҫне, Иегова еврейсене храма — хӑйне пуҫҫапмалли тӗп вырӑна — ҫӗнӗрен туса лартма пулӑшнӑ (Ис. 51:11; Зах. 8:3).

4. Исаия 65-мӗш сыпӑкри пророкла калани хальхи вӑхӑтра мӗнле пурнӑҫланать?

4 Исаия пророкла калани иккӗмӗш хут 1919 ҫулта пурнӑҫланма пуҫланӑ. Ун чухне Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Аслӑ Вавилон тыткӑнӗнчен ирӗке тухнӑ. Ҫав ҫултан пуҫласа сӑнарлӑ райӑн чиккисем сарӑлма пуҫланӑ. Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара хастаррӑн пӗлтернӗ. Пӗтӗм тӗнчипе ҫӗнӗ пухусем йӗркеленнӗ, сӑнарлӑ райра пурӑнакансем вара христиансен пулмалли лайӑх енсене ытларах та ытларах кӑтартнӑ. Унччен хаяр пулнӑ тата аскӑнланса пурӑннӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем «Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн тунӑ ҫӗнӗ ҫын» пулса тӑнӑ (Эф. 4:24). Паллах ӗнтӗ, Исаия кӗнекинче асӑннӑ пиллӗхсенчен нумайӑшӗ пулас ҫӗнӗ тӗнчере кӑна туллин пурнӑҫланӗ. Анчах та хӑш-пӗр пиллӗхсене эпир халех курса тӑратпӑр. Айтӑр сӑнарлӑ райӑн хӑш-пӗр уйрӑмлӑхӗсене пӑхса тухар та мӗншӗн пирӗн ҫак райран тухмалла маррине пӗлер.

СӐНАРЛӐ РАЙРА ПУРӐНАКАНСЕМ ХӐЙСЕНЕ МӖНЛЕ ТУЯҪҪӖ?

5. Исаия 65:13, 14а сӑвӑ йӗркисенчи пророкла калани пирӗн ҫинче мӗнле пурнӑҫланать?

5 Эпир тутӑ та сывӑ. Исаия пророкла каланинче сӑнарлӑ райра пурӑнакан ҫынсен пурнӑҫӗ унта пурӑнманнисен пурнӑҫӗнчен питӗ вӑйлӑ уйрӑлса тӑнине кӑтартнӑ. (Исаия 65:13, 14а вуласа парӑр.) Иегова пире хӑйӗнпе ҫывӑх пулмашкӑн мӗн кирлине веҫех уҫӑ кӑмӑлпа парса тӑрать. Пирӗн святой сывлӑш, Библи пур тата сӑнарлӑ апат нумай. Ҫавӑнпа та эпир, сӑнарлӑ каласан, ӗҫсе-ҫисе савӑнма пултаратпӑр. (Ӳлӗмхи 22:17 танлаштарӑр.) Сӑнарлӑ райра пурӑнманнисем пирки вара мӗн калама пулать? Вӗсем выҫӑ лараҫҫӗ, шывсӑр антӑхаҫҫӗ тата намӑс кураҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Турра пӗлмеҫҫӗ (Ам. 8:11).

6. Иегова Иоиль 2:21—24 сӑвӑ йӗркисенче хӑй сӑмах панине мӗнле пурнӑҫлать?

6 Тепӗр пророк, Иоиль, тырӑ, хӗрлӗ эрех тата олива ҫӑвӗ пирки каланӑ. Ҫакӑ авалхи Израильте кулленхи апат-ҫимӗҫ пулнӑ. Ҫапла майпа Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене вӗсен ӗненӗвӗ ҫирӗп пултӑр тесе веҫех, ҫав шутрах сӑнарлӑ апат, парса тӑрӑп тесе шантарнӑ (Иоиль 2:21—24). Иегова пире паян мӗн-мӗн парать? Пирӗн Библи, ӑна ӑнлантарса паракан публикацисем, сайт пур, унсӑр пуҫне, тӗлпулусемпе конгрессем иртеҫҫӗ. Эпир, сӑнарлӑ каласан, кашни кун тӑраниччен ҫиме пултаратпӑр. Ҫавӑнпа эпир тутӑ та сывӑ.

7. Мӗншӗн эпир «чӗререн хавасланса» юрлатпӑр? (Исаия 65:14ӑ).

7 Эпир телейлӗ тата тулли кӑмӑллӑ. Туррӑн ӗҫлекенӗсем «чӗререн хавасланса» юрлаҫҫӗ. (Исаия 65:14ӑ вуласа парӑр.) Пирӗн чӗресем пархатарлӑхпа тулнӑ. Эпир Иеговӑна чӑнлӑхшӑн, сӑмах панисемшӗн тата тӳлесе илме панӑ парне паракан шанчӑкшӑн тав тӑватпӑр. Ҫак пиллӗхсем ҫинчен пухури тӑвансемпе калаҫнӑ чухне вара эпир хамӑр мӗн тери телейлӗ пулнине тата лайӑхрах ӑнланатпӑр (Пс. 33:9; 132:1—3).

8. Сӑнарлӑ райӑн мӗнле икӗ тӗп уйрӑмлӑх пур?

8 Сӑнарлӑ райӑн икӗ тӗп уйрӑмлӑх пур. Ҫаксем вӗсем — Иегова халӑхӗ хушшинчи юрату тата пӗрлӗх. Эпир халех пухура пӗрлӗхре пурӑнма тата пӗр-пӗрне юратма тӑрӑшатпӑр. Ҫӗнӗ тӗнчере вара эпир ҫавна тата лайӑхрах тӑвӑпӑр (Кол. 3:14). Пӗр хӗрарӑм тӑван пӗрремӗш хут Иегова Свидетелӗсемпе тӗл пулсан хӑй мӗн туйни ҫинчен акӑ мӗн каласа панӑ: «Эпӗ телее ниҫта та, хамӑн ҫемьере те, тупайман. Ҫынсем пӗр-пӗрне чӑннипех юратнине эпӗ пӗрремӗш хут Свидетельсем хушшинче куртӑм». Ҫын сӑнарлӑ райра пулса курсан ҫеҫ чӑннипех те телейлӗ тата тулли кӑмӑллӑ пулни мӗн иккенне ӑнланма пултарать. Ҫынсем Иегова Свидетелӗсем пирки нумай япӑххине каласан та, Турӑ умӗнче хамӑр ырӑ ятлӑ пулнине эпир пӗлетпӗр (Ис. 65:15).

9. Исаия 65:16, 17 сӑвӑ йӗркисенче хӗн-асап пирки мӗн каланӑ?

9 Эпир хамӑра лӑпкӑ туятпӑр тата ытлашши пӑшӑрханмастпӑр. Кам сӑнарлӑ райра пурӑнасшӑн мар, ҫавсем пирки Исаия 65:14-мӗшӗнче вӗсем «чӗререн хуйхӑрса» кӑшкӑрӗҫ тата «чун тӑвӑнса ҫитнӗрен ӳлесех» йӗрӗҫ тесе ҫырнӑ. Паллах ӗнтӗ, Туррӑн ӗҫлекенӗсем те хальхи вӑхӑтра хӗн-асап кураҫҫӗ. Анчах та эпир лайӑх пӗлетпӗр: вӑхӑт иртсен «унчченхи асапсем манӑҫа тухӗҫ... ҫухалӗҫ». (Исаия 65:16, 17 вуласа парӑр.) Иегова хӗн-асапа пӗтерӗ кӑна мар, эпир хамӑр унччен мӗнле асапланнине манса та кайӑпӑр.

10. Мӗншӗн сире пухури тӑвансемпе пӗрле пулма килӗшет? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

10 Эпир халех хамӑра лӑпкӑ туйма пултаратпӑр. Мӗншӗн тесен тӗлпулусене килсен эпир хамӑр йывӑрлӑхсем ҫинчен, хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен вӑхӑтлӑха манса каятпӑр. Пирӗн тӗлпулусем чуна сиплеҫҫӗ теме пулать. Эпир святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсене, сӑмахран, юратӑва, савӑнӑҫа, мире, ырӑлӑха тата йӑвашлӑха кӑтартсан, тӑвансем пухура хӑйсене канлӗрех туйӗҫ (Гал. 5:22, 23). Иеговӑн организацийӗнче пулнишӗн эпир питӗ савӑнатпӑр! Кам сӑнарлӑ райра тӑрса юлӗ, ҫавсем Иегова «ҫӗнӗ тӳпе, ҫӗнӗ ҫӗр» тума сӑмах панине мӗнле пурнӑҫланине хӑйсен куҫӗпе курӗҫ.

Иеговӑн ҫемйипе пӗрле сӑнарлӑ райра пурӑнассинчен лайӑхраххи урӑх нимӗн те ҫук (10-мӗш абзаца пӑхӑр) c


11. Исаия 65:18, 19 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова тунӑ сӑнарлӑ райра эпир хамӑра мӗнле туятпӑр?

11 Эпир пархатарлӑ тата савӑнӑҫлӑ. Малалла Исаия сӑнарлӑ райра пирӗн савӑнма тата хӗпӗртеме мӗнле сӑлтав пуррине ӑнлантарса парать. Ҫав рая Иегова тунӑ. (Исаия 65:18, 19 вуласа парӑр.) Ҫак тӗнчери организацисене типсе кайнӑ пушхирпе танлаштарма пулать — вӗсем Иегова ҫинчен калакан чӑнлӑха вӗрентмеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Иегова ҫынсене вӗсенчен тухса сӑнарлӑ рая кӗме пулӑшни тӗлӗнтермест. Сӑнарлӑ райра эпир хамӑра чечекленекен сад пахчинчи пек туятпӑр, акӑ мӗншӗн ытти ҫынсене те унта чӗнесшӗн (Иер. 31:12).

12. Исаия 65:20—24 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмах панисенчен хӑшӗсем сире уйрӑмах килӗшеҫҫӗ тата мӗншӗн?

12 Сӑнарлӑ райра пурӑнакансен пархатарлӑ пулма тата савӑнма тепӗр сӑлтав та пур — вӗсем ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма шанаҫҫӗ. Пурнӑҫ ун чухне мӗнлерех пуласси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Библи «унта ӗнтӗ хӑйӗн кунне тултариччен пурӑнайман ача та, ватӑ та» вилмӗ тесе шантарать. Эпир ун чухне ҫуртсем лартса вӗсенче пурӑнӑпӑр, виноград пахчисем ҫитӗнтерсе вӗсен ҫимӗҫне ҫийӗпӗр. Эпир ӗҫлени кӑлӑхах пулмӗ, мӗншӗн тесен Иегова пире пиллесе тӑрӗ. Вӑл пире телейлӗ, тӗллевлӗ пурнӑҫпа тата хӑрушсӑрлӑхра пурӑнтарма сӑмах парать. Турӑ пире мӗн кирлине хамӑр ыйтичченех пӗлсе тӑрӗ. Вӑл пур чӗрӗ чунӑн кӑмӑлне ҫырлахтарӗ (Ис. 65:20—24; Пс. 144:16).

13. Исаия 65:25-мӗшӗ тӑрӑх, Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫласан ҫыннӑн пурнӑҫӗ мӗнле улшӑнать?

13 Эпир ыттисемпе килӗштерсе пурӑнатпӑр тата хамӑра хӳтлӗхри пек туятпӑр. Унччен тискер чӗрчунсем пек хаяр пулнӑ е суйса-улталаса пурӑннӑ нумай ҫын Турӑ сывлӑшӗ пулӑшнипе тӗппипех улшӑннӑ. (Исаия 65:25 вуласа парӑр.) Вӗсем хӑйсен япӑх енӗсене пӗтернӗ (Рим 12:2; Эф. 4:22—24). Паллах ӗнтӗ, ҫылӑхлӑ пулнӑран эпир йӑнӑшсем тӑватпӑрах. Ҫапах та Иегова пире, «тӗрлӗ йышши ҫынна», пӗрле пуҫтарнӑ (Тит 2:11). Эпир Иеговӑна тата пӗр-пӗрне юрататпӑр, ҫавӑнпа пирӗн хушӑра пӗрлӗхпе килӗшӳ. Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе Пурне те Тума Пултаракан Турӑ ҫеҫ тума пултарнӑ.

14. Пӗр арҫын тӑванӑн тӗслӗхӗ Исаия 65:25-мӗшӗнчи сӑмахсем тӗрӗс пулнине мӗнле ҫирӗплетсе парать?

14 Ҫын чӑнах та улшӑнма пултарать-ши? Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Пӗр ҫамрӑк арҫын чарусӑр та питӗ хаяр пулнӑ. Вӑл 20 ҫула ҫитиччен темиҫе хут та тӗрмере ларса тухнӑ. Ӑна машинсем вӑрланӑшӑн, ҫӗмӗрсе кӗрсе ҫаратнӑшӑн тата ытти пысӑк преступленисем тунӑшӑн арестленӗ пулнӑ. Тата вӑл ҫапӑҫма юратнӑ. Каярахпа ҫав ҫамрӑк арҫын Библири чӑнлӑха пӗлнӗ те Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме пуҫланӑ. Вара вӑл пурнӑҫ тӗллевне тупнине ӑнланса илнӗ. Тӗллевӗ — Иеговӑна сӑнарлӑ райра пуҫҫапасси. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн вӑл Исаия 65:25-мӗшӗнчи сӑмахсем хӑйӗн ҫинче мӗнле пурнӑҫланни ҫинчен час-часах шухӑшланӑ. Вӑл тискер арӑсланран путек пулса тӑнӑ теме пулать.

15. Мӗншӗн эпир май килнӗ таран ытларах ҫынна пирӗн пысӑк ҫемьене кӗме пулӑшасшӑн тата эпир ҫавна мӗнле тӑватпӑр?

15 Исаия 65:13-мӗш сӑвӑ йӗркин пуҫламӑшӗнче «Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать» тенӗ. Ҫак сыпӑкри 25-мӗш сӑвӑ йӗрки вӗҫӗнче вара «тет Ҫӳлхуҫа» тесе каланӑ. Турӑ сӑмах панисем яланах пурнӑҫланаҫҫӗ (Ис. 55:10, 11). Сӑнарлӑ рай халех пур. Иегова никампа та танлашайми халӑх пуҫтарнӑ. Ҫак тӗнчери ҫынсем хушшинче пурӑннӑ май эпир Иеговӑн организацийӗнче хамӑра хӳтлӗхри пек туятпӑр тата пирӗн хушӑра мир (Пс. 71:7). Акӑ мӗншӗн эпир май килнӗ таран ытларах ҫынна пирӗн пысӑк ҫемьене кӗме пулӑшасшӑн. Ҫавна тӑвас тесен вара вӗренекенсене хатӗрлемелле (Матф. 28:19, 20).

ЫТТИСЕН ТЕ СӐНАРЛӐ РАЯ КӖМЕ КӐМӐЛ ПУЛТӐР ТЕСЕ ЭПИР МӖН ТУМА ПУЛТАРАТПӐР?

16. Мӗншӗн ҫынсен сӑнарлӑ рая кӗрес кӑмӑл ҫуралать?

16 Ыттисен сӑнарлӑ рая кӗме кӑмӑл ҫуралтӑр тесен пирӗнтен кашни вӑй хума пултарать. Пирӗн Иеговӑран тӗслӗх илмелле. Вӑл ҫынсене хӑйӗн организацине вӑйпах туртмасть. Пачах урӑхла, вӗсене хӑйӗн патне ҫемҫен илсе пырать (Иер. 31:3, ҪТ; Иоанн 6:44). Ырӑ чӗреллӗ ҫынсем Турӑ мӗн тери лайӑх пулнине пӗлсен хӑйсемех ун патне туртӑнаҫҫӗ. Ытти ҫынсен те сӑнарлӑ рая кӗме кӑмӑл пултӑр тесе эпир лайӑх енсем кӑтартнипе тата хамӑра тӗрӗс тытнипе сӑнарлӑ рая мӗнле илемлетме пултаратпӑр?

17. Пирӗн тӗлпулусене килсен ҫынсем мӗн кураҫҫӗ?

17 Пирӗн тӗлпулусенче чи малтан мӗн курӑнать? Эпир пӗр-пӗринпе ырӑ тата пӗр-пӗрне юрататпӑр. Патшалӑх залне пӗрремӗш хут килнӗ ҫынсем мӗн туяҫҫӗ? Эпир вӗсем авалхи Коринф ҫыннисем пекех: «Чӑнах та, сирӗн хушшӑрта Турӑ!» — тесе калаччӑр тетпӗр (1 Кор. 14:24, 25; Зах. 8:23). Ҫавӑнпа пирӗн малалла та Библири ҫак канашпа килӗшӳллӗн пурӑнмалла: «Пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр» (1 Фес. 5:13).

18. Мӗншӗн ҫынсем Туррӑн организацийӗ патне туртӑнаҫҫӗ?

18 Эпир тӑвансем ҫине Иеговӑн куҫӗпе пӑхма тӑрӑшатпӑр. Ҫавӑнпа та вӗсен ҫитменлӗхӗсене мар, лайӑх енӗсене курасшӑн. Мӗншӗн тесен вӑхӑт иртсен вӗсен пӗр ҫитменлӗхӗ те юлмӗ. Паллах, хӑш-пӗр чухне пирӗн хушӑра пӗр-пӗрне ӑнланманни пулкалать. Анчах та эпир пӗр-пӗринпе ырӑ пулсан, пӗр-пӗрне чунтан хӗрхенсен тата пӗр-пӗрне пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарсан, ҫав йывӑрлӑхсене юратупа татса пама пултаратпӑр (Эф. 4:32). Вара кам хӑйне юратнине тата хӑйӗнпе ырӑ пулнине туясшӑн, ҫавсем сӑнарлӑ рая кӗресшӗн пулаҫҫӗ b.

СӐНАРЛӐ РАЙРАН НИХӐҪАН ТА АН ТУХӐР

19. а) Сӑнарлӑ рая таврӑнакансем мӗн туяҫҫӗ? ( «Вӗсем сӑнарлӑ рая таврӑннӑ» рамкӑна пӑхӑр.) ӑ) Эпир сӑнарлӑ рая хакланине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

19 Сӑнарлӑ рай пире питӗ килӗшет. Вӑл кунран-кун хитреленсех пырать тата Иеговӑна мухтакансем унта нумайлансах пыраҫҫӗ. Эпир Иеговӑна ҫак хаклӑ парнешӗн яланах пархатарлӑ пулӑпӑр. Кам телей, савӑнӑҫ, канӑҫлӑх тата хӳтлӗх туясшӑн, ҫавсен сӑнарлӑ рая кӗмелле те унтан тухмалла мар. Анчах та пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла, мӗншӗн тесен Шуйттан пире ҫав райран илсе тухма хӑтланать (1 Пётр 5:8; Ӳлӗм. 12:9). Пирӗн ун хыҫҫӑн каймалла мар. Айтӑр малалла та сӑнарлӑ райӑн илемне, тасалӑхне тата унти мире хӳтӗлер.

Халӗ сӑнарлӑ райран тухса кайманнисем пуласлӑхра чӑн-чӑн райра пурӑнӗҫ (19-мӗш абзаца пӑхӑр)


ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Мӗн вӑл сӑнарлӑ рай?

  • Сӑнарлӑ райра эпир хамӑра мӗнле туятпӑр?

  • Ыттисен те сӑнарлӑ рая кӗме кӑмӑл пултӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

144-МӖШ ЮРӐ Шанчӑка куҫран ан вӗҫерт!

a ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Сӑнарлӑ рай вӑл — эпир Иеговӑна хӑйне евӗрлӗ лару-тӑрура пуҫҫапни. Ҫак райра эпир Иеговӑпа тата пӗр-пӗринпе мирлӗ пулнипе савӑнатпӑр.

b jw.org сайтра «Халӗ вӗсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ? Алена Житникова. Ман ӗмӗтӗм пурнӑҫланчӗ» видеона пӑхӑр та ҫак хӗрарӑм тӑван сӑнарлӑ рая мӗншӗн хакланине пӗлӗр.

c ӲКЕРЧӖК. Патшалӑх залӗнче пурте хавассӑн хутшӑнаҫҫӗ. Пӗр арҫын тӑван вара уйрӑм ларнӑ, никампа та калаҫасшӑн мар.