Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Исаия 60:1-мӗшӗнче асӑннӑ «Иерусалим» мӗнле майпа «ҫӗкленет» тата «ҫуталать»?

Исаия 60:1-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Эй Иерусалим, ҫӗклен, ҫутал: санӑн ҫуту ҫитрӗ, сан ҫийӗн Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тухрӗ». Иерусалим хули е Сион, ҫав вӑхӑтра Иудейӑн тӗп хули пулнӑскер, пӗтӗм халӑха пӗлтерет (Ис. 60:14; 62:1, 2). Исаия сӑмахӗсене вуланӑ май икӗ ыйту сиксе тухать. Пӗрремӗшӗнчен, Иерусалим хӑҫан тата мӗнле майпа «ҫӗкленнӗ» тата «ҫуталнӑ»? Иккӗмӗшӗнчен, ҫак пророкла калани пирӗн вӑхӑтра мӗнле те пулин пурнӑҫланать-и?

Иерусалим хӑҫан тата мӗнле майпа «ҫӗкленнӗ» тата «ҫуталнӑ»? Еврейсем 70 ҫул хушши Вавилонра тыткӑнра пулнӑ. Ҫав ҫулсем хушшинче Иерусалимпа храм вырӑнӗнче ҫаплипех ишӗлчӗксем выртнӑ. Мидянсемпе перссем Вавилона ҫӗнсе илсен, израильтянсене тӑван ҫӗршывне таврӑнса Иеговӑна каллех тӗрӗс пуҫҫапма пуҫлама ирӗк панӑ (Езд. 1:1—4). Пирӗн эрӑчченхи 537 ҫулта Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем, мӗнпур 12 йӑхран тухнӑскерсем, Иерусалима ҫитнӗ (Ис. 60:4). Вӗсем Иеговӑна парнесем кӳме, уявсем уявлама тата храма ҫӗнӗрен туса лартма пуҫланӑ (Езд. 3:1—4, 7—11; 6:16—22). Ҫапла майпа Иеговӑн мухтавлӑхӗ каллех Иерусалима, урӑхла каласан, Туррӑн халӑхне, ҫутатса янӑ. Ҫав халӑх вара Иеговӑна пӗлмен кӳршӗ халӑхсемшӗн, сӑнарлӑ каласан, ҫутӑ пулса тӑнӑ.

Анчах та Исаийӑн пророкла сӑмахӗсем авалхи Иерусалим ҫинче хӑш-пӗр енчен кӑна пурнӑҫланнӑ. Израильтянсенчен ытларахӑшӗ Турра итлеме пӑрахнӑ (Неем. 13:27; Мал. 1:6—8; 2:13, 14; Матф. 15:7—9). Каярахпа вӗсем Мессийӑна та, Иисус Христоса, сирсе янӑ (Матф. 27:1, 2). Юлашкинчен, пирӗн эрӑри 70-мӗш ҫулта Иерусалима тата унти храма иккӗмӗш хут аркатнӑ.

Ҫапла пулса тухасса Иегова малтанах каласа хунӑ пулнӑ (Дан. 9:24—27). Апла пулсан, Турӑ шутласа хунӑ тӑрӑх, Исаия кӗнекинчи 60-мӗш сыпӑкри ҫӗнӗрен туса лартасси ҫинчен каланӑ пророкла сӑмахсем ҫӗр ҫинчи Иерусалим ҫинче ҫеҫ пурнӑҫланмалла пулман.

Ҫак пророкла калани пирӗн вӑхӑтра пурнӑҫланать-и? Пурнӑҫланать. Анчах та вӑл тепӗр сӑнарлӑ хӗрарӑмпа — «ҫӳлти Иерусалимпа» — ҫыхӑннӑ. Павел апостол ун пирки: «Вӑл — пирӗн анне», — тенӗ (Гал. 4:26). Ҫӳлти Иерусалим — Туррӑн организацийӗн пӗлӗтри пайӗ. Вӑл Иеговӑн тӳпери шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсенчен тӑрать. Ҫав хӗрарӑмӑн ачисем — Иисус тата святой сывлӑшпа суйласа илнӗ 144 000-ӗшӗ. Вӗсем, Павел пекех, пӗлӗтре пурӑнӗҫ. Святой сывлӑшпа суйласа илнисем вӗсем — «сӑваплӑ халӑх», «Туррӑн Израилӗ» (1 Пётр 2:9; Гал. 6:16).

Ҫӳлти Иерусалим мӗнле майпа «ҫӗкленнӗ» тата «ҫуталма» пуҫланӑ? Ҫӗкленсе ҫуталма пуҫлакансем вӗсем — унӑн ачисем, ҫӗр ҫинче пурӑнакан святой сывлӑшпа суйласа илнисем. Айтӑр Исаия кӗнекинчи 60-мӗш сыпӑкра мӗн каланине вӗсемпе мӗн пулса иртнипе танлаштарар.

Мӗншӗн святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансен «ҫӗкленмелле» пулнӑ? Пирӗн эрӑри II ӗмӗрте чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисен вӗрентӗвӗсем ҫумкурӑк пек анлӑ сарӑлнӑ. Вара святой сывлӑшпа суйласа илнисем сӑнарлӑ тӗттӗмлӗхе путнӑ (Матф. 13:37—43). Ҫапла майпа вӗсем Аслӑ Вавилонӑн — суя тӗнӗн пӗтӗм тӗнчери империйӗн — тыткӑнне лекнӗ. Вӗсем ҫав тыткӑнра ҫак тӗнчен юлашки кунӗсем пуҫланиччен пулнӑ (Матф. 13:39, 40). Ҫав тапхӑр 1914 ҫулта пуҫланнӑ. Святой сывлӑшпа суйласа илнисем 1919 ҫулта ирӗке тухсан тӳрех «ҫутатма» — Турӑ Патшалахӗ ҫинчен ырӑ хыпара хастаррӑн сарма — пуҫланӑ a. Ҫав вӑхӑтранпа ҫак сӑнарлӑ ҫутӑ патне мӗнпур халӑхри ҫынсем пыраҫҫӗ. Вӗсем хушшинче Туррӑн Израилӗн шутне кӗрекенсем — Исаия 60:3-мӗшӗнче асӑннӑ «патшасем» (Ӳлӗм. 5:9, 10).

Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем пуласлӑхра Туррӑн ҫутипе тата ытларах ҫутатса тӑрӗҫ. Ҫав пур христианинӑн та ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗ вӗҫленсен, вӗсем пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ те, «Ҫӗнӗ Иерусалим», е Христосӑн ҫураҫнӑ хӗрӗ, пулса тӑрӗҫ. Ҫав ҫураҫнӑ хӗр 144 000 патшапа священникран тӑрать (Ӳлӗм. 14:1; 21:1, 2, 24; 22:3—5).

Исаия 60:1-мӗшӗнчи пророкла сӑмахсем Ҫӗнӗ Иерусалима пула пӗтӗмпех пурнӑҫланӗҫ. (Исаия 60:1, 3, 5, 11, 19, 20 сӑвӑ йӗркисене Ӳлӗмхи 21:2, 9—11, 22—26 сӑвӑ йӗркисемпе танлаштарӑр.) Авалхи Израильте патша ҫӗр ҫинчи Иерусалим хулинче ертсе пынӑ пекех, ҫӗнӗ тӗнчере Ҫӗнӗ Иерусалимпа Христос ертсе пырӗҫ. Ҫӗнӗ Иерусалим «тӳперен Турӑ патӗнчен» анни мӗне пӗлтерет? Ҫакӑ святой сывлӑшпа суйласа илнисем ҫӗр ҫинче пурӑнакансемшӗн тӑрӑшассине пӗлтерет. Турӑран хӑраса пурӑнакан ҫынсем Ҫӗнӗ Иерусалимӑн «ҫутинче» ҫӳрӗҫ. Вӗсем ҫылӑхпа вилӗмрен те хӑтӑлӗҫ (Ӳлӗм. 21:3, 4, 24). Вара Исаийӑпа ытти пророксем каланӑ пек, пӗтӗмпех ҫӗнӗ пулса тӑрӗ (Ап. ӗҫ. 3:21). Ҫав вӑхӑт Иисус патшана ларсан пуҫланнӑ. Вӗҫленме вара Иисус пин ҫул хушши ертсе пырас тапхӑр иртсен вӗҫленӗ.

a 1919 ҫулта Туррӑн ӗҫлекенӗсем ӑна каллех тӗрӗс пуҫҫапма пуҫлани пирки Иезекииль 37:1—14 тата Ӳлӗмхи 11:7—12 сӑвӑ йӗркисенче те ҫырнӑ. Иезекииль святой сывлӑшпа суйласа илнӗ пур христианин та чылай вӑхӑт хушши тыткӑнра пулнӑ хыҫҫӑн Турра каллех тӗрӗс пуҫҫапма пуҫлани ҫинчен пророкла каланӑ пулнӑ. Ӳлӗмхи кӗнекери пророкла сӑмахсенче вара Иеговӑн халӑхне ертсе пынӑ святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансен пысӑках мар ушкӑнӗ, сӑнарлӑ каласан, чӗрӗлсе тӑни ҫинчен каланӑ. Хӑйсене ним айӑпсӑрах тӗрмене хупса хунине пула ҫав тӑвансем пӗр вӑхӑт хушши Турӑшӑн хастаррӑн ӗҫлесе тӑрайман, анчах та вӗсем «чӗрӗлнӗ» теме пулать. 1919 ҫулта Иисус ҫав тӑвансене «шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чура» пулма лартнӑ (Матф. 24:45; «Чистое поклонение Иегове восстановлено!» кӗнекене пӑхӑр, 118-мӗш страница).