Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

29-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

121-МӖШ ЮРӐ Пирӗн чаруллӑ пулмалла

Илӗртӳ хыҫҫӑн каяс мар тесен сыхӑ тӑрӑр

Илӗртӳ хыҫҫӑн каяс мар тесен сыхӑ тӑрӑр

«Илӗртӳ хыҫҫӑн каяс мар тесен сыхӑ тӑрӑр тата пӗрмай кӗлтӑвӑр» (МАТФ. 26:41).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Ҫак статья пире ҫылӑх патне мӗн илсе ҫитерме пултарнине тата ҫылӑх тӑвас мар тесен мӗн тумаллине аса илтерӗ.

1, 2. а) Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн пирки асӑрхаттарнӑ? ӑ) Мӗншӗн вӗренекенӗсем Иисуса пӑрахса тарнӑ? (Ӳкерчӗксем ҫине те пӑхӑр.)

 ИИСУС: «Ҫыннӑн чӗри хастар, анчах унӑн кӗлетки хавшак», — тенӗ (Матф. 26:41ӑ) a. Ҫакӑнпа вӑл мӗн каласшӑн пулнӑ? Иисус ҫынсен ҫитменлӗхсем пуррине тата вӗсем йӑнӑшсем тунине ӑнланнӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл ҫак сӑмахсене каласа хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйсем ҫине ҫеҫ шанасран асӑрхаттарнӑ. Темиҫе сехет маларах апостолсем хӑйсен Ҫӳлхуҫинчен нихӑҫан та тунас ҫук тесе ҫирӗппӗн каланӑ (Матф. 26:35). Вӗсем чӑнах та Иисуса шанчӑклӑ пуласшӑн пулнӑ. Ҫивӗч лару-тӑрура хӑйсем ҫӑмӑллӑнах япӑххине туса хурасса вӗсем шутламан та. Акӑ мӗншӗн Иисус вӗсене: «Илӗртӳ хыҫҫӑн каяс мар тесен сыхӑ тӑрӑр тата пӗрмай кӗлтӑвӑр», — тесе асӑрхаттарнӑ (Матф. 26:41а).

2 Шел пулин те, вӗренекенӗсем Иисус мӗн каланине хӑлхана чикмен. Вӗрентекенне арестлесен вӗсем хӑйсене мӗнле тытнӑ? Хӑйсем каланӑ пек, Иисуспа юлнӑ-и? Ҫук. Вӗсем хӑйсем кӗтмен ҫӗртенех хӑраса ӳкнӗ те тарса пӗтнӗ (Матф. 26:56).

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Илӗртӳ хыҫҫӑн каяс мар тесен сыхӑ тӑрӑр», — тенӗ. Анчах та, Иисуса арестлесен, лешӗсем хӑраса тарнӑ (1, 2 абзацсене пӑхӑр)


3. а) Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлас тесен мӗншӗн хамӑр ҫине ытлашши шанмалла мар? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Пирӗн хамӑр ҫине ытлашши шанасран асӑрханмалла. Паллах, эпир тӗрӗссине туса Иеговӑна савӑнтарасшӑн. Ҫав-ҫавах эпир ҫылӑхлӑ тата ҫӑмӑллӑнах илӗртӳ хыҫҫӑн кайма пултаратпӑр (Рим 5:12; 7:21—23). Хӑш-пӗр лару-тӑрусенче ҫылӑх уйрӑмах вӑйлӑ илӗртме пултарать. Ҫавӑн пек лару-тӑрӑва кӗтмен ҫӗртен лекме пулать. Иеговӑпа Иисуса шанчӑклӑ тӑрса юлас тесен вара Иисус асӑрхаттарнине итлемелле. Ҫак статьяран хӑш тӗлӗшрен пирӗн уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмаллине пӗлӗпӗр. Унсӑр пуҫне, илӗртӳ хыҫҫӑн каяс мар тесен мӗн тумалли ҫинчен калаҫӑпӑр. Юлашкинчен вара малалла та сыхӑ тӑма мӗн пулӑшма пултарнине сӳтсе явӑпӑр.

ХӐШ ТӖЛӖШРЕН ПИРӖН УЙРӐМАХ АСӐРХАНУЛЛӐ ПУЛМАЛЛА?

4, 5. Мӗншӗн пысӑках мар ҫылӑхсене тӑвасран та асӑрханмалла?

4 Пысӑках мар ҫылӑхсем те Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене аркатма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсене пула эпир йывӑр ҫылӑхсем тума пултаратпӑр.

5 Пирӗнтен кашни илӗртӳпе тӗл пулать. Эпир пурте тӗрлӗрен, пирӗн ҫитменлӗхсем те тӗрлӗрен. Пӗрисем аскӑн ӗҫ тӑвас туртӑмпа кӗрешеҫҫӗ, теприсен мастурбаци тӑвас е порнографи пӑхас кӑмӑл питӗ вӑйлӑ, тата теприсем ҫилле тытса чараймаҫҫӗ, ҫынран хӑраҫҫӗ, пӗрмай хӑйсенни ҫинче тӑраҫҫӗ е ытти ҫитменлӗхсемпе кӗрешеҫҫӗ. Иаков каланӑ пекех, «кашнийӗ хӑйӗн кӑмӑлӗ туртнӑ, илӗртнӗ чухне тӗрӗсленет» (Иак. 1:14).

6. Мӗн пирки хамӑра хамӑр улталамалла мар?

6 Эсир хӑвӑрӑн ҫитменлӗхсене пӗлетӗр-и? Паллах, хӑш-пӗр чухне пире хамӑрӑн пӗр-пӗр ҫитменлӗх пуррине йышӑнма йывӑр. Е эпир, илӗртӳ сиксе тухсан, эпӗ ӑна сирсе яма пултаратӑпах тесе шутлатпӑр. Анчах та хамӑра хамӑр ҫапла улталани хӑрушӑ (1 Иоанн 1:8). Павел апостол ҫырнӑ тӑрӑх, «святой сывлӑш ертсе пынипе килӗшӳллӗн пурӑнакансем» те, асӑрхануллӑ пулмасан, илӗртӳ хыҫҫӑн кайма пултараҫҫӗ (Гал. 6:1). Пирӗн хамӑра хамӑр улталамалла мар тата илӗртӳ хыҫҫӑн хамӑр хӑҫан кайма пултарассине курма пӗлмелле (2 Кор. 13:5).

7. Пирӗн мӗне уйрӑмах ҫирӗплетмелле? Тӗслӗх илсе парӑр.

7 Калӑпӑр, эпир хамӑр ҫитменлӗхсене куртӑмӑр тейӗпӗр. Малалла мӗн тумалла? Вӗсемпе кӗрешме пӗтӗм вӑя хумалла. Ҫакӑн пек тӗслӗх илер. Авалхи вӑхӑтра хула хӳмин чи хавшак вырӑнӗ хапха пулнӑ, ҫавӑнпа ӑна хытӑ сыхланӑ. Илӗртӳ хыҫҫӑн каяс мар тесен пирӗн те хамӑрӑн «хавшак вырӑнсене» ҫирӗплетмелле (1 Кор. 9:27).

ИЛӖРТӲ ХЫҪҪӐН КАЯС МАР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

8, 9. Ытарӑшсем кӗнекери 7-мӗш сыпӑкра асӑннӑ каччӑн ҫылӑх тӑвас мар тесен мӗнрен асӑрханмалла пулнӑ? (Ытарӑшсем 7:8, 9, 13, 14, 21).

8 Илӗртӳ хыҫҫӑн каяс мар тесе мӗн тума пулать? Айтӑр Ытарӑшсем кӗнекери 7-мӗш сыпӑкри пӗр ҫамрӑк каччӑпа мӗн пулса тухнине тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар. Аскӑн хӗрарӑм хӑйӗнпе ҫӗр каҫма сӗнсен, 22-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ пек, вӑл «тӳрех ун хыҫҫӑн» кайнӑ. Ҫакӑ кӗтмен ҫӗртен пулса иртнӗ пек туйӑнма пултарать. Анчах та, унчченхи сӑвӑ йӗркисене пӑхсан, вӑл маларах тӗрӗс мар утӑмсем тунӑ. Ҫавна пула кайран ҫылӑх туса хунӑ та.

9 Вӑл мӗнле тӗрӗс мар утӑмсем тунӑ-ха? Ҫав ҫамрӑк каҫхине «пӗр аскӑн арӑмӑн ҫурчӗ енне» ҫул тытнӑ. (Ытарӑшсем 7:8, 9 вуласа парӑр.) Аскӑн хӗрарӑма курсан вӑл пӑрӑнса утман, ун патнелле кайнӑ. Ҫав ҫамрӑк хӑйне чуптума панӑ тата хӗрарӑм мӗн каланине итлесе тӑнӑ. Хӗрарӑм хӑй канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ тенӗ. Ҫакӑнпа вӑл хӑй япӑхах мар ҫын пулнине кӑтартасшӑн пулнӑ, тен. (Ытарӑшсем 7:13, 14, 21 вуласа парӑр.) Ҫамрӑк каччӑ ҫав тӗрӗс мар утӑмсене туман пулсан, илӗртӳ те сиксе тухман пулӗччӗ, вӑл ҫылӑх та туса хуман пулӗччӗ.

10. Мӗнле майпа кам та пулин маларах асӑннӑ ҫамрӑк тунӑ йӑнӑшах тума пултарать?

10 Ытарӑшсем кӗнекери 7-мӗш сыпӑкра мӗн ҫырни Иеговӑн кашни ӗҫлекенӗпе пулса тухма пултарать. Ҫылӑх тунӑ ҫын ҫакӑ мӗнле пулса тухнине эпӗ хам та ӑнланмарӑм тесе калама пултарать. Анчах та вӑл, хӑй мӗн-мӗн туни ҫинчен шутласа пӑхсан, хӑйне ҫылӑх патне мӗнле утӑмсем илсе ҫитернине куратех пуль. Тен, вӑл Иеговӑна юратман ҫынсемпе туслашса кайнӑ. Е вӑйӑ-кулла тӗрӗс мар суйланӑ, е христиансемшӗн юрӑхлӑ мар вырӑнсемпе сайтсене кӗме пуҫланӑ. Вӑл Библи вулама, кӗлтума, тӗлпулусене ҫӳреме тата ырӑ хыпар сарма та пӑрахнӑ пулӗ. Апла пулсан, Ытарӑшсем кӗнекере асӑннӑ каччӑ пекех, вӑл ӑнсӑртран ҫылӑх туса хунӑ теме ҫук.

11. Ҫылӑх тӑвас мар тесен мӗнрен пӑрӑнмалла?

11 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Пирӗн ҫылӑха кӑна мар, ҫылӑх патне илсе ҫитерекен ӗҫсене те тумалла мар. Ҫамрӑк каччӑпа аскӑн хӗрарӑм пирки каланӑ ытарӑш вӗҫӗнче ҫавӑн пирки асӑрхаттарнӑ та. Соломон ҫапла каласа ӳкӗтленӗ: «Унӑн сукмакӗсемпе аташса ан ҫӳре» (Ытар. 7:25). Ытарӑшсем кӗнекери 5-мӗш сыпӑкра та ҫавӑн пекрех канаш пур: «Хӑвӑн ҫулна ҫав арӑмран аякра тыт, унӑн алӑкӗ патне ан ҫывӑхар» (Ытар. 5:3, 8). Ҫылӑх патне илсе ҫитерекен пур ӗҫрен те пирӗн аяккарах тӑмалла b. Хӑш-пӗр ӗҫсене христиансен тума юрать пулин те, шӑп пирӗншӗн вӗсем илӗртӳ пулса тӑма пултараҫҫӗ (Матф. 5:29, 30).

12. Иов мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ тата ҫакӑ ӑна илӗртӳсенчен мӗнле сыхланӑ? (Иов 31:1).

12 Пирӗн ҫылӑх патне илсе ҫитерекен лару-тӑрусенчен пӑрӑнма ҫирӗп шут тытмалла. Ҫак тӗлӗшрен Иов лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл хӗрарӑмсем ҫине аскӑн шухӑшпа пӑхмастӑп тесе хӑйӗн куҫӗпе сӑмах татнӑ. (Иов 31:1 вуласа парӑр.) Ҫакӑнпа килӗшӳллӗн пурӑнса вӑл хӑйӗн арӑмне нихӑҫан та улталаман. Эпир те илӗртӳрен пӑрӑнма тӑрӑшасшӑн, ҫылӑх патне илсе ҫитерме пултаракан кирек мӗнле ӗҫрен те аякра тӑма ҫирӗп шут тытасшӑн.

13. Мӗншӗн хамӑрӑн шухӑшсене асӑрхасах тӑмалла? (Ӳкерчӗксем ҫине те пӑхӑр.)

13 Пирӗн хамӑр шухӑшсене те асӑрхаса тӑмалла (Тух. 20:17). Хӑш-пӗрисем таса марри пирки ӗмӗтленнинче ним япӑххи те ҫук, ҫав ӗҫе тумалла мар ҫеҫ тесе калаҫҫӗ. Анчах та ҫапла шутлани тӗрӗс мар. Ҫын пӗрмай таса марри ҫинчен шутласа ҫӳрет пулсан, ҫавна тӑвас кӑмӑла вӑйлатса ярать. Ҫапла майпа вӑл хӑех хӑйне валли илӗртӳ туса хурать, вара унӑн ҫав илӗртӳпе кӗрешме тивет. Паллах, вӑхӑтран вӑхӑта пирӗн тӗрӗс мар шухӑшсем ҫуралма пултараҫҫӗ. Анчах та пирӗн вӗсене тӳрех сирсе ямалла та лайӑххисемпе ылмаштармалла. Ҫапла тусан эпир хамӑра ҫылӑх тӑвасран сыхлатпӑр, мӗншӗн тесен ҫылӑх тӑвас кӑмӑла вӑйлатакан таса мар шухӑшсене тытса чаратпӑр (Флп. 4:8; Кол. 3:2; Иак. 1:13—15).

Пирӗн мӗне пула илӗртӳ сиксе тухма пултарать, ҫавсенчен пуринчен те пӑрӑнмалла (13-мӗш абзаца пӑхӑр)


14. Илӗртӳсенчен сыхланма тата мӗн пулӑшать?

14 Илӗртӳсенчен сыхланма тата мӗн пулӑшать? Туррӑн законӗсем тӑрӑх пурӑнни хамӑрах усӑ пани пирки пирӗн пӗр иккӗленӳ те пулмалла мар. Паллах, хамӑрӑн кӑмӑл-туртӑмпа шухӑшсем Турра юрӑхлӑ пулччӑр тесе пирӗн хӑш-пӗр чухне самаях вӑй хума тивет. Анчах та ҫакӑ усӑсӑр пулмӗ — Турӑ пире чӑн-чӑн канӑҫлӑх парӗ.

15. Ырра юратни илӗртӳрен пӑрӑнма мӗнле пулӑшать?

15 Пирӗн тӗрӗссине тӑвас кӑмӑл пултӑр тесе тӑрӑшмалла. Енчен те эпир усала курайми пулма, ырра юратма вӗренетпӗр пулсан, пире тӗрӗссине тума тата ҫылӑх патне илсе ҫитерекен ӗҫсенчен сыхланма ҫӑмӑлтарах пулӗ (Ам. 5:15). Илӗртӳ сиксе ан тухтӑр тесе хӑш-пӗр чухне эпир нимӗн те тӑваймастпӑр. Илӗртӳ ӑнсӑртран та сиксе тухма пултарать. Ҫавӑн пекки пулса тухрӗ пулсан, эпир аптраса ӳкмӗпӗр, мӗншӗн тесен мӗн тумаллине пӗлӗпӗр.

16. Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене туни пире мӗнле хӳтӗлет? (Ӳкерчӗксем ҫине те пӑхӑр.)

16 Тӗрӗссине тӑвас кӑмӑл пултӑр тесен мӗн тумалла? Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене май килнӗ таран ытларах тумалла. Тӗлпулура пулнӑ чухне е ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир Иеговӑна савӑнтарасси ҫинчен шутлатпӑр, ҫавӑнпа та япӑххине тӑвас шухӑш пуҫа та кӗмест пуль (Матф. 28:19, 20; Евр. 10:24, 25). Библи вуласа, тӗпчесе тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшласа эпир ырра юратма, усала вара курайми пулма вӗренетпӗр (Иис. Н. 1:8; Пс. 1:2, 3; 118:97, 101). Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене асра тытӑр: «Илӗртӳ хыҫҫӑн каяс мар тесен... пӗрмай кӗлтӑвӑр» (Матф. 26:41). Кӗлтунӑ чухне эпир хамӑр ҫӳлти Аттепе вӑхӑта ирттеретпӗр. Ҫапла эпир ӑна хамӑра пулӑшма май парӑпӑр тата ӑна ытларах савӑнтарасшӑн пулӑпӑр (Иак. 4:8).

Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене туни илӗртӳсенчен хӳтӗлет (16-мӗш абзаца пӑхӑр) c


МАЛАЛЛА ТА СЫХӐ ТӐРӐР

17. Пётрӑн мӗнле ҫитменлӗхӗ пӗрре анчах мар палӑрнӑ?

17 Хӑш-пӗр ҫитменлӗхсене эпир, тен, тӗппипех пӗтерӗпӗр, теприсемпе вара нумай вӑхӑт хушши кӗрешме тивӗ. Пётрӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Ҫынсенчен хӑранӑран вӑл хӑйӗн Вӗрентекенӗнчен виҫӗ хут туннӑ (Матф. 26:69—75). Каярахпа, Синедрион умӗнче тӑнӑ чухне, вӑл Иисус ҫинчен хӑюллӑн пӗлтернӗ. Ун чухне Пётр ҫынран пӗртте хӑраман тейӗн (Ап. ӗҫ. 5:27—29). Анчах та ҫулсем иртсен вӑл, еврей пулнӑ христиансенчен хӑранӑран, ытти халӑхран тухнӑ христиансемпе апат ҫиме пӑрахнӑ (Гал. 2:11, 12). Куратпӑр ӗнтӗ, Пётрӑн унчченхи ҫитменлӗхӗ — ҫынран хӑрани — каллех палӑрнӑ. Тен, вӑл ҫав ҫитменлӗхпе пурнӑҫӗ тӑршшӗпех кӗрешнӗ.

18. Япӑх йӑлана ҫӗнтернӗ пек туйӑнсан та, мӗн асра тытмалла?

18 Пирӗнпе те ҫавӑн пекки пулса тухма пултарать. Мӗнле майпа? Эпир пӗр-пӗр япӑх йӑлана ҫӗнтертӗмӗр тесе шутлама пултаратпӑр. Анчах та вӑл, вӑхӑт иртсен, каллех палӑрма пултарать. Пӗр арҫын тӑван ҫапла калать: «Эпӗ порнографие вунӑ ҫул пӑхман, ҫав йӑлана ҫӗнтертӗм тесе шутлаттӑм. Анчах та вӑл ниҫта та кайса кӗмен иккен, тискер кайӑк пек пытанса майлӑ вӑхӑт кӗтсе ларнӑ тейӗн». Телее, пирӗн арҫын тӑван парӑнман. Вӑл хӑйӗн ҫак усал йӑлипе малалла та, тен, ҫак усал тӗнче пӗтичченех, кӗрешмелле пулнине ӑнланнӑ. Ҫав арҫын тӑван порнографи пӑхас йӑлана ҫӗнтерес тесе тата асӑрхануллӑрах пулса тӑнӑ, унсӑр пуҫне, арӑмӗпе старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ.

19. Пӗр-пӗр япӑх йӑлана хальлӗхе пӗтереймерӗмӗр пулсан мӗн тумалла?

19 Тен, эпир те хальлӗхе пӗр-пӗр япӑх йӑлана ҫӗнтереймен-ха. Вӑл пирӗнпе ан хуҫалантӑр тесен мӗн тумалла? Иисус: «Сыхӑ тӑрӑр», — тенӗ. Ҫак канаша яланах асра тытмалла. Хамӑр ҫирӗп тӑратпӑр тесе шутланӑ чухне те тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм вӑратма пултаракан лару-тӑрусенчен пӑрӑнмалла (1 Кор. 10:12). Ҫитменлӗхсемпе кӗрешме сире унччен мӗн пулӑшнӑ, малалла та ҫавна туса тӑрӑр. Илӗртӳсене яланах хирӗҫ тӑрас тесе «пӗтӗм вӑя хурӑр» (2 Пётр 3:14).

ПИРЕ МӖНЛЕ НАГРАДА КӖТЕТ?

20, 21. а) Илӗртӳсене хирӗҫ тӑма вӑй хурсан эпир мӗнле награда илӗпӗр? ӑ) Хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑватпӑр пулсан, Иегова мӗн тӑвӗ? (2 Коринф 4:7).

20 Ан иккӗленӗр: илӗртӳсене хирӗҫ тӑма вӑй хуни яланах усӑ парать. Ҫылӑх вӑхӑтлӑха кӑна савӑнӑҫ парать (Пс. 18:9; Евр. 11:25). Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнни вара чылай телейлӗрех тӑвать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пире ҫапла тунӑ (Пулт. 1:27). Ҫавӑнпа та хамӑр пурнӑҫпа Иеговӑна савӑнтарсан, пирӗн совесть таса пулӗ тата эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗпӗр (1 Тим. 6:12; 2 Тим. 1:3; Иуда 20, 21).

21 Ҫыннӑн «кӗлетки хавшак» пулин те, ҫакӑ эпир хамӑр ҫитменлӗхсемпе нимӗн те тума пултарайманнине пӗлтермест. Иегова пире вӑй пама хатӗр. (2 Коринф 4:7 вуласа парӑр.) Анчах та асӑрхӑр-ха: вӑл пире ахаль вӑйран ирттерекен вӑй парать. Ахаль вӑй вӑл — илӗртӳсемпе кӗрешме хамӑр кашни кун вӑй хуни, ҫакӑ пирӗн яваплӑх. Хамӑртан мӗн килнине тӑватпӑр пулсан, Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравласа пире хамӑр мӗн тума пултарайманнине тума пулӑшӗ (1 Кор. 10:13). Вӑл пулӑшнипе эпир кирек мӗнле илӗртӗве те хирӗҫ тӑма пултарӑпӑр.

47-МӖШ ЮРӐ Иеговӑна кунсерен кӗлту

a ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Иисус Матфей 26:41-мӗшӗнче «чӗре» пирки каланӑ чухне пирӗн тӗрӗссине тума кӑмӑл пурри пирки каланӑ. «Кӗлетке» тенипе вӑл хамӑр ҫылӑхлӑ пулнӑран тата пирӗн ҫитменлӗхсем пулнӑран эпир час-часах тӗрӗс марри ҫинчен шутланине тата тӗрӗс мар ӗҫсем тунине палӑртасшӑн пулнӑ. Апла пулсан, эпир тӗрӗссине тӑвасшӑн ҫунсан та, асӑрхануллӑ пулмасан, илӗртӳ хыҫҫӑн кайса Туррӑн законне пӑсма пултаратпӑр.

c ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑван ирхине кулленхи сӑвӑ йӗркине вулать, кӑнтӑрла Библи вулать, каҫхине пухӑва каять.