Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

14-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

56-МӖШ ЮРӐ Чӑнлӑхпа пурӑн

«Ҫитӗнсе ҫитме васкар»

«Ҫитӗнсе ҫитме васкар»

«Ҫитӗнсе ҫитме васкар» (ЕВР. 6:1).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин шухӑшӗсемпе те, ӗҫӗсемпе те Турра савӑнтарать тата тӗрӗс йышӑнусем тӑвать. Ҫавӑн пек христианин пулас тесен мӗн тумалла?

1. Иегова пирӗнтен мӗн кӗтет?

 АЧА ҫурални — ҫемьери чи савӑнӑҫлӑ самантсенчен пӗри. Анчах та пепки тем пек савӑнтарсан та, ашшӗ-амӑшӗ вӑл яланлӑхах ҫавӑн пек пӗчӗк ан юлтӑр теҫҫӗ. Вӑл ӳсмест пулсан ашшӗпе амӑшӗ хытӑ пӑшӑрханса ӳкме пултараҫҫӗ. Иегова та эпир чӑнлӑх ҫулӗ ҫинче пӗрремӗш утӑмсем тунӑ чухне питӗ савӑнать. Анчах та вӑл пире пӗчӗк ачасем пек тӑрса ан юлччӑр, ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансем пулччӑр тет (1 Кор. 3:1; 14:20).

2. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулни мӗне пӗлтерет? Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулас тесен мӗн тумалла? Ҫак тӗлӗшрен хытӑ сӑнарлӑ апат мӗнле пулӑшать? Мӗншӗн пирӗн хамӑр ҫине ытлашши шанмалла мар? Айтӑр ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлер.

ҪИТӖНСЕ ҪИТНӖ ХРИСТИАНИН ПУЛНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?

3. Мӗнле майпа ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑма пулать?

3 Библире «ҫитӗнсе ҫитнӗ» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ пулса ҫитнине е тулса ҫитнине пӗлтерме пултарать (1 Кор. 2:6, сноска) a. Ача ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын пулса тӑриччен ӳснӗ пекех, пирӗн те Иеговӑпа ҫывӑхлансах пымалла. Ҫавӑн пек тусан эпир ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансем пулса тӑратпӑр. Анчах ҫакӑн хыҫҫӑн та пирӗн чарӑнса тӑмалла мар, малалла та ҫитӗнӳсем тумалла (1 Тим. 4:15). Эпир пурте, ҫав шутрах ҫамрӑксем те, ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансем пулса тӑма пултаратпӑр. Ҫын ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑни ӑҫтан курӑнать?

4. Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин хӑйне мӗнле тытать?

4 Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин Туррӑн пур законне те юратать. Вӑл Туррӑн хӑш законӗсене тытса тӑмаллине, хӑшӗсене вара тытса тӑмалла маррине суйласа тӑмасть. Паллах, ҫылӑхлӑ пулнӑран вӑл йӑнӑшсем тӑватех. Анчах та вӑл хӑйӗн шухӑшӗсем те, ӗҫӗсем те Турра савӑнтарччӑр тесе кашни кунах тӑрӑшӗ. Вӑл «ҫӗнӗ ҫын» пулса тӑнӑ тата ытларах та ытларах Турӑ пек шухӑшлама тӑрӑшать (Эф. 4:22—24). Йышӑнусем тунӑ чухне вӑл Иеговӑн законӗсемпе принципӗсене шута илет, ҫавӑнпа та ӑна правилӑсен вӑрӑм списокӗ кирлӗ мар. Вӑл хӑй пуҫланӑ ӗҫе туса ҫитерме пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать (1 Кор. 9:26, 27).

5. Ҫитӗнсе ҫитмен христиансем мӗнле хӑрушлӑха кӗрсе ӳкме пултараҫҫӗ? (Эфес 4:14, 15).

5 Ҫитӗнсе ҫитмен христиансем пирки калас пулсан, вӗсене ҫӑмӑллӑнах улталама пулать. Вӗсем суя хыпарсене, тӗрӗслемен информацие е чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисем саракан суяна ӗненсе лартаҫҫӗ b. (Эфес 4:14, 15 вуласа парӑр.) Ҫавӑн пек ҫынсем кӗвӗҫеҫҫӗ, хирӗҫеҫҫӗ, кӳренеҫҫӗ тата вӗсене илӗртӗве хирӗҫ тӑма йывӑр (1 Кор. 3:3).

6. Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса пынине мӗншӗн ача ӳснипе танлаштарма пулать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

6 Каларӑмӑр ӗнтӗ, Библи ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса пынине ача ӳснипе танлаштарать. Пӗчӗк ачана опыт ҫитсех каймасть, ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшӗн ӑна хӳтӗлемелле тата мӗн тумаллине каласах тӑмалла. Тӗслӗхрен, ҫул урлӑ каҫнӑ чухне амӑшӗ пӗчӗк хӗрне алран ҫавӑтса пырать. Анчах та хӗрӗ кӑшт ӳссен амӑшӗ ӑна пӗччен ҫӳреме ирӗк парать, ҫапах та асӑрхануллӑ пулмалли пирки аса илтерсех тӑрать. Ӳссе ҫитӗнсен вара хӗрӗ хӑрушлӑхсенчен хӑех пӑрӑнать. Ҫитӗнсе ҫитмен христиансем хӑйсене ачасем пекех тытаҫҫӗ. Иеговӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене аркатма пултаракан япаласенчен пӑрӑнмашкӑн тата тӗрӗс йышӑнусем тумашкӑн вӗсене час-часах ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансем вара хӑйсемех йышӑнусем тӑваҫҫӗ. Вӗсем Иегова мӗнле шухӑшлани ҫинчен пӗлес тесе Библири принципсем ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ, кайран вара хӑйсем мӗн пӗлнине пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.

Ҫын ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑрас тет пулсан, унӑн Библири принципсемпе усӑ курса йышӑнусем тума вӗренмелле (6-мӗш абзаца пӑхӑр)


7. Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианина ыттисем пулӑшни кирлӗ-и?

7 Апла пулсан, ҫитӗнсе ҫитнӗ христианина пулӑшу пачах та кирлӗ мар-и? Паллах, кирлӗ. Вӑл та канаш ыйтма пултарать. Анчах та вӑл ыттисем хӑйне мӗн тумаллине каласса е хӑйӗншӗн йышӑну тӑвасса кӗтмест. Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин хӑй тунӑ йышӑнусемшӗн яваплӑ пулнине тата «хӑйӗн ҫӗклемне» хӑйӗн ҫӗклемеллине ӑнланать (Гал. 6:5).

8. Ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансен пурин те пӗр пек пулмалла-ши? Ӑнлантарса парӑр.

8 Ҫынсем ҫине пӑхсан, вӗсем пурте тӗрлӗрен. Ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансем те пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Тӗслӗхрен, пӗрисем питӗ ӑслӑ-тӑнлӑ, теприсем питӗ хӑюллӑ, виҫҫӗмӗшӗсем питӗ уҫӑ кӑмӑллӑ, тата теприсем вара питӗ хӗрхенекен ҫынсем. Унсӑр пуҫне, пӗрпекрех лару-тӑрусенче ҫитӗнсе ҫитнӗ икӗ христианин тӗрлӗ йышӑну тума пултарать, йышӑнӑвӗсем вара иккӗшӗ те Библие хирӗҫлемеҫҫӗ. Час-часах ҫавӑн пекки совеҫпе ҫыхӑннӑ йышӑнусем тунӑ чухне пулать. Ҫакна ӑнлансан, ыттисем тунӑ йышӑнусем пирӗннинчен уйрӑлса тӑрсан та, эпир вӗсене айӑпламастпӑр. Ун вырӑнне эпир пире пӗрлештерекеннине шыратпӑр (Рим 14:10; 1 Кор. 1:10).

ҪИТӖНСЕ ҪИТНӖ ХРИСТИАНИН ПУЛАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

9. Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пуласси хӑйне хӑех пулать-и? Ӑнлантарса парӑр.

9 Ача хӑйне хӑех ӳсет. Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑрас тесен вара вӑй хумалла. Сӑмахран, Коринфри христиансем ырӑ хыпара итленӗ, шыва кӗнӗ тата святой сывлӑш илнӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсене Павел апостол хӑй вӗрентнӗ (Ап. ӗҫ. 18:8—11). Ҫав-ҫавах шыва кӗнӗ хыҫҫӑн темиҫе ҫул иртсен те, вӗсенчен нумайӑшӗ ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑрайман-ха (1 Кор. 3:2). Вӗсем ҫитӗнӳсем тума васкаман. Коринфри христиансем пек пулас мар тесен пирӗн мӗн тумалла?

10. Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑмашкӑн мӗн кирлӗ? (Иуда 20).

10 Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑрас тесен чи малтан кӑмӑл пулмалла. Кама айван пулма килӗшет, ҫавсем, сӑнарлӑ каласан, пӗчӗк ачасем пек тӑрса юлаҫҫӗ (Ытар. 1:22). Пирӗн ҫула ҫитнӗ, анчах хӑйӗншӗн ашшӗ-амӑшӗ йышӑнусем тӑвасса кӗтекен ҫын пек пулас килмест. Ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын пулса тӑрассишӗн эпир хамӑр яваплӑ пуласшӑн. (Иуда 20 вуласа парӑр.) Хамӑрӑн хӑш енчен лайӑхланмаллине куртӑмӑр пулсан, айтӑр Иегова пире «хӑйне юрӑхлине тума... кӑмӑл та, вӑй та» патӑр тесе кӗлтӑвар (Флп. 2:13).

11. Иегова пире ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑма мӗнле пулӑшать? (Эфес 4:11—13).

11 Эпир ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансем хамӑр тӗллӗн пулса тӑрасса Иегова кӗтмест. Вӑл христиансен пухӑвӗнче кӗтӳҫсемпе вӗрентекенсем пулччӑр тесе тӑрӑшнӑ. Ҫав арҫын тӑвансем пире «пур тӗлӗшрен те Христос пек аталанса ҫитсе ҫитӗннӗ ҫынсем» пулса тӑма пулӑшаҫҫӗ. (Эфес 4:11—13 вуласа парӑр.) Тата пирӗн «Христосӑн ӑсӗ» пултӑр тесе Иегова пире святой сывлӑш парать (1 Кор. 2:14—16). Унсӑр пуҫне, пирӗн тӑватӑ Евангели пур. Вӗсенчен эпир Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне мӗнле калаҫнине, мӗнле шухӑшланине тата хӑйне мӗнле тытнине пӗлетпӗр. Вӑл шухӑшланӑ пек шухӑшлама тата вӑл хӑйне тытнӑ пек тытма тӑрӑшсан, эпир хамӑр тӗллеве ҫитме пултаратпӑр — ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑратпӑр.

ХЫТӐ СӐНАРЛӐ АПАТ ПИРЕ МӖНЛЕ ПУЛӐШАТЬ?

12. «Христос ҫинчен калакан тӗп вӗрентӳсем» шутне мӗн кӗрет?

12 Ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансем пулса тӑрас тесен «Христос ҫинчен калакан тӗп вӗрентӳсемпе» ҫеҫ ҫырлахмалла мар. Вӗсем шутне, тӗслӗхрен, ӳкӗнесси ҫинчен, Турра ӗненесси ҫинчен, шыва кӗресси ҫинчен тата вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен калакан чӑнлӑхсем кӗреҫҫӗ (Евр. 6:1, 2). Ҫаксем христиансен тӗп вӗрентӗвӗсем. Акӑ мӗншӗн Пётр апостол Аллӑмӗш кун уявӗнче сӑмах тухса каланӑ чухне вӗсем ҫинчен каланӑ (Ап. ӗҫ. 2:32—35, 38). Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑрас тесен пирӗн ҫав тӗп вӗрентӳсене йышӑнмалла. Сӑмахран, Павел апостол эпир вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине ӗненместпӗр пулсан, чӑн христиансем пулаймастпӑр тесе уҫҫӑн палӑртнӑ (1 Кор. 15:12—14). Ҫапах та тӗп пӗлӳсене илсен пирӗн чарӑнмалла мар, малалла та пӗлӳ илсе пымалла.

13. Еврейсем 5:14-мӗшӗнче асӑннӑ хытӑ сӑнарлӑ апат пире усӑ патӑр тесен мӗн тумалла? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

13 Тӗп вӗрентӳсемпе танлаштарсан, хытӑ сӑнарлӑ апат шутне Иеговӑн законӗсем кӑна мар, принципӗсем те кӗреҫҫӗ. Принципсем пире Иегова мӗнле шухӑшланине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн пек апат усӑ патӑр тесен пирӗн Библи вуламалла, мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла тата мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курмалла. Вара эпир Иеговӑна савӑнтаракан йышӑнусем тума вӗренетпӗр c. (Еврейсем 5:14 вуласа парӑр.)

Хытӑ сӑнарлӑ апат пире Иеговӑна савӑнтаракан йышӑнусем тума пулӑшать (13-мӗш абзаца пӑхӑр) d


14. Павел Коринфри христиансене ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансем пулса тӑма мӗнле пулӑшнӑ?

14 Пӗр-пӗр лару-тӑрура мӗн тумаллине калакан закон ҫук пулсан, ҫитӗнсе ҫитмен христианина принципсемпе усӑ курса йышӑну тума йывӑр пулма пултарать. Ун чухне хӑш-пӗрисем мӗн тӑвас килет, ҫавна тума юрать теҫҫӗ. Теприсем вара, кирлех мар пулсан та, правило туса хумалла теҫҫӗ. Коринфри христиансем Павелран йӗрӗхсене парнене кӳнӗ апат-ҫимӗҫе ҫиме юрать-и тесе ыйтнӑ чухне вӑл хӑйсене мӗнле те пулин правило парасса кӗтнӗ пулас. Павел вӗсене правило парас вырӑнне совесть пирки тата кашни ҫыннӑн «суйласа илме ирӗк» пурри пирки аса илтернӗ (1 Кор. 8:4, 7—9). Вӑл вӗсемпе темиҫе принцип сӳтсе явнӑ та ҫав принципсемпе усӑ курса хӑйсен совеҫне хирӗҫлемесӗр тата ыттисен ӗненӗвне хавшатмасӑр йышӑнусем мӗнле тумаллине кӑтартса панӑ. Павел Коринфри христиансем ҫын сӑмахне итлес вырӑнне е правилӑсем шырас вырӑнне Турӑ Сӑмахне шанса йышӑнусем тума вӗренччӗр тенӗ. Ҫапла майпа вӑл вӗсене ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансем пулса тӑма пулӑшасшӑн пулнӑ.

15. Павел еврей пулнӑ христиансене чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума мӗнле пулӑшнӑ?

15 Еврейсем патне янӑ ҫыруран эпир тата тепӗр кирлӗ япалана вӗренетпӗр. Ҫав христиансенчен хӑш-пӗрисем Иеговӑпа ҫывӑхланас тесе вӑй хума пӑрахнӑ та мӗнрен пуҫланӑ, ҫавӑн патнех таврӑннӑ. Ҫавӑнпа Павел вӗсене: «Сире хытӑ [сӑнарлӑ] ҫимӗҫ мар, каллех сӗт кирлӗ», — тесе каланӑ (Евр. 5:12). Вӗсем Иегова пуху урлӑ уҫса паракан чӑнлӑхсемпе килӗшӳллӗн пурӑнман (Ытар. 4:18). Сӑмахран, Христос вилнӗренпе тата Моисей законне пӑрахӑҫланӑранпа 30 ҫул иртнӗ пулин те, еврейсенчен нумайӑшӗ ҫав-ҫавах ҫав закона тытса тӑнӑ пулнӑ (Рим 10:4; Тит 1:10). Килӗшетӗр пулӗ, 30 ҫул хушшинче вӗсен ҫӗннине вӗренме самаях вӑхӑт пулнӑ! Павел тӑвансене хӑйсем мӗн пӗлнипе килӗшӳллӗн пурӑнма вӗрентесшӗн пулнӑ. Халӗ Турра мӗнле пуҫҫапни унччен Турра мӗнле пуҫҫапнинчен лайӑхрах пулнине ӗненмешкӗн христиансене шӑп ҫавӑ кирлӗ пулнӑ. Вара христиансем, хӑйсене иудейсем хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах, малалла та хӑюллӑн ырӑ хыпар сарма пултарнӑ пулӗччӗҫ (Евр. 10:19—23).

ХӐВӐР ҪИНЕ ЫТЛАШШИ АН ШАНӐР

16. Ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансен мӗн тумалла?

16 Пирӗн ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансем пулса тӑмалла кӑна мар, малалла та ҫавӑн пек христиансем пулса юлмалла. Ун пек пулас тесен вара хамӑр ҫине ытлашши шанасран асӑрханмалла (1 Кор. 10:12). Эпир аталанма пӑрахман-ши тесе хамӑра тӗрӗслесех тӑмалла (2 Кор. 13:5).

17. Колоссӑри христиансем патне янӑ ҫыру ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулма пӑрахмалла маррине мӗнле кӑтартса парать?

17 Колоссӑри христиансем патне янӑ ҫырура ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулма пӑрахмалла маррине Павел тепӗр хут калать. Колоссӑри тӑвансем ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансем пулнӑ пулин те, Павел вӗсене философи тыткӑнне лекесрен асӑрхаттарнӑ (Кол. 2:6—10). Эпафра́с, ҫав пухури тӑвансене лайӑх пӗлнӗскер пулас, вӗсем «ҫитӗннӗ ҫынсем пек ҫирӗп» пулччӑр тесе яланах кӗлтунӑ (Кол. 4:12). Куртӑмӑр ӗнтӗ, Павел та, Эпафрас та вӑй хумасӑр тата Турӑ пулӑшмасӑр ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑма май ҫуккине ӑнланнӑ. Вӗсем Колоссӑри христиансем тӗрлӗ йывӑрлӑхсене пахмасӑрах малалла та чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем туччӑр тенӗ.

18. Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианинпа мӗн пулса тухма пултарать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

18 Павел еврей пулнӑ тӑвансене ҫитӗнсе ҫитнӗ христианина та Турӑ ырлама пӑрахма пултарать тесе асӑрхаттарнӑ. Ҫыннӑн чӗри ҫав тери хытса кайма пултарать. Вара вӑл ӳкӗнеймест, ҫавӑнпа та Турӑ ӑна каҫармасть. Телее, еврейсем пирки ҫавӑн пеккине калама ҫук (Евр. 6:4—9). Пирӗн вӑхӑт пирки вара мӗн калама пулать? Пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ тата пухуран кӑларса янӑ, анчах та кайран ӳкӗннӗ тӑвансем пирки Иегова мӗн шутлать? Чун-чӗререн ӳкӗннипе вӗсем Павел унччен асӑннӑ христиансенчен уйрӑлса тӑнине кӑтартаҫҫӗ. Ҫапах та, Иегова патне таврӑнсан, вӗсене пулӑшу кирлӗ (Иез. 34:15, 16). Старейшинӑсем пӗр-пӗр опытлӑ тӑвана ҫав тӑвансене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшма ыйтма пултараҫҫӗ.

Камӑн чӑнлӑхра ҫирӗпленмелле, ҫавсене Иегова пулӑшать (18-мӗш абзаца пӑхӑр)


19. Пирӗн мӗнле тӗллев лартмалла?

19 Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑма тӑрӑшсан, эсир ҫак тӗллеве ҫитетӗрех. Тарӑн чӑнлӑхсене тӗпчӗр тата Иегова пекех шухӑшлама вӗренсе пырӑр. Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑтӑр пулсан вара малалла та ҫапла ҫирӗп тӑрӑр.

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулни мӗне пӗлтерет?

  • Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулас тесен мӗн тумалла?

  • Мӗншӗн хамӑр ҫине ытлашши шанмалла мар?

65-МӖШ ЮРӐ Малалла та малалла!

a Еврей Ҫырӑвӗсенче «ҫитӗнсе ҫитнӗ» тата «ҫитӗнсе ҫитмен» сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем ҫук пулин те, ҫавсене пӗлтерекен шухӑшсем пур. Сӑмахран, Ытарӑшсем кӗнекере айван яш ача пирки тата ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын пирки каланӑ (Ытар. 1:4, 5).

b jw.org сайтра тата JW Library® приложенире «Разное» уйрӑмра «Защитите себя от дезинформации!» статьяна пӑхӑр.

c Ҫак кӑларӑмри «Мӗн тӗпчеме пулать?» статьяна пӑхӑр.

d ӲКЕРЧӖК. Мӗнле фильм пӑхмаллине суйланӑ чухне арҫын тӑван Библири принципсене аса илет.