Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

27-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

73-МӖШ ЮРӐ Пире хӑюлӑх парсам

Садок пек хӑюллӑ пулӑр

Садок пек хӑюллӑ пулӑр

«Хӑюллӑ яш ача Садок» (1 ҪУЛ. 12:28).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Садок тӗслӗхӗ пире хӑюллӑ пулма мӗнле пулӑшать?

1, 2. Садок кам пулнӑ? (1 Ҫулсеренхи 12:22, 26—28).

 ҪАКНА куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха: 340 000 ытла арҫын Хевронра сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта пуҫтарӑннӑ. Вӗсем унта Давида пӗтӗм Израилӗн патши тумашкӑн пынӑ. Виҫӗ кун хушши савӑнӑҫлӑ шӑв-шав тӑнӑ: ҫынсем пӗр-пӗринпе хаваслӑн калаҫнӑ, кулнӑ тата мухтав юррисем юрланӑ (1 Ҫул. 12:39). Халӑх хушшинче Садок ятлӑ ҫамрӑк каччӑ пулнӑ. Вӑл ыттисенчен нимпе те ытлашши уйрӑлса тӑман пулӗ. Анчах та Иегова ун ҫинчен пӗлччӗр тенӗ. (1 Ҫулсеренхи 12:22, 26—28 вуласа парӑр.) Садок кам пулнӑ-ши вара?

2 Садок священник пулнӑ. Вӑл чи аслӑ священникпа Авиафарпа пӗрле ӗҫленӗ. Унсӑр пуҫне, Библире ун пирки витӗркуран тенӗ (2 Пат. 15:27). Ҫакӑ Турӑ ӑна нумай ӑслӑлӑх панине тата хӑйӗн ирӗкне ӑнланма пулӑшнине пӗлтерет. Ҫавӑнпа та ҫынсем Садокран час-часах канаш ыйтнӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл питӗ хӑюллӑ ҫын пулнӑ. Ҫак статьяра эпир Садокӑн хӑюлӑхӗ ҫинчен калаҫӑпӑр.

3. а) Мӗншӗн Иеговӑн ӗҫлекенӗсен хӑюллӑ пулмалла? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Ҫак юлашки кунсенче Шуйттан Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫине нихҫанхинчен те вӑйлӑрах тапӑнать (1 Пётр 5:8). Эпир Иегова Шуйттана тата унӑн усал тӗнчине пӗтерес вӑхӑта чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр (Пс. 30:25). Ҫав вӑхӑт ҫитиччен вара пирӗн малалла та Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ пулмалла, пухури тӑвансене пулӑшмалла тата Иеговӑна шанчӑклӑ пулмалла. Ҫаксене тумашкӑн пире хӑюлӑх питӗ кирлӗ. Айтӑр хӑюллӑ пулас тӗлӗшрен эпир Садокран мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар.

ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖ МАЙЛӐ ТӐРӐР

4. Мӗншӗн Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ тӑмашкӑн хӑюлӑх кирлӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

4 Эпир, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем, Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ тӑратпӑр, ӑна чун-чӗререн пӑхӑнса пурӑнатпӑр (Матф. 6:33). Анчах та ҫакна тума, ялан тенӗ пекех, ҫӑмӑл мар. Тӗслӗхрен, Шуйттанӑн усал тӗнчинче Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнмашкӑн тата унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сармашкӑн нумай хӑюлӑх кирлӗ (1 Фес. 2:2). Унсӑр пуҫне, ҫак тӗнче политика тӗлӗшӗнчен пайланса пырать. Эпир вара нейтралитет тытса тӑрасшӑн тата тавлашусенчен пӑрӑнасшӑн. Ҫавна тума та хӑюлӑх кирлӗ (Иоанн 18:36). Ҫара кайма килӗшменшӗн тата политикӑна хутшӑнманшӑн Иегова Свидетелӗсем нумайӑшӗ укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен йывӑрлӑхсем тӳснӗ, вӗсене хӗненӗ е тӗрмене хупнӑ.

Политика пирки калаҫу кӗрсе кайсан эсир мӗн тӑвӑр? (4-мӗш абзаца пӑхӑр)


5. Давид майлӑ тӑрас тесен мӗншӗн Садока хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ?

5 Садок Хеврона Давид патшана ларнӑ ятпа иртекен уява килнӗ пулин те, вӑл уявлассишӗн ҫеҫ килмен. Ҫав ҫамрӑк, хӗҫ-пӑшаланнӑскер, ҫапӑҫма хатӗр пулнӑ (1 Ҫул. 12:38). Вӑл Давид майлӑ тӑрса Израиль тӑшманӗсемпе ҫапӑҫма ҫирӗп шут тытнӑ. Садок священник пулса ӗҫленӗ, ҫавӑнпа вӑл вӑрҫӑсене хутшӑнсах кайман пуль. Апла пулин те, вӑл питӗ хӑюллӑ пулнӑ.

6. Хӑюллӑ пулас тӗлӗшрен мӗншӗн Давид Садокшӑн лайӑх тӗслӗх пулнӑ? (Псалом 137:3).

6 Мӗне пула Садок священник ҫавӑн пек хӑюллӑ пулса тӑнӑ? Вӑл нумай паттӑр та вӑйлӑ ҫынна пӗлнӗ. Паллах ӗнтӗ, вӗсем ун ҫине лайӑх витӗм кӳнӗ. Вӗсенчен пӗри — Давид. Вӑл Израиле вӑрҫа ертсе тухакан хӑюллӑ ҫар пуҫлӑхӗ пулнӑ, акӑ мӗншӗн израильтянсем ӑна патша тӑвас тенӗ (1 Ҫул. 11:1, 2). Тӑшманӗсемпе ҫапӑҫнӑ чухне Давид яланах Иегова ҫине шаннӑ. (Пс. 27:7; Псалом 137:3 вуласа парӑр.) Садок таврашӗнче ытти хӑюллӑ арҫынсем те пулнӑ: Иодайпа унӑн паттӑр ывӑлӗ Ванея, унсӑр пуҫне тата 22 пуҫлӑх. Вӗсем Давида чунтан парӑннӑ пулнӑ (1 Ҫул. 11:22—25; 12:26—28). Тата унӑн патшалӑхне хӳтӗлеме хатӗр тӑнӑ.

7. а) Хӑюллӑ пулас тӗлӗшрен хальхи вӑхӑтра кам лайӑх тӗслӗх кӑтартать? ӑ) Видео пӑхса Нси́лу арҫын тӑванран эсир мӗне вӗрентӗр?

7 Вӑйлӑ та хӑюллӑ пулса тӑрас тесен пирӗн мӗн тумалла? Эпир Иеговӑн Патшалӑхӗ майлӑ хӑюллӑн тӑракансем пирки шухӑшлама пултаратпӑр. Пирӗн Патша Христос Иисус — чи лайӑх тӗслӗх. Вӑл Шуйттан тӗнчин политика ӗҫӗсене пач та хутшӑнас темен (Матф. 4:8—11; Иоанн 6:14, 15). Тата Иисус хӑйӗн вӑйӗ ҫине шанман, яланах Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ. Пирӗн хальхи вӑхӑтри тӗслӗхсем те пур. Нумай ҫамрӑк арҫын хӑйсен ӗненӗвне пула ҫара кайма тата политикӑна хутшӑнма килӗшмест. Вӗсем ҫинчен jw.org сайтра вулама пулать a.

ПУХУРИ ТӐВАНСЕНЕ ПУЛӐШӐР

8. Старейшинӑсене хӑҫан хӑюлӑх кирлӗ пулма пултарать?

8 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пӗр-пӗрне пулӑшма юратаҫҫӗ (2 Кор. 8:4). Хӑш чухне, сӑмахран, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, ҫавна тума хӑюлӑх кирлӗ. Тӑвансем Библисӗр, пирӗн публикацисемсӗр, апатпа тумтирсӗр те тӑрса юлма пултараҫҫӗ. Юратакан старейшинӑсем Иеговӑн сурӑхӗсене мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе хӑйсен пурнӑҫне те шеллемеҫҫӗ (Иоанн 15:12, 13). Ҫак тӗлӗшрен вӗсем хӑйсене Садок пек тытаҫҫӗ.

9. Давид Садока мӗнле ӗҫ шанса панӑ? (2 Патшасен 15:27—29). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

9 Авессалом патша пулса тӑрасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа та хӑйӗн ашшӗне, Давида, вӗлерме шутланӑ (2 Пат. 15:12, 13). Давидӑн тӑхтаса тӑмасӑр Иерусалимран тармалла пулнӑ. Вӑл хӑйӗн тарҫисене: «Пирӗн тарас пулать — Авессаломран пире ҫӑлӑнӑҫ пулмӗ», — тенӗ (2 Пат. 15:14). Хӑйсем хуларан тарнӑ чухне Давид Иерусалимра шанчӑклӑ ҫынсене хӑвармаллине ӑнланса илнӗ, мӗншӗн тесен Авессалом мӗн тӑвасшӑн пулнине пӗлтерекенсем пулччӑр тенӗ. (2 Патшасен 15:27—29 вуласа парӑр.) Ҫак ӗҫе Давид Садокпа ытти священниксене шанса панӑ. Вӗсен питӗ асӑрхануллӑ пулмалла пулнӑ. Ыттисем вӗсем мӗн тунине пӗлсен, вӗсене вӗлерме пултарнӑ вӗт. Авессалом хӑйне ҫеҫ юратакан, хаяр та путсӗр ҫын пулнӑ. Вӑл ашшӗнчен те туннӑ. Шутласа пӑхӑр-ха, вӑл Садокпа ытти священниксем Давида хӳтӗлес шутпа хӑйне сыхласа-тӗрӗслесе тӑнине пӗлсен, вӗсемпе мӗн тунӑ пулӗччӗ?

Давид Садока яваплӑ ӗҫ шанса панӑ, ҫав ӗҫе пула Садокӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулнӑ (9-мӗш абзаца пӑхӑр)


10. Садокпа унӑн тусӗсем Давидӑн пурнӑҫне мӗнле ҫӑлса хӑварнӑ?

10 Давид план тунӑ та Садокпа тепӗр хӑйӗн шанчӑклӑ тусне, Хусие, хӑйне пулӑшма ыйтнӑ (2 Пат. 15:32—37). Ҫав планпа килӗшӳллӗн Хусий Авессалом шанӑҫне кӗнӗ те Давида мӗнле ҫӗнтермелли пирки канаш панӑ. Ҫавна пула Давид хатӗрленме пултарнӑ. Хусий вара Садокпа Авиафара хӑй Авессалома мӗнле канаш панине каланӑ (2 Пат. 17:8—16). Лешӗсем Давида пӗлтернӗ (2 Пат. 17:17). Ҫапла Иегова пулӑшнипе Садокпа ытти священниксем Давидӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ (2 Пат. 17:21, 22).

11. Пухури тӑвансене пулӑшнӑ чухне хӑюллӑ Садокран тӗслӗх илес тесен мӗн тумалла?

11 Калӑпӑр, сире хӑрушлӑха лекнӗ тӑвансене пулӑшма ыйтрӗҫ. Хӑюллӑ Садокран тӗслӗх илес тесен мӗн тумалла? 1) Хушусене итлӗр. Йывӑр вӑхӑтра пӗрлӗхе упрани питӗ кирлӗ. Хӑвӑр вырӑнти филиал парса тӑракан инструкцисене тытса тӑрӑр (Евр. 13:17). Старейшинӑсен вӗсене тӑтӑшах сӳтсе явмалла, вара пухӑва инкеклӗ вӑхӑта хатӗрленме пулӑшмалла тата ун чухне мӗн тумаллине ӑнлантармалла (1 Кор. 14:33, 40). 2) Хӑюллӑ, ҫав вӑхӑтрах асӑрхануллӑ пулӑр (Ытар. 22:3). Мӗн те пулин тӑвиччен шутласа пӑхӑр. Хӑвӑр пурнӑҫа кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗртенех хӑрушлӑха кӗртсе ан ӳкерӗр. 3) Иегова ҫине шанӑр. Тӑвансене пулӑшнӑ чухне Иегова вӗсен пурнӑҫне кӑна мар, сирӗн пурнӑҫа та хакланине асра тытӑр. Вӑл пулӑшнипе эсир тӑвансемшӗн чи хӑрушсӑр майпа тӑрӑшма пултаратӑр.

12, 13. Викторпа Виталий каласа панинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

12 Икӗ старейшина, Викторпа Виталий, Украинӑра тӑвансене апатпа тата шывпа тивӗҫтернӗ. «Эпир пур вырӑнта та апат шыраттӑмӑр, — каласа парать Виктор. — Ҫавӑн чухне ҫывӑхра пӑшалпа пенине илтеттӗмӗр. Пӗррехинче пӗр арҫын тӑван питӗ нумай апат-ҫимӗҫ пачӗ. Ҫавна пула нумай тӑван пӗр вӑхӑт хушши тӑранса пурӑнчӗ. Ҫав апат-ҫимӗҫе машина ҫине тиенӗ чухне пирӗнтен пӗр 20 метртан ракета ӳкрӗ. Тӑвансене малалла та пулӑшма хӑюлӑх пултӑр тесе эпӗ Иеговӑна кун тӑршшӗпех йӑлӑнтӑм».

13 «Нумай хӑюлӑх кирлӗ пулчӗ, — тет Виталий. — Пӗрремӗш хутӗнче эпир ҫул ҫинче 12 сехет ирттертӗмӗр. Эпӗ ҫул тӑршшӗпех Иеговӑпа калаҫса пытӑм». Виталий хӑюллӑ, ҫав вӑхӑтрах асӑрхануллӑ пулнӑ. Малалла вӑл ҫапла калать: «Эпӗ яланах кӗлӗре ӑслӑ-тӑнлӑ тата сӑпайлӑ пулма пулӑшма ыйтаттӑм. Тата эпӗ влаҫсем хӑш ҫулпа ҫӳреме ирӗк панӑ, ҫав ҫулсемпе кӑна ҫӳреттӗм. Тӑвансем ҫума-ҫумӑн ӗҫленине курсан, манӑн ӗненӳ ҫирӗпленчӗ. Пӗрисем пирӗн валли ҫулсем суйлатчӗҫ, теприсем гуманитарлӑ пулӑшу пуҫтарса машина ҫине тиетчӗҫ, теприсем вара пире Викторпа иксӗмӗре апат ҫитеретчӗҫ тата канса илме паратчӗҫ».

Тӑвансене пулӑшнӑ чухне хӑюллӑ, ҫав вӑхӑтрах асӑрхануллӑ пулӑр (12, 13 абзацсене пӑхӑр)


ИЕГОВӐНА ШАНЧӐКЛӐ ПУЛӐР

14. Ҫывӑх ҫын Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахсан эпир мӗн туйма пултаратпӑр?

14 Пирӗн тус е хурӑнташ Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахсан чун ыратма пултарать (Пс. 77:40; Ытар. 24:10). Ҫынна мӗн чухлӗ ытларах юрататпӑр, ҫавӑн чухлӗ пире йывӑртарах килет. Сирӗнпе те ҫавӑн пекки пулса тухрӗ пулсан, Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ Садокӑн тӗслӗхӗ сире вӑй кӗртме пултарать.

15. Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлмашкӑн Садока мӗншӗн хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ? (3 Патшасен 1:5—8).

15 Садок, хӑйӗн ҫывӑх тусӗ Авиафар сутӑнчӑкла хӑтлансан та, Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Ҫакӑ Давид ватӑлса ҫитсен пулса тухнӑ. Иегова Давид хыҫҫӑн Соломон патшана ларӗ тесе каланӑ (1 Ҫул. 22:9, 10). Анчах та Давид ывӑлӗ Адония хӑй патшана ларасшӑн пулнӑ. (3 Патшасен 1:5—8 вуласа парӑр.) Авиафар Адония майлӑ тӑнӑ. Ҫапла вара вӑл Давида кӑна мар, Иеговӑна та сутнӑ. Ҫакӑ Садока мӗн тери кулянтарни ҫинчен шутласа пӑхӑр-ха. Вӗсем 40 ҫул ытла Иеговӑшӑн ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑнӑ: пӗрле священниксем пулса ӗҫленӗ тата «Турӑ саккунӗн арчине» пӑхса тӑнӑ (2 Пат. 8:17; 15:29). Ҫав ҫулсем хушшинче вӗсем Давидӑн влаҫӗ майлӑ пулнӑ тата нумай ӗҫе пӗрле тунӑ (2 Пат. 19:11—14).

16. Садока Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗн пулӑшнӑ?

16 Авиафар хӑйне мӗнле тытнине пӑхмасӑрах Садок Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Давид хӑйне Садок шанчӑклӑ пулни пирки нихӑҫан та иккӗленмен. Адония каварӗ ҫиеле тухсан, Давид Соломона патшана лартмашкӑн ҫу сӗрме Садока, Нафана тата Ванейӑна хушнӑ (3 Пат. 1:32—34). Садок таврашӗнче ҫавӑн пек ҫынсем пулни ӑна ҫирӗплетнӗ тата Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшнӑ (3 Пат. 1:38, 39). Соломон хӑй патшана ларсан Садока Авиафар вырӑнне священник пулма лартнӑ (3 Пат. 2:35).

17. Сирӗн тус е хурӑнташ Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахрӗ пулсан, Садок тӗслӗхӗ сире мӗнле пулӑшма пултарать?

17 Сирӗн тус е хурӑнташ Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахрӗ пулсан, Садок тӗслӗхӗ сире мӗнле пулӑшма пултарать? (Иис. Н. 24:15). Иеговӑна шанчӑклӑ пулма ҫирӗп шут тытӑр. Вӑл сире тӗрӗссине тума хӑюлӑх та, вӑй та парӗ. Ун ҫине шанӑр, ӑна кӗлтӑвӑр тата унӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемпе тачӑ хутшӑнӑр. Иегова эсир шанчӑклӑ пулнине хаклать тата ҫавӑншӑн сире пиллетех (2 Пат. 22:26).

18. Маркопа Сидсе тӗслӗхӗнчен эсир мӗне вӗренетӗр?

18 Маркопа унӑн арӑмӗн, Сидсен, тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӗсен ҫитӗнсе ҫитнӗ икӗ хӗрӗ те чӑнлӑха хӑварнӑ. Марко калать: «Ҫуралнӑ ачана алла илсенех сан чӗре юратупа тулать. Ӑна хӳтӗлес тесе эсӗ тем тума та хатӗр. Ҫавӑнпа та хӗрсем Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахсан, чӗре ҫурӑлса тухасла ырататчӗ». Вӑл ҫапла та калать: «Анчах Иегова яланах юнашар. Вӑл пире пӗр-пӗрне ҫирӗплетсе тӑма пулӑшать. Ман вӑй ҫук чухне арӑм мана йӑпатать тата Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма хавхалантарать. Вӑл хавшасан вара, эпӗ ӑна тӗреклететӗп». Сидсе ҫапла хушса калать: «Иегова пулӑшман пулсан, эпир чӑтса ирттереймен пулӑттӑмӑр. Хӗрсем чӑнлӑха хӑварнӑшӑн хама айӑплаттӑм, ҫавӑншӑн хуйха та ӳкрӗм. Ҫакӑн ҫинчен Иеговӑна каласа патӑм. Темиҫе кун иртсен Патшалӑх залӗнче ман пата хам нумай ҫул курман хӗрарӑм тӑван пычӗ. Вӑл мана ыталарӗ те куҫран пӑхса: „Сидсе, эсӗ айӑплӑ мар,“ — терӗ. Иегова мана хӑвармасть тата хӑйӗншӗн савӑнса ӗҫлеме пулӑшать».

19. Ҫак статьяна пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн эсир мӗнле тӗллевсем лартас терӗр?

19 Иегова хӑйӗн пур ӗҫлекенӗ те Садок пек хӑюллӑ пулччӑр тет (2 Тим. 1:7). Анчах та ҫакӑ хамӑр вӑй ҫине ҫеҫ шанмаллине пӗлтермест. Пирӗн Турӑ хӑйне шанасса кӗтет. Сире хӑюлӑх ҫитмест пулсан, Иеговӑран ыйтӑр. Вара вӑл сире Садок пекех хӑюллӑ тӑвӗ (1 Пётр 5:10).

126-МӖШ ЮРӐ Сыхӑ тӑрӑр, ҫирӗп пулӑр, тӗрекленӗр