Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

25-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

7-МӖШ ЮРӐ Иегова — пирӗн вӑй-хӑват

Иегова чӗрӗ Турӑ пулнине асра тытӑр

Иегова чӗрӗ Турӑ пулнине асра тытӑр

«Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» (ПС. 17:47).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Хамӑр пуҫҫапса пурӑнакан Турӑ чӗрӗ пулнине мӗншӗн асра тытмалла?

1. Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлеме пире мӗн пулӑшать?

 «ПИТӖ йывӑр вӑхӑтсем». Ҫакна Библире хальхи вӑхӑт пирки каланӑ (2 Тим. 3:1). Ҫак тӗнчере пур ҫын та тӗл пулакан йывӑрлӑхсемсӗр пуҫне Иеговӑн халӑхӗ хӗсӗрленипе тата хирӗҫ тӑнипе тӗл пулать. Ҫак йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлеме пире мӗн пулӑшать? Эпир вӑл хамӑра пулӑшса тӑнине курса тӑнӑ тата вӑл «чӗрӗ Турӑ» пулнине пӗлетпӗр (Иер. 10:10; 2 Тим. 1:12).

2. Иегова пирки эпир мӗн пӗлетпӗр?

2 Иегова пирӗн кашни йывӑрлӑха курса тӑрать тата пире пулӑшма яланах майсем шырать (2 Ҫул. 16:9; Пс. 22:4). Вӑл чӗрӗ Турӑ пулнине асра тытатпӑр пулсан, кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пултарӑпӑр. Ҫакна Давид патшан тӗслӗхӗ мӗнле ҫирӗплетсе панине пӑхса тухар.

3. «Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» тенипе Давид мӗн каласшӑн пулнӑ?

3 Давид Иеговӑна пӗлнӗ тата ун ҫине шаннӑ. Саул патшаран тата ытти тӑшмансенчен тарса ҫӳренӗ чухне вӑл Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ (Пс. 17:7). Турӑ унӑн кӗлли ҫине хуравласа ӑна ҫӑлсан, Давид хавхаланса: «Ҫӳлхуҫа чӗрӗ», — тенӗ (Пс. 17:47). Ҫакӑнпа Давид мӗн каласшӑн пулнӑ? Пӗр справочникра каланӑ тӑрӑх, Давид Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене яланах пулӑшма хатӗр чӑн-чӑн Турӑ пулнине палӑртнӑ. Давид хӑйӗн Турри чӗрӗ пулнине хӑй ҫинче туйса илнӗ. Ҫавӑнпа вӑл Иеговӑшӑн малалла та ӗҫлесе тӑма, ӑна мухтава кӑларма ҫирӗп шут тытнӑ пулнӑ (Пс. 17:29, 30, 50).

4. Иегова чӗрӗ Турӑ пулнине ӑнланни пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

4 Иегова чӗрӗ Турӑ пулни пирки иккӗленместпӗр пулсан, эпир уншӑн хастаррӑн, чуна парса ӗҫлесе тӑрӑпӑр тата пирӗн йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме вӑй пулӗ. Унсӑр пуҫне, эпир ниме те хамӑра Иеговӑран уйӑрса яма памӑпӑр.

ЧӖРӖ ТУРӐ СИРЕ ВӐЙ ПАРӖ

5. Мӗншӗн пирӗн йывӑрлӑхсенчен хӑрамалла мар? (Филиппӑ 4:13).

5 Иегова чӗрӗ Турӑ пулнине тата вӑл пире пулӑшма ялан хатӗр пулнине асра тытатпӑр пулсан, эпир кирек мӗнле йывӑрлӑха та — пысӑккине те, пӗчӗккине те — чӑтса ирттерме пултарӑпӑр. Мӗншӗн тесен вӑл татса пама пултарайман йывӑрлӑх ҫук. Иегова — Пурне те Тума Пултаракан Турӑ, ҫавӑнпа та пире веҫех чӑтса ирттерме вӑй пама пултарать. (Филиппӑ 4:13 вуласа парӑр.) Апла пулсан, пирӗн йывӑрлӑхсенчен хӑрамалла мар, мӗншӗн тесен Иегова пире пӗчӗк йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшнӑ пулсан, вӑл пире пысӑк йывӑрлӑхсене те чӑтса ирттерме пулӑшӗ.

6. Давидпа яш чухне мӗн пулса иртни ӑна Иегова ҫине хытӑрах шанма мӗнле пулӑшнӑ?

6 Давидпа пулса иртнӗ икӗ тӗслӗхе аса илер, вӗсем ӑна Иегова ҫине хытӑрах шанма пулӑшнӑ. Яш ача пулнӑ чухне вӑл хӑйӗн ашшӗн кӗтӗвне пӑхнӑ. Пӗр хутӗнче арӑслан сурӑх тытса кайнӑ, тепринче — упа. Икӗ хутӗнче те Давид хӑюллӑ пулса тискер чӗрчуна хӑваласа ҫитсе сурӑхсене ҫӑлса хӑварнӑ. Ҫавах та Давид хӑйӗн вӑйӗпе ҫӗнтернӗ тесе шутламан. Вӑл ҫавна тума хӑйне Иегова пулӑшнине пӗлнӗ (1 Пат. 17:34—37). Давид хӑйне Иегова мӗнле пулӑшнине нихӑҫан та манман. Ҫавӑн пирки шухӑшланине пула вӑл хӑйне чӗрӗ Турӑ пуласлӑхра та вӑй парассине хытӑрах шанма пуҫланӑ.

7. Давид мӗн ҫинчен шухӑшланӑ тата ҫакӑ ӑна Голиафа хирӗҫ тухма мӗнле пулӑшнӑ?

7 Каярахпа Давид Израиль ҫар ҫыннисен лагерьне хӑйӗн пиччӗшӗсене курма килнӗ. Ун чухне вӑл 20 ҫула та ҫитмен пулнӑ-ха. Унта вӑл Израиль ҫарӗнчен тӑрӑхласа кулакан Голиафран, Филисти улӑпӗнчен, сехӗрленсе ӳкнӗ ҫар ҫыннисене курнӑ (1 Пат. 17:10, 11). Вӗсем хӑйсен тӑшманӗ мӗн тери пысӑк пулни ҫинчен тата вӑл мӗн калани ҫинчен шутланине пула хӑраса ӳкнӗ (1 Пат. 17:24, 25). Давид вара урӑххи ҫинчен шутланӑ. Вӑл Голиаф Израиль ҫарӗнчен кулнӑ чухне чӑннипе «чӗрӗ Турӑран» кулнине ӑнланнӑ (1 Пат. 17:26). Давид Иегова ҫинчен шухӑшланӑ. Вӑл хӑйне кӗтӳҫӗ пулнӑ чухне пулӑшнӑ Турӑ ку хутӗнче те пулӑшасси пирки иккӗленмен. Давид Иегова хӑйӗн майлӑ пулнине пӗлсе Голиафа хирӗҫ тухнӑ та ӑна ҫӗнтернӗ (1 Пат. 17:45—51).

8. Иегова кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшасса хытӑрах шанма пире мӗн пулӑшӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

8 Чӗрӗ Турӑ хамӑра пулӑшма ялан хатӗр пулнине асра тытатпӑр пулсан, эпир те пур йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пултарӑпӑр (Пс. 117:6). Иегова пулӑшасса хытӑ шанма вӗренес тесен мӗн тумалла? Библире вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ӗлӗк-авал мӗнле ҫӑлни ҫинчен вулӑр (Ис. 37:17, 33—37). Ҫавӑн пекех, пирӗн jw.org сайта кӗрсе Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хальхи вӑхӑтра мӗнле пулӑшнине пӗлме пулать (Иоанн 6:44). Унсӑр пуҫне, Иегова сире хӑвӑра инкекрен мӗнле хӑтарнине аса илӗр. Тен, эсир Иегова мана арӑсланран е упаран хӑтарни хальлӗхе пулман-ха тесе шутлатӑр. Ҫав-ҫавах Иегова сирӗн пурнӑҫра нумай мӗн тунӑ. Вӑл сире хӑйӗн тусӗ пулма сӗннӗ, халӗ вара вӑл сире чӑнлӑхра тӑрса юлма пулӑшать. Мӗншӗн-ха Иеговӑран вӑл хӑвӑр кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравланине, шӑпах кирлӗ вӑхӑтра хӑвӑра мӗнле пулӑшнине тата хӑвӑра йывӑр килнӗ чухне вӑл юнашар пулнине аса илтерме ыйтас мар? Ҫавӑн ҫинчен шухӑшлани сире Иегова хӑвӑра нихӑҫан та хӑварас ҫуккине хытӑрах ӗненме пулӑшӗ.

Йывӑрлӑхсенче Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнипе эпир Шуйттан суеҫӗ пулнине кӑтартса паратпӑр (8, 9 абзацсене пӑхӑр)


9. Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне пирӗн мӗн асра тытмалла? (Ытарӑшсем 27:11).

9 Иегова чӗрӗ Турӑ пулнине асра тытни йывӑрлӑхсем ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшать. Ҫӑмӑлах мар лару-тӑрура хамӑра мӗнле тытни Иегова мӗн туйни ҫине витӗм кӳрет. Шуйттан каланӑ тӑрӑх, йывӑрлӑхпа тӗл пулсан эпир хамӑр Турӑран тунӑпӑр. (Иов 1:10, 11; Ытарӑшсем 27:11 вуласа парӑр.) Анчах та йывӑрлӑхра шанчӑклӑ тӑрса юлнипе эпир ӑна юратнине, Шуйттан вара суеҫӗ пулнине кӑтартатпӑр. Сирӗн халӗ мӗн тӳсме тивет? Тен, сире влаҫсем хӗсӗрлеҫҫӗ е укҫа-тенкӗ ҫитсех каймасть. Е хӑвӑр пурӑнакан вырӑнта ҫынсем ырӑ хыпара итлесшӗн мар е тата мӗн те пулин урӑххи. Кирек мӗнле лару-тӑру пулсан та, Иеговӑн туйӑмӗсем ҫинчен шухӑшлӑр. Ан манӑр: йывӑр вӑхӑтра хӑвӑра мӗнле тытнипе эсир Иеговӑна савӑнтарма пултаратӑр. Хӑвӑр чӑтса ирттерме пултарайман йывӑрлӑх ҫуккине те асра тытӑр (1 Кор. 10:13). Иегова сире веҫех чӑтса ирттерме вӑй парӗ.

ЧӖРӖ ТУРӐ СИРЕ НАГРАДА ПАРӖ

10. Чӗрӗ Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле награда парӗ?

10 Иегова хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑракансене яланах награда парать (Евр. 11:6). Вӑл пире халех мирпе савӑнӑҫ парать, пуласлӑхра вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парӗ. Эпир Иегова хӑй панӑ сӑмаха тытасси пирки иккӗленместпӗр, мӗншӗн тесен унӑн ҫавна тума кӑмӑл та, вӑй та пур. Ҫакна пӗлни пире Турӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлеме тата ӑна чи лайӑххине пама хавхалантарать. Туррӑн авалхи ӗҫлекенӗсем, сӑмахран, Тимофей, шӑп ҫапла тунӑ та (Евр. 6:10—12).

11. Мӗншӗн Тимофей пухура нумай вӑй хунӑ? (1 Тимофей 4:10).

11 1 Тимофей 4:10 вуласа парӑр. Тимофей чӗрӗ Турӑ ҫине шаннӑ, ҫавӑнпа пухура нумай вӑй хунӑ. Вӑл мӗн-мӗн тунӑ? Павел апостол панӑ канаша итлесе вӑл пухура тата ырӑ хыпас сарас ӗҫре вӗрентес ӑсталӑха ӳстернӗ. Унсӑр пуҫне, Тимофей пухури пур тӑвана та: ваттисене те, ҫамрӑккисене те — лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Унӑн ҫӑмӑлах мар ӗҫсене те тумалла пулнӑ. Сӑмахран, унӑн хӑш-пӗр тӑвансене тӳрлетме тивнӗ. Вӑл тӳррӗн, ҫав вӑхӑтрах ыррӑн канаш панӑ (1 Тим. 4:11—16; 2 Тим. 4:1—5). Ҫынсем Тимофей мӗн-мӗн тунине асӑрхамасан та пултарнӑ, тен, хакламан та пулӗ. Анчах та Тимофей хӑйне Иегова награда парасси пирки иккӗленмен (Рим 2:6, 7).

12. Старейшинӑсене пухушӑн чун-чӗререн тӑрӑшма мӗн хавхалантарать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

12 Юратнӑ старейшинӑсем, Иегова эсир чуна парса ӗҫленине курать тата хаклать. Эсир кӗтӳҫсем, вӗрентекенсем тата хыпарҫӑсем кӑна мар. Сирӗнтен нумайӑшӗ Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене тӑвас ӗҫе хутшӑнать тата ҫутҫанталӑк инкекне пула хӗн курнӑ тӑвансене пулӑшать. Хӑшӗ-пӗрисем чирлисем патне кайса ҫӳрекен ушкӑна кӗреҫҫӗ е больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитетра вӑй хураҫҫӗ. Старейшинӑсем пуху ҫынсен мар, Иеговӑн пулнине асра тытаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем Иегова хӑйсене награда парасси пирки иккӗленмесӗр хӑйсен тивӗҫӗсене чун-чӗререн туса тӑраҫҫӗ (Кол. 3:23, 24).

Эсир тӑвансемшӗн чуна парса ӗҫленӗшӗн чӗрӗ Турӑ сире награда паратех (12, 13 абзацсене пӑхӑр)


13. Иегова эпир уншӑн мӗн-мӗн тунине хаклать-и? Ӑнлантарса парӑр.

13 Пурте старейшина пулаймаҫҫӗ, анчах пурте Иеговӑна мӗн те пулин пама пултараҫҫӗ. Вӑл хӑйӗншӗн пӗтӗм вӑя хурса ӗҫленине питӗ хаклать. Эпир Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫӗ валли укҫа панине, сахал паратпӑр пулсан та, вӑл асӑрхать. Вӑтаннине пӑхмасӑрах пухура ал ҫӗклесе хурав пани те ӑна савӑнтарать. Унсӑр пуҫне, эпир кӳренме васкамасан, ыттисене каҫарсан, унӑн чунӗ хӗпӗртет. Иеговӑшӑн хӑвӑр тӑвас килнӗ чухлӗ тӑваймастӑр пулсан та, ан иккӗленӗр: вӑл эсир хӑйӗншӗн мӗн-мӗн тунине хаклать. Вӑл сире юратать тата награда паратех (Лука 21:1—4).

ЧӖРӖ ТУРӐРАН АН ПӐРӐНӐР

14. Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑх ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗнле пулӑшать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

14 Иегова пирӗншӗн ҫывӑх тус пулсан, пире ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма ҫӑмӑлтарах пулӗ. Иосиф тӗслӗхӗ те ҫакна кӑтартать. Вӑл аскӑн ӗҫ тума килӗшмен, мӗншӗн тесен ҫакӑ Турра кӳрентерессе пӗлнӗ (Пулт. 39:9). Иегова пирӗн ҫывӑх тус пултӑр тесен, пирӗн ӑна кӗлтума тата унӑн Сӑмахне вулама вӑхӑт уйӑрмалла. Эпир, Иосиф пекех, Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха хаклатпӑр пулсан, ӑна аркатма пултаракан пур ӗҫрен те пӑрӑнӑпӑр (Иак. 4:8).

Иегова сирӗн ҫывӑх тус пулсан, сире ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма ҫӑмӑлтарах пулӗ (14, 15 абзацсене пӑхӑр)


15. Израильтянсемпе пушхирте мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (Еврейсем 3:12).

15 Иегова чӗрӗ Турӑ пулнине манса каякан ҫынсем ҫӑмӑллӑнах унран пӑрӑнса кайма пултараҫҫӗ. Израиль ҫыннисемпе пушхирте мӗн пулса тухнине аса илер. Вӗсем Иегова пуррине пӗлнӗ, анчах вӑл хӑйсемшӗн тӑрӑшма пултарни пирки иккӗленме пуҫланӑ. Вӗсем: «Пирӗн хушшӑмӑрта Ҫӳлхуҫа пур-и, ҫук-и?» — тесе те ыйтнӑ (Тух. 17:2, 7). Юлашкинчен вӗсем ӑна хирӗҫ пӑлхав та ҫӗкленӗ. Паллах, пирӗн вӗсем пек пулас килмест. (Еврейсем 3:12 вуласа парӑр.)

16. Мӗне пула пирӗн ӗненӳ хавшама пултарать?

16 Ҫак тӗнче пире Иеговӑран пӑрса ярас тесе тем тума та хатӗр. Нумайӑшӗ Турӑ пуррине ӗненмеҫҫӗ. Тата Туррӑн законӗсене ним вырӑнне те хуман ҫынсем час-часах телейлӗ ҫынсем пек курӑнаҫҫӗ. Ҫакна курса тӑнине пула пирӗн ӗненӳ хавшама пултарать. Турӑ пуррине ӗненме пӑрахмасан та эпир вӑл пире пулӑшасси пирки иккӗленме пултаратпӑр. 72-мӗш Псалома ҫыраканӑн та ҫавӑн пекрех туйӑмсем пулнӑ. Вӑл таврари ҫынсем, Туррӑн законӗсемпе пурӑнман пулсан та, савӑнса пурӑннине курнӑ. Ҫавна пула вӑл Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнинчен усси пур-ши тесе шутлама пуҫланӑ (Пс. 72:11—13).

17. Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пире мӗн пулӑшӗ?

17 Псалом юрлакана хӑйӗн шухӑшӗсене улӑштарма мӗн пулӑшнӑ? Вӑл Иеговӑна шанма пӑрахакансене мӗн кӗтни ҫинчен шухӑшланӑ (Пс. 72:18, 19, 27). Унсӑр пуҫне, вӑл Турӑшӑн ӗҫлени мӗнле усӑ пани ҫинчен шутланӑ (Пс. 72:24). Эпир те Иеговӑна пӗлсен пирӗн пурнӑҫ мӗнле лайӑхланни ҫинчен шутлама пултаратпӑр. Иеговӑна пӗлмен пулсан вара, пирӗн пурнӑҫ мӗнле пулнӑ пулӗччӗ-ши? Ҫаксем ҫинчен шухӑшлани пире Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшӗ. Вара эпир псалом ҫыракан пекех: «Маншӑн... Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей!» — тесе калӑпӑр (Пс. 72:28).

18. Мӗншӗн пирӗн пуласлӑхра мӗн пулассинчен хӑрамалла мар?

18 Ҫак юлашки кунсенче хамӑр мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пуласса эпир пӗлместпӗр. Анчах та эпир вӗсене чӑтса ирттерӗпӗр, мӗншӗн тесен «чӗрӗ те чӑн Турӑшӑн» ӗҫлесе тӑратпӑр (1 Фес. 1:9). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене юратать тата вӗсене пулӑшма ялан хатӗр. Унччен те ҫапла пулнӑ, халӗ те ҫаплах. Кӗҫех нихҫан та пулман пысӑк хӗн-асап пуҫланӗ. Ун чухне эпир пӗччен тӑрса юлмӑпӑр, Иегова пирӗнпе пӗрле пулӗ (Ис. 41:10). Ҫавӑнпа та эпир пӗр иккӗленмесӗр: «Иегова — мана пулӑшакан, эпӗ хӑрамӑп», — тетпӗр (Евр. 13:5, 6).

3-МӖШ ЮРӐ Пирӗн тӗрек, пирӗн шанчӑк, пирӗн хӳтлӗх