Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

30-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

36-МӖШ ЮРӐ Чӗрӳне упра

Израилӗн лайӑх тата япӑх патшисенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

Израилӗн лайӑх тата япӑх патшисенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

«Ун чухне эсир каллех тӳрӗ ҫынпа йӗркесӗр ҫын хушшинчи, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑраканпа Ӑна ӗҫлесе тӑман ҫын хушшинчи уйрӑмлӑха куратӑр» (МАЛ. 3:18).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Эпир мӗншӗн Иегова хӑш-пӗр патшасем пирки лайӑх, теприсем пирки япӑх тенине пӗлӗпӗр. Ҫакӑ Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен мӗн кӗтнине ӑнланма пулӑшӗ.

1, 2. Израилӗн хӑш-пӗр патшисем пирки Библире мӗн каланӑ?

 БИБЛИРЕ Израилӗн 40 ытла патши ҫинчен асӑннӑ a. Унта вӗсенчен хӑш-пӗрисен лайӑхах мар ӗҫӗсем пирки уҫҫӑн каланӑ. Лайӑх патшасем те хӑш-пӗр чухне япӑх ӗҫсем тунӑ. Тӗслӗхшӗн Давид патшана илер. Иегова ун пирки: «Давид чурамӑм... Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса тӑнӑ, Мана юрӑхлӑ ӗҫсем анчах туса, пӗтӗм чӗрипе Ман хыҫҫӑн пынӑ», — тенӗ (3 Пат. 14:8). Анчах та ҫав вӑхӑтрах Давид качча кайнӑ хӗрарӑмпа ар хутшӑнӑвне кӗнӗ тата унӑн упӑшкине вӗлермелле тунӑ (2 Пат. 11:4, 14, 15).

2 Тепӗр енчен, Турра шанчӑклӑ пулман нумай патша хӑш-пӗр чухне тӗрӗссине тунӑ. Вӗсенчен пӗри — Ровоам. Иегова вӑл «усал ӗҫсем тунӑ» тенӗ (2 Ҫул. 12:14). Ҫав-ҫавах 10 йӑх уйрӑлса кайса урӑх патша лартасшӑн пулнӑ чухне Ровоам, Иеговӑна итлесе, вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑпа тухман. Унсӑр пуҫне, вӑл Иудейӑри хуласене тӗреклетнӗ, вара унта пурӑнакансем хӑйсене хӳтлӗхри пек туйнӑ (3 Пат. 12:21—24; 2 Ҫул. 11:5—12).

3. Мӗнле ыйту сиксе тухать тата ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Питӗ кирлӗ ыйту сиксе тухать: Израилӗн патшисем лайӑх ӗҫсем те, япӑх ӗҫсем те тунӑ пулсан, мӗншӗн Иегова пӗрисем пирки хӑйне шанчӑклӑ тенӗ, теприсем пирки вара — шанчӑклӑ мар? Ҫакна пӗлни Иегова пирӗнтен мӗн кӗтнине ӑнланма пулӑшӗ. Иегова Израилӗн патшин чӗри мӗнлерех пулнине, вӑл ӳкӗннипе ӳкӗнменнине тата хӑйне тӗрӗс пуҫҫапнипе пуҫҫапманнине кура ун пирки вӑл лайӑх е япӑх патша тенӗ пулас. Айтӑр ҫакӑн ҫинчен тӗплӗнрех калаҫар.

ЧӖРЕ МӖНЛЕРЕХ ПУЛНИ

4. Шанчӑклӑ патшасемпе шанчӑклӑ мар патшасем хушшинчи уйрӑмлӑхсенчен пӗри хӑшӗ?

4 Иеговӑшӑн патша чӗри b мӗнлерех пулни пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Лайӑх патша Иосафат пирки вӑл «Ҫӳлхуҫа патне пӗтӗм чун-чӗрипе туртӑннӑ» тенӗ (2 Ҫул. 22:9). Иосия пирки Библире ҫапла каланӑ: «Унччен нихӑҫан та Иосия пек патша пулман: вӑл пӗтӗм чӗрипе... Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ» (4 Пат. 23:25). Ватӑлса кайсан япӑх патша пулса тӑнӑ Соломон пирки эпир мӗн пӗлетпӗр? «Унӑн чӗрийӗ... Ҫӳлхуҫа Турра пӗтӗмпех парӑнса тӑман» (3 Пат. 11:4). Тепӗр шанчӑклӑ мар патша пирки, Авия пирки, Библире «вӑл пӗтӗм чӗререн... Турра» парӑнман тенӗ (3 Пат. 15:3).

5. Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлени мӗне пӗлтернине ӑнлантарса парӑр.

5 Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑни мӗне пӗлтерет? Турра чун-чӗререн пуҫҫапакан ҫын пуҫҫапасса та ҫавна тумалла пулнӑран ҫеҫ тумасть. Вӑл Турра юратать тата чунтан хисеплет. Ҫавӑн пек ҫын Турра юратнине тата чунтан парӑннине пурнӑҫӗ тӑршшӗпех кӑтартать.

6. Хамӑр чӗрене хӳтӗлес тесен мӗн тумалла? (Ытарӑшсем 4:23; Матфей 5:29, 30).

6 Лайӑх патшасенчен тӗслӗх илсе Иеговӑна чун-чӗререн юратас тесен мӗн тумалла? Пирӗн ҫине мӗн япӑх витӗм кӳрет, чӗрене мӗн пӑсса яма пултарать, ҫавӑнтан сыхланмалла. Тӗслӗхрен, вӑйӑ-кулӑ тата туссене суйланӑ чухне тимлӗ пулмалла. Укҫа-тенкӗпе япаласем ҫинчен ытлашши шухӑшласран та асӑрханмалла. Юрату сӳнме пуҫланине асӑрхасан, хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене мӗн аркатать, ҫавна тӳрех сирсе ямалла. (Ытарӑшсем 4:23; Матфей 5:29, 30 вуласа парӑр.)

7. Мӗншӗн хамӑр чӗрене ҫак тӗнчен япӑх витӗмӗнчен хӳтӗлемелле?

7 Мӗншӗн хамӑр чӗрене хӳтӗлемелле? Кам та пулин ҫапла шутлама пултарать: эпӗ Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлесен, ҫак тӗнче витӗм кӳни мана сиен тумасть. Анчах та ҫапла шутлани хамӑра хамӑр улталани пулать. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Калӑпӑр, эсир сивӗ кун ҫил ҫинче шӑнтӑр. Киле таврӑнатӑр та кӑмака хутатӑр. Анчах та алӑка яр уҫӑ хӑварсан, кӑмака хутнинчен усси пулать-и? Тултан сивӗ кӗрет-ҫке. Ҫак тӗслӗх мӗн ӑнланма пулӑшать? Хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ӑшӑ пулччӑр тесен, сӑнарлӑ апат ҫини ҫителӗксӗр, «алӑка та хупмалла». Вара ҫак тӗнчен «сивӗ» сывлӑшӗ пирӗн чӗре ҫине витӗм кӳмӗ, эпир Иеговӑран та сивӗнмӗпӗр (Эф. 2:2).

ӲКӖННИ

8, 9. Иегова умӗнче ҫылӑх тунине ӑнланса илсен, Давид тата Езекия хӑйсене мӗнле тытнӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке пӑхӑр.)

8 Маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, Давид йывӑр ҫылӑх тунӑ. Анчах та Нафан пророк пулӑшнипе вӑл Иеговӑн чӗрине хӑй мӗн тери хытӑ ыраттарнине ӑнланса илнӗ те хӑйне кӗҫӗне хурса ӳкӗннӗ (2 Пат. 12:13). Давид, наказани илес мар тесе, хӑйне ӳкӗннӗ пек кӑтартса Нафана улталама хӑтланман. 50-мӗш Псаломран вӑл чун-чӗререн ӳкӗнни курӑнать (Пс. 50:1, 2, 5, 6, 19).

9 Езекия патша та Иеговӑна хирӗҫ ҫылӑх тунӑ. Библире ҫапла ҫырнӑ: «Унӑн чӗри мӑнаҫланса кайнӑ. Вара Турӑ ӑна та, Иудейӑна та, Иерусалима та ҫилленнӗ» (2 Ҫул. 32:25). Мӗншӗн Езекия мӑнаҫланса кайнӑ? Тен, хӑй пуян пулни е Ассири ҫарне ҫӗнтерни унӑн пуҫне ҫавӑрса янӑ. Е хӑйне Иегова тӗлӗнмелле майпа сипленӗрен хӑй пирки ытлашши шутлама пуҫланӑ. Тен, мӑнкӑмӑллӑхне пула вӑл Вавилон ҫыннисем умӗнче хӑйӗн пуянлӑхӗпе мухтаннӑ. Вара Исаия пророк ӑна Иегова ун ҫине ҫилленнине пӗлтернӗ (4 Пат. 20:12—18). Анчах та Езекия, Давид пекех, хӑйне кӗҫӗне хурса ӳкӗннӗ (2 Ҫул. 32:26). Юлашкинчен Иегова ҫав патша пирки вӑл шанчӑклӑ тенӗ тата хӑйӗн «пӗтӗм ӗҫне... Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ туса пынӑ» тесе каланӑ (4 Пат. 18:3).

Давидпа Езекия, Иегова умӗнче ҫылӑх тунине ӑнланса илсен, хӑйсене кӗҫӗне хурса ӳкӗннӗ (8, 9 абзацсене пӑхӑр)


10. Пророк Амасия патшана тӳрлетесшӗн пулнӑ чухне лешӗ хӑйне мӗнле тытнӑ?

10 Давидпа тата Езекийӑпа танлаштарсан, Иудея патши Ама́сия Иеговӑна юрӑхлӑ ӗҫсем тунӑ, анчах та вӗсене «пӗтӗм чун-чӗрипех парӑнса туман» (2 Ҫул. 25:2). Вӑл мӗнле йӑнӑш тунӑ-ха? Иегова ӑна Эдом ҫыннисене ҫӗнтерме пулӑшсан, Амасия ҫав халӑхӑн туррисене пуҫҫапма пуҫланӑ c. Вара Иегова ун патне пророка янӑ, анчах та патша ӑна итлесе пӗтермесӗрех кӑларса янӑ (2 Ҫул. 25:14—16).

11. 2 Коринф 7:9, 11 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова каҫартӑр тесен мӗн тумалла? (Ӳкерчӗксем ҫине те пӑхӑр.)

11 Ҫак тӗслӗхсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Хамӑр тунӑ ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнмелле тата вӗсене каллех тӑвас мар тесен пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла. Калӑпӑр, старейшинӑсем пире канаш параҫҫӗ. Пирӗн шутпа канаш пани кирлех мар пек туйӑнать пулсан, мӗн тумалла? Старейшинӑсем пире хирӗҫ тӑраҫҫӗ тесе, Иегова пире юратмасть тесе шутламалла мар. Израилӗн лайӑх патшисене те Иегова хӑш-пӗр чухне канаш парса тӳрлетнӗ (Евр. 12:6). Пире тӳрлетеҫҫӗ пулсан, ҫак виҫӗ утӑма тумалла: 1) хамӑра кӗҫӗне хурса канаш паракана итлемелле; 2) кирлӗ улшӑнусем тумалла; 3) Иеговӑшӑн малалла та чун-чӗререн ӗҫлесе тӑмалла. Ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнсен, Иегова пире каҫарать. (2 Коринф 7:9, 11 вуласа парӑр.)

Хамӑра тӳрлетнӗ чухне пирӗн: 1) хамӑра кӗҫӗне хурса канаш паракана итлемелле; 2) кирлӗ улшӑнусем тумалла; 3) Иеговӑшӑн малалла та чун-чӗререн ӗҫлесе тӑмалла (11-мӗш абзаца пӑхӑр) f


ИЕГОВӐНА ТӖРӖС ПУҪҪАПНИ

12. Турра шанчӑклӑ патшасем уйрӑмах мӗнпе палӑрса тӑнӑ?

12 Турра шанчӑклӑ патшасем Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапнӑ тата халӑха та ҫавна тума вӗрентнӗ. Паллах, ҫав патшасем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулман, йӑнӑшсем те тунӑ. Анчах та вӗсем Иеговӑна чунтан парӑннӑ пулнӑ тата хӑйсем пурӑнакан вырӑнти йӗрӗхсене тӗп тума нумай вӑй хунӑ d.

13. Мӗншӗн Ахав патша Иегова куҫӗ умӗнче шанчӑклӑ пулман?

13 Турра шанчӑклӑ пулман патшасем пирки вара мӗн калама пулать? Вӗсем япӑх ӗҫсем кӑна туса пурӑннӑ тесе калаймӑн. Сӑмахран, усал патша Ахав, хӑйне пула Навуфея вӗлерни ҫинчен пӗлсен, кулянса ӳкнӗ, хӑйне Иегова умӗнче кӗҫӗне хунӑ теме те пулать (3 Пат. 21:27—29). Унсӑр пуҫне, ҫав патша хуласем туса лартнӑ тата Израилӗн тӑшманӗсемпе ӑнӑҫлӑн кӗрешнӗ (3 Пат. 20:21, 29; 22:39). Ҫапах та вӑл Иегова куҫӗ умӗнче усал тунипе паллӑ пулнӑ. Арӑмӗ витӗм кӳнине пула Ахав халӑха суя турӑсене пуҫҫапма хӗтӗртнӗ. Ҫавӑншӑн вара вӑл нихӑҫан та ӳкӗнмен (3 Пат. 21:25, 26).

14. а) Мӗншӗн Ровоам патша Иеговӑн куҫӗ умӗнче шанчӑклӑ пулман? ӑ) Иеговӑна шанчӑклӑ пулман патшасем хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур?

14 Турра шанчӑклӑ пулман тепӗр патша ҫинчен, Ровоам ҫинчен, калаҫар. Иккӗмӗш абзацра каланӑччӗ ӗнтӗ, вӑл патшара ларнӑ чухне сахал мар лайӑх ӗҫ тунӑ. Анчах та хӑйӗн патшалӑхӗ тӗрекленсен Ровоам, Иеговӑн законне итлеме пӑрахса, суя турӑсене пуҫҫапма пуҫланӑ (2 Ҫул. 12:1). Ҫавӑнтанпа вӑл хӑш-пӗр чухне Иеговӑна, хӑш-пӗр чухне вара суя турӑсене пуҫҫапса пурӑннӑ (3 Пат. 14:21—24). Ровоампа Ахав кӑна мар, ытти патшасем те Иеговӑна шанчӑклӑ пулман. Тӗрӗссипе каласан, Израилӗн патшисенчен ытларахӑшӗ суя турӑсене пуҫҫапнӑ тата ыттисене те ҫавна тума хистенӗ. Куратпӑр ӗнтӗ, Иегова патшасем хӑйне тӗрӗс пуҫҫапнипе пуҫҫапманнине кура вӗсем пирки лайӑх е япӑх патша тенӗ.

15. Мӗншӗн Иеговӑшӑн хӑйне ҫын тӗрӗс пуҫҫапнипе пуҫҫапманни пӗлтерӗшлӗ?

15 Мӗншӗн Иеговӑшӑн хӑйне ҫын тӗрӗс пуҫҫапнипе пуҫҫапманни пӗлтерӗшлӗ пулнӑ? Пӗрремӗшӗнчен, патшан халӑха Турра тӗрӗс пуҫҫапма пулӑшмалла пулнӑ, вӑл ҫавӑншӑн яваплӑ пулнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, суя турӑсене пуҫҫапнине пула ҫынсем ытти йывӑр ҫылӑхсене тума тата хӑйсене ыттисемпе тӗрӗс мар тытма пуҫлаҫҫӗ (Ос. 4:1, 2). Виҫҫӗмӗшӗнчен, израильтянсем пурте, ҫав шутрах патшасем те, Иеговӑна халалланӑ халӑх пулнӑ. Ҫавӑнпа та Библире вӗсем суя турӑсене пуҫҫапнине аскӑн ӗҫ туса мӑшӑра улталанипе танлаштарнӑ (Иер. 3:8, 9). Мӑшӑра улталакан ҫын мӑшӑрӗн чунне питӗ хытӑ ыраттарать. Ҫавӑн евӗрлех Иеговӑн ӗҫлекенӗ кама та е мӗне те пулин урӑххине пуҫҫапма пуҫлать пулсан, Иеговӑн чӗри ҫурӑлса тухасла ыратать (Сак. аст. 4:23, 24) e.

16. Иеговӑн куҫӗ умӗнче тӳрӗ ҫын йӗркесӗр ҫынран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

16 Эпир мӗне вӗренесшӗн? Суя турӑсене пуҫҫапассипе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавсенчен пуринчен те аякра тӑмалла. Ҫакӑ кӑна мар-ха. Турра тӗрӗс пуҫҫапмалла тата ҫавна чун-чӗререн тумалла. Малахия пророк Иеговӑн куҫӗ умӗнче лайӑх ҫын япӑх ҫынран мӗнпе уйрӑлса тӑнине уҫҫӑн кӑтартнӑ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Эсир каллех тӳрӗ ҫынпа йӗркесӗр ҫын хушшинчи, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑраканпа Ӑна ӗҫлесе тӑман ҫын хушшинчи уйрӑмлӑха куратӑр» (Мал. 3:18). Ҫавӑнпа та Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма хамӑра ниме те чӑрмантарма памалла мар. Сӑмахран, хӑш-пӗр чухне хамӑр ҫитменлӗхсене тата йӑнӑшсене пула эпир хуйха ӳкме пултаратпӑр, вара Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахас шухӑш та ҫуралма пултарать. Анчах та ҫапла тумалла мар, мӗншӗн тесен Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахни те — пысӑк ҫылӑх.

17. Мӗншӗн мӑшӑра тӗрӗс суйламалла?

17 Эсир ҫемье ҫавӑрасшӑн пулсан, Малахийӑн сӑмахӗсем сире лайӑх мӑшӑр суйлама пулӑшӗҫ. Ҫыннӑн лайӑх енсем пур пулсан, анчах та вӑл Турӑшӑн ӗҫлемест пулсан, вӑл Иеговӑн куҫӗ умӗнче тӳрӗ ҫын пулать-и? (2 Кор. 6:14). Ҫавӑн пек ҫынпа пӗрлешсен, вӑл сирӗн ҫине лайӑх витӗм кӳрӗ-и? Иеговӑпа ҫывӑхланса пыма пулӑшӗ-и? Шухӑшласа пӑхӑр-ха: Соломонӑн арӑмӗсен те лайӑх енсем пулнӑ пулӗ, анчах та вӗсем Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑман. Вара, вӗсен витӗмне лексе, Соломон майӗпен суя турӑсене пуҫҫапма пуҫланӑ (3 Пат. 11:1, 4).

18. Ашшӗ-амӑшӗн ачисене мӗне вӗрентмелле?

18 Ашшӗ-амӑшӗсем, ачӑрсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме хавхалантарас тесе ҫак статьяри шухӑшсемпе усӑ курӑр. Вӗсене мӗншӗн Турӑ хӑш-пӗр патшасем пирки лайӑх, теприсем пирки вара япӑх тенине ӑнланма пулӑшӑр. Иеговӑшӑн патшасем хӑйне пуҫҫапни тата ыттисене те ҫавна тума вӗрентни пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Ачӑрсене Иеговӑпа ҫывӑхланса пыни пурнӑҫра чи пӗлтерӗшли пулнине ӑнлантарса парӑр. Ҫав тӗлӗшрен хӑвӑр та лайӑх тӗслӗх кӑтартӑр. Библи вӗренни, тӗлпулусене ҫӳрени, ырӑ хыпар сарни сирӗншӗн малти вырӑнта пулнине ачасем курса тӑччӑр (Матф. 6:33). Ачасен ҫакна та ӑнланмалла: Свидетельсен ҫемйинче пулни ҫеҫ ҫителӗксӗр, вӗсен хӑйсен Иеговӑпа ҫывӑхланса пымалла. Ҫавна тумасан вӗсем Иеговӑшӑн ӗҫлесси пӗлтерӗшлех мар тесе шутлама е уншӑн ӗҫлеме пӑрахма та пултараҫҫӗ.

19. Иегова патне таврӑнас текенсен мӗн тумалла? ( «Иегова патне таврӑнӑр» рамкӑна та пӑхӑр.)

19 Кам та пулин Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахсан, ҫакӑ вӑл уншӑн урӑх нихӑҫан та ӗҫлеме пултараймасть тенине пӗлтерет-и? Ҫук, мӗншӗн тесен вӑл ӳкӗнсе Турӑ патне таврӑнма пултарать. Ҫавна тума унӑн, хӑйне кӗҫӗне хурса, старейшинӑсен пулӑшӑвне йышӑнмалла пулать (Иак. 5:14). Тен, самаях вӑй хума тивӗ. Анчах та нивушлӗ Иегова ҫавна тивӗҫлӗ мар?

20. Турра шанчӑклӑ пулнӑ патшасенчен тӗслӗх илсен эпир Иеговӑн куҫӗ умӗнче мӗнле пулӑпӑр?

20 Ҫак статьяран эпир мӗн пӗлтӗмӗр? Пирӗн Иеговӑна шанчӑклӑ пулнӑ патшасенчен тӗслӗх илмелле. Айтӑр хамӑр чӗрене упрар тата Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнар. Хамӑр йӑнӑшсенчен вӗренер, тунӑ ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнер тата канаш панине итлер. Унсӑр пуҫне, пӗртен-пӗр чӑн Турра ҫеҫ пуҫҫапмаллине асра тытар. Вара эпир Иеговӑн куҫӗ умӗнче тӳрӗ пулӑпӑр.

45-МӖШ ЮРӐ Чӗремри шухӑшсем

a Ҫак статьяра «Израилӗн патшисем» тенӗ чухне Турӑ халӑхне ертсе пынӑ пур патша пирки те каланӑ. Вӗсен шутӗнче икӗ йӑхран тӑнӑ Иудея патшалӑхӗнче ертсе пынӑ патшасем, вунӑ йӑхран тӑнӑ Израиль патшалӑхӗнче ертсе пынӑ патшасем тата пур 12 йӑха та ертсе пынӑ патшасем.

b ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Библире «чӗре» сӑмахпа эпир шалтан мӗнлерех пулнине, ҫав шутра пирӗн кӑмӑл-туртӑма, шухӑшсене, туйӑмсене, шухӑш-кӑмӑла, пултарулӑхсене тата тӗллевсене, кӑтартас тесе час-часах усӑ курнӑ.

c Суя турӑсене пуҫҫапакан патшасен хӑйсем ҫӗнсе илнӗ халӑхсен туррисене пуҫҫапас йӑла пулнӑ. Амасия вӗсенчен тӗслӗх илнӗ пулас.

d Сӑмахран, Аса патша пысӑк йӑнӑшсем тунӑ (2 Ҫул. 16:7, 10). Анчах та Библире вӑл Турра юрӑхлӑ ӗҫсем тунӑ тенӗ. Вӑл малтанах пророк ҫине тапӑннӑ пулин те, кайран ӳкӗннӗ пулас. Пӗтӗмӗшле илсен, унра лайӑххи ытларах пулнӑ. Чи кирли вара — Аса Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапнӑ тата хӑйӗн патшалӑхӗнче суя турӑсене пуҫҫапассине пӗтерес тесе нумай вӑй хунӑ (3 Пат. 15:11—13; 2 Ҫул. 14:2—5).

e Моисей законӗнчи малтанхи икӗ заповедӗнче Иеговӑсӑр пуҫне урӑх никама та, ниме те пуҫҫапма юрамасть тенӗ (Тух. 20:1—6). Ҫакӑ Иеговӑшӑн хӑйне ҫеҫ пуҫҫапни питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартать.

f ӲКЕРЧӖК. Ҫамрӑк старейшина арҫын тӑван эрех ытлашши ӗҫме пуҫланине курсан, ӑна ҫавӑн пирки канаш парать. Арҫын тӑван хӑйне кӗҫӗне хурса ӑна итлет, кирлӗ улшӑнусем тӑвать, вара малалла та Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлет.