Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

28-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

123-МӖШ ЮРӐ Турӑ хунӑ йӗркене пӑхӑнса тӑратпӑр

Чӑнлӑхпа суяна уйӑрса илме вӗренӗр

Чӑнлӑхпа суяна уйӑрса илме вӗренӗр

«Эппин, ҫирӗп тӑрӑр, пилӗке чӑнлӑх пиҫиххине ҫыхӑр» (ЭФ. 6:14).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Иегова вӗрентекен чӑнлӑха Шуйттанпа пирӗн тӑшмансем саракан суяран уйӑрса илме пире мӗн пулӑшӗ?

1. Мӗншӗн эсир чӑнлӑха хаклатӑр?

 ИЕГОВӐН ӗҫлекенӗсем Библири чӑнлӑха юратаҫҫӗ. Пирӗн ӗненӳ ун ҫинче никӗсленнӗ (Рим 10:17). Иегова христиансен пухӑвне вӑл «чӑнлӑхӑн тӗрекӗ тата никӗсӗ» пултӑр тесе йӗркеленине эпир пӗлетпӗр (1 Тим. 3:15). Тата эпир хамӑр хушӑра «ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене» хатӗр пулсах пӑхӑнатпӑр. Ҫав тӑвансем пире Библие ӑнланма тата Туррӑн ирӗкне туса тӑма пулӑшаҫҫӗ (Евр. 13:17).

2. Чӑнлӑха пӗлсен те пирӗнпе мӗн пулса тухма пултарать? (Иаков 5:19).

2 Чӑнлӑха тата Туррӑн организацине юратсан та, асӑрхануллӑ пулмасан, чӑнлӑх ҫулӗнчен пӑрӑнса кайма пулать. (Иаков 5:19 вуласа парӑр.) Шуйттан пирӗнтен ҫавна кӗтет те. Эпир Библие е Туррӑн организацийӗ паракан хушусене шанма пӑрахсан Шуйттан питӗ савӑннӑ пулӗччӗ (Эф. 4:14).

3. Мӗншӗн пирӗн чӑнлӑха пӑхӑнса тӑмалла? (Эфес 6:13, 14).

3 Эфес 6:13, 14 вуласа парӑр. Кӗҫех Шуйттан халӑхсене улталаса вӗсене Иеговӑна хирӗҫ тухма хӗтӗртӗ (Ӳлӗм. 16:13, 14). Унсӑр пуҫне, вӑл Туррӑн ӗҫлекенӗсене те улталас тесе тата та ытларах вӑй хурасса эпир пӗлетпӗр (Ӳлӗм. 12:9). Ҫавӑнпа та пирӗн чӑнлӑхпа суяна уйӑрса илме тата чӑнлӑха пӑхӑнма вӗренмелле (Рим 6:17; 1 Пётр 1:22). Пысӑк хӗн-асапра ҫӑлӑнасси ҫакӑнтан килет.

4. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

4 Ҫак статьяра эпир чӑнлӑхпа суяна уйӑрса илме тата Иеговӑн организацине шанма пулӑшакан икӗ лайӑх ене пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, чӑнлӑха пӑхӑнса тӑма пулӑшакан виҫӗ канаша сӳтсе явӑпӑр.

ЧӐНЛӐХПА СУЯНА УЙӐРСА ИЛМЕ ПУЛӐШАКАН ЛАЙӐХ ЕНСЕМ

5. Иеговӑран хӑрани чӑнлӑхпа суяна уйӑрса илме мӗнле пулӑшать?

5 Иеговӑран хӑрани. Иеговӑран хӑрани ӑна юратнипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Иеговӑна ҫав тери юратнӑран эпир ӑна хамӑр ӗҫсемпе кӳрентерме хӑратпӑр. Иегова хамӑра ырлани пирӗншӗн чи пӗлтерӗшли. Ҫавӑнпа та эпир ырӑпа усала тата чӑнлӑхпа суяна уйӑрса илме хӑнӑхса ҫитесшӗн (Ытар. 2:3—6; Евр. 5:14). Иеговӑна юратни ҫынран хӑранинчен вӑйлӑрах пулмалла. Мӗншӗн тесен ҫынсене мӗн килӗшни ытларах чухне Иеговӑна килӗшмест.

6. Мӗнле майпа вунӑ разведчик ҫынран хӑраса чӑнлӑха пӑснӑ?

6 Эпир Турӑран мар, ытларах ҫынсенчен хӑратпӑр пулсан, чӑнлӑхпа килӗшсе тӑманнине ӗненме пуҫлӑпӑр. Моисей Пама пулнӑ ҫӗре 12 разведчика ярсан мӗн пулса иртнине аса илер. Вӗсенчен вуннӑшӗ хананейсенчен хӑраса ӳкнӗ. Ҫынран хӑрани Иеговӑна юратнинчен вӑйлӑрах пулнӑ. Вӗсем ытти израильтянсене: «Эпир вӑл халӑха хирӗҫ каяймастпӑр, вӑл пирӗнтен вӑйлӑрах», — тесе каланӑ (Йыш. 13:28—32). Пӗр енчен ҫак сӑмахсем тӗрӗс пулнӑ. Мӗншӗн тесен, ҫын куҫӗпе пӑхсан, хананейсем израильтянсенчен вӑйлӑрах пулнӑ. Анчах та израильтянсем хӑйсен тӑшманӗсене ҫӗнтереймӗҫ тени тӗрӗсех пулнӑ-ши? Иегова ҫинчен манса кайнӑ ҫын кӑна ҫавӑн пек калама пултарнӑ. Ҫав вунӑ разведчикӑн Иеговӑн ирӗкӗ ҫинчен шутламалла пулнӑ. Вӑл вара израильтянсем ҫав ҫӗре ҫӗнсе илччӗр тенӗ. Тата вӗсен Иегова нумай пулмасть хӑйӗн халӑхне мӗнле ҫӑлнине асра тытмалла пулнӑ. Вара вӗсем хананейсен вӑйӗ, Туррӑн хӑвачӗпе танлаштарсан, ниме те тӑманнине ӑнланса илнӗ пулӗччӗҫ. Ҫав вунӑ разведчика ӗненӳ ҫитмен. Иисус Навинпа Халев пирки вара ун пек калаймӑн. Вӗсем Иегова ырланине мала хунӑ. Ҫак шанчӑклӑ израильтянсем халӑха: «Ҫӳлхуҫа, пире кӑмӑл курсассӑн, пире ҫав ҫӗре илсе кӗрӗ, ӑна... пире парӗ», — тенӗ (Йыш. 14:6—9).

7. Иеговӑран хӑрама вӗренес тесен мӗн тумалла? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

7 Иеговӑран хӑрама вӗренес тесен мӗн тумалла? Йышӑну тунӑ чухне кашнинчех Иеговӑн туйӑмӗсене шута илӗр (Пс. 15:8). Библире пӗр-пӗр лару-тӑру ҫинчен вуланӑ чухне хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Эпӗ унта пулнӑ пулсан хама мӗнле тытнӑ пулӑттӑм?» Калӑпӑр, эсир израильтянсем хушшинче тӑратӑр, вунӑ разведчик хананейсене ҫӗнтерейместпӗр тенине илтетӗр. Эсир вӗсем мӗн каланине ӗненсе хӑраса ӳкнӗ пулӑттӑрччӗ-и? Е Иеговӑна юратнӑран ӑна юрасшӑн пулӑттӑрччӗ-и? Иисус Навинпа Халев тӗрӗссине каланӑ, анчах халӑх вӗсене ӗненмен. Вара Иисус Навинпа Халевсӑр пуҫне ҫав ӑрури ҫынсенчен пӗри те Пама пулнӑ ҫӗре кӗреймен (Йыш. 14:10, 22, 23).

Эсир кама ӗненнӗ пулӑттӑр? (7-мӗш абзаца пӑхӑр)


8. Пирӗн мӗнле лайӑх ене тӑрӑшса аталантармалла тата мӗншӗн?

8 Кӗҫӗне хуни. Иегова хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсене кӑна чӑнлӑха уҫса парать (Матф. 11:25). Пире Библи вӗренме сӗнсен эпир хамӑра кӗҫӗне хурса пулӑшу кирлине ӑнланса илтӗмӗр (Ап. ӗҫ. 8:30, 31). Анчах та пирӗн мӑнкӑмӑлланса каясран асӑрханмалла. Мӑнкӑмӑлланса кайсан эпир хамӑр мӗн шутлани Библири принципсенчен тата Иеговӑн организацийӗ паракан хушусенчен кая мар теме пултаратпӑр.

9. Малалла та хамӑра кӗҫӗне хурас тесен мӗн тумалла?

9 Малалла та хамӑра кӗҫӗне хурас тесен мӗн тумалла? Иеговӑпа танлаштарсан хамӑр мӗн тери пӗчӗккӗ пулнине асра тытмалла (Пс. 8:4, 5). Иегова хамӑра тата ытларах кӗҫӗне хума пулӑштӑр тесе тата хӑйӗнчен вӗренес кӑмӑл патӑр тесе кӗлтума пулать. Иегова хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ тата хӑйӗн организаци паракан публикацисем урлӑ хӑйӗн шухӑшӗсене уҫса парать. Вӑл пире вӗсене хаклама тата хамӑр шухӑшсенчен мала хума пулӑшӗ. Библи вуланӑ чухне ҫакна курма тӑрӑшӑр: Иегова эпир хамӑра кӗҫӗне хунине юратать, хамӑра мӑнна хунине вара кураймасть. Пире чыслӑ ӗҫ шанса пачӗҫ пулсан, ҫавна нумай ҫын курса тӑрать пулсан, ҫавӑн чухне хамӑра тата ытларах кӗҫӗне хумалла.

ЧӐНЛӐХА ПӐХӐНСА ТӐМА МӖН ПУЛӐШАТЬ?

10. Иегова ӗлӗк-авал кам урлӑ хушусем парса тӑнӑ тата халӗ вӑл ҫавна мӗнле тӑвать?

10 Иеговӑн организацине яланах шанӑр. Иегова хӑйӗн халӑхне малтан Моисей урлӑ, кайран Иисус Навин урлӑ хушусем парса тӑнӑ (Иис. Н. 1:16, 17). Израильтянсен ҫав арҫынсем Иеговӑн представителӗсем пулнине ӑнланмалла пулнӑ. Вӗсене хисеплени халӑха пиллӗх кӳнӗ. Ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен христиансен пухӑвӗ йӗркеленсе кайнӑ. Ертсе пырас ӗҫе малтанах 12 апостол туса тӑнӑ, кайран вара — Иерусалимри ытти старейшинӑсем те (Ап. ӗҫ. 8:14, 15). Христиансем ҫав шанчӑклӑ арҫынсем парса тӑракан хушусене итленӗ чухне «пухусенчи тӑвансен ӗненӗвӗ ҫирӗпленсе пынӑ, вӗсен шучӗ кунран-кун ӳссе пынӑ» (Ап. ӗҫ. 16:4, 5). Хальхи вӑхӑтра та Иеговӑн организацине итлени пиллӗхсем кӳрет. Хамӑршӑн тӑрӑшма лартнӑ тӑвансене эпир хисеплемен пулсан, Иегова мӗн туйнӑ пулӗччӗ? Ҫавна пӗлес тесе айтӑр израильтянсем Пама пулнӑ ҫӗре кайнӑ чухне мӗн пулса иртнине пӑхса тухар.

11. Моисея хисеплемен израильтянсемпе мӗн пулнӑ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

11 Израиль халӑхӗ Пама пулнӑ ҫӗре кайнӑ чухне хӑш-пӗр ятлӑ-сумлӑ ҫынсем Моисея хирӗҫ тӑрса унӑн халӑха ертсе пыма право пурри пирки тавлашма пуҫланӑ. Вӗсем ҫапла каланӑ: «Пӗтӗм халӑх, пурте [Моисей кӑна мар] сӑваплӑ, вӗсем хушшинче Ҫӳлхуҫа!» (Йыш. 16:1—3). Чӑнах та, Турӑшӑн «пӗтӗм халӑх» сӑваплӑ пулнӑ. Анчах та израильтянсене ертсе пыма вӑл Моисея хушнӑ (Йыш. 16:28). Моисея тиркенӗ чухне пӑлхавҫӑсем чӑннипе Иеговӑна тиркенӗ. Вӗсем Иеговӑшӑн мар, хӑйсемшӗн тӑрӑшнӑ: влаҫшӑн тата чапшӑн ҫуннӑ. Турӑ пӑлхавҫӑсене тата вӗсем майлӑ тӑнӑ пин-пин ҫынна пӗтернӗ (Йыш. 16:30—35, 41, 49). Хальхи вӑхӑтра та ҫавӑн пекех: кам та пулин Иеговӑн организацийӗ паракан хушусене ним вырӑнне те хумасть пулсан, ҫакӑ Иеговӑна килӗшмест.

Эсир кам майлӑ тӑнӑ пулӑттӑр? (11-мӗш абзаца пӑхӑр)


12. Мӗншӗн эпир Иеговӑн организацине пӗр иккӗленмесӗр шанма пултаратпӑр?

12 Эпир Иеговӑн организацине пӗр иккӗленмесӗр шанма пултаратпӑр. Библири пӗр-пӗр чӑнлӑха ҫӗнӗрен ӑнлантарса памалла пулсан е Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫӗнче мӗнле те пулин улшӑнусем тумалла пулсан, Ертсе пыракан советри тӑвансем тӑхтаса тӑмасӑр ҫавна тӑваҫҫӗ (Ытар. 4:18). Мӗншӗн тесен Иеговӑна юрасси вӗсемшӗн чи кирли. Унсӑр пуҫне, йышӑну тӑвасса та вӗсем ҫавна Библире мӗн ҫырнине шута илсе тӑваҫҫӗ, ӑна тӗслӗх вырӑнне хураҫҫӗ.

13. Тӗслӗх вырӑнне хумалли тӗрӗс сӑмахсем мӗнсем вӗсем тата мӗншӗн вӗсене тытса тӑмалла?

13 «Тӗрӗс сӑмахсене... тӗслӗх вырӑнне хурса» тытса тӑрӑр (2 Тим. 1:13). Тӗслӗх вырӑнне хумалли тӗрӗс сӑмахсем вӗсем — Библире ҫырса панӑ христиансен вӗрентӗвӗсем (Иоанн 17:17). Эпир мӗне ӗненни веҫех ҫав вӗрентӳсем ҫинче тытӑнса тӑрать. Иеговӑн организацийӗ пире тӗрӗс сӑмахсене тытса тӑма вӗрентет. Ҫапла туни пире хӳтӗлӗ.

14. Пӗрремӗш ӗмӗрти хӑш-пӗр христиансем тӗслӗх вырӑнне хумалли тӗрӗс сӑмахсене мӗнле майпа тытса тӑма пӑрахнӑ?

14 Эпир тӗслӗх вырӑнне хумалли тӗрӗс сӑмахсене тытса тӑма пӑрахсан мӗн пулса тухма пултарать? Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Пӗрремӗш ӗмӗрте христиансен пухӑвӗнче Иеговӑн кунӗ ҫитрӗ ӗнтӗ текен сӑмах сарӑлнӑ. Мӗншӗн ҫапла пулса тухнӑ? Тен, вӗсем ҫыру илнӗ тата ӑна Павел апостол ҫырнӑ тесе шутланӑ. Фессалоникӑри хӑш-пӗр тӑвансем фактсене тӗрӗслемесӗр ҫав информацие ӗненсе лартнӑ, ӑна ыттисене те каласа пама пуҫланӑ. Хӑйсене Павел мӗне вӗрентнине асра тытнӑ пулсан, вӗсем улталанман пулӗччӗҫ (2 Фес. 2:1—5). Ҫавӑнпа та Павел вӗсене хӑйсем илтекен пур сӑмаха та ӗненсе лартмалла мар тесе каланӑ. Вӗсем малашне те тӗрӗссипе тӗрӗс маррине уйӑрса илме пултарччӑр тесе вӑл Фессалоникӑри тӑвансем патне янӑ иккӗмӗш ҫыру вӗҫӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Ҫак салам сӑмахӗсене эпӗ, Павел, хам аллӑмпах ҫыратӑп. Эпӗ хамӑн пур ҫырура та, вӗсем манран пулни паллӑ пултӑр тесе, ҫапла тӑватӑп» (2 Фес. 3:17).

15. Тӗрӗс пек курӑнакан суя информацие ӗненсе лартас мар тесен мӗн тумалла? Тӗслӗх илсе парӑр. (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

15 Павел апостол Фессалоникӑри тӑвансем патне ҫырнӑ сӑмахсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Эпир тӗлӗнтерсе, аптратса ӳкерекен е Библири чӑнлӑхпа килӗшсе тӑман информаци илтме пултаратпӑр. Ҫавӑн пек чухне пирӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла. Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче пурӑннӑ тӑвансем пӗррехинче ҫыру илнӗ. Вӑл тӗп управленирен килнӗ пек курӑннӑ. Ҫырура тӑвансене никама та пӑхӑнса тӑман уйрӑм организаци тума хавхалантарнӑ пулнӑ. Ҫав ҫырӑва тӑвансем ҫырнӑ пек туйӑннӑ пулин те, ӑна тӑшмансем ярса панӑ. Ҫапах та пирӗн шанчӑклӑ тӑвансем улталанман. Ҫырура мӗн ҫырни организаци мӗне вӗрентнипе килӗшсе тӑманнине вӗсем ӑнланса илнӗ. Хальхи вӑхӑтра чӑнлӑха хирӗҫ тӑракансем ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса пире аптратса яма, хамӑр хушӑри пӗрлӗхе аркатма хӑтланаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла, пӗтӗмлетӳсем тума васкамалла мар. Хамӑра хӳтӗлес тесен хамӑр мӗн вулани, мӗн илтни пире вӗрентнӗ чӑнлӑхсемпе килӗшсе тӑнипе тӑманнине тӗрӗслемелле (2 Фес. 2:2; 1 Иоанн 4:1).

Суяна чӑнлӑх пек кӑтартаҫҫӗ пулсан, ӗненсе ан лартӑр (15-мӗш абзаца пӑхӑр) a


16. Рим 16:17, 18 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пухура кам та пулин чӑнлӑхпа килӗшсе тӑман информацие сарать пулсан пирӗн мӗн тумалла?

16 Иеговӑна шанчӑклӑ тӑвансемпе пӗрлӗхре пулӑр. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем пурте хӑйне пӗрлӗхре пуҫҫапчӑр тет. Чӑнлӑха пӑхӑнса тӑрсан ҫеҫ пирӗн хушӑра пӗрлӗх пулать. Кам та пулин чӑнлӑхпа килӗшсе тӑман информацие сарать пулсан, пуху пайланса кайма пултарать. Ҫавӑнпа Турӑ пире ҫавӑн пек ҫынсенчен пӑрӑнмалла тесе асӑрхаттарать. Мӗншӗн тесен ҫапла тумасан эпир суяна ӗненсе лартса Турра шанчӑклӑ пулма пӑрахма пултаратпӑр. (Рим 16:17, 18 вуласа парӑр.)

17. Мӗншӗн чӑнлӑха уйӑрса илме пӗлмелле тата чӑнлӑха пӑхӑнса тӑмалла?

17 Эпир чӑнлӑха уйӑрса илме пӗлетпӗр пулсан тата чӑнлӑхпа пурӑнатпӑр пулсан, Иеговӑпа ҫывӑх пулӑпӑр, пирӗн ӗненӳ те ҫирӗп пулӗ (Эф. 4:15, 16). Ҫакӑ пире Шуйттан саракан суя вӗрентӳсемпе пропагандӑран хӳтӗлӗ. Тата ҫапла тусан, Иегова пире пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче пулӑшӗ. Чӑнлӑха пӑхӑнса тӑрӑр, вара «канӑҫлӑх паракан Турӑ сирӗнпе пулӗ» (Флп. 4:8, 9).

122-МӖШ ЮРӐ Тӗреклӗ пулӑр, ан иккӗленӗр!

a ӲКЕРЧӖК. Совет Союзӗнче пулса иртнӗ событи. Инсценировка. Арҫын тӑвансем ҫыру илнӗ, вӑл тӗп управленирен килнӗ пек курӑнать. Чӑннипе вара ӑна пирӗн тӑшмансем ҫырнӑ. Хальхи вӑхӑтра чӑнлӑха хирӗҫ тӑракан ҫынсем интернет урлӑ Иеговӑн организацийӗ ҫинчен суя информаци сарма пултараҫҫӗ.