23-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
28-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн тусӗсем пулар
Иегова пире хӑйӗн чатӑрне чӗнет
«Туррӑн чатӑрӗ — ҫынсем хушшинче, Турӑ вӗсемпе пӗрле пурӑнӗ» (ӲЛӖМ. 21:3).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Ҫак статьяран эпир Иегова хӑйӗн чатӑрне кама чӗннине, хӑйӗн хӑнисенчен вӑл мӗн кӗтнине тата вӗсемшӗн мӗнле тӑрӑшнине пӗлӗпӗр.
1, 2. Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене мӗнле чыс тунӑ?
ИЕГОВА сирӗншӗн кам вӑл? Тен, эсир: «Вӑл манӑн Атте, манӑн Турӑ тата манӑн Тус», — тейӗр. Иеговӑна урӑх сӑмахсемпе те сӑнласа пама пултаратӑр пулӗ. Анчах та эсир ун пирки тараватлӑ Кил хуҫи тесе хӑҫан та пулин каланӑ-и?
2 Давид патша Иеговӑна кил хуҫипе, унӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене вара унӑн хӑнисемпе танлаштарнӑ. Вӑл: «Эй Ҫӳлхуҫа! Санӑн ҫуртунта кам тӑма пултарайӗ? Санӑн сӑваплӑ тӑву ҫине кам вырӑнаҫма пултарайӗ?» — тесе ыйтнӑ (Пс. 14:1). Ҫак сӑмахсенчен ҫын Иеговӑн хӑни — унӑн тусӗ — пулма пултарни курӑнать. Мӗн тери пысӑк чыс! Ҫӳҫентерсех ярать!
ИЕГОВА ПИРЕ ХӐНАНА ЧӖНЕТ
3. а) Иеговӑн пӗрремӗш хӑни кам пулнӑ? ӑ) Иеговӑпа унӑн пӗрремӗш хӑнине вӑхӑта пӗрле ирттерме килӗшнӗ-и?
3 Малтанах Иегова пӗччен пулнӑ. Кайран вӑл хӑйӗн Ывӑлне тунӑ. Лешӗ вара унӑн чатӑрӗнче пӗрремӗш хӑна пулнӑ. Ӑна хӑна туни Иеговӑна нумай савӑнӑҫ панӑ. Библире Иеговӑшӑн унӑн Ывӑлӗ «куллен-кунхи савӑнӑҫ пулнӑ» тенӗ. Иисус та Иегова «умӗнче вӗҫӗмсӗр хавасланса тӑнӑ» тесе ҫырнӑ (Ытар. 8:30).
4. Иегова хӑйӗн чатӑрне тата кама чӗннӗ?
4 Каярахпа Иегова ытти ангелсене туса вӗсене те хӑйӗн чатӑрне чӗннӗ. «Турӑ ывӑлӗсем» унпа пӗрле пулма хавас пулнӑ (Иов 38:6, 7; Дан. 7:10). Малтанах Иеговӑн хӑнисем хушшинче унпа пӗрле тӳпере пурӑнакансем кӑна пулнӑ. Кайран вӑл ҫынсене тунӑ. Иегова вӗсене те хӑйӗн чатӑрне хӑнана чӗннӗ. Унӑн хӑнисем хушшинче, сӑмахран, Енох, Ной, Авраам тата Иов пулнӑ. Турӑ вӗсене хӑйӗн тусӗсем тенӗ, мӗншӗн тесен лешӗсем унӑн ирӗкне туса пурӑннӑ (Пулт. 5:24; 6:9; Иов 29:4; Ис. 41:8).
5. Иезекииль 37:26, 27 сӑвӑ йӗркисенче пророкла каланинчен эпир мӗн пӗлетпӗр?
5 Ӗмӗрсем хушши Иегова ҫӗнӗ туссене хӑйӗн патне хӑнана чӗнсе тӑрать. (Иезекииль 37:26, 27 вуласа парӑр.) Иезекииль пророкла каланинчен ҫакӑ курӑнать: Иегова хӑйӗншӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенсемпе хӑйӗн хушшинче ҫывӑх хутшӑнусем пулччӑр тет. Вӑл вӗсене хӑйсемпе «канӑҫлӑх халалне» хывма сӑмах панӑ. Ҫак пророкла калани пуласлӑхра святой сывлӑшпа суйласа илнисем тата ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансем «пӗр кӗтӳ» пулса тӑрассине тата Иеговӑн чатӑрӗнче пӗрле пурӑнассине кӑтартса парать (Иоанн 10:16). Ҫакӑ халех пулса пырать!
ИЕГОВА ХӐЙӖН КАШНИ ХӐНИШӖН ТӐРӐШАТЬ
6. Ҫын хӑҫан Иеговӑн хӑни пулса тӑрать тата Иеговӑн чатӑрӗ ӑҫта вырнаҫнӑ?
6 Ӗлӗк-авал ҫынсем чатӑрта канса илнӗ тата ҫанталӑк япӑх чухне пытаннӑ. Кам патне те пулин чатӑра пырса кӗрсен ҫын хӑйӗншӗн чатӑр хуҫи тӑрӑшасса шаннӑ. Хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалласан эпир унӑн хӑнисем пулса тӑратпӑр (Пс. 60:5). Унӑн чатӑрӗнче пире сӗтел тулли сӑнарлӑ апат кӗтет тата эпир Иеговӑн ытти хӑнисемпе хутшӑнса савӑнма пултаратпӑр. Иеговӑн чатӑрӗ пӗр-пӗр ятарлӑ вырӑнта мар, унӑн ӗҫлекенӗсем ӑҫта, чатӑрӗ те ҫавӑнтах вырнаҫнӑ. Эсир урӑх ҫӗршыва, сӑмахран, ятарлӑ конгреса кайрӑр пулсан, унта хӑвӑр пекех Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑракан пирӗн тӑвансене тӗл пулнӑ пулӗ. Вӗсем те Иеговӑн чатӑрӗнчи хӑнасем (Ӳлӗм. 21:3).
7. Мӗншӗн Иеговӑн вилнӗ шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем халӗ те унӑн чатӑрӗнче тесе калама пулать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
7 Иеговӑн вилнӗ шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пирки вара мӗн калама пулать? Вӗсем халӗ те унӑн чатӑрӗнче-и? Ҫапла. Мӗншӗн апла калама пулать? Мӗншӗн тесен вӗсем Иеговӑн асӗнче чӗрӗ. Ҫакӑ Иисусӑн сӑмахӗсенчен курӑнать: «Вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине вара Моисей та кӑтартса панӑ. Вӑл йӗплӗ тӗм ҫинчен каласа панӑ чухне Иеговӑна „Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри“ тенӗ. Вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри, мӗншӗн тесен вӗсем пурте уншӑн чӗрӗ» (Лука 20:37, 38).
ИЕГОВА ХӐЙӖН ХӐНИСЕНЕ МӖНЛЕ ХӲТӖЛЕТ ТАТА ВӐЛ ВӖСЕНЧЕН МӖН КӖТЕТ?
8. Иеговӑн чатӑрӗ мӗнрен хӳтӗлет?
8 Ахаль чатӑрта канса илме тата йӗпе-сапаран пытанма пулать. Туррӑн чатӑрӗ вара Иеговӑн ӗҫлекенӗсемпе ун хушшинчи хутшӑнусене сыхлать тата шанчӑка ҫухатасран хӳтӗлет. Иеговӑпа юнашар пулатпӑр пулсан Шуйттан пире тӳрленми сиен кӳме пултараймасть (Пс. 30:24; 1 Иоанн 3:8). Ҫӗнӗ тӗнчере Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе хӑй хушшинчи туслӑха аркатма пултаракан япаласенчен кӑна мар, вилӗмрен те хӳтӗлӗ (Ӳлӗм. 21:4).
9. Иегова хӑйӗн хӑнисенчен мӗн кӗтет?
9 Иеговӑн чатӑрӗнче хӑнара пулни пысӑк чыс. Мӗншӗн тесен ҫакӑ эпир Иеговӑпа туслӑ пулнине пӗлтерет. Ҫак туслӑх вара ӗмӗрлӗхе тӑсӑлма пултарать. Иегова пире хӑйӗн чатӑрне чӗннӗшӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартмалла-ха? Сӑмахран, сире хӑнана чӗнсен эсир унта хӑвӑра хуҫасем пек тытмастӑр вӗт. Сире ура хывма ыйтрӗҫ пулсан, эсир ҫапла тӑватӑр та. Ҫавӑнпа пирӗн те Иегова хӑйӗн хӑнисенчен мӗн кӗтнине пӗлмелле. Эпир Иеговӑна юрататпӑр, ҫавӑнпа та ӑна «пур тӗлӗшрен те юраса» пурӑнасшӑн (Кол. 1:10). Вӑл пирӗншӗн тус кӑна мар, Турӑ та, Атте те, акӑ мӗншӗн пирӗн ӑна хисеплемелле (Пс. 24:14). Вӑл кам пулнине асра тытса ӑна яланах чун-чӗререн хисеплемелле. Ҫапла тусан эпир ӑна кӳрентерме пултаракан ӗҫсенчен пӑрӑнӑпӑр. Паллах, пирӗн Иегова умӗнче «йӑваш ӑслӑ» ҫӳрес килет (Мих. 6:8).
ИЕГОВА ИЗРАИЛЬТЯНСЕНЕ КАМНЕ КУРА УЙӐРМАН
10, 11. Израильтянсем Синай пушхирӗнче ҫӳренӗ чухне мӗншӗн Иегова вӗсенчен нихӑшне те камне кура уйӑрман теме пулать?
10 Иегова хӑйӗн хӑнисене камне кура уйӑрмасть (Рим 2:11). Ҫакӑ унӑн халӑхӗ Синай пушхирӗнче ҫӳренӗ чухне вӑл хӑйне унпа мӗнле тытнинчен курӑнать.
11 Иегова израильтянсене Египет чуралӑхӗнчен хӑтарсан, вӗсене сӑваплӑ чатӑр тума хушнӑ. Тата унта ӗҫлесе тӑма священниксемпе левитсене лартнӑ. Ҫакӑ сӑваплӑ чатӑрта ӗҫлекенсемшӗн е унпа юнашар пурӑнакансемшӗн Иегова лайӑхрах тӑрӑшнине пӗлтерет-и? Ҫук, вӑл ҫынна камне кура уйӑрмасть.
12. Иегова хӑйӗн халӑхӗнчи ҫынсене камне кура уйӑрманни ӑҫтан курӑннӑ? (Тухни 40:38). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
12 Израиль ҫынни тапӑрта кирек ӑҫта пурӑннӑ пулсан та, кирек мӗнле тивӗҫ туса тӑнӑ пулсан та Иеговӑн тусӗ пулма пултарнӑ. Сӑмахран, Турӑ чатӑр тӗлӗнче тӑракан вут юпапа пӗлӗт юпана пӗтӗм халӑха курӑнмалла тунӑ. (Тухни 40:38 вуласа парӑр.) Пӗлӗт халӑха урӑх вырӑна илсе каймашкӑн ҫӗкленсен ӑна тапӑр хӗрринче пурӑнакансем те курнӑ. Ҫавна пула вӗсем хӑйсен чатӑрӗсемпе япалисене вӑхӑтра пуҫтарса ыттисемпе пӗрле ҫула тухма пултарнӑ (Йыш. 9:15—23). Унсӑр пуҫне, пурте икӗ кӗмӗл труба кӑшкӑртнине лайӑх илтнӗ, вара пурте вырӑнтан тапраннӑ (Йыш. 10:2). Пӗр-пӗр ҫын сӑваплӑ чатӑр ҫывӑхӗнче пурӑннӑ пулсан, ҫакӑ унпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫывӑхрах пулнине пӗлтермен. Ҫак тин кӑна йӗркеленнӗ халӑхра кашни Туррӑн хӑни пулма пултарнӑ. Вӑл кашнишӗн тӑрӑшнӑ, кашнине хӳтӗленӗ. Паян та ҫавӑн пекех: эпир кирек ӑҫта пурӑнсан та, пире юратакан Турӑ хамӑра ертсе пырӗ тата хӳтӗлӗ.
ИЕГОВА ПАЯН ТА ҪЫННА КАМНЕ КУРА УЙӐРМАСТЬ
13. Иегова ҫынна камне кура уйӑрманни паян ӑҫтан курӑнать?
13 Хальхи вӑхӑтра Туррӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем Иегова Свидетелӗсен тӗп управленийӗпе е пӗр-пӗр филиалпа юнашар пурӑнаҫҫӗ. Унта ӗҫлекенсем те пур. Ҫавӑнпа та хӑш-пӗр тӑвансем Вефильти тӗрлӗ уйрӑмсенче пулӑшма тата унти яваплӑ арҫын тӑвансемпе хутшӑнма пултараҫҫӗ. Теприсем вара район старейшини пулса е мӗнле те пулин урӑх ятарлӑ майпа Иеговӑшӑн ӗҫлеҫҫӗ. Сирӗн ҫавӑн пек майсем ҫук пулсан, ан кулянӑр. Чи кирли вӑл — эсир Иеговӑн хӑнисем. Вӑл вара, кама хӑйӗн патне чӗннӗ, ҫавсене пурне те юратать. Иегова пирӗншӗн кашнишӗн тӑрӑшать (1 Пётр 5:7). Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пурне те сӑнарлӑ апат парса тӑрать, ертсе пырать тата хӳтӗлет.
14. Иегова камне кура уйӑрманнине кӑтартакан тепӗр тӗслӗх илсе парӑр.
14 Акӑ Иегова ҫынна камне кура уйӑрманнине кӑтартакан тепӗр тӗслӗх. Паян ҫынсем кирек ӑҫта пурӑнсан та Библи вулама пултараҫҫӗ. Малтанах ӑна виҫӗ чӗлхепе — еврей, арамей тата грек чӗлхипе — ҫырнӑ пулнӑ. Ҫав чӗлхесемпе Библи вулакан ҫынсен Иеговӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусем ҫывӑхрах теме пулать-и? Паллах, ҫук (Матф. 11:25).
15. Иегова тӗрлӗ ҫынпа туслӑ пуласшӑн пулни ӑҫтан курӑнать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
15 Авалхи чӗлхесене пӗлмесен те, пирӗн аслӑ пӗлӳ ҫук пулсан та, эпир Иеговӑн тусӗсем пулма пултаратпӑр. Библие ӑнланас тесен профессор пулмалла мар. Иегова хӑйӗн Сӑмахне пин-пин чӗлхе ҫине куҫарччӑр тесе тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпа та пӗтӗм тӗнчери ҫынсем Турра лайӑхрах пӗлме тата унӑн канашӗсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ (2 Тим. 3:16, 17).
ИЕГОВӐН ЧАТӐРӖНЧЕ ТӐРСА ЮЛӐР
16. Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова хӑйӗн хӑнисенчен мӗн кӗтет?
16 Эпир Иеговӑна пире хӑйӗн чатӑрне чӗннӗшӗн питӗ пархатарлӑ. Вӑл чи ырӑ, чи юратакан тата чи тараватлӑ Кил хуҫи. Тата вӑл ҫынна камне кура уйӑрмасть. Иегова тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫынна хӑнана чӗнет. Вӑл ҫын ӑҫта пурӑннине, мӗнле ҫемьере ҫуралнине, мӗнле пӗлӳ илнине, мӗнле халӑхран тухнине, миҫере пулнине, арҫын е хӗрарӑм пулнине пӑхмасть. Анчах та вӑл хӑнисенчен хӑйне хисеплессе кӗтет. (Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35 вуласа парӑр.)
17. Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
17 Псалом 14:1-мӗшӗнче Давид ҫакӑн пек ыйтусем панӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа! Санӑн ҫуртунта кам тӑма пултарайӗ? Санӑн сӑваплӑ тӑву ҫине кам вырӑнаҫма пултарайӗ?» Малалла вӑл, Турӑ хавхалантарнипе, ҫав ыйтусен хуравӗсене ҫырса хунӑ. Тепӗр статьяра эпир 14-мӗш Псалома тӗплӗнрех сӳтсе явӑпӑр та Иегова хӑйӗн хӑнисенчен тата мӗн кӗтнине пӗлӗпӗр.
32-МӖШ ЮРӐ Иегова енне тӑр!